
Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→
Тупмалли
Кантур-чунилли | Юнлă мунча хыççăн | Пĕрре, çурхи каç… | Пăкачав мĕлки — Пахомка | Тытăçу | Икĕ юнав хушшинче | Кĕр сăри | Турă ячĕпе | Пуçлăхсем пăваççĕ | Шăннă вăрман хÿттинче | Хаяр тавăру | Пăлхавлă пуху | Пăлхав | Уес хулинче | Çапăçу | Çĕрпÿрт кассинче | Хуптĕрлÿ | Чакка тыткăнра | Кил-йышне çăлма | Ăнăçсăр хăтару | Инкек çине синкек | Улпут хресченĕсем патĕнче | Салтаксен тискерлĕхĕ | Чакка — ял-йыш судĕнче | Çирĕм çултан
Хĕн-хур айĕнче
Сăвăллă повесть
• Ырă тĕслĕх çукки (Ырă мар тĕслĕх) • Пĕтĕмĕшле аморальлĕх
«…Влаçа пăхăнман казаксен пĕчĕк ушкăнĕ пуçласа янă пăлхав… вăйлăланса патшалăха Çĕпĕртен Мускав таран, Кубаньрен Муром вăрманĕсем таран кисрентернĕ пăлхав çапла майпала пĕтнĕ. Çапах та пурнăç татах нумай вăхăт хушши пĕтĕмĕшпех лăпланса çитеймен-ха… Хăрушла пăлхавăрçăн ячĕ вăл тустарса çÿренĕ вырăнсенче халичченех хыттăн янăраса тăрать. Пугачев вăхăчĕ текен юнлă саманана халăх паян кунчченех лайăх астуса пурăнать…»
— А. С. Пушкин. «Пугачев историйĕ»
Кантур-чунилли
Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.
Çулла е хĕлле — такам та туйĕ —
Вăрманлăх кунта хÿтлĕхне тытать.
Хаваслă кĕтес! Сывлать вăл кал-кал…
Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман.
Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал
Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман.
Ик-виççĕр çулхи яштак ват хырсем
Кармашнă унта пĕлĕте пăхса,
Кунĕн те çĕрĕн канмасăр вĕсем
Кашланă текех тем канашласа.
Çак хырлăхсенчех ушах мăк шурри
Талккиш-талккишпе выртнă сарăлса.
Пăши-пăлансем, — сăрри, чăпарри, —
Çÿренĕ унта шурлăха çăрса.
Мăк шурлăх леш енĕ — чăрăшлăх, вĕтлем —
Хĕвел çутине çĕр çине яман;
Унта çăмламас, хаяр упасем
Нимле кайăка пуç пулма паман.
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Унтах, тĕлĕпе, катмар юмансем
Çăра сулçăпа шавланă текех.
Çамра тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕксем
Янратнă юрра кунĕ-çĕрĕпех.
Унта та кунта ахрат çырмисем
Выртнă пытанса вăрман тĕпĕнче,
Çут тĕкĕр тĕслĕ тăрă шывĕсем
Курăк айĕпе юхнă вĕсенче.
Янтак чăрăшсем вăрман варринчен
Пăхнă кармашса тĕнче хĕрнелле,
Таçти, инçетри уй-хир тÿпинчен
Курăннă вĕсем чиркÿ тăррилле.
Çынна палламан вĕлле хурчĕсем
Сĕрленĕ унта ирĕклĕн вĕçсе,
Ешне-уйсенчи чăпар чечексем
Чÿхеннĕ вĕл-вĕл вĕсене чĕнсе.
Çак аслă вăрман сĕмлĕхĕсене
Чылай ĕмĕрсем çын пырса кĕмен.
Катмар йывăçсем хăйсен ĕмĕрне —
Мĕскер вăл пуртă — курман та пĕлмен.
Кунсем, çулсем иртнĕ.
Хайхи вăрмана
Этем пырса çитнĕ.
Улах вырăна
Уй-хир çĕрĕнчен пынă чăвашсем
Ларса хÿтĕленнĕ:
Кушлавăш, Хапăс, Хумпуç ялĕсем
Унта тĕвĕленнĕ.
«Каяр сĕмлĕхе,
Пурăнар ирĕкре…
Пире пуçлăхсем унта тупас çук», —
Шутланă вĕсем куçса ларнă чух.
Анчах, инкеке, пытанчăк ялсем
Часах-мĕн тухнă «тĕнче» куç умне;
Патша тарçисем, усал пуçлăхсем
Кунти кĕтессе те пуçланă çитме.
Ырхан ялсене вăхăт-вăхăтпа
Тустарнă çитсе кантур таврашсем.
Шăнкравлă лавпа, виçшер лашапа
Ян-ян! янратса çÿренĕ вĕсем.
Яла пырсанах, хурал пÿрт умне
Мĕнпур халăха пухтарнă хуса.
Пуху пухсанах — пĕл унта камне —
Пурмис е тиек кăшкăрнă урса:
— Часрах куланай! Куланай!.. — тесе,
Чухăн халăха пăвнă сывлайми;
Парăмлисене çĕре ÿкерсе
Хунав хулăпа кастарнă манми.
Хулли пĕтес çук: кĕлти-кĕлтипех
Выртнă тăсăлса пуху умĕнче;
Хресчен çыннин ăна курнипех
Сăрканă сив юн çан-çурăмĕнче.
Мĕскер тăвас тен? Тÿлесех пулать.
Кам-ха çиес тет вилĕм патакне?
Çÿçенчĕк чĕрÿ хуйхăпа тулать:
Парăма юлсан — сĕвеççĕ тирне.
Ялти чухăнсем усаççĕ пуçа,
Шыраççĕ меслет кăшт укçа тупма.
Вăрман çĕрĕнче килмест-мĕн укçа.
Тырри шав пулмасть. Ăçта тыр сутма?
Сутсан тырруна — пÿлмÿне тасат.
Çемйÿ пĕтме те вара пит ансат.
Мĕнпур пек шанчăк — пĕр аслă вăрман,
Пулать-ши усси, унпа тăрмашсан?..
Аптранă чăваш çав укçашăнах
Ваклать вăрмана, касать те кăклать.
Çырма тĕпĕнче, тарне юхтарсах,
Пĕве пĕвелет те курăс тăвать.
Чĕрет чĕренче — хирелле сутма,
Сарать уй çĕрне — нумай акма.
Пур пек тавара йывăр асаппа
Шупашкар енне леçеççĕ лавпа.
Вăрманĕ нумай — май пур-ха касма,
Анчах усси ун сахал пурăнма.
Ĕçлен кунĕпе — илен пилĕк пус,
Ăçтан эс унпа витен тăкакна?
Хĕлÿ çывхарать, кĕтсех тăр ак, тус:
Сан пур-и, çук-и, пĕлмеççĕ ăна, —
Кантур-чунилли çитет те хĕсет,
Укçу пулмасан, — тытать те хĕртет.
Пĕрре ак хĕлле, сивĕ кунхине,
Вăрман хушшинчи Кушлавăш ялне
Кантур таврашĕ çитет ыткăнса,
Çитет те хăвăрт пухать халăха.
Хура хурал пÿрчĕ. Аш-чикĕ кичем:
Тарпа, тĕтĕмпе сăрланнă стена;
Ик енчен пĕрер пĕчик чÿрече
Кăшт çутă кĕртсе тăраççĕ ăна.
Малта, тĕпелти тур кĕтессинче,
Ларать тăлăххăн лутрака сĕтел.
Кăвак кантăкран сар сĕтел питне
Имшеррĕн пăхса çутатать хĕвел.
Пÿрте кĕрсе кайрĕç пурмиспа тиек.
(Вĕсем килсенех — кĕтсе тăр инкек!)
Кантур пуçĕсем иккĕш те мăнтăр,
Пит-куçĕ вĕсен шыçмак та сăнсăр.
Çиллессĕн пăхса, хуллен мăшлатса
Лараççĕ вĕсем сĕтел хушшине.
Умри мужкиксем шикленсе кайса,
Пуçа пĕшкĕртсе пăхрĕç урайне.
Пÿртри халăх шăп, вилнĕ пек тăрать.
Паллах, ырра мар, ун чунĕ хăрать.
Ак сас илтĕнет, пуху хусканать;
Хăравçă çынсен чĕри кускалать.
Тиек ерипен мăн кĕнекине
Хурать кăларса, уçать листине.
Сив куçлă пурмис сулать алăпа,
Пуçлать сăмахне хулăм сасăпа:
— Ну-с… пĕлетĕр пуль пурте хăвăрах:
Пухатпăр эпир хырçă-куланай…
Каланă сире текех, хыттăнах:
Мĕнпур парăма вăхăтра тавай!
Анчах сăмахпах сикмест хăш-пĕри…
Сикмеççĕ камсем? — Кам путсĕр, наян,
Хăлин мужиксем… Çавсен йыт чĕри
Вĕри мунчашан тунсăхлать паян.
Тÿлев-парăма татманнисене,
Ан манăр, кăшт та хĕрхенмĕпĕр тек.
Саккун хушнине пĕлмен çынсене
Вĕрентĕпĕр ак ним кĕтмен çĕртех!
Ун пек çынсенне, çĕре пăрахса,
Сÿтерĕп тирне хулăпа касса…
Пурмис сăмахĕ халăх хăлхине
Хĕлхем пек вĕрин кĕрет пĕçертсе.
Шикленнĕ хресчен хыçать ĕнсине,
Пит-куçĕ унăн çунать ĕнĕхсе.
Тиек пикенет ят тăрăх чĕнме,
Пурмис — пурне те хăтăрса хĕсме.
Хăравçă этем ячĕ тухсанах
Сикет кăрт, пырать сĕтел патнелле.
Тÿлет парăмне укçп пулсанах,
Тăрать пашкаса хăранипеле.
Тĕрĕслерĕç ят. Камăн пур — пачĕç.
Кам-кам параймнсть тытса хăварчĕç.
Пурмис халăха тула кăларать,
Тыткăнрисене çаптарма хушать.
Хĕрÿсĕр хĕвел, аран çутатса,
Анать васкаса кăнтăр тÿпинчен.
Хаяр сивĕ çил кас-кас вашлатса
Килет çурçĕрти тĕнче хĕрринчен.
Хурал пÿрт умĕ кĕрлет хумханса.
Унта, халăхран пачах уйрăлса,
Тăраççĕ сĕнксе çич-сакăр мужик…
Пурмиспе тиек, унтах ак сутник
Васкаççĕ часрах ÿт-тире сÿме,
Хистеççĕ вĕсем теçетниксене.
Кĕлтипе хулă ак пырса ÿкет,
Ăна курнипех чĕре сÿлетет.
Çĕрте Итапай выртать тăсăлса.
Тиек ăна хăй антарчĕ пусса.
Çак кашкăр-этем, шăлсене йĕрсе,
Хăех ак пуçлать юн тăкас ĕçе.
Тăратчĕç умра икĕ теçетник,
Тиек вĕсене малтан тивертет.
— Маттур пул! Часрах!.. Вăрт-варт! — тет сутник.
Тиекĕ хĕмлет, сутникĕ тимлет.
Выртать юр çинче кăвак Итапай,
Шывак куçĕсем ун сикеççĕ пĕрмай.
Хаяр тиеккин аллисем вĕри,
Çынна хĕрхенмест ун хытă чĕри.
Пурмис мĕкĕрет: — Çапăр аллă рас! —
Каять кĕрлесе тулли хулăм сас.
Сутник, теçетник, вăр-вар васкаса,
Итапай тумне илеççĕ хывса;
Хура сăхманне сараççĕ айне,
Ўпне вырттарса хываççĕ йĕмне.
Шăп пилĕк таран кĕпине сирсе
Параççĕ паллă — ан сиклен тесе.
Ырхан Итапай, ватă пуçĕпе,
Выртать чĕтресе пĕтĕм пĕвĕпе.
Тискер чунилли пуçлать хăй ĕçне —
Касма пикенет Итапай ÿтне,
Касать те касать, суса та пырать,
Ырса çитет те сутнике хушать.
Итапай старик, тÿсеймен пирки,
Ача сассипе ярать çухăрса.
(Çапла-çке ĕнтĕ патшасен йĕрки —
«Ыр тунă» çынна çапса та ватса!)
Пĕр кăтăр çапсан, ватă Итапай
Халтан кайнипе антрашрĕ чылай.
Çапса пĕтерсен, вилнĕ пекскерне
Хураççĕ кĕртсе пуш хурал пÿртне.
Киленнĕ пурмис тавра пăхкалать,
Сив сывлăш çăтса, кăшкăрса калать:
— Ак курăр ĕнтĕ: тÿрккес çынсене
Епле эп савса манми ачашлап…
Кама чунĕ шел — таттăр парăмне!
Ун пек çынсене халех хăтарап. —
Пурмис малалла мăнаçлăн пăхать,
Сулать алăпа та хĕрÿллĕн калать:
— Çаптар лешсене!
Каçчен пĕтерес те — вĕçес кил енне…
Чĕр юн шăннă пăрлак вырăна
Кăларчĕç чĕнсе пĕр çамрăк çынна.
Ку çын — хут çинче Якку ятлăскер,
Ялта чăвашла, Чакка тенĕскер.
Çынни ку кĕрнеклĕ, тăлпан та вăтам, —
Сăн-пичĕ хастарлă, илемлĕ, çуткам;
Çăра сар сухал ун ÿсет мăкланса,
Çине кивĕ тум вăл янă тăхăнса.
Чакка вырăсла та пăртакçă чухлать, —
Кăштах пуç тайса, хăюллăн калать:
— Пĕлетне, пурмис: эп çак хушăра
Ик çул çурă шăп пулнă салтакра!
Чирлерĕм… Ун чух ĕçлеймерĕм хам.
Ăçтан-ха, мĕнле укçа эп тупам?!.
Сăсар тирĕ ак, курăс сутмалла.
Сутам вĕсене — укçа пулмалла…
Тиек кăшкăрать: — Эс питех ан кул!
Çартан таврăнни сан çитет виçĕ çул!
Пару-тÿлевне икĕ çул татман.
Сан пек кутăнсем нумаях юлман…
Тăват тенкĕ те çирĕм икĕ пус
Санран илмелле… Ак эс мĕнле юс!
Тиек сăмахне илтнĕ-илтменех
Пурмис мĕкĕрет хĕремесленсех:
— Ăшалăр ăна чĕри çурличчен!
Тĕп пултăр кунтах, эпир кайиччен…
Вăл çапрĕ унтах Чаккана хĕрсе,
Умра выртакан пĕр хулла илсе;
Туя пек хуллăн хуçăк туратти
Тăрнать вирлĕнех Чакка çамкине.
Чакка сулăнать, чĕтрет ун тути;
Чакать вăл калла, тарăн юр çине.
Сулмаклă çапкă лекнĕ вырăнта,
Лĕпке тĕлĕнче, ÿт-тир вистенет.
Чĕп-чĕр вĕри юн юхать сурантан:
Юхать юн, тумлать — пит-куç хĕрелет.
Кÿреннĕ Чакка, питне кăшт шăлса,
Çаплах-ха калать тытăнкаласа:
— Тырри-çке пулмасть!
Укçи тупăнмасть…
Анчах та пуçăм сыв пулсан, çавах
Мĕнпур парăма татăп кăçалах…
Пурмис, мăн сухал, хĕрхенмест çынна—
Никам сăмахне чикмест хăлхана;
Супне-çĕлĕкне хывса тăхăнать,
Часрах хĕнесе пăрахма хушать.
Чакка тумтирне илеççĕ хывса,
Хураççĕ ăна юр çине тăсса;
Тиек хăй тăрать «ĕçре» хистеме, —
Пуçлаççĕ çынна çапса ислетме.
Ак çапнă çĕртен чĕр юн пĕрĕхсе
Шур юр çинелле каять сирпĕнсе.
Ахлатнă сасă çурать чĕрене!
Ку сас — хаяр сасă — каять ял çине…
Ни хурлăхлă сас, ни куççуль, ни юн —
Нимскер хускатмасть шыçмак пуçсене;
Упа пек урса, çапла, кĕтмен кун
Юнлаççĕ вĕсем пĕчĕк ял питне.
Хĕрÿсĕр хĕвел ансах ларайман.
Вĕрет сивĕ çил, кашлать сĕм вăрман.
Пурмиспе тиек, ĕçне пĕтерсе,
Каяççĕ ялтан тăман вĕçтерсе.
Вăрман варринчи мăшкăл курнă ял
Шăнкрав сассипе юлать çÿçенсе.
Ку вичкĕн янрав — ырă мар — усал,
Тăрать нумайччен ян-ян! илтĕнсе.
Каç. Сивĕ. Тĕттĕм. Çăлтăр çути çех…
Кушлавăш хушшн çаплах-ха янрать:
Инкек пуснипе ватти-вĕттипех
Васкавлăн çÿреççĕ çынсем урамра.
Кунта илтĕнет — хурланчăк йĕрÿ,
Шăв-шав калаçу, тĕрлĕрен сас-чÿ…
Ак çак хушăрах çуналлă лавсем
Пыраççĕ шуса хурал пÿрт умне;
Вилес пек выртан çынсене вĕсем
Тиеççĕ йăтса — часрах кил енне.
Çут Алтăр çăлтăр тÿпене çитсен,
Тинех лăпланать ялта çуйхашни;
Анчах хура пÿрт чÿречисенчен
Çаплах курăнать-ха хăйă чăлкăшни.
Этем сасси çук.
Тепле çех, хăш чух,
Хупса питĕрен хапха-алăксем
Шăлт-шалт! тукалаççĕ тăлăххăн, кичем.
Тепле, сайраран, урам варрипе
Пĕччен çын мĕлки иртет вăхăтран;
Вăл типĕ юра хирсе утнипе
Чĕриклеттерет пушă урамра.
Ура сассипе хаяр йытăсем
Лăркаççĕ текех кил умĕсенчен;
Витлешнĕ пекех, вĕсен вĕрнисем
Тапаççĕ калла вăрман хĕрринчен.
Юнлă мунча хыççăн
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Каçхи тĕттĕме ерипен сирсе
Хĕрÿсĕр хĕвел курăнчĕ аран;
Çурт çийĕсемпе шăхăрса, йĕрсе,
Хĕвеланăç çилĕ вĕрет тапхăртан.
Лутра пÿртсенчен унтан та кунтан
Çăра кăвак тĕтĕм тухать палкаса;
Ирех вăраннă анканă çăхан
Уй урлă вĕçет, хыт кранклатса.
Кантур «хăватне» курнă чухăн ял
Сас-чÿсĕр паян ларать тĕмсĕлсе;
Пĕр ват чăрăш çеç — чĕлхесĕр хурал —
Кашлать унта тек, уса вĕçтерсе.
Çак лăпкă ялта, Тукас вĕçнелле,
Пĕр шăтăк — кил-çурт тăрать курăнса.
Ун килкартинче, хапха еннелле,
Пĕчĕк хура пÿрт ларать лăпчăнса.
Ку хăрăк кил-çурт — Итапай пиччен;
Хăй чухăн пирки — çурчĕ те черчен.
Старикĕн ячĕ — хут çинче Ласăр.
Анчах, пуп хунă ята юратмасăр,
Килте урăх ят панă, тет, ăна.
Вара — Итапай тенĕ ку çынна.
Яш чух Итапай йывăрнех туйман,
Ун чух вĕт унта пуçлăхсем пыман.
Кам пытăр ун чух вĕсен кĕтесне —
Таçти, улахри вăрман сĕмлĕхне?!.
Çÿренĕ кунта вăл хăлат пек вĕçсе
Е каскăн пăши пек маттуррăн сиксе;
Сунарçă ĕçне юратнă чунтан —
Сăсар, тилĕ, юс асран ун тухман.
Старик Итапай çакăнти çĕре
Вырнаçнă килсе ашшĕпе пĕрле.
Ун ашшĕ Яртух, хастарлă хресчен,
Кунта куçса килнĕ Çавал вурринчен.
Тыр-пул пулмасан та, ĕçчен Итапай
Малтан хăйне хăй пурăннă самай:
Карташ тулли ун пулнă выльăххи, —
Ик-виçĕ лаша та улт-çичĕ ĕне…
Выльăх пулмасан, çĕр аки-сухи
Ун чух тăрантман кунти хресчене.
Çапла пурăннă малтан Итапай.
Анчах та пурнăç ăнман пĕрехмай:
Пĕр выçлăх çулне, сисмен вăхăтра,
Пушар пĕтерет унăн кил-çуртне.
Мĕнпур пек вăйне хурса, хăвăртрах,
Лартать вăл çĕн çурт кăмрăк вырăнне.
Çуртне лартсанах, пĕр-икĕ çултан,
Усал хурахсем хуплаççĕ ăна:
Пур пек лашине çулла, вăрмантан,
Кĕтмен хушăрах каяççĕ тытса.
Кайран туяннă пĕртен-пĕр лаши,
Тем чĕмерипе, ÿкет те вилет.
Ытти выльăхĕ пĕр-ик çул хушши
«Тухатмăш-мурпа» йăлтах хирĕлет!
Инкек-синкекпе Итапай пĕтет,
Ялан кулянса ун ăсĕ çĕтет.
Çапах та хуллен вăл çÿретчĕ-ха,
Майлатчĕ хăех пур-çук пурлăха.
Анчах халь, ĕнер, пурмиспа тиек
Ватса çĕмĕрни пĕтерчĕ ăна.
Кун-çул тайăлсан çакланнă инкек
Йăлтах тĕп тăвать йÿтенĕ çынна.
Паян ирхине ак çак хура пÿртре
Тÿсми суранпа вăл асаплăн вилет.
Ун карчăкĕпе хĕрĕ — Кулине —
Чунтан кăшкăрса йĕни илтĕнет.
Яртух Итапайĕн çемйи пысăк мар;
Пĕр карчăк тата ик хĕрĕ анчах.
Чипер хĕрĕсем ун сăпайлă, вăр-вар, —
Çынпа пит йĕркеллĕ, ĕçре — пит пуçтах.
Пĕр хĕрĕ — Тайпи, тепри Кулине,
Кÿреççĕ вĕсем ял-йыш илемне.
Тайпи халь арăм. Ачи те ун пур.
Вăл качча тухни çитет пилĕк çул.
Тайпи — чĕрĕ çын, ĕçчен те маттур,
Анчах çак ĕçченлĕх кÿмен ăна мул.
Качча вăл кайнă ашшĕ панипе —
Маттур каччăна хăй те савнипе.
Каччи ун пулнă хăй пек чиперскер,
Ялтах, пĕр касрах, — Чакка ятлăскер.
Анчах Чаккана, хунĕпе пĕрлех,
Хурал умĕнче хĕнерĕç ĕнер.
Кантур пуçĕсем ăна çилленсех:
— Ку пĕттĕр! — тесе туларĕç тискер.
Чакка та пирĕн ак çавăн пирки
Вилес пек выртать паян кунхине.
Ват ашшĕ вилет пулсан та, Тайпи
Унта каяйман, — пăхать Чаккине.
Чакка ачаллах юлнă тăлăха:
Ашшĕ вилнĕ чух пулнă тăххăрта,
Амăш вилнĕ чух — вун пилĕк çулта.
Тăлăх çамрăклах курнă хурлăха.
Тата унпала нуша пурнăçа
Юлнă пĕр шăллĕ — нишлĕ Ятарин.
Çак шăллĕшĕн те ку çамрăк пуçа
Килет тÿсмелле пурне те туллин,
Ўссе çитсенех, пĕр çирĕм тĕлне,
Авланнă Чакка — илнĕ Тайпине.
Анчах, авлансан пĕр-икĕ çултан,
Кĕтмен çĕртенех ялти пĕр пуян
Чакка пурнăçне таптать çĕрпе тан.
Хальхи пур инкек те тухать, çакăнтан.
Вĕсен ялĕнчех, Тукас варринче,
Сиксех пурăнать пуян Алапит.
Кун пек çын сайра Кушлавăш енче;
Никам умĕнче чакман вăл пĕр шит.
Алапит паллă. Куштан вăл, хаяр.
Пурмис-тиекпе те вăл тус пурăнать!
Мулне пула ун йыш те пĕчĕк мар:
Виç ывăл, пĕр хĕр унăн ял касать.
Пĕрре, темĕнле, ял тĕлĕнмелле,
Куштан Алапит хăй те сисмесле,
Ун хăй савакан вăтам ывăлне
Чĕнеççĕ хăвăрт салтак службине.
(Салтак пурнăçĕ хĕн пулнă авал,
Ана чухлама çитмест пирĕн хал:
Каян салтака — иртет ĕмерÿ,
Калла киличчен шуралать çÿçÿ!)
Алапит, усал хыпара илтсен,
Сикет те тăрать мулне ĕненсе.
Пырать вăл часрах вулăс кантурне —
Мулпа та пылпа çаврать тиеке.
(Кунта пĕлмелле ĕлĕк мĕнлине:
Камра-ха пулнă леш тĕп кĕнеке?)
Тиекĕ вара, парне туянса,
Ĕçе «тÿрлетет» хăй пĕлнĕ майпа:
Алапит ачи ятне хуратса,
Çырать Чаккана «тĕплĕ ăслайпа».
Çак майпа пирĕн пĕр хÿтсĕр Чакка
Кĕтмен çĕртенех каять салтака.
Каять вăл, çапах нумай пурăнмасть;
Çарти хыт пурнăç ăна хавшатать.
Ик çул çурăран, вăрах чирлесе,
Килет вăл калла, аран сĕтĕрнсе…
Килте те чылай выртса хăрнăскер,
Чакка халь çине чухăнччĕ питех.
Ик çул татайман куланай пекскер
Çапла майпа ун пухăннă текех.
Ак халь, тамаша, тиекпе пурмис
Чакка пурнăçне пăхмарĕç нимскер:
Сан пур-и, çук-и, — ял-йыш кур та сис!
Тирне çуриччен хĕнерĕç ĕнер.
Тискер ĕç пулни иртет пĕр эрне.
Анчах манма çук-ха усал ĕçсене…
Çапса хĕненĕ çич-сакăр çынтан
Ик-виççĕшĕ вилчĕç эрне хушшинче.
Пĕр тăкăс сив кун… Карлать сĕм вăрман
Курак кăраклать вăрман хĕрринче.
Çанталăк питне шăн пĕлĕт карать —
Имшер хĕвеле витсе хупăрлать.
Çак кун ак, каçпа, хĕвел анайсан,
Чакка, сывлăхне самай пек туйса,
Хура пÿртĕнче пĕчченех, аран
Нар сакĕ çинче ларать тайăнса.
Ун пĕчĕк çемйи паян килте çук.
Хăй хунĕ мĕскĕн Итапай вилни
Çитет виçĕ кун. Халь, каç пулнă чух,
Ăна асăнма кайнă ун çемйи.
Çак лăпка, пĕччен, улах сехетре
Пуçне вăл ватать тĕрлĕ шухăшпа;
Аса килеççĕ тахçан, пĕчĕкрен
Курса тÿснисем ярăм-ярăмпа:
«Ача ĕмĕрĕ — çутă кĕмĕл пек»,
Тесе юрлаççĕ халăх юрринче.
Анчах та маншăн пулнă-ши ун пек,
Тăлăххăн ÿснĕ атте килĕнче?
Пулман вăл. Çук, çук!.. Çурри выçăлла,
Хĕнпе ÿстертĕм эпĕ шăллăма.
Ĕçленĕ, чăтнă çамрăк пуçпала, —
Телейлĕ кун-çул пĕрре те курман…
Чăнах, çитĕнсен, кăшт пĕр вăхăтра,
Чипер хĕр — Тайпи савнине пĕлсен,
Туйсаччĕ хама самай пек вара.
Ку халь те ырă, ăна асилсен!
Пĕр çутă кун вăл… улăх талккишпе
Саралнă йĕтĕн хумханса ларать;
Çинçе йăранлă ана хушшипе
Куратăп, Тайпи юрласа пырать:
«…Тикĕс шăтса çитĕнчĕç
Кăвак куçлă йĕтĕнсем,
Хĕвелпеле çиçкĕнчĕç
Вĕсен çăмăл çеçкисем.
Пĕр кунхине, ирпеле,
Сулхăн çилĕ вĕрчĕ те —
Кăвак çеçке çĕрелле
Вĕçрĕ-ÿкрĕ пĕтĕмпех.
Çумăрпа та ăшăпа
Тыр-пул пиçсе саралать;
Йĕтĕн пуçĕ тăвăлпа
Шĕлтĕр-шĕлтĕр вылянать.
Карчĕ капăр асамат
Çумăр хыççăн, çилпеле.
Эх, ăçта-ши çак самант
Савнă тусăм — ман телей!»
Çапла юрлатчĕ ун чухне Тайпи.
Ăна ыталарăм тытса пилĕкрен.
Каларăм: «Савсамччĕ мана эс, хĕрпи!»
«Эс ман асăмрах…» — терĕ вăл хуллен.
Мĕнпур таврана çутатрĕ хĕвел!
Вăрман çуммипе çемçе çил вĕрет —
Ашша, нÿрлĕхе улăха хĕвет…
Тайпи хĕр манпа ачашшăн пуплет:
«Атте-анне те хирĕç пулас çук;
Эс ху та чăнах, чунтан юратсан,
Юрать пĕрлешмех…» — терĕ вăл ун чух.
Пĕрлешрĕмĕр час çавăнтан кайран.
Пурнаттăмăрччĕ икĕ туслă чун.
Анчах ку иртрĕ ырă тĕлĕкле!..
Пăчланчĕ пурнăç пĕр ним кĕтмен кун —
Уяр пĕлĕтрен аçа çапниллех!..
«Рекрут эс, — терĕç, — çара каймалла!»
Тертлентĕм ик çул… чирлерĕм унта.
Ăсатрĕç киле… Ак паян келлех
Выртатăп этем тÿсми мăшкăлта!..»
Чакка шухăша путнă сехетре
Лутра алăкран кĕрет пĕр ват çын.
Ку вăл — Тевенеш, — ялта, кÿршĕре
Хисеплĕ, чыслă шутланнă арçын.
Старикĕн пысăк сухалĕ шап-шур,
Анчах хăй çирĕп, калаçать маттур.
Пÿрте кĕрсенех вăл хывать çĕлĕкне,
Кăшт-кашт шăлкалать çут пуç тÿпине.
Эп килтĕм, — тесе, малалла утса,
Ват çын сассипе ыйтать кулянса:
Мĕнле, сывлăху самай-и, Чакка?
Шеллетĕп хыр пек патвар шăм-шакка!
Чакка
Самай пек паян… Анчах та темле…
Сывалăп-ши, çук-и? Те, тен, вилмелле…
Эх, мăшкăл, мăшкăл! Пăх-ха, мучей, вырт!
Нимскер тума çук, шăлусене çырт!..
Тевенеш
Самай пек пулсан, чĕрлен-ха эппин;
Турра тавтапуç! Хăрамалли çук…
Сăмах ман пурччĕ. Калап ĕнтĕ тин.
Калам-ха сана пÿртре улах чух.
Чакка
Каласам, кала…
Мĕскер ку апла?
Тевенеш
Вăт, Чакка, ачам, Тĕппипе калам…
Эс халь тÿсекен пур инкек-асап
Мĕнрен тухнине эп йăлтах курап…
Çарта пулас мар, — эсĕ чирлес çук.
Сыв пулнă пулсан, куланай пекки
Çапла çултан-çул юлса пырас çук.
Патак та çиместĕн халĕ ун пирки…
Çара эс кайрăн — каймас çĕртенех.
Эп витĕр пĕлтĕм ку вăрттăн ĕçе.
Пĕтерчĕ сана хамăр ял-йышах…
Алапит, анчăк, хупларĕ веçех!..
Кĕтмен сăмаха кăшт çеç илтсенех,
Суранлă Чаккан алли-урисем
Тăрр! туса илчĕç тăп ларнă çĕртех,
Шăнк хытрĕç-ларчĕç хура куçĕсем.
— Чăнах-ши вара ку?..
Чăнах-и?.. Ну!.. Ну!.. —
Тесе пырать вăл сăмах хыçĕнчен.
Старикĕ калать хăй пĕлни çинчен:
— Чăнах пулмасăр…Эп çын — суясăр…
Эп хам-çке илтрĕм… Текей патĕнче
Леш кĕр, чÿклеме ĕçки ĕçнĕ каç,
Çавскер ÿсĕрпе, сĕтел хушшинче
Ларать мухтанса, эх, ан та калаç!
— Кам пур ман пекки! — тет, —
Кĕлет тулли тырă, пыл-çу ишĕлет…
Пурмис та, пуп та — сирĕншĕн çĕлен,
А маншăн вĕсем — ыр туспа пĕрех!
Ял-йышшăн усал инкек-мĕн çитсен,
Юман пек эпĕ тăрап тÿп-тÿрех!
Мул вăл — çын турри,
Этем — ун чури… — тет.
Мухтанчĕ нумай. Вара Текее
Кăшт пăшăлтатрĕ хăлхи патĕнчен.
Эп сисрĕм унтах… Эп те вĕт чее.
Кайран Текейрен ыйтрăм ун çинчен.
Вара вăл мана каларĕ çакна:
Итрен вырăнне янă, тет, сана!..
Анчах ан шарла, тет, турран килеш!..
Текей ун тусĕ-çке! — терĕ Тевенеш.
Чакка
Ых, эсрел çынни!..
Епле сывалам…
Пуян çын кулли
Тума кăтартам!..
Тевенеш
Çапла, ун пирки эсĕ хĕн куран…
Мăнланнă чăваш чăвашах çиет!
Пурмис та, пуп та — шуйттанпа тăван:
Вăл пур — вĕсемпе ĕçет те сикет!
Ну, шăллăм Чакка, кăна ан манах…
Ĕç пурччĕ. Каям-ха ĕнтĕ васкасах…
Сывалччĕ!..— тет те Тевенеш каять.
Пăлханнă Чакка пĕчченех юлать.
Чакка, халь анчах мĕн пĕлни çинчен,
Кăшт сиснĕ пек пулнă ăна çийĕнчех.
Анчах Тевенеш сăмахне илтсен,
Ку чăн пулнине ĕненчĕ тинех.
Пĕччен юлнă çын, ăш çуннă пирки,
Ятлаçрĕ, сурчĕ Алапит çине.
Çилли сирĕлсен, ерипен хайхи
Пуçларĕ каскăн йĕкĕт юррине:
Мăн çул çинче çÿллĕ, ай, тăвайкки, —
Улхаймаççĕ ямшăк лашисем;
Каскăнрах та ÿсрĕм, тÿрĕ пултăм,
Юратмаççĕ ялти пуянсем.
Урампала иртсе, ай, пынă чух
Çил тавăрчĕ сăхман аркине;
Чиперех те пурăнас, ай, тенĕ чух —
Çын мăшкăлĕ касрĕ чĕрене…
Пĕрре, çурхи каç…
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Тăманлă, тĕксĕм сив хĕл кунĕссм
Иртейрĕç аран… Çитрĕ çуркунне.
Ушкăн-ушкăнпа вĕçен кайăксем
Килеç кăнтăртан Кушлавăш енне.
Çăра сĕм вăрман каллех тумланать,
Пур кайăксене витсе хÿтĕлет;
Шур хурăн çинче куккукĕ куклать,
Ĕшне хĕрринче шăпчăк çĕмĕрлет.
Кушлавăш ялĕ те, хĕн-хура мансах,
«Çу çитрĕ» тесе йăпатать хăйне;
Ĕçчен хресченсем юр кайсассăнах
Пуçларĕç сарма хĕсĕк уй çĕрне:
Кăклаççĕ тымар вăрман хĕрринче,
Çĕтеççĕ çерем уçланкăсенче.
Хавас çуркунне çитсе тăнине
Курса савăнать мĕнпур чĕрĕ чун,
Хура пÿрт çынни те хавшак ăш-чикне
Тулта ĕçлесе уçать кунран-кун.
Сывалнă Чакка та, вилесрен юлса,
Тухать халь, çÿрет, ĕçе хутшăнать;
Тăван шăллĕпе пĕрле вăй хурса,
Çурхи акана та хăех вăл тăвать.
Анчах хуть мĕнре ĕçленĕ çĕрте
Усал нушине вăл çаплах манаймасть.
Иртнийĕ çех мар, малашлăхĕ те
Ăна хăратать, пĕр канăç памасть.
Пĕр шиксĕр, аван пурăнас тесен,
Ун хырçă татма укçа тупмалла.
Ăна сахал мар, кĕре çитиччен
Улт-çичĕ тенкех тупса хумалла.
Чечен кун иртсе тÿлек каç пулать.
Кушлавăш ялĕ хавассăн сывлать.
Каçпа пĕтĕм çамрăк хăпать урама.
Пуçлаççĕ вĕсем яла чун пама.
Урам вĕçĕнчи симĕс çеремре
Яш-кĕрĕм сасси шăв-шавлăн янрать,
Вĕсенĕн юрри тÿлек сехетре
Инçе, инçете юхса шăранать.
Ак ташă юрри каять таврана.
Шарт-шарт! ал çупса юрлаççĕ ăна:
Татса сарнă пусана
Çил вĕçтерчĕ вăрмана.
Эп каларăм-çке сана:
— Ан кай терĕм урçана!..
Итлемерĕн эс мана.
Ху пĕтертĕн ху пуçна:
Пăхрăн пысăк пурлăха —
Кĕрсе ÿкрĕн хурлăха.
Урçа-каччă хыт йысна —
Харсăрланнă ват сысна!
Хĕрхенмест вăл çамрăка:
Питĕрет те алăка
Пăхтармастъ те кантăкран;
Кăлармасть каç урама.
Кăшт тухсан та хапхаран, —
Хăй тухать кĕç сыхлама!
Маттур çамрăксен хастар юррипе —
Юрлать темелле пĕтĕм ял хушши;
Нумай урасем харăс тапнипе —
Çĕре чĕтретет арçынсен ташши.
Ак çак самантра Тайпи, килĕнче,
Пĕчĕк ачипе ларать йăпанса;
Ачи ун Илюш — амăш çумĕнче,
Хуйха-мĕн пĕлмест, ларать çуйхашса.
Чакка килте çук.
Кичем вăл çук чух.
Эрне ак çитет, вăл кÿршисемпе
Кайсаччĕ лава Шупашкар енне…
Унтан çуркуннех пĕр хуçа килсе
Чĕр тир, ăвăс, пыл пухсаччĕ илсе.
Халь çав тавара улт-çичĕ лавпа
Кайнă тиесе вырăс хуçапа.
Лава кайнисем (Чакка та пĕрле)
Пулнă таврăнма тăватă кунтан.
Ак иртрĕ эрне — килмерĕç темле!
Килте шикленеççĕ лавçăсем çукран.
Тайпи çавăнпа кĕçĕр каçхине
Хура пÿртĕнче ларать тĕмсĕлсе.
Юрă сасси çех ун тĕксĕм пÿртне
Парать чĕрĕ чун, кантăкран кĕрсе:
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Çиçĕм çиçет, çиçĕм çиçет, —
Çиçĕм çиçки — ланчашки.
Çумăр иртет, çумйр иртет;
Иртрĕ çумăр юлашки…
Тухăр, тухăр, çамрăксем,
Пурте аслă урама!
Симĕс çерем — тÿп-тÿрем —
Пухăнар-и выляма.
Чашăкки-чашăкки шур пăрçа, —
Сирпĕтмелле выляр-и?
Мерчен шăрçа— çут шăрçа, —
Пин пăрçаран тупар-и?
Çут мерченне тупайсан,
Ывăç çинче усрăпăр;
Чун савнине тĕл пулсан,
Савăнма-çке чухлăпăр…
Сасартăк вăйă-юрă чарăнса,
Мĕнпур пек çамрăк чăл-пар саланать.
Унти Ятарин те часрах, хыпăнса,
Хăйсен кил енне çерçи пек чăмать.
Ятарин килте. Кĕрет вăл пÿртне.
Кăнь-кань пăхкалать, курать инкĕшпе;
Шур шĕлепкипе тĕрĕллĕ халатне
Хывать те çакать, пуçлать сăмахне:
— Инке, теп, инке! Çÿçенчĕк хыпар
Эпир илтрĕмĕр халĕ, вăйăра…
Хумпуç ялĕнчен килекен Юксар
Каларĕ пырса… Малти ращара
Темле этемсем…
Пăшаллă-хĕçлĕ тет пурте хăйсем,
Выртаççĕ канса тет ĕшне варринче…
Ик-виç каç Хумпуç уйĕнче çавсем
Çÿрерĕç тет шăппăн хăш-пĕр ялсенче…
Ак халь кунталла тухнă тет килме.
Хăйсем Юксара тĕкĕнмен, тивмен…
Çавах та хăрушă! Камсем-ши капла? —
Калать Ятарин шиклĕ сасăпа.
—Тур çырлах анчах,Тем курас татах?!
Камсем-ши вĕсем?! — теейрĕ Тайпи.
Кĕтмен хыпарпа сÿлет ун чĕри.
— Ĕнер кăнтăрла-ха, эс çукчĕ ун чух, —
Пуçлать калама вăл шăппăн, пикенсе:
Шаккарĕç тултан… Эп пÿртрен сик тух!
Шутларăм ял-йыш çынни пуль тесе.
Тухап та куратăп — палламан çынсем!
Пĕри, çамрăкскер, хапха патĕнче.
Çунса пăхаççĕ хăйĕн куçĕсем.
Тепри, вăрăмскер, тăрать çул çинче.
Пыратăп утса пĕр хăраманçи…
«Мĕн кирлĕ? — тетĕп, — мĕнле ĕç пирки?»
— Пире кирлĕччĕ çак килĕн хуçи,
Чакка тенĕскер, — тет хай çамрăкки.
«Мĕскер тума вăл? Эсир кам, ăçтан? —
Ыйтатăп та хам хăрап ачалла.
Ĕç пурччĕ… Эпир кÿршĕри ялтан…
Курса калаçасчĕ çав Чаккапала.
Кала-ха, ăçта вăл? — тĕпчеççĕ çавсем.
«Чакка килте çук», — терĕм ик-виç хут.
Вара аранах хăпрĕç хайхисем.
Паллах, тем тесен те вĕсем — темле ют…
Чăнах, мĕн ĕç пултăр таçти ял çыннин
Пирĕн пиччепе?! — терĕ Ятарин.
Нумай та иртмест — хапха уçăлать.
Ятарин шăлт-шалт! пÿртне питĕрет…
Анчах, никам мар, — Чакка таврăнать,
Ун ырнă лаши аран сĕтĕрнет.
— Ак çитрĕ пичче!.. Тинех хайхискер…
Эп леш хурахсем пуль тесе, темскер…
Лаша тăварас… лăштах пултăм тин, —
Теет те тухать тула Ятарин.
Чакка ак пÿртре. Урине салтса,
Кĕрет те ларать сĕтел хушшине.
Тайпи, уйран ăсса, тип çăкăр касса,
Апат хатĕрлет упăшки умне.
Тата, çул çинчен шăм-шак çемçетме,
Ăсать вăл сăра пĕчĕк чÿлмекпе.
Ятарин кĕрет лаша тăварса.
Тайпи тараватлăн ыйтать савăнса:
— Ăçта-ши каплах, çÿрерĕр нумай?
Хăрарăмăр-çке… Кĕтетпĕр пĕрмай.
Чакка, пуçне кăшт сулласа илсе,
Хуллен тытăнать сăмахне сĕрсе:
— Ну-и, хăямат! Хуплантăмăр шалт…
Лава тытаканĕ вăл тĕп хуçи мар.
Хуçи хăй лере… Хуплаççĕ çынна!
Лав хакĕ пирки кайрĕç кутăна.
«Сум та пиллĕкех тытса», — тет, вăрçать.
Лавран çитмĕл пус катса хăварать!
Вара хай хуçи патне кĕтĕмĕр.
Анчах унта та тĕнккевлентĕмĕр…
Тяпукпа Лярук — мулкачпа пĕрех,
Çав хуçа патне такки кĕмерĕçех.
Вĕсем ялта çех маттур та хаяр;
Хула хушшинче — çĕршĕннĕ хăяр!
«Эс кĕр те, эс кĕр» тесе тавлашса,
Сехет иртрĕ пуль, тăраççĕ хытса.
Хуçин тарçи пур, — кĕртмест, тамаша!
Çапах эп кĕтĕм, унпа çапăçсах…
Э-эх, çурчĕ таса-а-а!.. Хуçи, самăрскер,
Ларать сарăлса. Сăн-пичĕ тискер.
Каларăм çакна. Хăтăрма пăхать:
«Çитет вăтăр пус!» — тесе кăшкăрать.
— Тархасшăн, — тетĕп, чунтан йăлăнап, —
Сăсар, тилĕ тирĕ нумай пирĕнте…
Пуçтарăп саншăн çак çитес кĕрте.
Уçсам кăмăлна… — терĕм те хуçа
Тинех çемçетет хаяр пит-куçа.
«Юрать, ыйтнинех сире эп парап…
Анчах пĕр-ик кун ĕçлĕр ман патра;
Кашни лав пуçне вуншар пус вара.
Складран таварсем турттарма ярап.
Каятăр-и?» — терĕ. Йÿнрех те — мĕн тен?!.
Ĕçлерĕмĕр вăл укçа тÿличчен
Виç кун, — тет Чакка, йăвашшăн кулса.
Унтан пер тапхăр уйранне сыпса,
Алне чавсалать те сĕтел хĕррине
Пуçлать калама мĕн-мĕн курнине:
— Эх, Атăл çинче —
Ав ăçта тĕнче!..
Мĕн чухлĕ этем! Мĕн чул баржăсем!..
Баржисем çине тир, курăс, çăм, сÿс
Тиеççĕ чыхса мĕскĕн бурлаксем.
Выççи хуплать çав: кĕрĕшнĕ те — тÿс!
Туртаççĕ — чул туртнăн;
Юрлаççĕ хурлăн…
Пит йывăр пулас пурнăçĕ вĕсен:
Мĕн чухлĕ тÿсÿ, вăй кирлĕ иккен!
— Мĕскер вăл бурлак? Илтетĕп эп тин…
Баржи те темскер? — ыйтать Ятарин.
— Бурлак вăл — этем. Мăн баржăсене
Туртаççĕ вĕсем шыв хĕррисемпе;
Лаша вырăнне ĕçлеççĕ вĕсем.
Баржи — пысăк ким… Тĕрлĕ таварсем
Пиншер пăт таран тиеç ун çине.
