Джек Лондон: Киш çинчен çÿрекен халап

Джек Лондон (Jack London)


The Story of Keesh

Киш çинчен çÿрекен халап

I

Киш (Keesh) Поляр тинĕсĕ хĕрринче пурăннă. Вăл паттăр ача пулнă, вун виçĕ хутчен хĕвел курнă. Çакăн пек шутланнă вĕсен вăхăт, мĕншĕн тесен кашни хĕлех хĕвел пытанать те çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларать. Вара тепĕр çултан тин хĕвел каялла тухать.

Киш ашшĕ питĕ хастар çын пулнă. Ялта выçлăх чухне вăл упапа кĕрешсе вилнĕ. Хĕрсе кайнă вăхăтра упапа алла-аллăнах тытăçнă пулнă. Лешĕ унăн аяк пĕрчисене хуçса пĕтернĕ. Çапах та упана тытнă-тытнах. Хăй вилнĕ — халăха вара вилĕмрен çăлса хăварнă.Малаллине вулас

В. Дмитриев: Чаплă парне

В. Дмитриев


Чаплă парне

(С. Мерчен темипе çырнă пĕр пайла кулăшла пьеса)

 

ВЫЛЯКАНСЕМ:

Амăшĕ.

Кенук.

Мишша.

Мишша куккăшĕпе инкĕшĕ,

пĕрле вĕренекен юлташĕсем.

 

Пÿлĕм. Сĕтел хушшинче Мишша чăваш чĕлхи учебникĕ тытса ларать. Вăл пĕрре кĕнеке çине, тепре чÿрече еннелле кичеммĕн пăхкалать. Тĕпелти пÿлĕмрен Амăшĕ витре йăтса тухать.Малаллине вулас