Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани


Священникъ П. Егоровъ.


Пуш, 25

Епир çăлăнасси пайанхи кун пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă: Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă.

Пайанхи кун епир Гавріил Архангел Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар каланине асăнса праçник тăватпăр. Пайанхи кун Турă Ангелĕ Таса Хĕр Маріяна Унтан çăлакан Христос çуралассине каласа панă. Çав ĕç ак çапла пулнă.

Гавріил архангел Іоанн пророк ашшĕне, Захаріяна, курăнсан кайран, улттăмăш уйăхра Назарет хулине таса Хĕр Марія патне пынă. Марія çавăн ђухне Турă кĕнекине вуласа ларнă. Çапла пĕр пĕђђен вуласа ларнă ђухне ăна сасартăк Ангел курăнса каланă: ей тивлетлĕ Хĕр. савăн! санпала Турă, Есĕ пур хĕр-арăмсенђен те мухтавлă, тенĕ (Лук. 1, 28). Ангел сăмахĕсене илтсен, Таса Хĕр Марія тĕлĕнсе хăраса кайнă. Ангел вара каланă ăна: „ан хăра, Марія. Есĕ Туррăн тивлетне тупрăн; акă Есĕ йывăр çын пулса Ывăл Ађа çуратăн, Ăна Іисус тесе йăт хурăн. Вăл пит аслă пулĕ, Ăна çÿлти Туррăн Ывăлĕ тийĕç; Турă Ăна Хăйĕн ашшĕ Давид патшалăхне парĕ; Вăл Іаков ăрăвĕнђе ĕмĕрех патша пулса тăрĕ; унăн патшалăхĕ нихăçан та пĕтес çук, тенĕ! Марія Архангел сăмахĕсенђен тĕлĕнсе унтан ыйтнă: вăл ĕç йепле пулĕ? Манăн упăшкам çук-çке, тенĕ. Ангел ăна хирĕç каланă: Сан çине Святой Сывлăш анĕ, Сана çÿлти Туррăн хăвађĕ витсе тăрĕ, çавăнпа çуралас Святойа та Турă Ывăлĕ тесе калĕç, тенĕ. Гавріил архангел Маріяна лайăхрах ĕнентересшĕн татах каланă: акă Санăн ађа тумаст̌ тийекен хурăнташу Елизавета та халĕ ватăлмалăх кунĕнђе ывăл ађа курмалла пулђĕ, вăл йывăр-çын пулни ултă уйăха кайрĕ ĕнтĕ; Турă сăмахĕ пĕри те вырăна килмесĕр йулмаст̌, тенĕ. Таса Хĕр Марія вара Ангел сăмахĕсене ĕненнĕ: Вăл хăй ăшĕнђе: манăн ирĕк мар, Турă ирĕкĕ, тесе шухăшласа ангела каланă: Епĕ Туррăн ђури, есĕ каланă пек пултăр, тенĕ. Ангел вара Ăна курăнми пулнă.

Çапла Таса Хĕр Марія хăйĕнђен Çăлакан çураласси çинђен Ангелтан ырă хыпар илнĕ. Çавăнтан вара Унăн ăшĕнђе ÿтсĕр Турă ÿтленнĕ. Çавăнтан кайран вара таса Хĕр Марія Хĕрувимсем çĕклесе çÿрекен престол вырăнне пулса тăнă. Вăл хăй ăшĕнђе ниçта та шăнăçайми Турра çĕклесе çÿренĕ. Çакă пайанхи праçник пит аслă праçник. Пайанхи кун епир çăлăнасси пуçланса кайнă, епир çылăхран, ылхантан, вилĕмрен хăтăлни пуçланса кайнă; çавăнпа епир пайан савăнса йурлатпăр: епир çăлăнасси пайанхи кун пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă: Турă ывăлĕ хĕр ывăлĕ пулнă, Гавріил Архангел ырă хыпар каланă. Унпала пĕрле Турă Амăшне епир те: „ей тивлетлĕ Хĕр, савăн! Санпала Турă“ тетпĕр.

