Мун Кун Кунĕ Вĕрентсе Калани


Свящ. П. Егоровъ


Мун кун

Пайанхи кун пĕлĕт çинђисем тивĕççипе хĕпĕртеççĕ, çĕр çинђисем савăнаççĕ; курăнакан тĕнђерисем те, курăнми тĕнђерисем те савăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнђери халăхсем Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнине асăнса праçник тăваççĕ. Пĕтĕм çынсем Çăлакан Христос ђĕрĕлсе тăнишĕн савăнаççĕ. Çакăн пек таса Мун-кун пĕрре анђах, çак пайанхи кун праçниксенĕн праçникĕ, савăнăçсенĕн савăнăçĕ. Ей тăвансем, вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă Христос Турра мухтаса йурлар, Çăлакан Турăшăн савăнса тăрар. Çак Христос ђĕрĕлсе тăнă кун епир çăлăнма пуçланнă кун; Христос ђĕрĕлсе тăни пирĕн телей пуçламăшĕ; Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, пирĕн ђăн-ђăн пурăнăç пуçланса кайнă, çавăнпа епир: вилĕм пĕтнĕшĕн, тамăк вăйĕ çĕмĕрĕлнĕшĕн, çĕнĕрен пуçланнă ĕмĕрлĕх пурăнăçшĕн савăнса праçник тăватпăр.

Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăђĕ те, тамăк вăйĕ пĕтрĕ. Христосăн малтан вилĕм хăватне тытса тăракан шуйттана çĕнтермелле пулнă (Евр. 2, 14), çавăнпа Вăл Хăйĕн таса ÿђĕ тупăкра выртнă ђухне, Хăйĕн вилĕмсĕр ђунĕпе тамăка аннă. Тамăк Ăна ахаљ çын пулĕ тесе илнĕ те, хăватлă, мухтавлă Турра курах кайнă. Тамăк Çăлакана курсан, хăраса кайнă, тамăк хапхисем çĕмĕрĕлсе аннă. Çăлакан шуйттана çыхса пăрахнă та, тамăк тыткăнĕнђе ларакан çынсене ирĕке кăларнă. Іисус Христос тамăка çĕнтерни çинђен ђиркÿре ак çапла каласа йурлаççĕ: „ей Христос, Есĕ çĕр айне антăн, етемсене ĕмĕр тыткăнра усракан вырăнсене пĕтертĕн, теççĕ. (Пасх. кан.). Çавна кура тамăк пуçлăхĕсем хăраса ÿкнĕ, хуйхă хапхи уçăлса кайнă, унта Аслă Патша Христос кĕнĕ, тыткăнра ларакансене, тĕттĕмре тăракансене: тухăр, тенĕ (стих. воскр. 5 гл.). Турă пайанхи кун тамăка çĕнтернĕ, ĕлĕкренпех усал тыткăнра ларакансене кăларнă (Прип. 9 пѣсн. Пасх. кан). Ей Христос! тамăк тыткăнлăхĕнђе тăракансем Есĕ пит ыррине курђĕç, хавасланса çутăлла тухрĕç, ĕмĕрлĕх Пасхăна мухтаса йурларĕç (Прип. 5 пѣсн. Пасх. к.)“.

Іисус Христос тамăка çĕнтерсен кайран каллех çĕр çине пынă, вара Хăйĕн вилĕмсĕр ђунне çĕрми ÿђĕпе пĕрлештернĕ те, Хăйĕн Турăлăхĕпе вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă.

Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса пирĕн вилĕме пĕтернĕ. Пире Çăлакан Іисус Христос Хăйĕн етемлĕхĕпе пирĕншĕн асапланса вилнĕ, Турăлăхĕпе вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса çылăхпа кивелнĕ етеме çĕнетнĕ, пирĕн вилĕме пĕтернĕ. Іисус Христос тупăкран ђĕрĕлее тăрсан, Унăн ÿђĕ улăшăннă; Унăн ÿђĕ курăнакан ÿтрен курăнми ÿт пулнă; вилĕмлĕ ÿтрен, вилĕмсĕр ÿт пулнă. Çавăнпа Вăл ђĕрĕлсе тăрсан, çĕр çинђе курăнмасăр çÿренĕ, тапхăр тапхăр анђах Хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Іисус Христосран малтан та хăш-хăш сăваплă çынсем вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă, анђах вĕсем Турă хăвађĕпе ђĕрĕлсе тăнă, кайран вĕсем каллех вилнĕ. Іисус Христос Хăй Турăлăхĕпе ђĕрĕлсе тăнă, Вăл ÿлĕм вилмелле мар ђĕрĕлсе тăнă, Вăл ĕмĕр вилĕмсĕр пулнă. Павел апостол калат̌: Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă, Вăл ĕнтĕ нихăçан та вилмест, Ăна вилĕм тивес çук, тет (Римл. 6, 9). Іисус Христос вилĕме Хăйшĕн анђах пĕтермен, Хăйне ĕненекен çынсемшĕн те пĕтернĕ. Павел апостол калат̌: Христос пуриншĕн те вилнĕ, тет (2 Кор. 5, 15). Христос пуриншĕн те вилнĕ пулсан, ђĕрĕлессине те пуриншĕн те ђĕрĕлсе тăнă. Йепле Адам тăрăх пурте вилеççĕ, çавăн пекех пур те Христос урлă ђĕрĕлеççĕ, тет Павел апостол (1 Кор. 15, 22). Епир вилĕмрен халĕ хăтăлаймастпăр-çке, пур те вилетпĕр-çке тесе ан кулянăр, тăвансем. Халĕ епир пур те вилетпĕр, ÿлĕм пурсăмăр та ђĕрĕлсе тăрăпăр. Павел апостол калат̌: Пĕлетпĕр, Іисус Турра Ђертекен пире те Iисуспа пĕрле ђĕртсе тăратĕ, тет (2 Кор. 4, 14). Епир пурсăмăр та ђĕрĕлсе тăрсан, пирĕн вилĕм те пĕтĕ вара. Ÿлĕм пур те ђĕрĕлсе тăрĕç, анђах пур те пĕр пек мар: хăшĕ мухтава ђĕрĕлсе тăрĕç, хăшĕ сут умне тăма ђĕрĕлсе тăрĕç.

Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, ĕмĕрлĕх пурăнăç пуçланса кайнă. Ун çинђен ђиркÿ йуррисенђе акă мĕн каланă: Іисус тупăкран ђĕрĕлсе тухнă, пире ĕмĕрлĕх пурăнăç панă (Стих. послѣ воскр. Еванг.). Ей халăхсем, Килĕр! Çăлакан виççĕмĕш кун ђĕрĕлсе тăнине мухтаса йурлар, епир Ун тăрăх тамăкăн татăлми çыххисенђен хăтăлнă, пурсăмăр та ђĕрĕлĕхпе пурăнăç илнĕ (стих. воскр. 4 гл ). Ей Турра çуратнă Хĕр, Есĕ пит мухтавлă, Санран ÿтленсе çурални тамăка çĕнтернĕ, вилĕме пĕтернĕ, епир те ђĕрĕлсе тăтăмăр“. (Богор. предъ Велик. слав.). Çапла Іисус Христос Хăй ђĕрĕлсе тăнипе пирĕн тăшмансене, тамăкпа вилĕме çĕнтернĕ, пире ĕмĕрлĕх пурăнăç панă, пире каллех рай алăкне уçса панă. Адампа Ева çылăха кĕнĕ тăрăх мĕн пур çынсем ĕмĕрхи пурăнăçа çухатнă, Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, каллех ĕмĕрхи вилĕмсĕр пурăнăç пуçланса кайнă.

Çав ĕмĕрлĕх пурăнăçа епир Христоспа пĕрлешнĕ тăрăх кĕретпĕр. Епир Христоспа йепле пĕрлешетпĕр? Унăн Ÿђĕпе Йунне хамăр ăша илсе пĕрлешетпĕр. Іисус Христос Хăй калат̌: Манăн ÿтĕме çийĕкен, Манăн Йунăма ĕçекен, Манăн ăшăмра пулĕ, Епĕ те унăн ăшĕнђе пулăп, тет (Іоан. 6, 56), татах калат̌: Манăн Ÿтĕме çийекен, Манăн Йунăма ĕçекен, ĕмĕрлĕх пурăнăçа илет, Епĕ те вара Ăна йулашки кунта ђĕртсе тăратăп, тет (—54). Христос тупăкĕнђен çутăлса тухнă, ĕмĕрлĕх пурăнăç Христос тепĕр хут çĕр çине килсен пуçланса кайĕ, ун ђухне вара тупăкри çынсем пур те Турă Ывăлийĕн сассине илтĕç те, ђĕрĕлсе тăрĕç, вара йулашки тăшман, вилĕм пĕтĕ (1 Кор. 15, 26).

Ей Христоса ĕненекен çынсем! пурсăр та килĕр, хăватлă ђĕрĕлсе тăнă Христоса пуççапар. Çак Турă панă кун хĕпĕртесе савăнса тăрар. Епир ĕнтĕ Христос тăрăх пурсăмăр та пĕр тăван, пĕр пĕрне ђунтан йуратса „ей тăвансем“ тесе ыталар, пире кураймансене пурне те çак Христос ђĕрĕлнĕ кун тăрăх каçарса, çапла калар: Христос вилĕмĕнђен ђĕрĕлнĕ, вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене ђĕрĕлĕх панă, тийĕр. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.