Джек Лондон (Jack London)
The Story of Keesh
Киш çинчен çÿрекен халап
I
Киш (Keesh) Поляр тинĕсĕ хĕрринче пурăннă. Вăл паттăр ача пулнă, вун виçĕ хутчен хĕвел курнă. Çакăн пек шутланнă вĕсен вăхăт, мĕншĕн тесен кашни хĕлех хĕвел пытанать те çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларать. Вара тепĕр çултан тин хĕвел каялла тухать.
Киш ашшĕ питĕ хастар çын пулнă. Ялта выçлăх чухне вăл упапа кĕрешсе вилнĕ. Хĕрсе кайнă вăхăтра упапа алла-аллăнах тытăçнă пулнă. Лешĕ унăн аяк пĕрчисене хуçса пĕтернĕ. Çапах та упана тытнă-тытнах. Хăй вилнĕ — халăха вара вилĕмрен çăлса хăварнă.
Киш унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă. Ашшĕ вилсен вĕсем амăшĕпе иккĕшех тăрса юлнă. Анчах çынсем манаççĕ çав хăйсене ырă тунине. Хăйсене вилĕмрен çăлса хăварнă Киш ашшĕ çинчен те манса кайнă вĕсем. Кишпа унăн амăшĕ ялти чи начар çуртра пурăннă. Сунарçăсем тытса килекен какайран та вĕсене чи начарри, чи шăмăлли кăна леккеленĕ.
Пĕр каçхине, Клош-Кванăн, ăру пуçĕн, пысăк çуртĕнче канашлу пулса иртнĕ чухне, Киш хăйĕн ашшĕн евĕр хастарлăхĕпе харсăрлăхне кăтартнă. Вăл тăнă та хыттăн:
— Ман атте Бок чаплă сунарçă пулнă, — тенĕ. — Вăл ялти икĕ ăста сунарçăран ытларах какай илсе таврăнатчĕ теççĕ. Какайне пурне те тĕрĕс валеçсе паратчĕ теççĕ.
— У-у-у! — тесе кăшкăрашнă çынсем. — Хăваласа ярăр ку çамрăк ачана! Çывăрма кайтăр вăл, чăрсăрскер!
— Итлĕр-ха эсир, пысăк çынсем! — тенĕ Киш пурне те илтĕнмелле сасăпа. — Урăх эпĕ канашра нихçан та калаçмăп. Хăçан та пулин эсир хăвăр ман патăма пырăр та: «Киш, эпир санăн сăмахна итлесшĕн», — тесе калăр. Манăн атте Бок чаплă сунарçă пулнă. Эпĕ те, унăн ывăлĕ, сунара çÿреме пуçлăп. Анчах эсир халех пĕлсе тăрăр: хам илсе килнĕ какая эпĕ тивĕçлипе валеçĕп. Ун чухне пĕр ват çын та, пĕр чирлĕ çын та, пĕр тăлăх арăм та çĕрĕ-çĕрĕпе апатсăр макăрса лармĕ. Çав кунсем çитсен халь ытлашши çиекенсем намăсран тухаймĕç. Эпĕ, Киш, çапла каларăм!
Киш çапла каланă та тухса утнă. Тепĕр кунне вăл сунара кайнă. Пĕчченех. Çынсем ун аллинче çĕмренпе шăмăран тунă çĕмрен йĕпписем асăрханă. Хулпуççи çинче Кишăн ашшĕн сунара çÿремелли пысăк сăнни пулнă. Çакăн пирки вара нумайăшĕ кула-кула шÿт тунă. Ун пек çамрăк ача пĕччен сунара кайни хăçан пулнă?!
Пĕр кун иртнĕ, икĕ кун, виçĕ кун… Киш амăшĕ Айкига ним тума аптранипе çÿçне тăпăлтарĕ пуçланă. «Ма кăларса ятăм-ши ачана?» — тенĕ. Ялти сунарçăсем тепĕр кунне ача виллине шырама тухса каяс пирки калаçса татăлнă.
Анчах тепĕр кунне ирпе ирех Киш яла пырса кĕнĕ. Унăн хулпуççийĕ çинче пĕр çĕклем упа какайĕ пулнă.
— Эй, эсир, арçынсем, хăвăртрах çунасемпе йытăсем илĕр те кайăр ман йĕрпе. Кунĕпех утмалла пулать сирĕн, — тенĕ вăл. — Унта пăр çинче какай нумай выртать — пĕр ватă упапа икĕ упа çури.
Айкига савăннипе кăшт çеç ăнран кайман. Анчах вăл ачашланине Киш çитĕнсе çитнĕ çын пек йышăннă та;
— Мĕн те пулин çимелли хатĕрле-ха, апатланас та çывăрма выртас, ывăнса çитрĕм, — тенĕ.
Вара Киш хăйĕн пÿртне кĕнĕ те тăраниччен çинĕ. Кайран пĕр вăранмасăр çирĕм сехет хушши çывăрнă.
II
Ялта çакăн пирки нумай калаçнă. Киш çавăн пек тĕлĕнмелле ĕçе пĕччен тума пултарнине шанман.
