Оскар Уайльд: Çывăх тус


Оскар Уайльд

Оскар Уайльд (Oscar Wilde) — … Тĕплĕнрех→


 

The Devoted Friend

Çывăх тус

I

Оскар Уайлд. Ирландин чаплă çыравçи.
Оскар Уайлд. Ирландин чаплă çыравçи.

Пĕр ялта сапăр кăмăллă çамрăк йĕкĕт пурăннă. Йăваш Ганс тесе чĕннĕ ăна. Вăл хăйĕн пысăках мар çуртĕнче пĕчченех пурăннă.

Кунĕ-кунĕпе хăйĕн пĕчĕк садĕнче ĕçленĕ вăл. Таврара унăн сачĕ пек тирпейли, илемли пулман. Темĕн тĕрлĕ йывăç-курăк ÿстернĕ унта Йăваш Ганс.

Йăваш Гансăн тусĕсем чылай пулнă. Анчах та унăн чи çывăх тусĕ тесе хăйне мăнтăркка арман хуçи шутланă. Вăл Ганс çурчĕ умĕнчен нихçан та пушă алпа иртсе кайман. Çыххи-çыххипе илемлĕ чечексем тата-тата кайнă, çимĕçсем пиçсе çитсен вара карçинкки-карçинккипе улма-çырла пуçтарнă.

— Чи çывăх туссен мĕн пурри пĕрле пулмалла, — ăнлантарнă вăл.

Йăваш Ганс ăшшăн кулса пуçне сулнă çеç. Вăл хăй тусне мĕнпе те пулин ырă тума май пурришĕн питĕ савăннă.

Кÿршисем хăш чухне тĕлĕнме те пăхнă: «Мĕнле-ха çак çĕрме пуян арман хуçи Йăваш Ганса мĕнпе те пулин тав тăвас пирки чухламасть? Хăйĕн кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе ĕне-сурăх çÿрет, ампарĕ-ампарĕпе тырри-пулли çĕрет».

Йăваш Ганс ун пек-кун пек шутласа пуçне ватман. Вăл юлташĕ туслăх çинчен, туссен пĕр-пĕриншĕн нимĕн те хĕрхенмелле марри, туса кирек мĕн тусан та каçармалли çинчен калаçнине итлеме юратнă.

Çапла Йăваш Ганс кунĕн-çĕрĕн садра вăй хунă. Çак сад ăна тăрантарнă та, тумлантарнă та. Çуркунне, çулла, кĕркунне чиперех пурăнкаланă-ха вăл. Анчах хĕл кунĕсем çитсен ун килне нуша вырнаçнă. Унăн текех сутмалăх чечексем те, çимĕçсем те пулман, çавăнпа унăн выçăллă-тутăллă пурăнма тивнĕ.

Хĕл кунĕсенче Йăваш Ганс хăйне ытла та пĕччен туйнă. Анчах ку вăхăтра арман хуçин тусĕ патне кĕрсе тухас йăла пулман.

— Юр кайиччен Йăваш Ганса чăрмантарма кирлĕ мар, — каланă вăл ыйтакансене. — Çынна йывăр чухне ун патне çÿре-çÿре йăлăхтармалла мар. Çуркунне çитсен вара, çеçпĕл чечеке ларсан, эпĕ тÿрех ун патне кĕрсе тухăп. Вăл мана пĕр карçинкка çеçпĕл татса парса ярĕ те хăйне çав тери телейлĕ туйса илĕ. Туса парнепе савăнтарнинчен пысăкрах телей пур-ши?

— Эсĕ яланах çынсем çинчен шутлатăн. Яланах ыттисемшĕн тăрăшатăн, — ытараймасăр калаçнă унпа арăмĕ. — Мĕнлерех кăмăллă эсĕ туслăх çинчен калаçнине итлеме. Никам та сан пек хитре калаймĕ. Тен, пĕррехинче Йăваш Ганса хăнана чĕнсе килер?