Пайанхи кун Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă. Пайанхи кун Турă авал хунă сăмах çитнĕ. Мĕнле сăмах-вăл? Хăçан, мĕнле сăмах хунă-ши Турă? çавăн çинђен шухăшласа пăхар-ха. Малтанхи çынсем райра нумай савăнса пурăнайман: вĕсем çылăха кĕрсен, Турă вĕсене райран хăваласа кăларнă; вара вĕсен хуйхă, асап курмалла пулнă. Адампа Ева çылăхĕ пит пысăк çылăх пулнă; вĕсем шуйттан илĕртнипе хăйсем Турă пуласшăн пулнă. Шуйттан вĕсене: есир ырăпа усала пĕлтерекен йывăçăн улмине çисен, хăвăр Турă пулăр тесенех, вĕсем шуйттан илĕртнĕ хыççăн кайса, Турă пулас-ђĕ тесе, çиме хушман йывăç улмине çинĕ. Адампа Ева çылăха кĕрсен, Турă вĕсене, ĕлĕкхи пек, ырăлăх кăтартман. Çавăнпа Адампа Ева çылăха кĕрсенех, улăшăна пуçланă, хăйсен илемне çухата пуçланă. Çылăха кĕрсенех, вĕсем Турă çинђен мана пуçланă, Турра йуратас вырăнне, Турăран хăра пуçланă. Вĕсем çылăха кĕрсен, райа вĕсем патне Турă пырсан, Турăран тарса пытанма шухăшланă, Турă кирек ăçта та пуррине маннă вĕсем. Çылăха кĕриђђен, малтанхи çынсем темĕн ђухлĕ ĕçлесен те ывăнман, вĕсем ђирсĕр асапсăр пурăннă; çылăха кĕрсен, вĕсем вара ђирле пуçланă, хуйхăрса, асап курса пурăннă.

Адампа Евăна райран хăваласа кăларсан, çылăхлă çынсенђен çылăхлă çынсемех çуралнă; çуралнă çынсем тата ытларах çылăха кĕре пуçланă. Малтанхи çынсен ађисемех темĕн тĕрлĕ усал ĕçсем тăва пуçланă: Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, вĕлернĕ. Çынсем йышлăланнăçем çылăх та нумайланса пынă. Çылăхпа ирсĕрленсе пĕтнĕ çынсене Турă шывпа путарса вĕлернĕ, ун ђухне пĕр Нойпа унăн кил-йышĕсем анђах вилмесĕр йулнă, темĕн ђухлĕ çынсем хушшинђе вĕсем анђах сăваплă çынсем пулнă.

Çылăхлă çынсене шывпа пĕтерсен те çылăх пĕтмен; пурăнсан çылăх тата нумайлана пуçланă. Авраам пурăннă вăхăтра Содомпа Гоморра хулисенђе темĕн ђухлĕ нумай çынсем хушшинђе вуннă сăваплă çын та пулман, çав та пулман, çав тĕрлĕ усаланса кайнă çынсем (Быт. . 19 гл. ). Давид патша вăхăтĕнђе çынсем тата ытларах çылăха кĕре пуçланă. Давид пророк калат̌: пур те Турра маннă, пур те пăсăлса йурăхсăр пулнă; ырă ĕç тăвакан çук, пĕр çын та çук. Усал ĕçсем туса пурăнаççĕ, пĕтĕмпех усаланса ирсĕрленсе кайрĕç, ырă ĕç тăвакан йулмарĕ, тет. (Псал. 13).

Çапла Адампа Ева çылăха кĕрсен, вĕсенђен çуралнă çынсем тата ытларах çылăха кĕре пуçланă. Адампа Ева çылăхĕ пĕтĕм тĕнђери çынсем çине сарăлнă. Ана çинђе арăмути, тасатмасан, йепле йышлăланса кайат̌, çылăх та çынсем çинђе çавăн пекех йышлăланса пынă. —Адампа Ева çылăха кĕрсе Турра пит çилентернĕ. Вĕсенђен çуралнă çынсем те хăйсен çылăхĕсемпе Турра тата ытларах çилентернĕ. Çынсем Турра манса кайнă. Турă çинђен пĕртте шухăшламан. Пĕр май хăйсем çинђен анђах шухăшласа пурăннă. Тутлă ĕçсе çийес те, лайăх тумланас тесе анђах шухăшланă. Ырă ĕç тăвас тесе, Турра йураса пурăнас, тесе пĕртте шухăшламан. Ун çинђен Давид пророк акă мĕн калат̌: çылăхлă çын Турра çилентерсе пурăнат̌, унăн шухăшĕнђе Турă çук. Вăл йалан çылăха кĕрсе пурăнат̌, Турă асап кăтартасси çинђен пĕртте шухăшламаст̌, тет. (Псал. 9).

Адампа Евăна, вĕсенђен çуралнă мĕн пур çынсене тÿррипе сут тусан, вĕсене çылăхĕсемшĕн çĕр çинђен пĕтермелле пулнă. Пĕтĕм çынсене пĕтерсен те çынсенĕн çылăхĕ каçарăнаймĕ-ђђĕ, çынсем хăйсен çылăхĕсемшĕн нимĕн туса та Турра каçарттараймĕђђĕç. Çавăнпа Турă Хăй пултарнă етеме хĕрхенсе, Хăй тĕслĕ пултарнă çынна хĕрхенсе, ăна çылăхран çăлма сăмах хунă. Турă Адампа Ева çине асап хунă ђухнех каланă: хĕрарăмран Çуралакан шуйтанăн пуçне таптаса çĕмĕрĕ, тенĕ. Шуйттан пуçне таптаса çĕмĕрекен—Іисус Христос Вăл. Малтанхи çынсем çылăха кĕрсенех, Турă çынсене çăлма, шуйттан аллинђен çынсене хăтарма Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлне пирĕн Туррăмăра, Іисус Христоса çĕр çине йама пулнă.

