Любовь Мартьянова: Чĕлхесĕр Иван


Л. Мартьянова


Чĕлхесĕр Иван

Пысăках марччĕ вăл. Хăй хитре сăн-питлĕ, хура куçлă-çÿçлĕ, анчах та никам та нихăçан та вăл кулнине курман. Çулпа илес пулсан пĕр хĕрĕхсенчеччĕ-ши… Илтессе вăл пачах илтместчĕ, çав айăппах калаçмастчĕ те. Унăн хăтланкаларăшĕсем айваннăн туйăннă ĕнтĕ пире, шухăшлама пĕлмен вĕт-шакăра: аллисемпе кăтартса тем ăнлантарма тăрăшни, çăварне вĕçĕмсĕр уçа-уçа хупни, илтейменнипе куçпа та пулин курас тенĕн, пуçне унталла-кунталла çавăркаласа вĕçĕмсĕр йĕри-тавралла пăхкалани… Хăш ялсем вăл, пирĕн таврана ăçтан килсе лекнĕ — никам та пĕлместчĕ.

Çуллахи вăхăтра Чĕлхесĕр Иван пирĕн яла пырса та кĕместчĕ. Ăçта пулнă вăл ун чухне, мĕн ĕçленĕ — пĕлместпĕр. Хĕлле вара килĕрен киле çĕвĕ çĕлесе çÿретчĕ: паян пĕрисем патĕнче, вĕсен çĕвĕ ĕçĕ пĕтсен — теприсем патĕнче. Ялта ăна мĕн те пулин çĕлеттермен кил юлман та пулĕ. Ăсталăх енчен вара такамран та ирттермелле тетчĕç ун пирки: аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕмрен пуçласа пальто таранах çĕлетчĕ. Ял халăхĕ ăна паян кун та ырăпа асăнать. Ачасем вара… хăратчĕç унран. Çав вăхăтрах чĕлхе кăтартса витлеме юрататчĕç.
Эх, ачалăх, алхасуллă та ним шухăшсăр ачалăх… Леш касри ачасем çухрашма, сурăхла мекеклетме те ĕнелле мĕкĕрме тапратсанах ку енчисем ăнланаттăмăр: яла Чĕлхесĕр Иван килнĕ. Унпа пĕрлех — хамăра майлă ухмахла уяв (урăх мĕнле сăмахпа палăртмалла-ха хамăр выльăхла хăтланнисене?). Чĕлхесĕр Иван урам тăрăх утать. Эпир ун хыççăн тĕпĕр-тепĕр чупатпăр, юр чăмăрккисемпе перетпĕр, кăшкăрашатпăр. Вăл çаврăнса тытам пекки тăвать те — эх, таратпăр вара килелле…
Пĕррехинче эпĕ вăл макăрнине куртăм. Ун чухне эпир, ашкăнчăк шăпăрлансем, Чĕлхесĕр Иван хыççăн тĕпĕртетсе пытăмăр. Пиртен тахăшĕ суя лакăм чавса хунăччĕ. Чĕлхесĕр Иван, çакна пачах асăрхаманскер, тÿрех лакăма чăмрĕ. Эпир, айванскерсем, ахăлтатса кулатпăр. Эх, савăнăç! Çав каçхине вара, асаннесем патĕнчен таврăннă чухне, Евлампи аппасен çумĕнчи йăмра патĕнче Чĕлхесĕр Иван тăнине асăрхарăм. Макăратчĕ вăл. Урине шыва чиксе кăларнăшăн макăрать ĕнтĕ ку тесе шутланăччĕ эпĕ ун чухне. Киле çитсен аннене каласа патăм. Вăл вара мана хулран тытрĕ те чылайччен куçран пăхса тăчĕ.
— Хĕрĕм, — терĕ вăл, — калаçма пĕлмест тесе макăрма та пĕлмест тетĕн-и эс ăна?! Çын çинчи — йывăç çинчи вăл. Арçын макăрнине курнă ача тÿрех виçĕ çул аслăланать. Сана хăçан ăс кĕрĕ-ши? Ыр пурнăçранах çапла çÿремест ĕнтĕ Иван пиччÿ.
Çавăн хыççăн эпĕ виçĕ çул аслăланаймарăм, анчах Чĕлхесĕр Иван хыççăн çухăрса чупас кăмăл самаях хухрĕ. Пĕр-ик эрнерен, тем сăлтавпа ĕнтĕ, çил-тăман витĕрех Анаткаса кукамайсем патне каймалла пулчĕ. Хапха алăкне аран-аран уçкаласа кĕтĕм те хытсах тăтăм: ман умрах, ик-виçĕ утăмра кăна, Чĕлхесĕр Иван тăра парать! Кăшкăрас — сас та тухас çук. Чăтмалла мар хăраса кайрăм. Янахлă икĕ чĕркуççи те вĕттĕн-вĕттĕн чĕтреме пуçларĕç.