— Чăнах та, — калаçăва хутшăннă арман хуçин кĕçĕн ывăлĕ. — Вăл выçăпа нушаланать пулсан эпĕ ăна хамăн пăтăпа хăналăп.

— Мĕн тери айван ача, — пÿлнĕ ăна ашшĕ. —Мĕн усси санран шкула çÿрени. Çавăн пек япаласене те чухлаймастăп пулсан, йăваш Ганс пирĕн пата килсен, пирĕн ăшă кил-çуртри тутлă апат-çимĕçе курсан унăн чунĕнче кĕвĕçÿ туйăмĕ çуралма пултарĕ. Кĕвĕçÿ — хăрушă япала. Вăл пĕчĕккĕнех Йăваш Гансăн кăмăлне улăштарса ярĕ. Эпĕ вара унăн чи çывăх юлташĕ. Апла пулсан Йăваш Тайса пăсăлма памастăпах. Çитменнине тата, кунта килсен вăл кăштах та пулин кивçенле çăнăх ыйтма пултарать. Туслăх вăл — туслăх, çăнăх вара пачах урăх япала. Эпĕ пурне те çăнăх парса ларма пултараймастăп.

— Ах, мĕнлерех аван калаçатăн эсĕ, — тенĕ арăмĕ пысăк куркапа ăшă сĕт ĕçнĕ майăн.

— Лайăх ĕçе тума нумайăшĕ пултарать. Анчах та илемлĕ калаçма пултаракан сахалтарах çав, — килĕшнĕ арман хуçи. — Апла пулсан çуллă сăмах ĕçрен те пахарах.

II

Сивĕ хĕл иртсе кайнă. Унта-кунта симĕс курăк курăнкалама пуçланă. Çеçпĕл çеçкене ларсанах арман хуçи арăмĕ:

— Йăваш Ганс патне кайса килме вăхăт çитрĕ, — тенĕ.

Арман хуçи пысăк карçинкка çĕкленĕ те тусĕ патне уттарнă.

— Ырă кун пултăр, Йăваш Ганс тусăм.

— Ырă кун пултăр, — хуравланă Йăваш Ганс. Вăл иртенпех садра ĕçлесе самаях ĕшеннĕ пулнă.

— Ну, мĕнлерех хĕл каçрăн-ха? — ыйтса тĕпченĕ арман хуçи.

— Ах, мĕн тери аван эсĕ маншăн пăшăрханни, ман çинчен шутлани, — хуравланă Йăваш Ганс. — Хĕл каçма çăмăлах пулмарĕ çав.

— Эпир хĕлле час-часах сана аса илтĕмĕр.

— Куна илтме мĕн тери кăмăллă, — савăннă Йăваш Ганс. — Эпĕ эсир ман çинчен манса та кайнă пулĕ тесе пăшăрханма та пуçланăччĕ.

— Тĕлĕнтеретĕн эсĕ мана, Ганс. Туса мĕнле манăн… Пăх-ха, ку çеçпĕлсем мĕн тери хитре.

— Çеçпĕлсем чăннипех хитре, — килĕшнĕ Ганс. — Эпĕ вĕсене паян пасара кайса сутас тетĕп-ха. Укçипе урапана каялла тавăрас.

— Каялла тавăрас? Эсĕ ăна, мĕн, сутса ятăн-им? Санăн пурччĕ вĕт-ха урапа.

— Пурччĕ те. Хĕл питĕ нушаллă пулчĕ те, çăкăр илмелĕх те укçа-тенкĕ юлмарĕ. Вара малтанах кĕмĕл вăчăрапа кĕмĕл тÿмесене, юлашкинчен урапана та сутма лекрĕ.

