Аслă Типпĕн Пиллĕкĕмĕш Ернинђе Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ


Пайанхи кун таса Ђиркÿ Египетри Марія аннемĕре асăнат̌. Ăна асăнса ун йађĕпе йурăсем йурлат̌.

Тăванăмсем! Епир таса Ђиркĕвĕн ађисем. Çавăнпа Марія аннемĕр çинђен шухăшласа пăхар. Вăл кам пулнине пĕлер. Йепле пурăнса Турра йурăхлă пулнине астăвар. Ун пурăнăçĕнђен хамăр валли вĕренÿ илер. Марія пек Турра йурăхлă пулма тăрăшар.

Марія аннемĕр хăйĕн çинђен акă мĕн каласа парат̌.

Епĕ Египетре çуралнă. Египетре мана Христос йађĕпе тĕне кÿртнĕ. Анђах вун çула çитсессĕнех атте-аннене, çурт-йĕре пăрахса Александріяна кайрăм. Епĕ унта намăссăрланса, аскăнланса пурăна пуçларăм. Çав аскăн ĕçне епĕ вун-çиђĕ çул иртĕнсе пурăнтăм. Александрія хулинђе манпа çыпăçман çын йулмарĕ пулĕ, манпа çылăха кĕмен ађа йулмарĕ пулĕ. Манăн усал, аскăн, ирсĕр пурăнăçăм çинђен пĕтĕм хула пĕлекен пулђĕ. Епĕ аскăнланнăшăн никамран та укçа илмен; мĕншĕн тесен епĕ укçа кирлишĕн асса пурăнмарăм. Епĕ пит нађар пурăнаттăм. Тумтир çуккипе те пайтах асапланнă. Выçă та нумай ларнă. Манăн мĕн пур шухăшăм пĕр йапала çинђе-ђђĕ: йепле те пулин нумайтарах çын илĕртсе хампа астарасшăн анђах тăрăшаттăм.

Çапла пурăннă вăхăтра, пĕрре епĕ Ливан çыннисемпе Египет çыннисем тинĕс патнелле васкаса кайнине куртăм. Вĕсем патне пытăм та пĕринђен: есир ăçта кайатăр? тесе ыйтрăм. Вĕсем каларĕç: епир Іерусалиме кайатпăр. Унта Христос хĕресне çĕкленĕ праçнике çитес тетпĕр, терĕç. Епĕ вĕсене: хăвăрпа пĕрле мана та илсе кайăр-ха? терĕм. Вĕсем каларĕç: укçу пулсан, унта пыма сана кам ђарĕ, терĕç. Епĕ каларăм: манăн укçа та çук, çăкăр та çук. Çапах пĕр-пĕр карап çине ларас. Мана унта ахалех тăрантарĕç. Епĕ вĕсене укçа вырăнне хам ÿтĕме парăп, терĕм. Епĕ вĕсемпе пĕрле Турă праçникне мар, унта аскăн ĕçсем тума анђах кайасшăн-ђђĕ… Ах, хам тунă ирсĕр ĕçсем çинђен калама та намăс. Пĕлĕт çинђен Турă пăхат̌: çак ирсĕр сăмахсене калама хăратăп, ман сăмахсенђен сывлăш „ирсĕрленсе кайĕ“!…

Іерусалиме кайакансенђен пĕри епĕ каланă сăмахсене илтрĕ те манран йĕрĕнсе пăрăнса кайрĕ. Епĕ çапах та пĕр тытнă шухăша пăрахмарăм: çав çынсем хыçĕнђен тинĕс патнелле утрăм. Тинĕс хĕрне çитсен, пăхатăп: пĕр вунă вун-ик çамрăк çын тăраççĕ, хăшĕ карап çинђе лараççĕ. Вĕсем патне çывăхарах пытăм та: мана хăвăрпа пĕрле илсе кайăр-ха, мана карап çине лартнăшăн ÿкĕнмĕр, терĕм. Вара карап çине лартăм та кайрăмăр. Тĕлĕнетĕп: йепле çавăн ђухне мана тинĕс ђăтса пыђĕ-ши? Йепле тинĕс хумĕсем çапса тинĕс тĕпне путармарĕç-ши? Çылăхлă çынна та хĕрхенекен Турă епĕ çылăхсенђен ÿкĕнессе кĕтсе тăђĕ пулĕ. Іерусалиме епĕ праçник пуçланиђђен малтан çитрĕм. Çитсенех аскăнлана пуçларăм. Праçник каç та çĕрĕпе асса ирттертĕм.

