Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Эпĕ — чăваш

Иван Шухши


Эпĕ — чăваш

Эпĕ — чăваш. Хам чăваш пулнишĕн манăн савăнас килет, мĕншĕн тесен эпĕ хăна-вĕрлене тарават, кăмăл-сипетрен сăпайлă, ĕçре лара-тăра пĕлмен, юрра-ташша ухута халăх çынни.

Эпĕ — чăваш. Пирĕн мăн асаттесем ăçти çĕрсенче пурăннă-ши? Мăн асаттесен мăн аслашшĕсем тата ăçти çĕрсенчен тухнă? Çак ыйту мана питĕ кăсăклантарать. Чăваш юмах-халапĕсем пирĕн несĕлсем Вăтам Атăл тăрăхне Çурçĕр Кавказран куçса килни çинчен калаççĕ. Историксем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Çурçĕр Кавказа вĕсем II— III ĕмĕрсенче Тĕп Азирен килсе лекнĕ. Çапла вара, халăхăмăрăн тымарĕсене Тĕп Азире хун йăхĕсенче шырамалла.Малаллине вулас