Туртаççĕ вара, — тет Чакка шăллĕне…
Хавассăн пырать пĕр вĕçсĕр сăмах.
Çур каç та çитет. Тулта сĕм… шăпах.
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Кил-йыш çывăрман-ха. Четрет хăй çути.
Пĕр Илюш анчах туртать ыйăха.
Ак халтăрт! тăвать пÿртум картлашки, —
Кив пÿрт алăкĕ яри уçăлать.
Унччен те пулмасть, шăпланнă пÿрте
Улт-çичĕ ют çын кĕрет те тăрать.
Тип хăйă çунса хĕмленнĕ çĕрте
Кинжал, хĕç, пăшал йăлкăшса каять.
Пĕри вĕсенчен, тăлпан, çÿллĕскер,
Çÿç-пуçĕ кăвак, сухаль пысăкскер,
Хăюллăн пырать Чакка патянлле.
Ăна çурăмран лăпкаса хуллен
Калать вăл: — Хуçа, пиртен ан хăра.
Пÿртре хăй çути пуррипе, ара,
Кунта кĕтĕмĕр… Итле: çимелли
Çук-и сан пăртак? Пулсан, тăрантар…
Ху лайăх пулсан, утаман алли
Сана тивес çук… Пĕлĕшлĕ пулар.
Эс лайăх пек-ха? — тет вăл кăшт кулса.
Чакка шăнк хытса кайнине кура:
— Иваш!.. ăçта эс? Пар-ха каласа! —Кăшкăрчĕ старик, пăхрĕ хăй тавра.
Иваш тесенех — алăк патĕнчен
Тухать чалт! сиксе пĕр çамрăк чăваш,
Ватти вырăсла мĕн ыйтни çинчен
Калать чăвашла маттуррăн ку яш.
Сикме, хускалма та пĕлмерĕ Чакка,
Юпа пек ларать сĕтел хушшинче.
— Апла-ха, тăнлап… Мĕн парас — çукка?!
— Тет вăл, хăй туять — çан-çурăмĕнче
Темскер чупнă пек каять сăркаса.
—Çăкăр пур… уйран… Ну, урăх мĕн? Çук…
Камсем-ха эсир? — ыйтать вăл хăйса.
Чĕнмеççĕ. Шăпăрт. Пĕтет калаçу.
— Пире эс пĕлни халь кирлех те мар…
Мĕскер ыйтаççĕ — ответ кăна пар! —
Терĕç каярах пĕр-икĕ çынни.
Пÿртре илтĕнет хĕç чăнкăртатни.
«Кусем — таркăнсем… касаççĕ!» тесе,
Хавшак Ятарин тухса шăвăнать:
Тайпи те шăпах, тăрать шикленсе.
Вăраннă Илюш макăрма пуçлать.
Яш йĕкĕт — Иваш — малалла тухсан,
Тайпи хăвăртах палларĕ ăна.
«Çак çын-çке ĕнер манпа хапхаран
Калаçрĕ килсе! Çавах ку, чăнах!..
Пире шыраççĕ! Мĕншĕн? Мĕн вара?!.
Эпир чухăнсем-çке» — терĕ вăл ăшра.
Пÿртри ют çынсем шăппăн, пĕр самант
Калаçрĕç хăйсем паллăсемпеле.
Ну, юрĕ, — терĕ хăй ват утаман,
Пырать вăл каллех Чакка патнелле.
Хуçа, ан хăра… Сана пĕлтерем:
Эпир, хурах мар, — ирĕк хусахсем;
Сире тивес çук, — терĕ вăл хуллен.
— Ĕлĕк аçусем юратнă çынна,
«Ыр-Петĕр патша» ятне эс пĕлен?
Хăшсем Пугачев теççĕ халь ăна…
Эп çав çын мĕлки… Кусем ман туссем…
Сире сăхакан çĕленсем пулсан,
Пурне те хатĕр лапчăтма вĕсем.
Сан пек чухăн çын — вăл пирĕн тăван…
Чакка хыпăнать, чунтан çуйханса,
Умри çын çине пăхать савăнса.
— Эсир — Пăкачав патша çыннисем?!.
Шалтах тĕлĕнтертĕр!.. Эпĕ пит хавас…
Эсир — хресчене хÿтлен паттăрсем!
Чăнах… ман сире… мĕнпе хăналас?
Мĕн пур — парăттăм… — тет вăл хумханса.
Старик утаман каларĕ кулса:
Çук, çук! Кирлĕ мар… Пĕлетпĕр сана:
Эс чухăн чăваш… Çимешкĕн ахаль
Ыйтрăмăр эпир. Сăлтавшăн кăна…
Эсир ман ята мĕнле пĕлнĕ-ха?!
— Ăçтан…— тет Чакка.
— Пĕлтерчĕç пире
Хумпуç çыннисем, — терĕ утаман.—
Сана хĕнесе янă тет чире?
Хур тунă теççĕ пĕр чунсăр пуян…
Çиет тет кантур чĕрĕ пуççăнах?
Виç çын вилнĕ тет пĕр сирĕн ялтах.
Чăнах та çаплах-и? — ыйтрĕ старик.—
Пĕлтерчĕ пире сан хурăнташу —
Хумпуç ялĕнчи аван çын — Алшик…
Кала: кирлĕ-и сире пулăшу?
— Чăнах ку, чăнах!.. Тĕрĕс пĕтĕмпех!
Çиеççĕ! — терĕ Чакка хĕмленсех.—
Анчах, пулăшу?.. Мĕнле?.. Мĕн тума?..—
Темле, ăнланмасăр, ыйтрĕ Чакка.
— Паллах, тăшмана аркатса хума!
Тивеççĕ пулсан, хирĕç çап, шакка!
Эпир пулăшатпăр, — терĕç хусахсем.
Чакка тав тăвать. Тĕксĕм кĕтесрен
Пăхаççĕ çиçсе хăюллă куçсем.
— Аптранă чухне — чĕнесчĕ сире.
Анчах та ăçтан сире тупмалла?
Эсир — шухă çил… çÿретĕр таçта, —
Шÿтлерĕ Чакка.
— Эпир малалла
Пулатпăр ĕнтĕ час-часах кунта.
Тупатăр, — терĕ старик-утаман.
— Килетпĕр тăтăш, — терĕç ушкăнтан.
Чипер калаçу пынă самантра
Шик! шик! шăхăртрĕç тулта, урамра.
Кĕçех хаяррăн «хурах!» кăшкăрни
Таçтан илтĕнет. — Çырлах! — тет Тайпи.
Пÿртри çынсенчен ик-виççĕш часах
Тухаççĕ чупса кăшкăрнă сасса.
— Эй, ирĕк çынсем, сирĕншĕн пулсан,
Нимскер те шел мар килте мĕн пурри…
Пичке сăрам пур… кăмăла кайсан,
Лартам та парам сирĕншĕн юри, —
Кăшкăрчĕ Чакка. Сикет вăл, тăрать,
Уçать нар сакне, — пичке кăларать:
— Ак, мейĕр — сăра!.. Ĕçĕр сывлăха!
Анчах юр-вар çук… Пур — уйран, сухан…
— Аван ку. Тавах! — терĕ утаман,
Ларать вырнаçса сĕтел хушшине.
— Ну, эсĕ Лавруш, çимелли тупан!
Пуян патне кай, — тет вăл юлташне.
Пĕр çÿллĕ те çивĕч, хытанка хусах
Ик-виç тусĕпе каять васкасах.
Килет тул çути.
Сÿнет хăйчикки.
Ак çак самантра уçă алăкран
Пĕр ушкăн хусах пырать те кĕрет;
Хăшин аллинче — сĕт-çу та шăрттан,
Хăшин — чĕреспе йÿç пыл е шерпет.
— Хурал халь сыхă. Ларсах ĕçсе çи…
Кусем — типĕ аш, ку — пыллă йÿççи, —
Терĕçĕ вĕсем ват утамана.
Мĕн тупнă — йăлтах пачĕçĕ ăна.
Тинех хусахсен тĕнчи уçăлать.
Юрри-ташши те вĕсен пуçланать.
Мĕнпур пеккине ĕçсе пĕтерсен,
Татах та симпыл тупрĕç кÿршĕрен.
Кăвак утаман хăйпе юнашар
Сĕтел хушшине лартать Чаккана.
— Ну, туслă пулар, лайăх паллашар!
—Тесе, вăл пуçлать унпа калаçма.
Пуçлать — ачаран улпут аллинче
Еçпе пиçĕхсе хĕн курни çинчен,
Вун сакăр çултах Атăл хĕрринче
Баржăсем туртса çÿрени çинчен.
Калать вăл: Петĕр — ыр патша — тухса
Атăл таврашне кисретни çинчен;
Хĕрĕхе çитсен, унпа çыпçăнса
Улпут таврашне çĕмĕрни çинчен.
Чылай каласан, вăл хаярланса:
— Пĕтерчĕç пирĕн «патшамăр» пуçне!
Анчах манас çук эпир ун ĕçне…
Çитет вунă çул ак… Эпир унтанпа
Виç çын çеç юлтăмăр çак ушкăнра;
Çÿретпĕр ишсе сĕм-сĕм вăрманпа
Сăртан Атăла, Атăлтан — Сăра, —
Тет вăл кăшкăрсах, пÿрте янратса.
Унтан лăпланать те кăшт ĕçсе çиет.
Хăй çыннисемпе калаçкаласан,
Каллех Чаккана тĕллесе илет.
Ăна ĕçтерет вăл, лăпкать çурăмран.
— Сана пĕлтертĕм хамăн пурнăçа.
Ну, халь эс кала… пĕлтер ху çинчен.
Кала, çак ялта кам сире хуçать?
Пĕлтер чи усал пуçлăхсем çинчен…
Эпир итлетпĕр, — тет те çавăнтах
Чакка сăмахне кĕтет шăплансах.
Пуç хĕрнĕ Чакка кĕттерсех тăмасть,
Мĕн-мĕн кирлине каласа парать…
Маттур хусахсем хĕрхенчĕç ăна,
Ылханчĕç усал улпут-пуяна.
Кăвак утаман, тарăхпа тулса,
Сасартăк кăшкăрчĕ шава хупласа:
— Эп вырăс çынни. Тăван халăха
Саватăп чунтан. Çакăнпа пĕрлех
Улпутлă йăха, пур пусмăрлăха —
Камран пулсан та — тÿсейместĕпех!
Нушаллă çынна — хуть чăваш, тутар
Сунатăп ырлăх… Пире вăл ют мар…
Ĕçсе пуç хĕрнĕ сивлек утаман
Çĕкленчĕ тăтăш, çÿрерĕ утса;
Хĕрÿ шухăшсем пусма пуçласан,
Тапратрĕ вăл юрă хыттăн янратса:
Пахом пĕччен:
Аслă Атăл тăрăх, анаталла,
Ирĕклĕн ишеççĕ кимĕсем…
Пурте юрлаççĕ:
Ирĕклĕн ишеççĕ юрла-юрла
Ирĕк хусахсем те маттурсем,
Ирĕк хусахсем те,
ай, маттурсем,
Вилĕм умĕнче те
Чакман çынсем.
Кимĕсем ишеççĕ Атăл тăрăх
Çутă шывăн питне хумхатса:
Касса вĕрет сив çил е тип шăрăх, —
Хусах юрри вĕçет янратса;
Хусах юрри вĕçет
Ян! янратса,
Ăна пулăç итлет,
ай, юратса…
Ирĕк юрра çĕклет çил Атăлтан —
Уй-хир çийĕн йăтса сапалать;
Çыр хĕрринчи вăрман, сĕм-сĕм вăрман
Хĕрÿ юрра илтсе хумханать:
Хĕрÿ юрра илтсе,
ай, хумханать,
Хресчен ачи сиксе,
ай, савăнать.
Ак юрă пĕтет. Утаман ларать,
Лăпкать çамкине те хĕрÿллĕн калать:
— Пахом! Эх, Пахомка, пурнăçу— начар.
Ирĕкшĕн тăрса хĕсрĕн кун-çулна.
Ялсем те уйсем те ĕнтĕ саншăн мар.
Асту: вунă çул йĕрлеççĕ сана!
Хĕвел сĕм вăрман çине хăпарать.
Старик утаман тăрса кăшкăрать:
— Ну, ирĕк хусах, вăхăт хусканма!
Куратăр, вăрман та пуçлать хумханма.
Хĕвел хĕртет… Тапранăр, çитет!
Пире паçăрах сĕм вăрман кĕтет…
Пĕр çамрăк хусах рожокпа тухса
Мĕкĕртрĕ виç хут ял хушшинелле.
Нумай та иртмест, мĕкĕртнĕ сасса
Темиçе хусах, ушкăнĕпеле,
Юланутсемпех çитрĕç сиктерсе.
Вĕсем пĕр çынна пычĕç сĕтĕрсе.
Ку çынĕ — Итрен, Алапит ачи, —
Кăшкăрнă çĕрле урама тухса.
Анчах, ăнмасса, тулнă ун шалчи:
Ана хусахсем тытнă çулăхса.
Хавшанă çынна пырса тăратсан,
Тĕпчет ун çинчен старик-утаман,
Камне пĕлсен вăл юнарĕ ăна:
— Ай-яй, упăте, çиеттĕн пуçна!..
Халь тивмĕп. Анчах сыхлан малашне!
Асту, ан çуйăх! — терĕ Итрене.
Хăранă Итрен тăрать шăнк хытса.
Пĕр çĕтĕк хусах, ик-виççĕ çупса,
Тĕкет те ярать ăна чул çине.
Итрен тĕрĕнет хура пÿрт çумне.
Чаккана тавпа ырă кун сунсан,
Йăлтрарĕ ăшшăн ватă утаман.
Унтан лашине хăвăрт çавăтса,
Яш çын пек вăшт çеç ларать утланса. —
— Ну, шăллăм, сыв пул!.. Пуçсем пĕтмесен,
Куратпăр каллех, — терĕ вăл хуллен.
— Ăçталла эсир халь? — тесе ыйтсан;
— Ăçта ирĕкрех — эпир те унта, —
Терĕç те вĕсем вĕçтерчĕç ялтан.
Лаша чупни çех кĕрлет вăрманта.
Хусахсем кайсан, ялти пур этем
Ватти-вĕттипех тухрĕ урама.
Пуçланчĕç тĕр-тĕр сăмах-юмахсем
Каç пулнă ĕçсем çинчен аврăнма.
Никама та мар, хусах-таркăнсем
Алапите çех шар тунă ытла:
Мĕнпур укçине, пур мулне вĕсем
Тустарнă унне… хур тунă хытах.
Виççĕр тенкĕ шăлт — кĕмĕл укçа ку! —
Тупса илсе кайнă каç ухтарнă чух.
«Çав ют çынсенчен ун пек тустару,
Ял-йыш тĕкмесен, чăн та пулас çук!»
Чакка патĕнче ĕçсе-çинĕрен
Алапит ăнах хурать юнава.
Çавах тĕп турĕ тесе, ун çинчен
Вăл шалăп пама чупать кантура.
Тытăçу
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Сасартăк хусах-таркăнсем килсе
Вăрман тавринче çÿрени çинчен
Хир енчи ялсем те пĕлеççĕ илтсе.
Тем тĕрлĕ сăмах вĕçет ялсенче.
Алапит йышши çĕрме пуянсем
Çакна илтнипе чĕтреççĕ сиксех.
Вĕсене кура чылай ял-йышсем
Хăраççĕ, инкек кĕтсе, ахалех.
«Усал» хыпара пурмис та пĕлсе
Çарпуçĕ патне çырать ун çинчен;
Алапит элекĕ тăрăх ĕненсе,
Чаккана тытма хушать хăй енчен.
Алапит урать… Тÿсми тарăху!
Çилли сирличчен пухать вăл пуху.
Унта Чаккана тытса çыхтарма
Хĕрÿллĕ сăмах пуçлать калама.
—Эй, халăх!.. Халăх!.. Пурнăç пит хăруш!
Хуплаççĕ пире хусах-таркăнсем…
Куратăр пурте, епле-ха ку хуш
Пурнатпăр чунсăр, тăван ял-йышсем!
Пĕр шиксĕр, лăпкă пурăнас тесех,
Часрах пурмисрен пулăшу ыйтар.
Çав таркăн майлă Чаккана халех
Тытар та çыхар, кантура ярар…
Пурмис хăй хушать! — янрать Алапит.
— Хăрушă!.. Шиклĕ!.. — теççĕ сасăсем.
— Анчах Чаккана ма-ха эсĕ пит…
Ытла тăрăнан? — теççĕ хăшĕсем.
Ара, шухăшлăр, тăрăнса-и ку?
Чакка вĕт хăех вĕсене чĕнсе
Пĕрле ĕçсе çинĕ… Çав Чакка-Якку
Çын мулĕ пирки çÿрет кĕвĕçсе! —
Тесе çуйхашать çиллĕ Алапит.
Ял халăхĕ шалт тĕлĕнсех каять.
— Таса çын пуçне пылчăкпа ан вит! —
Сас хушрĕ пĕр çын. Пуху хумханать.
— Ах, чим, ачасем… Чим, хуллентерех!
Чаккан айăп çук… Çавăн пек тĕлеш:
Унта таркăнсем кĕнĕ хăйсемех, —
Тет шурă пуçлă старик — Тевенеш.
— Вăл ма таркăнсен пуçне ăсатать?!.
Мĕн-ма ал парать? Пĕрле вăл, усал!
Çавах ял-йыша çаратма хушать, —
Çĕмрет Алапит — хура мăн сухал.
— Чăнах, чăн та вăл хурахсемпе тус…
Тытас пать ăна…— Çыхас! Ăсатас!..
Çиет вăл яла, усал шăшиюс! —
Кăшкăрчĕç хыттăн ик-виç уçă сас.
Пуху кĕрлесе тăнă самантра
Чакка унта хăй пырать те кĕрет.
Пуян таврашсем, Чаккана кура,
Караççĕ çăвар. Кушлавăш чĕтрет.
— Ак килчĕ вăл хăй!.. Тытас та çыхас!
— Пурмис хушать-тĕк, мĕн пăхса тăрас?
Чакка еннелле хусканать пуху.
Вăйланать пушшех шăй-шай, çуйхашу.
— Мĕскершĕн мана? Мĕнле айăппа?! —
Ыйтать кăшкăрса тĕлĕннĕ Чакка;
Хăйне çыхланнă Текее вăйпа
Кисет вăл пĕрре, сирет аякка.
— Ах, чим-ха, ачсем… Çынна ахалех,
Элек тăрăхах шыва ярас мар.
Эп хам-çке пĕлеп: çав хусахсемех
Хăйне те ăна хырнă сахал мар, —
Терĕ Тевенеш, утрĕ малалла.
— Эх, супнă старик! Мĕскер эс лăркан?
Пуçу кĕçтет-им? Кай айăккалла! —
Çĕмреççĕ хыттăн ик-виçĕ куштан.
Анчах Тевенеш хĕрет ак пушшех,
Тухать вăл утса пуху умнерех:
— Чакка, тен, чăнах хур тунă тесен,
Ку Алапите тавăрни анчах…
Вăл ун пирки хăй чăтнине пĕлсен,
Калаттăр пурте: кирлĕ лайăхрах! —
Терĕ Тевенеш хыттăн кăшкăрсах.
Каласшăнччĕ вăл пĕлнине йăлтах,
Анчах çын хĕрсе кайнине кура,
Ăна Алапит тытать те илет.
Урса кайнипе пĕр çур самантра
Вăл ват шăм-шака хуçса ÿкерет.
Пуху пăлханать. Шăпланнă çынсем
Хускалчĕç каллех. Ÿсет шав, шăй-шай!
Янраççĕ хаяррăн хĕрÿ сасăсем.
Паллах, Тевенеш майлисем нумай.
Ак Чакка, çĕмрен пек, старике çăлма
Алапит патне пырса çапăнать,
Тарăхтарнишĕн тавăрса пама
Тытать те ăна силлеме пуçлать.
Анчах та часах Итренпе Текей
Лараççĕ сиксе Чакка пуç çине.
— Эй, сирлĕр кунтан! Тăр эсĕ, мучей! —
Теейрĕ Чакка, вăрçа пикенсе.
Хăрах аллине вĕçерсе илсе,
Пĕрех вăл сулать хыçал еннелле,
Алапит ачи — Итрен, вăшт! вĕçсе,
Каять сирпĕнсе çерем çинелле.
Унтан Текее çулăхса тытса,
Ик-виççĕ кисет те çапать çĕр çумне.
Текех вĕчĕхен Текей ăнтăхса
Выртать чылайччен аптранă енне.
Чакка, юмахри Юман-паттăрла, —
Вăй-халлă; вăл халь пĕлмест чарăнма:
Пуян пусмăрне — хирĕç пусмалла,
Çакна тумасар чĕри лăпланмасть.
Вăл акă каллех хыт аллисемпе
Алапит пÿне тытса пăркăчлать,
Хĕрсе хĕмленен хаяр çиллипе
Тачка шăм-шака туптама пуçлать.
— Эсĕ-и вăл текех мана таптакан?..
Ак парăп сана çынна хуптарма!
Эс-и вăл çынна шыва яракан?
Вĕрен, вĕрен ак, салтака сутма!
Ан ман ĕмĕрне! — талхăрсах Чакка
Тÿчкет те тÿчкет самăр шăм-шака.
Сасартăк Итрен, çынсене сирсе,
Пырать вăркăнса ашшĕ патнелле.
Хăй йăтнă вĕрлĕк. Ăна çĕклесе
Сулать те ярать Чакка çинелле.
Хăртаннă йывăç, типпĕн шартлатсă,
Чакка хулпуççи çинче хуçăлать.
Нимскер пулман пек Чакка, чалт! тăрса,
Хайхи Итрене çавăрса тытать.
— Сана-и лекмен? — хыттăн кăшкăрса,
Ăна çавăнтах пуçлать лăскама.
Ак çак самантра Текей йăпшăнса,
Сехри хăпнăскер, пикенет тарма.
Пуху, пур ял-йыш, тĕлĕннĕ енне,
Кулать те мухтать Чакка вăй-халне.
Куштан Алапит сикме те хăрать:
— Эй, халăх… чарăр! Чарăр упана!
Эх, пĕтрĕ ывăл!.. Тытсамăр çавна…
Ну, çитĕ, Чакка! — тет вăл, макăрать.
Анчах та пуху халĕ Чакка май:
— Эс ху пуçларăн! — илтĕнчĕç сассем.
— Çитет-çке, Чакка, ăс патăн самай, —
Кулаççĕ хуллен унтах теприсем.
Хытах исленсе лăштăр кайсан çех
Чакка Итрене тивмерĕ текех.
— Ах, ман Яратав ма пулмарĕ-ши?
Вăл пулнă пулсан парăнаттăм-и?!
Мĕнпур халăхне сиреттĕм чăл-пар!
Ак ку упи хăй — вăл нимех те мар…
Ял-йыш Чакка май… Эсрел илтĕрех! —
Вăрçать Алапит, тарăхса йĕрсех.
— Эс мĕн кÿлешен?! Мĕн эс халăхпа?!
Ятлаçрĕç ăна хăшĕ тарăхпа.
Алапит шăпăрт. Тытать Итренне,
Ăна çавăтса утать кил енне.
Антранă Итрен аран сулланса
Каять ашшĕпе, темскер ылханса…
Çуйхашнă сасса Тайпи те çитет,
Хаяр Чаккине килне сĕтĕрет.
Тевенеш мучи тинех чылайччен
Калать пухăва Алапит çинчен.
Каç пулнă чух тин пуху саланать.
Тĕлĕннĕ ял-йыш пĕççе шарт! çапать.
Те ял халăхĕ Чакка майлăран,
Те, чăн та вара, ÿкĕнес енне —
Çак вăрçă иртсен тепĕр ик кунтан
Пырать Алапит Тевенеш патне.
— Тевенеш пичче, каçар турăшăн!
Ак ĕнтĕ ик кун çунать ман ăш-чик…
Ăсран тухсах çав, ухмах, тем муршăн
Эп çапрăм сана… Эх, ăссăр тăрлик!..
Эс кирлĕ мара тапратса яни
Пăлхатрĕ пулас питех те мана…
Хамран аслă çын çине ал хуни
Ытла та çылăх! Эх, ку пуç-тăна!..
Каçарччĕ, тур пул, Тевенеш пичче! —
Ирлет Алапит ват çын умĕнче.
— Мĕскер кирлĕ мар? Кирлине анчах,
Ху кутăн пирки тапратрăм ăна…
Сан вăрттăн ĕçне пĕлетĕп йăлтах.
Чакка хăй пачах айăпсăр кунта! —
Каларĕ старик, сивлеккĕн пăхса.
Нимскер пытарма май çукне курса,
Ларать Алапит чĕркуççи çине,
Йăвашшăн пăхса тăсать сăмахне:
— Тевенеш пичче, чăн, ман айăп пур.
Чаккана сутса кăтартрăм хĕн-хур,
Халь хăй те çампах пуль, çакна пĕлнипех,
Хупларĕ мана, — кăтартрĕ инкек!
Çавах эпĕ хам каçарăп ăна.
Анчах эсĕ те каçарччĕ мана.
Эс ватă, ыр çын, — хисеплĕ этем,
Эп сан çиллÿне епле-ха тÿсем?!
— Тин ан йăпăлтат… Тăр, апла ан лар!
Хама тивнĕшĕн — сана ним те мар;
Чакка тÿснĕ çын, — татах тăрăнан.
Асту, ун пирки хăвнах ак хуплан! —
Питлет Тевенеш чунтан çилленсех.
Куштан Алапит çĕкленчĕ каллех,
Каллех йăлăнать: — Тевенеш пичче!
Итле, ак эпĕ — турă умĕнче…
Текех Чаккана тивме тăрас çук,
Анчах çапах та ăна ырлас çук…
Пурмис хăй килсен, «йăнăшрăм» тесе,
Мĕнле те пулин сÿнтерĕп ĕçе.
Çапла тунипе мана эс каçар.
Леш — хăй сăмахне хунтах тыт, ан сар…
Старик Тевенеш, кăшт сиввĕн кулса,
Витÿллĕн, хыттăн хурать каласа:
— Каçар тетĕн эс?! Мĕнле каçару?!.
Итле-ха. Ак мĕн… Çакна эс асту:
Пурмис-тиекпе, выçтах пупсемпе —
Чараймăп, — явăç. Анчах чĕрÿпе
Нихçан та ан пул вĕсемшĕн чăн тус.
Тăван ял-йыша тăшманшăн ан пус!..
Ял-йыш çынни те вĕсем май пулсан,
Пĕтес пулать çех! Мĕнле пурăнан?!.
Ак халь те вĕсенчен тÿсетпĕр нумай.
Эсир те пăвсан, тÿсмешкĕн, ай-ай!..
Алапит
Ара, шухăшла, хаяр пуçлăха
Мĕнле-ха хăяс хуса кăларма?
Пырать те кĕрет — ыйтать вăл ĕçме.
Пĕлес пать вара унпа килĕшме…
Тевенеш
Ак ĕнтĕ хăвах чухла, Алапит:
Эс пĕр хăвна çеç хĕрхенетĕн пит!
Чаккан та çавах. Пахом утаман
Пырать те кĕрет… Ăна мĕн тăван?
Вăл пуçлăхунтан кăшт та кая мар:
Мĕскер вăл хушать — туртăнса ан лар!
Атту çавăнтах касать те хурать.
Хусах та хаяр, сан пĕлес пулать.
Алапит
Апли вăл апла… анчах та вăл ма
Хĕтĕртнĕ ăна мана çаратма?
Тевенеш
Юрать-ха сана çаратнă анчах.
Вĕлернĕ пулсан — пĕтеттĕн пачах.
Алапит (шăлăнса)
Ну, юрĕ унпа… тĕп пултăр ку ĕç!
Ял-йышăм усал, — пуçа та сутĕç…
Айта-ха, пичей, каяр ман пата,
Пăртакçă «тутли» юлсаччĕ унта.
Е, кăмăл пулсан, кунтах кÿртерем:
Ĕçер те пĕрре — пĕтчĕр сăмахсем..,
Хе-хе-хе!.. Итле, Тевенеш пичче…
Эй, тем курăн ĕмĕр тăршшĕнче!
Тевенеш
Пулмасть пуль, тиллĕм… Мĕнех сан ĕçкÿ?!
Шăлса, ĕçтерсе мана çаврас çук.
Ăнлан эс: ман çук çиллес-кĕвĕçÿ,
Çавах эп санпа туслă пулас çук…
Пĕлетĕн: мана пур ял хисеплет.
Ял ман сăмахран тухмасть те иртмест.
Пĕр çав хисепе, ĕçкĕ ĕçтерсе,
Çаврасшăн эс халь, ху май илĕртсе.
Каях, кирлĕ мар пылак шерпетÿ!
Пулинччĕ пĕрре ултавсăр чĕлхÿ.
Алапит (урса)
Мĕнле вăл хисеп?! Пĕлместĕп ăна…
Питех хирĕçсен, палла эс мана:
Эс мар ял хуçи; хуçи ак вăл — ку!
Чакку-мĕнĕпех ăсатăп, асту! —
Лăс-лăс вăл силлерĕ хура çÿç-пуçне,
Сасартăк хăйне кăкăртан чышса,
Çаврайчĕ мăкăльт! пысăк куçсене, —
Хăвăрт тухса кайрĕ алăка тапса.
— Каях!.. Кай! — терĕ шур пуçлă старик,
Сикмерĕ пулас ун çирĕп чĕри.
Ачин ачисем çеç, шикленнĕ енне,
Тăраççĕ кайса тĕпел кĕтесне.
Икĕ юнав хушшинче
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Ĕççи умĕсем…
Пĕрре çухалнă хусах-таркăнсем
Каллех курăнаççĕ Кушлавăш енче.
Çÿреççĕ вĕсем улах ялсенче.
Пуян килсене хăюллăн кĕрсе
Ыйтаççĕ тăтăш ĕçме-çимелли.
Кам хирĕç тăрать — хытах хĕмлесе
Сехре хăптараççĕ. Çук хирĕçмелли!
Йăлтах улшăнать тăп пурнăç йĕрки.
Пуян Алапит те, хăй куштан пирки,
Тÿсет чылаях ак çак кунсенче.
Пĕрре утаман хăех хĕнесе
Кăштах вĕлермен ăна килĕнче.
Вара çакăнтан пуян Алапит
Пылпа-çупалах чыслать вĕсене;
Хуть те ăçта пыр, хуть те ăçта çит —
Хăймасть хурлама Пахомка ятне.
Анчах вăл çавах кунĕн-çĕрĕнех
Чунтан тĕмсĕлсе кĕтет пурмиса:
«Пурмис пулăшсан, таврăп пĕтĕмпех!» —
Тет хăй ăшĕнче, тем пек кĕвĕçсе.
Анчах та пурмис халь хăй те аптрать,
Яла пыма мар, килте те хăрать.
Вăл ак уесран ыйтать пулăшу.
Çарпуçĕ ярать çакăн пек çыру:
«Салтак-мĕн яма — вĕсем ман сахал.
Анчах сыхланма парăп хĕç-пăшал…
Пит шиклĕ пулсан, кĕркунне тĕлне
Тен, ярăпăр взвод салтак ушкăнне».
Кун пек йăпатни памасть нимле хал.
Памасть вăл канăç, хăюлăх — нимех.
Анчах хавшани пушшех те усал.
Пурмис çавăнпа «ĕçлет» пикенсех.
Ак вăл çывăхри сутниксем патне
Ярать час-часах çакăн пек приказ:
«Патша ячĕпе çĕкленĕр пĕр кас.
Хăвăр халăхпах Пахом шайккине
Ăсатăр тытса уес хулине…
Ун пек тумасан, хăвăрах начар,
Пур пуçлăх енчен сире аван мар…
Хăналăр малтан… ĕçчĕр… суптарас,
Вара тытмалла…» — тет вăрттăн приказ.
Чăваш ялĕнчи куштан-пуянсем,
Вутпа хĕм-çулăм хушшинче тăрса,
Аптраççĕ шалтах. Чĕнмеççĕ вĕсем.
Алапит хăй те тăрать шутласа.
Анчах ак ялти мĕнпур чухăнсем
Хусах ушкăнне, паллах, тарават;
Пăкачав ятне чĕртнĕ таркăнсем
Хĕн-хур çыннине хушаççĕ çунат.
Хура кĕркунне. Çанталăк йĕпе.
Хур кайăк, акăш карти-картипе
Иртет кунĕн-çĕрĕн çут кăнтăралла.
Вĕт-шак кайăкки те васкать ăшшалла.
Çаралчĕ вăрманăн ем-ешĕл витти.
Типет, сарăхать уйсен чĕрçитти.
Хурхухлă, пиçенлĕ çуртри пусси çех
Ларать-ха çаплах çилпе хумханса.
Е тĕллĕн, вырман ыраш евĕрлех,
Сÿсен-мачăлта ларать кашласа.
Шурутлă парлак çеремсем çинче
Мĕнпур выльăххи çÿрет ирĕкре.
Ял-йыш çыннисем тÿлек кунсенче
Ватти-вĕттипех тĕрлĕрен ĕçре;
Пĕри вут-шанкă касса хатĕрлет,
Тепри — сунарта, хăш — авăн илет.
Савкай мучи те куланай пухма
Тухать картсене шакăртаттарса.
Чакка та ĕçлет ял-йышĕ пекех:
Вуник урапа ыраш кĕлтине
Хурать вăл çапса мăян-сÿсенпех.
Унтан тытăнать ухата ĕçне.
Чакка ачаран, хăй хунĕ пекех,
Хура вăрмана юратнă чунтан.
Вăрман ун — пурнăç! Хĕлĕ-çăвĕпех
Хăй сывă чухне тухман вăл унтан:
Çулла çăвĕпех чĕлнĕ чĕренче;
Хĕлле çÿренĕ тек ухатана.
Ак халь те çаплах, кĕр кунĕсенче,
Каллех иленет вăл хура вăрмана.
Унта ăна уçă, ирĕк сывлама.
Ялта ун пек мар, савнăç çук килте.
Хуйхи-çке ун пысăк: куланай татма
Çич тенкĕ патнех кирлĕ çак хĕлте!
Темле ĕçлесен те халь çав укçана
Ниçтан, ниепле те тупса хума çук.
Чакка çавăнпах ялан вăрмана
Тухать те утать ăш-чик çуннă чух:
«Сăсар е тилĕ тепле çаклатсан,
Çавраттăм сывлăш çак хĕлте самай…
Тен, ак кайăкпах ик-виç сум тупсан,
Аванччĕ ку пит!» — тет вăл пĕрех май.
Чакка çавăнпах чупать сунара,
Анчах кайăкне çаклатать сайра.
Çанталăк шăнтать. Умра — сивĕ хĕл.
Шăннă пĕлĕтрен вĕçет мамăк юр.
Çĕр пичĕ çавах курăнать-ха тĕл-тĕл.
Ăнчах айлăмсем шуралнă — шап-шур…
Ак ку вăхăта каскăн хусахсем
Тепрер тапхăра каяççĕ кунтан.
Никам та пĕлмест — ăçтарах вĕсем:
Те Кăрмăш енче, те Улатăрта?
Чÿк уйăх çитсе тăнине кура,
Уй-хир ĕçĕнчен пушаннă пирки
Чăваш ялĕсем тăваççĕ сăра:
Часах пулмалла чÿклеме ĕçки.
Кĕр сăри
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Уяр, сивĕ каç…
Çут уйăх кăпка юрпа йăлтрашать.
Ялта — кĕр сăри. Хăш-пĕр шăтăк лаç
Çаплах-ха çиçсех сăра юхтарать.
Çак каç Алапмт, хăна пуçтарсах,
Кĕрхи мăнтăрпа ĕçет чÿклеме.
Ун килĕ паян хĕвел ансанах
Хăна-вĕрлепе пуçлать хĕвĕшме.
Шăв-шав сасăсем те эхрек кулăсем
Таттисĕр, тăтăш янраççĕ унта;
Ют ял хăнисен лаши-çунисем
Сарай туллиех тăраççĕ тулта.
Анчах ку шăв-шав килкартишĕнчен
Е çенĕксенчен кăна илтĕнет.
Пÿртри хăнисем хуçа умĕнче
Шăлкăн кушакла çеç ларни сисĕнет.
Хĕрсе юрласси, сиксе ташласси
Кунта пĕтĕмпех килет хуçинчен.
Мăнаçлă çынна мĕнпе юрасси
Пурне те паллă ун сăн-питĕнчен.
Пуян Алапитĕн йĕри-тавра çурт,
Хырпа юмантан вăл çавăрнă ăна.
Çуртне курнипех пур пуçлăх — çич ют —
Савса хисепленĕ çак сăхă çынна.
Хуралт çисене вăл, пурне те лап-лап,
Хăма çийĕнчен пустарнă шулап.
Шур пÿрчĕ капмар, ялта пĕр-пĕччен
Купца-хуçа пек лартнă пысăк пÿрт…
Çапла Алапит — пуян хресчен,
Пули-пулми çын — ан ту унта шÿт!
Еçке те ялан вăл чаплă ĕçет, —
Вăтăр çухрăмран хăна чĕнтерет.
Пуян кил хуçин кĕреки тулли;
Вун тĕслĕ апат, эрех те шерпет;
Кама мĕн туртать — йÿççи е тутли —
Вăл çавна ĕçсе-çисе киленет…
Сĕтел хушшинче — улт-çичĕ старик,
Кусем пĕтĕмпех хисеплĕ хăна.
Кунтах куштансем — Текейпе сутник;
Ытти çыннисем тэ пуянсем кăна.
Кил пуçĕ самăр, çырă сăнлăскер,
Хура çÿç-сухаллă, хура куçлăскер,
Тачка пĕвĕпе сарăлса ларса,
Мамлать, калаçать текех мухтанса.
— Ĕçе-ер, хăнамсем! — тет ак Алапит. —
Çаратрĕç… Çапах аптрамăп-ха пит:
Пин пăт тырă пур, çирĕм пăт пыл пур;
Кĕтÿпе сурăх, ултă ĕç лаши…
Шур пÿрт тулли йыш, — ачамсем маттур…
Мĕн-ма кулянас, ма ĕçес мар-ши?!
Халь çичĕ ĕне çÿрет картара.
Утмăл купа утă çултăм пахчара…
Хусах-таркăнсем урăх тивмесен,
Пĕтместĕп-ха эп. Алапит пĕтмен!
— Вĕçех ĕнтĕ, вĕç! Çавăн-çке чĕлхи! —
Пÿлет ăна кĕç çумри карчăкки.
Нимскер вĕçсе мар. Чăн, утмăл купа!
Пурнатăп! — тет вăл хавас сасăпа.
— Апла… Хе-хе-хе! Утмăл купа тан!
Ара, анкарти ытла пысăк сан…
Ман — хĕрĕх анчах… Шутла-ха… Эккей! —
Пуçне пăркалать тилĕ пек Текей.
Алапит
Анкарти — çитет… икĕ теçетин.
Сан пĕчĕк пулсан, пысăклат эппин!
Карта тытассах ÿркенетĕр çав.
Кам çук тет, нăйкать — вăл нишлĕ, юлхав.
Текей
Юлхав та пуль те… ялтан аван мар.
Хăюлăх çитмест. Сĕрекем начар…
Ну, эс урăхла: улпут темелле!
(Кулать.)
Пĕлетне, каллех çĕр улпучĕсем
Кунта килмелле? Пăхрĕç пĕр тĕле…
Хура çĕр-çке шыраççĕ çавсем!
Алапит
Пĕлетĕп. Уншăн мĕн шикленмелли?!
Ни кулянмалли, ни тĕлĕнмелли!
Нимле улпут та пирĕн пурлăха
Пахомка пекех туртса илмĕ-ха.
Текей
Ку ĕнтĕ чăнах…
Эх, хамăр тахçан пулсанччĕ улпут!
(Кулать.)
Алапит
Шăватпăр ĕнтĕ, тусăм, малаллах.
Анчах ан такăн… витĕр пăхса ут!
Мĕскер? Пул харсăр, хытă пуçлăрах.
Мĕн усăллă пек — тыт, çырт лайăхрах.
Чунна, кăмăлна ирĕкреххĕн яр.
Çынсем хушшинче шăллă пул, хаяр…
Çапла пуль? Мĕнле?.. Мула ÿстерме
Мĕн кирлĕ тата?
Текей
Çынна хĕрхенме,
Питех именме те эппин юрамасть?
(Кулать.)
Алапит
Вăт тĕрĕс, тĕрĕс! (Кулать) Çапла хушать влаç…
Тачкам Алапит, кăштах шăпланса,
Ĕçки хăватне сăнама тăрать.
Курать вăл: пÿртре, тин хăюлланса,
Хăш ÿсĕр хăна юрлама пуçлать.
— Мĕскершĕн лăпкă? Е ĕçмелли çук?!
Ĕçтерăр, ачсем, пурне те эрех!
Киленĕр, туссем, эпĕ сывă чух!
Ну, ташлăр! — терĕ Алапит пĕрех,
Хайхи талт! сикрĕ тăчĕ ташлама, —
Алли-урине хуçкалантарма.
Тулли пÿрт хăвăрт шавласа каять,
Ташши те, юрри те харăс пуçланать… —
Юратнă куккам, мĕншĕн тунсăхлан?
Юрла-ха пĕрре савнă юрруна!
Юрру-сăввусем пит те лайăх сан, —
Хистерĕ хуçа пĕр кукша çынна.
Кукша пуç старик туртăнсах лармасть,
Салхуллă юрра вăраххăн тăсать:
Ан ух пуçна, лашам, кăвак лашам,
Инçе çулна çывăх, ай, тăвасшăн.
Ан сик, чĕрем, ан сик, ан та хумхан,
Хĕн пурнăçа ирĕк, ай, тăвасшăн.
Ан тапăртат, лашам, ырă лашам,
Тĕпсĕр çырма урлă, ай каçасшăн.
Ан шухăшла, пуçăм, ан та пăлхан,
Саккунсене урлă, ай, пурнасшăн…
Пуянсен юрри, ун нишлĕ кĕвви
Пÿртрн халăха шăп тăвать пĕр си. —
— Ку юрра Ильхун, ăс-пуçлă хресчен,
Юрланă теççĕ, Пăкачав пĕтсен, —
Терĕ ват хăна… Кун хыççăн каллех
Халап-калаçу каять хĕрÿрех;
Пуçлаççĕ таçти авалхи çинчен,
Пăкачав çинчен, Пахомка çинчен…
Анчах хусахсем çинчен калаçни
Кунта Алапит кăмăлне каймасть,
Пахом-Пăкачав ятне асăнни
Пуян хăнасен ăш-чикне уçмасть.
— Пăрах-ха, кукка, кирлĕ марсене! —
Пÿлет Алаппт ват çын сăмахне. —
Пăлхавçă хусах-пăкачавсене
Нихçан юратман, юратас та çук!
Хупланă вĕсем ырă çынсене!
Пахом та, Чакка та çаплах ав ку чух…
Кичемлĕ халап пусасран пулас,
Хĕрĕнкĕ хуçа тапратрĕ хавас:
— Эй-ну, тăвансем, хыт пуç пурăнать!..
Ак сывă пулсан, çулла ман — туйсем:
Итрен авланать, Шерпике каять.
Анчах çывăхра çук-ха мăшăрсем…
Ну… тупăп çирĕм-вăтăр çухрăмран, —
Терă Алапит шăв-шав тамалсан.
Çуткам çырă сăнлă яштак Шерпике,
Хăрах аллипе питне хупласа,
Шерпет тултарнă сăра куркипех
Сĕтел патĕнчен кайрĕ пăрăнса.
— Туйсем пулмалла… Эй, эй, Шерпике!
Ăçта эс таран? — кăшкăрчĕ Текей.
Шÿтле-шÿтле вăл култарчĕ текех,
Мухтарĕ унтах Алапит ятне.
Ытти хăнисем кунта юриех
Çĕклеççĕ татах Текей сăмахне.
Ак çак каçхинех, кÿршĕри пÿртре,
Ериле старик те ĕçнĕ хăйне май.
Хăюллăн ларсах ĕçмелли çĕре
Ял-йыш çыннисем пухăннă нумай.
Кунта, тĕрлĕрен хăна хушшинче,
Ялти чухăнсем те паян сахал мар:
Стена çуммипе вăрăм сак çинче —
Чакка, Тевенеш, кĕслеçĕ Юксар,
Кĕске Энтрипе Мики те пĕрлех
Лараççĕ йĕркен, туслăн калаçса.
Пÿртре кам пурри, пур хăна-вĕрле,
Пĕр тивĕçлĕхпе ĕçет савăнса.
Ериле старик — вăрăм, типшĕмскер,
Кăвак сухаллă, çутă куçлăскер, —
Кам пынă — ăна ăшшăн йышăнать,
Пурне те пĕр тан чысласа пăхать.
Тÿлек вăл, тÿрĕ çынна тарават, —
Хăй пек çынсене чĕререн савать.
Паллах, Ериле пуян хресчен мар,
Анчах çиткелет ун çăкăр-тăвар…
Ку çыннăн ĕнтĕ эрех тавраш çук,
Пылак шерпет те унăн пит сахал.
Çапах, уçă çын хăналанă чух,
Ун йÿçĕ сăри те парать ыр-хавал.
Ак çак майпалах Ериле патне
Нумай çын килнĕ кĕр сăри ятне.
Пÿлмексĕр, лутра кив пÿрт ăш-чикки
Хурăн хăййипе тăрать çуталса.
Пĕчĕк хĕрача, хуралçă пекки,
Унтах хăййине тăрать майласа.
Кайри кĕтесре, кăнтăрла енче,
Тăпа çурта кăшт çунса чăлкăшать.
Чăл-чăл çунакан çурта умĕнче
Яшка та пăтă пăсланса ларать.
Чĕннĕ хăнасем пухăнса çитсен,
Тулать ĕçмелли сар сĕтел çине;
Ăна янтăлать пĕр сар хĕр пĕччен,
Ериле пичче хĕрĕ — Ухвине.
— Атте, теп, атте… Ак хатĕр апат.
Шерпет пичкине пуçлас пуль? Ăсас?
Хăш-пĕр хăнасем юрласшăн пулас…
Мĕнле? — тет сар хĕр ăшшăн, тарават.
— Юрать, Ухвине… Пуçла шерпетне.
