Курак


Георгий Орлов


Кайăксен ячĕпе календарь тăвас пулсан марта эпĕ курак уйăхĕ тейĕттĕм. Ним иккĕленмесĕр. Пирĕн таврана, Чăваш Ене, вăл шăп та лăп пуш уйăхĕн варринче таврăнать-çке. Кăнтăрта хĕл каçакан вĕçен кайăксенчен пуринчен малтан çитет, çуркунне хыпарçи лек. Килет те хăйĕн мăнă сассипе пĕтĕм яла вăратать.

Вăл вăхăтра хĕл йăтма тытăнни курăнсах каймасть-ха: урамри çул та хура мар, хĕвел питтинчи тÿпем-сĕвек те тарласа пăсланмасть. Ирпе-каçпа тата самаях сивĕ.

Пĕр кун иртет çапла, тепĕр кун — пĕрремĕш хăна, инçе çул хыççăн кăштах канса сывлăш çавăрнăскер, канăçсăрланса ÿпкелешме пуçлать:

— Мĕнле-ха, — тет вăл, — çанталăк халь те çемçелмест?

 

— Шура-ах

Шура-ах!

Уйра шура-ах! —

Юра кура

Çухрать курак.

— Шура-ах!..

 

Ăна илтсе тепри те хăй кăмăлсăрланнине палăртать, виççĕмĕшĕ… Йăмралăх йăслать, шавлать…

Çак хĕрÿ шавла ăшăнса пек, пат! пат! патлатать çурт çунаттинчен тумла. Тем кунран вăл шăпăр-шăпăр тăкăнакан пулать. Курак оркестрĕпе вăраннă мĕнпур çырма-çатра, шăн-шур вара сĕрлешме тытăнать. Хĕл тумне йăлтах çурса-татса ирĕлтерсе-çунтарса, юхтарса пĕтеричченех кунĕн-çĕрĕн тарлать, кĕрлет, каçпала кăнтăрлахинчен те хытăрах янăрать.

Çакна курса хĕпĕртенĕ курак ĕнтĕ йăва хатĕрлесшĕн айкашать: унта та кунта турат вĕçне хуçать, çĕре анса патаксем шырать, вар-улăхран типĕ хевтен çĕкле-çĕкле килет, кил-çурт çумĕнче çĕтĕк-çурăк шырать, выльăх çăмĕ пуçтарать… Кивĕ йăви упраннă пулсан ăна пикенсех юсать. Лĕнчĕр-ленчĕррине çирĕплетет, лутрине çÿллĕлетет, тăвăррине анлăлатать, елпешкине тарăнлатать.

Курак хăй çуралса ÿснĕ вырăнах таврăнать. Пĕрре хăнăхнă йăмралăхран, рашчаран урăх çĕре вăл ниепле те каясшăн мар. Шуйхатсассăн та. Йăвине те илсе пăрахаççĕ унăнне — ăна вăл тепĕр хут тăвать.

Хăйсен кăмăлĕ улшăнсан, лайăхрах вырăн тупсан кураксем никам хăваламасăрах çĕнĕ çĕре каяççĕ. Уйрăммăн, ыттисенчен аяккарах ларакан йывăçа кураксем нихçан та илеймеççĕ. Вăрмана та йăва çавăрма кĕмеççĕ. Вĕсен чи юратнă вырăнĕ — ялти е ял çывăхĕнчи йăмралăх, хурăнлăх.

Курак — пысăк ушкăнпа пурăнма хăнăхнă кайăк. Ăна ниçта та тăр пĕччен кураймăн. Хăрушлăхра вĕсем пĕр-пĕрне пăрахмаççĕ. Тăшманне самантрах хупăрласа илсе, халь-халь таккаса, çуркаласа пĕтерес пек тапăнса, вĕçĕмсĕр çуйхашса таçта çитиех хăваласа яраççĕ.

Апрель вĕçнелле кураксем кăштах лăпланаççĕ. Амисем çăмарта туса çитернĕ, пусма ларнă. Аçисем ылмашăнса хурала юлаççĕ. Йывăç тăрринчен аяла-çÿле, йĕри-таврана тинкереççĕ. Ыттисем уй-хирте, сад-пахчара апат шыраса çÿреççĕ. Авă трактор плугĕн сарлака тĕренĕ халь çеç çавăрса пăрахса хăварнă кăпăшка касă тăрăх пĕр курак пырать. Вăл, çутă хура кăвакскер, васкамасăр утать. Аран-аран йăпăлтатакан кăпшанка асăрхать — шурă сăмсипе кап тытать. Тачка сарă нăрă йăваланать — ăна та хыпса ярать. Шăтăкĕсĕр юлнă шăшне те вĕçертмест, нихăшне те тиркемест. Çапла вăл кун каçа пахча çимĕçпе тыр-пул сăтăрçисене пĕччен кăна темĕн чухлĕ пĕтерет. Эппин, мĕншĕн-ха ăна ĕç хресченĕн тусĕ теес мар?