Тепре сунара кайсан Киш çитĕннĕ упана тытнă, унтан ача упа амине тытса вĕлернĕ. Киш пĕрмаях пĕччен çÿренĕ. Кам та пулин пулăшас тенипе те килĕшмен вăл.
— Мĕнле тытать-ха вăл? — тĕлĕннĕ халăх. — Хăйпе пĕрле йытă та пулин илсе каймасть-çке.
— Ăна усал турă сунарта пулăшать пулĕ, — тесе калаçкаланă хăшĕсем.
Кирек мĕнле пулсан та Кишăн сунарти ĕçĕ ăнсах пынă. Ăстах мар сунарçăсем Киш тытнă упасене çеç яла турттарса пынă. Какая уйăрнă чухне Киш питĕ тÿрĕ пулнă. Ашшĕ пекех, вăл кашни ватă старикпе карчăк хăйне тивĕçлĕ пайне тĕрĕс илтĕр тесе пăхса тĕрĕслесе тăнă. Хăйне валли вара вăл мĕн кирлĕ таран кăна хăварнă. Çакăншăн ăна çынсем хисепленĕ, кăштах шикленнĕ те унран. Ватă Клош-Кван вилсен ăна ăру пуçĕ тума ĕмĕтленнĕ. Халĕ ĕнтĕ пурте Киша канаша çÿреттересшĕн пулнă, анчах вăл унта хăй тĕллĕн пыман. Лешсем вара ăна канаша тархасласа чĕнме намăсланнă.
Çынсем ăна пысăк çурт туса панă. Хăйĕн ытармалла мар ывăлне пула Айкига çынсем умĕнче ырă ята тивĕçнĕ. Хĕрарăмсем ун патне ăс ыйтма çÿренĕ.
Кишăн сунарĕ яланах ăнса пыни арçынсене канăç паман. Пĕррехинче Уг-Глук текенни куç умĕнчех ăна эсĕ тухатлатăн тесе айăплама тытăннă.
— Эпĕ илсе килекен какай начар-им вара? — тенĕ ăна Киш. Ялта вăл какая çиекен çынсенчен кам та пулин чирленĕ-и? Тен, эсĕ ху кĕвĕçнĕ пирки çапла калатăн?
III
Пĕр канашлура Киш сунара мĕнле çÿренине тĕпчесе пĕлме çынсем яма йышăннă. Вара вăл сунара кайнă хыççăнах ялти чи ватă сунарçăсем — Баунпа Вим — ăна йĕрлесе хыçалтан утнă. Пилĕк кун иртсен вĕсем каялла таврăннă. Куç-пуçĕ вĕсен чарăлса кайнă. Васкасах Клош-Кван çуртĕнче канаш пухтарнă та унта Вим çапла каланă:
— Тăванăмсем! Хамăра мĕнле хушса янă пекех, эпир Киша йĕрлесе пытăмăр. Малтанхи кун каймалли çурма çулĕнче вăл тем пысăкăш упа аçине тĕл пулчĕ.
— Ун пек пысăк упана эпĕ ку таранччен те курман, — тенĕ малалла Баун текенни. — Анчах упи ăна хирĕç тăрасшăн мар пулса пăрăнчĕ те васкамасăр пăр çинелле кайма тытăнчĕ. Çакна эпир çыран хĕрринче пытанса тăнă чухне куртăмăр. Упа пирĕн паталла пыра пуçларĕ. Ун хыççăн Киш нимĕн хăрамасăр утса пычĕ. Вăл упана вăрçтарса, ăна хирĕç кăшкăрса, аллисемпе юнаса пычĕ. Упи вара çилленнипе кайри ури çине чĕвен тăчĕ те уласа ячĕ. Киш çапах та тÿрех упа патнелле утрĕ.
— Чăнах та, — тенĕ Вим унăн сăмахне малалла тăсса. — Киш тÿрех упа патнелле утса пычĕ. Вара лешĕ ун çинелле сулăнчĕ те, Киш тинех тарма тытăнчĕ, хăй тарса пынă майăн пăр çине пĕчĕк муклашка пăрахса хăварчĕ. Упа чарăнчĕ те шăршласа пăхрĕ, унтан çав муклашкана çăтса ячĕ. Киш çаплах тарса чупрĕ. Тарнăçемĕн вăл муклашкасем пăрахрĕ, упи вĕсене çăтсах пычĕ.
— Çапла нумайччен йĕкĕлтесе пычĕ упана Киш, — каланă малалла Баун. — Унтан сасартăк упа чарăнчĕ. Ыратнипе ĕнтĕ вăл хытă йынăшса ячĕ те малти урисемпе тискеррĕн чавалама тытăнчĕ. Киш чарăнчĕ. Анчах упи леш муклашкасем хырăмне ыраттарнине ăна асăрхамарĕ.
— Чăнахах та хырăмĕ ыратнă унăн, — пÿлнĕ юлташне Вим, — мĕншĕн тесен вăл хăйне хăй чăрмала-чăрмала пăр çинче йыт çури пек сиккелерĕ, ыратнипе йынăша-йынăша çухăрчĕ. Кун пек япалана эпĕ ĕмĕрте те курман.