Çапла пуль, карчăк? Çиме те вăхăт? —
Пăхать Ериле арăмĕ çине.
—Юрать пуль, —тет леш. Хăнасем шăпăрт.
Сĕтел çинчи чăм шерпетпе тулсан,
Пырать Ериле Тевенеш патне.
— Кунта эс ватти… Кĕлту ман ятран…
Пуçлар, — тет те вăл юсать çуртине.
—Тăрар пуль ачсем… Турра кĕлтăвар.
Чÿклев ячĕпе пиллĕхне ыйтар, —
Терĕç стариксем хăна халăхне,
Каларĕç те тăчĕç кĕреке умне.
Çĕкленчĕç çынсем кашăл, хăвăртрах,
Пăхаççĕ пурте алăк еннелле.
Ватти, Тевенеш, тăрать чи малтан.
Унпа юнашар — килпуç Ериле;
Унăн аллинчи йывăç куркара
Чашкăрса тăрать кăпăклă сăра.
Çири кĕрĕкне лăшт йÿле ярса,
Хăрах хул айне çĕлĕкне хурса,
Шур пуçлă старик тытăнать кĕлле.
Ытти çынсем — шăп, чунсăр темелле!
— Эй, пĕсмелле, çырлах,
Турă, ан пăрах!..
Ериле хăй кил-йышĕпе
Чÿклеме пички пуçласа,
Виç тĕслĕ тыр-пул сĕчĕпе
Чÿклеме курки тытса,
Ырă турă, сана асăнать, витĕнет…
Килнĕ хăнапа пĕрле:
Кÿршĕ-аршăпа, ялĕ-йышĕпе,
Пĕлĕш-тантăшпа асăнать, витĕнет.
Çырлах, турă, Аминь!
Эй, турăçăм, çура тухсассăн,
Виç тĕслĕ тыррăма-пуллăма
Акма тиесе кайсассăн,
Усал-тĕселтен, синкек-сехметрен
Сыхласамччĕ, упрасамччĕ, турă!
Ку сăмаха эпĕ мар, — Ериле калать.
Ана çине çитсе утне-тумне кÿлсен,
Шăрт касса тĕрен хăпартма пулин те
Парăсăнччĕ, турă!
Ку сăмаха эпĕ мар, — Ериле калать…
Кĕлтурĕ нумай Тевенеш старик,
Ĕçес килнипе типет ун ăш-чик.
— Ну, çитĕ, ачасем, ларăр вырăна, —
Терĕ вăл хуллен, кĕлле пĕтерсен.
— Çитет-çке, — терĕ Ериле ăна.
Лараççĕ пурте йĕркен, тÿрлешсе.
Кашни хăнана тыттарчĕç курка,
Пылак шерпетпе тултарнă курка.
Шăрши ун çапать сăмсана, куçа…
— Чÿклеме курки! — пĕлтерчĕ хуçа.
Ватти, çамрăкки кунта пурте — тан.
Каллех Тевенеш тăмашкăн чĕнет,
Чÿклев ячĕпе тулли кăмăлтан
«Çĕрĕç юррине» юрлама сĕнет.
Тăраççĕ çынсем пурте шакăрах,
Тăсаççĕ вăрах авалхи юрра:
Аки те сухи тивлечĕпе
Ĕçер-и кăна, çиер-и,
Ĕçер-и кăна, çиер-и,
Выляр-и халĕ, кулар-и…
Хурăнлă ката хыçĕнче
Ахăрса ака тăваç тет,
Хура та вăрман çумĕнче
Шăхăрса сÿре сÿреç тет…
Ултă лаши акара,
Çичĕ кĕсри — сÿрере…
Аки те сухи тивлечĕпе
Ĕçер-и халĕ, çиер-и…
Акнă пек тырри ăнăçсан,
Уй-хирсем тăрăх хум чупать;
Çăкăр та тăвар пур пулсан,
Кĕреке çинче чун вылять.
Аки те сухи тивлечĕпе
Ĕçер-и халĕ, çиер-и;
Пĕлĕш те тантăш йышĕпе
Пуплер-и ларсах, юрлар-и…
Çĕрĕçĕ юррин хĕрÿллĕ кĕвви
Уç тĕнĕ витĕр юхать тулалла;
Пĕрлешнĕ сассен сÿтĕлми тĕвви
Тăп ял хушшинчен вĕçет уялла.
Ак юрă пĕтет. Хăнасем каллех
Лараççĕ йĕркен харкам вырăнне.
Чÿк кĕлĕ-чăрмавĕ иртсессĕн тинех
Шăв-шав, юрă-ташă тулать пÿрт ăшне.
Чакка Тевенеш çумне вырнаçать.
— Кĕлле эс чаплă тăватăн, мучей, —
Йăлкăшрĕ Чакка.— Ĕненсех пулать?
Капла кĕтмеллех ырăлăх, телей!..
— Кулас тетĕн-им? — ыйтрĕ Тевенеш,
Чакка çинелле сулхăмкăн пăхса.
— Çук, эп кулса мар…
— Ну, Чакка, эс леш
Шехви Турхан пек, турра та манса,
Усал хармасун пулас тетĕн-им?..
Йăла йĕрки-çке кĕлтума хушать!
Ан кул! — тет старик.
— Итле-ха эс, чим…
Кĕлтунă нумай… Çапах та нуша,
Пур мăшкăл, асап пусаççĕ пире, —
Тавăрчĕ Чакка. — Атте-аннесем
Турра кĕлтусах кайнă хĕн-чире…
Кĕлтунă ĕмĕр ват асаттесем,
Анчах ыр кун çук!.. Ăçта вăл ырри?..
Эп хам та кĕлтунă… Телейне курман…
Мĕнле хыт чĕре çав чăвашсен туррин?!.
Илтмест чухăна вăл, пулăшмасть нихçан!
— Ну, шăллăм, хуллен… чипер эс калаç!
Мана калани — ку нимех те мар.
Тепри кун пекне илтме юратмасть…
Йăли çапла-çке… Мĕскер-ха тăвар?
Ĕçки майĕпе — кĕлли пур, юрри…
— Юрри вăл аван. Ырлатăп ăна.
Çак юрăпа çех чаплă кĕр сăри!..
Вĕсем калаçса ларнă хушăра,
Сисмен те — пырать-тăрать Ериле.
— Шур пуçлă старик, мĕн пирки вара
Хăвартăн эсĕ тулли сĕтеле?
Атя-ха лерех. Сан вырăн унта, —
Тесе кил хуçи ват Тевенеше
Туртать те лартать малти вырăна.
Чакка çамрăксем çумне пĕрлешет.
Кунта ак Юксар сĕрме купăспа
Юрă кĕввисем каласа ларать.
Чакка ун патне пырса хаваспа
Хăй хывнă юрра юрлама пуçлать:
Чулхулапа Хусан, ай, хушишнче
Çип çапнă пек выртать аслă çул;
Аслăях та çулĕ, ай, такăр çул, —
Икĕ айккипе шакăр шурă хурăн…
Юксар шăп пулать, çĕн юрра тăнлать.
Ăна ăнкарсан, сĕркĕче туртса,
Пĕччен вăйлă сас çумне хутшăнать,
Илемлĕ юрă тухать шăранса:
Иртет хурăн çулпа улпут тавраш, —
Янрать шăнкрав сасси-çке ян та ян!
Иртет çулпа мĕскĕн, çурран чăваш, —
Хăйăлтатса сывлать тип кăкăртан.
Вĕри хĕвел хĕртсе çунтарнă чух
Шур хурăнтан юхать хура сĕткен;
Çĕр ĕççыннин нуша çунтарнă чух
Хура куççуль юхать куçсенчен.
Хурăнсенчен юхан сĕткен-куççуль —
Çумăр килсе çусан вăл тасалать;
Пирĕн пуçа пусан йывăр кун-çул
Çиçĕм çиçсе ярсан çеç манăçать…
Чакка Юксарпа юрланă юрра
Итлерĕç çынсем сас-чÿсĕр ларсах.
Ырларĕç ăна… ыйтнине кура,
Туссем ку юрра янратрĕç татах.
Ĕçкĕ кĕреки — сарлака сĕтел
Ларать йăтăнса апат-сăрапа.
Хĕрарăм кĕтесĕ — сар саклă тĕпел
Сĕрлет те янрать хавас юрăпа.
Сĕтел патĕнчех кĕслеçĕ Юксар —
Тĕнкĕлтеттерет кивĕ кĕслине;
Ÿсĕр хăнасем мăшăрпа, вăр-вар
Тăраççĕ, ташлаççĕ ĕçкĕ ташшине.
Маттур Ухвине, инкĕш-пиччĕшсем —
Пăхаççĕ хĕрсех çак шавлă йыша,
Хаяр сăрине ĕçтерсе вĕсем
Хăйсем те яраççĕ юрра е ташша.
Ак çак самантрах чыслă стариксем,
Сĕтел хушшинче сарăлса ларсах,
Ним шав çук пекех, йĕркеллĕн, пĕртем
Юмах-халапа çапаççĕ çаплах.
Сăмах тапранать çитменлĕх çинчен,
Çук пурнăç пирки нумай хресченсен
Кĕр сăри тума та май çукки çинчен.
Итлеççĕ тăтăш Чакка сăмахне…
Кунтах ак ик-виçĕ ютă ял хăни.
Чуна хускатать вĕсем калани.
1-мĕш хăна
Ай-яй, тăвансем… Халь сирĕн аван.
Ав пирĕн енче — çĕршыв хĕсĕнет.
Улпут таврашсем килчĕç çăваран.
Чи лайăх çĕре-çке касрĕç, эсремет!
Чакка
Кунта та халь пур ун пек выç сысна.
Кольцов вăл… Чĕррĕн çиет тет çынна…
2-мĕш хăна
Кашни эрнере ун хресченĕсем
Тăват кун ĕçлеççĕ улпутшăн анчах.
Виç кунне аран илеççĕ хăйсем…
Васкавлă ĕç чух — эрне уншăнах.
Ĕçле, вил, — сана пĕр пус та памасть!
Ĕçрен пăрăнсан — чунна кăларать.
Тата, мăшкăлла, çав улпут ялан
Çамрăксене хăй мăшăрлантарать.
Илемлĕ хĕре, качча парайсан,
Малтанхи каçсем унпа хăй çыврать.
Ют ял хăнисен сăмахне илтсĕн,
Мĕнпур пек халăх кайрĕ тĕлĕнсе:
— Ай, тур çырлахах!.. Ав ăçта хĕн-хур!..
— Ун пек пурнăçран мĕн кĕтмелли пур?!
— Апла пирĕнтен хĕнтерех вĕсен!..
— Асап!..— илтĕнчĕç сассем пур енчен.
1-мĕш хăна
Хĕнни ĕнтĕ пур… Анчах вырăссем,
Хăйсен улпучĕ хушнипе-и, тем…
Чăваш çыннине савмаççĕ вара.
Ватса тĕшĕртеççĕ уй-хирти тырра…
Çав улпут ялне пырса та ан кĕр, —
Вятти, çамрăкки витлет темтепĕр…
Урам хушшинчех картлаççĕ çулна,
Чипер çинченех переççĕ чулпа…
— Улпучĕ хушать пуль… ахаль ма вĕсем
Пире тивмелле?! — теççĕ ват çынсем.
Чакка
Паллах, хĕтĕртет кунта çав улпут.
Вырăс хресченĕ — вăл пирĕн тăван…
Улпучĕн хăйĕн пулĕ темле шут:
Сиресшĕн пулĕ чăваша кунтан.
Вара хăй çĕрне сармашкăн аван…
Тевенеш
Начар ку, начар… Хĕсеççĕ хытах.
Вăтăр çул ĕлĕк çакна шутламан.
Вăрманччĕ тавра, — пĕтет вăл часах.
Ую та ак юлмĕ, каплах çаратсан!
Амачкĕн, Кольцов, ав, ырă çĕре
Туртса илчĕç те — хĕсрĕç уй-хире…
Хыт хирĕçрĕмĕр ун чух вĕсемпе.
Ик-виçĕ çĕр çын, сенĕксем йăтса,
Тухсаттăмăр кар! мĕнпур уйĕпе.
Малтан — ятăмăр вĕсене хуса.
Анчах та кайран килчĕç салтакпа.
Хăратрĕç… çĕре илчĕç çак майпа.
Суда кайрăмăр Сĕве хулине, —
Унти уесри çарпуçĕ патне.
Анчах та çарпуç вăл хăй те улпут.
Паллах, пирĕн май пулать-и вăл суд?!.
Чакка
Ик-виç пин аналăх тасатнă хире
Туртсах-çке илнĕ!.. Юлăн çĕрсĕрех!
1-мĕш хăна
Пур пуçлăх, улпут тĕрлĕрен майпа
Хĕсет пур енчен. Ĕмеççĕ юна!
Кăшт хирĕç тăрсан, — хĕçпе-пăшалпа,
Вăйпа хăратсах илеççĕ чунна!
Тевенеш
Пăвсан та, хĕссен те — çавах тÿсме çук,
Пушшех те вăрçас килет ун пек чух.
Сасăсем
— Эх, йывăр, йывăр! Усет куланай…
— Чиркÿ, пуп таврашĕ хĕсет хăйне май…
— Тем тĕрлĕ хырçă! — теççĕ çамрăксем.
Лăс-лăс суллаççĕ пуçа ваттисем.
Чакка
Çынсем мĕскĕнни — чĕрене çурать!..
Пĕлетре, пирĕн вутчуль пулмалла.
Çав чул вăл, çапсан, вут-хĕм кăларать.
Кам çапрĕ — пирĕн те хирĕç çапмалла.
Чăваш вăл йăваш тени тĕрĕс мар.
Чăваш çынни те çынах-çке-ха… çын!
Çилли çĕкленсен, чăваш та хаяр.
Ан мантăр çакна усал пуçлăх-чин.
Эх, хам та нишлĕ пулнă халиччен!
Анчах халь, кантур тепре тапăнсан, —
Пуçа касса тат, — ÿксе виличчен
Пăвса вĕлеретĕп пурмисне малтан…
Ериле
Хаяр эс, Чакка. Ытла та вĕри!
Улпут-пуçлăха хÿтерсе яма
Вăй çитеймĕ çав ĕç чăваш чĕрин.
Çенĕк-пуртăпа-и вĕсене чарма?..
Тевенеш
Чакка вăл тĕрĕс… Калăпăр, чăнах,
Кашни çын пулас çирĕп те хĕрÿ, —
Хĕсеймĕччĕç пит халăха каплах.
Ериле
Кунта, тăвансем, кирлĕ пĕрлешÿ…
Чакка
Пĕлетре, пирĕн вырăссемпеле —
Чухăннисемпе — пĕрле пулмалла…
Улпут хресченсен ăсне пĕлмелле.
Юксар
Унта юриех çынсем ямалла…
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Çур каç иртсен тин ĕçкĕ лăпланать.
Ял-йыш, кÿршĕ-кÿп киле саланать.
Ют ял хăнисем выртрĕç салтăнса.
Автан авăтать тулта шарлатса.
Ак çак вăхăтра шăпланнă ялта
Чакка юрлани янрарĕ таçта:
Иртет хурăн çулпа улпут тавраш —
Ун лавĕнчен юлать тăвăл тухса…
Каять Çĕпĕр енне мĕскĕн чăваш —
Лаши аран юртать, пуçне усса.
Каять чăваш çемйи Пушкăрт çĕрне,
Хăйĕн уйне улпут илнĕрен;
Каять тăван инçе, Самар хирне, —
Хăй ялĕнче пурнăç, ай, хĕсĕкрен…
Ан кай, чăваш, инçе, — ан сапалан, —
Ху çĕрĕнтех патвар юман пек лар!
Выçкуç улпутсене хуса ярсан,
Тăван ялунта та сан япăх мар…
Турă ячĕпе
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Ирпе. Тÿпере çăлтарсем сÿнсен,
Кушлавăш çинче сас-чÿ çĕкленет.
Чĕренче витнĕ хура пÿртсенчен
Палкать çăра тĕтĕм, — яла тĕтĕрет.
Ир тăнă Чакка пÿртре пикенсех
Вĕрен явмашкăн пушăт шăйăрать.
Шăллĕ — Ятарин хăвăрт, хĕрĕнсех
«Саккăр çăпати» хуçса калăплать.
Тайпи тĕпелте юхтаратъ сăра.
Илюшĕ çаплах-ха ăшă ыйхăра.
Вут пĕтнĕ хыççăн вĕри чул çине
Ик-виçĕ алтăр тăрă шыв сапсан,
Йÿç сĕрĕм шăрши пĕтсе, çынсене
Тинех ирĕклĕн сывлама парсан,
Хура пÿртре те аптрамаллах мар,
Анчах стенисем йăм-хăрăм пирки
Унта кăнтăрла та тĕксĕм, çутă мар.
Пĕчик чÿречеллĕ пÿртсен ăш-чикки
Хĕвел çутине те аран йышăнать;
Хĕл кунĕ унта тĕттĕмех тăрать.
Ирех хутнă пÿрчĕ ăшăнса çитсен,
Чакка кил-йышĕ тин çеç лăпланса,
Инкек-синкексĕр ырă кун кĕтсе,
Ларатчĕ шăкăл-шăкăл калаçса.
— Пичче, эс илтмен-и: ĕнер каçпала,
Алапит хĕрсе ĕçме тапратсан,
Пырать-кĕрет тет пуп течукпала…
Вара хăнисем пĕри те юлман! —
Пуçлать Ятарин, йăлкăшса кулса.
— Илтсе ĕнерех эп, — тет ăна Чакка.
Каять кулăшла халап тапранса.
Ак çак сехетрех уçăлать хапха.
Пăхаççĕ — хайхи пуппала течук
Тата вĕсемпе — кутамас сутник!
«Мĕскершĕн кусем?! Нимĕн пĕлме çук!»
Чĕре — сÿ-ÿ тăвать, çÿçенет ăш-чик…
Кĕреççĕ çынсем. Пупĕ чи малтан:
Здорово, хозя! — тесе вăл часах
Иртет тĕпеле, пăхать тавралла.
Нумай та иртмест, иккĕн харăсах:
— Ăçта сан икон?! — теççĕ пĕр саспа.
— Эп… икон илмен… чăваш тĕнĕпе… —
Пуçлать тыттарма аптранă Чакка.
Мĕскер-ха кирлĕ? — ыйтать шиклĕхпе
Унтах тăракан Тайпи, хыпăнса.
— Чиркÿ туррине ыйтаççĕ вĕсем…
Эп «çук» теп. Çук! — тет çыхланнă Чакка.
— Кунтах вăл, çÿлтех… халех ак илем, —
Теет те Тайпи уçать пĕр сакка.
— Ах, ку хĕрарăм, пĕтерчĕ ухмах! —
Куç хĕсрĕ Чакка, кăшт пăшăлтатса.
— Çук тенĕ пулсан — ырăччĕ хамăрах…
Халь ĕнтĕ мĕн тес? — терĕ вăл çунса.
Хура хăма пуçĕ çине пăхсанах
Течук, сăхсăхса, çулăхать ăна:
— Асту, батюшка! пăх-ха икона, —
Куçсем ун шăтăк! Мĕнле ку капла?!
Хăйсем шăтарнă пулмалла ăна?!
— Колдун! Киремет!.. Усал чĕпписем!..
Тамăк хураннех сире ямалла!..
Мĕнле тÿсейнĕ святой ангелсем?!
Халь сирĕн куншăн ĕмĕр çунмалла…
Танай-ха пăхар: пор-и сан хĕрес?
Сутник кил-ха, кил… пăхас, тĕрĕслес!..
Пуппа мăн течук, хыçалтан сутник
Тăраççĕ Чакка патне пухăнса.
— Кăтарт хĕресне, тухатмăш! Ан сик!..—
Теççĕ Чаккана, хĕсме тапратса.
— Хĕрес çухалнă… Кайăр çăвана! —
Теет те Чакка тĕкет течука.
— Тавай лешсене! Лешсене пăхар! —
Сан пур-и хĕрес? — тытрĕç Тайпине.
— Çухалнă… çук, çук!.. Аллуна эс чар! —
Тесе вăл сирет течук аллине.
Ак çак хушăрах хыçри Ятарин,
Сентре çийĕнчен хĕресне илсе,
Çакать сисмелле: — Ак пăхăр эппин…
Хĕрес манăн пур,-— тет вăл шикленсе.
— Христос тĕнĕпе-и? Мĕнле сан яту? —
Пăвать Чаккана пăлханнă течук.
— Ялта эп — Чакка; хут çинче — Якку.
Çапла ят хунă мана пĕчĕк чух.
Шыва кĕртнĕ те… вара чăвашлах… —
Каларĕ Чакка хăюллăнтарах.
Течук, кĕсйинчен сар хут кăларса,
Чакка сăмахне кармаклать çырса.
Пуп
Тата ачу сан мĕнле тĕнпеле?
Тавай-ха, кăтарт, пур-и ун хĕрес?
Чакка
Вăл вырăс тĕнĕпе… хĕресĕ темле?
Çаксаччĕ. Анчах ăçтан ман пĕлес?
Пуппала течук чарчĕç куçсене,
Лăс-лас вĕçтереççĕ вăрăм çÿçсене:
—Тавай виçĕ тенкĕ! Тавай, халех туп!
Эс унсăр пĕтен, каторга! — тет пуп.
Чакка
Çук, çук, пуп мучи, параймастăп эп.
Пĕр пус та ман çук. Мĕнпеле тÿлеп?!.
Течук
Мĕскершĕн шăтартăн икон куçсене?
Мĕскершĕн çакмастăр Христос хĕресне?
Виçĕ тенкĕ саха-ал!..— Асту, памасан,
Çыратпăр халех: миçе айăп сан?!
Сутник
Чакка, ну, чăнах, куншăн лайăх мар,
Каçарччăр тесен — ыйтнине эс пар!
Чакка
Тайпи! Ятарин! ах ку турăша…
Кам пăсрĕ капла ун куçĕсене?
Кун пек пуласса илмен те ăша!
Эх!.. — терĕ хыттăн, ларчĕ сак çине.
Шăп çав самантра пуппала течук
Пăвсах çитереççĕ «виç тенкĕ» ыйтса.
— Чакка, вĕсенчен ахаль юлас çук,
Парсам!..— тет сутник, пуп майлă тăрса.
Пуп
Чăваш — киремет! Чăн туррăн куçне
Мĕнле ăспала шăтартăн капла?
Асту, чĕрĕллех каян çĕр тĕпне!
Пуçна çăлас-тăк — укçа памалла!..
Чакка
Пĕр тенкĕ те çук. Ан кĕтĕр манран.
Пĕтсен те пĕтем, çунам тамăкра…
Эпир ак халь те пурнатпăр аран:
Халех тамăкра, ялан асапра…
Пуп
О-о, мĕн калаçать, усал киремет!..
Кăна пурмиса калатпăр халех.
Сана юсама вăл аван пĕлет.
Е халь — виç тенкĕ тÿле ирĕклех!
Течук
Укçа памасан, виç пуç выльăхна
Тытатпăр паян… Каçмасть ку сана!
Ăш кÿтнĕ, аптранă, шăртланнă Чакка
Чăтса тăраймарĕ. Кăштах вăл чакать,
Унтан кăшкăрать те урипе тапать,
Сасартăк пупа çÿçрен çулăхать:
— Эсир те çапла-и, чиркÿ çыннисем?
Чĕр пуççăн çиесшĕн этем пурнăçне,
Сире эп, на вăт, хĕсме вĕрентем!
Ак кам вăл тамăк сунать çынсене! —
Тесе вăл тытăнчĕ пупа лăскама.
Тайпи, Ятарин чараççĕ ăна.
Тăсланкă течук тухать те тарать,
Йăлт-ялт пăхса çеç вĕçет урама.
Хăранă сутник Чаккана чарать,
Чунтан йăлăнса хушать лăпланма:
— Эй, Чакка ачам, пĕтрĕн хăвна ху…
Ăсран тухрăн-им? Мĕскер хăтланан?!
Мана та — усал… Каçмасть ĕнтĕ ку! —
Тесе ÿкĕтлет сутник Утихван.
— Хăвна лекиччен, часрах тухса кай!
Эс ху та — йытă, лăркан вĕсем май! —
Тесе кăшкăрать Чакка сутнике.
Унтан, алăка яр! уçса ярса,
Малтан сутнике, ун хыççăн пупне
Ярать сирпĕтсе, çурăмран тапса.
Пуппала сутник, хапхаран тухсан,
Юнарĕç тăрсах Чакка еннелле.
Чакка шарламасть. Хăвмарĕ хыçран.
Кĕрет те пÿртне ларать тĕпеле.
— Эс пуль-ха кăна, Ятарин, айван?
Ак халь мĕн кĕтет ĕнтĕ паянтан?!
— Эп мар çав, пичче… Пĕлетĕп, хăруш!
Ăна пĕркуннех шăтарчĕ Илюш, —
Каларĕ хуллен хавшак Ятарин.
— Илюш вăл — ача. Эс хушнă эппин…
Ăна чармалла пулнă сан апла!
Ак тÿс халь ĕнтĕ: мĕскер курмалла?! —
Вăрçать тарăхса аптранă Чакка.
Нимскер чĕнеймест Ятарин ăна.
Тайпи те ĕнтĕ лăпланма пĕлмест:
— Пĕтетĕн халь… пĕтрĕн! — тет вăл,
кăшт йĕмест.
Чакка
Пĕтсен те пĕтеп — мана ырри çук:
Ак кĕç куланай ыйтаççĕ каллех.
Пуç сыв юласса ан та кĕт ун чух,
Киле пăрахам та тарам ак халех…
Килейччĕр хайхи хусах-таркăнсем:
Каям вĕсемпе — ирĕкре çÿрем…
Тайпи
Чаккаçăм! Чакка!.. Эсĕ хăтăлан.
Пире кам валли тăкса хăваран?!
Ачу-пăчупа ăçта ман каяс?
Пĕтес-тĕк пĕтес, — пĕрлех пурăнас…
Пуçлăхсем пăваççĕ
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Хĕлле. Сивĕ кун. Тул çутăлнă тин.
Чакка шăварать кăвак лашине.
Сарай умĕнче ĕçчен Ятарин
Турать, купалать ыраш улăмне.
Ак çак самантрах урам хапхинчен
Чупсах пек кĕрет ял çынни — Юксар.
Чакка çаврăнса сăмах хушиччен
Пăлханнă Юксар пуçлать сив хыпар:
— Чакка! Ак мĕскер: халь çеç, паян ир,
Пăхаттăм килте пур-çук выльăха…
Асра-тĕсре çук, кĕтмен нимĕн чир,
Çумри сутникĕн криклетрĕ хапха;
Сассем кĕç… Пăхап хÿме хушшинчен:
Тăраççĕ сутник, Алапит, Текей.
Пуçлаççĕ сăмах тÿрех сан çинчен…
Ну, илтрĕм, пĕлтĕм. Пĕлни ку — телей!
Чакка
Мĕскер-ха апла?
Усал пулмалла?!
Юксар
Ай хăруш, Чакка! Ак çак кунсенчех,
Паян-ыранах пурмис килмелле.
Пурмис çитиччен, çак çитес çĕрлех,
Тытасшăн сана никам сисмесле.
Леш пуп ыйтнипе тытасшăн, ара.
Ярасшăн уес хулине вара…
Тата Тевенеш çинчен те темскер
Мăркарĕç хуллен. Тытасшăн пулас…
Пурмис пĕччен мар-тăр. Нумаййăн, эхер.
Çĕкленнĕ вара, пуплеççĕ хавас.
Асту эс: васка, пытан хальтерех.
Пурмис таппине ан лекчĕ текех.
Чакка
Капла ку иккен, чухăн çын тĕнчи…
Таса çинченех касаççĕ пуçна!
Ах, шел-çке, пĕтет Тевенеш мучи!
Пытантăрччĕ вăл, каласчĕ ăна,
Юксар
Эп кĕтĕм унта кунта килнĕ чух.
Каларăм. Темле чĕнмерĕ питех:
«Ват çын эп, тарса манран пулас çук,
Систер Чаккана», — тесе хучĕ çех.
Чакка
Мĕскершĕн лекес те шăна пек пĕтес?
Упа-кашкăрна — упах пулмалла!
Май килнĕ чухне — тарас, хирĕçес…
Каласчĕ ăна: ун пытанмалла.
Каям-ха апла, унпа канашлар…
Ну, юрĕ… пĕлтертĕн, ыр тусăм, Юксар.
Чакка хусканман-ха. Хапха çихĕрет.
Кĕреççĕ хăвăрт Микипе Энтри.
— Юксар пур… Мĕн ку пит ирех çÿрет! —
Хуллен мăкăртатрĕ вĕсенчен пĕри.
Шăпланчĕ Чакка. Чĕнмерĕ Юксар.
Кураççĕ вĕсем — килекен çынсен
Сăн-пичĕ салху та, темле, лăпкă мар.
«Паллах, ыр сăмах пулас çук кусен», —
Шутларĕ Чакка. Чĕнмест-ха вăл хăй,
Кĕтет кÿршисем сăмах хушасса.
— Канаш пĕр пултăр… Ĕçне тума — вăй!—
Каларă Мики çĕлĕкне йăтса.
Чакка алне сулчĕ. — Мĕн ĕçĕ-качки!
Ĕçлес тесен те, мĕнле-ха ĕçлен?
Йĕри-тавраллах — шуйттан мăйраки!..
Пĕлетĕр пулĕ? — терĕ вăл хуллен.
— Илтсеттĕмĕр çав… Паян е ыран
Лешсем килмелле. Анчах мĕн пирки, —
Пĕлместпĕр ăна. Çапах эс сыхлан!
Текех ан çакланччĕ, — терĕ Мики.
— Юксар халь систерчĕ мана ун çинчен.
Юрать! — тет Чакка. — Рехмет, тусăмсем!..
— …Хăраççĕ иккен вĕсем пирĕнтен, —
Шÿтлерĕ Энтри. — Таçти сутниксем,
Кашни ялтанах пурте пухăнса,
Пĕрле килмелле теççĕ пурмиспа.
Шайкки пĕчĕк мар! — тет вăл кăшт кулса,
Анчах ун сасси янрать тарăхпа.
Чĕнмерĕ текех пăлханнă Чакка.
Çĕре ывăтать алри супнине,
Шатăрр! чăмăртать те ик селĕм чышка
Тухать те утать Тевенеш патне.
Пухха виçĕ хут хурĕç ум-хыçлах,
Çавах та халăх унта пухăнмасть.
Сутник, Алапит… вун çын ытларах
Хурал пÿртĕнче хĕрсех тавлашать.
Ериле
Ай-яй, Алапит, ял-йыша хуçан!
Ахаль те Чаккан пырши тухас пек…
Аванччĕ питех ăна каçарсан:
Начар çын… тÿсет тем тĕрлĕ инкек.
Алапит
Çынна ан хĕрхен, нихçан ан каçар:
Пырши тухсассăн — пыршине тапта!
Кам вăл начар çын? — Кахал, çав начар.
Çавсем хапсăнаççĕ çынти ямăта…
Сутник
Ун пек кашкăра мĕнле хĕрхенен?!
Мĕнле вăл пĕркун вĕçтерчĕ пире…
Хĕнерĕ пупа… ун пирки мĕн тен?
Ун ĕçĕ пирки хыт сикрĕ чĕре!
Тем курса тăра-ас!.. — кÿлешет сутник.
Унпа килĕшет ик-виçĕ старик.
Ян-ян! шăнкăрав сасси илтĕнсе,
Сасартăк яла янратса ярать,
Кантур таврашĕ çитнине сиссе,
Пурин те чĕри çÿçенсе каять.
Пурмиспа пĕрле, юр-пăр сирпĕтсе,
Вунпилĕк лавпа вунпилĕк сутник
Ум-хыçлăн çитрĕç çил пек вĕçтерсе.
Пĕчикçĕ яла хуплать пысăк шик!
Пурмис — чунилли хăрать-мĕн хытах,
Инçе çула вăл çÿремест пĕччен.
Кушлавăш енче, чăн, халь хăрушрах.
Ак килчĕ кунта вăл паян темиçен!
Шăнкрав сассине илтнĕ-илтменех,
Текей, Алапит, сутник те пĕрлех,
Тухаççĕ часрах хурал пÿртĕнчен.
Кăшт тăчĕç вĕсем пăлтăр умĕнче.
Пурмиспа тиек лавĕ çывхарсан,
Чупсах пек васкарĕç туссем ун патне;
Пуç тайрĕç те пилĕк таран авăнса,
«Салам сире!» терĕç çак пуçлăхсене.
Унтан вĕсене çуна çийĕнчен
Анма пулăшаççĕ виççĕш те пĕрле…
Пурмис хусканать… Ун хыççăн йĕркен —
Вунпилĕк сутник утать пÿртелле.
Яри! уçăлать алăк шалалла.
Пÿрте чи малтан тиекĕ кĕрет.
Хывать тăлăпне вăл, пăхать тавралла,
Курать — çын сахал… Сутнике чĕнет:
— Ăçта халăху сан?! Епле эс хăлин!
Е пуху пухма тытăнан-ха тин?!.
— Хутартăм виç хут, хосподин тиек!..
Ах, ку халăха!.. Чупăр, теçетник!
Çирĕм çын килмен… ну, çитрĕ инкек!
Пата-ак çав кирлĕ! — çуйхашать сутник,
Тултан кĕрекен тачка Алапит
Хавас пит-куçпа вăшт-вашт çаврăнса:
— Та, та, та! Çапла… килмеççĕ-ха пит…
Чакка, хăямат, тарчĕ вĕт тухса…
Ватти хуть алрах…— тет вăл тиеке.
— Ма тартрăн?! Чăваш! Усал сĕлехе! —
Хаяррăн вăрçать тиек тарăхпа.
Ак çак самантрах, пысăк ушкăнпа,
Капан пек пурмис пÿрте хăй кĕрет.
Кĕнĕ-кĕменех çакскер мĕкĕрет:
— Сутник! Ăçта сан пуху çыннисем?
Е эс юриех пухмастăн капла?
Асту, сан тирне чĕрĕлле сĕвем!..
Чуп!.. Пĕр сехетре пуçтар халăха! —
Тесе вăл унтах чышать сутнике.
Сутник, шăшилле, тулалла сикет.
Шăп çак вăхăтра йĕркен, майĕпен
Вунпилĕк сутник кĕрет ак пÿрте.
Вунпилĕк ялпуç — хирти ялсенчен,
Кантуршăн — тĕрек вĕсем çак тĕлте.
Хаяр пуçлăхсем пăртак лăплансан,
Алапит шăппăн малалла иртет.
Таять вăл пуçне пилĕкĕ таран,
Пур пуçлăхсене хăнана чĕнет:
— Пухха пур халăх килсе çитиччен,
Паха хăнасем, атьăр ман пата.
Пăртакçă ĕçĕр-çийĕр çул çинчен;
Канар, — тесе вăл пуç таять татах.
Кантур çыннисем пурте хаваспах
Алапит патне каяççĕ часах.
Хурал пÿртĕнчи çынсем шăпăртах…
Пуян патĕнче ĕçсе сарăлсан,
Пурмис-сутниксем пыраççĕ пухха.
Анчах пухура ялти халăхран
Паçăрхи некех нумайăш çук-ха.
Çын сахал пирки шăртланнă пурмис
Хĕрĕнкĕ пуçпа пушшех те урать:
— Чупмастăр эсир, усал ÿпре-вис! —
Çĕмрет вăл, янрать, туйине çаврать;
Хирет сутнике — пĕлме çук ним шут!
Ик теçетнике çапать виçшер хут.
Сутник чĕркуççи çиие хуçланса,
Хăй чупии çинчен калать йăлăнса:
— Хосподин пурмис! Ку пухха килме
Килтен кил кĕрсех хурăмăр виç хут;
Мĕскер-ха тăвас? Тараççĕ темме!..
Ун пек çынсене кирлех хаяр суд!..
Пур ĕçлĕ çынсем чупса супрĕç шалт.
Пурмис аранах ĕçне пуçăнать:
Ялта миçе çын, миçе çĕрлĕ ят —
Пурне те ыйтать, тиекĕ çырать.
Ĕçе пĕтерсен, кантур таврашсем
Сасартăк куçрĕç Тевенеш çине.
Пуху шăнк хытать. Чĕнмеççĕ çынсем.
Тухать Тевенеш ак сĕтел умне.
— Эс-и вăл путсĕр, пăлхавçă старик?
Ăçта сан Чакка — усал юлташу? —
Ыйтать хай пурмис. — Тарчĕ, — тет сутник,
Кĕтмест Тевенеш нимле каçару,
Тăрать вăл паттăр, хăюллăн пăхать,
Пурмис ыйтăвне шиксĕр тавăрать.
Пурмис
Туслах-и, чăнах, эсĕ Пахомпа?
Мĕскершĕн тата саван Чаккана?
Тевенеш
Пахом ман тус мар. Чакка тÿрĕ чун,
Анчах элекпех пĕтме килчĕ ун.
Пурмис
Çаплах-и усал таркăна мухтан?
Тевенеш
Мĕн-ма вăл таркăн? Тискер пурнăçран!
Тиек
А… эс… апла-и? Патшана хурлан?!
Ку сăмахсемшĕн пуçна эс хуран!..
Пурмис
Кала-ха тата: эс мĕншĕн ялан
Алапит çине тăма пăлхатан?
Тевенеш
Çук, эп пăлхатман. Апла мĕн усси?
Кун пек элеке чăн та чăтасси!
Пурмис
Ăçта сан Чакка? Ма ăна мухтан?
Тевенеш
Таçта… Вăл тÿр çын. Анчах Алапит
Тĕп турĕ ăна. Пĕтерчĕ вăл, пит…
Тиек
Тÿр çын Пахома хăй патне кĕртмест.
Ыр çын вăл турра хирĕç ĕçлемест:
Хĕненĕ пупа, кулать иконран…
Çавна-и эсĕ, ватсупнă, мухтан?!
Тевенеш
Турра хирĕç мар, — анчах чăвашла.
Пахома чĕнмен. Ку элек апла!
Выç куçлă пупа тÿсме питĕ хĕн.
Çампа лектерме кирлех пулнă-мĕн.
Пурмис
Çитет, ватсупнă! Хаяр калаçан!
Хăвна кура мар, чĕлхÿ викчĕн сан…
Сутник! Эс ăçта? Халех тупăр лав,
Çыхсах ку çынна хурăр лав çине.
Уес хулинех кайтăр вăл антрав.
Унта, суд хыççăн, патăр хăй чунне.
Тевенеш
Ăсатăр, юрать… Савăн, Алапит!..
Ват çын эп, хамшăн хыпмастăп-ха пит.
Анчах ман килте ачан ачисем!..
Пĕтеççĕ вĕсем йĕрсех, тăлăхсем…
Никам та çук! — тет Тевенеш хуллен.
Ак çак вăхăтрах çыхаççĕ ăна.
Çыхса тăлласан, кăларчĕç пÿртрен.
Вăл тухнă çĕре пырать хуп çуна.
Çак хуплă çуна тĕпне пăрахса,
Ăсатрĕç часах ват Тевенеше.
Пĕчикçĕ пуху — ял-йыш — хумханса,
Пуçа пĕшкĕртет хĕнпе кÿлешсе.
Хурал пÿртĕнче ĕçсем пĕтсенех,
Кантур таврашсем халăхпа кайсах
Чакка кил-çуртне тустарчĕç тĕппех.
Анчах никама тупмарĕç çапах.
Каçпа, пуш çурта хупса питĕрсе,
Пур пек выльăхне каяççĕ хуса.
Пурмис та кайрĕ çил пек вĕçтерсе,
Шăнкрав сасси çеç юлать янраса.
Çанталăк сăнне сĕм-тĕттĕм витсен,
Арпа ăшĕнче выртакан Тайпи
Илтет ак сасă ÿпле умĕнчен.
Кăртах ун сикет хăравçă чĕри.
— Тайпи хĕрсем, тух, кайрĕçĕ лешсем,
Чĕнет ку сасă чуна йăпатса.
Сăркарĕç Тайпин юн тымарĕсем,
Часах вăл пĕлет ку çемçе сасса, —
Алинкĕш сасси — çинçен янăрать!
Выртмарĕ Тайпи текех хăраса:
Çумри ачине вăратса йăтать,
Арпа айĕнчен çĕкленсе тухать.
Алинке
Ну, Тайпи хĕрсем, пытантăр — аван:
Ах, сирĕн килте ухтарчĕç паян!..
Ват Тевенеше ячĕç çыхтарса.
Мĕнпур ял-йыша хучĕç хăратса.
Шырарĕç сире тĕппи-йĕррипе,
Килте анчах мар — мĕнпур кÿршипе…
Лаши-ĕнине, сурăххи-мĕнĕпех
Кантур еннелле ăсатрĕç хуса.
Тата халăха — Чаккана халех
Тытса ямашкăн хăварчĕç хушса.
Пÿртпе хапхăра, тĕкĕсем лартсах,
Никам кĕме çук — питĕрчĕç çапсах…
Тайпи
Пĕтетпĕр, — вилĕм! Пĕтет вăл тинех!
Хĕрÿ чĕрипех пĕтет-çке ку… эх!
— Ан йĕр-ха ытлах чун татса, Тайпи.
Тен ак каçару, тепле, пулмĕ-ши…—
Тесе йăпатса, шăннă Тайпине
Алинкĕш кĕртет хăйĕн кив пÿртне.
Шăннă вăрман хÿттинче
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Кантур таврашсем пырса кайсанах,
Чаккана тытма хушнине пĕлсен,
Тайпи йăмăкĕ, Кулине, часах
Шăвать вăрмана йĕлтĕрпе пĕччен.
Каять вăл, чупсах пек, хура вăрманпа,
Пытаннă Чакка тĕлне чухласа.
Вĕт-шак туратсем пăрлак сулăмпа
Вăль-валь сулланаççĕ ăна çакланса.
Пырать Кулине сукмак-çулсăрах,
Шур кĕрĕт тăрăх тÿрĕ йĕр тытса.
Хăш чух ун çине, пĕлĕт пек, лаштах
Йывăç çинчи юр анать çаврăнса.
Хаяррăн сывлать шур куçлă кăрлач.
Ниçта илтĕнмест пĕр кайăк сасси.
Тепле çеç умран ĕрхĕнет мулкач
Е карăк-ăсан тăкать хыр лăсси.
Пăрланнă вăрман ларать çывăрса.
Лутра çăкасем, пилеш тĕмĕсем,
Пур хулă, турат, çатра — арканса
Хĕрри çук, вĕç çук, — курнаççĕ пĕртем…
Ярнать Кулине вăрман тĕпнелле,
Карсак пек маттур çăмăл пĕвĕпе.
Васкать вăл, вĕçет Чакка патнелле,
Усал хыпара часрах пĕлтерме.
Шалти вăрманта пĕр лапчăк çĕрпÿрт
Ларать тан тапнă çыран хĕрринче.
Начар та пулсаы, хĕл кунне çак хÿт
Питех те ырă вăрман варринче.
Çĕрпÿрт ăшĕнче, тăм урайĕнче,
Çунать, хĕмленет тип кăвайт вутти;
Сар çулăм çинчи хуран тĕпĕнче
Сикет, çаврăнать мулкач яшки.
Вăхăт каçхине… Пĕр çил çук, — тăпах.
Таçта тăмана анчах ÿхĕрет.
Çăра сĕм вăрман — çÿçенчĕк, улах!
Ăна çур уйăх çути кĕмĕллет.
Çĕрпÿрт умĕнче, тулта, Ятарин
Çурать те ваклать каска вуттине.
Чакка хăй пÿртре, карать вăл халь тин
Сÿсе пĕтернĕ пакшасен тирне.
Ак çак самантрах, ик-виçĕ хутчен
Темскер улани килет инçетрен:
— У-у-у!..
— У-у-у!..
Ку сасă вăрах чăсăлса йĕрсе,
Хура вăрманта таçтах янăрать.
Çывран кайăк та, пуçне çĕклесе,
Ăна пĕр самант шикленсех тăнлать.
— Пичче, — арçури!.. Итле: ÿхĕрет! —
Тăнлать Ятарин тăрсах пĕр авкка.
— Çав пуль, шеремет… хурлăхлăн йĕрет.
Персе пар çăкăр! — тет кулса Чакка.
Ятарин чÿклет: — Çи, акă, лăплан! —
Тесе ывăтать çăкăр татăкки.
Анчах «арçури» çырлахмасть, куштан!
Текех улашать, йĕрет ун сасси.
— У-У-У… ы-а-а-а… и-и!..
— У-У-У… ы-а-а-а… и-и!..
Ку сас вăйланать, текех çывхарать,
Ăна илтнипе Чакка та тухать.
«У… йыс-на-а!.. Я-та-ри-ин!»
Тесе пекех-çке йĕрет тăлăх сас.
— Чим, ку, тăнла-ха, Кулине мар-ши?!
Пирех чĕннĕ пек, тавай кăшкăрас…
—0-хо-хо-о-о…хо-хо-хо! — чăсать Чакка хăй.
— Ку-ли-не-е!..— чĕнет Ятарин.
— Ах тур, шыраса пĕтрĕ пуль ун вăй!—
Терĕç тăвансем, хыпкаланчĕç тин.
Пĕр вунă самант… Кулине умра!
Ача пек кÿтнĕ — йĕрес, ни кулас!
— Лери çĕрпÿртре тесе эп, ара…
Ну, ах хăшкăлтăм! — терĕ ырнă сас.
— Çук çав. Вăл пÿртре пурăнма май çук.
Хавшанă, начар… Ну мĕн, Кулине?..
Ку, эсĕ килни, ырра пулас çук, —
Тĕпчет ак Чакка, тÿсеймен енне.
— Сыхлаççĕ сана, тытасшăн питех…
Лаши-ĕнине кайрĕçĕ хуса,
Пÿртне хапхăра хупрĕç питĕрсех, —
Калать Кулине хĕрсе, хыпăнса…
Пăлханчĕ Чакка, кăшт усрĕ пуçне.
Чылай вăл тăрать юпа пек хытса;
Тăн-пуç тăрăлсан, шарт! çапать пĕçне.
— Култармăп! — тет çеç кăкăрне чышса
Çĕрле… Çĕрпÿртре. Пурте йĕркерен
Лараççĕ чăрăш çапписем çинче.
