Христос Туррăмăр Іерусалиме Ђаплăн Пырса Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăчкă уявĕ (Верпăнни)

Унăн йунĕ пирĕн çинђе, пирĕн ађасем çинђе пултăр, тенĕ.
– Мѳ. 27, 25

Пайанхи кун Іерусалиме халăх пит нумай пухăннă. Нумайĕшĕ праçник йĕркипе пынă. Пайтахăшĕ Христос вилĕмрен ђĕртнĕ Лазаре курма пынă. Пухăннă çынсем хушшинђе йут çĕртен килнĕ çынсем те нумай пулнă. Çав кун Іерусалиме 800,000 çынна йăхăн пухăннă. Пухăннă çынсем Христос килет тенине илтсен пур те Ăна хирĕç тухнă. Ун хыçĕнђен те пайтах халăх пынă. Мĕн пур халăх пур те аллисене пальма йывăççи турађĕсем тытнă? Темĕн ђухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене çул тăрăх сарса пынă, хăшĕ хăшĕ тата йывăç турађĕсене каса каса илсе, вĕсене çул тăрăх пăрахса пынă. Ун умĕнђен те, хыçĕнђен те пыракан халăх çапла кăшкăрса пынă: Осанна Давид Ывăлне! Турă йађĕпе Килекен мухтавлă, ей çÿлти Осанна, тесе кăшкăрнă (Мѳ. 21, 8—9). Ун ђухне пит тĕлĕнмелле ĕç пулнă: кăкăр ĕмекен ађасен ђĕлхи уçăлнă. Св. Матвей калат̌: Есĕ çамрăк ађасемпе кăкăр ĕмекен ађасенĕн ђĕлхи-çăварĕсемпе хăна мухтамалла турăн, тет. (Мѳ. 21, 16). Вĕсем те: Осанна Давид Ывăлне! тесе кăшкăрнă (Мѳ. 21, 15). Христос ашак çине ларса пынă. Ун хыçĕнђен халăх кĕпĕрленсе, кăшкăрса пынă.

Калаççĕ: çавăн ђухне çамрăк ађасемпе кăкăр ĕмекен ађасем хăйсем анђах 80,000 йăхăн пулнă, теççĕ.

palmsunday-58e3b1d43df78c5162058cd6
Пайан есир пальма йывăççи турађĕсене хуçса илтĕр, акă пĕр-икĕ кунтанах есир пальма йывăççине касса унтан Ман валли хĕрес тума тытăнăр.

Еврей халăхĕ Христос Туррăмăра çав тĕрлĕ ђислани-не курсан, Христос Іерусалиме пынишĕн çапла савăннине курсан ирĕксĕр уççăн сывласа йарас килет: тинех ĕнтĕ еврейсем Христоса хисеплĕç, Ăна ĕненĕç, вĕлерес тесе çÿремĕç, тийес килет.

Анђах çав шухăш килет те, ăна пулнă ĕç çавăнтах сÿрсе йарат̌.

