Куçма Турхан
Çуркунне…
Таврара пур çĕрте те юр выртать-ха. Анчах вăл йăшнă ĕнтĕ, хĕвел питтинче ура йĕпенмелĕх сĕлкĕшленнĕ. Тÿпене кăн-кăвак теме çук. Типме тухса çакнă кĕпе пек, унта та кунта кăтрашка пĕлĕтсем çакăнса тăраççĕ. Çапах та тÿпе кунсеренех тăрăлса, тасалса пырать.
Темиçе хутчен çурхи çумăр çуса иртрĕ. Юр татах пусăрăнчĕ. Çĕрле шанк шăнтса лартрĕ. Çулсем пăрланчĕç. Тулли лав иртет — ытлашши сасă тумасть, хыçлă çуна иртет — пуш пичке пек тăнкăртатать.
Çÿлте-çÿлте кăнтăр енчен таврăнакан кайăк хурсем вĕçсе иртеççĕ. «Кайри — мала! Малти — кая!» — ырă сунса кăшкăраççĕ вĕсене ачасем.
Çуркунне…
Ак ĕнтĕ хирте юртан тасалнă çара вырăнсем — «тăм çамкисем», «кăмака çийĕсем» — курăнаççĕ. Çырма айккисем — чăнкă çырансем те тăмпа хĕпхĕрлĕ хĕрелсе ларнă. Унта ама хупахĕ чечек кăларма ĕлкĕрнĕ. Сап-сарă хăй, илемлĕскер. Пĕрре те вĕçкĕн мар вăл, çапах куçа илĕртет.
Пÿрт умне малтанхи ешĕл курăк тапса тухнă. Черченкĕ те сип-симĕс. Ячĕ те мĕнле ачаш унăн: чемчен курăкĕ.
Хÿме çумĕнче вĕлтĕрен çÿлелле кармашать. Ырă курăках халь вăл — яшкана ярса çиме те пулать.
Унпа юнашар шăнăр курăкĕ çулçă сарнă, тал пиçен пуçне кăларать.
Çуркунне…
Сар хĕр пек кулса пăхакан хĕвел пурне те: ваттине те, вĕттине те тулалла йыхăрать.