Căвă / Ытарлă Çуркунне пуçланать 14/03/201813/03/2018 Victor77Комментари хăварас Н. Прокопьев Васкавлăн çитрĕ чи малтан Курак разведчик кăнтăртан. Хĕл Мучие вăл пур вăйран Тытса силлерĕ сухалтан. Мăнаçлăн ларчĕ çул çине, Тем тăршшĕ сарчĕ çунатне. Пĕр шит пек карчĕ çăварне: «Пуçланчĕ, — терĕ, — çуркунне». Related