Шăнкăрч килни


Александр Савельев-Сас — сăвăçă, çыравçă, вĕрентÿçĕ. Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, район хаçатĕнче ĕçленĕ. Унăн чылай хайлавĕ хаçат-журналсенче пичетленнĕ, ултă кĕнеки тухнă… Тĕплĕнрех→


Кам, тетĕп, вичкĕн шăхăрать
Тулта вĕçĕмсĕрех.
Тен, хамăн тусăм йыхăрать
Мана ирпе ирех?
Васкарăм. Тухрăм урама.

Пăхатăп таврана.
Анчах курмастăп никама —
Тăратăп пĕр кана.
Каллех такам ак ши-ши-ши!
Чиперрĕн шăхăрчĕ.
Йĕкĕлтемест пуль-çке тахши?..
Чĕнет-мĕн шăнкăрчă!
Ман вĕр çĕн вĕллене иккен
Иленнĕ те хăна
Çурт-йĕре килĕшни çинчен
Хыпар тăвать мана.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.