WordPress’а чăвашла куçаратпăр


WordPress-а тинех  30% таран куçарайнăшăн савăннипе пăлтăр-палтăр кускалас, тата та ăмăртас килет. Çакă пĕрре виççĕмĕш пай вăл малалли 70%-а куçарассине çăмăллатĕ тесе шанмалла. WordPress.com вăл – этемлĕх пĕлсе тăракан чи пысăк блоглашу платформи. Ĕçлемелли тата нумай-ха.

Куçару страницине тÿрĕ каçă.

WordPress-ăн чăвашла куçарса тытăннă чухне çак принципсене тĕпе хурсаттăмăр:

  • хальхи ансат пуплев чĕлхипе
  • татăклă терминсемпе – çĕнĕлле сăмахсемсĕр
  • компромислă алфавитпа (Rf)
  • максимум эквивалентлă куçару.

Çапах çĕнĕлле йывăрлăхсем сиксе тухасси ун чухне уçăмлах марччĕ.

Ekran Alıntısı

Хальхинче тÿлес-расчет тăвас тумалли хатĕрсемпе аппалантăмăр. Унсăр пуçне ни чăвашла, ни вырăсла тÿр килмен концептсем тата оригиналра чĕлхепе çăмăлçаххăн усă курнисем пăшăрхантарчĕç. Тĕслĕхрен Follow / Follower-ăн чăвашла куçарăвĕ Йĕрлес / Йĕрлекен пулчĕ, анчах тен чăвашсен ĕлĕкхилле культуринче пулман япалана тÿрех шăп шай куçарма май килмерĕ çав: Хыççăн кай / хыççăн пыр тесен йăнăш, Пăхса тăр тесен ытти Пăхас / Курас-семпе пăтрашăнать. Сăнас тес, анчах вăл Observe е Test.

2017 çулта Translate WordPress.com пĕлтернĕ тăрăх Chuvash чи ĕçлĕ локаль проекчĕ (пĕр-пĕр чĕлхене куçару) пек çырăнса юлчĕ.

Local2017

Вордпреса чăвашла сĕм кĕртес ĕçе явăçма кăмăл тăвакансем – уйрăмах интернетпа усă курма юратакан шкул ачисем, учительсем, журналистсем – пирĕнпе çыхăнăр:

Чăваш чĕлхи куçару сарăмĕне тÿррĕн каçмалли каçă.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.