Христос Туррăмăр Іерусалиме Ђаплăн Пырса Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăчкă уявĕ (Верпăнни)

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Іисус Христос Туррăмăр Іерусалиме пырса кĕнине асăнатпăр. Ун ђухне Іерусалиме халăх пит нумай пухăннă. Іисус Христос Туррăмăр ашак çине ларса пынă. Темĕн ђухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене Вăл пырас çул çине сарса хунă. Хăшĕ-хăшĕ йывăç турађĕ каса-каса илсе Іисус Христос пырас çул çине сарса пынă. Іисус Христос умĕнђен, тата хыçĕнђен пыракан çынсем пур те: Осанна Давид Ывăлне! тесе кăшкăрса пынă. Вăл Іерусалиме пырса кĕрсен пĕтĕм хула хускалнă. Хăшĕ: Ку кам, тесе ыйтнă. Халăх каланă: Ку Назаретран тухнă пророк, тенĕ. Іисус Христос ђиркĕве кĕнĕ. Унта суту-илÿ тăвакансене пурне те хăваласа кăларнă; укçа улăштаракансенĕн сĕтеллисене тÿнтерсе йанă; кăвакарђăн сутакан çынсен пуканĕсене те тÿнтере-тÿнтере йанă. Вăл вĕсене каланă: Манăн çуртăм кĕлĕ çурђĕ, есир ăна вăрă-хурахсен вырăнĕ туса хунă, тенĕ.

palmsunday-58e3b1d43df78c5162058cd6
Пайан есир пальма йывăççи турађĕсене хуçса илтĕр, акă пĕр-икĕ кунтанах есир пальма йывăççине касса унтан Ман валли хĕрес тума тытăнăр.

Çав пулнă ĕç çинђен шухăшласан, Іисус Христоса пит савăнса Іерусалим хулине илсе кĕнине астусан, ăша ырă шухăш кĕрет: тинех ĕнтĕ ку Іерусалимри çынсемпе ытти еврейсемпе Іисус Христоса йышăнђĕç, тийес килет. Анђах çав ырă шухăш нумайă пулмаст̌. Çав еврейсемех Ана пĕр ик виçĕ кунтан Іерусалимрен илсе тухса кайаççĕ, Ăна хĕрес çумне пăталаса вĕлереççĕ.
Çакăнта итлесе тăракан тăванăмсем! Сиртен хăшĕ шухăшлаççĕ пулĕ, мĕншĕн епир Іисус Христос Туррăмăр çĕр çинђе çÿренĕ ђух пурăнман-ши? Епир те Вăл Іерусалиме пырса кĕнине курнă пулăттăмăр! Ăна хисеплесе, йуратса Вăл пырас çул çине тумтирĕмĕрсене сарса хунă пулăттăмăр, теççĕ пулĕ. Ун çинђен пирĕн пăшăрханмалли çук, Іисус Христос Туррăмăр Іерусалиме ђаплăн пырса кĕнине курма тивĕçлĕ пулаймарăмăр, тесе хуйхăрмалла, çук. Çав ĕлĕк пулнă ĕçе курма, епир халĕ те пултаратпăр, Турă пире ытти çынсенђен телейсĕр туман.
Ĕлĕк Іисус Христос Іерусалиме пырса кĕнĕ пек, халĕ те епир Ăна хамăр пата кÿртме пултаратпăр. Ĕлĕк Вăл ђиркĕве пырса кĕнĕ пек, епир халĕ те Ăна хамăр ăша, кÿртме пултаратпăр. Епир Іисус Христоса Унăн ÿђĕпе йунне ăша илсе Ăна хамăр пата кÿртетĕр.

Анђах Іисус Христоса хамăр пата кÿртес тесен, пирĕн Вăл пырас çула тасатас пулат̌. Ĕлĕк Іисус Христос пырас çул çине еврейсем тумтирĕсене сарса хунă пек, пирĕн те Вăл пырас çула çылăхсене каçарттарса тасатас йулат̌. Ĕлĕк еврейсем Іисус Христос пырас çул çине йывăç турађĕсем сарса илемлетнĕ пек, пирĕн те Вăл пырас çула ырă ĕçсем туса илемлентерес пулат̌.

