В. Дмитриев
Чаплă парне
(С. Мерчен темипе çырнă пĕр пайла кулăшла пьеса)
ВЫЛЯКАНСЕМ:
Амăшĕ.
Кенук.
Мишша.
Мишша куккăшĕпе инкĕшĕ,
пĕрле вĕренекен юлташĕсем.
Пÿлĕм. Сĕтел хушшинче Мишша чăваш чĕлхи учебникĕ тытса ларать. Вăл пĕрре кĕнеке çине, тепре чÿрече еннелле кичеммĕн пăхкалать. Тĕпелти пÿлĕмрен Амăшĕ витре йăтса тухать.
Амăшĕ. Мишша, ара, эсĕ халĕ те уроксене тăвас шухăшпа лармастăн-çке?!
Мишша. Паян йывăр урок çук, татăксене çырассине çеç вĕрентрĕç.
Амăшĕ. Вĕренсе те çитрĕн-и?
Мишша. Эп ăна шкултах ăнлантăм. (Çÿлелле пахса.) Та, те татăксене, м-м, татăксене… Эй, теме кирлĕ пуль. Уйрăм çырсан та, пĕрле çырсан та пĕр мар-и, такам та ăнланать.
Амăшĕ. Пурпĕр пулсан вĕрентмен те пулĕччĕç-ха ăна…
Мишша. Пурпĕр пулмасăр. Акă, сăмахран, «кĕнеке те» сăмахсене илер. «Кĕнекете» текен сăмах çуккине такам та пĕлет. Апла пулсан вăл «кĕнеке те» тенине пĕлтерет. (Йăвашшăн.) Анне, паян мана чи чаплă парне кам парĕ-ши?
Амăшĕ. Вĕрен. Ытти уроксене те вĕрен. Эпĕ шыв ăсса килĕп те кăштах сĕтел çи хатĕрлĕп. Санăн юлташусемпе пĕрле паян, тен, кукку та килĕ. Чи чаплă парнине хуть кам парсан та пĕрех.
Мишша. Анне, куккаран купăс илсе килсен аван пулĕччĕ те… Ачасем пуçтарăнсан ташлама вĕренĕттĕмĕр. Чăваш ташшине.
Амăшĕ. Илсе килĕр ара, илсе килĕр. Манран чару çук. Аçу та часах вăрмантан килет пуль. Шыв ăсса килем-ха унччен. Эс вĕренех.
Мишша. Тупнă пит кирлĕ япала. (Çÿлелле пăхса.) Та, те татăксене… татăксене… Хăçан пĕрле çырмаллаччĕ-ха? (Кĕнекине сĕтел çинчен илсе уçса пăхать.) А-ха. Пĕлетĕп. Вăт пĕлтĕм те… Чи чаплă парне анне парать пуль-ха… (Чÿрече патне чупса пырса пăхать те тулалла пахса кăшкăрать.) Ке-нук! Кенук! Кĕр-ха, кĕр, ăçта каятăн?
Тулти сасă. Ялти лавккана каятăп.
Мишша. Кенук, итле-ха, кукка патне кĕрсе тухха, купăс илсе кил. Кĕр-ха, кĕр.
Мишша амăшĕпе Кенук пÿрте кĕреççĕ.
Кенук. Ман килес, инке.
Амăшĕ. Ирт, ирт, Кенук. Ларса кан. Эс урокусене туса пĕтертĕн пулĕ-ха?
Кенук. Тин çеç туса пĕтертĕм. Анне лавккана кайса килме хушрĕ. Супăнь илме каятăп.
Мишша. Анне, Кенук куккасем патне кĕрсе тухтăр-ха.
Амăшĕ. Çырса парса яр-ха эппин хут. Хăйсем те килччĕр. Çуралнă кун ячĕпе туссем пуçтарăнаççĕ те, купăс илсе килĕр те.