Христос Іерусалиме пырса кĕнĕ ђух, Хăйне халăх çапла савăнса кăшкăрса хирĕç тухса илнĕ ђух мĕн шухăшласа пынă-ши? Іудейсемпе пĕрле савăннă-ши? Йе пулас асапĕсене сиссе хуйхăрса пынă-ши? Тăвансем! Христос акă мĕн шухăшланă пулĕ: ей ăссăр халăх! Есир хумханса ларакан хăмăш пек. Çил ăçтан вĕрет, хăмăш унталла тайăлат̌. Сирĕн кăмăлăр та çавăн пекех. Пайан есир аллăрсене пальма йывăççи турађĕсем тытса тăрса Мана ђисларăр, акă пĕр-икĕ кунтанах есир Мана ђиссăрлантарса пĕтерĕр. Пайан есир пальма йывăççи турађĕсене хуçса илтĕр, акă пĕр-икĕ кунтанах есир пальма йывăççине касса унтан Ман валли хĕрес тума тытăнăр. Пайан есир Епĕ пырас çул çине йывăç турађĕсем çаратăр, пĕрикĕ кунтанах есир мана пăтапа çапса суранлантарса пĕтерĕр. Пайан есир епĕ пырас çул çине хăвăр тумтирĕрсене саратăр, пĕр-икĕ кунтанах Ман çинђен Хамăн тумтире сÿсе илĕр. Пайан есир пур те: Осанна, тесе кăшкăратăр, акă пĕр-икĕ кунтанах пăталаттар Ăна! пăталаттар! тесе кăшкăра пуçлăр. Пайан сирĕнпе пĕрле çамрăк ађасемпе кăкăр ĕмекен ађасем Мана: Осанна, тесе мухтаççĕ, акă пĕр-икĕ кунтанах: Унăн йунĕ пирĕн çинђе, пирĕн ађасем çинђе пултăр! тесе кăшкăрăр, тесе шухăшланă пулĕ.

Çав Христос шухăшланисем пур те вырăна килнĕ. Еврейсем Христоса тытса, асаплантарса, хĕрес çумне пăталаса вĕлернĕ. Унăн йунĕ пирĕн çинђе, пирĕн ађасем çинђе пултăр тени те вырăна килнĕ.

Рим патшин çар пуçлăхĕ Веспасіан пысăк çар пухнă та, Антіохіяран тÿрех еврейсен çĕрне нынă. Вăл малтан Галилеяна пынă. Еврейсен çар пуçлăхĕ Іосиф Флавій пулнă. Вăл Веспасіана хирĕç 100,000 çамрăк еврейсене пуçтарса тухнă. Анђах вăрçăра вĕренмен еврей çыннисем ђасах парăннă. Веспасіан еврейсене çĕнтернĕ. Іосиф Флавійе хăйне те çĕнтернĕ. Туртса илнĕ хуласене, çĕрсене пĕтĕмпе çаратса пĕтернĕ. Вăл ђăн малтан Гадара хулине туртса илнĕ. Çав хулари çынсене: арçынĕ-хĕр-арăмĕпе, ађи-пăђисене пĕтĕмпех пĕр çын йулиђђен вĕлерсе пĕтернĕ. Іотапа-ты йатлă хулана илнĕ ђухне 40,000 еврей вĕлернĕ, 1,200 çын тыткăна илнĕ. Аскалон хулинђе 10,000 çын вĕлерсе тухнă, Іофіяра 27,000 çын вĕлерсе пĕтернĕ, унти хĕр-арăмĕсемпе ађисене выљăха сутнă пек укçалла сутса йанă. Самаріяри Гаризим йатлă ту çинђе 11,000 çын вĕлернĕ. Іопіяра 8,400 çын вĕлернĕ, 4,200 шыва кайса вилнĕ. Тарихеяра 2,200 çын вĕлернĕ, 6,000 çын тыткăна илнĕ. Гамалре 4,000 çын вĕлернĕ, 5,000 çын çÿлĕ çырантан сиксе вилсе пĕтнĕ. Тыткăна илнĕ еврейсенђен 30,400 çын ђуралăха сутнă. Веспасіан çав хуласене туртса илсен Іерусалиме çавăрса илесшĕн пулнă. Анђах Рим патши Нерон вилнине илтсен, вăрçă ĕçне пăртак ђармалла пулнă. Ăна çарĕ патшана суйланă та, вара вăл хăй Ниме кайнă. Іерусалим хулине илме хăйĕн ывăлне Тита хушса хăварнă. Тит Іерусалим хули патне еврейсен Пасха праçникĕ умĕн çитсе ђарăннă.

Христос тĕнĕпе пурăнакан еврейсем, Христос каланă сăмахсене астуса, Рим çарĕ пырађђенех Іерусалимрен тухса, лăпкăрах çĕре кайса хăтăлнă.