Турă çынсене çăлма сăмах хурсан Іисус Христос çĕр çине килиђђен нумай пин çул иртнĕ (7508 çул). Турă Іисус Христоса çĕр çине мĕншĕн ђас йаман-ши? Ак мĕншĕн. Çынсем хăйсем çылăхлине пĕлђђĕр, Турăсăр пуçне хăйсем ырă ĕç тума пултарас çуккине пĕлђђĕр, çылăхран ÿкĕнсе Турăран пулăшу ыйтђăр, тесе ђас йаман.

Тата Іисус Христоса çĕр çине илме çынсене хатĕрлемелле пулнă, Іисус Христоса çуралма çылăхсăр таса хĕр кирлĕ пулнă, çавăнпа Іисус Христос çĕр çине ђас килмен. Турă пурне те хатĕрлесен, Іисус Христос вара çĕр çине килнĕ, Вăл Таса Хĕр Марія ăшĕнђе ÿтленнине асăнса, епир пайан праçник тăватпăр.

Тăвансем! пайанхи кун пирĕн çăлăнăç пуçламăшĕ, пайанхи кун Турă авал хунă сăмах çитнĕ, Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă. Мĕн тăвăпăр-ши епир, тăвансем, çав тĕрлĕ Туррăн аслă ĕçне асăнса?! Пĕтĕм ђунтан Турра тав-туса мухтар пире çав тĕрлĕ ырăлăх кăтартнăшăн. Ђунтан савăнса Таса Хĕр Маріяна мухтаса йурлар. Вăл пире çылăхран Çăлакана пайанхи кунтан Хăй ăшĕнђе йăтса çÿренĕ. Вăл Çăлакана çуратнă. Çăлакана хăй кăкăрĕпе ĕмĕртсе ÿстернĕ. Вăл пирĕн Турă Амăшĕ пулат̌.

Турра мухтас тесен, мĕн тăвăпăр-ши епир? Іисус Христос ун çинђен акă мĕн калат̌: сирĕн çуттăр çынсем умĕнђе çутаттăр, вĕсем сирĕн ырă ĕçсене кура сирĕн çÿлти Аçăра мухтађђăр, тет (Матѳ. 5, 16). Турра мухтас тесен, акă мĕн тумалла пирĕн. Турра йурăхлă ĕçсене туса пурăнас пулат̌. Турă законне тытса тăрас пулат̌. Çĕр çинђи пурăнăçа сăваплă ирттерес пулат̌. Çылăхран тарса çÿрес пулат̌. Іисус Христос çĕр çине мĕншĕн килнĕ? Пире çылăхран çăлма килнĕ, пире етемсене çăласшăн çÿлтен анса Святой Сывлăш хăвађĕпе Марія Хĕртен ÿтленсе çын пулнă. Епир пĕр май çылăха кĕрсе пурăнсан, пире çăлма килнĕ Іисус Христоса кÿрентеретĕр.

Епир сăваплă пурăнсан, çылăхран тарса çÿресен, Турă Амăшĕ те пире йуратĕ. Вăл хăй пит таса, çылăхсăр пулнă. Пирĕн те Турă Амăшĕ пек таса пулма тăрăшас пулат̌, ун пек ырă пулас пулат̌: сăваплă пурăнма пире те Турă хăват панă. Тăвансем! ырă ĕç тума, пурăнăçа сăваплă ирттерме пит йывăр, Турă пулăшмасан пĕр çын та сăваплă пурăнас çук. Çавăнпа Турра тархаслар, Вăл пире ырă ĕçсем тума вăй-хăват патăрђђĕ. Тата Турă Амăшне кĕл-тăвар: ей Турра çуратнă Хĕр, епир çылăхăмăрсем нумайран Турра йăлăнма хăйаймастпăр, Хăнтан çуралнине Ху тархасла: Амăшĕ кĕл-туни Патшанăн кăмăлне çавăрĕ. Çылăхлă çынсенĕн кĕллине ан хăвар, таса Турă Амăшĕ, Вăл, пирĕншĕн хурлăх курма кăмăл тунăскер, çăлĕ пире, Вăл ырă кăмăллă, тийĕр. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

w

Connecting to %s