Праçник кун каллах çынсене илĕртме урама тухрăм. Анђах çынсем пур те ђиркĕвелле кайнине куртăм та, епĕ те ђиркÿ алăкĕ умне пытăм, Ђиркÿре Христос хĕресне çĕклес вăхăт çитсессĕн, ђиркÿ умĕнђе тăракан çынсем пур те ђиркĕве кĕрсе кайрĕç. Ытти çынсемпе пĕрле епĕ те ђиркĕве кĕме тытăнтăм. Ђиркÿ алăкĕ урлă йарса пусас тесе урана çĕклерĕм те, сасартăк куçа курăнми хăват мана алăкран кайалла ывăтса йађĕ. Татах алăк патне пытăм, пĕлми хăват татах мана кайалла ывăтса йађĕ. Çапла епĕ темиçе хутђен ђиркĕве кĕме тытăнтăм, çав курăнми хăват темиçе хутђен ывăта ывăта йађĕ. Ытти çынсем пыраççĕ те ђиркĕве кĕрсе кайаççĕ. Мана ирсĕр, çылăхлă çынна Турă Хăйĕн таса ђиркÿне кÿртмерĕ.

Малтанах нимĕне пĕлмесĕр, мĕншĕн ку капла пулђĕ-ха, тесе тĕлĕнсе, хăраса кайрăм. Кăшт шухăша çавăрса илтĕм те, хамăн усал пурăнăçăм аса киле пуçларĕ, епĕ тунă ирсĕр ĕçсем пур те куç умĕнђи пек курăнса тăра пуçларĕç. Вара тин хам йепле усал пулнине пĕлтĕм, Турă панă ђуна, ÿт-пĕвĕме ирсĕрлентерсе пĕтернине ăнласа илтĕм. Вара ђăтаймасăр хуйхăрса макăрса йăтăм, ăш-ђик пĕтĕмпе тулса килнипе аллăмсемпе кăкăра çапа çапа, пĕтĕм ђĕререн ÿкĕне пуçларăм. Унтан пуçăма çĕклесе пăхрăм та стина çинђе Турă Амăшĕ сăнĕ тăнине курах кайрăм. Вара пĕтĕм ђунăмпа макăра, макăра Турă Амăшĕнђен каçару ыйтма тытăнтăм, ун умĕнђе ÿлĕмĕнђен аскăнланса çÿремессе сăмах патăм. Пайтах кĕл-тусан манăн ђун пĕтĕмпе хавасланса ђиркĕвелле туртăнђĕ. Вара ђиркĕвелле кайрăм. Унта кĕнĕ ђух мана никам та ђарса тăракан пулмарĕ. Ђиркÿре Христосăн хĕресне ђуп-турăм. Вара ђиркÿрен тухсан Турă Амăшĕ сăнĕ умне тăрса тав-туса кĕл-тума тытăнтăм. Йулашкинђен: мана йалан вĕрентсе усра, вилиђђенех ырă çулпа йертсе çÿре, тесе кĕл-турăм. Çак сăмахсене каласанах сасă илтĕнђĕ. Вăл сасă: Іордан урлă каç та, унта ху валли канăçлăх тупăн, терĕ мана. Вара епĕ ђиркÿ умĕнђен тухса кайрăм. Çул çинђе мана пĕр çын хирĕç пулђĕ. Вăл мана виçĕ укçа пађĕ. Вăл укçапа епĕ виçĕ çăкăр илтĕм. Çынсенђен Іордан патне ăçтан каймаллине ыйтса пĕлтĕм те хуларан тухса кайрăм. Хам çул тăршĕпе макăрса пытăм. Виçĕ кун кайсан Іордан шывĕ патне çитрĕм. Унта Христоса шыва Кÿртекен Іоанн йађĕпе лартнă ђиркÿ пур. Іордан шывĕпе питĕм-куçăма, аллăмсене çурăм та, ђиркĕве кĕтĕм. Тепĕр кунне çак пушă хире каçса килтĕм. Епĕ кунта килни хĕрĕх çиђĕ çул ĕнтĕ. Кунта килнĕ ђухне хампа пĕрле икĕ çăкăр çурă илсе килсеттĕм. Анђах вĕсем те пурăнсан-пурăнсан ђул пек хытса кайрĕç. Çав çăкăрсемпе епĕ темиçе çул пурăнтăм. Вĕсем пĕтнĕренпе пушă хирти курăксемпе тăранса пурăнтăм. Епĕ çак пушă хирте хĕн курни çинђен, мана шуйттан йепле, йепле илĕртни çинђен шухăшлама та хăратăп: çав асапсем тепĕр хут килессĕн туйăнса ђунăм пĕтĕмпе хăраса ÿкет. Вун çиђĕ çул хушши мана йалан ăссăр шухăшсем аптăратрĕç. Çиме ларсан ашпа пулă çийес килет-ђĕ. Ĕçнĕ ђухне ĕлĕк ĕçнĕ тĕрлĕ ерехсем аса килеђђĕç. Хăш ђухне аскăн йурăсем йурлас килетђĕ. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе татăлса пĕтрĕç. Тумтирсĕр темĕн пек шăнса пĕтеттĕм, йе шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. Вун çиђĕ çултан тин Турă ырăлăхĕ мана хупласа илђĕ, пур усалсенђен хăтарса тăра пуçларĕ. Çакăнта килнĕренпе пĕр çын тĕсне курмарăм.