Іосиф Флавій калат̌: Іерусалиме тăшмансем çавăрса илиђђенех пит хăрушă паллăсем пулнă, тет. Пĕр çулталăк хушши хула çинђе хĕç пек çăлтăр тăнă. Вăрçă пулас умĕн ђиркÿре таса пÿлĕмре, парне вырăнĕнђе çĕрле кăнтăрлахи пек çутă пулнă, тет. Çавăн ђухнех çирĕмĕн аран уçса хупакан ђиркÿ алăкĕ хăй тĕллĕн уçăлса кайнă, тет. Аллăмĕш кун праçникĕнђе священниксем ђиркĕве кĕрсен сасă илтнĕ. Вăл сасă: ат̌ăр кунтан, кайăр, тенĕ. тет. Çав паллăсем пур те еврейсемшĕн пит йывăр кунсем килессине пĕлтернĕ.

Іерусалим хулинђе вăрçă пуçланиђђенех еврейсем хăйсем пĕр пĕринпе тавлаша пуçланă. Хулара ушкăнĕ ушкăнĕпе вăрă-хурахсем çаратса çÿренĕ. Рим патшин çаррисем хупăрласа илнĕ хуласенђен тара тара еврейсем Іерусалиме пухăннă. Çав çынсем хулари çынсемпе хăйсем вăрçă хускатнă. Урам хушшисенђе çынсене вĕлере пуçланă. Ђиркÿре те çынна вĕлерсе, ăна çын йÿнĕпе варланă. Кам мĕн тума пултарнă, çавă çавна тунă. Тит хулана çавăрса илес вăхăта хула петĕмпех нађарланса йулнă.

Вара Тит Іерусалим хулине канав алттарса çавăрса илнĕ. Унта çиме çăкăр тавăраш илсе пырасран ђарса тăнă. Вара ђасах хулари çимелли хатĕр пĕтнĕ. Урăх çĕртен илсе пыма май килмен. Хулари çынсем выçăха пуçланă. Хăшĕ хуларан тухса тарасшăн пулнă. Анђах вĕсене Рим салтакĕсем тыта тыта хĕрессем çумне пăталаса хунă. Хуларан выçăпа тарса тухакансем кунтан кун нумайланса пынă, пăталама хĕрес те çитми пулнă. Хулари çынсем выçăхса виле пуçланă. Пĕр арăм хăй ађине пĕçерсе çинĕ. Малтанах вилнĕ çынсене шăтăксене пытарнă. Вара пытарма вырăн çуккипе хула тулашне кăларса пăраха пуçланă. Хуларан тарса тухнă çынни пĕри Тита каланă: пĕр хула хапхинђен анђах 150,000 çын вилли кăларса пăрахса, тенĕ. Хăшĕ калаççĕ, хуларан 600,000 çын вилли кăларса пăрахнă, теççĕ. Тит хула тавара пăхса çÿренĕ ђух çын вилли çав тĕрлĕ нумай çĕрсе выртнине курсан хăй те хăраса кайнă. Вăл вара аллисене çÿлелле çĕклесе пĕлĕт çине пăхса Турра: Ей Турă çак ĕçре епĕ айăплă маррине Есĕ Ху та куратăн, тенĕ. Унăн çак сăмахсене калани вырăна та килнĕ; мĕншĕн тесен вăл еврейсене парăнма хушнă. Анђах лешсем парăнасшăн пулман. Тит ашшĕ тыткăна илнĕ еврейсем çар пуçлăхне Іосиф Флавійе йанă. Вăл та вĕсене парăнма тимленĕ. Вĕсене вăл еврей халăхĕн пурăнăçне малтан пуçласа çав вăхăта çитиђђен каласа кăтартнă. Вĕсем хăçан хăçан тăшмансене çĕнтернине астутарнă. Халĕ Туррăн ђуркÿне ирсĕрлентерсе пĕтернĕ çĕртен Турă пулăшассине кĕтмелли çук тесе, парăнма хушнă. Халĕ есир вăрçни Турăпа вăрçнипе пĕрех тенĕ. Анђах вăл вĕрентнине никам та итлемен.