Çунса йăлкăшан вутпуççисенчен
Шур тĕтĕм тухса палкать пĕр енче.
Хĕрÿ кăвартан вĕçет хĕм вăль-валь,
Çапать таврана шупка хĕрлĕ çут.
Чылай сас хушман Чакка ĕнтĕ халь
Текех калаçать, тăвать тĕрлĕ шут:
— Ыр кун пулас çук… çуках, çук ырри!
Кышлаççĕ иккен таса çын пуçне.
Ну, пĕлĕр: пулмăп кашкăрсен хурри!
Пĕтсен те пĕтем — тавăрап çавсене!..
Эсир, Ятарин, пурăнăр кунтах,
Ан тухăр яла тата ик-виç кун…
Ыран эп каям кăвак çутăллах.
Тупам Пахома… Хăват пур-ха ун.
Пур! — тет те Чакка каллех шăпланать,
Каллех вĕçĕмсĕр шухăша каять.
Çĕрпÿрт ăш-чикки йÿçек те вĕри,
Пĕчик чÿрече сĕрĕме çăтать.
Тăм урай çинчи кăвайт вут хĕрри.
Шултра кăварпа тĕлкĕшсе выртать.
Чакка — тытасран тарса пурăнни
Сахал вăхăт мар, — эрне те ытла.
Текех пытанма шутламан Тайпи
Пырать çеç килне, — лекет вăл алла.
Шăнса тертленсе, патак та çисе,
Сутник витинче ларать вăл виç кун;
Чакка ăçтине пăвăртса, хĕссе
Ыйтаççĕ унтан, — чĕнмест мĕскĕн чун.
Çунать тек Тайпи шăршлă витере;
Илюш — Кулине патĕнче пурăнать.
Йĕрет, тулашать Тайпи тĕттĕмре,
Усал пурнăçне чунтан ылханать.
Ял-йыш хĕрхенсе хăтарман пулсан,
Ларатчĕ Тайпи татах тахçанччен;
Пурмис аллине ăсатнă пулсан,
Тен, пĕтетчĕ пуль асапра, пĕччен.
Анчах ак шăнса, выçса аптрасан,
Кĕç-вĕç кантура леçес пек çынна,
Ыр кÿршĕ — Юксар çĕрле, çын выртсан,
Ана кăларса тартать ют яла.
Хаяр тавăру
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Пĕр сăхă сив каç… Автан авăтсан,
Кушлавăш туйми ыйха туртнă чух,
Пахомкка пулкки тухать вăрмантан.
Кĕрет вăл яла. Сас-чÿ тавраш çук.
Çывраççĕ пурте. Амаç Мики çех,
Лаша шăварма тухма тапратсан,
Курать кантăкран çакна пĕчченех.
Чухлать вăл тÿрех вĕсене курсан:
— Эх ну, савăнăç!.. Итле, Эрнепи,
Пахом утаман çитрĕ ак каллех! —
Терĕ вăраннă арăмне Мики.
Вара çывраймарĕç вĕсем ирчченех.
Пахом ушкăнĕ тăвалла иртсе
Часах çухалать Мики куçĕнчен,
Хаяр йытăсем çеç, вĕсене сиссе,
Хамлаççĕ сиксех хапха умсенчен…
Ак, катăк уйăх хуллен хăпарса,
Хăрах куçĕпе яла пăталать;
Кăвак çутине ял çине сапса,
Хура пÿртсене ыйхăпа лăпкать.
Микин ыйхă çук, шăппăн тинкерсе
Кашни сас-чĕве вăл илтет, тишкерет;
Часах ак, часах шăв-шав илтĕнсе,
Пур ял çĕкленсе тăрасса кĕтет.
Инкек-синкеке кĕтмен çын — сутник
Лапка тăрринче туртать ыйăха;
Нимле хуйхă çук. Çавах ун ăш-чик
Темле лăпкă мар, — кансĕр шăм-шака.
Пăчă хура пÿрт… Сутник ăнтрашсах
Усал ыйхăра выртать тĕлленсе:
«Çулла пек, ялтах, палланă çулпах
Анать кĕпере вăл тислĕк лавĕпе.
Анса çитет çеç — кĕпер кисренет…
Ак, йывăр лава кĕпер тÿсеймест!
Ай-уй, çĕмĕрлет — шăтăрт-шат! тискер!..
Тÿнет ак, тÿнет, ишĕлет кĕпер!
Сутник те пĕрлех чăмать çĕр тĕпне».
Чун хăпнă сутник çĕклерĕ пуçне.
«Чим! Ай… Ку мĕскер? Чăнах-çке шăт-шат!»
Вăраннă сутник тинкерсех итлет:
Тул енчен такам, чăнах та — шалт-шалт!
Хытах шаккаса пÿрте чĕтретет.
Вăраннă кил-йыш чĕпме те хăрать:
«Ку, тем, ырра мар!» тесе шикленет.
Сутник, ватă çын, ялт сиксе тăрать:
— Кам çав?.. Мĕн унта? — тесе çихĕрет.
Чакка
Ку эпĕ — Чакка… Уç-ха, алăк уç!
Хам ĕçĕм пирки санпа сăмах пур.
Пит кирлĕ пулсан — хампах манăн пуç:
Халех тытса çых, кирек ăçта хур!
Сутник
Çĕрле ан çÿре, — ыран ирпе кил…
Çук, çук, кÿртместĕп… хуть те шăнса вил!
Чакка
Кÿртместĕн пулсан, вăйпах эп кĕреп:
Асту, алăкна ватса çĕмĕреп!..
Кÿртместĕн-и?! — тет тарăхнă Чакка.
Унтан вăл хыттăн çапать алăка.
Тăр-тар! кисренет катмар хура пурт.
Шалта — шăй та шай! çемье çĕмĕрлет:
— Атте, ах, атте! Ах турă, ан кÿрт!
Кăшкăр ял-йыша! — тени илтĕнет.
Ак çак хушăрах улт-çичĕ хусах
Сапур пуçĕпе кисрĕç алăка,
Ик-виççĕ киссен, алăк шăлтăрах,
ĕрпеклĕн ванса, ÿкет татăлса.
Алăк ÿксенех, хусахсен пулкки
Кĕрет вăркăнса сĕм-тĕттĕм пÿрте,
Сехри хăпнă çын — сутник карчăкки
Тĕн витĕр пăхса вăйпа çихĕрет,
Сутникĕ пĕччен, малти кĕтесре
Мăн сăнă тытса тăнă та чĕтрет:
— Чакка, эх шуйттан, эс мĕншĕн пире
Хуплан Пахомпах?! — тет вăл хирĕçсе.
— Эп мар, хăвăрах чĕнтертĕр ăна…
Сире уншăн тав! — пуç тайрĕ Чакка.
Сутник Чаккапа харкашнă тĕлте
Пахом хăй кĕрет хăй çутнă пÿрте.
— Акă, ял пуçĕ — хăй пурмис йытти!
Ик чухăн киле тĕп турăр шалтти!..
Кулаймăр ĕнтĕ текех халăхран!..
Лаврушка, майла! — терĕ утаман.
«Майла!» тесенех пĕр вăрăм хусах,
Çиллессĕн вăрçса сутнике тытать.
— Лавруш! Мĕн тума? Тивес мар аплах.
Çемйи-çке ытла хытă макăрать…
Шалкă…— тет Чакка. Леш тăрать хытса.
Тĕпел еннелле уттарнă Пахом,
Лавруш чарăнса тăнине кура:
— Эс мĕн тăратăн? Хĕрхентĕн-им? Хо?!.
Халех тирпейле! — тесе кăшкăрать.
Лавруш, сутнике хăлт-халт! Сĕтĕрсе,
Ик-виç хусахпа тухса çухалать.
Пахом хаяррăн хушнине илтсе,
Чакка ăна тек чĕнме хăяймасть.
Йĕрет, çуйăхать, çĕмĕрлет кил-йыш.
Пахом пĕрре çеç тапса кăшкăрать:
— Лăпланăр!.. Чакка, çăварсенчен чыш!
Çĕлен ăратти — хăйне çеç хаклать!..
— Ну атьăр, ачсем, ĕçе пĕтерер,
Ĕçе пĕтерсен, ĕçер те çиер.
Ыран ирпеле кантура вĕçер,
Тевенеш ватта хăтарса килер, —
Васкатрĕ Пахом; тухать вăл пÿртрен.
Ыттисем пурте — унăн хыçĕнчен.
Пÿрт ăшĕ янрать. Кил-йышĕ улать.
Çĕмрĕк алăкран сив сывлăш палкать.
Ял-йыш шăп тăрать.
Яла хусахсем килнине сиссе,
Унта-кунта çеç анчăк ханклатать.
Патри сĕм вăрман ларать тĕлленсе.
Ак, Алапитĕн лĕпсĕркке йытти
Сасартăк сиксе хартлатма пуçлать.
Чăл-пар сирĕлет пуян ыйăхи.
Тăрать вăл хуллен, кантăкран пăхать:
Мăн пÿрт тавралли капмар хуралтсем
Шăпах-ха лараççĕ шулапсем йăтса.
«Вăрă кĕме çук-тăр шăтăк хушăксем», —
Алапит чунне ярать йăпатса.
Анчах та йытти çаплах чарăнмасть, —
Хытран хытăрах пуçлать харлатма,
Картиш тавралла ыткăнса чупать,
Сикет те туллать малти хапхана.
— Вăрă е кашкăр!.. Айта-ха, Итрен,
Тумтир тăхăнса тухса пăхкалар.
Çĕкле эс тукшан, эп илĕп кистен.
Йытти кускалать, тем ку — ырра мар!..
Вăшт-вашт тăхăнса тухрĕç хайхисем.
Хапха патнелле тăраççĕ пырса.
Питех çÿçенме пĕлмеççĕ хăйсем.
Сасартăк пĕр сас каять янраса:
— Итрен! Алапит! Уçăр хапхăра…
Ылханлă таркăн сире парăнать.
Алапит
Чакка-и эсĕ?.. Кам санпа пĕрле?
Чакка
Чакка эп, Чакка… хам пĕччен, ара.
Анчах пирштисем сыхлаççĕ тавра.
Итрен
Мĕн эс, вăрă пек, çÿрен сĕм-çĕрле?
Чакка
Йăваш мулкачăн кăнтăрла кун çук,
Чаккан та çаплах — эсир хĕснĕ чух.
— Эсрелĕ çынни, çĕтен ахалех…
Шеллеп эп сана — тивтермĕп текех.
Айта эппин, кĕр, хапхана уçап.
Пÿртÿ сивĕ пуль… эс шăннă, туяп, —
Чĕнет Алапит ултавлăн шăлса.
Хăй çак вăхăтрах майланса тăрса,
Алри кистенне тытать çирĕпрех,
Çумри Итренне калать шăппăн çех:
— Кĕрет-тĕк, тÿрех яра пар пуçран;
Ăна вĕлерсен — мухтав пуçлăхран!..
Хапха ерипен кăррик! уçăлать:
Хаяр мăн йытти сикет харлатса,
Алапит ăна чаранçи пулать.
Итренĕ кĕтет, тукшана йăтса.
Ак, кĕç хапхаран курăнать пĕр пуç.
Ку пуç çийĕнче — Чакка çĕлĕкех.
Итрен вашт! сулать. Чалхăрать пит-куç.
Мăн пуç çĕр çине ÿкет лĕпсĕрех.
— Э-хе, апла-çке! Ну, юрĕ эппин! —
Янрарĕ хыттăн Чаккан уç сасси.
Итрен шанк хытать, курать вăл халь тин:
«Эппей, ку пуç мар — çĕлĕкпе алси!
Ах, шуйттан Чакки, питех те чее:
Алси-çĕлĕкне, тем çине тирсе,
Чăн пуç пек тусах хапхаран чикет.
Каçхи куç ула — вăл мĕскер пĕлет?!»
— Айта, тирпейлер! — терĕç «паттăрсем».
Иккĕш те сикрĕç урама вĕсем.
Йытти-качкипех хăврĕç Чаккана,
Итрен кăнтарса пырать тукшана.
Чакка чавкăнать çумри хушшалла,
Хаяр йыт ăна пырать тулласа.
Итрен те маттур, кĕç-вĕç çапасла,
Çитсех, çывхарсах иырать вашлатса.
Ши-и-ик! шăхăрать Чакка чупнă май.
Итрен, кĕç-вĕçех çитеп тенĕ чух,
Сасартăк илтет — патрах тем лăй-лай!
Ай-вай, нпмскерне пĕлсе илме çук
Ак кĕç çывăхри пура хыçĕнчен
Улт-çичĕ мĕлке тухать хирĕçле.
Тăмарĕ Итрен камне палличчен,
Калла çаврăнса вĕçет килнелле.
Унччен те пулмасть, ăна çул татса
Тухаççĕ ума ик-виçĕ мĕлке…
— Киле кĕме çук! Аçта тармалла?
Кусем Пахомсем! — терĕ вăл хăйне.
Ак курать Итрен — умра виç хусах
Илеççĕ тытса унăн ашшĕне.
— Ах, ку аттене мĕнле çăласах? —
Тесе ыткăнать вăл ашшĕ патне.
Çитет вăл вĕçсе, шарри! Кăшкăрса,
Сулать те ярать кервен тукшанне, —
Пĕр çÿллĕ хусах лачăрах анать.
Анчах çак тĕлтех сисет вăл, — хăйне
Кĕре, çирĕп ал хыçран çулăхать.
Карт! çеç туртăнать йтрен пур вăйпа,
Вашт! вĕçерĕнсе каялла пăхать:
«Эх-их, ан тĕрмеш! Вĕç сывă пуçпа!» —
Вун-вуник таркăн ыткăнса пырать!
Чăнах та Итрен çывăрса тăмасть,
Тапса ыткăнать урам еннелле.
Чупать хăй луç пек, çăварне карать:
— Хурах! Таркăнсем! — тет ял илтмелле.
Ун вăйлă сасси яла анчах мар,
Çумри вăрмана та — ян та ян! каять.
Каçхи тăлăх сас тискер те хаяр —
Нумай çемьене вăл вăратса ярать.
Вĕçе-вĕç хуралт, кĕрнеклĕ кил-çурт —
Ларать сарăлса çырма хĕрринче.
Çумрах сад пахчи, — икçĕр вĕлле хурт,
Лараççĕ вĕсем кĕрĕт айĕнче.
Ку çурт хÿттинче пурăнать Текей.
Паллах, Текее хÿтленĕ «телей».
Ăна ĕмĕрте никам хур туман.
Никам «ыр çынна» хăйман тĕкĕнме;
Хальччен пурăннă канлĕ те аван,
Анчах ак кĕçĕр лекет ун тÿсме!
Тул çутăласси инçех те юлман, —
Пырать те кĕрет хусахсен пулкки.
Текей хăй сиссе хăтăлать кунтан,
Арăмĕ лекет тарайман пирки:
Ик-виçĕ хусах, вите тăрринчен
Ут-улăм туртса антарнă чухне,
Кăларнă ăна купа айĕнчен.
Кăштах вăл вилмен сехри хăпнипе!
Пахомка патне çавăтса пырсан,
Çыхаççĕ ăна, лартаççĕ пÿртех.
Укçа хĕстерсе ыйтаççĕ унран.
Инке пур пекне парать пĕтĕмпех.
Пăлхавлă пуху
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Хĕвел хăпарать… Хăлхаллă хĕвел.
Юпа пек тÿп-тÿр, çап-çут хăлхасем,
Кăваккăн-хĕрлĕн çиçсе, пĕрешкел
Курнаççĕ хура вăрман хыçĕнчен.
Вăрман варринчи çавра таса уй
Сив çил каснипе хытса тĕлĕрет.
Уй тăрăх çил май йăлтăркка хăрпу
Хĕвел çутипе йăлкăшса вĕçет.
Шăпăрт… Янрамасть хура вăрманта
Çурхи пек чечен кайăксен юрри:
Хура çăхан çеç тепле, кранклатса,
Уй урлă вĕçет — çак çеç мĕнпурри;
Е выçăхнă тил, мулкач йĕрлесе,
Вăрман хĕррипе шăвăнса юртать;
Кĕрĕт çийĕпе тип юр вĕçтерсе
Вĕсен йĕррине якатса лартать.
Кушлавăш ялĕ те, сивчир шăнтнă пек,
Ларать çÿçенсе, сывлать пăлханса.
Лутра пÿрчĕсем ял талккишĕпе
Тăраççĕ ирех тĕтĕм палкатса…
Хурал пÿртĕнчен виççĕр хăлаçра
Ларать тайăлса çĕмрĕк укăлча.
Çав укăлчари таса уçлăхра,
Çул икĕ енче тăрать ик шалча:
Вĕсен тăрринче этем пуçĕсем
Вăш-вăш вĕçтереççĕ çÿçне-сухалне.
Кусем — Алапит… сутник тенисем, —
Ялти куштансем пĕтнĕ каçхине!
Хăлхаллă хĕвел шăвать сисĕнми,
Çитет вăл часах сĕм хырлăх тĕлне;
Ун ылтăн çутин имшер пайăрки
Пĕр вăхăт кĕрет Текей пÿрт ăшне.
Малти кĕтесре, тĕк тÿшек çинче,
Пĕччен тăсăлса выртакан Пахом
Каçхи мухмăртан пуç ыратнипе
Каять вăранса, анаслать: — О-охом!..
Çитет!.. — тет те вăл сикет те тăрать.
Ак çак самантрах, Пахом тăнă чух,
Хуралçă хусах алăка шаккать:
— Кам унта?..
Xуралçă
Алтын… Сивĕ, тÿсме çук! —
Пахом час тăрса алăка уçать.
— Миçен хуралта?
Xуралçă
Сахал: виççĕн çех.
Вĕсем те ыйтаççĕ халех улшăнма…
Пахом
Ну, халь вăраннă… кала, кĕччĕрех.
Кăшкăрт рожокна, юрать пухăнма…
Хуралçă хусах, васкавлăн тухса,
Пуклак рожокпа мĕкĕрет виç хут.
Чĕнен çурăк сас каять янраса, —
Яла сăркатать вăл темиçе минут.
Нумай та иртмест, Текей кил-çуртне
Тулаççĕ пырса ялти хусахсем.
Пахом вĕсене калать шухăшне,
Калать — мăн пуху пухасси çинчен.
Сенкер инçетри вăрман хыçĕнчен
Имшеррĕн пăхать хĕрÿсĕр хĕвел…
Пахом хусканать… Хресчен хушшинче
Хăй ĕçне тума тупать вăл ăс-мел.
Пур чухăн ун май… Кăнтăрла çитсен
Пухать вăл ялти мĕнпур арçынна.
(Паллах, «ыр патша» ятне чĕртнĕрен
Курасшăн пурте çак паттăр çынна.)
Пахом пурмис мар, Пахом тиек мар, —
Чухлать вăл ĕç çыннĕн чунне çавăрма;
Пахом йăваш мар, — хĕрÿ те хаяр,
Анчах вăл çемçе хĕн-хурлă çынпа.
Ак халь те пухха пыран çынсене
Чыслать вăл, лăпкать:— Эй, тăван!—тесе.
Чĕнмесĕр тăран хăравçăсене
Вĕри сăмахпа ярать çĕклесе.
Вăл акă вăрăм, çамрăк хусаха
Илсе пыртарать такмакпа укçа.
Чĕлхи ун çапать хĕрÿ сăмаха,
Алли майĕпе такмака уçать.
— Ку вакă укçа… кĕмĕл-пăхăр… мул, —
Тет вăл, çынсене сăнаса пăхса.—
Анчах та унта терт, асап тем чул…
Вăл сирĕн тартан пулнă шăранса.
Текей, Алапит çак укçасене
Пуçтарнă сирĕн ĕнсе çийĕнче.
Ку — сирĕн укçа. Эп чухăнсене
Паратăп ăна… Ак, йышăн, хресчен!
Анчах та пĕлĕр: пуянсене мар!
Кам ĕçре пиçсе тар-шур юхтарать,
Апла пулин те пурăнать начар, —
Çак укçа йăлтах çавсене пулать…
Пахом пухури пур хресченсене
Чĕнет йĕркипе хăй патне пыма.
Ывçипе укçа вăл парать вĕсене,
Сĕнет — малалла туслăн пурăнма.
Пырас пек çынсем пухăнса çитсен
Пахом сак çине тăрать хăпарса:
Пуçлать вăл сăмах каçхи ĕç çинчен,
Калать вырăсла тĕплĕн çавăрса.
Пахом сăмахне пит ăнланмалла
Иваш куçарса калать чăвашла.
Каçхи пысăк ĕç çинчен пĕлтерсен,
Пахомка пуçлать хĕн пурнăç çинчен:
— Хресчен!.. Хура халăх!
Çунан эс, тÿсен…
Мĕскер саншăн лайăх?
Мĕне эс кĕтен?!
Çултан-çул хаяррăн
Хĕсеççĕ сана,
Инкек-хĕн усаллăн
Пусать кăкăрна…
Пурмисĕ-таекĕ
Тÿлевшĕн сĕвет,
Пур пурнăç сĕтекĕ
Вĕсемшĕн типет.
Таçти çĕр улпучĕ
Касать çĕршывна,
Нÿхреп куçлă пупĕ
Ĕмет пурлăхна…
Тăван вăрманна та
Чараççĕ касма;
Сывлан сывлăша та
Ак памĕç сана!..
Чăваш ĕç хресченĕ,
Итле:
Çĕрÿ санăн хĕсĕк, —
Начар, шур тăпра.
Ану татăк-кĕсĕк —
Çырма-сăртламра…
Çак хĕсĕк çĕртен те
Чи лайăххине
Касать пур енчен те
Помещик хăйне…
Сана Атăлтан ав
Яраççĕ хуса;
Сăрпа Çавалтан та
Хăвалĕç часах…
Хресчен!.. Хура халăх!
Татах-ши тÿсен?
Мĕскер саншăн лайăх?
Айта, ак, çĕклен!..
Пур тÿснĕ хĕнсемшĕн
Таврар тăшмана,
Манми Тевенешшĕн
Кисретĕпĕр ăна…
Йăтар хĕç-пăшал та
Каяр кантура:
Çĕмрер, салатар та
Çунтарăпăр ăна.
Пур халăх инкекĕ
Кĕллентĕр вутпа,
Пурмисĕ, тиекĕ
Тĕп пулĕç унтах…
Пире кура тăрĕç
Ытти ял-йышсем:
Хĕçпе пăшал тытĕç
Асап тÿснисем.
Хресчен, чухăн халăх, —
Эс çеç ман хаваллăх…
Çĕклен вут хÿме пек, —
Хăвна хĕçпе вит!
Ан пулччăр пирте тек
Сутник, Алапит…
Кам савăннă, кулнă
Кантур хÿттинче,
Ун пек çынсен пуçĕ —
Шалча тăрринче!
Ватар кантура та,
Унтан — малалла!..
Унта та, кунта та
Çĕклер халăха…
Кăвак утаман хĕрсе, талхăрса
Пуху çийĕнче çаврать çĕлĕкне,
Çÿçне-сухалне аркатса ярса,
Хĕрÿ сассипе чĕтретет пÿрте.
Пуху шарламасть,
Никам хускалмасть.
— Мĕскершĕн шăпах? Е çук-тăр сăмах?
Е ыр утаман сире улталать?!
Вăл халăхшăн çех чĕрипе çунать!
Тимлешĕр! — терĕ Чакка хыттăнах.
— Çук, ара, Чакка, — чăнни вăл чăнах,
Тĕрĕс пĕтĕмпех Пахом калани…
Анчах… ну… пăртак… хăрамалларах.
Хăруш çав… пăлхав! — тет Ериле мучи.
Чакка
Мĕнтен хăрама?.. Мĕн чĕтремелли?
Çитет пуççапса чуниллисене!
Мĕн чухлĕ йăваш — хĕнрех тÿсмелли…
Çăлатпăр, халăх, Тевенеш пуçне!
Пахом
Каятпăр çăлма! Пурте — ман хыçран!
Ан манăр — эп кам? Петĕр патшаран.
Нимле улпута, нимле пуçлăха
Пире ыр патша хĕрхенме хушман…
Ериле
Çынна çăлас-тăк пăлхав тумалла,
Анчах, утаман, мĕскер курмалла?!.
Аван астăвап пăлхавăр кунне:
Ай-вай çунтарчĕç кайран хамрăнне!
Малтан чăнахах, мĕнпур улпута —
Алла лекнине чĕррĕн вĕçертмен.
Кайран ун пирки шăварчĕç юнпа!
Çунтарчĕç — вилĕм!.. Тек кунçул кĕтмен…
Майра патша хăй салтаксем ярса
Тустарчĕ, вĕтрĕ пĕтĕм ялсене:
Хирте, ялсерен вуншар çын çакса,
Пур пек арçынна пĕтерчĕç хĕртсе…
Пăлхав тапратсан, каллех кĕт çавна:
Ырри курăнмасть, пĕтетпĕр кăна!
Чакка
Кун пек пурнăçра — куççуль кăна пух!
Капла тÿсиччен — хăватлăн вилес…
Ашра чĕрĕ вăй хĕрсе тăнă чух
Мĕскершĕн путек пек имшеррĕн пĕтес?!
Пурмис патакне пĕрре курнăскер,
Нихçан та урăх ахаль парнас çук,
Çук, çук, пурнăç мар, — асап та тискер!
Вăрçас та пĕтес луччĕ кун пек чух.
Ял-йышăм, шутла: мĕскершĕн мана,
Ман урлă — çынна тĕп турĕç капла?!
Ериле
Чакка! Эх, шăллăм, пĕлетпĕр хĕнне:
Пуçна хума та сана вырăн çук!
Тивме юраман çав выçлăх пупне;
Мăшкăл та пулсан, тÿсмеллех ку чух.
Хырçу-марçуна çывхартнă пулсан,
Леш пуп таврашне тĕкĕнмен пулсан,
Çаплах тĕп туса хумастчĕç сана…
Мĕнле-ха çăлас ĕнтĕ пурнăçна?!
Чакка
Сĕлĕх пек пупа чĕррĕн чăтаймасп,
Нимле пуçлăха текех пуç таймасп.
Çавсем пиркиех тухрăм çынлăхран.
Мĕншĕн? — Тасаран! Çитмен пурнăçран!
Кĕшĕл хусканать тăп тăнă пуху,
Кĕрлет пĕр самант — шăв-шав, калаçу:
1-мĕш сасă
Асап та мăшкăл! Мĕскер ырри пур?
Чăнах та, Чакка!.. Эс тĕрĕс… маттур!
2-мĕш сасă
Никам мар, пĕр çав Алапит шампи
Хупларĕ ăна… ну, тулчĕ шалчи!
3-мĕш сасă
Кам çирĕ тата Тевенеш пуçне?
Çав çын шайккиех… Вилĕм вĕсене!
2-мĕш сасă
Халь пĕтнĕ ĕнтĕ, чĕрлеймĕç текех.
3-мĕш сасă
Текей кам тата? Ăна та кирлех!
Юксар
Текей — алри йытă. Лешсемччĕ пире…
Чирке каймасан, хĕрес çакмасан,
Икон лартмасан та ан сÿччĕр тире.
Пурнасчĕ пирĕн, хамăр пек, аван…
Каяр ак халех, мĕнпур халăхпа
Малтан кантура пырса çĕмĕрер.
Унтан ăс парар антăхнă пупа…
Ан килччĕр яла… лайăх вĕрентер!
Янрать, çуйăхать, хумханать пуху.
Пăш-пăш калаçу, унтах кăшкăру:
— Чăнах, ĕмĕрне ĕçлен, тăрмашан, —
Пĕр пусăн пухса харама паран!..
— Чакка чăн калать: вăй пур, мĕн хăрас?
Çĕмрес кантура!!! — теççĕ ик-виç сас.
Хăш-хăш, çакăнтах шанусăр куçпа
Йăпăш пăхкалаççĕ хусахсем çине.
Пахом утаман пăлханчăк сăнпа
Тăрать сак çинче, тăнлать сассене.
Ериле
Чăнни вăл чăнах. Анчах, этсемри,
Пăлхав хыççăнах, асту, мĕн курас?!.
Эсир, çамрăксем, ытла та вĕри, —
Ват çын канашне хуть кăшт йышăнас!
Пахом
Асту эс, супнă, пурмис майлă-и?
Мĕскершĕн текех пăсан халăха?!.
Ериле
Пахом! Эх, Чакка! Пулмасть лайăххи…
Эп сирĕн майлах, пĕлетĕр мана…
Сассем
— Ериле суймасть: ыррине ан кĕт!
Пăлхав кăларма пирĕн вăй çук вĕт!
— Ватти вăл курнă — тÿснĕ, ачасем:
Пушшех хĕн пулать, — теççĕ ват çынсем.
— Пахом, сан аван: сана тытас çук;
Паян эс кунта, ыран ак таçта!
Пире вĕт мăйкăч ун пек пăлхав чух:
Киле пăрахса тарма çук ниçта!
Çампа та пире сирĕн сăмахсем
Юравсăр вĕсем, — теççĕ теприсем.
Пахомка старик пуçлать шăртланма.
Калать вăл тимлĕн, сăнне чалхăртса:
— Пĕтет Тевенеш! Ăна хăтарма
Кирлĕ мар эппин?!. Çăлмаллах кайса!
— Хăратпăр, шиклĕ, — теççĕ ваттисем.
— Эпир санпала! — теççĕ çамрăксем.
— Каятпăр халех! — терĕ утаман,
Анать кĕрст! сиксе лутра сак çинчен.
— Тавайăр лавсем! Ан юлăр манран! —
Тесе вăл тухать хурал пÿртĕнчен.
Ун хыççăн кашах мĕнпур хусахсем,
Ялти халăхран та — нумай çамрăксем
Тухаççĕ хăвăрт. Кÿреççĕ лавсем.
Пăшал, сенĕксем пухаççĕ вĕсем…
Пуху пĕр тапхăр сĕнкет, — шăпăртах.
Ак Чакка тăрать Пахом вырăнне.
Çĕклет аллине — каласшăн сăмах,
Анчах пÿлĕнет ăш-чик кÿтнипе.
Ериле
Чакка! Юн тăкмах сирĕн юраман,
Çитетчĕ пăртак хăратнă пулсан…
Куштан та пулсан — вĕсем хамрăннах…
Улпут-мĕн пулсан, юратчĕ кăнтмах.
Чакка
Пĕлсе эс пуплеш:
Ăçта Тевенеш?!.
Кала-ха татсах эс — камччĕ вăл саншăн?
Санран та хисеплĕ ĕçчен чăвашах!
Ак эп те паян ылханлă таркăн!
Мĕн-ма, кам пирки пĕтетпĕр каплах?..
Сире ку паллă:
Вĕсем пит ылханлă…
Çавсем-çке, чунилмĕш кантур ячĕпе,
Усал кашкăрсем пек кышлатчĕç пире;
Тире сÿме хатĕр чинавниксенне
Кушак пек çуллатчĕç алли-урине…
Ан пулччăр ун пек улпут йыттисем!
Вилме! Вилĕмех тивĕçлĕ вĕсем!..
Мĕн кирлĕ — вăл пулчĕ:
Тăшман шалчи тулчĕ!..
Халь çеç юхнă юн
Никам пуçне мар вăл, — хуплатăр мана!
Таса, таса мар-и ман хĕмлĕ чĕрем —
Хăех пĕлсе татĕ тăн-пуçлă этем.
Энтри
Ериле пичче çилле çеç сирет!
Чакка, эс тĕрĕс. Çамрăксем сан май.
Кантурпа чиркÿ сĕвеççĕ тире…
Тĕп пулччăр вĕсем. Çĕмретпĕр, тавай!
Мики
Эпир вăйсăр мар, туссем-юлташсем!
Каятпăр, чăнах, Пахомпа пĕрле.
Чĕтреччĕр ирсĕр çĕлен-калтасем!
Ĕнтер вĕсене аçа-çиçĕмле…
Ак çак самантрах алăк уçăлать,
Кĕрет пĕр хусах, кăшкăрса калать:
— Часрах тух, Чакка…
Час, час!.. Каймалла!
Чакка тытăнмасть — сикет тулалла.
Пăлхав
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Вĕçе-вĕçĕн лав, пĕр-икĕ çĕр çын
Çил-тăвăл пек çитрĕç кантур салине.
Сала хушши шăп. Нимле пуçлăх-чин
Сисмен-ха кунта тăвăл тухнине.
Тулта шатăр сивĕ. Пăспа палкакан
Шап-шурă пас тытнă çынсем, лашасем
Кантур умнелле чарăнса тăрсан,
Кунта та хусканчĕç тÿлек урамсем.
Шăв-шав сасăпа кĕтмен çĕртенех
Чупа-чупа тухнă Сала çыннисем,
Малтан, ăнланмасăр, шикленнĕ пекрех
Сĕнксе пăхса тăчĕç, тăчĕç тĕлĕнсе.
Пăлхавăрлă халăх кантур хапхине
Хирсе те ватса ишнине курсан,
Ку ял çыннисем те пăлхав хушшине
Хавас кĕрсе кайрĕç, ĕçе ăнланса.
Лавруш чĕнсе пухнă маттур çамрăксем
Çĕмреççĕ тиекĕн пуян кил-çуртне;
Чупаççĕ, шавлаççĕ, ишеççĕ вĕсем —
Шыраççĕ мĕнпур пек хĕсмет таврашне.
Анчах тупаймарĕç мăн пуçлăхсене.
Пурмиспа тиекĕ кантур ĕçĕпе
Енер тухса кайнă уес хулине.
Кайман-тăк, пĕтетчĕç хусах хĕçĕпе.
Лутра йывăç çуртăн чартакĕ çинче
Ик стражник-хуралçă çакланчĕ алла,
Шăртланнă, çиллеслĕ çынсен аллинче
Вĕсем таткаланчĕç унта-кунталла.
Чакка чупса пычĕ тĕрме патнелле.
Çăласшăн часрах вăл ват Тевенеше.
Курать, ак, кунта та, вăл çитнĕ тĕле
Иваш илсе çитнĕ эшкер хĕвĕшет.
Йÿç шăршăллă, тĕттĕм кив касаматран
Кăларчĕç пĕр ушкăн имшернĕ çынна.
Анчах Тевенеш çеç тухмарĕ кунтан, —
Уес хулинех-мĕн ăсатнă ăна.
— Мĕскершĕн тертлентĕр? — тĕпчерĕ Чакка.
«Пире — куланайшăн… — пĕлтерчĕ пĕри, —
Çаратрĕç, хĕнерĕç, — хăварчĕç çукка…»
«Мана — тÿр сăмахшăн… — каларĕ тепри. —
Пускил çыннине стражник вĕтнĕ чух
Кăштах хута кĕтĕм, хĕнеме чарса.
Ак çавăншăн хупрĕç… Тÿсме — ай турух!
Улт-çичĕ çын вилчĕ выçса, пăчăхса.
Кил-йыш шăнăçмалăх усал ÿплере —
Сÿслентĕмĕр тĕппĕн хĕрĕх çын таран:
Выртма, ни ларма çук пĕчик пÿлĕмре!
Рехмет сире, çăлтăр пире тамăкран!..»
Кĕтмен самантрах усал касмăкран
Тухса ирĕкленнĕ, çĕкленнĕ çынсем
Куççуль витĕр кулнă, ăш-чик тулнăран.
Кашни хĕпĕртенĕ пĕр вĕçсĕр вĕсем…
Чакка тухса тăчĕ пуху умнелле.
Алсаллă, тĕреклĕ кервен аллине
Вăраххăн сулларĕ, çĕклерĕ çÿле, —
Кăшт кĕтрĕ çынсем лăпланассине.
— Мучейсем!.. Пиччесем!..
Чăвашсем,
вырăссем,
тутарсем! —
Пуçлать вăл хуллен, васкамасăр. —
…Паллах, тÿр çинчен, тасаран,
Чура çыннилле, лăш курмасăр
Эпир тертленетпĕр паян…
Илемлĕ те аслă тĕнче.
Çуралнă çĕршыв чĕрçинче
Пуриншĕн те çитĕччĕ ыррăн
Йăва çавăрса пурăнма,
Пуриншĕн те çитĕччĕ вырăн
Ÿссе сарăлма, савăнма…
Тем пек пурăнасчĕ йĕркеллĕн
Тăван кил-çуртра çемьепе.
Тем пек пурăнасчĕ илемлĕн —
Çынна тивми мирлĕ ĕçпе…
Анчах пире пурнăç памаççĕ, —
Памаççĕ кал-кал сывлама.
Пур-çук пурлăха та туртаççĕ
Хăйсен кĕсйине тултарма…
Эпир — вăрă мар, тÿрĕ чунлă,
Йăваш, ыр чĕреллĕ çынсем.
Йăваш та, анчах вĕри юнлă, —
Хурра юратман хресченсем…
Камран-ха тÿсетпĕр хĕн-хур?
Камсем хĕстереççĕ пире?
Çиет пире чĕррĕн кантур, —
Пур пуçлăх, помещик, тÿре;
Пупсем те хырмашкăн маттур!..
Кантур — тăранми ĕмĕр выçă:
Пĕрре парса татнă çинчен —
Шырать вăл ик-виçĕ хут хырçă.
Пур влаç пирĕн пурнăç çинче —
Этем тÿсейми çĕрĕк шыçă…
Çавсем, хăйсемех шутласа,
Хыраççĕ пиртен тĕрлĕ парăм;
Рекрут ячĕпе хăратса
Сĕвеççĕ тире çич хутшарăн.
Мĕскер çак кунтан
Лайăхне кĕтмелли?
Каплах пуç тайсан —
Мăшкăлта пĕтмелли!..
— Ну, шăллăм, чăнах,
Каларăн пире эс ăшри шухăшах.
Тÿле те тÿле тек, — çавах кÿпкĕ çи!
Мĕскершĕн ку?! — терĕ пĕр ватă мучи.
Каларĕ вăл лăпкă, анчах кÿренсе,
Шĕврек шур сухалĕ вĕçне чĕтретсе.
Пĕри те теприйĕ пуçлать калама:
— Чакка чăн калать…
— Чĕре тĕпĕнчи йÿçек туйăма
Уçса вăл парать…
Çынсем йышлăланчĕç.
Шăв-шав та вăйланчĕ.
Чакка тавралла хĕвĕшет пуху.
Ÿсет ун кĕрлевĕ тĕпрен çĕкленсе.
Сассем илтĕнеççĕ: — Чакка, эсĕ ху
Мĕскер-ха тăвасшăн? Кала вĕрентсе!
— Кала эс: май пур-и, юратнă тăван,
Çак вĕçсĕр асаплă кунран хăтăлма?..
— Калаччĕ: мĕскер-ха тăвас паянтан?
Вăй-халăмăр пур-и хĕне аркатма?..
Чакка тытăнмарĕ,
Хăюллăн каларĕ:
— Вăй пур пирĕн. Пур вăй… Ку вăй — халăхра.
Пур халăх тăрсассăн — сăрта салатать.
Ишет чул сăрта вăл — сирет пусмăра…
Пахом — Пăкачавăн чи çывăх çынни.
Паллашăр унпа ак, ăна курманни…
Пăлхав хĕмĕ хыпнă çынсем хушшипе
Пахом пырса кĕчĕ пуху варрине,
Кăвак сухалне кăшт шăлса аллипе,
Хуллен пуç таять вăл тăватă енне.
Шăпланнă пуху ак кĕрлерĕ каллех:
— Чакка та, Пахом та — маттур утаман.
Эсир мĕн хушатăр — тăватпăр халех…
Мĕнтен тытăнас халь? Вĕрентĕр малтан.
Пуху шавĕ ÿсрĕ… Йăслав вăхăтра
Чакка Пахомпа канашланчĕ хуллен.
Унтан кăшкăрать вăл:
— Тискер кантура
Халех кĕллентерĕр пĕр çÿп юлмиччен…
Вара ыткăнатпăр уес хулине.
Ăна йышăнатпăр влаçсем сисиччен.
Тытатпăр, хупатпăр выç пуçлăхсене.
Влаçа йĕркелетпĕр аван çынсенчен…
Пире курса тухĕç — ялсем, вулăссем,
Çĕкленĕç талккишпе ытти уессем…
Эпир, тăвансем, патшалăха мар, —
Эпир пĕтересшĕн улпут таврашне.
Улпут, пур чиновник — çавсем-çке начăр.
Патши хăй пĕлмест-тĕр вĕсен ирсĕрне.
Пахом
Кам ирĕкшĕн, — тухăр!
Халех ялсенчен
Пăшал, сăнă, ухă
Тукшан е кистен, —
Мĕн пур, йăлтах пухăр…
Систерĕр пурне те, —
Пулар йышлăнрах.
Мĕн кирлĕ — илер те
Каяр хăвăртрах!…
Тĕрме çурчĕ шăппăн пуçлать ялкăшма,
Çăра хура тĕтĕм палкать çÿлелле.
Ытти çуртсене те тĕртсе çунтарма
Ут-улăм йăтаççĕ çĕклемĕпеле.
Капмар кантур çурчĕн тулаш енĕпе
Сăр тĕтĕм капан пек ÿссе хăпарсан,
Çынсем çулăм хыинă вĕри чĕрепе
Унта-кунталла чупма пуçласан,
Пахом алă сулчĕ:
«Вĕç хĕрлĕ автан!..»
Ун кăмăлĕ тулчĕ —
Ĕçсем ăннăран.
Пушар асса кайрĕ. Ылханлă кантур
Хура тĕтĕмпе, çулăмпа хупланать.
Çуртсем çумĕнчи ирĕлен кĕрĕт-юр,
Сар шыв пулса, хăвăрт юхма тытăнать..
Картишĕнчи халăх тухать урама.
Йĕркесĕр кĕрленĕ эшкер умĕнче
Пахомка каларĕ хĕрÿллĕ сăмах.
Сăмахĕ янрать ун кĕрлев хушшинче
— …Каятпăр… ан юлăр…
Туссем, малалла!..
Хула — ыран пултăр
Пирĕн алăра!
Вĕçлерĕ вăл хăйĕн хĕрÿ сăмахне.
Ун хулăм сассийĕ вĕри хăватпа
Хăюлăх, хастарлăх парать çынсене.
— Пыратпăр! — тет халăх хаяр сасăпа
Вĕсем тухса кайрĕç уес хулнне
Лавпа та, çуран та — ик-виç ушкăнпа.
Малта — хусахсем… Хавшак çынсене
Вĕсем ăшăтаççĕ ăшри кăварпа.
Пĕр ушкăнĕ пычĕ тÿртен çулпала.
Ик ушкăн — тавраллăн, ик айăк енчен.
Хула патне çитрĕç кăвак шуçăмла,
Хула çинчен ыйхă витти сирличчен.
Пахом та, Чакка та тăман шутласа —
Хула хапхинче çак сивĕ каçсем
Мĕн чул та пулсассăн хурал тăрасса.
«Çитетпĕр — кĕретпĕр», — шутланă вĕсем.
Умра ак хула… Малти евчĕсем
Хапха хÿми умĕ патне çитсенех,
Сасартăк кĕрлерĕç пăшал сассисем.
Кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланчĕ хĕрсех.
Сутуç-алăстаçă, хĕсмст çыннисем,
Хула гарнизонĕн ват салтакĕсем
Пăлхавçăсен «çарĕ» пынине пĕлсе,
Кунта çĕрĕпех-мĕн сыхланă кĕтсе.
Хытах сехĕрленнĕ хурал çынниссм
Таттисĕр переççĕ хÿме хыçĕнчен;
Йĕрсе юрласа пек, тăхлан пульăсем
Вĕçсе шăхăраççĕ пуçсем çийĕнчен.
Улт çичĕ çын вилмĕ, е хыт аманса
Ура çинчен ÿкрĕç пăлхавçăсенчен.
Лавсем ыткăнаççĕ калла çаврăнса.
Ик-виç лаши ÿкрĕ унтах, çул çинче.
Хăюллă та çирĕп, пуçтах арçынсем
Çуран юлса выртрĕç пĕр айлăм тĕле.
Вĕсем хирĕç пенĕ пăшал пулисем
Çиллессĕн ишлерĕç хапха еннелле.
Кĕме май çукахчĕ кунти хапхаран, —
Тепрер сехетрен çапăçу улшăнать.
Хула хыçнелли пĕр улах урамран
Чакка кĕртсе ячĕ хастар ушкăна.
Часах ак Лавруш та, пĕр паттăр йышпа,
Таçтан кĕрсе кайрĕ хула хушшине.
Вĕсем чупса çитрĕç. Пĕрлешнĕ вăйпа
Хыçран пырса çапрĕç хула хуралне.
Сасартăк шуйхалнă хуралçă-отряд
Чăл-пар тарса пĕтрĕ çÿп-çап арпалла.
Çапах вĕсем печĕç пĕчченнĕн, çăт-çат, —
Пере-пере чупрĕç унта-кунталла…
Уес хулинче
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Хĕвел тухас умĕн, тул çутăлнă чух,
Пăлхавçăсем илчĕç мĕнпур хулана.
Ниçта та никам хирĕç тăни çук.
Чинавниксем тарнă тÿлек вырăна.
Çемйи-мĕнĕпех пурте каçхинех
Пытаннă вĕсем мăнастир хÿтне;
Пăшал тытаканĕ кунта пĕтĕмпех
Тăрса халь вырнаçнă стена хыçсене.
Çар пуçпе исправник ăçтине пĕлсен,
Пăлхавçăсем пычĕç мăнастир патне.
Ăна хупăрларĕç вĕсем пур енчен,
Каçса кĕме тăчĕç стена картишне,
Анчах ĕç тухмарĕ кунта хăвăртах —
Çак çÿллĕ стена леш енне каçма:
Нумай манахсем те шалтан, кăшкăрсах,
Пуçларĕç вутпа та чулпа ывăтма…
Пăлхавçăсем чакрĕç, чакрĕç шăпланса,
Мăнастир тавра ункă пек тăрса.
«Кĕме май килмест-тĕк, шывсăр аптратса
Эпир çĕнтеретпĕр», — терĕç тарăхса.
Никам та пĕлмест-ха — епле, хăçанччен
Ку крепăç тавра вĕсен тăмалла?
Анчах тĕлĕнтерчĕ: пăлхавăр çинчен
Мĕнле, кам систернĕ пит хăвăрт капла?