Марія хăйĕн пурăнăçне пĕр Зосима йатлă монаха каласа кăтартнă. Çав Зосима Маріяна тепĕр çулне Христос ÿђĕпе йунне сыптарнă. Тепĕр çултан Зосима каллах пушă хире кайнă. Вăл унта ĕлĕк хăй Маріяна курнă вырăна çитнĕ. Пайтах пăхкаласа çÿресен вăл Маріяна курнă. Анђах Марія вилнĕ. Вăл çĕрте хĕвел тухăçĕ йенелле пăхса выртнă. Аллисене хĕреслесе кăкăрĕ çине хунă. Хăй çине Зосима панă тумтирне витнĕ. Маріяна курсан, Зосима макăрса, нумайђђен нимĕн тума пĕлмесĕр тăнă: пытарам-ши, пытарам-мар-ши? тесе шухăшланă. Çапла шухăшласа тăнă ђухне, Зосима арăм пуçĕ çинђе çыру курах кайнă. Вăл хут çине акă мĕн çырнă: Зосима атте, Маріянăн ÿтне çак вырăнах пытар та, уншăн Турра кĕл-ту.

Вăл Христос ÿђĕпе йунне сыпсассăнах, Іисус Христос вилнĕ каç, апрѣлĕн 1-мĕш кунĕнђе вилђĕ тесе çырнă.

Çак çырăва курсан, Зосима пит савăннă: хăй курнă арăм мĕн йатлине те, вăл хăçан вилнине те пĕлнĕ вара. Зосима пĕр йывăç татăкĕ илнĕ те, Марія валли шăтăк алта пуçланă. Анђах вĕрипе хытса кайнă çĕре алтма пит хĕн пулнă. Вăл алта-алта пĕтĕмпе халран кайнă. Хыçалалла çавăрăнса пăхнă та, хăйĕнђен инçе те мар, пĕр арăслан тăнине курнă. Ăна курсан, Зосима пĕтĕмпе хăраса ÿкнĕ. Арăслан йерипе Зосима патне пынă та, ђĕрнисемпе Марія валли шăтăк алтса панă. Вара Зосима Марія ÿтне пытарнă та, киле тавăрăннă.

Итлесе тăракан тăвансем! Ĕнтĕ есир пайăн таса Ђиркÿ асăнакан Марія кам пулнине пĕлтĕр. Вăл йепле пурăнса Турра йурăхлă пулнине те куртăр. Ĕнтĕ ун пурăнăçĕнђен хамăр валли вĕренÿ илер.