— Вăл тĕшмĕшлет, — тенĕ Уг-Глук.
— Куна пĕлейместĕп ĕнтĕ, — тенĕ Баун. — Эпĕ хам мĕн курнине кăна каласа патăм. Кăштах тăрсан упа вăйсăрланса халтан кайрĕ, ывăнса çитрĕ. Хăй, ытла йывăрскер, хытăран хытă турткаланчĕ. Вара çыран тăрăх пуçне енчен енне сулкаласа, тайкаланса ута пуçларĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе кукленсе ларса ÿле-ÿле йынăшрĕ. Киш упа хыççăн йĕрлесе пычĕ, эпир ун хыççăн пытăмăр. Çалла эпир тата виçĕ кун утрăмăр. Упа вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пычĕ. Ыратнипе хăй пĕрмаях йынăшса ÿлерĕ.
— Ку чăнахах та тĕшмĕшлени! Мĕн каласан та тухатать, — тенĕ Уг-Глук хыттăн.
— Пулма та пултарĕ.
Вара Баун текенни Вим хутне кĕрсе каланă:
— Упа малтан пĕр çулпа пычĕ, кайран — тепĕр çулпа. Пĕрре малалла иртрĕ, унтан каялла çаврăнчĕ, юлашкинчен вĕсем Киш ăна малтан тĕл пулнă вырăнах çитсе тухрĕç. Ĕнтĕ упа пĕтĕмпех халтан кайса çитрĕ, малалла пĕр утăм та иртме пултараймарĕ. Шăпах çавăн чухне Киш ун патне пычĕ те хăйĕн вăрăм сăннипе чиксе вĕлерчĕ.
— Унтан вара? — тесе ыйтнă Клош-Кван.
— Унтан вара Киш упа тирне сÿме тытăнчĕ. Эпир вара вăл упа тытни çинчен калама хăвăртрах кунта чупса килтĕмĕр.
IV
Çав кунах, кăнтăрла иртсен, хĕрарăмсем упа какайне йăтса килнĕ. Киш таврăнсан канаша пыма чĕнсе ун патне ятарласах йыхравçă янă, анчах вăл пыман. Эпĕ питĕ ывăнтăм, хырăм та выçă, ман çуртра та халăх нумай шăнăçма пултарать, питех кирлĕ пулсан кунта килччĕр тесе калама хушнă.
Пурин те Киш мелне питĕ пĕлес килнĕ. Вара канаша пухăннă халăх пурте ун патне тухса утнă. Вăл пурне те тарават йышăннă. Айкига хĕпĕртенĕ те, вăтаннă та. Киш хăйне хăй питĕ лăпкă тытнă.
Бимпа Баун мĕн пĕлтерни çинчен Клош-Кван каласа панă. Юлашкинчен вара вăл çапла ыйтнă:
— Санăн, Киш, сунара мĕнле çÿрени çинчен пире каласа памалла пулать. Тĕшмĕшлесси çук-и сан ĕçÿнте?
Киш вĕсем çине пăхнă та кулса янă.
— Юрĕ, каласа парам эппин, — тенĕ.
Киш кит мăйăхĕн хăю пек пĕрчине илнĕ те пурне те кăтартнă. Унăн икĕ вĕçĕ те йĕп пек шĕвĕркке пулнă. Вăл ăна меллĕн кăна чĕркесе çăмха пек тунă та чăмăрне пытарнă. Унтан сасартăк чăмăрне уçнă. Кит мăйăхĕ пружина пек тăсăлса кайнă.
Кайран вăл пĕр катăк кит çăвĕ тытнă.
— Акă, — тенĕ вăл, — кит çăвĕн çакăн пек катăкне илмелле те ун ăшне çакнашкал путăк тумалла. Унтан çав путăка кит мăйăхĕн пĕрчине çакăн пек çăмхаласа кĕртсе лартмалла, çиелтен çăвăн тепĕр катăкĕпе чăмăртаса витмелле. Кайран ăна тула сивĕ çĕре кăларса хуратăн та, вăл йăва пек муклашка пулса ларать. Упа çак муклашкана çăтса ярать те, ун хырăмĕнче çу ирĕлет. Кит мăйăхĕ вара ярт тăсăлать. Упа халсăрланать. Вăл пĕтĕмпех халтан кайсан эсир ун патне пыратăр та сăнăпа чиксе вĕлеретĕр. Ку вара питĕ çăмăл ĕç.
— О! — тесе янă Уг-Глук.
— А! — тенĕ Клош-Кван та.
Кашниех кам мĕн калама пултарнă, çавна каласа янă.
Çавăн пек ĕнтĕ вăл тахçан авал Поляр тинĕсĕ хĕрринче пурăннă Киш çинчен çÿрекен юмах. Хăй ăслă та хастарлă пулнă пирки унăн ĕçĕсем яланах ăнса пынă. Çавна кура вăл, малтан чи начар çуртра пурăннăскер, ял пуçĕ пулса халăха нумай ырă ĕç туса панă. Ун чухне вара нихăш тăлăх та, начар сывлăхлă çын та какай çуккипе аптраман.