Çуркунне пуçланать

Н. Прокопьев


Васкавлăн çитрĕ чи малтан
Курак разведчик кăнтăртан.
Хĕл Мучие вăл пур вăйран
Тытса силлерĕ сухалтан.
Мăнаçлăн ларчĕ çул çине,
Тем тăршшĕ сарчĕ çунатне.
Пĕр шит пек карчĕ çăварне:
«Пуçланчĕ, — терĕ, — çуркунне».