Вара Рим салтакĕсем Іерусалим хулин çтенине çĕмĕрсе кĕнĕ. Антонія йатлă пашнине туртса илнĕ. Вара еврейсем ђиркÿ карташне кĕрсе, алăкĕсене питĕрсе ларса парăнасшăн пулман. Рим салтакĕсем унта та çĕмĕрсе кĕнĕ, çынсене вĕлере пуçланă. Ђиркÿ пусми картлашкинђен йун шыв пек йухнă. Ђиркÿ карташĕнђе çын вилли анђах пулнă. Рим салтакĕсем вилĕсем çинђе ђупса ђĕррисене хăваласа вĕлерсе çÿренĕ. Ђĕрĕ йулнă еврейсем ђиркÿ карташĕнђен тухса хулана кайса кĕрсе питĕрĕнсе ларнă. Анђах унта та пултарайман. Çиленсе çитнĕ Рим салтакĕсем хулана çĕмĕрсе кĕрсе вĕсене вĕлере пуçланă. Хулари урамсем вилĕ çынсемпе картлама ларнă, çын йунĕ йухнă çĕрте, йун (тăнă çĕрте) кÿлĕ пек тăнă. Ђиркÿ те, Іерусалим хули те пĕтĕмпех çунса кайнă. Рим салтакĕсем еврейсене вĕлерме ывăннă та, вĕсене хирĕç тăракансене анђах вĕлерме хушнă, ыттисене тыткăна илме хушнă. Çавăн ђухне тыткăна мĕн пурĕ 97,000 çын илнĕ. 1,000,000 çын вилнĕ. Ђиркÿ мулне çаратнă. Хулине, ђиркÿне салатса пĕтернĕ.

Çавă ĕнтĕ тăванăмсем, Унăн йунĕ пирĕн çинђе, пирĕн ађасем çинђе пултăр тени пулнă. Ун ђухне тин Іисус Христос йунĕ вĕсем çине çитнĕ, Унăн хĕрес çинђе тăкăннă йунĕ вĕсен ађисем çине пулнă.

Тăвансем! Турă çылăхлă çынна хĕрхенет, ăна Хăй йенне çавăрса çăласшăн. Анђах çын Турă ђĕннĕ çĕре пымасан, Вăл хушнине итлемесен, ун çине хĕн-асап йарат̌.

Давид патша сăмахĕпе каласан, Турă вара ун пек çынсем çине çиленет. Вăл çĕмĕренсем йарса тăшмансене тăртат̌; çиçĕм хăватлăрах çиçтерсе вĕсене пăлхатса пĕтерет (Пс. 17). Еврейсем çине те Турă çилли çитнĕ. Вăл вĕсене пĕтернĕ.

Çак еврейсем курнă асапсем çинђен илтсен, вĕсене Турă йепле пĕтернине астуса илсен пĕтĕмпе хăраса кайатăн, вĕсем йепле асап курни çинђен, мĕн ђухлĕ пĕтни çинђен, мĕн ђухлĕ йун йухтарни çинђен шухăшласан пĕтĕм ăш-ђик, çан-çурăм ђĕтĕресе кайат̌.

Еврейсем курнă асапа курас мар тесен, пирĕн вĕсем пек пулас пулмаст̌. Акă хăрушă вăхăт çывăхарђĕ, Христос асапĕсене асăнмалли кунсем çитеççĕ. Христосăн хĕрес умĕнђе Амăшĕпе ытти хĕр-арăмсем, тата Унăн вĕренекенĕсем макăрса тăнă пек, есир те ђиркĕве килĕр, Христосăн асапĕсене асăнса куççулĕ тăкăр. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

w

Connecting to %s