Митта Ваçлейĕ: Çурхи Кăмăл


Çурхи Кăмăл

Çамрăкланнă çут хĕвелĕ

Тараватлăн кулкалать.

Уртрăм ятăм çĕр пĕрмеллĕ

Ешĕл симĕс çĕн халат.

 

Тухрăм утрăм. Кăмăл тулчĕ.

Чĕр вăй килнĕ Сĕвене.

Сивĕ хĕлĕн каскăн учĕ

Туртнă татнă йĕвенне.

 

Урăм-сурăм аннă халăх

Чĕнтĕрленĕ Чĕмпĕртен.

Пăр хускалнă. Уçнă алăк.

Çурĕ тытнă чĕлпĕртен.

 

Çут хĕвелĕн тумĕ капăр,

Сар хĕр евĕр шупăрпа,

Чуптăвать вăл тапхăр-тапхăр

Кăвакарнă шур пăрпа.

 

Эх, кăмăлăм, шухă кăмăл,

Çак шыв евĕр хумханать!

Е вĕçесшĕн вăл çăп-çăмăл,

Е ÿкесшĕн хăтланать.

 

Пĕрех хут ассан асам-и,

Тулхăртам-и вăй-хала?

Çут тĕнчен çурхи асамĕ

Тăванланчĕ манпала.

 

Эй, хĕвел! Çурхи ытамăм

Пĕр сана çеç хапсăнать.

Эй, хĕвелĕмçĕм!

Тытам-и,

Пăчăртам-и эп сана?

 

Халиччен хĕрле упраннă

Чăн таса телейĕм ман

Кĕрлесе тăтăр,

Тапраннă

Пăр пекех, паян!..

 

Эх, атьсемĕр, каçарсамăр,—

Шухă шухăш ман пуçра…

Каçарсамăр та чарсамăр

Хăвăр аскăн сăвçăра.

 

1927

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.