Уяв – Митта Ваçлейĕ


Митта Ваçлейĕ


И лапка-лапканăн
Лăпкă юр çăвать,
Çĕр çине чăлт-шурă
Кăкăрлăх çакать.
Тарлă, йăлăхтарнă
Канăçсăр çăва
Савăнса ăсатнăн
Сиккелет чакак.

Сарлака йăмранăн
Шилĕкĕ çинче
Чавкасен шăй-шайĕ
Çуйăхать пĕрмай.
Калăн, шурă вăхăт,
Калăн, шур тĕнче
Килнине чыслаççĕ
Сăрнайпа палнай.

Катанпир пĕркенчĕк
Уртнă çÿллĕ ту,
Ун тавра тухъяллă
Яхтă-чăрăшсем.
Калăн, хĕр сăрийĕ,
Калăн, çĕнĕ туй
Хускатма шутлаççĕ
Пĕлĕш-тантăшсем.

Тунсăхлă хăна пек
Пăхкалать хĕлле,
Куç хĕсет ачашшăн,
Кулкалать япшар.
Эх, кăмăлăм, кăмăл,
Кăмăлăм мĕнле!
Вăл паян çĕн юр пек
Тап-таса, шап-шур.

Эп выляп-кулатăп —
Çĕн вăхăт паян,
Савăнап-юрлатăп —
Паян кун уяв.
Ак халавлăн çитрĕç,
Юрласа ян-ян,
Хĕллене Октябрь
Паянхи туя.

Ярапине янă
Савăк тĕнчене
Хĕрлĕ тĕс хастарлăн
Çавăрса илет.
— Эй, тухсам, ĕççынĕ,
Тух, ялав чĕнет!
Санăн çеç паян кун
Илмелле тивлет!

Çиçĕмпе шăратнă
Пирĕн йăласем
Çимĕкрен илемлĕ,
Сĕрентен чипер.
— Эй, кĕрле, ĕçхалăх!
Ташлăр, ялавсем!
Паян кун пĕр харăс
Вăйсене виçĕр.

«Интернационалĕ»
Хаяр та йăваш,
Тапхăр-тапхăр тарăн
Сывласа илет;
Ăншăртран[i] сывалнă
Пирĕн пек чăваш
Паян кун туяннă
Танлăхпа тивлет.

Савăн, хапрăк-савăт!
Савăн, аслă хир!
Çĕнтерÿллĕ савнăç
Хулара, хирте.
Çак таса çĕршывăн
Хуçисем эпир,
Çак тĕнчен йĕвенĕ
Паян кун пирте!

И лапка-лапканăн
Лăпкă юр çăвать.
Ял хушши йăл-ялăн
Ялавпа çунать…

1926


[i] Çилĕ, тарăху. – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.