Мишша. Халех, анне. Кенук, эс лар-ха. (Хутпа кăранташ тытать те çырать.) Акă ме, куккана кĕрсе пар-ха. Ху та килме ан ман. Атте мана çуралнă кун ячĕпе мулкач тытса килсе парăп тенĕччĕ.
Кенук. Мулкач какайĕнчен юлас марччĕ. Чупам-ха эппин. (Тухса каять.)
Амăшĕ. Урокна турăн пулсан сĕтел çинчи япаласене пуçтар та — хăнасене кĕтсе илме хатĕрленĕр. Ачасем те килеççĕ пуль.
Мишшапа амăшĕ сĕтел хатĕрлеççĕ, пукансем лартаççĕ, пÿртре тирпейлеççĕ. «Пирĕн килес», — тесе пÿлĕме пĕрерĕн-икшерĕн шкул ачисем пуçтарăнаççĕ. Мишша вĕсене йĕркелесе лартать те çĕнĕ кĕнекесем кăтартма пуçлать.
Мишша. Ку кĕнекине паян анне илсе пачĕ.
Пĕрремĕш ача. Акă эпир те сана кĕнеке парнелетпĕр: «Юманлăхра çапла пулнă», тепри — «Сунарçă халапĕсем».
Хĕр ача. Эпир сан валли сăвă кĕнеки илсе килтĕмĕр.
Ачасем кĕнекисене Мишшана параççĕ.
Мишша. Тавтапуç, тантăшсем. (Чÿречерен пахса.) Ав Кенук чупса иртсех кайрĕ. Ĕнтĕ куккасем те килеççĕ пуль. Купăспа ташлăпăр.
Алăка шаккани илтĕнет.
Кĕр, Кенук, кĕр!
Кенук аллине картина тытса кĕрет.
Кенук. Мишша, ку картинăна эпĕ хам ÿкернĕ. Ăна сана çуралнă кун ячĕпе парнелетĕп.
Мишша. Тавтапуç сана, Кенук.
Кенук. Куккусем килетпĕр терĕç, çырăвне вĕсене кĕртсе патăм.
Ачасем. Ай-ай, аван ÿкернĕ!
Алăка шаккани илтĕнет.
Сасăсем. Кĕме юрать-и? Пирĕн килес!
Мишша (алăк патне чупса пырса). Инке, кукка, кĕрĕр. (Ачасене.) Купăс илсе килчĕç, купăс!
Пÿлĕме малтан пĕр сетка пуçлă купăста йăтнă инкĕш, унтан чĕрес йăтнă куккăш кĕрсе тăраççĕ. Ачасем вĕсем çине тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ.
Амăшĕ. Ку мĕне пĕлтерет?
Куккăшĕ. Те пуçлă купăста кирлĕ пулнă, те тăварлани.. Çавна тĕплĕн çырман та, ун пекки те, кун пекки те илсе килес терĕмĕр.
Амăшĕ. Ара, сиртен кам купăста ыйтса çырнă? Купăста хамăрăн та çителĕклех.
Инкĕшĕ. Ак, çырăвне Кенук пырса пачĕ…
Мишша. Эпĕ унта купăста мар, купăс ыйтса çырнăччĕ.
Амăшĕ. Кÿр-ха, вуласа пăхам. (Çырăва илсе вулама пуçлать.) «Инке, кукка, эсир паян ман çуралнă куна килĕр-ха. Пĕрле купăста илсе килĕр вара. Мишша». Эй, ачам, ачам! Вăт сана татăксене пĕрле-уйрăм çырасси!
Ачасем кулса яраççĕ.
Кенук. Эпĕ ăна паçăрах куртăм. Вĕрентĕр-ха терĕм. Купăс вырăнне купăста, кĕл вырăнне кĕлте илсе килме пуçласан грамматика та кирлĕ пулать.
Мишша ним чĕнмесĕр пуçне усса тăрать.
Амăшĕ. Ак сана чи чаплă парне!
Чаршав