Ĕлĕк Іисус Христос ашак çине ларса пынă пек, пирĕн те хамăр тунă çылăхсен хуçи пулса, вĕсене парăнтарас пулат̌. Çапла тусан Іисус Христос Іерусалиме пырса кĕнĕ пек пирĕн пата килĕ, пирĕн ăша кĕрĕ. Вăл Іерусалиме кĕрсен, пĕтĕм хула хускалнă пек, пирĕн ăшри усал шухăшсем хускалĕç. Хăшĕ: Ку кам? тесе ыйтнă пек, пирĕн ăшри усал, пĕлмĕш пулса, Ку кам-ши? тесе хирĕç тухĕ. Анђах вилĕм тесе тытĕ те, Ђĕрĕлĕхе тĕл пулĕ. Іисус Христос ђиркĕве кĕрсе унта укçа улăштаракансен, кăвакарђăн сутакансене хăваласа кăларнă пек, пирĕн ăшри пур усалсене хăваласа кăларĕ. Çав суту-илÿ тăвакан сĕтелсене, тенкелсене тÿнтере тÿнтере йанă пек, пирĕн ăшри çылăх вырăнĕсене те пĕтерĕ. Вара пирĕн ăш усал шухăшпа, усал ĕçсемпе вăрă-хурахсем пурăнакан çурт пек пулса кайнăскер, Іисус Христос кĕрсен тасалĕ, Турă пурăнмалли çурт пулса тăрĕ.

Тăванăмсем! Іисус Христос Туррăмăра хамăр пата кÿртни пирĕншĕн пит паха, пит кирлĕ пулсан, епир Ăна хамăр пата кÿртме тăрăшар. Вăл пирĕн ђĕре алăкĕ патĕнђех тăрат̌. Вăл епир хамăр ђĕрене Ăна кÿртме уçассине кĕтсе тăрат̌: çылăхсенђен ÿкĕнсе вĕсене каçарттарассине кĕтет. Кам çылăхсенђен ÿкĕнмест, вĕсене каçарттармаст̌, унăн ђĕри алăкĕ хупă пулат̌. Ун патне, ун ђĕрине Христос кĕреймест, унпа пĕрле пурăнмаст̌. Унăн ăшĕ Турă çурђĕ мар, вăрă-хурахсем пурăнакан çурт пулат̌. Кам çылăхсенђен ÿкĕнет, вĕсене каçарттарать, вăл Христоса хăй патне кĕме ђĕри алăкне уçат̌. Вара Іисус Христос, ĕлĕк Іерусалиме кĕнĕ пек, ун ăшне кĕрет. Унпа пĕрле пурăнат̌. Іисус Христос калат̌: акă (Епĕ) алăк умĕнђе шаккаса тăратăп; кам Ман сасса илтсе алăкне уçĕ, Епĕ ун патне кĕрсе, унпа пĕрле каçхи апат тăвăп, вăл та Манпа пĕрле апат тăвĕ, тет (Апок. III, 20). Çавăнпа пирĕн Іисус Христоса хамăр пата кÿртес тесен, хамăр çылăхсенђен ÿкĕнсе çылăхсене каçарттарса ђĕрене тасатас пулат̌. Вара епир Христоса хирĕç тухса илекен халăхран нумай телейлĕ пулăпăр. Вĕсем Христоса хăйсен хулине, Іерусалиме, анђах кÿртнĕ. Епир Ăна хамăр ăша кÿртетпĕр. Еврейсем Іисус Христоса Іерусалимре çÿренине анђах курнă. Епир Ăна хамăр ăшра усрăпăр; мĕншĕн тесен Вăл Хăйех каланă: Ман ÿте çийекен, Ман йуна ĕçекен Ман ăшра пулĕ, Епĕ те ун ăшĕнђе пулăп, тенĕ. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.