Николай Сладков: Кайăксем ăçта çывăраççĕ


Н. Сладков


Çулла кашни тĕм айĕ — тăван кил. Хĕлле вара юр айĕнче çывăрма пулать: юра ахальтен мар шурă вителĕк теççĕ! Шурă вителĕк айĕнче карăксем, пăчăрсем, ăсансем, хир чăххисем çĕр каçаççĕ. Кăвакарчăнсем — мачча çинче, çерçисем — карнис айĕсенче. Чанасем… мăрьере те çĕр каçма пултараççĕ. Паллах, кăмакине хутман чух…

Карăк
Карăк
Пăчăр
Пăчăр

Хăш-пĕр кайăксем хăйпăннă йывăç хуппи хыçĕнче, мамăк пуçсем уртăш туратти хушшинче, вăрман çерçийĕсем чăрăш лăсси çинче çывăраççĕ. Уйăпсемпе шĕпшĕлсем шартлама сивĕре çĕр каçма утă капанĕ е улăм ури ăшне кĕрсе лараççĕ. Ула таккасем, кăсăясем хăвăлсенче ыйхăлаççĕ. Çанталăк мĕн чухлĕ сивĕрех, çывăрмалли вырăн çавăн чухлĕ шанчăклăрах пулмалла.

Ăсан
Ăсан
Хир чăххи
Хир чăххи

Çурçĕртен килнĕ шурă чăпар çерçисемшĕн шартлама сивĕ нимĕн те мар.

Пĕррехинче эпĕ кайăксемпе пĕрле вăрмантах çĕр каçма шутларăм. Паллах, çывăрмалли ăшă михĕре. Шурă чăпар çерçисем вара — уçă çĕртех. Юр çинче çав шурă кайăксене асăрхама та çук, вĕсем вĕçсе кайманнине шăппăн чĕвĕлтеткеленинчен кăна пĕлетĕн.

Хĕллехи хăрушă çĕр пуçланчĕ. Эпĕ пĕрре тĕлĕрсе каятăп, тепре вăранатăп. Çывăрмалли михĕре тĕрлĕ хусканусем тăватăп, шăнса кÿтнĕ пÿрнесене сăтăркалатăп, анчах сивĕрен ниепле те хăтăлаймастăп. Çĕр çинчи мĕнпур сивĕ çывăрмалли миххе кĕресшĕн тейĕн. Çутăласси вара таçта тĕнче хĕрринчех-ха. Акă ăçта вăрăмлатма пулать пурнăçа: кашни çĕр тăршшĕ — çулталăк…

Сарă уйăх чăрăшăн хура лăсси çинче хунар пек çакăнса тăрать. Пуçа кăларса пăхмассерен çав хунар турат çинче çакăнса тăнине куратăп. Апла пулсан вăхăт çав тери ерипен шăвать-ха.

Каçхине уйăх çула сарăрах тĕспе çутататчĕ, çĕр варринче симĕсрех тĕспе çутатрĕ. Ир енне уйăх çухалчĕ те, çул кăвак тĕслĕрех курăнакан пулчĕ. Хĕвел тухас умĕн кĕренленнĕ.

Çĕр каçиччен тĕссем çапла улшăннине шурă çерçисем асăрханă-и, асăрхаман-и — ăна пĕлместĕп, анчах кĕрен тĕсе вĕсем тÿрех сисрĕç пулмалла. Çул хĕрелчĕ çеç, вĕсем çуначĕсем айĕнчен пуçĕсене кăларчĕç, вителĕк айĕнчен кăларнă пек. Тÿрех чĕвĕлтетме пуçларĕç. Йĕри-тавра пур çĕрте те кĕрен тĕс, кайăксем хăйсем те кĕрен!

Тĕлĕнсе ун-кун пăхкаларĕç, сăмсисене унталла-кунталла çавăркаларĕç, вара йăрлаттарса вĕçсе те кайрĕç. Йĕркеллех çывăрчĕç курăнать вĕсем. Маншăн вара кайăк каçĕ çулталăк тăршшĕ туйăнчĕ…

В. Игнатьев куçарнă

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.