— Ганс, — тенĕ арман хуçи, — эпĕ сана хамăн урапана парнелĕп. Кăштах çĕмĕрĕлнĕ ĕнтĕ вал, айккинчи хăмисем хăйпăннă, кустăрма йĕпписем хуçăлнă. Çапах та ку вăл чаплă парне. Тен, çавăн пек чаплă парнене сана парса эпĕ сана кÿрентеретĕп те-и тен. Ан кÿрен. Тус-çке эсĕ манăн. Тата эпĕ хам валли кăçал çĕнĕ урапа туянтăм.

thedevotedfriend001— Ах, — савăнса ахлатнă Йăваш Таиç, — мĕн тери ырă кăмăллă эсĕ. Урапине эпĕ ăна самантрах юсăп-ха. Манăн ăна валли вăрăм хăма та пурччĕ.

— Вăрăм хăма… — сисчĕвленнĕ арман хуçи. — Вăрăм хăма вăл шăпах мана кирлĕ япала! Мана вăл арман тăррине юсама кирлĕ. Пăх-ха, мĕнлерех аван пулса тухать капла: эпĕ сана — урапа, эсĕ мана — хăма. Урапа хаклăрах-ха ĕнтĕ хăмаран, анчах та çывăх тусшăн ним те шел мар çав.

Йăваш Ганс çав самантрах сарайĕнчен вăрăм хăма сĕтĕрсе тухать.

— Пит вăрăмах мар та ĕнтĕ ку хăма, юрĕ, пырĕ, — тенĕ арман хуçи хăмана çавăркаласа пăхкаласа. — Халĕ, эпĕ сана урапа парнеленĕ хыççăн, санăн мана нумайрах чечек парнелемелле пулать пулĕ. Тултар-ха çак карçинккана хĕррипе тан.

— Хĕррипе тан? — салхуланнă Йăваш Ганс. — Вара манăн пасара каймалăх юлмасть.

— Ну, эпĕ сана урапа парнеленĕ хыççăн эсĕ тусна кăштах чечек парнелетĕнех пулĕ. Эпĕ тусшăн ним те шел мар тесе шутланăччĕ.

— Хаклă тусăм, ан кÿренсем, тархасшăн, эпĕ сана хаваспах чечек парнелетĕп, — васканă Йăваш Ганс тусĕн кăмăлне çавăрма тăрăшса.

— Сывă пул, — тенĕ арман хуçи карçинккана çĕклесе кайнă май.

Тепĕр кунне ирхине ирех пахчара ĕçлекен Ганс арман хуçин сассине илтнĕ. Лешĕ карта çумĕнче пысăк çăнăх миххи йăтса тăрать иккен.

— Хаклă тусăм, — тенĕ вăл. — Эсĕ мана пулăшма хирĕç мар пулĕ тесе шутлатăп. Çак çăнăха пасара кайса сут-ха.

— Паян эпĕ пасара каймастăп çав, садра ĕç нумай, — хуравланă пăшăрханнă сасăпа Ганс.

— Апла иккен, — кăмăлсăрланнă арман хуçи. — Эпĕ вара хăвна урапа парнелетĕп.

— Ан пăшăрхан, тархасшăн. Эпĕ сана пач та кÿрентересшĕн марччĕ.

Йăваш Ганс пысăк миххе çурăм çине çавăрса хунă та пасаралла танкăшнă. Çулĕ çывăх пулман. Вăл темиçе хутчен те лара-лара каннă. Çăнăхне сутса килне сĕм тĕттĕмле çеç таврăннă.

— Çапах та эпĕ туса пулăшма пултартăм, — шутланă вăл, халтан кайнăскер, хытă вырăнĕ çине тĕшĕрĕлнĕ май.

Тепĕр ирхине çутăлнă-çутăлман арман хуçи персе çитнĕ.

— Ну, кахал та иккен эсĕ, тусăм, — тенĕ вăл. — Кахалланса выртни пире чыс тумасть. Эпĕ куна сана çывăх тус тесе кăна калатăп. Çывăх тус çеç сăмаха тÿртен калать.

