П. Можаров
Таиçĕн канфет çиесси килчĕ. Вăл çÿлĕк еннелле кармашрĕ. Мĕнле çитмелле-ши канфет савăчĕ патне? Хĕр ача çÿлĕк айĕнчи сĕтел çине те тăрса пăхрĕ, анчах савăт патне çитеймерĕ. Вара вăл сĕтел çине пукан хăпартса лартрĕ. Халь алă çитет ĕнтĕ. Анчах… канфет илнĕ чухне хăйма банкине ÿкерчĕ ватрĕ.
Таиç урайне анчĕ. Амăшĕ килсен вăрçассине лайăх чухлать вăл. Мĕн тумалла-ха? Çак вăхăтра кăмака çинчен йăрăмлă-йăрăмлă кушак тÿп! сиксе анчĕ те урайне тăкăннă хăйма патне васкарĕ. Хăйма банки ÿксе çĕмĕрĕлни уншăн пысăк савăнăç. Мăрлата-мăрлата çиет.
Таиç тарăхнипе ăна хăваласа яма та шутланăччĕ — тивмерĕ. Сасартăк унăн пичĕ йăлтăр çуталчĕ. «Аха, тинех пĕлтĕм! Халь ĕнтĕ мана анне ятламасть!» — пăшăлтатрĕ вăл. Кĕçех кушака ярса тытрĕ те пуçне хăймапа вараларĕ. Лешĕ, таса çÿреме юратаканскер, хăймана часах тяппипе сăтăрса тасатма пикенчĕ.
Чÿречерен амăшĕ килни курăнчĕ. Таиç кушака татах вараларĕ те картишне тухса ларчĕ.
— Ну, хĕрĕм, килте чиперех лартăн-и? — ыйтрĕ унран амăшĕ картишне кĕрсенех.
— Чи-чиперех, — терĕ Таиç.
Вĕсем пÿрте иккĕшĕ пĕрле кĕчĕç. Хăймапа вараланнă кушака курсанах Укçине инке кăшкăрса ячĕ:
— Ай турух! Мур илесшĕ! Пĕтернĕ иккен хăймана! — кушака хÿринчен ярса тытрĕ те вăл чĕн пиçиххипе çапма пуçларĕ.
Кушак мяу-у, мяу-у тесе çухăрать, авкаланать, вĕçерĕнсе тарма тăрăшать. Çакна курсан Таиç питне аллисемпе хупларĕ те йĕрсе ячĕ. Вара амăшĕ патне чупса пычĕ.
— Ан çап ăна! Ан тив!
— Çапмасăр! Вăрлама ан вĕрентĕр, — парăнасшăн пулмарĕ амăшĕ.
— Ан тив! Лайăх вăл!
— Парăп эпĕ ăна лайăх!
Çапах та амăшĕн чĕри çемçелчĕ. Вăл кушака вĕçертсе ячĕ. Лешĕ вăштах кăмака айне кĕрсе тарчĕ, Таиç темĕн чухлĕ чĕнсен те унтан тухмарĕ.
Хĕр ача амăшĕ патне пычĕ те пĕр хушă нимĕн те чĕнмесĕр ун çине пăхса тăчĕ. «Аннене тĕрĕссине каламалла-ши е шарлас та мар?» Таиç тÿсеймерĕ, амăшне йăвашшăн чĕнчĕ:
— Анне, эпĕ айăплă пулсан мана вăрçмастăн-и?
— Эсĕ мĕн, айăпа кĕтĕн-им? — ыйтрĕ амăшĕ тĕлĕнсе.
— Эпĕ, мĕн… эпĕ… — терĕ хĕр ача пÿлĕне-пÿлĕне.
— Хăйма банкине эсĕ ÿкертĕн-и? — тавçăрса илчĕ амăшĕ.
— Эпĕ ÿкерес теменччĕ. Канфет илме хăпарсан хăех ÿкрĕ.
— Ах, айван! Ма эсĕ мана килсенех каламарăн? Выльăх та хĕнесен сивĕнет вăл. Эпир кушака хамăртан сивĕтрĕмĕр. Малашне вăл пушшех сăтăр тума тытăнать, ÿлĕмрен апла ан хăтлан, манран пытарса ан тăр, çийĕнчех каласа пар, — терĕ Таиçе амăшĕ.
— Çук, тунмăп, суеçтермĕп, — терĕ хĕр ача.
Тăнипе амăшĕ урайĕнчен пуçтарса илнĕ хăймапа çитерме кушака чылайччен йыхăрчĕç, анчах кушак кăмака айĕнчен тухмарĕ.