Кайран кăна пĕлчĕç хула çыннинчен,
Тахçан тÿре пулнă пĕр ват старикрен:
Хăрушă пăлхавăр хускавĕ çинчен
Влаç пĕлнĕ иккен пĕр посыльнăйран.
Ĕнер каçпа çеç вăл, юланутпала
Çил-тăвăл пек хăвăрт вĕçсе çитнĕскер,
Пĕлтернĕ:
«…Пахомка килет кунталла.
Вĕсем каçхинех ак çитеççĕ, эхер!
Туссем манăн пĕтрĕç…
Кантура вут тĕртрĕç…
Хама тытасран
Хăтăлтăм аран…» —
Тесе пĕлтерет те посыльнăй унтах,
Сехри хăпса хыттăн ырса çитнĕскер,
Çĕре персе аннă пĕр ăнсăр пулсах.
Старик шучĕ тăрăх, кунти аслă влаç
Хăрушă пăлхавăр çинчен систерме
Çынсем те ăсатнă таçта тĕттĕм каç.
Анчах вăхăт мар-ха унтан шикленме.
Чакка хăйпе пухрĕ пĕр ушкăн маттур:
Энтри, Ятарин, Мики, Карачур, —
Эшкер вăйлă йĕкĕт — хаяррăн пырса,
Тĕрме хапхине тăкать аркатса.
Лумпа, чукмарпа та çапса е хирсе
Вĕсем уçса ячĕç мĕнпур алăка.
Пĕр пÿлĕм алăкне хирсе çĕмĕрсен,
Шăнках хытса тăчĕ хумханнă Чакка.
Унта, тумхахланнă урай варринче,
Тăрать чалхăрса шур пуçлă старик, —
Улт-çичĕ ĕшенчĕк хресчен хушшинче
Тăрать вăл хастарлăн — Тевенеш старик!
Чакка хăлаçланчĕ, ячĕ кăшкăрса:
— Мучей! Эс сывах-и? Эх, мучей! — тесе,
Хавассăн та шавлăн ыткăнса пырса,
Ăна ыталарĕ, йăтрĕ çĕклесе…
Часах чĕнеймерĕ тĕлĕннĕ старик.
Шывланчĕç ун ватă таса куçĕсем.
Вĕри туйăм тулчĕ, пăлханчĕ ăш-чик.
Çыхланчĕ чĕлхи те, чĕтреç аллисем.
Чакка
Мĕскершĕн чĕнместĕн? Мĕн пулчĕ, мучи?!
Е чул пек хытарчĕ сана çак тĕрме?
Ăнлан: пирĕнте халь чул тĕрме уççи.
Сире кăларатпăр паян ирĕке.
Хула пĕтĕмпех — пирĕн алăра.
Мĕнпур пуçлăхсем — хăйсем тыткăнра!
Тевенеш
Мĕнле килсе кĕтĕр? Мĕнле майпала
Çĕнтертĕр ылханлă вăя — усала?
Чакка
Эпир халь пит йышлăн. Вăй-хал пирĕн пур.
Çĕкленчĕ вуник ял. Кĕлленчĕ кантур…
Тевенеш
Кантура çунтартăр?! Ку питĕ аван!
Апла-тăк пăлхавăр тапранчĕ пулсан,
Мĕнпур вăйпала халь ăна сармалла.
Вăл сарăлтăр хăвăрт йĕри-тавралла.
Чакка
Шанатпăр ял хыççăн ялсем тăрасса,
Пăлхавăр пушарĕ таçтах сарласса.
Тевенеш
Шанни вăл — сахал. Ĕçне тумалла.
Йĕри-таврипех çынсем ямалла.
Ку юрĕ-ха, чим… Мĕнле ял-йышсем?
Мĕнле-ши сывлаççĕ ман тăлах чунсем?
Чакка
Ял-йышăмăр тĕрĕс. Нумайăшĕ манпа.
Çемйÿ те сывах-ха. Ăна Пахомпа
Парсаччĕ пăртакçă эпир çимелли.
Çемйÿшĕн лăплан эс: пулать мĕн кирли…
Эпир шикленсеччĕ, мучи, сан пирки.
Мĕнле шĕкĕлчерĕ тискер суд йĕрки?
Тевенеш
Кĕтмен курасса эп хĕвел çутине,
Çакса вĕлеретчĕç ыран-виçмине…
Чакка
Ну, çăлтăмăр… Куншăн эп питĕ хавас!
Лавсем пирĕн пур… Ыран е паян,
Пăртак каннă хыççăн, сана ăсатас…
Тевенеш
Киле? Уйăрасшăн мана хăвăртан?
Чакка
Киле çав, килне… Тата мĕн кĕтсе
Кунта пурăнасшăн?.. Кан, килне çитсе!
Тевенеш
Пур халăх пушарĕ ÿссе пынă чух
Çак пысăк ĕçрен эп тăрса юлас çук!..
Чакка
Мучей! Эсĕ ватă, ĕшеннĕ этем…
Тевенеш
Киле халь каймастăп… Эп тÿснĕ… тÿсем!
Ватса арпаштарнă тĕрме ăшĕнчен
Эшкерĕпе тухрĕç хăтăлнă çынсем, —
Чакка патне пычĕç, кашни хăйĕнчен
Тав турĕç, ал пачĕç, ыр сунчĕç вĕсем.
Тĕрме пушанать ак. Вилçурт ăшĕнчен
Çăра хура тĕтĕм тухать палкаса,
Усал хĕсĕк куç пек чÿречесенчен
Чĕлхе пек хĕлхем-вут сикет ялкăшса.
Ик кун иртсе кайрĕ. Пăлхав çыннисем
Тустарчĕç мĕнпур пек приказ-кантура,
Вĕсен пур ĕç хучĕ, ĕç кĕнекисем
Çĕклемĕ-çĕклемпе кĕлленчĕç вутра.
Нумай тупса уçрĕç эрех нÿхрепне,
Пайтах тупрĕç çимĕç, —пĕр пăшал складне.
Ĕçе-ĕçе çирĕç, тумланчĕç хăшсем, —
Ик кун иртнине те сисмерĕç вĕсем.
Пĕр-пĕр пуçлăхне хуть тупасчĕ тесе,
Хулипе ухтарчĕç, юлмарĕ пĕр кил…
Çар пуçĕн кил-çурчĕ выртать ишĕлсе,
Тĕк-çÿç вĕçтерет çеç унта сивĕ çил.
Анчах «çĕлен йышĕ» лекмерĕ алла.
Вĕсем тарса пĕтнĕ килтен вăхăтра.
Пĕр-икĕ тиек çеç, шĕшлек пулăлла,
Типпе тăрса юлнă трактирлĕ çуртра.
Çак икĕ çынтан ак пĕри — шырани,
Сала-ял тиекĕ, ĕçпе килнĕскер.
Кушлавăш этемĕ ăна, кам курни,
Пыра-пыра тапрĕ. Вăл пĕтрĕ имшер.
Пăлхавçăсен çарĕ хулана илсен,
Кунти вырăссем те çĕкленчĕç хастар.
Ремис-алăстаçă, пур чухăн мещен
Пăлхавçăсемпе пулчĕç пĕр кавар.
Хула патĕнчи улпут ялĕсем
Помещиксене тăкрĕç аркатса.
Пĕр харăс, çиллĕн хусканса вĕсем, —
Хула хушшине те пычĕç шавласа.
— Чăваш-и е вырăс — пирĕн пĕр тăшман:
Усал пуçлăхран тек тÿсетпĕр хĕн-хур…
Чиновник, улпут, чунилли-кантур
Тĕп пулччăр! — терĕç вĕсем пĕр чунтан.
Хула çыннисем те пĕр отряд туса,
Ăна валли пухрĕç тĕрлĕ хĕç-пăшал.
Бобров ятлă çивĕч, паттăр вырăса
Асли пек туса, — сунчĕç вăй-хавал…
Анчах та кунтах хăш-пĕр выçă куç —
Пĕлесшĕн пулмарĕç пăлхав сăлтавне.
«Купца ампарне çех çапса-ватса уç!
Çарат лайăх!» — терĕç вĕсем хăйсене.
Хăш-пĕр ĕçке ернĕ мещен-хĕсметсем
Текех ватма пăхрĕç эрех нÿхрепне.
Ăс-тăнлă та паттăр, маттур хусахсем
Тăтăш хуса ячĕç çав сĕлĕхсене.
Ирпе те, çĕрле те,
Сасартăк, темле те —
Пахомпа Чакка тек хăйсем пуçарса
Чул мăнастире пăхрĕç штурмласа,
Штурмпа ĕç ăнмарĕ —
Стена тайăлмарĕ…
Тĕреклĕ те çÿллĕ стена хыçĕнчен
Çĕршер кирпĕч, чул, вĕри сăмала,
Тăхлан, тимĕр — тем те вăрчĕç кашнинче
Пăлхавçăсен килчĕ ялан чакмалла.
Тăваттăмĕш кун вăл, Пахом — утаман
Канаш тума пухрĕ хăй тусĕсене.
Вĕсен кăмăл-шухăш сумне хакласан,
Каларĕ вăл хăйĕн тату сăмахне:
— Пĕчикçĕ пушарăн хăвачĕ сахал.
Ăна пур енне те вĕрсе сармалла.
Пăлхавăр вăйлантăр, вăл ÿстĕр кал-кал…
Ĕçе тума хăвăрт çынсем ямалла.
Йĕри-тавраллах та — уес тăрăхне
Халех тухса кайччăр хастарлă çынсем.
Хускатчăр унта хĕн-хур тĕнчине.
Çĕкленччĕр, пăлханччăр хĕнри чурасем!..
Пахом кăшт тăхтарĕ. Шутларĕ самант.
Чакка çинелле вăл пăхать тинкерсе:
— Чакка, эс пулатăн кунта утаман.
Пĕр пин çын ытла эс юлатăн илсе.
Ку «çар» сана халлĕх çитет сыхланма.
Вăл йыш ÿсмелле тек… ÿссех пымалла.
Анчах та ăна ан пар саланма…
Хисте çынсене тек, — çĕкле, хавхала.
Леш чул картишри çăхан ушкăнне
Сыхла куç илмесĕр, пĕр çын ан кăлар.
Çими вĕсен пулĕ… Шыв пĕтнĕ енне —
Часах парăнаççĕ. Унччен хураллар…
Вĕсем Хусанах, тен, çын янă пулсан,
Çапах пулăшу-мĕн халех çитес çук.
Пăлхавăр хăватлă ÿссе сарăлсан
Эпир, çар килсен те, пĕтместпĕр ун чух…
Эп хам халь каятăп пĕр çирĕм çынпа
Çавал çырми тăрăх, Хусан еннелле.
Лавруш та, Иваш та, Алтын та манпа
Тухса саланаççĕ тĕрлĕ çĕрелле… —
Чакка хирĕçмерĕ хăйне хушнипе.
Хĕрÿ сăмах пачĕ тĕреклĕн тăма.
Чиперрĕн тумланчĕ хула тумĕпе,
Урам тăрăх кайрĕ «çарне» астума.
Çÿрерĕ чылай вăл. Кашни эшкерте
Хăй уйăрса лартрĕ «есаулсене».
Арлан, Ухваниç, Бобров, Сементей —
Пулаççĕ ун хăйĕн алли вырăнне.
Ĕçрен пушансассăн Чакка, ырнăскер,
Çул май кĕрсе ларчĕ пĕр ват çын патне.
Çынни ку — Вершинин, тÿре пулнăскер.
Халь лăпкăн вĕçленĕ ватă кун-çулне.
Хăй тĕрĕс пирки вăл, тÿр чунлă пирки,
Питех килĕшмен-тĕр уес пуçлăхне, —
Ун пĕлĕш-таврашĕ, ĕçки-кĕреки
Нихçан йышăнман çак ват судьяна.
Кайран уес пуçĕ хăй савман çынна
Ĕçрен те кăларнă пĕр кăлтăк тупса;
Халь ĕçсĕр вăл ларнă. Çак тарăхăва
Вершинин ăшра çеç усранă тытса.
Кÿреннĕ Вершинин пăлхавçă ĕçне
Хăй май кăмăлланă, — анчах хутшăнман.
Çапах та пăлхавçă çынсем ыйтнине
Пĕлмиш пек пулса-мĕн хытса вăл тăман.
Калаçнă вăл тÿррĕи, çынна тиркемен,
Вĕрентнĕ, ăс панă, — тăман ютшăнса.
Чакка халь пырсан та, старик ерипен
Калаçрĕ унпа пит йĕркеллĕн ларса.
Сăмах-калаçу халь пырать уççăнрах.
Ик ÿсĕр тиеке вĕлерни çинчен.
Старик ыйтса пĕлчĕ. — Ку вăт уссăрах!
Мĕнех çав тиек?! — тет вăл хăй енчен.
Паллать вĕсене вăл, пурне те пĕлет.
Пĕрре анчах мар-мĕн вĕсем ун патне
Ĕçпе кĕрсе тухнă — çакна асилет;
Пĕлет ятсене те, пĕлет сăн-питне.
Уес çĕрĕнчи пур пурмис-тиеке
Хăй пилĕк пÿрни пек пĕлсе вăл тăрать,
Вĕсем туса тăнă киревсĕр йĕрке
Хресчен кăмăлне пăснине те чухлать.
— …Буравин, Налимов пăчланчĕç эппин, —
Пăчланчĕç хисепсĕр, тискер вилĕмпе!
Вĕсем пĕтнине эп пĕлейрĕм халь тин.
Анчах килĕшмест ку мана пĕтĕмпех.
Кунти, уесри, ват çăрттанĕсене
Çаклатнă пулсан вăт — юратчĕ, чăнах.
Тиек вăл тăвать пуçлăхсем хушнине,
Вăл пĕчĕкçĕ чин!.. — тет старик сулхăнрах.
Вершинин сăмахĕ Чаккашăн пачах
Кÿренчĕклĕ пулчĕ. Вăл хăвăрт тăрать:
— Эс ху та шур алă, — шур шăмă майлах!..
Чуну сан вĕсемшĕн йăшса макăрать.
Тиек тени пирĕншĕн — сĕлĕх вăл, çĕлен!
Пĕлетĕн-и эсĕ вĕсен сăхлăхне?
Чăваш юнне чĕррĕн ĕçеççĕ ÿтрен.
Туймаççĕ ĕç çынĕн вĕри куççульне…
Çÿлтен хушса çеç-и? Хăйсем те вĕсем
Этем тÿсми ирсĕр, ултавлă майпа
Хĕссе пуçтараççĕ суя хырçăсем.
Кÿпсе самăрлаççĕ пĕр пирĕн юнпа.
Çав кашкăрсене-и Шеллес?! — тет Чакка,
Хĕçпе сĕтел çийĕн кăшт шакка-шакка.
Старик типпĕн кулчĕ, çемçетрĕ сасса:
—Ой! Çук-çке!.. Ăнланччĕ, ăнлан эс мана.
Каласшăнччĕ эпĕ кăштах ăс парса.
Шеллессĕм ман çук! — тет вăл Чаккана. —
Тиек таврашсем халь улах ялсенче,
Паллах ĕнтĕ — путсĕр, ĕмĕтсĕр çăхан…
Чăваш евĕр тĕттĕм халăх хушшинче
Пушшех тем тума та вĕсемшĕн аван…
Пĕлетĕп нумай эп посад çыннине!
Чикме, Шупашкар е Васильсуртан —
Каять вăл чăваш е çармăс çĕрне.
Ĕçлет тиекре те… пĕр вунă çултан
Укçа пуçтарса вăл килет хулана;
Пăхатăн — тухать пуян купцана.
Леш, сирĕн тиекĕр, Налимов тени —
Чикме хулинчен вăл, пуян çын ачи.
Тăват çул вĕреннĕ, — пĕр çав çеç пĕлни.
Ун ашшĕ усламçă, макаçăн хуçи…
Чакка
Ав мĕншĕн усал вăл! Пуян çын ачи!..
Пуян чухăн çыннăн чунне ăнланмасть.
Ăна ахалех эс хĕрхентĕн, мучи.
Старик
Ман кăмăл çемçе-çке… Тиек пĕчĕк чун.
Асту, Пугачев та ун пек вĕт-шакка
Нихçан тĕкĕнмен-тĕр… Ку — тивĕçсĕр юн…
Тиек вăл — мăн вăкăр çумĕнчи така…
Чакка
Така? Пĕчĕк чун?!. Вĕсем хăйссне
Шуйттан пек тытаççĕ чăваш ялĕнче.
Илеççĕ выç çыннăн пĕртен татăкне.
Ăна эс курман-çке… Сан урăх тĕнче…
Старик
Ну, юрĕ… Калаччĕ, маттур утаман:
Ĕçсем ăнăçсассăн çаплах малалла,
Мĕскер-ха тăвасшăн эсир хăвартан?
Камран, мĕнле влаç туса лартмалла?
Чакка
Эпир пĕтеретпĕр усал чинсене.
Влаçа уйăратпăр аван çынсене.
Старик
Апла Пугачев пурăнать-ха, вилмен.
Хĕлхем кăларать вăл хресчен хушшинчен.
Чакка
Мĕнле Пугачев?.. Вăл — ырă патша!
Вăл çĕннĕ пулсан халь— пулмастчĕ нуша…
Пÿрте чупса кĕчĕ Бобров пĕр-пĕччен.
Калать васкаса вăл:
— Итле, утаман:
Халь çеç килсе çитрĕç кунти ялсенчен
Утпа та, çуран та — виççĕр çын таран.
Ăçта вырнаçмашкăн калас вĕсене?
Чакка шухăшларĕ те тимлĕн тăрса
Каларĕ:
— Вырнаçчăр Пасар урамне…
Унтан, старике ырлăх-сывлăх сунса,
Чакка кайма тухрĕ. Тухсан, урамра,
Арлан есаул ак таçтан кăшкăрать:
«Тăхта, утаман!.. Сăмах пур, ара…»
Чупсах пынăскер вăл хашкать те калать:
— Итле, утаманăм… Ман çар саланать…
Тури урамра тăракан ушкăнтан
Пĕр çирĕм çын юлчĕ… Ытти йăлт каять.
«Çитет пире!» теççĕ… Мĕскер тăвас ман?!
Чакка шарламарĕ. Утса та чупса
Васкарĕ çиллессĕн Тукас еннелле.
Ун хыççăн Арлан та, темскер ятлаçса,
Хашка-хашка чупрĕ çиле хирĕçле.
Çапăçу
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Хĕвел тухас умĕн, тул çутăлнă чух,
Пăлхавçăсем илчĕç мĕнпур хулана.
Ниçта та никам хирĕç тăни çук.
Чинавниксем тарнă тÿлек вырăна.
Çемйи-мĕнĕпех пурте каçхинех
Пытаннă вĕсем мăнастир хÿтне;
Пăшал тытаканĕ кунта пĕтĕмпех
Тăрса халь вырнаçнă стена хыçсене.
Çар пуçпе исправник ăçтине пĕлсен,
Пăлхавçăсем пычĕç мăнастир патне.
Ăна хупăрларĕç вĕсем пур енчен,
Каçса кĕме тăчĕç стена картишне,
Анчах ĕç тухмарĕ кунта хăвăртах —
Çак çÿллĕ стена леш енне каçма:
Нумай манахсем те шалтан, кăшкăрсах,
Пуçларĕç вутпа та чулпа ывăтма…
Пăлхавçăсем чакрĕç, чакрĕç шăпланса,
Мăнастир тавра ункă пек тăрса.
«Кĕме май килмест-тĕк, шывсăр аптратса
Эпир çĕнтеретпĕр», — терĕç тарăхса.
Никам та пĕлмест-ха — епле, хăçанччен
Ку крепăç тавра вĕсен тăмалла?
Анчах тĕлĕнтерчĕ: пăлхавăр çинчен
Мĕнле, кам систернĕ пит хăвăрт капла?
Кайран кăна пĕлчĕç хула çыннинчен,
Тахçан тÿре пулнă пĕр ват старикрен:
Хăрушă пăлхавăр хускавĕ çинчен
Влаç пĕлнĕ иккен пĕр посыльнăйран.
Ĕнер каçпа çеç вăл, юланутпала
Çил-тăвăл пек хăвăрт вĕçсе çитнĕскер,
Пĕлтернĕ:
«…Пахомка килет кунталла.
Вĕсем каçхинех ак çитеççĕ, эхер!
Туссем манăн пĕтрĕç…
Кантура вут тĕртрĕç…
Хама тытасран
Хăтăлтăм аран…» —
Тесе пĕлтерет те посыльнăй унтах,
Сехри хăпса хыттăн ырса çитнĕскер,
Çĕре персе аннă пĕр ăнсăр пулсах.
Старик шучĕ тăрăх, кунти аслă влаç
Хăрушă пăлхавăр çинчен систерме
Çынсем те ăсатнă таçта тĕттĕм каç.
Анчах вăхăт мар-ха унтан шикленме.
Чакка хăйпе пухрĕ пĕр ушкăн маттур:
Энтри, Ятарин, Мики, Карачур, —
Эшкер вăйлă йĕкĕт — хаяррăн пырса,
Тĕрме хапхине тăкать аркатса.
Лумпа, чукмарпа та çапса е хирсе
Вĕсем уçса ячĕç мĕнпур алăка.
Пĕр пÿлĕм алăкне хирсе çĕмĕрсен,
Шăнках хытса тăчĕ хумханнă Чакка.
Унта, тумхахланнă урай варринче,
Тăрать чалхăрса шур пуçлă старик, —
Улт-çичĕ ĕшенчĕк хресчен хушшинче
Тăрать вăл хастарлăн — Тевенеш старик!
Чакка хăлаçланчĕ, ячĕ кăшкăрса:
— Мучей! Эс сывах-и? Эх, мучей! — тесе,
Хавассăн та шавлăн ыткăнса пырса,
Ăна ыталарĕ, йăтрĕ çĕклесе…
Часах чĕнеймерĕ тĕлĕннĕ старик.
Шывланчĕç ун ватă таса куçĕсем.
Вĕри туйăм тулчĕ, пăлханчĕ ăш-чик.
Çыхланчĕ чĕлхи те, чĕтреç аллисем.
Чакка
Мĕскершĕн чĕнместĕн? Мĕн пулчĕ, мучи?!
Е чул пек хытарчĕ сана çак тĕрме?
Ăнлан: пирĕнте халь чул тĕрме уççи.
Сире кăларатпăр паян ирĕке.
Хула пĕтĕмпех — пирĕн алăра.
Мĕнпур пуçлăхсем — хăйсем тыткăнра!
Тевенеш
Мĕнле килсе кĕтĕр? Мĕнле майпала
Çĕнтертĕр ылханлă вăя — усала?
Чакка
Эпир халь пит йышлăн. Вăй-хал пирĕн пур.
Çĕкленчĕ вуник ял. Кĕлленчĕ кантур…
Тевенеш
Кантура çунтартăр?! Ку питĕ аван!
Апла-тăк пăлхавăр тапранчĕ пулсан,
Мĕнпур вăйпала халь ăна сармалла.
Вăл сарăлтăр хăвăрт йĕри-тавралла.
Чакка
Шанатпăр ял хыççăн ялсем тăрасса,
Пăлхавăр пушарĕ таçтах сарласса.
Тевенеш
Шанни вăл — сахал. Ĕçне тумалла.
Йĕри-таврипех çынсем ямалла.
Ку юрĕ-ха, чим… Мĕнле ял-йышсем?
Мĕнле-ши сывлаççĕ ман тăлах чунсем?
Чакка
Ял-йышăмăр тĕрĕс. Нумайăшĕ манпа.
Çемйÿ те сывах-ха. Ăна Пахомпа
Парсаччĕ пăртакçă эпир çимелли.
Çемйÿшĕн лăплан эс: пулать мĕн кирли…
Эпир шикленсеччĕ, мучи, сан пирки.
Мĕнле шĕкĕлчерĕ тискер суд йĕрки?
Тевенеш
Кĕтмен курасса эп хĕвел çутине,
Çакса вĕлеретчĕç ыран-виçмине…
Чакка
Ну, çăлтăмăр… Куншăн эп питĕ хавас!
Лавсем пирĕн пур… Ыран е паян,
Пăртак каннă хыççăн, сана ăсатас…
Тевенеш
Киле? Уйăрасшăн мана хăвăртан?
Чакка
Киле çав, килне… Тата мĕн кĕтсе
Кунта пурăнасшăн?.. Кан, килне çитсе!
Тевенеш
Пур халăх пушарĕ ÿссе пынă чух
Çак пысăк ĕçрен эп тăрса юлас çук!..
Чакка
Мучей! Эсĕ ватă, ĕшеннĕ этем…
Тевенеш
Киле халь каймастăп… Эп тÿснĕ… тÿсем!
Ватса арпаштарнă тĕрме ăшĕнчен
Эшкерĕпе тухрĕç хăтăлнă çынсем, —
Чакка патне пычĕç, кашни хăйĕнчен
Тав турĕç, ал пачĕç, ыр сунчĕç вĕсем.
Тĕрме пушанать ак. Вилçурт ăшĕнчен
Çăра хура тĕтĕм тухать палкаса,
Усал хĕсĕк куç пек чÿречесенчен
Чĕлхе пек хĕлхем-вут сикет ялкăшса.
Ик кун иртсе кайрĕ. Пăлхав çыннисем
Тустарчĕç мĕнпур пек приказ-кантура,
Вĕсен пур ĕç хучĕ, ĕç кĕнекисем
Çĕклемĕ-çĕклемпе кĕлленчĕç вутра.
Нумай тупса уçрĕç эрех нÿхрепне,
Пайтах тупрĕç çимĕç, —пĕр пăшал складне.
Ĕçе-ĕçе çирĕç, тумланчĕç хăшсем, —
Ик кун иртнине те сисмерĕç вĕсем.
Пĕр-пĕр пуçлăхне хуть тупасчĕ тесе,
Хулипе ухтарчĕç, юлмарĕ пĕр кил…
Çар пуçĕн кил-çурчĕ выртать ишĕлсе,
Тĕк-çÿç вĕçтерет çеç унта сивĕ çил.
Анчах «çĕлен йышĕ» лекмерĕ алла.
Вĕсем тарса пĕтнĕ килтен вăхăтра.
Пĕр-икĕ тиек çеç, шĕшлек пулăлла,
Типпе тăрса юлнă трактирлĕ çуртра.
Çак икĕ çынтан ак пĕри — шырани,
Сала-ял тиекĕ, ĕçпе килнĕскер.
Кушлавăш этемĕ ăна, кам курни,
Пыра-пыра тапрĕ. Вăл пĕтрĕ имшер.
Пăлхавçăсен çарĕ хулана илсен,
Кунти вырăссем те çĕкленчĕç хастар.
Ремис-алăстаçă, пур чухăн мещен
Пăлхавçăсемпе пулчĕç пĕр кавар.
Хула патĕнчи улпут ялĕсем
Помещиксене тăкрĕç аркатса.
Пĕр харăс, çиллĕн хусканса вĕсем, —
Хула хушшине те пычĕç шавласа.
— Чăваш-и е вырăс — пирĕн пĕр тăшман:
Усал пуçлăхран тек тÿсетпĕр хĕн-хур…
Чиновник, улпут, чунилли-кантур
Тĕп пулччăр! — терĕç вĕсем пĕр чунтан.
Хула çыннисем те пĕр отряд туса,
Ăна валли пухрĕç тĕрлĕ хĕç-пăшал.
Бобров ятлă çивĕч, паттăр вырăса
Асли пек туса, — сунчĕç вăй-хавал…
Анчах та кунтах хăш-пĕр выçă куç —
Пĕлесшĕн пулмарĕç пăлхав сăлтавне.
«Купца ампарне çех çапса-ватса уç!
Çарат лайăх!» — терĕç вĕсем хăйсене.
Хăш-пĕр ĕçке ернĕ мещен-хĕсметсем
Текех ватма пăхрĕç эрех нÿхрепне.
Ăс-тăнлă та паттăр, маттур хусахсем
Тăтăш хуса ячĕç çав сĕлĕхсене.
Ирпе те, çĕрле те,
Сасартăк, темле те —
Пахомпа Чакка тек хăйсем пуçарса
Чул мăнастире пăхрĕç штурмласа,
Штурмпа ĕç ăнмарĕ —
Стена тайăлмарĕ…
Тĕреклĕ те çÿллĕ стена хыçĕнчен
Çĕршер кирпĕч, чул, вĕри сăмала,
Тăхлан, тимĕр — тем те вăрчĕç кашнинче
Пăлхавçăсен килчĕ ялан чакмалла.
Тăваттăмĕш кун вăл, Пахом — утаман
Канаш тума пухрĕ хăй тусĕсене.
Вĕсен кăмăл-шухăш сумне хакласан,
Каларĕ вăл хăйĕн тату сăмахне:
— Пĕчикçĕ пушарăн хăвачĕ сахал.
Ăна пур енне те вĕрсе сармалла.
Пăлхавăр вăйлантăр, вăл ÿстĕр кал-кал…
Ĕçе тума хăвăрт çынсем ямалла.
Йĕри-тавраллах та — уес тăрăхне
Халех тухса кайччăр хастарлă çынсем.
Хускатчăр унта хĕн-хур тĕнчине.
Çĕкленччĕр, пăлханччăр хĕнри чурасем!..
Пахом кăшт тăхтарĕ. Шутларĕ самант.
Чакка çинелле вăл пăхать тинкерсе:
— Чакка, эс пулатăн кунта утаман.
Пĕр пин çын ытла эс юлатăн илсе.
Ку «çар» сана халлĕх çитет сыхланма.
Вăл йыш ÿсмелле тек… ÿссех пымалла.
Анчах та ăна ан пар саланма…
Хисте çынсене тек, — çĕкле, хавхала.
Леш чул картишри çăхан ушкăнне
Сыхла куç илмесĕр, пĕр çын ан кăлар.
Çими вĕсен пулĕ… Шыв пĕтнĕ енне —
Часах парăнаççĕ. Унччен хураллар…
Вĕсем Хусанах, тен, çын янă пулсан,
Çапах пулăшу-мĕн халех çитес çук.
Пăлхавăр хăватлă ÿссе сарăлсан
Эпир, çар килсен те, пĕтместпĕр ун чух…
Эп хам халь каятăп пĕр çирĕм çынпа
Çавал çырми тăрăх, Хусан еннелле.
Лавруш та, Иваш та, Алтын та манпа
Тухса саланаççĕ тĕрлĕ çĕрелле… —
Чакка хирĕçмерĕ хăйне хушнипе.
Хĕрÿ сăмах пачĕ тĕреклĕн тăма.
Чиперрĕн тумланчĕ хула тумĕпе,
Урам тăрăх кайрĕ «çарне» астума.
Çÿрерĕ чылай вăл. Кашни эшкерте
Хăй уйăрса лартрĕ «есаулсене».
Арлан, Ухваниç, Бобров, Сементей —
Пулаççĕ ун хăйĕн алли вырăнне.
Ĕçрен пушансассăн Чакка, ырнăскер,
Çул май кĕрсе ларчĕ пĕр ват çын патне.
Çынни ку — Вершинин, тÿре пулнăскер.
Халь лăпкăн вĕçленĕ ватă кун-çулне.
Хăй тĕрĕс пирки вăл, тÿр чунлă пирки,
Питех килĕшмен-тĕр уес пуçлăхне, —
Ун пĕлĕш-таврашĕ, ĕçки-кĕреки
Нихçан йышăнман çак ват судьяна.
Кайран уес пуçĕ хăй савман çынна
Ĕçрен те кăларнă пĕр кăлтăк тупса;
Халь ĕçсĕр вăл ларнă. Çак тарăхăва
Вершинин ăшра çеç усранă тытса.
Кÿреннĕ Вершинин пăлхавçă ĕçне
Хăй май кăмăлланă, — анчах хутшăнман.
Çапах та пăлхавçă çынсем ыйтнине
Пĕлмиш пек пулса-мĕн хытса вăл тăман.
Калаçнă вăл тÿррĕи, çынна тиркемен,
Вĕрентнĕ, ăс панă, — тăман ютшăнса.
Чакка халь пырсан та, старик ерипен
Калаçрĕ унпа пит йĕркеллĕн ларса.
Сăмах-калаçу халь пырать уççăнрах.
Ик ÿсĕр тиеке вĕлерни çинчен.
Старик ыйтса пĕлчĕ. — Ку вăт уссăрах!
Мĕнех çав тиек?! — тет вăл хăй енчен.
Паллать вĕсене вăл, пурне те пĕлет.
Пĕрре анчах мар-мĕн вĕсем ун патне
Ĕçпе кĕрсе тухнă — çакна асилет;
Пĕлет ятсене те, пĕлет сăн-питне.
Уес çĕрĕнчи пур пурмис-тиеке
Хăй пилĕк пÿрни пек пĕлсе вăл тăрать,
Вĕсем туса тăнă киревсĕр йĕрке
Хресчен кăмăлне пăснине те чухлать.
— …Буравин, Налимов пăчланчĕç эппин, —
Пăчланчĕç хисепсĕр, тискер вилĕмпе!
Вĕсем пĕтнине эп пĕлейрĕм халь тин.
Анчах килĕшмест ку мана пĕтĕмпех.
Кунти, уесри, ват çăрттанĕсене
Çаклатнă пулсан вăт — юратчĕ, чăнах.
Тиек вăл тăвать пуçлăхсем хушнине,
Вăл пĕчĕкçĕ чин!.. — тет старик сулхăнрах.
Вершинин сăмахĕ Чаккашăн пачах
Кÿренчĕклĕ пулчĕ. Вăл хăвăрт тăрать:
— Эс ху та шур алă, — шур шăмă майлах!..
Чуну сан вĕсемшĕн йăшса макăрать.
Тиек тени пирĕншĕн — сĕлĕх вăл, çĕлен!
Пĕлетĕн-и эсĕ вĕсен сăхлăхне?
Чăваш юнне чĕррĕн ĕçеççĕ ÿтрен.
Туймаççĕ ĕç çынĕн вĕри куççульне…
Çÿлтен хушса çеç-и? Хăйсем те вĕсем
Этем тÿсми ирсĕр, ултавлă майпа
Хĕссе пуçтараççĕ суя хырçăсем.
Кÿпсе самăрлаççĕ пĕр пирĕн юнпа.
Çав кашкăрсене-и Шеллес?! — тет Чакка,
Хĕçпе сĕтел çийĕн кăшт шакка-шакка.
Старик типпĕн кулчĕ, çемçетрĕ сасса:
—Ой! Çук-çке!.. Ăнланччĕ, ăнлан эс мана.
Каласшăнччĕ эпĕ кăштах ăс парса.
Шеллессĕм ман çук! — тет вăл Чаккана. —
Тиек таврашсем халь улах ялсенче,
Паллах ĕнтĕ — путсĕр, ĕмĕтсĕр çăхан…
Чăваш евĕр тĕттĕм халăх хушшинче
Пушшех тем тума та вĕсемшĕн аван…
Пĕлетĕп нумай эп посад çыннине!
Чикме, Шупашкар е Васильсуртан —
Каять вăл чăваш е çармăс çĕрне.
Ĕçлет тиекре те… пĕр вунă çултан
Укçа пуçтарса вăл килет хулана;
Пăхатăн — тухать пуян купцана.
Леш, сирĕн тиекĕр, Налимов тени —
Чикме хулинчен вăл, пуян çын ачи.
Тăват çул вĕреннĕ, — пĕр çав çеç пĕлни.
Ун ашшĕ усламçă, макаçăн хуçи…
Чакка
Ав мĕншĕн усал вăл! Пуян çын ачи!..
Пуян чухăн çыннăн чунне ăнланмасть.
Ăна ахалех эс хĕрхентĕн, мучи.
Старик
Ман кăмăл çемçе-çке… Тиек пĕчĕк чун.
Асту, Пугачев та ун пек вĕт-шакка
Нихçан тĕкĕнмен-тĕр… Ку — тивĕçсĕр юн…
Тиек вăл — мăн вăкăр çумĕнчи така…
Чакка
Така? Пĕчĕк чун?!. Вĕсем хăйссне
Шуйттан пек тытаççĕ чăваш ялĕнче.
Илеççĕ выç çыннăн пĕртен татăкне.
Ăна эс курман-çке… Сан урăх тĕнче…
Старик
Ну, юрĕ… Калаччĕ, маттур утаман:
Ĕçсем ăнăçсассăн çаплах малалла,
Мĕскер-ха тăвасшăн эсир хăвартан?
Камран, мĕнле влаç туса лартмалла?
Чакка
Эпир пĕтеретпĕр усал чинсене.
Влаçа уйăратпăр аван çынсене.
Старик
Апла Пугачев пурăнать-ха, вилмен.
Хĕлхем кăларать вăл хресчен хушшинчен.
Чакка
Мĕнле Пугачев?.. Вăл — ырă патша!
Вăл çĕннĕ пулсан халь— пулмастчĕ нуша…
Пÿрте чупса кĕчĕ Бобров пĕр-пĕччен.
Калать васкаса вăл:
— Итле, утаман:
Халь çеç килсе çитрĕç кунти ялсенчен
Утпа та, çуран та — виççĕр çын таран.
Ăçта вырнаçмашкăн калас вĕсене?
Чакка шухăшларĕ те тимлĕн тăрса
Каларĕ:
— Вырнаçчăр Пасар урамне…
Унтан, старике ырлăх-сывлăх сунса,
Чакка кайма тухрĕ. Тухсан, урамра,
Арлан есаул ак таçтан кăшкăрать:
«Тăхта, утаман!.. Сăмах пур, ара…»
Чупсах пынăскер вăл хашкать те калать:
— Итле, утаманăм… Ман çар саланать…
Тури урамра тăракан ушкăнтан
Пĕр çирĕм çын юлчĕ… Ытти йăлт каять.
«Çитет пире!» теççĕ… Мĕскер тăвас ман?!
Чакка шарламарĕ. Утса та чупса
Васкарĕ çиллессĕн Тукас еннелле.
Ун хыççăн Арлан та, темскер ятлаçса,
Хашка-хашка чупрĕ çиле хирĕçле.
Çапăçу
Пĕрре ирхине.
Тулта çил-тăман çавăрать.
Расправа-кантурĕн чăнккас тăррине
Хаяр çил тулать, тустарать.
Пĕр аслă, чипер пÿлĕмре
Чакка канаш уçрĕ васкав ыйтупа.
Кунта — тусĕсем ун пĕрле.
Шăв-шавлă хĕрÿ сасăпа
Вĕсем шут тăваççĕ
Юр-вар, çăкăр-çимĕç çинчен;
Вĕсем канашлаççĕ
Хĕç-пăшал тупассийĕ çинчен…
Умри ыйтусем татăлман-ха,
Пыраççĕ вĕсем сарăлса.
Çаплах ахăрать çил-тăман та,
Кĕрлет тип юра çавăрса…
Шап-шур йăсăрланчăк, лутра
урампа,
Тĕл-тĕл юр тултарнă, кĕрт хÿнĕ
çулпа
Çĕмрен йĕппи евĕр вĕçсе ту енчен
Пĕччен юланут килсе çитрĕ.
Чăнккас çурт умне çитейсен,
Яш çын ут çинчен çĕре сикрĕ.
Утне юпаран кăкарса,
Чупсах вăл кĕрет хапхаран.
Хуралçă-мужик кăшкăрса
Ăна чарма тăчĕ хыçран.
Яш çын тем каларĕ, — васкарĕ,
Чупсах кĕрсе кайрĕ пÿрте…
Чакка ăна час асăрхарĕ
Çынсем йышлăн ларнă çĕртех.
Пăхать сăнаса вăл —
Иваш хыпăнса кĕнине,
Курать ун пит-куçĕ çунса тăнине.
Темле тимĕр савăл
Çапăннă пек пулчĕ Иваш курăнни, —
Вăл хыттăн, васкавлăн, кĕскен
калани.
Иваш
Илемсĕр хыпар:
Хусан çулĕпе çывхарать утлă çар!..
Чакка
Хăвах-и эс куртăн? Ăçта, хăш тĕлте?..
Иваш
Инçе эпĕ пултăм — Пăлханнă çĕрте…
Эпир Пахомпа-çке… пулсаччĕ пĕрлех
Çак Хурăнлă çул — мăн çул хĕрринчех.
Кунтан хĕрĕх çухрăм кайсан, — пысăк ял.
Эпир çавăнтаччĕ… Çитрĕ утлă çар…
Отряд пысăк мар та… анчах хĕç-пăшал!
Ик-виç çĕр çын пулĕ, — унтан кая мар…
Çитейрĕç, — пуçланчĕ кĕç юнлă мунча!
Тапратрĕç — кам лекнĕ ăна хĕнеме.
Хăват çитеймерĕ тăрса çапăçма.
Аван-ха, май килчĕ ялтан сирпĕнме.
Чакка
Пахом хăй ăçта?
Иваш
Лерех… вăрманта…
Чакка
Килмест-им эппин?
Иваш
Хыçран вăл çапасшăн мĕнле те пулин…
Чакка
Мĕскер тума хушрĕ мана утаман?
Иваш
Вăю çитмесессĕн — тухан хуларан.
Çитес пек пулсан — хатĕрлен çапăçма.
Анчах вăхăт çук сÿтĕлме, çывăрма!
Чакка
Эх-хе, хĕç-нăшалччĕ! Пĕр-ик çĕр пăшал!
Пăшал — юрăхли ман питех те сахал…
Çавах, тăвансемĕр, хăрамалла мар.
Чăн ирĕк кун-çулшăн хастарлăн тăрар!
Ан манăр пĕри те: вĕри чун-чĕре
Темле пăшала та çĕнет тĕнчере!..
Иртет тавлашуллă кĕске калаçу.
Канаш татăлать: «Пĕчик хулара
Чипер çапăçма та, çĕнме те май çук.
Лекетпĕр таппа çеç, пĕтетпĕр вара!
Халех çывăхри вăрмана куçмалла.
Унта ак куратпăр: мĕскер тумалла?»
Хуларан хĕвеланăç енче
Çавал тăрăх ларнă юманлăх ращи.
Ращийĕ ку пысăк. Çырмалăхсенче
Хĕлле кунта çул та пулман ытлашши.
Пĕртен ансăр çул çеç раща варрипе
Кунтан иртсе тухнă Кушлавăш енне.
Хĕлле, хулăм кĕрĕт хĕвсе лартнипе,
Çав çулсăр ниçтан та йĕр çук ращине.
Пăлхавçăсен çарĕ, пин çурлă эшкер,
Кунта килсе çитрĕ çĕр аллă лавпа…
Ку çар, пĕр таттисĕр юхса тăнăскер,
Халь ĕнтĕ ÿсмен вăл, тек хухнă майпа…
Хресчен, ĕç чăвашĕ, хăйне хĕснине
Тÿсми тарăхса хыт пăлханнă часах;
Хаяррăн çĕкленнĕ вăл пусмăр çине.
Анчах çапăçмашкăн кайман аякках.
Паха пулнă уншăн çĕршывĕн чĕрçи;
Анчах тăван килĕ — пушшех пахарах.
Çемйи, хăй ял-йышĕ, кил-çурчĕ, пахчи
Ăна çыхса лартнă пин çыхăпалах.
Çав çыхă кăкарнă хресчен çыннисем
Нумай кайса пĕтрĕç пăлхав ĕçĕнчен.
Анчах халь кунта тăрса юлнисем
Пуçне хума хатĕр, — мăшкăл куриччен.
Çинçе, кукăр-макăр, йăштак çулпала
Пăлхавçăсен йышĕ инçе тăсăлса,
Шур уй тăрăх вăрăм, хура лентăлла
Лавпа та, çуран та шăвать васкаса.
Умра сĕнксе ларнă хура ращана
Чĕр лентăн хÿрийĕ кĕрсе те пĕтмен, —
Ик тупăран пенĕ кĕрлев таврана
Пит хыттăн янратрĕ хула хушшинчен.
Кисревлĕ мăн сасă хула халăхне
Систерчĕ — чарусăр пăлхав вырăна
Çÿлтен патша çарĕ килсе çитнине.
Мăнаç мăнастир те çапать мăн чана…
Чакка приказ пачĕ:
«Çитет! Чарăнар!
Пире кĕç хăвалĕç, — тарма юрамасть.
Тарсан — çул çинче йăлт аркатĕç чăл-пар!
Тăратпăр каçчен те, — унта куç курать…»
Чакка йĕркелерĕ шуйханнă йышне.
Пур пек лавсене вăл ярать хыçала;
Кам ухă-пăшаллă маттур çынсене
Тăратрĕ картипе, рет-ретĕн мала.
— Юр тарăн, путать вăл… Çуран е утпа
Пĕр çулсăр килмешкĕн кунта майĕ çук.
Пире хуса килĕç тÿрех çак çулпа,
Эпир çунтаратпăр вĕсем килнĕ чух.
Пире кунта лайăх: кашни йывăç — хÿт.
Кашни çын хăюллăн, хаяррăн тăрсан,
Нимле чунилли те тăваймĕ тек шÿт!
Кулмашкăн ан парăр ĕçчен халăхран.
Ан манăр пĕри те: пире çĕнтерсен —
Каллех кĕтет мăшкăл, асаплă кун-çул…
Тарма сăлтав çук! — тет Чакка чĕререн.
Вăл çивĕч те паттăр, вăл — çирĕп вутчуль.
Пăшаллă, çĕмренлĕ хастар арçынсем
Йĕркен тăрса тухрĕç вăрман хĕррипе,
Тукшан, сăнă, сенĕк, чукмар йăтнисем
Вырнаçрĕç çул тăрăх эшкер-эшкерпе.
Кашни юман, хурăн, ват йывăç вулли —
Вĕсемшĕн тĕреклĕ хÿтлев вырăнне,
Кашни сыв арçыннăн хĕрÿллĕ алли
Тытса хуçма хатĕр салтакăн хĕçне.
Нумай кĕттермерĕ хайхи утлă çар.
Хула хапхинчен ак тухать эскадрон.
Икшер юланутăн, вĕçе-вĕçĕн, кар
Тухать уттарса малти ушкăнĕ ун.
Пĕлмест-ха отряд ку — вăрман хĕрринче
Пăлхавçăсен çарĕ тăрать çапăçма,
Шутлать пуль — ăна вăл таçта, çул çинче,
Хуса çитсе тĕппĕн касса ваклама.
Малтан ерипен çеç уттарнă отряд,
Сĕвек тăвайккийĕ çине хăпарсан,
Командăпа харăс кăштах юрттарать,
Унтан сиккипех вăл вĕçтерчĕ туран…
Пырать эскадрон тăман кăларса.
