А. Кăлкан: Йытăпа Кушак


Александр Кăлкан çыравçă

Александр Кăлкан – проза çыравçи, драматург. Унсăр пуçне юптарăвĕсемпе, юрă сăввисемпе тата обществăлла ĕçĕпе палăрнă çыравçă. Островский, Симонов, Шекспир хайлавĕсенчен хăшĕ пĕрне чăвашла куçарнă… Тĕплĕнрех→


Йытăпа Кушак

Кушакăн шартлама хĕл варринче
Вутти пĕтсе çитет,
Выртасчĕ кăмака çинче,
Анчах сив кирпĕч хытă чĕпĕтет!
Ăшша вĕреннĕ Кушака
Пит ырах мар-мĕн шăннă кăмака.
Тек тÿсеймест хайскер, пÿртрен тухса
Йăпăлтатма пуçлать
Йытта курса: «Салам, пускилĕм!
Ма-а вĕрен?

Пит майлă мар-им сивĕре?»
«Сана аван! — тет Йытă тарăхса. —
Эс ăшă кăмака çине
Выртан та хăпарса
Туймастăн сивĕ хĕл кунне». —
«Туятăп çав, Туяп, Хураçка тус!
Шеллеп сана… Анчах пуçна ан ус,
Куç паянах эс ман пата!
Пурнар-ха, тупата,
Чунтан килĕштерсе,
Çут тĕнчене тĕлĕнтерсе.
Пăрах çак шăтăк кил-çурта,
Шăнса вилетĕн эс унта…
Тăхта!
Пĕр шухăш кĕчĕ ман пуçа:
Пул ман килте халь эс хуçа,
Вут тат та хăв пÿртне пăсса
Тек пурăн кăмака хутса!»
Суйса курман нихçан та Хураçка,
Шанать вăл Кушака.
Куçать те ун патне
Сÿтсе тăкать хăйĕн пÿртне.
Хĕл каçиччен вăл вут татса
Хутса пурнать Кушак кăмакине.
«Ава-ан! — тет Кушакки мăрăлтатса,
Мухтать вăл халь Йытта: —
Сан пек маттур тус тупас çук ниçта!
Мĕнле хастарлă эс! Мĕнле ĕçчен!
Пĕрле пурнасчĕ виличчен!..»
Анчах та çуркунне çитсен
Хуса ярать ăна хăй килĕнчен.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.