Аслă Типпĕн Пиллĕкĕмĕш Ернинђе Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Пайанхи кун таса Ђиркÿ Египетри Марія аннемĕре асăнат̌. Ăна асăнса ун йађĕпе йурăсем йурлат̌.

Тăванăмсем! Епир таса Ђиркĕвĕн ађисем. Çавăнпа Марія аннемĕр çинђен шухăшласа пăхар. Вăл кам пулнине пĕлер. Йепле пурăнса Турра йурăхлă пулнине астăвар. Ун пурăнăçĕнђен хамăр валли вĕренÿ илер. Марія пек Турра йурăхлă пулма тăрăшар.

Марія аннемĕр хăйĕн çинђен акă мĕн каласа парат̌.Малаллине вулас

Мун Кун Кунĕ Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ


Мун кун

Пайанхи кун пĕлĕт çинђисем тивĕççипе хĕпĕртеççĕ, çĕр çинђисем савăнаççĕ; курăнакан тĕнђерисем те, курăнми тĕнђерисем те савăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнђери халăхсем Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнине асăнса праçник тăваççĕ. Пĕтĕм çынсем Çăлакан Христос ђĕрĕлсе тăнишĕн савăнаççĕ. Çакăн пек таса Мун-кун пĕрре анђах, çак пайанхи кун праçниксенĕн праçникĕ, савăнăçсенĕн савăнăçĕ. Ей тăвансем, вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă Христос Турра мухтаса йурлар, Çăлакан Турăшăн савăнса тăрар. Çак Христос ђĕрĕлсе тăнă кун епир çăлăнма пуçланнă кун; Христос ђĕрĕлсе тăни пирĕн телей пуçламăшĕ; Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, пирĕн ђăн-ђăн пурăнăç пуçланса кайнă, çавăнпа епир: вилĕм пĕтнĕшĕн, тамăк вăйĕ çĕмĕрĕлнĕшĕн, çĕнĕрен пуçланнă ĕмĕрлĕх пурăнăçшĕн савăнса праçник тăватпăр.Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Іерусалиме Ђаплăн Пырса Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăчкă уявĕ (Верпăнни)

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Іисус Христос Туррăмăр Іерусалиме пырса кĕнине асăнатпăр. Ун ђухне Іерусалиме халăх пит нумай пухăннă. Іисус Христос Туррăмăр ашак çине ларса пынă. Темĕн ђухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене Вăл пырас çул çине сарса хунă. Хăшĕ-хăшĕ йывăç турађĕ каса-каса илсе Іисус Христос пырас çул çине сарса пынă. Іисус Христос умĕнђен, тата хыçĕнђен пыракан çынсем пур те: Осанна Давид Ывăлне! тесе кăшкăрса пынă. Вăл Іерусалиме пырса кĕрсен пĕтĕм хула хускалнă. Хăшĕ: Ку кам, тесе ыйтнă. Халăх каланă: Ку Назаретран тухнă пророк, тенĕ. Іисус Христос ђиркĕве кĕнĕ. Унта суту-илÿ тăвакансене пурне те хăваласа кăларнă; укçа улăштаракансенĕн сĕтеллисене тÿнтерсе йанă; кăвакарђăн сутакан çынсен пуканĕсене те тÿнтере-тÿнтере йанă. Вăл вĕсене каланă: Манăн çуртăм кĕлĕ çурђĕ, есир ăна вăрă-хурахсен вырăнĕ туса хунă, тенĕ.Малаллине вулас