Çитет, — инçе мар вăл раща хĕрринчен.
Чакка паллă пачĕ виç хут шăхăрса,
Вара персе ячĕ — малтан хăй пĕччен,
Унтан шатăртатрĕ пĕр ушкăн пăшал.
Шилерĕç, ÿлерĕç тăхлан пульăсем;
Икшер те виçшерĕн, касса сывлăша,
Йăмса вĕçсе кайрĕç çĕмрен йĕпписем.
Ик-виç салтак ÿкрĕ лаши çийĕнчен,
Ик-виç лаши, çÿллĕн чĕвен çĕкленсе,
Çĕре чикĕленчĕ отряд умĕнчен.
Такам кăшкăрашрĕ хыттăн, çилленсе.
Малти лашисем чакса кайнипе
Колонна сасартăк тăрать чыхăнса,
Хыçран çав-çавах та хирсе килнипе
Тăрать пĕр тĕле вăл, хăвăрт капланса.
Юхан пăр çыртан хирĕнсе тухнă пек,
Колонна çултан тăкăлать ик енне.
Нумай юланучĕ, çынни-лашипех,
Кĕре-кĕре ларчĕç юр кĕрчĕ çине.
Анчах тĕркешÿ ку пымасть нумая.
Сасартăк арканнă гусар йĕркисем,
Кăштах чаксан, кĕчĕç каллех пĕр шая.
Тăхтарĕç пăртак та чухларĕç вĕсем:
«Пăшаллă пăлхавçă питех йышлă мар.
Çулу-пăшалпа майлашса пересси
Ялти мужике вăл пит çăмăл та мар.
Çĕмрен йĕпписен — сайра лекесси…»
Умри офицер ак вăрçса кăшкăрать,
Хушать вăл васкавлăн сиксе ыткăнма.
Отряд хĕçсене кăларса сулкалать,
Пĕр харăс сикет — малалла сулăмпа.
Пĕр-ик самант çеç. Отряд — ращара.
Пырса вăркăнать вăл Чакка ушкăнне:
Тукшан, сенĕк тытнă çынсем хăвăртрах
Сике-сике тăчĕç çул икĕ енне.
Пуçланчĕ сасартăк тискер çапăçу:
Касаççĕ, чикеççĕ урсах пĕр-пĕрне.
Çул тăрăх пуçланнă хаяр тытăçу
Ÿссе кĕрсе кайрĕ вăрман хушшине.
Кунта кĕрт çинче, йывăçсен хÿттинче,
Чакка çар йышые çаврăнма майĕ пур.
Ыр утлă гусарĕ мужик умĕнче
Пăшалĕпе çеç тăрать халь маттур…
Старик Тевенеш тĕлĕнтерчĕ кунта:
Алла вăрăм сăнă тытса тухнăскер,
Пуçлать çапăçма вăл хăюллăн, малта.
Пит-куçĕ çунать ун, сăпачĕ — синкер.
Гусар-юланут таптама тытăнсан,
Вăл юс пек чăмать йывăçсем хыçне;
Салтак айăкран çаврăнса пырсан,
Кушак пек сикет хăй тăшманĕ çине.
Пĕр харсăр гусарĕ ăна, йĕрлесе,
Çырма кукрине хĕссе хупăрлать, —
Пĕтес пек старик ăна тĕллесе
Вăрать сăннипе те — гусар ывтăнать.
Васкать Тевенеш хĕвĕшÿ хушшине.
Курать вăл — умрах пĕр утлă капрал
Хуса çитсе касрĕ хула çыннине.
Старик чĕри çунчĕ, вĕрет ун вăй-хал.
Хăрушлăх, вилеслĕх-мĕнне те манса,
Сăнна тăсса, чупрĕ капрал патнелле.
Капралĕ, сасартăк утне çавăрса,
Сиктерчĕ кĕрт çийĕн старик çинелле.
Старик чакма тăчĕ. Пулмарĕ ун хÿт.
Хыçран хуса пынă уссиллĕ капрал
Пĕрре кăна печĕ. Çурăм çинчи ÿт
Пĕçерчĕ старикĕн… чĕтрет шур сухал,
Хуллен тĕршĕнет вăл, ÿкет юр çине.
«Пĕтерчĕç-ши?» — терĕ. Куçне чалхăртса
Пăхать пĕлĕт витнĕ вăрман тăррине.
Туять вăл ак — юнĕ юхать сăрхăнса.
Кĕскен сывласа туртăшса выртнă чух
Старик асилет ял-йышне, çемйине.
Асилчĕ унтах — Пăкачав вăрçи чух,
Хальхи пек, вăрçма халăхпа тухнине.
Ун чух парăнман вăл, алла та лекмен.
Ак халь те каплах пĕтессе пит кĕтмен…
Пĕр пысăк лаша кăкăртан таптасан,
Старик пĕлми пулчĕ… каять вăл ăнран.
Хаяррăн кĕрешрĕç Чакка çыннисем:
Пĕччен, иккĕн-виççĕн пĕрле тапăнса,
Гусарсене хирĕç çапăçрĕç вĕсем.
Нумайăшĕ ÿкрĕç хĕçпе касăлса…
Маттур Сементей, çапăçу вăйлă чух,
Кĕрешрĕ хĕрÿ вырăнта паттăрла,
Кунта кăшт тăма та, канма та май çук,
Пĕрне-пĕри каснă унта-кунталла.
Патвар, çамрăкскер, çынсем хушшипе
Вăр-вар чупкаланă, тĕрмешнĕ чухне,
Пырса перĕнет вăл гусар çурăмне.
Гусар çаврăнать те сулать хĕçĕпе.
Анчах хĕç лекмерĕ çак паттăр пуçне,
Ăна Сементей ÿпĕнтерчĕ хăйне.
Курмарĕ çак паттăр, — хĕрÿ тапхăрта
Пĕр вăрăм та самăр, хура офицер
Тĕллерĕ те печĕ ăна кăкăртан.
Ÿкет Сементей, чĕнеймерĕ нимскер…
Çаплах пĕтсе пычĕç хастар арçынсем:
Ÿкет Ухваниç те, Арлан, Карачур,
Сайралчĕç кĕреш пек кервен мужиксем.
Анчах çапăçмалăх çаплах-ха çын пур.
Хаяррăн кĕрешрĕç хула çыннисем.
Хăюллă Бобров тек хавхаланипе
Малта кăна пычĕç, чакмарĕç вĕсем…
Хыт çапăçрĕç, пĕтрĕç çынсем майĕпе.
Бобров ÿксе вилчĕ Чакка çумĕнчех.
Вăл ÿкрĕ вăраххăн, кĕтмен пульăпа.
Пĕрре кăшкăрайрĕ: — Çапăç виличчен!
Юнарĕ тăшман енне алăпа.
Чакка ак сывах-ха… Хăрах пиче ÿн,
Салтак хĕçĕ кăшт касса илнĕрен,
Юнпа вараланнă, — тумлать питрен юн.
Анчах ăна хăй туймасть хĕрнĕрен.
Юксар хыçĕнчен пĕр салтак-юланут
Кĕç-вĕç касас пек ыткăнса пынă чух
Чакка сăннипе сулса ячĕ пĕр хут, —
Салтак тĕшĕрлейчĕ, — сасси те ун çук!
Чупать ак Чакка хĕвĕшÿ варринче,
Кусать, кăлтăрмач пек, унта та кунта.
Сасси янăрать ун вăрман хушшинче.
Ăçта пит хăрушă — вăл çав вырăнта…
Хаяр çапăçу ак куçать çул çине.
Гусар йышĕ меллĕн чакать уялла.
Чакка, çĕнÿпе хавасланнă енне,
Пĕр ушкăн çынпа хирĕнет малалла.
Ак çак самантра салтаксен ретĕнчен
Сасартăк кĕрлерĕç пăшал сассисем:
Чылай çын тăкăнчĕ пăлхавçăсенчен.
Калла чакса тăчĕç чипер юлнисем.
Чакка ĕлкĕрменччĕ хÿтте пытанма, —
Ун сылтăм ури ерипен хуçланать.
Пикенчĕ утма вăл, ик-виççĕ пусма —
Унтах персе анчĕ… шăм-шакĕ шанать…
«Шăм хуçăлчĕ имĕш! Ура итлемест!..
Ах, мĕншĕн кĕтмерĕ тепрер çур сехет!
Çĕнеттĕмĕр!» — терĕ вăл хурлăн хăйне,
Унтан шăлне çыртрĕ, ăш çуннă енне.
Суранĕ кассах ыратма пуçласан,
Выртатчĕ вăл шăппăн, шăвма шутласа, —
Кĕçех илтсе кайрĕ таçтан, хыçалтан
Лаша урисем тапăртатнă сасса.
Унччен те пулмарĕ, курать — çулпала
Пĕр ушкăн çил-утлă отряд вирхĕнет!
Малта ав Пахом — хĕçне сулкалать
Ун хыççăн — Лавруш та, ытти те иртет…
Кар-кар! кăшкăрса та шăй-шай шăхăрса,
Вĕсем пырса çапрĕç гусар отрядне.
Чакка чăтаймарĕ, пуçне кăшт йăтса:
— Айта, лайăхрах! — терĕ вĕсене.
Хавшаннă, йыш чакнă хура эскадрон
Текех çапăçмарĕ, чакать уялла…
Пахомка отрячĕ тухмасть вăрмантан,
Пăхса çаврăнать çеç йĕри-тавралла;
Юнпа улаланнă, хĕрелнĕ раща
Хытах тĕлĕнтерчĕ хусах ушкăнне.
«Ой, тăкăннă, пĕтнĕ! Хăрушă мунча!
Ну, хирĕннĕ!..» терĕç çынсем пĕр-пĕрне.
Пахомка отрячĕ вăрман хушшинчен
Аманнă, суранлă çынсене пухса
Лавсем çине хучĕ. Кăпка юр çинчен
Имшер Чаккана та илеççĕ тупса.
Кăштах чĕмĕ юлнă, чун пур пеккине
Пурне те ăсатрĕç Кушлавăш ялне.
Ялта выртма шиклĕ аманнисене —
Пахом яма хушрĕ хăйсен тапăрне.
Унтах Тевенешĕн ÿтне те тупса
Ялне ăсатаççĕ, чыспа пытарма.
Туса пĕтермен-ха чи кирлĕ ĕçе, —
Пухаççĕ çĕрти пур пăшал-тимĕре.
Сив сывлăш кĕрлерĕ… ÿлерĕ…
Кĕçех Ум-хыçлăн шартлатрĕ ик пысăк йĕтре.
«Переççĕ… Тепрер хут килсе кĕриччен
Пире хăратасшăн йĕтре-çатрапа.
Анчах, хăйсен çурнă пуçне сипличчен
Инçех тухас çук-ха вĕсем ку йышпах…
Çапах та халь пирĕн кунтан каймалла.
Вĕсем пит те хăвăрт килсе çитнипе
Пăлхав сарлаймарĕ мĕнпур вăйпала…
Ну, чакăпăр!..» — терĕ Пахом çилĕпе.
Каçпа. Тĕксĕм сивĕ… Вăрман тĕлĕрет.
Хутран-ситрен тупă сасси кисретет.
Йĕтре çурăлса çĕмĕрет ращана.
Пăлхавçăсен çарĕ чакать салана.
Çĕрпÿрт кассинче
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Ака уйăхĕн чечен кунĕсем.
Çăра çулçăпа тумланчĕ вăрман.
Çитеççĕ каллех ак куккук-шăпчăксем —
Хура вăрмана яраççĕ ян-ян!
Кушлавăш таври ем-ешĕл стена
Кашлать, чÿхенет çурхи лĕп çилпе,
Хĕлле сĕм пÿртре пăчăхнă çынна
Чĕнет вăл хăйĕн япшар хÿтлĕхне.
Уйсем хуп-хурах, — унта çураки;
Кашни кĕтесрех хаваслă сассем.
Юхать ялкăшса Кушлавăш çырми,
Çырма хысипе — чăпар чечексем.
Кунсем ыррипе, ĕçчен арçынсем
Иртен пуçласах ака-сухара;
Пурте пур унта сывă ял-йышсем, —
Анчах пĕр Чакка курăнмасть уйра.
Кушлавăш уйне хыçа хăварса
Çут кăнтăр енне кун çурă утсан,
Сĕм-тĕттĕм вăрман кăшт таткаланса
Ĕшне-уйсемпе уçăлать хушран.
Уçланкă тăрăх васанлă çыран
Выртать йăлкăшса мерчен шывĕпе,
Çыран хĕрринче çулăнман çаран
Ларать чăшканса хăва хуллипе.
Пĕр уй хĕрринче, хĕвел питне тÿрт,
Тăр шывлă çыран тăрăх вырнаçса
Пытаннă кассипе темиçе çĕрпÿрт.
Кунта таркăнсем пурнаççĕ хытса.
Пахомка эшкерĕ çак вăрттăн хÿтте
Хăй каннă чухне килсе пытанать.
Нумай та мар вăл ку çĕнĕ çĕрте
Пĕр çул яхăн çеç-ха тытăнса тăрать.
Чакка та ĕнтĕ, çемйи-мĕнĕпех,
Аманнă хыççăн вырнаçнă кунта;
Пĕр лапчăк пÿртре, хусахсем пекех,
Пурнать вăл шăппăн виç уйăх ытла.
Виç уйăх ытла ниçта тухайми
Кунта пурăннă йывăр суранпа;
Пĕр-ик уйăх выртнă тăрса ларайми.
Халь тин ак çÿрет вăл, сывалнă майпа.
Çĕрпÿрт кассинчен вун çухрăм кайсан,
Кудей — вырăс ялĕ, пĕчĕк ял ларать.
Кунта хир-мĕн çук, çаплах-ха вăрман,
Кудей вăл хăй те вăрттăн çеç сывлать.
Кудей — улах ял, таркăнсен йăви,
Пахом хăй унтан тухма та пĕлмест.
Ял умĕ ушах, ун çÿçе-хăви
Яла ют куçран витсе хÿтĕлет.
Хусах-таркăнсем çÿренĕ чухне
Чакка халлĕхе юлать хурала;
Шăлать, тасатать вăл çĕрпÿрчĕсене,
Хутать вĕсене тип вутăпала.
Тирпейлĕх кÿрен ĕçчен «стурăша»
Юлташ-хусахсем саваççĕ чунтан;
Мĕн тупнă юр-вар, пур мул тупăша
Параççĕ ăна ик-виç тÿпе тан.
Анчах хусахсем хăш чух нимсĕрех,
Хăйсем те выçах килеççĕ киле.
Ун пек чух Чакка, пÿрте чĕтретсех,
Вăрçать пурнăçа хăй пуçĕпеле.
Пĕрре, çĕрпÿртсем пушанса юлсан,
Хуралçă Чакка тертленет чылай.
Çемйи ун выçă. Çиме ним çукран
Пахом çитессе кĕтет вăл пĕрмай.
Каç пулнă. Ак вăл çĕрпÿрт умĕнче
Ларать тĕлкĕшен пăлханчăк пуçпа;
Ун пек чух ялан инçе, пит инçе
Тĕнче хĕрнелле тĕллет вăл куçпа.
Ак халь те çавах. Умра, ту çинче,
Çыр тăрăх шултра сĕм хырлăх ларать.
Ăна хирĕçех, вăрман тĕлĕнче,
Хушка çут çăлтăр сиксе вылянать.
Ларать-ха Чакка. Тайпи çĕрпÿртрсх,
Çыврать ачипе нÿрĕк кĕтесре.
Шăллĕ Ятарин иртнĕ эрнерех
Хусахсемпеле кайсаччĕ хире;
Вĕсем улт-çич кун калла килменни —
Чакка чĕрине хускатать туртсах.
— Çакланчĕç пуль ку!.. Ах, сехре хăппи!
Килмеççĕ!..— тесе хăрать вăл хытах.
Хура вăрман тăп… Тĕнче тĕлĕрет,
Таçта шăпчăк çеç юрра шăратать.
Е ак сĕмлĕхре ÿхĕ ÿхĕрет,
Хăш чух кăрăпчак хуллен лăрлатать.
Аван кунта пит çурхи вăхăтра:
Улах! — килес çук тиекпе пурмис.
Анчах та выçă… тата пуç тавра
Нĕрлет те сĕрлет çĕр пин ÿпре-вис.
Чакка чылайччен ларать йăпанса,
Имлет вăл пуçне каçхи илемпе;
Ăшне пусарма, инçете пăхса,
Вĕçсĕр ирĕкре çÿрет чунĕпе.
Кăват çут килет. Çĕрпÿртри Тайпи
Сасартăк, темскер, шарри! çихĕрет.
Чакка! Ак, Чакка! Ăçта тарам-ши?
Сăхать-çке, сăхать!.. — тесе çĕмĕрлет.
Чакка ваштăрах чăмать çĕрпÿртне:
Мĕн пулчĕ, Тайпи? — тет вăл хыпăнса.
Çÿçеннĕ Тайпи шăлать те питне:
— Тĕллентĕм эп, — тет, тăн пуçне пухса. —
Ку тĕлĕк чăна пĕлтерсен каллех,
Чакка, тем инкек пулать пуль сана…
Хăрушă ытла. Халь — куç умĕнчех!..
Çитсе пек хамăр тин çеç вăрмана,
Леш çулта ĕçленĕ сĕмри вырăнах…
Шăпах, никам çук, — иксĕмĕр анчах.
Пуçларăмăр пек курăслăх касма,
Тата çавăнтах чĕренче çурма…
Анчах ĕçлени ним те ÿсĕнмест,
Çуркам тăрăххи ăнса чĕлĕнмест.
Еçÿ ăнмантан вăрçса, тарăхса,
Шыв ĕçме тесе антăн çырмана.
Кĕтетĕп, кĕтеп, — тухмастăн унтан.
Пырап та шырап сана чылайран.
Курап пек — умра, çырма тĕпĕнче,
Çăра хăяхлăх кăштăр хумханать.
Анап та унта — курăк ăшĕнче
Эс вил пек выртни курăнах каять!
Сехре хăпнипе, мĕн пулчĕ тесе,
Сана тăратса лартма пикенеп;
Сана хуплакан курăка сирсе,
Уçланкă пулма — таптап та çĕмреп.
«Мĕн пулчĕ?» тесе тĕпчеп пек санран.
«Çĕлен сăхрĕ-çке…» терĕн эс хуллен.
Ак çак самантрах куратăп — умран,
Тымар айĕнчен тухать пĕр çĕлен!
Пит пысăк çĕлен, хураскер, шуса
Пырать ман патах, чаш-чаш чашкăрса…
Çакна курсанах эпĕ хăраса
Кăшкăрнă пулас… кайрăм вăранса.
— Усал ку, усал… инкек хуçать пуль!
Ахаль мар, çампах ыйхи те вĕçет;
Леш каç тĕллентĕм — каллех ку куççуль…
Ятарин — юрлать… Эреке ĕçет…
Ак халь те темле… килмеççĕ, ара?!
Хăруш! — тет Чакка, кĕрĕкне сарса.
Илемсĕр халап пĕтсе пынă май
Чакка шăм-шакки çемĕçсе шанать;
Ыйхи пуснипе лăпланать самай, —
Хĕвел тухиччен çывăрса каять.
Хĕвел тухайман. Анчах кăвак çут
Сисми шăвăнсах çитет тÿпене;
Куккук та ĕнтĕ хĕрсех ик-виç хут
Куклать хăй Çĕрпÿрткасси тĕлĕнче.
Чечен çурхи каç хура чаршавне
Халь çеç çĕр çинчен сирсе илес чух,
Тÿп-тÿп чупакан сассем илтнипе
Вăранчĕ Чакка. Пăхать — ним те çук.
Хуйханнă этем чупать тулалла,
Курать — ту çинчен, хура сукмакпа,
Улт-çич юланут анать варалла:
Малта ав Лавруш — çÿрен лашапа…
Пурин хыçĕнчен килет Ятарин, —
Лаши ун утать такăнкаласа.
Чупса ĕшеннĕ лашисем кашнин
Хашкаççĕ, аран талпăнса утса.
Лере ав — Тайпи, тĕтре ăшĕнче,
Мерчен пек шывпа кĕпе-йĕм чÿхет,
Ак вăл та курать — çĕрпÿртсем патне
Хай çич юланут юрттарса çитет.
— Лаврушкă!.. Сыв-и?.. Ну, ĕçсем
мĕнле?
Чĕнмест-ха часах хумханнă Лавруш.
Сăмах каличчен пăхать хыçнелле;
Сăн-пичĕ ун шурнă, куçĕсем хăруш…
— Начар пирĕн ĕç…— пуçлать вăл
тăрук. —
Пĕр аллă салтак, пÿлсе ăнсăртран,
Хупларĕ пире… ниçта тарма çук!..
Айта, лаша кÿл, таратпăр кунтан!..
Ытти хусахсем
Афонька, Яшут, Емелька, Алтын —
Сакланчĕç çĕрле пиртен тăват çын.
Пĕтетпĕр пурте хура шăналлах…
Пĕтместпĕр!.. Анчах тарас хăвăртрах…
Чакка
Епле ку? Ăçта?..
Лавруш
Халь çеç, каçхине, пĕр пĕчĕк ялта…
Чакка
Ăçта ыттисем?!
Е тарчĕç вĕсем?..
Лавруш
Вун çухрăм хыçра, çула картласа,
Сыхлаççĕ вĕсем салтак ушкăнне;
Пире хăвăртрах, пур мула пухса,
Каларĕç тарма Улхаш леш енне.
Ятарин
Пĕтетпĕр, пичче, ку ват лашапа!
Чупмасть… Кăштах эп лекеттĕм таппа…
Чакка
Лăплантăм ĕнтĕ эп саншăн тинех…
Мĕнле те пулсан, тарас пуль пĕрлех.
Манаççĕ пурте сăмах-юмаха,
Кÿлеççĕ часрах улт-çич лашине.
Мĕскер лайăхрах, мĕскер пит паха —
Тиеççĕ йăлтах лавĕсем çине…
Хуптĕрлÿ
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Çурхи вут хĕвел сăнне хĕретсе
Хăпарчĕ çумри вăрман хыçĕнчен,
Тачка пĕлĕтсем кахаллăн ишсе
Шăваççĕ сайран çут кăнтăр енчен.
Çĕрпÿрт çыннисем пурте хатĕрех:
Мĕн кирлĕ — ăна тиенĕ йăлтах.
Ак кĕç-вĕç, ак халь хусканас пекех, —
Хăшсем лав çине ларнă майлансах;
Сасартăк хыçра, кив сукмак çинче,
Çатрак-хăрăка — çатăрт! тем çĕмрет.
Кĕç тÿп-тÿп! сассем. «Ак пĕтрĕ тĕнче!..»
Шăпах таркăнсем, — пĕри те сикмест.
Унччен те пулмасть, чĕтренчĕ вĕтлем.
Ак тухрĕ… мĕн ку?! Янккас кăвак луç!
Вун-вуник йÿпшерлĕ мăн мăйракисем
Пыраççĕ выртса. Чупать каçăр пуç…
Ак ун хыççăнах, çил пек, кустарса
Тухать юланут — Ивашка хусах.
— Часрах тармалла! Килеççĕ хуса…
Хĕмлерĕç, ай-вай! — тет вăл кăшкăрсах…
Лавруш
Ăçта ыттисем?..
Ивашка
Хура вар тăрăх вĕçтерчĕç вĕсем…
Хăрушă иккен салтак пулисем —
Йĕрсе, шăхăрса хăваççĕ хыçран…
Эх, ырă вăрман, хÿтлерĕн аван!..
Çакна илтсенех, тиенĕ лавсем
Кĕшĕл! хускалаççĕ вăрман çулĕпе;
Чакка — çемйипех… Шикленнĕ çынсем
Пыраççĕ пăхсах хăйсен хыçнелле.
Сĕм хырлăх, хырлăх… Ак ĕшне хĕрри…
Пыраççĕ лавсем хăвăрт кустарса.
Ак çак самантрах ушкăнтан пĕри:
— Хăваççĕ! — тесе ярать кăшкăрса.
Пăхаççĕ пурте часрах хыçалла,
Кураççĕ: чăн та, çил пек вĕçтсрсе,
Пĕр ушкăн салтак юланутпала
Килет инçетрен çĕр çĕмĕрттерсе.
— Пăрахăр лавсе… вĕçер утланса! —
Васкатрĕ Лавруш. Пĕччен таркăнсем,
Кашни, хăй лавне вăр-вар тăварса,
Утланчĕç харăс, — ак ирĕк вĕсем!
Вĕçер, ну! — теет Лавруш кăшкăрса,
Сиктерчĕç пурте хунав хушшипе.
Лавруш теп! Лавруш!.. — тесе
çуйхăрса,
Юлать ак Чакка ачи-пăчипе.
Кунта Ятарин та чăтса тăраймасть,
Çумри вăрмана кушак пек чăмать.
Тăмарĕ Чакка та тĕнсе, пÿлĕнсех, —
Çăласшăн çапах вăл хăйĕн çемйине,
Ак вăл хыпăнса, çул-йĕр-мĕнсĕрех,
Чăмать лавĕпе хырлăх хушшине.
Нумай та кайман — лавĕ хирĕнет:
Унта та кунта — кăмăр, çатрака, —
Лаши пĕр каска çине тĕрĕнет.
— Тĕп пултăр ку лав!.. Чуп, Тайпи, васка!
Тарар çуранах… ан юлăр манран…
Тавай ачана!..— теейчĕ Чакка.
Пĕчĕк Илюша хăй алне тытсан,
Чăмать хайхискер хунав чăтлăха.
Чупать вăл, чупать маттур луçăлла,
Хунав-чăтлăха сирсе ик енне,
Çатрак туратсем вăльт-вальт каялла
Çапса илеççĕ хыçри Тайпине.
Çур çухрăм яхăн чупса пăшăхсан,
Шуйханнă кил-йыш канма ак ларать.
Йĕри-таврари ват хырлăх вăрман
Каш-каш кашласа темскер канашлать.
— Ах ку, ăш хыппи, мĕн пулĕ капла?
Пăхăр-ха йĕрре — паллах, курăнать!
Тин шăтнă курăк çемçе-çке ытла, —
Ура тивсенех тĕшĕрĕлсе анать.
Капла йĕр тăрăх тупĕç йĕрлесе!
Чим-ха, пăртак çеç итлесе ларар, —
Шикленчĕ Чакка… Ак шăллĕ çитсе —
Лараççĕ канса пурте юнашар.
Канать, канашлать хĕн-хурлă çемье
Каш-каш кашлакан ват хыр айĕнче.
Шачăрт! тăвайса турат хуçăлать.
Унтах, инçе мар, хыçри йĕр çинче
Пĕр-ик хут мăр-мăр! сас мăкăртатать.
— Йĕрлеççĕ, пичче!.. — терĕ Ятарин.
— Шыраççĕ… çавсем… тарар! — тет
Чакка.
Сехри хăпнипе — вăй та çук Тайпин.
Тăраççĕ вĕсем — тапратрĕç чупма.
Сто-о-й!.. — кăшкăраççĕ хаяр сасăсем.
Çавах та Чакка, ачине йăтса,
Хырсем хушшипе тапса сирпĕнет.
Ах, Чакка!.. — йĕрет Тайпи йынăшса.
Ак вăл чупаймасть — ÿкет кĕç, ÿкет.
Тайпи евĕрлех йăшнă Ятарин,
Сехри хăпнипе, хăйне хăй пĕлмест.
Шăнăрлă Чакка — тытаймĕç-çке тин! —
Пăлан евĕрлех сиксе ĕрхĕнет.
— Стой! та стой! — теççĕ каллех сасăсем.
Ак пăшал сасси: пăнн! пан! янăрать.
Ши! ши-и! шăхăраççĕ тăхлан пульăсем.
Çут сывлăш чĕтрет, вăрман йынăшать…
«Мĕн пулĕ капла?!» — çÿçенет Чакка,
Ларать вăл часрах пĕр каска çине.
Пăхать каялла — никам çук унта!
«Эх, турă, лекрĕç лешсен аллине!..»
Вут пек пĕçерет Чакка шăм-шакки,
Çан-çурăм çине вĕри тар тапать…
Шари те шари! макăрать ачи,
Часрах вăл ачин çăварне хуплать.
«Капла юрамасть… хамăн парăнас…
Пĕтес-тĕк пĕтес — çемьепе пĕрле…»
Хĕрÿ шухăшсем, çиçĕм пек, пит час
Иртеççĕ çиçсе Чакка пуçĕнче.
Ак тăчĕ, итлет: «Ăçта-ха кусем?!»
Вун утăм утать калла итлесе.
— Стой!!! — тесе ячĕç тискер сасасем.
Умри вак хунав каять чĕтренсе.
Тăп! тăчĕ Чакка, пăхать сас енне:
Хунав хушшинчен пăшал кăнтарса
Ик вăрăм салтак чупать ун патне.
Пĕри çитсенех çапать кăшкăрса,
Антрарĕ Чакка, — ваштах сулăнать.
— Ут!..— теççĕ ăна. Чĕнмест вăл, утать.
Ем-ешĕл ĕшне, хунав пуснăскер;
Унта — лашасем, ик-виç пушă лав,
Пĕр ушкăн салтак, çар пуç-офицер;
Вĕсем хушшинче юлхавлă йăслав.
Кунтах Чакка лавĕ ларать пĕр енче.
Ун лавĕ тавра çич-сакăр салтак;
Тайпи, Ятарин вĕсен умĕнче
Тăраççĕ хытса, — минтренĕ йăлтах.
Çар пуç-офицер — яштак, вăрăмскер, —
Хăрах аллипе хĕçне сулласа,
Тепринпе çÿхе шлепкине тытса,
Тăрать ĕшнере сивлек те синкер…
Çемçен вĕрекен çурхи ăш çилпе
Вĕçет ун çамки çинчи сарă çÿç;
Пăхать хăй йăлт-ялт хурчка куçĕпе,
Хистет кĕтÿне — чурасен кĕтÿç.
Пĕр ушкăн салтак — салху салтаксем —
Ĕшне хĕрринче тăраççĕ сĕнксе;
Леррех виçĕ çын, чăваш лавăçсем,
Лараççĕ пăш-пăш сăмах пĕçерсе.
Ак çак ĕшнене илсе кăларсан,
Чакка таркăна çемйипе пĕрлех
Офицер умне тăратрĕç малтан;
Кунта ак ăна пуçларĕç çимех.
— Ну-ка, лавçăсем, камсем ку çынсем?
Пахом-и, паллăр? — терĕ офицер.
Пĕлместпĕр эпир… эпир хиртисем…—
Тет пĕр лавăçи, сар сухаллăскер.
— Пахом-и эс е?.. Ăçта ыттисем? —
Хаяррăн хĕсет яштак офицер.
— Эп Кудей çынни, — тет Чакка имшер.
Офицер
Ялу кирлĕ мар!.. Енле вăл сан шÿт?!
Кала: ăçта пур тата вăрттăн хÿт?
Чакка
Ытла та аслă ку хура вăрман, —
Ун пысăкăшне виçсе илме çук…
Пăлан пек — каскăн Пахом утаман,
Ăçта вăл паян — ăна пĕлме çук…
Офицер
Пĕлетĕн… халь çеç вĕçтерчĕç вĕсем…
Айта, тупса пар; тупмасан — пĕтен!
Чакка
Таçта вăл çÿрет — епле эп пĕлем?
Эп хусахсемпе пĕрле çÿремен…
— Ан суй!..— кăшкăрать кăра офицер,
Якăшт! кăларать йĕннинчен хĕçне:
— Калан-тăк кала, — чăннине пĕлтер!
Тунатăн пулсан, касап чĕлхÿне!
Чĕнместне тата? Ак сана! ак! ак!.. —
Тискер офицер хĕççи тÿртĕшпе
Чаккана хыттăн çапать шак та шак!
Тайпи: — Ах! — тесе хуплать пит-куçне,
Ярать çухăрса мĕн вăй çитиччен.
Улт-çиччĕ çапсан, тĕршĕнет Чакка.
— Калатăп… ан çап! — терĕ вăл хуллен.
Уçланкăри шав каять аякка!
Йĕрет, йынăшать сĕм вăрман хушши,
Шăв-шав ÿснипе тăрать янрашса…
— Кала хăвăртрах: ăçта?.. Ну, мужик? —
Хĕсет офицер шăртлансах пырса.
Чакка
Чылай каймалла вăрман-шурлăхпа…
Хĕр-шыв леш енне халь тарчĕç вĕсем…
Тупатпăр, — терĕ Чакка тарăхпа.
Чĕтреççĕ унăн алли-урисем.
— Айта, тупса пар! Халех илсе кай!
Пахом шайккине тытма пулăшсан,
Тивместпĕр сана… Пул эс пирĕн май, —
Хистет офицер, çилли çаврăнсан.
«Юрать-çке, илĕрт, ĕненĕп сана», —
Шутларĕ Чакка, пуçне кăшт сĕлтсе.
Анчах хăй унтах урăх сăмахпа:
— Кăтартăп, айтăр…— тет ĕнентерсе.
— Каятпăр халех!..— терĕ офицер.—
Кун пек чух хастар, маттур пулмалла.
Тăшман тенине часрах пусмалла…
Каяр!..— терĕ вăл. Салтаксем имшер,
Вĕсем хавас мар вăрман тĕпнелле:
Сĕм-сĕм ют вăрман вĕсемшĕн — шÿ-шÿ!
Анчах мĕн тăвас?! Мĕскер темелле?
Пуçлăх мĕн хушать — пултăр килĕшÿ!
Çар пуçĕ кăшт çеç шухăша каять.
Унтан вăл хăвăрт хушусем парать:
— Ак ку çÿп-çаппа леçес кантура…
Пĕр лав, ик салтак: Скворцов! Васильчук!
Асатăр халех кусене унта…
Асту, çул çинче ниçта тартас çук!
Вĕçтерĕр халех!.. — терĕ офицер,
Чакка çемйинчен уйрăлса утса.
Чакка ăш-чикне хĕртет ак темскер, —
Вăркать вăл, паллах, инкеке туйса.
— Ваше благороди, çемьене хăтар…
Хама хуть тем ту, вĕсене эс яр! —
Тесе йăлăнать Чакка çар пуçне.
Анчах офицер ăна итлемест,
Ярать кантурах Чакка çемйине.
Пĕр чун пек çемьен тĕвви сÿтĕлет…
— Утланăр харăс, — пурте юртăпа! —
Кăшкăрчĕ хыттăн хастар офицер.
Команда сасси вĕçет вăрманпа.
Каш! кашлать сĕмлĕх. Ун ăшĕ синкер.
Чакка тыткăнра
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Каç. Тĕттĕм. Вĕçсĕр çам варри!
Вăрман çийĕнче — хура пĕлĕтсем…
Çиçет тек çиçĕм, кĕрлет аслати.
Чĕтреççĕ тĕпрен капмар юмансем.
Тĕнче талккишпех явăнса килсе,
Хуплаççĕ çĕре пĕлĕт куписем.
Кĕç çумăр тăкса ярасса кĕтсе,
Шăпланчĕç сĕмри ÿхĕ хÿххисем.
Ак çак самантра мăн вар хĕрринче,
Лутра, лапсака чăрăш айĕнче
Вут-хĕм сирпĕтсе кăвайт ялкăшать,
Кăвайт тавралла ушкăн хÿш ларать.
Лăс çапă витнĕ хÿшсем умĕнче,
Малта, уйрăмах — пĕр пысăк шалаш;
Çурта чăлкăшать шалаш ăшĕнче…
Унта офицер. Вăл ырнă, йăваш, —
Ларать ак каска çинче усăнса;
Аллисенче ун — кăвак чечексем,
Ирет вĕсене вăл пĕрерĕн ватса.
Ури айĕнче ун — шаннă çеçкесем…
Сасартăк çиçĕм вут-хĕм сирпĕтет.
Хăвăрт çĕкленет яштак офицер,
Пăхать тулалла: кăвайт тĕлкĕшет…
Çил-тăвăл… тĕттĕм, — çÿçенчĕк, тискер!
Шавлаççĕ талккин юман тăррисем,
Вĕт-шак туратсем ÿкеççĕ çÿлтен.
Хÿшсен хÿттинче ларан салтаксем
Хĕрсех сăхсăхаççĕ хаяр çиçĕмрен.
— Амвросьев! — терĕ офицер хуллен, —
Тавай-ха кунта хайхи карăша…—
Пĕр ватă салтак, ку сасса илтсен,
Чаккана вăр-вар кĕртет шалаша.
Чакка кĕнĕ чух хаяр аслати
Чи пуç тÿпинчех çĕмĕрсе каять;
Хура пĕлĕтсен хуçăлать кашти,
Чĕресĕ тÿнет — çумăр тăкăнать.
Хаяр аслати патрах çапнипе
Мăнаç офицер те сăхсăхса илет.
Ăна вăл патша вăйĕпе виçсе,
Пăхать шăтарса Чакка çинелле.
Чакка та шутлать: «Ах, манăн пĕрре
Ак çак аслати пек пуласчĕ хăват!
Çĕмрĕттĕм вара… таптăттăм сире!..
Санах вăл ятлать, санах, — хăямат!
Эх… кайăк пулса, инçе, аякка
Вĕçĕттĕм санран!» — шухăшлать Чакка
Тек çиçĕм çиçсе аçа çапнипе —
Çанталăк маччи ишĕлнĕ пекех;
Штурмлă тăвăл çил тусса вĕрнипе
Вăрманĕ шавлать, çĕмĕрлет тĕппех.
Начар хÿшсенчи йĕпе салтаксем
Чĕркуççи çинче кĕлтăваç турра.
Асар-писер çил, çÿлти хăватсем
Çăтса яраслах вĕсене ютра!
Кĕç-вĕç ак Пахом, шайкипе çитсе,
Йĕри-тавраллах хуплассăн туйăнать,
Маттур офицер те чĕтрет çÿçенсе,
Анчах пуçлăха хавшак юрамасть.
— Хурах, терĕ вăл, — кала чăннипех:
Патрах-и ĕнтĕ Пахомка шайки?..
Мĕн шутлан эсĕ, ăна ушкăнпех
Ыран ир тытса илесси пирки?
Асту эс, ан суй: суйсан — пĕтереп,
Халех вут çине хурса вĕтелеп!
Чакка
Каларăм сире: ик-виç çухрăм çех…
Ыран ирхине çитетпĕр сисми,
Ытти чух хурал тăраççĕ текех.
Ирпе — пыр та тыт! — çывраççĕ туйми.
Офицер
Кала чăннипе: миçе çын вĕсен?
Чакка
Каланă сире — аллă çын ытла.
Офицер
Вăйлах-и вĕсем хĕç-пăшал енчен?
Чакка
Çителĕклĕ вăйлă, ман шухăшпала.
Офицер
Кала, ну, кала: мĕн-мĕн пур вĕсен?
Чакка
Пĕр вăтăр пăшал… хĕçсем, ухăсем…
Пăшал таврашне халь салтаксенчен
Вĕсем туртса илнĕ Чивиль патĕнче.
Офицер
Эппин, çăмăл мар унта çывхарма?
Çĕнеймĕп-и эп пур пек салтакпа?
Чакка
Пĕлместĕп, хĕн пуль… Çапма эп сире
Сĕнетĕп ирпе, çывăрнă çĕре…
— Ну, суйрăн… çитет! — терĕ офицер.—
Амвросьев! — тет вăл. Ват унтĕр кĕрет.
Хураллăр кăна!..— асту ан вĕçер,
Алли-урине çыхсах тĕвĕлет!
Черетлĕ хурал икшерĕн тăрат…
Ытти салтаксен выртсан та юрать,
Анчах хĕç-пăшал çумрах пулмалла! —
Маттур офицер, пăхать тулалла.
Тулта самайланнă: тăвăл тамалать…
Шавлать-ха çумăр, кĕрлет аслати;
Анчах кай енчен уяр курăнать,
Унтах ялтăрать пăнч çăлтăр çути.
Шĕвек кăвак çут тухать йăпшăнса,
Каçхи сĕм чаршав шăппăн уçăлать…
Кас-кас сулхăн çил килет вашлатса,
Юман айĕнче тумла шăпăркать.
Инçе, мал енче, тĕнче хĕрринчех,
Çиçет тек çиçĕм — сиксе, йăлтлатса.
Вăрман çийĕпе, ăмăртса пекех,
Çÿхе пĕлĕтсем чупаç унталла.
Нÿр сывлăш — уçă, ансат сывлама…
Шыв-шурлăх çинче тĕтре шуралать.
Ем-ешĕл курăк сыпать сывлăма;
Чечек-çеçкерен шăршă сарăлать.
Ĕнер кунĕпе ырнă салтаксем
Çывраççĕ вил пек. Çыврать офицер.
Анчах ик салтак — хурал çыннисем
Лараççĕ çаплах, сĕнкмеççĕ нимскер.
Çыврать-ши Чакка? Çук, вăл çывăрмасть.
Анчах хăй çавах, çывăран пек туса,
Ват чăрăш кутне хутланнă, выртать, —
Выртать шухăшпа вăл пуçне çавăрса.
«…Мĕнле вĕçернес?! Епле хăтăлас?!
Çук, çук — пулаймасть! Ан та ĕмĕтлен!..
Хурал-салтаксен куçĕ хупăнмасть…
Ав, тул çутăлать… Эх, Чакка, пĕтен!..
Вут-хĕмлĕ, хĕрÿ, хаяр шухăшсем
Памаççĕ канма Чакка чĕрине,
Пăрсах çыхса лартнă пăяв çыххисем
Пăваççĕ тÿсми ал-урисене.
Аптрать вăл: хыçа çыхнă алсене,
Çыххи каснăран, текех турткалать.
Ак, хăй те кĕтмен мĕн пулассине,
Çапла туртăшса çыхха пушатать.
Пушаннă алсем шухăш хĕртнипе
Ĕçлеççĕ текех, хурал сисмен чух;
Алсем ун хыçра — ĕçле майĕпе! —
Вĕсем тем тусан та салтак курас çук.
Мăшт та мăш! сывлать çывран пек Чакка,
Анчах хăй сăнать хуралçăсене:
Тавра — мĕн çăт-çат, мĕн пурра-çукка —
Итлет вăл йăлтах, — манмасть ĕмĕтне…
Шăпах пулчĕ ак пĕр самант хушши.
Чакка чăлт уçать чĕрĕ куçсене,
Курать: кăвайтра палкать вутпуççи;
Унти ик салтак тÿннĕ ик енне…
Лăстăр чĕтренет юманлăх тăрри;
Пĕр шăпчăк патрах юрра шăратать…
Аван-çке ирпе ку шăпчăк юрри, —
Епле вăл çынна чунтан ачашлать!
Те шăпчăк юрри ачашланăран,
Те ĕнер ытла утса ырнăран —
Хура-салтаксем шăпах ак, тăпах;
Сикмеççĕ вĕсем — куçсем те хупах!
Чакка чĕрĕлет. Часрах, пур вăйпа,
Кăрт-карт! вăл туртать хыçри алсене, —
Алсем — ирĕкре!.. Хĕрÿ хавалпа
Салтать те ярать ура çыххине,
«Эй, турă, хăтар… Пĕр çурă самант…
Сиссессĕн — пĕтеп, айван шăшилле».
Ак чунсăр Чакка çĕкленчĕ вăшт-вашт,
Кушак пек шăвать хÿшсем хыçнелле.
Пĕр хÿшĕ хыçне йăпшăнса çитсен,
Сывларĕ вăл — хаш! Вĕçет ак хăвăрт.
Васканă енне, инкек-çке пĕтмен,
Ури айĕнче пĕр турат — шăтăрт!
Тăвать те, хайхи хурал-салтаксем:
— Сто-о-ой!..— тесе ячĕç вăрмана çурса.
Йăлт! пăхрĕ Чакка, — хăваççĕ вĕсем…
Пĕррех вăл сикет луç пек ярăнса.
Сикет вăл, чупать вăрман хушшипе,
Кĕç пуля çитсе çапасса кĕтсе.
Чупать те хашкать чĕри сикнипе.
Ак, аран чăмать вĕтлĕхе çитсе.
Ик-виç хут пăшал кĕрслетрĕ хыçра,
Унтах хаяр сас, офицер сасси,
Тем-тем ятлаçса янратрĕ тавра.
Чакка хăтăлать, — пулмасть тытасси!
Кил-йышне çăлма
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Çăра çам вăрман. Шултра юмансем
Лараççĕ çилпе хуллен шавласа.
Вĕсем хушшинче «лашман каскисем»
Выртаççĕ шÿсе, мăкпа хупланса.
Кунтах ак капмар юман тункати.
Ларать ун çинче хай «таркăн» Чакка;
Хĕрÿ шухăшсем пуçне пĕçертни
Кансан та, канлĕх памаççĕ ăна.
«…Кил-йышăм! Кил-йыш ман!.. Мĕскер
вăл тÿсет?
Хам пуçăм пĕтсен те — çăлам кил-йышне..
Ах, ку, хăçан-ха каç пулса çитет!
Шырап, — тупăпах вĕсен тĕрмине…
Тупсассăн çăлăп, тен», — шухăшлать
Чакка.
Анчах, чылайччен куçне хупманскер,
Тата паян та утса ырнăскер,
Шутланă çĕртех вăл каять ыйăха.
Ырмасăр? Паян вăтăр çухрăма
Пĕр çулсăр, луç пек, тухнă вăл утса!
Çапла килнĕ чух çатра та çырма
Нумай ăна пÿлнĕ çулне картласа.
Чакка ыйхăпа нумай канаймасть:
Çуммах пĕр пакша пат! сиксе анни
Сасартăк ăна вăратса ярать…
Инçех те юлман хĕвел анасси.
Пĕрре хăй тавра пăхайса илсен,
Ак вăл умĕнчи каскана тĕллет;
Капмар йывăçа касса янинчен
Чакка, хăй çинчен мансах, тĕлĕнет:
«Ай-ай, шеремет лашман çыннисем,
Мĕнле-ши тÿснĕ катăркă ĕçне?!
Ик-виççĕр çулхи патвар юмансем
Тÿчлетнĕ вĕсен пуртти каснипе!
Калатчĕ-çке-ха Тевенеш мучи:
Макратчĕç, тет, çав лашман чурасем.
Аптратнă ĕнтĕ ун чух та патши.