Тăванăмсем! Куç-кĕски (тĕкĕр) умне пырса тăрсан çын йепли пĕтĕмпе палăрат̌. Хамăра Египетри Маріяпа танаштарсан, çывăхарах ун умне пырсан, хамăр йепли пĕтĕмпе курăнат̌. Таса Марія пушă хирте пĕр май Турра кĕл-туса хĕрĕх çиђĕ çул пурăннă. Епир Турра кĕл-тума ернере пĕрре ђиркĕве килме те ÿркенетпĕр. Таса Марія пушă хирте темиçе çул курăк тымарĕсемпе тăранса пурăннă. Епир аслă типĕре, пĕр ултă çиђĕ ерне хушши те типĕ тытасшăн мар. Таса Марія хĕрĕх çиђĕ çул ерех-тавăраш ĕçмесĕр ирттернĕ. Епир аслă типĕ вăхăтĕнђе те пулин ерех ĕçмесĕр ђăтаймастпăр. Мĕншĕн? Ерех типĕ вăл. Таса Марія Турăшăн хĕрĕх çиђĕ çул тумтир çуккипе хĕлле шăнса çÿренĕ, çулла хĕвелпе пиçсе çÿренĕ. Епир апла мар: пире хĕлле ђиркĕве килме сивĕ, çулла ăшă. Таса Марія хăй тунă çылăхĕсемшĕн хĕрĕх çиђĕ çул ÿкĕннĕ, Турăран каçару ыйтнă. Епир хамăр çылăхсене каçарттарма виçĕ-тăватă куна та ђиркĕве килме ÿркенетпĕр. Таса Маріянăн тумтирĕсем татăлса çуркаланса пĕтнĕ. Ун вырăнне унăн ђунĕ, евангеліери пек каласан, туй тумтирне тăхăннă. Таса Маріянăн çийĕнђи ÿђĕ хĕвелпе, тумтир çуккипе, хĕрелсе хуралса хытса кайнă. Ун вырăнне унăн ђунĕ темиçе хут шăратса тасатнă ылттăнран та аван пулнă. Пирĕн ÿт, çан-çурăм таса, ун вырăнне ђун усал ĕçсемпе хуралса кайнă. Пирĕн çи-пуçра аван тумтир, илемлетсе пĕтернĕ хатĕрсем. Ун вырăнне пирĕн ђун тумтирĕ хура. Вилсенех пире Турă: тăванăм, мĕншĕн есĕ патша туйне туй тумтирĕ тăхăнса килмен, тесе пире шăл шатăртаттару пулмалли çĕре кăларса пăрахĕ. Таса Маріянăн çĕрсе тăпра пулас ÿђĕ хуралса кайнă, ĕмĕр пурăнас ђунĕ тасалса пынă. Пирĕн çĕрсе тăпра пулас ÿт таса, ĕмĕр пурăнас ђун хура. Пире арăслан тавăраш, тискер кайăк курсан, çавăнтах ђĕркелесе пăрахĕ. Таса Маріяна пирĕншĕн усал, хăрушă, тискер арăслан ĕмĕр выртма шăтăк авăтса парат̌. Таса Маріянăн ÿђĕ хĕвел çинђе пĕр çулталăка йахăн выртнă, çапах та çĕрмен. Пирĕн „таса“ ÿт вилнĕ кунах çĕре пуçлат̌, ђĕрĕ çынна хăй патĕнђен хăвалат̌. Таса Марія ÿђĕ никам хуралламасăр пушă хирте, темĕн тĕрлĕ тискер кайăк пур çĕрте çаплипех выртнă. Пирĕн ÿте уйа, хире пĕр кунлăха кăларса пăрахсан та кайăк-кĕшĕк таткаласа пĕтерĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕнне хăвăр та пĕлетĕр!

Итлесе тăракан ырă çынсем! Çылăхсене каçарттарас тĕлĕшрен Марія аннемĕр пек пулăр. Таса ђиркÿ таса Маріяна асăнса пире ун пек пулма хушат̌: çылăхсене каçарттарма вĕрентет. Пит-куç хуралсан çăватпăр. Алă-ура хуралсан, вĕсене те тасататпăр. Ђун та çавăн пекех хуралат̌, ĕлĕкхи сăнне çухатат̌, илемсĕрленсе кайат̌. Çавăнпа калатăп сире: ђунăрсене те çăвăр, вĕсене те тасатăр: ђун ÿтрен таçта хаклă. Ђуна тасатас тесен, ерне хушши ђиркĕве çÿрĕр. Тунă çылăхсене Турă умĕнђе каçарттарăр.

Вара епир Марія анне пек пулма ĕмĕтленме пултарăпăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.