Чĕлхесĕр Иван, эпĕ хăраса ÿкнине сиссе-ши, ик-виçĕ утăм каялла чакрĕ. Унтан аллине фуфайкăн шалти кĕсйине чикрĕ те тем пысăкăш хĕрлĕ пан улми туртса кăларчĕ. Маншăн, ялти ачашăн, хĕл варринчи хĕвел пысăкăш хĕрлĕ улма пĕр тĕнче пулса тăчĕ тейĕн çав. Чĕлхесĕр Иван пан улмине фуфайка аркипе шăлкаласа илчĕ те ман еннелле тăсрĕ. Чĕтрекен алăпа çав халь-халь ирĕлсе тухас пек хĕрлĕ улмана илтĕм-илтĕмех. Ăçтан тупнă-ши вăл хăй çав пан улмине, хăйне кам та пулин хăналанă пулсан кăна ĕнтĕ. Чĕлхесĕр Иван, ман савăнăçа курса савăннăскер, кукамайсем патне кĕрсе кайрĕ. Эпĕ — ун хыççăн.
— Э, ман хĕр пĕрчи килнĕ-çке, — ăшталанма тытăнчĕ кукамай мана курсан. Унтан кăмакаран шаркку кăларса тăм чашăкпа сĕтел çине пырса лартрĕ. — Эсĕ çи-ха, çи, эпир Иван пиччÿпе халь çеç çирĕмĕр.
Кукамай çăкăр касма пикенчĕ. Эпĕ пĕр кашăк кăна илсе пырса çиме аванах мар тесе виçсĕмĕр валли виçĕ кашăк илтĕм те сĕтел çине хутăм. Сасартăк Чĕлхесĕр Иван мана пилĕкрен тытса çÿле-çÿле çĕклерĕ. Ăнланаймарăм, макăратчĕ-ши вăл ун чухне е мана туйăннă çеç-и. Мĕн хистерĕ-ши ăна çапла тума? Ачалăхне аса илчĕ-ши е хăй çак çĕр çинче тăр пĕччен пулнине кура чунĕ кÿтсе килчĕ-ши? Тен, ачасене хытă юратнине систерес терĕ?
Кăштахрах вăл мана çавăтрĕ те урама илсе тухрĕ. Васкамасăр, хуллен утса çаврăнтăмăр эпир унпа ял тавра. Кунпа та тем каласшăн пулчĕ ĕнтĕ вăл. Анчах халичченхи пек алне сулкаласа ăнлантармарĕ. Утрĕ те утрĕ. Шăппăн. Хушăран хушă кăна хăйĕн пысăк та ăшă аллипе ман пĕчĕк алла çепĕççĕн, систермелле чăмăртакаласа илчĕ. Чăнласах куççульлĕччĕ пулас куçĕсем. Ял ачисем хапхисем умĕнчен иртме хăяймасăр тăчĕç. Анчах кашнин куçĕнчех темĕнле ăмсану пур пек туйăнчĕ. Эпĕ вара татах ăнланаймарăм: мĕн каласшăн, мĕн кăтартасшăн пулчĕ Чĕлхесĕр Иван мана капла çавăтса çÿресе? Ял ачисем халичченхи пек хăйне ан тарăхтарччăр терĕ-ши? «Пăхăр-ха, эпĕ ачасене ним те тумастăп, юрататăп вĕсене», — тесшĕн пулчĕ-ши?.. Пĕлеймерĕм. Анчах лайăхчĕ, ăшăччĕ унпа юнашар утма. Темшĕн малтан ăна тарăхтарса çÿренĕшĕн каçару ыйтас килсе кайнăччĕ. Хăяймарăм каçару ыйтма. Хăяймарăм та — паян кунчченех хама ун умĕнче айăплă туятăп.
Эпĕ çеç мар, хамăр ялти вăл вăхăтри ача-пăча, халĕ ватлăх енне сулăннăскерсем, хăйсен айăпне ку таранчченех туяççĕ. Каçару ыйтĕччĕç Чĕлхесĕр Иванран халĕ те пулин.
Анчах та Чĕлхесĕр Иван тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Çак асаилÿ вара мана паян кун та асаплантарать.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.