Паллах, асапран макăрнă вĕсем…
Мĕн чухлĕ юман карапсем тума
Турттарнă ун чух Хусан çывăхне!.
Ак каснă кăна — илсе тухайман…
Эх, ĕмĕр хĕн-хур пирĕн пеккине!»
Пĕр тапхăр хытсах тĕлĕнсе илсен,
Чакка ак каллех хăй çине куçать.
Хĕвел аннă чух тăрать вăл хуллен,
Лашман çулĕпе уй енне утать.
Каç пулнă. Тĕттĕм. Тăпах сĕм вăрман.
Пĕр шăпчăк анчах янрать сĕмлĕхре.
Çанталăк тÿлек, ăшă тăнăран
Шав вăрăм туна сĕрлет тĕттĕмре.
Ак çак сехетре, вăрман тĕпĕнчен
Тухать хай Чакка Кушлавăш уйне;
Тухать вăл çулсăр, пĕр сассăр, пĕччен.
Тухать те ларать, пăхать ял енне:
Анчах савнă ял ăна курăнмасть, —
Малта вăл, хура лапам тĕпĕнче.
Çыврать уй, — канать, çапах шăп
тăмасть:
Е йытă-качка ханклать ял енче,
Е ак айламра, çырма тĕпĕнче,
Шыв-шур шарлатса сикни илтĕнет;
Унтах шапасем — пĕве хÿринче
Асса туй туни пек тякăльтетет.
Е тĕттĕм, сикми тÿлек сывлăшра
Çара çерçи вĕлт! вĕçет пуç çинчен.
Анчах ку сассем каçхи вăхăтра
Пĕр майлă тăлăх, хăватсăр, пĕччен…
Ларать-ха Чакка, канать вăл, итлет,
Таттисĕр шухăш тухмасть ун пуçран.
Нумай та иртмест — пуçне вăл çĕклет:
Илтет ак сасă — пĕр юрă таçтан.
Юрлать çын пĕччен — малти улăхра.
Чакка лараймасть, хавассăн тăрать, —
Тÿлек тĕттĕмре тăсакан юрра
Кĕвви-сăввипех тытса вăл çăтать.
«Шăнкăр-шăнкăр сиксе, ай, шы-ыв ю-ха-ать —
Çул çинчен мар, анча-а-ах, ай, чу-у-ул çинче-ен;
Çамрăк ĕмĕр ирте-ет, кун-çу-уль вас-ка-ать,
Ырлăх-сумлăхпа ма-ар, — хĕн ху-ушшинче-ен;
Урать çилĕ, тула-ать, вăрма-ань ка-шла-ать,
Тата темскер ха-алĕ-ĕ çăва-асси-и пу-ур;
Хĕсет саккунь, хĕсе-ет, — халă-ăх макăра-ать.
Тата темскер умр-а-а кура-асси-и-и пу-ур?..»
Юрри хурлăскер, янрать йынăшса;
Унăн авкаланчăк кĕвви-çеммисем
Патри айлăмран шăранса тухса
Юхаççĕ тавра. Тĕттĕм кĕтессем
Тăнлаççĕ шăппăн çак юрра кăна.
Чакка та çаплах тăнларĕ ăна;
Унта туллиех пурнăçри хĕн-хур.
Пуçри хуйăха, ăшри хурлăха
Ак уншăн пекех шăратать ку юрă.
Ак вăл чăтаймасть, васкать улăха,
Хай юрă юхса килен çĕрелле,
Курать — кăвайтă çиçет хĕмпеле.
Хавассăн утать Чакка вут патне.
Çывхарчĕ. Унта — чылай çын мĕлки…
Юрри чарăнать. Вăйлатрĕç вутне.
Палларĕ Чакка: Лярук ав, Мики!..
— Эй, тăванăмсем, юрлатăр хĕрсех!..
Лашасемпе пуль выртатăр кунта?
Аван-и? — терĕ Чакка çитсенех.
Тĕлĕннĕ çынсем шăп пĕр саманта.
— Чакка-çке!!! Аçтан? Тарса-и? Мĕнле?..
— Шăллу каласаччĕ сан çинчен ялта…
— Эх, Чакка, ĕнтĕ тинех пĕтмелле…
— Апшурни камант çиет вĕт кунта!..Вун-вуникĕ çын — выртма çыннисем,
Вун тĕрлĕ чĕнсе тĕпчеççĕ унран.
Чакка пĕлтерет. Ун сăмахĕсем
Кĕске те пулсан тытаççĕ чунтан,
Калаçнă чухнех, ĕшеннĕ Чакка
Ĕçме-çимелли ыйтать вĕсенчен.
Параççĕ сĕтпе тип çăкăр ăна;
Çиет вăл — тĕпчет кил-йышĕ çинчен.
Лярук
Йышна паян ир янă кантура, —
Халь ĕнтĕ вĕсем кантур тĕрминче.
Ачу сан кунтах, халь — хунямура;
Вилмест халĕ вăл тăван аллинче…
Мики
Сан йышна çеç мар, тата ик çынна —
Кĕслеç Юксарпа Кĕсле Энтрине
Ăсатнă паян салтаксем тытса;
Ирпе, сан йышпах, янă вĕсене.
Пĕлетне, тусăм, эп хам та аран
Алла лекесрен ĕлкĕртĕм тарса.
Ялти эсрелсем тытса парасран
Çÿретпĕр ак халь вăрттăн, сыхланса…
Лярук
Ай-ну салтаксем, усал кашкăр май,
Чĕтретрĕç яла шăпах виçĕ кун…
Пĕр хĕрĕх çынна ислетрĕç, ай-ай!
Каллех таврăнсан — юлмасть чĕрĕ чун!
Арçын ялта çук халь. Пурте вăрманта.
Çÿретпĕр тарса унта та кунта.
Чакка
Ну, çирĕп пулăр… Çыртăр шăлсене!..
Итлеччĕ, Мики: пар-ха лашуна.
Часрах вĕçтерем кантур тĕрмине,
Пурне те çăлма хуратăп чуна.
Мики
Епле эс каян? Çук-тăр сан вăй-хал?
Кайма та унта хăрушă, ай-вай!
Унта вĕт салтак… таврипе — хурал…
Лашишĕн пулсан — утлан та, вĕç-кай…
Чакка
Хĕвел тухиччен çитеп-çитепех:
Пурне те çăлма пурнăçа хурам…
Лексен те лекеп — пĕтетпĕр пĕрлех…
Анчах лашăра мĕнле тавăрам?!
Мики
Хам пуç та шел мар, саншăнах пулсан!
Татах пĕр тиха юлать-ха хама…
Чакка
Юрать, ырă тус!.. Анчах чи малтан
Курасчĕ хамăн манми ачама…
Лярук
Ялтах вăл — куран… кай… пит ан хăра:
Кунта салтаксем халь çук-ха, ара…
Чакка
Нумай-и кунта апшур пуçĕсем!
Сасă
Паян кунта çук-ха, кайрĕçĕ вĕсем.
Чакка
Тул çутăличчен çитесчĕ-ха ман…
Тен, майлă пулсан, курăпăр кайран…
Ан манăр… — тесе васкарĕ Чакка.
Пĕр-ик самантран лаша ун — умра.
Утланчĕ ак вăл çÿрен ут çине,
Ыр сывлăх сунса, вĕçет ял енне.
Лярук
Çак таркăн пирки ĕнтĕ курмалла…
Хăтлантăр хĕлле. Ак халь — чăтмалла!
Мики
Эпир-и унта? Ан аташ, Лярук!
Саккунĕ!.. Саккун йĕркеллĕ пулсан,
Чакка та, пурте нимскер курас çук,
Асас çук ялта нимĕнле пуян…
Чăнах ку, Лярук, çавăн пек саккун:
Кам — муллă, пуян — ăнах пулăшать;
Пур пуçлăх улпут-пуянпа пĕр чун!
Кам чухăн, начар — вăл татах путать.
Шур юр пек таса, тĕрĕс-ха эс ху —
Таптать ак сана, сăхать пуян çын…
Анчах та ан чĕн, ан хирĕç, асту,
Хирĕçсен пĕтен, — ун майлă пур чин!
Выртма çыннисем тавлашрĕç чылай,
Калаçрĕс ирччен кашни харпăр май;
Тĕлĕнчĕç вĕсем Чакка чĕрринчен,
Пуплеççĕ апшур команди çинчен.
Анчах ак Мики нумай калаçмасть,
Ларать вăл çунан кăвайт çывăхне —
Хура куçсемпе вутта пăталать,
Тăсать пĕр юрра вăрах кĕвĕпе.
Хастарлăн янрать ун юрри-кĕвви,
Унпа сÿтĕлет пур хуйхă тĕвви:
Ĕнтĕ çил çавăрать, çил çавăрать,
Çĕмĕрт çеçки хăмлапа явăнать;
Шухăшламан чухне чунăм лăпкă,
Шухăш пусса килсен, пуç çаврăнать.
Ĕнтĕ пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать —
Çутă çăлтăрсене, ай, хупласа;
Ĕнтĕ тарăх килет, çилĕ тулать, —
Савăнăçсем кайрĕç, ай, саланса…
Ăнăçсăр хăтару
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Çур каç тĕлĕсем. Çĕр çийĕ тăпах.
Йăлтраççĕ çÿлте хушка çăлтăрсем.
Лÿ-лÿ! сулхăн çил çапать тăтăшах.
Çывраççĕ ялсем, уйсем, ращасем.
Ак çак самантра раща çуммипе
Пырать пĕр-пĕччен Чакка юрттарса,
Пырать вăл çинçе сукмак ĕрешпе,
Кантур ялнелле тÿрĕ çул тытса…
Ак, хай ял умрах — раща хыçĕнчех.
Кунта ĕнтĕ вăл ларать çĕн кантур.
Каç хÿтлĕхĕпе, шикленмесĕрех,
Чакка ку яла çитет пит маттур.
Кантур — çĕнĕ çурт, кивви вырăнĕнчех, —
Ларать ĕлĕкхин кăмрăкĕ çинче.
Халь çеç тунăскер, — çурчĕ пĕчĕкрех,
Ик-виç хуралт çеç ун таврашĕнче.
Кантур çывăхне пырса çитсенех,
Чакка кăкарать çÿрен лашине;
Ак пĕчĕк тĕрме — ларать пĕчченрех!
Чакка йăпшăнать часрах ун патне.
«Кунта пуль Юксар… Энтри… ман
кил-йыш…» —
Çунать, хыпăнать ĕшеннĕ Чакка.
Тăпах-ха, чĕнмест ыйхăллă картиш,
Туймасть вăл шуса пыран таркăна.
Тăрать, ак, таркăн тĕрме хыçĕнче —
Пур пек сас-чĕвве сăнать тăнласа.
Ак, илтрĕ, хайхи — тĕрме ăшĕнчен
Пĕр сасă тухать çинçен антрашса.
«Тайпи ку!.. Тайпи!.. Мĕнле-ши çăлас?!» —
Хĕрÿллĕн сикет Чаккан вут чĕри.
Каллех, ак каллех… йынăшнă пек сас.
Паллах, ку хупнă çынсем тертленни!
Чакка ак тĕрме çуммĕн йăпшăнать.
Пĕр мăксăр хушăк тупать вăл аран;
Шаккать ерипен, шаккать те тăнлать:
— Тайпи!.. Ятарин! — тет хăй хушăкран.
Начар кив тĕрме, амбар майлăскер,
Чакка сăмахне хирĕç шарламасть;
Ун ăшĕ, малтан сас-чÿ панăскер,
Халь чунсăр пулса лăш та сывламасть.
Улт-çиччĕ чĕнсен, шалтан аранах;
Кам-ха вăл Тайпи? — тенĕ сас тухать.
Чакка пĕлтерет кĕске сăмахпах.
Шалти сас хуллен каласа парать:
Эс ыйтнă çынсем вĕсем кунта мар:
Пулас пать, анчах… подвалта пулас…
Асту, ерипен… сас-чÿ-мĕн ан яр,
Хуралçă салтак тултахчĕ, — тет сас.
Ма хупрĕç сире, тăван? — тет Чакка.
Сасă
Хĕлле, кантура çунтарнă чухне,
Пире те унта хутшăннă тесе,
Нумай арçынна, хĕрарăмсене
Хупрĕç ку ялтан… ларатпăр типсе.
Чакка
Май çук-ши сире çăлса кăларма?..
Нумай-и кунта хурал салтаксем?..
Сасă
Салтакĕ сахал. Çапах та çăлма
Ниçтан майĕ çук. Сыхă-çке вĕсем.
Чакка
Çыврать-тĕр хурал, — ăна эп кăнтам.
Унтан тĕрминне виттине ватам.
Сасă
Ай, çук! Май килмест. Эс вĕт пĕр-пĕччен.
Мĕскер тăвайăн вĕсем сисиччен?!.
Пирте айăп çук, пире ямалла…
Вĕтсен те вĕтĕç тепрер, чăтмалла…
Чакка
Апшурни комантă аллине лексен,
Каçарĕç тесе ан кĕт, ан ĕнен!..
Ну, килĕп çăлма çынсемпе, эппин,
Ик-виçĕ кунран…
Сасă
Ик-виç кунран тин?!
Чĕнмерĕ текех Чакка ку çынна.
Каçать те кĕрет кантур картишне.
Пăхать, йăпшăнать — курмасть никама.
Вăл хăвăрт утса кĕрет сарайне.
Курать ак кунта — тăррисĕр пура…
Пура ăшĕнче — çĕр подвал ани.
Подвал анийĕ уççине кура —
Шăнк хытрĕ Чакка, пулать сывлами.
Унччен те пулмасть, подвал тĕпĕнчен:
— Ах, кайсам… ан тив!..— тесе йынăшса,Хĕрарăм сасси илтĕнет хуллен.
Чакка шăм-шакки илет сăркаса.
Тинех вăл курать: подвал çийĕнче
Выртать пĕр пăшал тата йĕнлĕ хĕç!
Чухларĕ Чакка ку мĕн иккенне, —
Шăртланчĕ вăл пит, çурлас пек кĕç-вĕç.
Çÿхе çут хĕççе йĕнрен кăларса,
Чакка подвала ÿпĕнсе пăхать:
Пăч-тĕттĕм шăтăк тăрать хуралса…
— Эс-и ку, Тайпи?.. Кам санран кулать?
Тайпи… тух! — тет вăл подвал тĕпнелле.
Йыт вĕрчĕ таçта, хапха умнелле.
— Эй, ыр çын!
Çăлсам…
Çăлсам мăшкăлтан! —
Тет сас подвалтан.
Унччен те пулмасть, подвал анинчен
Ялт! çеç курăнать мундирлĕ салтак.
Чакка ăна ласт! сулать мăйĕнчен.
Салтак кăшкăрма хăтланчĕ пăртак,
Анчах çивĕч хĕç памасть кăшкăрма —
Тăл-пÿ çинчи пуç лачăр усăнать,
Лÿппер ÿт лÿч! çеç ÿкет подвала.
Хапха енчи йытă хыттăн хамлатать.
— Ну, тухăр часрах, хуралçă тек çук! —
Хаяррăн чĕнет шăртланнă Чакка.
Уй-хире ĕнтĕ çапнă кăвак çут,
Часрах тармалла çумри ращана!
Ялта автансем, ăмăртса майлах,
Автаççĕ хĕрсе — çунатсем çапсах.
Сарай çийĕнче чĕвĕл-чĕкеçсем
Пуçлаççĕ юрра, хавассăн вĕçсе.
Ак çак самантрах тĕттĕм подвалтан
Тухать васкаса хĕрарăм мĕлки.
— Чакка!..
— Эх, Тайпи!..—
Хурланчĕç чунтан.
Чĕлхе çаврăнмасть ăш кÿтнĕ пирки.
Чакка
Ăçта ыттисем?.. Ăçта Ятарин?..
Тайпи
Вĕлерчĕç персе… тарма тăнă чух…
Чакка
Ох!.. Тайпи!.. Тайпи!.. Хăçан ку, эппин?
Тайпи
Ялтан килнĕ чух… Ай, халь тăнăм çук…
Чакка
Айта хăвăртрах! Чуп ман хыçăмран…
Тайпи
Вăй-халăм-çке çук, ах… пулмасть манран.
Чакка ак çакать хĕçпе пăшала,
Тарма пикенет часрах уялла.
Ларать вăл хÿме çине улăхса,
Çĕклет Тайпине — уя каçарать.
Уя тухсанах, утне утланса
Лараççĕ; сиксех лаши ярăнать.
Раща еннелле хăвăрт ыткăнса
Çырма хĕррипе пырать юланут;
Çил пек пынă май, хытах такăнса,
Ÿкмех те пуçлать лаши пĕр-ик хут.
Анчах та çынни — Чакка — çирĕпскер,
Айри лашинчен хăпмасть, сухăр пек;
Умне Тайпине тытса ларнăскер,
Хыçал еннелле пăхкалать хăй тек.
Пĕр-ик çухрăма каять вăл тарса;
Раща инçе мар — умрах тĕмĕсем…
Сасартăк хыçра — шăлт та шалт! туса
Янратрĕç уя пăшал сассисем.
Чакка йăлт пăхать — курать: ял енчен
Улт-çпчĕ салтак, нăшалпа персех,
Чупаççĕ шскен вĕсен хыçĕнчен!
Ак, ак пульăсем шÿлеççĕ йĕрсех!..
Чакка, хăвăртрах пытанас тесе,
Çырма еннелле çаврать лашине.
Лаши пур вăйпа пырать сиктерсе.
Инçех те мар, ак, çырма хĕррине:
Шăй-шай! шăхăрчĕç каллех пульăсем,
Юнпа чĕрĕ ÿт шыраса вĕçсе.
Унччен те пулмасть: — Ух! Ай!.. лекрĕ тем…
Ы-ă-ăх! — терĕ çеç Тайпи ĕнтрешсе.
Чакка лашине хурĕ хытăрах.
Çырма хĕррине çитсе перĕнсен,
Палтăрт! такăнать çÿрен урхамах, —
Ÿкет, вăрăнать вăл хыса хĕрринчен;
Чакки ун çинчен Тайпи-мĕнĕпех
Вашт! çеç сирпĕнет çырма тĕпнелле.
«Пĕтерчĕç… ай ту-ур!.. Пĕтерчĕç тинех!..
Мĕн ку?! Чăнах-и е тĕлĕк, темле?!»
Минтренĕ Чакка, ăнкармасăрах,
Сикет те тăрать, тавра пăхкалать.
Курать арăмне: выртать вăл шăпах,
Тăнлав тĕлĕнчен юн тапса юхать.
Çÿрен урхамах унтан çÿлерех
Выртать месерле, пуçне тăратса.
Ун сылтăм ури сып тĕлĕнченех
Аманиă иккен, пуля çапăнса!
Тăн илнĕ Чакка тăмарĕ çĕтсе:
Хĕçне-пăшалне çакать хăй çумне,
Çĕклет Тайпине ик хулĕ çине,
Чăмать çыранти çÿçелĕх ăшне.
Анчах инçех те пулмасть тарасси:
Пĕр çирĕм утăм ярса пуссанах,
Илтет вăл — хыçрах салтаксен сасси.
«Ай!.. Мĕскер тăвам?.. Тавăрам
лайăхрах!..
Хĕмленнĕ Чакка тăрать чарăнса,
Хурать Тайпине çÿçе тĕм айне.
Хăвăрт пăшалне илет вăл хывса,
Вăрт-варт авăрлать те чупать мал енне.
Хăпарчĕ Чакка малти хысана,
Пĕр шĕшкĕ тĕми хыçне лăпчăнса
Пăхать кай енне, курăнать ăна:
Улт-çичĕ салтак пырать ыткăнса.
Чупаççĕ вĕсем тÿрем çеремпе —
Çÿçеллĕ çатра çырма хĕрнелле.
Чакка чĕтрекен вĕри алсемпе
Тĕллет пăшалне вĕсем çинелле.
Ак, ак салтаксем çырма хысинче, —
Пăхаççĕ тăрсах лаша выртнине.
Ват унтер-пуçлăх тăрать умĕнче,
Темскер вăл хистет хăй командине.
Шаталт! — тет пăшал малти хысаран.
Унччен те пулмасть, хăй унтер тÿнет.
Ытти салтаксем, сехри хăпнăран,
Тÿрех — çырмана… Çÿçелĕх чĕтрет.
Пĕр вăхăт шăпах. Шăп пулать çатрак.
Вилен лаша çех тепле ÿхĕрет.
Е пуля лекнĕ ват унтер-салтак
Хаяррăн, сиввĕн йынăшса илет.
Чакка куçĕсем, кăвар пек çунса,
Малти хысари хунав хушшинчен
Пăхаççĕ умри çÿçе-çатрана;
Кĕтет вăл салтак — çырма тĕпĕнчен.
Ак, кĕтмен çĕртен, çырма пуçĕнчен
Шăлт та шалт! пăшал сасси янăрать.
Кăвак сывлăшра, Чакка пуç çинчен,
Ик-виçĕ пуля вĕçсе шăхăрать.
Çĕкленчĕ Чакка. Пăхать тăвалла.
Курать вăл: инçе, васан хĕрринче,
Шур тĕтĕм тăрать пĕр тĕм тавралла.
Анчах çын мĕлки çук ун патĕнче.
— Эх… çырма тĕппе шăвăннă иккен!..
Чим, эпĕ сире!..— теейчĕ Чакка.
Тĕллет вăл тĕме хунав кăкĕнчен, —
Улт-çичĕ хутчен шăхăртать пулькка.
Улт-çиччĕ персен, пĕччен тĕмĕрен
Вĕлт те вĕлт! вĕçрĕç хайхи салтаксем;
Çырма тĕпнелле тапса сикнĕрен
Чакка куçĕнчен çухалчĕç вĕсем.
Пĕччен çич çынна çĕнтернĕ пирки
Лăштах пек пулать Чаккан вут чĕри.
Васкать вăл часрах умри чăтлăха:
Анчах — Тайпи вилĕ!.. Шăнк хытрĕ
Чакка.
Инкек çине синкек
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Ларать ак Чакка Тайпи умĕнче,
Шевле пек куçсем сÿннине пăхса.
Вĕçе-вĕç шухăш вĕрет пуçĕнче —
Иртейнĕ çулсем килеççĕ аса:
Умрах ак, умрах ачалăх кун-çул, —
Тайпи те маттур сар хĕрччĕ ун чух.
Маттур хĕрĕсем татах пулнă пуль,
Анчах Тайпи пек пулман-тăр çав… Çук!
Çич-сакăр çултах унпа паллашса,
Çерем çийĕнче сиксе чупнисем;
Вун-вуник çултан пĕр-пĕрне савса,
Пĕр-пĕрин енне чĕре туртнисем;
Ĕçре, вăйăра е улахсенче
Час-час тĕл пулса сăмах вылятни;
Ÿссе ар пулсан, чун-чĕресенче
Пĕрле пурăнма пĕр ĕмĕт тытни, —
Ак пурте, тем те, пулса иртнисем
Иртсе вĕлкĕшеççĕ Чакка пуçĕнче, —
Çиçсе вĕлкĕшеççĕ, курăнаççĕ вĕсем
Сÿнсе хытакан кăвак куçсенче!
…Чылай тĕмсĕлсен вăл ăшри тăвăлпа
Тайпи виллине хурать хÿтлĕхе.
Тăрать те пăртак усал хуйхăпа
Сăлтавсăр танккать умри вĕтлĕхе.
Йĕлме ращипе утса пынă чух
Тухать ак Чакка вăрăм ĕшнене.
Кунта — ухлĕм курăк, енĕç, клевер, хух…
Патрах пĕр куккук хирет сассине.
Çĕртен чылаях хăпарнă хĕвел
Ĕшнен пĕр енне çутатнă самай,
Арман пĕвинчен çĕкленнĕ вĕтел
Хыт тикĕлтетсе вĕçет улăх май.
Çерем сывлăмне сăптăрса утса
Чакка çывхарать ĕшнен леш вĕçне.
Сисмен те çакскер, тăрать вăл тухса
Кушлавăш çулĕн ĕрешĕ çине.
Шутлать вăл: «Аçта-ши Пахом халь, паян?
Ăна тупмаллах ман, ялта кăшт кансан».
Пырать вăл хуллен… Темле çул юппи…
Çулне ешĕл курăк выртать хупласа.
Нумай та кайман. Ак çын кÿлепй, —
Ик-виç кÿлепе выртать тăсăлса!
Çывхарчĕ Чакка. Пăхать — сулăнать…
Кăштах вăл ÿкмест. Чĕтрет ун чĕри.
Хăрушă! Тискер! — Кама вăл курать? —
Юксар, Ятарин, унтах ак Энтри —
Çуркам пек выртаççĕ пĕр май, пĕр çĕрте!
Вĕсен тумĕсем — çĕтĕк-çурăк, юн…
Тăхлан пек куçсем — пăхнă пĕлĕте.
Мĕнле асаппа, мĕнле панă чун?!
Чакка вăй илсе вăрт-варт, хăвăртрах
Çĕклет вĕсене. Курать — сурансем…
Çаврать, хыпашлать — суран тавраллах:
Пени анчах мар, штыкпа чикнисем!
Ахлатрĕ, ларчĕ вăй кайнă Чакка.
Пĕр тапхăр чул пек ларать вăл хытса.
Тĕллет куçсемпе таçта аякка,
Тайпи сăмахне илет вăл аса:
«…Вĕлерчĕç персе, тарма тăнă чух…»
Калать сасăпах вăл çак шухăша.
— Пĕтерчĕç-çке, эх!.. Пĕтрĕç!.. Ай турух!
Тĕнче… Эх!.. саккун… çунтарать ăша!..
Лармасть те тăмасть аптранă этем,
Пуçлать ун çĕтме минтренĕ тăн-пуç.
Пуçа итлемен ырхан урисем
Утаççĕ тĕлсĕр, — ăçта туртать куç.
Йĕлме ращинчен виç çухрăм пекре,
Хĕвелтухăç енче, ларать пĕр мăн çурт.
Кунта, улăхри тÿрем çеремре,
Пурăнать Кольцов — помещик, улпут.
Ун çывăхĕнчех курăнать пĕр ял,
Ку ял çыннисем — улпут чурисем —
Куçайнă кунта, нумай та мар — халь,
Пĕр вăтăр çул çеç ку çĕрте вĕсем.
Улпут ялĕпе кÿршĕ чăвашсем
Çак вăтăр çулта пĕрле хутшăнман.
Ак çак хушăра кăвак мучейсем
Вăл улпут ятне сахал ылханман.
Чĕнмен-çке, кĕтмен ун пек выç куçа.
Касать те илет вăл чи лайăх çĕре!
Халь ĕнтĕ ан пыр, — унта вăл хуçа…
Патри халăха ярать хĕн чире;
Алри халăхне уртса, хĕтĕртсс,
Ярать вĕслетсе чăваш çинелле;
Чăваш уй-хирне ватса, тĕшĕртсе, —
Хĕсет хăйсене вăрман ăшнелле.
Патрах йытăсем хаяррăн вĕрни
Вăратрĕ вил пек çывран Чаккана
Ун пуç вĕçĕнчи лапсак вĕрени
Лăп-лăп! ал çупса хускатрĕ ăна.
Çĕклет вăл пуçне: унтах ик пурсуй
Тăраççĕ чăлт-чалт сиксе, харлатса.
Йытсем тĕлĕпех, малта — тикĕс уй,
Унта тăрантас пырать кустарса.
Чакка ăнланмасть — ăçтан, мĕн майпа
Таçти ют çĕре килсе ÿкнине.
Анчах астăвать — синкер хуйхăпа
Пур хал, пур тăн-пуç пĕтсе çитнине…
Ак унччен те мар, тăчĕ хай тăрантас.
Хыçран ун патне пырать юланут.
Калаçрĕç иккĕн — икĕ хулăм сас.
Чакка тавçăрать: «Кольцов ку — улпут!»
— Приказчик! — тет вăл, — мĕскер,
кайса пĕл,
Ав Ромпа Трезор ураççĕ унта..
Тен, вăрă пулсан, — тыт, тух уя, чĕл!
Уйра сухаçсем… ярăп сан пата, —
Теейчĕ улпут, вĕçет малалла.
Юланçă сикет йыт вĕрнĕ енне.
Пырать вăл, пăхать, тытать пăшала:
— Ромка… туртса тух! — хушать
йыттине.
Унччен те пулмасть, пĕр йытти сикет,
Сикет те хыпать Чаккана хулран.
Вăл хыттăн çапса ăна сирпĕтет.
Йытти, ыткăнса, çыртать ураран.
Чакка йытăпа вăрçнă хушăра
Улпут юланçи çитет ун патне.
— Эс ма вĕслетен?!. Чар çак кашкăра! —
Кăшкăрчĕ Чакка улпут çыннине.
Приказчик, пĕрре çуйăхса илсен,
Часах лăпланать. Йытсем те шăпах.
Приказчик
Çÿревçĕ тетне?.. Аван эс пуплен.
Анчах, тем тесен те, эсĕ таркăнах…
Улпут ак тĕпчĕ, пĕлĕ эс камне.
Ярать кантура вăл, вара сывă пул!
Анчах, пуçу шел-тĕк, тавай мĕн пурне!
Нумай пуль сирĕн çаратнă ыр мул…
Чакка
Хальччен мул тытман. Мĕн пурри — пĕр пуç
Çак пуç та шел мар: кас, тат ăна, хуç!
Приказчик
Чăваш, эс — тĕнсĕр! Чăваш — этем мар…
Сана халь тĕнтсен те — пулмасть нимле суд,
Çавах тивем мар. Айта-ха, каяр.
Тĕпчет те майлать сана ак улпут…
Чакка талпăçать юланут умĕпе.
Пурсуй йытăсем чупаç ыткăнса.
Тухаççĕ уя. Раща çуммипе
Кас-кас çил вĕрет тусан хускатса.
Хыçал еннелле сулăннă хĕвел
Çаплах-ха хĕртет шенкер тÿперен.
Ирпе янкăшан шыв çийĕ — вĕтел
Кăшт çеç сас парать арман пĕвинчен.
Приказчик умпех утать-ха Чакка.
Çул ик енĕпе кашлать кĕр калчи.
Лере хресченсем тăваççĕ ака.
Унтах ав юрлать пĕр сÿре ачи.
Тата маларах ав, тÿрем улăхра,
Ларать чăнккамас ик хутлă çĕн çурт.
Унтах пĕчĕк ял, пахча — ял тавра…
Ку пурлăх хуçи — Кольцов, хай улпут.
Чакка таврана пăхса пынă чух
Пыраççĕ хирĕç чупса виç мужик.
— Çак çĕтĕк çех-и?.. Татах-и е çук? —
Ыйтать хыпăнеа пĕр тĕксĕм старик.
Приказчик
Çак çеç. Сире кам… улпут ячĕ пуль?
Мужиксем
Улпут ячĕ çав, сана пулăшма.
Приказчик
Ăçта халь улпут, килет-и, Косуль?
Каятпăр унта çакна кăтартма.
Косуль
Çук, вăл килте мар, Алмачĕн ялне
Вĕçтерчĕ пулас — юлташĕ патне…
Приказчик
А-ха… Çук апла… Килмест вăл каçчен.
Ку çынне ăçта хупас ыранччен?!.
Косуль
Мĕнле çĕтĕк вăл? Вăрман вăрри-и?
Е таçти пулмас, сÿсленчĕк этем?
Приказчик
Вăрман вăрри мар, темле, урăххи…
Шанмастăп эпĕ — тÿр çын-ши ку, тем?!
Мужиксенчен пĕри
Пахом çынни пулĕ тетĕн-им эппин?
Анчах та вĕсем хунтах-ши хальччен?..
Приказчик
Çавсен пулмалла… Пахомка шайкки
Çак иртнĕ каç çеç кĕнĕ кантура.
Мĕскер тăвас тен? Пăлхатнă такки…
Ик-виç салтака вĕлернĕ ара.
Йĕрлеççĕ таврах. Анчах та çапах,
Усал Пахомкăн сехрийĕ хăпмасть!
Хăй çыннисене çаклатнăшăнах
Урать ĕнтĕ вăл: тавăрма шутлать.
Мужиксем
Н-да-а… хăрамасть! Хăюллă, маттур!..
Çаплах выртаççĕ-и леш хай вилесем?
Приказчик
Выртаççĕ çаплах… илмеççĕ, тем мур.
Иртсе çÿреме вăл çулпа кичем.
Мужиксем
Н-да-а!.. çÿçенчĕк! А кăна мĕнле,
Ăçта усрас тетĕн улпут киличчен?
Приказчик
Улпут хăнаран тахçан килмелле?
Паллах та ĕнтĕ: килмест вăл каçчен…
Косуль
Чим-ха, Карпыч… чим… эпир выртмана
Каятпăр каçпа малти улăха.
Эртел пĕчĕк мар, шан эсĕ мана!
Кăна ыранччен сыхлатпăр унта,
Приказчик
Уйра май килмест. Хупатпăр ăна.
Тартсан, мĕн тусан — çиетĕн пуçна!
Косуль
Хупсан та хурал кирлĕ-çке вара;
Çĕрле арçынсем пурте выртмара.
Мужиксем
Чăнах, чăн, Карпыч, Косуль калани;
Шан эсĕ пире. Тартмастпăр, ни-ни!
Чылай шавласан, Карпыч килĕшет.
Косуль аллине парать Чаккана.
Чакка тавралла халăх хĕвĕшет;
Унтах ак лартса çыхаççĕ ăна.
Улпут хресченĕсем патĕнче
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Çеремлĕ васан. Сайра йывăçсем.
Васан варринче пĕр шывлă çыран.
Çыран хĕрринче — хăва тĕмĕсем.
Кунта кĕр-кĕрлет пĕр япăх арман.
Çерем çийĕнче, тĕмсем хушшинче,
Каçхи тĕттĕмре çиçет вут çути.
Васан кай енче, тăвайкки çинче,
Ларать ешĕрсе ват юман кати.
Сиксе çунакан кăвайтă тавра
Лараççĕ сĕнксе выртма çыннисем.
Çÿçе-хăваллă çерем-курăкра
Хăрт-харт! тулхăраççĕ вĕсен лашисем.
Кусем — кульцавсем, кашни каçхинех
Лаша çитерме анаççĕ кунта.
Çитернĕ чухне, вутне чĕртсенех,
Лараççĕ вара халап-юмаха.
Улпут уйĕнче тертленнĕ çынсем
Имшеррĕн, майпе пуплеççĕ вĕсем;
Пуплеççĕ куллен мĕн туни çинчен,
Тар-шур юхтарса ĕшенни çинчен.
Унтах хăшпĕри, — туйса кăна ил, —
Майпе юптарать сăмахĕсене:
— Тепре çĕкленсен вĕри çавра çил,
Паллах, тустарать улпут кил-çуртне…
—Час иртрĕ вăл, — тет тепри, ăнланни.
Курса ĕлкĕрме пулмарĕ ăна.
Пулмарĕ пирĕн кĕтни, хапсăнни.
Ак халь хирĕç çил туллать таврана!
— Пĕлетре, пирĕн терлĕ халăхпа
Аван пурăнма тăрăшас пулать.
Улпут вăл чее… Пире, тем шутпа,
Ялан чăваша хирĕç тăратать.
— Вĕсен уй-хирне кĕтÿсем кĕртет,
Тырра тĕшĕртет, вăрçма хĕтĕртет…
— Мĕне кирлĕ ку?.. Ку вăл — путсĕр ĕç!
Улпут çеммипе — ташла кĕлĕмĕç!..
Ак халь те вĕсем, ытти чух пекех
Сиксе хĕмленен вут тавра ларса,
Пуплеççĕ текех, анчах хĕрÿрех.
Унтах ак Косуль ларать палкаса.
Косуль хыçĕнчех, çерем çийĕнче,
Выртать алсене тăлланă Чакка.
Сÿсленнĕ çĕтĕк кĕпе ун çинче,
Çара пуç вĕçне тĕкĕлет каска.
Выртма çыннисем — ватти те вĕтти —
Юмах-халапа çапнă хушăрах
Сăнаççĕ пăхса Чаккана тĕппин, —
Хăшĕ уççăнах, хăшĕ вăрттăнрах.
Калаçу
— Ку кам-ши вара? Ай, типнĕ, ырхан!
— Пахом çынни мар-и? Яр ăна, Çтаппан:
Косуль (Çтаппан)
Яма юрамасть!.. Илнĕ хам çине.
Ыран ак улпут ярать кантура.
Тĕпчеççĕ унта вăл кам иккенне.
Хуть кам пулсан та — кăнтаççĕ вара.
Сассем
— Эй, хăрăк çуркам!
— Ăçтисем эс? Кам?..
Чакка
Эп — килсĕр этем… Вĕри чунлă çын:
Пур пусмăр-хурра тÿссе тăманскер…
Ак çавăн пирки пур пуçлăх, пур чин
Йĕрлеççĕ мана. Ман пурнăç синкер…
Чаккан юлашки сăмахне илтсен,
Шăпланчĕç çынсем:
— Пахом çынниех!..
— Тавай-ха тĕпчер, — теççĕ мужиксем.
Пыраççĕ пурте Чакка патнерех.
Анчах ак Косуль пуçлать кăшкăрма:
— Калап улпута!— тет, чарать калаçма.
Çур каç тĕлнелле. Сÿнет тул çути.
Тÿлек те тĕттĕм — тĕнче хĕррипе.
Тăпах, сикленмест ват юман кати.
Çĕр пин çăлтăрпа чалхăрать тÿпе.
Лăпланнă çĕршыв канлĕн тĕлĕрет.
Çывраççĕ ĕнтĕ выртма çыннисем.
Улт-çичĕ çын çеç выртман-ха, пуплет.
Темскер, шăппăн çеç шутлаççĕ вĕсем.
Ак кĕç çĕкленет пĕр çамрăк мужик,
Пырать вăл Чакка патне йăпшăнса,
Калать вăл ăна: — Эй, тус… нимле шик
Пулма кирлĕ мар пиртен хăраса…
Косуль çывăрать хыт ĕшеннĕрен…
Пĕлтерччĕ пире эс хăвăр çинчен:
Ăçта халь Пахом? Пĕлетне ăна?
Чакка
Пахом?.. Пахома пĕлеп…
Анчах мĕн тума вăл кирлĕ сана?
Мужик
Маттур вăл, паттăр. Ăна хисеплеп.
Чакка
Эс тĕрĕс!.. Пурте Пахом пек пулсан,
Ниçта та, никам чура пулас çук…
Мужик
Аçта-ши вăл халь çĕмрен-утаман?
Ăна чухăнсем кĕтетпĕр чунтан.
Пĕтетпĕр эпир улпут ĕçĕпех.
Ак, çимĕк çитет, — эпир акарах!
Кантур таврашне çĕмрекенскерех
Кольцов улпута ма вăл манчĕ?.. Ах…
Чакка
Пахом — аслати, хăватлă тĕрек!
Анчах паллă мар вăл халĕ ăçти.
Пăлан хыçĕнчен арăслан хăвнă пек,
Хăвать халь ăна апшур каманти.
Мужик
Кунтах пуль… Леш каç кантур патĕнче
Вĕлернĕ вĕсем ик-виç салтака.
Чакка
Ăна Пахом мар. Пахом халь инçе;
Кунти ĕçсене тăвать-тĕр Чакка.
Мужик
0, паттăр Чакка! Вĕсене мĕнле
Пĕлен эс йăлтах? Е эсĕ пĕрле?
Чакка
Эп хам вăл — Чакка.
Выртап ак çапла!
Мужик
Чăнах, эс Чакка-çке!.. Пĕлмен те!
Мĕнле?!.
Эп курнă сана леш, иртнĕ хĕлле,
Кантур çуннă чух! — теейрĕ мужик.
Сикет вăл ваштăрт! вут тепĕр енне.
Çыврать-ха çаплах хай Косуль старик.
Хускатрĕ мужик юлташĕсене.
Ак пурте шăппăн, пĕр сассăр утса,
Лараççĕ пырса Чакка пуç вĕçне.
Хĕрÿллĕ халап каять пуçланса.
Чакка пĕлтерет тÿсни-курнине.
— Эй, Филька, Коля, Егорка, —
тимлер.
Мĕнле те пулсан çăлар Чаккана…
Косуль килĕшсен, тăвар ак мĕскер:
Халех ак салтса яратпăр ăна.
Ирпе Карпыча калăпăр вара:
«Çур каç тĕлĕнче Пахомка шайкки
Сасартăк пырса хăтарчĕ вăрра;
Хăрарăмăр» тес. Ененĕ такки? —
Парать вĕрентсе хай çамрăк мужик.
— Аван, пит аван… пултаран, Иван…
— Аван ăс! — терĕ тепри аякран.
— Вăрат Косуле! — терĕç ыттисем.
Хĕрÿллĕ сассем ÿссех пынăран.
Косуль те вăранчĕ; ун сăнĕ кичем…
Косуль
Ну, туртрăм пĕр кас тутлă ыйăха!
Халь ĕнтĕ ирччен ларатăп хурал.
Иван
Тăрас пулать, тăр! Ăс пар-ха пухха.
Эс майлă пулсан, ĕç тухĕ кал-кал.
— Итле-ха, Косуль, — теççĕ мужиксем,
Чакка çинчен ак калаççĕ вĕсем.
Малтан чиперех тăнланă Косуль,
Иван шухăшне тавçăрса илсен,
Сасартăк урать: — Ай-ай аван пуль!
Мĕн пулĕ тетĕр, улпут хăй пĕлсен?
Чĕр пуççăн сĕвет вăл пирĕн тире!
Эп панă сăмах ăна тартмасса!
Эх, ухмах… сире-е-е…
Кăтартăп пĕрре!
Ларатăр ăссăр пуçпа шутласа! —
Юман пек патвар, кĕрнеклĕ мужик
Иван çинелле юнать, кăшкăрать.
Иван сăнĕнче кăшт палăрчĕ шик.
Никам та чĕнмест. Косуль çех янрать.
Ун йывăр сасси, чул пек йăванса,
Каять тĕттĕмри тÿлек улăхра.
Çывран ачасем карах вăранса,
Лараççĕ сиксе çунан вут тавра.
Хĕрÿ чун — Иван, чаппан пĕркенсе,
Кайса тĕршĕнет çÿçе тĕм айне,
Косуль çинелле аллипе сĕлтсе:
— Тăм пуç! — тет, шăлать сарă мăйăхне
Унтах вăл, хура тÿпене пăхса,
Тĕллет тинкерсе çут çăлтăрсене.
Çĕр пин çăлтăрсем, сиксе-вылянса,
Чĕнеççĕ хăйсен ытамĕ енне.
Тĕнче аслăхпе йăпаннă Иван
Ак хăй те туймасть, чĕри хуйхине
Пуçлать юхтарма капланнă ăшран,
Пуçлать вăл хăйĕн савнă юррине:
Не шуми, мати зеленая дубравушка,
Не мешай мне, доброму молодцу, думу
думати…
Как заутра мне, доброму молодцу, во
допрос идти
Перед грозного судью — самого царя.
………………………………………………..
……………………………………………….
Юрра пĕр çавра шăратнă тĕле
Выртма ачисем пĕри те тепри
Пыраççĕ шуса Иван патнелле.
— Айта, Иван, яр!..— Чĕрлет ун чĕри.
Еще станет меня сам судья
спрашивати:
«Да скажи, скажи, детинушка,
крестьянский сын…»
…………………………………………….
Хресчен таркăнсен юратнă юрри
Вĕçет, ярăнать хура сывлăша.
Ват юман ращин чăтлăхлă варри
Çăтать ку юрра, — хуллен йынăшать.
Ак юрă пĕтет. Ун вĕçĕ хуллен
Вăль-валь авăнать раща хĕрринче.
Чĕрлет чун-чĕре выртма ачисен;
Хаваслăх, йăслав вĕсен хушшинче.
— Иван!.. Эй, Иван!.. Пуçла-ха «Горе»…
— Çук, çук… ăна мар, урăхне юрлар…
«Уж как пал туман на сине море!»
— Çак юрă аван… — Чим халь, ăна мар…
Анчах тавлашу пымасть нумая.
Çĕнтерчĕ часах «Горе»… юрласси…
Иван пурне те çаврать пĕр мая,
Каллех ак янрать ун уçă сасси:
А и горе, горе, горева-аньице!
А и лыком горе подпоя-са-лось,
Мочалами ноги изопу-утаны!
А я от горя в темные леса-а-а…
………………………………….
………………………………….
Вĕçе-вĕç тăсан юрăсен кĕвви
Сĕм улăх тăрăх юхать шăранса;
Янравлă сассен пĕр çирĕп тĕвви
Тĕнче хĕрринех вĕçет ярăнса.
Ире хирĕçле. Сĕнкет вут хĕрри,
Кăвайтă вутти сÿнсе кĕлленет.
Хуллен çеç юмах çаптарать пĕри,
Нумайăшĕ çыврать е кăшт тĕлĕрет.
Иван çĕкленсе пăхать вут енне.
Курать вăл — Косуль чунтан пикенсех
Туртать, пăркăчлать Чакка аллине.
Чаккийĕ вил нек выртать кукленсе.
— Ах, анчăк! Сухал!.. — теейчĕ Иван,
Хура чаппанпа пĕркенсе выртса…
Автан авăтни илтĕнет ялтан.
Арман енче шыв сикет шарлатса.
Уяр тÿпене килет шурăмпуç.
Нÿр улăх тăрăх сарăлать шур тĕтре.
Иванăн чăл-пар уçăлать пит-куç:
«Э-их, кăвак çут çиçет тÿпере!..»
Çÿçенчĕ Иван, пăхать таврана:
Косуль ÿпĕнсех туртать ыйăха,
Вăл хăй уринчен çыхнă Чаккана.
«Тăмпай çывăрни пире лайăх-ха!»
Шутларĕ Иван хуллен çĕкленсе;
Пырать вăл Чакка патне йăпшăнса.
— Чакка!.. Хатĕрлен! — тет ăна тĕксе.
Ак çыхăсене вăл пăрахрĕ салтса.
— Вĕçтер, ну, часрах!.. Ну, пире ан ман!
Пахом таврăнсан — тÿрех кунталла!
Ну, сыв пул! Вĕç!..— тет Чаккана Иван.
Чакка йăпшăнать — шăвать уялла.
Салтаксен тискерлĕхĕ
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Апшур каманти килни тăват кун.