— Ĕнер кăштах ывăнтăм пулмалла та, — тÿрре тухма пăхнă Йăваш Ганс. — Нихçан та кайăксен ирхи юррине вырăн çинче итлесе выртакан марччĕ.

— Эпĕ сана арман тăррине юсама чĕнес терĕм-ха, — тенĕ арман хуçи.

— Эй, эпĕ паян сан патна пыраймастăп пулмалла çав. Ĕнер пуçланă ĕçе паян туса пĕтересшĕнччĕ те, — хăюсăррăн калаçнă Ганс.

— Вăт шутламанччĕ эсĕ çавăн пек кутăнлашасса. Хăйне урапа парнелетĕп. Мĕнех, ан пыр апла. Пĕчченех кайса тăрмашăп, — кăмăлсăрланнă арман хуçи.

— Çук, çук, ан кÿрен, тархасшăн. Халех пыратăп. — Йăваш Ганс васкавлăн тумланнă та арман хуçи хыççăн тухса утнă…

Çак кунтан пуçласа вара Йăваш Гансăн сачĕ юхăнма пуçланă. Хăй ир пуçласа каçчен арман хуçи патĕнче ĕçленĕ. Лешĕн ун валли ĕçĕ тупăнсах тăнă.

Пĕррехинче, çиллĕ, çумăрлă каç, Йăваш Ганс патне такам шакканă. Ку арман хуçи пулнă.

— Хаклă тусăм, — ахлатнă вăл. — Манăн ывăлăм чирлесе ÿкрĕ. Тухтăра кайса илмелле. Вăл аякра пурăнать, урамра вара урăм-сурăм çанталăк тăрать. Эсĕ тухтăра кайса пĕлтермĕн-ши тесе шутларăм та çав эпĕ.

— Паллах каятăп! Эпĕ туса йывăр самантра пулăшма яланах хавас! — Йăваш Ганс васкаса тумланма тытăннă. — Эсĕ мана хăвăн хунарна парса ямăн-ши?

— Каçар, тусăм. Хунарĕ манăн ку вĕр çĕнĕскер те, ăнсăртран ÿкерсе çĕмĕрсен ытла пăшăрханмалла пулать, — тенĕ арман хуçи.

— Хунарсăрах çиткелесе килĕп мĕнле те пулин, — тенĕ те Йăваш Ганс тĕттĕмре çухалнă.

Тухтăра çитсе пĕлтернĕ вăл. Лешĕ çавăнтах арман хуçи патне ут утланса вĕçтернĕ. Йăваш Ганс, паллах, утпа тан ĕлкĕрсе пырайман. Вăл тĕттĕмре хăй ăçталла утнине те ăнкарайман: утнă та утнă. Часах çултан аташнă та шурлăхлă вырăна пырса кĕнĕ. Путса вилнĕ. Тепĕр кунне ун виллине кĕтÿçсем тупнă.

Йăваш Тайса пытарма пĕтĕм ял пуçтарăннă. Ăна ырă кăмăлĕшĕн, тарават пулнăшăн пурте юратнă пулнă. Тупăкĕ хыççăн чи малтан арман хуçи утнă. Вăл питĕ хытă макăрнă. Масар çинчен таврăнсан Йăваш Ганс асăнас йăлине тунă.

— Йăваш Ганс вилĕмĕ маншăн çав тери пысăк çухату, — тенĕ арман хуçи сĕтел хушшинче ларнă чухне. — Эпĕ унăн чи çывăх тусĕ пулнă вĕт. Хамăн урапана та парнелесшĕнччĕ ăна. Тем тумалла ĕнтĕ вăл урапапа халь? Хуçалăхра вăл пустуях кансĕрлесе ларать. Сутсан никам та илес çук. Тен, кама та пулин кирлĕ, э?

Вырăсларан Т. Артемьева куçарнă

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.