Пĕр çуркунне, юр кайнă-кайманах, пирĕн пахчана, уй хĕрринчи çерем çине, кураксем Иленчĕç. Йышĕ кунран-кунах хушăнса пычĕ те, каярахпа питĕ нумайланса кайрĕç. Кра-а, кра-а! тесе пĕрмай çуйхашса пĕрерĕн-икшерĕн анса ларатчĕç те самантрах шавлама пăрахатчĕç. Ерçместчĕç: шурă çирĕп сăмсисемпе çĕре таккатчĕç те таккатчĕç.

— Çереме пĕтереççĕ ĕнтĕ. Курăк та шăтмĕ. Мĕн тупрĕç-ши унта? — пăшăрханнăччĕ анне.

— Чăнах та, мĕн шыраççĕ? — кăсăклантăм эпĕ.

Часах шалт тĕлĕнсе кайрăм. Кашни çур кĕреçе пек тăпрарах нăрă тухать. Сарăрах шурăскер. Мăнтăркка нăрă. Самула (пирĕн тăрăхра ăна çапла ят панă, вырăсла ячĕ «майский жук») хурчĕ иккен. Акă мĕн килĕштернĕ çунатлă ĕçченсем! Хăйсен юратнă çимĕçĕ çакăнта ытлăн-çитлĕнех пуррине темле сиснĕ? Хăратма, хăвалама мар, хĕреслĕ хăмана тăхăнтартнă вăрăм çанăллă кивĕ кĕпене те — катемпие — яланлăхах илсе пăрахрăмăр. Кураксем вара унта пĕр нăрă та хăвармарĕç пулас. Çав çул та, тепĕр çулла та самуласем вĕçни пачах курăнмарĕ. Унччен питĕ нумайччĕ, каç кÿлĕм нăрлататчĕç кăна, пите те çапăнатчĕç.

Ешĕл çулçа тапăннă самуласене те кураксем нумай тытаççĕ, йывăçа хăрасран, кăшласа ярасран çăлса хăвараççĕ. Тен, çак ĕçе ула таккасем чухлех тăваймаççĕ пулĕ. Анчах та куншăн та, мĕн чухлĕ пултарнишĕн, курăксене пирĕн хисеплемелле, упрама та пĕлмелле.

Çĕр улми лартнă тĕлелле, яланах çак вăхăтра, кураксен чĕпписем тухаççĕ. Кунта каллех вара çуй вăйланать те ăшă йăвисем пушанса, сивĕнсе киличченех кимĕлмест, хăлхаран каймасть. Ваттисенчен ытла чĕпписем, карма çăварсем, самантлăха та лăпланасшăн мар, тăрăннине туймасăр апат ыйтса çуйхашаççĕ. Кунĕпех, çиесшĕн ăнтăлнипе ывăнса сĕм çĕрле çывăрса кайичченех.

Ÿссе çитсессĕн те курак чĕпписем шăпланма, лăпланма пĕлмеççĕ. Йăвара ларасшăн мар, канăçсăрланаççĕ, çĕре ÿкеççĕ. Нихçанхинчен те нумайрах вĕсем вĕçме тытăннă-тытăнманах пĕтеççĕ. Курак чĕппишĕн чи хăрушă тăшман — çумăр хыççăнхи улăх-çаран. Пырса ларать те унта вăл çÿллĕ йĕпе курăк хушшинче сиккелесе-уткаласа сисеймен — исленсех каять, çунаттине те çĕклеймест. Тăшманĕсем — хурчка-хăлат, кушакки-йытти — ăна сыхласах тăнă пулсан вăл епле çăлăнтăр?

Çулла пурăнма ката-рашчана куçсан яла кураксем сайра хутра çеç килкелеççĕ. Анчах та кăнтăра каяс умĕн хăйсен килне тепĕр хут таврăнаççĕ. Уяр çанталăкра тÿпенелле самай çÿле хăпарса ял тавра вĕçе-вĕçе çаврăнаççĕ, вĕçĕм хĕвĕшеççĕ.

Хирте кураксем клевер е люцерна анисем çинче ларма юратаççĕ, сăрт çамкисене сырăнса илеççĕ. Краклатса-краклатсах апат шыраççĕ… Пĕр-пĕр кун пăхатăн та — кураксем те çук, шав та илтĕнмест.

Вĕсем кайсан ял шăпланать вара. Кичемрех туйăнать. Çавăнпах пуль пуш уйăхĕнче малтанхи курăксене курсанах:

— Курак килнĕ! Курак килнĕ! — теетпĕр, пĕр-пĕрне питĕ ырă хыпар пĕлтернĕ пек. Ачи те, ватти те — пурте савăнатпăр.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.