Хĕрсех вăл шырать Пахом ушкăнне.
Ку хушă ялта çук пĕр лăпкă чун, —
Кĕтеççĕ пурте усал ĕçсене.
Кушлавăш ларать пăта çинчи пек,
Кĕтет вăл отряд калла пырасса.
Нумайăшĕ тарнă кил-йышĕсемпех.,
Пуян тавраш çеç юлнă лăпланса.
Хăш пуянсем те паян ирпеле
Килне питĕрсе, мулне тиесех
Вĕçтернĕ таçта — Хумпуç еннелле.
Çтенкке, Митрахван та тарнă çемйипех.
Апшур каманти каллех çитесрен
Хăраççĕ вĕсем темрен те ытла:
Хальччен чăваша курман салтаксем
Кулни, çаратни — чăтма çук яла!
Шăп кăнтăр тĕлĕш. Уяр та вĕри.
Кас-кас çил анчах уçать сывлăша.
Вил çын пек — тапмасть Кушлавăш чĕри;
Путать вăл йăлтах салху шухăша.
Ĕç çи пек, шăпах урам хушшинче.
Сайра çеç чăх-чĕп е йытă чупать.
Ак çак вăхăтра Текей умĕнче
Ик-виçĕ арçын тăни курăнать:
Текей — хăй, Итрен, Хура Яратав
Тăраççĕ унта тем канашласа.
Вĕсем те кичем. Çук нимле йăслав.
Автан авăтни çех тăрать янраса.
Иртет ак самант. Сасартăк уйра,
Вăрман еннелле, лăркать йыт сасси.
Нумай та иртмест унтах, Тукасра,
Шăлтăр-р-р! илтĕнет урапа кусси.
— Çитеççĕ пулас?!. Çавсем!.. Салтаксем!..
Мĕнле хăналас?! — хумханать Текей.
Ак пурте сасса хускалчĕç вĕсем, —
Пурин те чĕри чĕтрет те сикет!
Яла çитсе кĕчĕ вĕçе-вĕçĕн лав.
Кашни лав çинче ик-виçĕ салтак.
Пуçланчĕ кĕçех шăв-шавлă йăслав;
Ял мар, вăрман та янрарĕ хытах.
Анканă, выçă, лÿппер салтаксем
Кашни кил енне чупаççĕ юртса:
Лутра та чухăн вĕрлĕк хапхасем
Лăчăр та лачăр ÿкеç тайăлса.
Ум-хыçлăн пыран лавсем, лашасем
Капланчĕç çитсе хурал пÿрт умне.
Ĕшеннĕ вирьял чăваш лавçăсем
Имшеррĕн пăхаççĕ пĕр-пĕрин çине.
Малти лаз çинчен сикет офицер.
Çĕклет вăл алла: — А ну-ка, сигнал!..
— Тÿ-тÿ! тÿ-тÿ! тÿ-тÿ!..
— Тÿ-тÿ-тÿ! тÿÿÿ-тÿ-тÿ!..
Янрать йĕс труба. Йĕрет пушă ял.
Ку вичкĕн янрав çÿçенчĕк, тискер.
— Тÿ-тÿ! тÿ-тÿ! тÿ-тÿ!..
— Тÿ-тÿ-тÿ! тÿÿÿ-тÿ-тÿ!..
— Тÿ-тÿ-тÿ!!!
Нумай та иртмест… ик-виçĕ самант, —
Йăлтах пухăнать арканнă отряд.
Çырма хĕрринчи пуш пура хыçне
Хăюлăх пухма тăнă виçĕ тус
Хускалнăччĕ çеç салтаксем енне:
— Çук, Текей пичче, пымастăп, хуть пус!
Хăрап, ырра мар, — терĕ Яратав.
Текей шăртланать, вăрçса пăрахать:
— Патши хамăршăн салтак янă ав…
Юрать-и тарма?.. Кам ырă тăвать?! —
Тесе ÿкĕтлет хумханнă Текей.
Анчах Яратав чунĕ çемçеккей —
Никам ÿкĕтне тăмасть тăнласа,
Çырма тĕппеле шăвать тăвалла.
Итрен те хăрать. Çапах та хытса,
Текей хÿттипе утать малалла.
Хурал пÿрт умĕ. Сип-симĕс çерем.
Ват чăрăш кашлать çерем варринче.
Унтах — ĕшеннĕ утсем, лавçăсем;
Пĕр ушкăн салтак — лавсем умĕнче.
Тин çеç пухăннă çуран салтаксем
Стена пек тăраççĕ, ретĕн тăсăлса.
Ик ватă калрал, чулланнă çынсем,
Кĕтеççĕ приказ, юпа пек хытса.
Хурчка пек каскăн, яштак офицер,
Ырхан ял çине мăнаçлăн пăхса,
Хура пÿртсене сăнать тек темскер, —
Утать хăй хĕçне чăнкăртаттарса.
— Ребята! — тет вăл пуçлăх сассипе. —
Çÿрерĕмĕр нумай, тÿсрĕмĕр чылай.
Çурерĕмĕр луçă-упа йĕррипе.
Ну, уншăн кунта кантарăп самай.
Халех ку ялта пуху пухтарап.
Сире валли ак кашни çын ятнех
Пĕрер пуç така тытса пустарап.
Пăлхавçăсене вĕрентер тинех!..
Хĕрÿ офицер сăмах çапнă чух
Текейпе Итрен çитеççĕ утса.
Вашă плахороть!.. Спасибă тем чул…
Улпут чарăнать, тĕллет çаксене:
Сутник-и эс… кам? — тет вăл Текее.
Та, та, çĕн сутник… Эх, тÿссе хĕне!..
Пĕр ырă тумтир юлмарĕ çие…
Çак çын ашшĕне вĕлерчĕç касса…
Эх-хех!.. — тет Текей, маларах пырса,
Анчах офицер тăмасть итлесех,
Текей иатĕнчен иртет тÿртĕнрех.
Офицер
Ну, çитĕ, сутник, — халех пуху пух!
А эс, çамрăкки,
Виç пăт така ашĕ халех тупса тух!
Текей
Вашă илахороть!.. Никам çук ялта…
Пур халăх таçта… шалта — вăрманта…
Офицер
Суян!..
Текей
Суймастăп. Чунтан…
Офицер
Суятăн, сысна… Лекмен-и сана!..
Текей
Чăнах… чă… чăнах.
Ваше ллахороть. (Ÿксе пуç çапать.)
Ак, шырăр йăлтах,
Кашни киле кĕр, хăть…
Юлсаччĕ вун çын пуль, —
Вĕсем те халь çук.
Офицер
Мĕскершĕн эс тартрăн вăл йытăсене?
Текей
Нимпе чарма çук… тарчĕç инçене…
Офицер
Тараççĕ тен,э?
Вĕрентĕп сире!..
Апла-тăк, тавай вунă пуç така!
Халех тăрантар мĕнпур салтака.
Текей
Халех нулаймасть: кĕтÿ çук, — уйра.
Таçта халăхпа вăл тарнă, ара…
Текей, вырăсла пĕлнĕ-пĕлментен,
Унпа калаçса йĕрĕннĕ улпут,
Пуçне сулласа, пăрнать Текейрен
Хура мăйăхне шăлса ик-виç хут,
Хывать шлепкине, утать ярăнса.
Хăрах алли ун саблипе вылять.
Ак вăл, пĕр кана утса çаврăнса,
Тăрать те хаяр сасăпа пуçлать:
— Рот-та-а-а, смирно-о!
Слушай мою команду…
Ĕшеннĕ, лÿппер тăлпан салтаксем
Командăпа харăс тÿрленчĕç чăнах.
Вĕсенĕн, улма пек, чармак куçĕсем
Улпучĕ çине тĕллеççĕ хытсах.
Хĕрÿ офицер карать çăвара;
Вăл хăй отрядне, килтен кил кĕрсе,
Яла тĕппипех хушать тустарма.
— Кам лекнĕ алла, ăна сĕтĕрсе
Тÿрех ман пата! — тет вăл кăшкăрса.
Выçă салтаксем — хавас приказа.
Пĕр-икĕ самант… мĕнпур пек салтак
Чăл-пар! саланать пуш ял хушшине.
Улпут-офицер — ĕшеннĕ шăм-шак, —
Кĕрет канмалла Алапит килне.
Хĕвел кĕç анас пек. Шенкер тÿпере
Шăваççĕ сайран кăтра пĕлĕтсем.
Вăш-вăш çил вĕрет хĕвел анăçрен.
Хуллен чÿхенеççĕ йывăç тăррисем.
Яла тĕппипех тусса пĕтерсен,
Пур пек салтаксем — каллех пĕр çĕре.
Ватă капралсем ăнман ĕç çинчен
Параççĕ рапорт пуç-офицере:
— Ваш высокороди!.. Эсир хушнипе
Ухтартăмăр йăлт, килрен кил ватсах.
Анчах никам çук… тупмарăмăр çиме…
Пÿртсем, хуралсем пурин те пушах!
Мĕн тума хушан? — тет ватă капрал.
Çиллес офицер тăмасть шутласа,
Пуçлать вăл хуллен:
— Тĕп пулĕ ку ял…
Ил вунă салтак. Икшерĕн ярса,
Тивретĕр ăна пилĕк кĕтесрен.
Кĕллентĕр тĕппех! — терĕ офицер.
Хыçра тăракан Текейпе Итрен
Тăнлаççĕ кăна: — Ах, Итрен, мĕскер?
Яла вут тĕртес темест-и… Эй-эй?!
Пĕтетпĕр, ах тур!.. Айта, тилмĕрер, —
Сас хушрĕ чĕри тапраннă Текей.
Пыраççĕ вĕсем офицер умне.
Лараççĕ кăпăрт! чĕркуççи çине:
— Ваше плахороть!..Хĕрхенĕр пире…
Ялĕпех çунтарсан та,
Хăвар ик киле!..
(Ÿксе пуççапаççĕ.)
Ак сирĕн валли
Пулать çимелли…
Хаяр офицер кăшт сиввĕн кулса:
— Чăваш та чăваш! — тет çеç вĕсене.
Итренпе Текей — шари! çухăрса,
Ача пек йĕрсе чупрĕç килсене.
Нумай та тăмасть, Кушлавăш çинчен
Унтан та кунтан сăр тĕтĕм палкать.
Кĕçех ак — хĕлхем… çулăм пур енчен,
Ялт-ялт! сикейсе яла вăл хуплать.
Вут-çулăм яла хыпса иличчен
Команда шăвать кÿршĕ ял енне.
Çерем çинчи чăрăш тăлăххăн, пĕччен
Кашлать, чыхăнать йÿçек тĕтĕмпе.
Чакка — ял-йыш судĕнче
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Ирхи апат тĕлĕ.
Кушлавăш çинче
Шăвать хура пĕлĕт.
Кÿтет çут тĕнче.
Ак çак самантрах хĕмленнĕ Чакка
Тухать вашкăртса раща хушшинчен.
Курать вăл уя, курать аякка,
Анчах ак тĕтĕм палкать ял çинчен.
Чупать ял енне вăл — хытать, тăп тăрать:
Умра ун ял çук!.. Шĕл кăмрăк та кĕл!
Кĕл-кăмрăк купи шур сĕрĕм сарать.
Ниçта пĕр çын çук! Мĕн-ма ку, ак пĕл?!
Васкарĕ Чакка хăй килĕ енне.
Курать ак: кунта та çаплах — кĕл купи!
Кăвак сĕрĕм çеç хуплать кил тĕлне,
Çаплах ав çунать пĕр аслăк юпи…
Кама та пулин курас тенипе
Тăмарĕ Чакка, каçать ял хыçне.
Унта пырсанах — вăрман хĕррипе
Курать вăл кас-кас ларан çынсене.
Кусем — ял-йышсем. Çеремлĕх çинче
Лараççĕ вĕсем вак-вак ушкăнпа;
Кăшт пурлăх пекки вĕсен умĕнче
Выртать арканса вĕт-шак купапа.
Чакка çывхарать хăюллăн утса.
Тĕл пулчĕ кунта Амаç Микине.
Çемйи умĕнче юпа пек хытса
Тăрать ку Мики. Унтах Алинке.
— Мики!.. Эй, Мики! — кăшкăрчĕ Чакка.
Чунсах вăл пырать Микки патнелле.
Чаккан уç сасси каять аякка,
Пăхаççĕ пурте ку сас еннелле.
— Чакка-иç!.. Сывах?..— теейчĕ Мики,
Икĕ аллине те ун енне тăсса.
— Сывах та, Мики, ну… пурнăç тÿсми!..
Яла?.. — тет Чакка куçсене шăлса.
Ăш-чик кÿтнипе пÿлĕнчĕ сасси.
—Яла салтаксем ячĕç çунтарса…
Ак çуртсăр, выçă… тÿс, кур! — тет Мики.
Чакка
Куратăп, Мики… Ыр тумĕç вĕсем…
Анчах ман хуйхă… лашу… пĕтрĕ, эх!
Хыçран хăвакан хурал салтаксем
Ÿкерчĕç персе Тайпи-мĕнĕпех…
Алинке
Тайпи те вилчĕ-и?!.
Эх… ылтăн пĕрчи!..
Чакка
Пĕтерчĕç йăлтах… Юксар, Ятарин,
Кĕске Энтри те çук ĕнтĕ текех:
Кунтан кайнă чух канвуй-чунилли,
Вĕлернĕ персе пурне те пĕрлех.
Сассем
— Вĕлерчĕç пулать!!! Айăп çук çинчен?!.
— Эх, мĕскĕн чунсем!.. Эпир халь пĕлмен,
Мики
Ай-ай, ку хуçать!..
Лаши хуть ман пур…
Тăван çĕрĕнте савăнас пулать.
Анчах халь — мăшкăл, асап кăна кур!
Чакка
Ăçта-ши Илюш, ман мĕскĕн ачам?
Алинке
Ачу хуняму аллинче пулас.
Чакка
Мĕнле-ши, ăçта вĕсене тупам?
Алинке
Таçта, вăрмантах пуль… Шырама каяс…
Ик-виç самантрах мĕнпур пек этем
Пырса пухăнать Чакка тавралла.
Унта тă кÿнта лăран кил-йышсем
Пыраççĕ чупсах пурте унталла.
Нумай та тăмасть, — хусканчĕ пуху.
Тин çитнĕ Итрен, халăха сирсе:
— Эй, халăх итле: куратăр, — кам ку?
Чакка?.. Çак çын-çке пĕтерчĕ пире!
Никам пирки мар, пĕр çакăн пирки
Тĕп пулчĕ пур ял… пĕтетпĕр ак халь…
Çтенкке! Митрахван! Итле эс, Мики!
Чакка ĕçĕсем каçмаççĕ ахаль!..
Мĕнпур ял-йыша инкек кÿрекен —
Халех вăл тивĕç пур халăх судне!
Кушлавăш тăпси çунса пĕтиччен
Хуратпăр ăна паян вут çине!..
Çтенкке, Яратав, Куштан Митрахван,
Вĕлернĕ сутник ачи — Кĕркури
Тухаççĕ карах хыçри вырăнтан:
— Тытас та — вутта! Пĕттĕр арçури!..
Э-э-э, му-ур!!! — çĕмĕреççĕ çиллес
сасăсем.
Ак çак самантрах умри Чаккана
Тытаççĕ вăйлăн çирĕп алăсем, —
Çунан ял енне туртаççĕ ăна.
Пĕччен Чаккана туртма тапратсан,
Ун майлă çынсем те сас пачĕç часах.
— Ан тивĕр, Итрен!.. Пăрах, Митрахван!
Ахаль те çыннин шăммийĕ анчах…
— Ан тивĕр!.. — терĕç улт-çиччĕн пĕр кас.
Малтан хыттăнах тăрайман Мики,
Чакка май сассем пулнăран пулас,
Тăрук çĕкленет. Янрать ун сасси:
— Çтенкке!.. Митрахван!..
Кулатăр эсир тăван Чаккаран?!
Ну, ярăр халех! — тет вăл кăшкăрса.
Хăй çак вăхăтрах тытать Итрене.
Итрен талпăçать, Микие пăвса,
Çĕклет те çапать пĕрех çĕр çумне.
Итрен Микие ватса тăкиччен —
Чакак, Ахманей тата ик-виç яш
Тухаççĕ чупса пуху хушшинчен.
Ку çамрăк çынсем пурте пĕр канаш.
Çĕклеççĕ вĕсем малтан Микие,
Унтан Чаккана илеççĕ туртса.
Усал Итренпе куштан Çтенккие
Вирлех лектерсе ячĕç уйăрса.
Урать, хирĕçет пур куштан шайкки,
Çаплах тăрăнать пĕр Чакка çине…
— Эй, халăх! — тесе пуçларĕ Мики, —
Парас-и вара Чаккана тивме?..
Чăнах-и кунта, Итрен тăснă пек,
Ял пĕтнĕ пирки айăплах Чакка?
Çук, ку тĕрĕс мар! Пур типшар, инкек
Ăçтан тухнине шутлăр-ха пуçпа:
Инкек тымарри — кантурпа пупра…
Ăна сирме те май пулнă пулсан,
Çаплах Чаккара-и айăпĕ вара?
Çук! Çук! Ку йăлтах ялти куштанран.
Пире Чакка мар, — ăна çиенсем —
Яла ĕмекен куштан-пуянсем
Çитерчĕç тĕксе çак кун-çул патне.
Ак халь çавăнпа — тÿс инкексене!
Митрахван
Сую çыпçăнмасть! Тархасшăн, ан суй.
Пĕлетпĕр: эс те Чаккаран юлман…
Çтенкке
Мики, эс шăн тăр… ан çуйăх пустуй!
Атту тусупа пĕрлех тĕп пулан!
Ак çак вăхăтрах, çуйхашнă тĕле,
Татах ушкăн çын пырать пухăнса.
Кусем хушшинче — Лярук, Ериле…
Текей те тин çеç тăрать-ха пырса.
Мики чарăнмасть. Хĕрет вăл пушшех.
Çумри Чаккана хăйпе хÿтлесе,
Калать малалла вăл хăйĕн шухăшнех.
Итрен каманти хирĕçет йÿçĕхсе.
Мики
Чаккан пĕр айăп: вăл хăй чухăнни.
Пит чухăн пирки пуппа пурмисе
Хырçи-марçине татса тăманни.
Ак мĕн Чаккана хучĕ пĕтерсе…
Лярук (кăшкăрса)
Чиркÿпе кантур —
Çиеççĕ, ах тур!
Тÿсме çук сĕвеççĕ пур хырçă-марçа,
Мĕн-ма туяс мар çак хĕн пурнăçа!..
Мики
Пурнатчĕ Чакка… Ăна Алапит
Салтака сутса тĕп турĕ, ял-йыш!..
Итренпе Яратав
Ан кар çăварна пит!
Митрахван
Пар!.. Пар ăна! Чыш!.. Çăварĕнчен чыш!..
Пуху хумханать. Итрен, Яратав —
Хĕрÿ Микие илеççĕ тытса.
Каллех ак — шăй-шай! Тĕрмешÿ.
Пăлхав…
Итрен ушкăнне лартаççĕ чарса.
Ериле
Мики калани тĕрĕс вăл, чăнах…
Мĕскершĕн капла инкек-усала
Чакка çине çеç хумалла йăлтах.
Усал унтан мар, — саккунĕ çапла!..
Чаккан — кăмăлĕ хаярри анчах, —
Хупларĕ ăна çак та ĕçсенче…
Саккунь, самани пулас лайăхрах, —
Чаккан та чĕри пулĕччĕ çемçе.
Чăнах, кантурпа чиркÿ пусмăрне
Йăвашшăн чăтма тÿсĕмлĕх çитмест.
Анчах… хирĕçме вăй çитмен енне —
Чăтас та пулать… Чакка тÿсеймест.
Вĕри чунлă çын — пăхрĕ хирĕçме…
Ак çакăн пирки пуçланчĕ хĕн-хур…
Сутник, Алапит — хĕсме те хирме!
Нимскср те урăх пĕлместчĕç ик мур…
Яратав
Ан!.. Ан элекле!
Ха, эс те епле?!
Ериле
Çынна хĕрхенсе çăлас вăхăтра
Вĕсем, куштансем, таптарĕç пушшех.
Леш пуп та, пĕлтĕр çÿренĕ хутра,
Пĕр Чаккана çеç тустарнă тĕппех,
Ун пек никама та хĕсмен çак ялта.
Паллах, ун чухне çав куштансемех
Хĕтĕртнĕ Чакка çемйине пăвма.
Итрен
Апла эс, Ерил, —
Влаçа хирĕç тил!..
Ериле
Сутник, Алапит тÿр пулнă пулсан,
Юлатчĕ Чакка чылай инкекрен.
Çавсем, пÿтсĕрсем, ыр ятшăн ялан
Тултарчĕç текех элек ун çинчен.
Аптранă Чакка ак хÿтлĕх шырать.
Ăна вăл Пахом çумĕнче тупать…
Пăлхавлă Пахом кунта çÿрени —
Ял-йыш, этсемри, вăл Чаккаран мар:
Ун çулĕ çапла… çапла самани…
Çампа Чаккана тивме мар, — сыхлар!
Сасă
Чăнах эс тĕрĕс, Ериле пичче!
Пур айăп кунта куштансем çинче…
Çтенкке
Чакка пек çук çын сахал-и ялта?
Мĕнле-ха вĕсем чăтаççĕ тата?..
Мики
Пуçне хуни те сахал мар, Çтенкке…
Патак çинисем, вилсе выртнисем —
Пĕр сиртен пуçне вăл кашни килтĕ.
Эсир — «ыр çынсем…»
Ак сас илтĕнет.
Ку Текей сасси:
— Итрен… Митрахван, лăпланăр… çитет!
Капла çапăçса пулас çук усси…
Хăçан вăл пĕтет?.. Пĕр ял, пĕчĕк ял…
Мĕскершĕн вăрçас? Ял-йыш, тăвансем,
Хаяр пуçлăхсемшĕн — эпир пĕр усал:
Итрен е Мики? — пĕлмеççĕ вĕсем.
Çунтарчĕç яла никĕсĕ таран.
Пуян е чухăн — пулчĕç пурте тан!
Вĕсемшĕн эпир — пурпĕр сĕм чăваш;
Апшурни камантă кăтартрĕ кăна.
Тавай, тăвансем, пулар пĕр канаш…
Çураçăр, Итрен! Каçар Чаккана…
Мики
Санпа пĕр канаш?!.
Текей
Пĕрле пулмалла…
Мики
Нихçан та эпир санпа пулас çук!
Манмастпăр: эс те, шăлкăн йытăлла,
Çыртаттăн вăрттăн, хăвăр вăйлă чух.
Сасă
Чее çак Текей…
Мики
Ик питлĕ шуйттан!
Текей
Калаç, ну… Хе-хей!
Мĕнле эс хăян?!.
Кÿреннĕ этем чĕнмерĕ текех.
Ытти пуянсем те чакрĕç хулленех.
Чарăнать çуйхашу.
Шăпланчĕ пуху.
Мухтать Микине Ериле старик,
Парать ăна ал. Тулать ун ăш-чик.
Хальччен ним чĕнмен, тăп ларнă Чакка
Тухать малалла:
— Нумай асаппа пиçнĕ шăм-шакка
Эп патăм яла…
Эп килтĕм кунта çаксене кĕтсех.
Суд тутăр ял-йыш — ман айăп пулсан.
Пĕр пуç шеллĕ мар терĕм эп пĕлсех.
Анчах хăтартăр мана айăпран.
Ман пурнăç çине, ман ĕçсем çине
Пит тĕплĕн пăхса суд турăр мана.
Чухларăр, сисрĕр куштансен чунне.
Ял-йышăм, уншăн — тав, рехмет сана!..
Тав сана, Мики! Тавай аллуна!..
(Микине ал парать.)
Манми тусăмсем!..
Хам пек чухăнсем!
Эсир хÿтлесен те кунта ман май çук.
Патша янă çар тусса хĕснĕ чух
Тăван ял-йышра юлмастăп халь эп.
Хам пуçшăн хыпмастăп, — сире
инкеклеп….
Çампа та халех каятăп кунтан.
Те курăп, те çук сире эп кайран,
Ăна пĕлме çук… Ну, ырлăх сунап!
Ял-йышăм, сыв пул… каçару ыйтап…
Сассем
— Ăçта эс каятăн?
— Пĕрлех пурăнан!…
Чакка
Ăçта ирĕк пур — шырап ирĕке.
Текей
Кайни лайăхрах… аван ку хăйне.
Ялта та вара пулмĕ тек шăв-шав.
Чакка
Сире те аван çав… Анчах пĕр чăрмав:
Ăçта-ши Илюш, пĕртен-пĕр ачам?
Ăна юлашки хут тытса ыталам!
Сасă
Тухман-ха, килмен халь Кулинесем.
Хăраççĕ килме — кам хĕр пуррисем.
Усал салтаксем, хĕрне анчах мар,
Хăш чух арăмне те çулăхаççĕ вăр-вар…
Ак çак вăхăтра
Инçе, сăртламра,
Таçтан сиксе тухрĕ улт-çич юланут.
— Каллех салтаксем! — терĕç ик-виç хут.
Хăранă халăх чăл-пар! арканать:
Итрен те, пурте вăрмана чăмать.
Пур халăх тарать. Чакка ак тăпах.
Юпа пек тăрать пĕччен вăл хытса.
— Мики! — терĕ вăл, леш ал парсанах, —
Парсамччĕ мана кăшт çăкăр касса…
— Айта-ха, Чакка, часрах пытанар! —
Хистерĕ Мики çăкăрне парса.
— Тармастăп эпĕ… ман пуç шеллĕ мар.
Анчах, Мики тус, йăлăнап сана:
Ÿстерччĕ эс ман тăлăх ачама!
Мики
Ăçта-ши каян?!.
Асту, çакланан!..
Ал тытрĕç туссем. Чуп турĕç пĕр хут.
Мики пытанать сĕм вăрман ăшне.
Чакка — чул чĕре (çук ун хăрас шут!)—
Утать ерипен хир çулĕ енне.
Кун хыççăн кунсем шăваççĕ хуллен,
Шăваççĕ аран йывăр уйăхсем.
Апшурни камантă кайма пĕлментен
Аптрарĕç ялссм, аптраççĕ çынссм.
Шеллевсĕр отряд хăш-пĕр ялсенче
Эрнипе тăрса тĕп тăвать йăлтах:
Вуншар пуç сысна, сурăх е ĕне
Тытса пуçтараççĕ пĕр укçасăрах.
Ăçта çит — унта, кашни ял-йышрах
Хĕнеççĕ тытса çемйи-çемйипе.
Хĕнеççĕ тÿсми, кăшт айăп тупсах.
Вилни те нумай патак çинипе.
Çитет кĕркунне.
Тăхлан тĕс çапать çанталăк сăнне.
Уйсен, улăхсен илемĕ кайсан,
Вăрман тăррисем типсе сарăхсан,
Тинех тасалать хай урнă отряд.
Тинех ак çитет кăшт лăпкă самант.
Тискер салтаксем кайнине пĕлсен,
Сывлаççĕ лăшах аманнă ялсем.
Кушлавăш ял-йыш те туять çăмăлрах,
Кĕл-кăмрăк купине чавать макăрсах.
Хĕле кĕриччен, кам вăй пуррисем,
Тăваççĕ кăшт-кашт ÿпле пек пÿртсем.
Лартаççĕ вĕсем начар пÿртсене
Татах шаларах — вăрман хушшинс.
Ку ялăн ятне те — Кушлавăш ят мар,
Хураççĕ — Çĕнкас… Пулчĕç пĕр кавар:
Кунта çĕн ăру, çĕн йăх ÿсмелле,
Вăл çĕн пурнăçа кĕтсе илмелле…
Кĕрхи уçă кун. Хĕвел — каç енче.
Имшеррĕн ларать Çĕнкас ĕшнере.
Пĕр чăнкă, начар çĕн пÿрт умĕнче
Лараççĕ Мики, Чакак, Ериле.
Лараççĕ вĕсем хуллен пуплесе
Курни-тÿснипе малашлăх çинчен.
Кас-кас сулхăн çил килет кĕрлесе, —
Сар çулçă тăкать вăрман тăрринчен.
Ак çак самантрах хай чухăн çуртран
Хыткан Итюкка тухать Илюшпа.
— Мики, Ериле… эсир пулмасан
Пĕтеттĕмĕр нуль çак хĕн пурнăçпа…
Илюш юншăхлать. Манмасть амăшне…
Ах! — тет Итюкка, хуллен хăшлатса.
Асилчĕç çынсем Чакка пурнăçне.
— Пурнать-ха вăл! — тет Мики
йăлтрашса.
Тăватă çулхи тăлăх Илюшша
Кукамăш çинчен чупать çул çине;
Мики явса панă кантра пушăпа
Çапать вăл, хăвать сар çулçăсене.
Илюш выляса сиксе пынă чух
Умри вăрмантан тухрĕç икĕ хĕр.
— Кулин-акка, эй, пăх-ха… Эпĕ, ух,
Çулçăсем тытап… Эс киле ан кĕр! —
Кăшкăрчĕ Илюш, малалла чупса.
Вăл чупрĕ инçе, ĕшне вĕçнелле.
Вăрман хĕрринчен, калла çаврăнса,
Пырать хайхи тин хĕрсем патнелле,
Кунта хĕрсенчен пĕри — Ухвине —
Тытать те çĕклет тăлăх Илюша.
Мăнтарăн ачи! юлтăн ял çине.
Çеçке сарас чух — куратăн нуша! —
Тесе, сарă хĕр лăпкарĕ ăна.
Эс ан хурлантар… Пит шеллĕн
пуплен…
Аван пăхатпăр эпир ачана.
Маттур вăл, — терĕ Кулине хуллен.
— Чăнах, Кулине, пĕлмерĕм… Ну-ну,
Маттур-çке Илюш… Чупать вăл сиксе!
Мĕнле, юратать-и сана кукаму?
— Мана куками юратать йĕрсе…
Ачаш вăл, — терĕ Илюш шăппăнрах.
Кулас, ни йĕрес пулчĕç сар хĕрсем.
Хумханчĕç пулас.— Тур усратăрах!..
— Айван-ха айван!..— Кăшт кулчĕç
вĕсем.
Айван тăлăха хыт пăхма пулса,
Утаççĕ хĕрсем çынсен ушкăнне.
Кунта ваттисем, çаплах-ха ларса,
Сÿтеççĕ пуçри хуйхă çăмхине…
Нумай та иртмест, ак çывăх уйран
Çитет шăнкăрав сасси янраса.
— Каллех кантуртан, темскершĕн…
Шуйттан! —
Теççĕ те çынсем кĕреççĕ тарса.
Çирĕм çултан
Тупмалли
Кантур-чунилли
Юнлă мунча хыççăн
Пĕрре, çурхи каç…
Пăкачав мĕлки — Пахомка
Тытăçу
Икĕ юнав хушшинче
Кĕр сăри
Турă ячĕпе
Пуçлăхсем пăваççĕ
Шăннă вăрман хÿттинче
Хаяр тавăру
Пăлхавлă пуху
Пăлхав
Уес хулинче
Çапăçу
Çĕрпÿрт кассинче
Хуптĕрлÿ
Чакка тыткăнра
Кил-йышне çăлма
Ăнăçсăр хăтару
Инкек çине синкек
Улпут хресченĕсем патĕнче
Салтаксен тискерлĕхĕ
Чакка — ял-йыш судĕнче
Çирĕм çултан
Кушлавăш çунни çитет çирĕм çул.
Çитет çирĕм çул Чакка çухални.
Çак çирĕм çулта улшăну тем чул:
Тем чул çурални, тем чухлĕ вилни.
Иртет çирĕм хĕл, иртет çирĕм çу:
Нумай çил вĕрет, нумай шыв юхать —
Вăрманлăх çĕрне çапать улшăну.
Кушлавăш ĕшни те нумай сарăлать.
Кив ял вырăнчи кĕл-кăмрăк купи
Çĕрпе танлашса юлать пус айне;
Ырхан сухапуç, сÿри, урапи
Çуллен тикĕслет кив ялăн тĕпне…
Çĕнкас сарăлать. Усет çĕн ял-йыш.
Çĕн йышшăн — хăйне усал саманасем,
Пĕр çирĕм çул çеç каялли кил-йыш
Текех ĕнтĕ çук. Халь çĕнĕ йышсем.
Çирĕм çул ĕлĕк яш çын пулнисем —
Халь пурте ĕнтĕ сухаллă мужик;
Ун чух вăйпитти мужик пулнисем —
Халь пурте вĕсем — чалланнă старик.
Çулсем иртнипе кивви сирĕлет,
Пулса иртнĕ ĕç юлать манăçа.
Кушлавăш ячĕ те çаплах ак çĕтет,
Хăш чух ваттисем çеç асăнаç ăна.
Чакка, Тевенеш, Юксар тенисем
Çĕнкас хушшинче пулнă аяла;
Илюш та Йымăль, ытти çĕн ятсем
Тухаççĕ ĕнтĕ ялта халь мала.
Пĕр çÿпсĕр, тăлăх юлнă Илюшша
Халь ак вăйпитти арçын шутĕнче.
Анчах ачаран çĕмĕрнĕ нуша,
Паллах, курăнать ун сăн-питĕнче:
Хыткан вăл, пĕвĕ — ашшĕнчен лутра,
Анчах тÿрĕ çын, йăваш та ĕçчен.
Вунулт çултанпа Илюш тарçăра —
Текей патĕнче ĕçлет ÿкиччен.
Кукамăш ун çук, — вилни вунă çул.
Кулине çунать хăйĕн çемйипе.
Микин те çитмен ăна валли мул.
Маттур Ухвине, качча кайнипе,
Пĕр-ик çултанах ăна пăхайман.
Яш Илюш валли ниçта хÿт пулман
Текейпе Итрен пурăнаççĕ аван.
Вĕсем, çĕнĕрен пуйса пынă май,
Лартаççĕ кашни ик чуллă арман.
Кунта Яратав та илет хăйне пай.
Апшурни камантă яла пĕтерсен,
Пур халăх аптрать. Итренпе Текей
Юсанчĕç часах пушар чирĕнчен.
Пуянăн ĕçĕ ăнать-çке, телей!..
Епле ăнас мар? Çунсан та, вĕсен
Юлсаччĕ кашнин çĕршер вĕлле хурт;
Кĕтÿпе выльăх — пĕрин те пĕтмен;
Юлсаччĕ кашнин пахчара та çурт.
Ахаль те вĕсен ят çăр те нумай,
Мĕнпур çĕрĕсем — чипер вырăнта.
Çампа пуянсен тыр-пул та самай;
Начар уйсенче — сÿсен, маçăлта!..
Çапла майсемпе Текейпе Итрен
Пушар хыçĕнчен вăй илнĕ кĕçех.
Пер пилĕк çултан пур асап-хĕнтен
Хăтăлнă, ял-йыш тертленнĕ чухнех.
Пĕрре, çуркунне,
Çур шывĕ сиксе шарлатнă чухне,
Çĕнкас уявлать Мăнкалăм куна.
Шерпет-сăрапа чыслаççĕ ăна.
Текей пÿртĕнче. Хăна йышлах мар.
Сĕтел хушшинче виç-тăватă арçын,
Тĕпел кукринче — çум-çум юнашар
Улт-çичĕ хĕрарăм… Пурĕш — вунă çын,
Текей халаплать кĕреке пуçĕнче.
Ун çÿçĕ-сухалĕ шуралнă чылай.
Паллах, вăл ватă, пĕр çитмĕл енче.
Текей хăнисем хаваслă самай.
— Итрен, — тет Текей, — каллех эп
калап:
Халь тупăш курма арман лартмалла.
Миçе хут сана тимлеп, хăвалап;
Патра арман çук, — хире каймалла.
Айта-ха, кăçал пуçлар ку ĕçе.
Малтанлăх лартар пĕр пĕчĕк арман.
Чăнах, пĕр чăрмав — чул кÿме инçе!
Чулне кÿрсенех ĕç каять аван…
Ака пĕтсенех каяр Чĕмпĕре,
Кÿретпĕр унтан пĕр-ик пустав чул.
Арманшăн — кантур чарас çук пире.
Кушлавăш çинче, асту, çитес çул,
Çак вăхăт тĕлне кĕрлетĕр арман!
Юрать-и, Итрен? — тет Текей, тимлет.
— Вара çăнăха чыхма çеç ан ман!
Аван ку, аван… анчах ал çитмест…
Лартасчĕ… хе-хе, — йăлкăшать Итрен,
Хура сухалне шăлать ерипен.
— Лартатпăр, чăнах, ак çав армана! —
Тимлешрĕç вĕсем сăмаха татса.
Ĕçеççĕ шалттин тулли куркана.
Унтах хаваспа ячĕç юрласа.
Ак çак вăхăтрах сарай умĕнче
Яш тарçă Илюш пăхать выльăхсем.
Пур çамрăк шавлать урам хушшинче,
Анчах Илюша чараççĕ ĕçсем.
Илтет вăл — патрах, çырма леш енчен,
Килет шăранса каччăсен юрри;
Пуçларĕ ăна уçă сас пĕччен
Унтан пур яшă харăс — мĕнпурри.
Яшсен юрри:
Çавал тăрăх шур хур, ай, ишет-çке,
Çунаттине шывран илмесĕр;
Пирĕн савни пире, ай, кĕтет-çке,
Чÿречерен пуçне, ай, илмесĕр.
Тăваткалах çерем, ай, çĕр çырли, —
Çырлиех те нумай, ай, пиçни çук;
Вăйăрах та хĕрсем, ай, пит нумай, —
Пиреех те кирли кунта çук…
Яшсем чарăнсан, чуччу патĕнчен,
Ем-ешĕл курăк шăтнă сăртламран,
Янрать хĕр юрри. Мики хĕрачи
Пуçларĕ ăна шавлă ушкăнтан.
Xĕрсен юрри:
Ан тиркĕрех, яшсем, ан хурлăрах
Вăййа тухнй сăпай хĕрсене!
Юрла-юрла чипер вылянăшăнах
Ан шутлйрах кусем шухă тесе.
Çунаттине йăтман шурă хур та,
Пĕлĕр, вĕсем пурте лăпкă мар;
Чуречерен кăна пăхакан та,
Пĕлĕр, пурте сăпай хĕр мар.
Кам тухмасть-ши вăййа, кам
хутшăнмасть?
Вăрттăн шутлă хĕр çеç хутшăнмасть.
Кĕтеççĕ пуль вĕсем килĕсенче
Каччи пырассине çĕр каçиччен…
………………………………………..
Илюш тÿсеймест — тухрĕ урама,
Чупсах пек пырать вăл чуччу патне;
Анчах та Текей курнă, хăямат! —
Ăна хăтăрсах таврать хăй килне.
Çĕртме уйăхин шăрăх кунĕсем.
Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет майĕпе:
Вĕркет çуран çын, иртеççĕ лавсем…
Сывлать хула чунĕ Атăл вăйĕпе.
Ак пысăк хулан чи пуян касси.
Кунта тĕрлĕ шав… Кĕрлет чан сасси.
Тумланнă самăр купца-хуçасем,
Карета çинче сарăлса ларса
Пыраççĕ туллин… Хастар ямшăксем
Хăваççĕ утне — хей! хоп! кăшкăрса.
Кунтах чечек пек пике-майрасем
Кĕпи аркине купа пек сарса,
Шуса темелле, тăппăн çĕкленсе
Утаççĕ танлăн, хуллен ярăнса.
Унтах улпутсем, суту-илÿçсем;
Утать тĕрлĕ çын — посад çыннисем…
Тусанлă, тĕркĕш хĕсĕк урампа
Вăрман пек халăх пырать турăшпа;
Вăраххăн сĕрлет тропарь юрлани,
Ян-ян янкăшать шăнкрав янрани.
Кĕрлет, хĕвĕшет мăн урам касси.
Кунта тĕрлĕ шав. Хуплать чан сасси.
Ват Чĕмнĕр хули… Чул çурт нумай мар.
Йĕри-тавраллах йывăç хуралтсем:
Вĕсем çÿллĕ, чăнкă, — ик-виç хутлăшар,
Пÿртсен пысăк мар кантăк куçĕсем
Сивлеккĕн йăлтраççĕ хĕвел çутинче.
Кашни хуçаннах хапхи умĕнче
Тăрать çакăнса пысăк турăш сăнĕ.
Улт-çичĕ килтен — хупах, трактир…
Вĕсен ăшĕнче çăрлать хула тăнĕ:
Шăв-шав, çуйхашу—хуть каç, хуть те ир…
к çакăн пек чух, çапла сехетре
Пыраççĕ кĕрсе ялтан Чĕмпĕре —
Итрен, ват Текей, ун тарçи Илюш.
Кусемшĕн хула — тĕлĕнчĕк, хăруш!
Ак Атăл хĕрри…
Тулли сарăлса юхан шыв чĕрçи
Чĕлтĕр! чĕтренет, — вылять çил тĕрри;
Тĕл-тĕл хумхатать кимĕç кĕреçи…
Çанталăк уяр. Хĕвел пĕçертет.
Тăп шыв çийĕпе çил варкăшни çех
Вĕри сывлăша уçса сĕвĕртет.
Хăватлă Атăл выртать тĕлĕрсех.
Ак пристань — çыран…
Чăнкă хысаран
Анать унта çул.
Сар тăм, кăвак чул —
Çак пристань çулне выртать хупласа.
Сăртра шур Чĕмпĕр ларать сарăлса.
Хула хушшинче чылай çÿресен,
Пĕрре, каçпала, ĕçрен пуш чухне,
Итрен, ват Текей, Илюш —
Чĕмпĕртен Анаççĕ утса çыран хĕррине.
Çыран хĕрринче — шав, йăслав сассем…
Унта — бурлаксем, купца таврашсем,
Тавар турттаран лавăçă çынсем;
Шывра — кимĕсем, пĕчĕк баржăсем.
Унтах ак баржа пушатнă çĕртен
Хăр-хар! илтĕнет асли хăтăрни.
Таçтан, анатран, çут кăнтăр енчен,
Ян-ян! çĕкленет бурлаксен юрри.
Ак çак вăхăтрах икĕ пысăк ким
Анаççĕ туран хуллен ярăнса.
Кимсем хĕррипе вуншар çын — пĕр тим
Пыраççĕ харăс шыва авăсса.
Ак çитрĕç хайхи кĕрнеклĕ кимсем,
Чарнаççĕ вĕсем. Кимсем çийĕнчен
Тухаççĕ майпе купца-хуçасем.
Паллах, ку çынсем таçтан, инçетрен…
Вĕсем хушшинче — чаплă виçĕ çын:
Кусем купца мар, темле пуçлăхсем.
Вĕсен çийĕнче çиçет кĕмĕл-чин.
Анаççĕ çÿлтен кÿмеллĕ лавсем.
Лартаççĕ вĕсем виç чаплă çынна, —
Каяççĕ илсе сăртри хулана.
Мăн Атăл тÿлек, тулли кăмăлпа
Хавас йышăнать «ют» чăвашсене;
Çыран хĕрринчи хĕрÿллĕ шавпа
Туртать вĕсене кал-кал ытамне.
Хĕвелĕ хĕртсе пăхнă тăркачах
Итренпе Текей, Илюш та çавах,
Тăхăннă сăхман, ялккас-шĕлепке;
Сăхман айĕнчен — тĕрĕллĕ кипке.
Кашнин уринчех — çăпата, тăла;
Ура сыррисем — тури вирьялла.
Хула хушшинчи хăш-пĕр этемсем
Часах витлесе мăшкăл тунăран —
Чăваш ялĕнчи куштан-пуянсем
Шăп çеç, именсе утаççĕ аран.
Илюш та имшер. Ниçта тухманскер,
Хăюсăр кунта вăл, хула хушшинче.
Йăваш çын, ырхан, начар тумлăскер,
Пырать вăл ялан Текей хыçĕнчен…
Ак анчĕç вĕсем çыран хĕрнелле,
Кăшт шикленсерех тăраççĕ хытса
Купипе выртан шур чул çумнелле,
Пăхаççĕ умри шава тăнласа.
Ун-кунăн пăхса куç-пуç шарнипе
Чăваш çыннисем курман та малтан, —
Ак Атăл тăрăх, çыраи хĕррипе,
Вĕçе-вĕç баржа çитет анатран.
Улт-çичĕ баржа… Вĕсем, туллирен,
Бурлак эртелĕ тапсах туртнипе
Юхха хирĕçле шăваççĕ хуллен…
Унтах шыв чăххи вĕçет кĕтÿне.
Хура бурлаксем, хулана кура,
Мĕнпур хавалпа пикенчĕç юрра.
Хĕрÿллĕ юрă вăй-хăватпала
Вĕçет янраса йĕри-тавралла.
Тăраççĕ çитсе малти баржăсем.
Ĕшеннĕ эртел канмашкăн ларать.
Канаççĕ, унтах çиеççĕ çынсем.
Выç çын — çăкăрпа тип пулă чăмлать.
— Каяр-ха леррех, курар çавсене.
Пит хĕн пуль пурнăç ку лаша-çынсен…
Ай-яй! — тет Текей çумри Итрене.
Утаççĕ вĕсем малалла хуллен.
Хĕвел хĕртнипе çуннă бурлаксем
Тĕксĕм, кăштăркка. Вĕсен çийĕнче —
Тар каснă, хура, çĕтĕк кĕпесем;
Кашнин пуçĕнче — çÿçпе сухал çеç.
Çыран хĕррипе эртеллĕн ларса
Каçхи апата вăрах çинĕ май
Чĕр вăй пуррисем сăмах çаптарса
Пуплеççĕ, кулаççĕ — хавас-мĕн самай!
Унтах теприсем, вăй-хал пĕтнĕрен
Хыт тăм çийĕнче выртаççĕ шăпах.
Таварлă, тулли баржăсем çинчен
Асли кăшкăрни янрать тăтăшах.
Итренпе Текей, Илюш та пĕрле,
Сăнаççĕ тăрсах умра мĕнпурне.
Кунтах ак пĕр çын, купца темелле,
Иртсе кайнă май витлет вĕсене…
Ак çак вăхăтрах, шыва пăлхатса,
Татах анатран çитет пĕр баржа.
Баржа çыранта тăрать чарăнса,
Бурлакĕсем ун тухаççĕ канма.
Баржи тăрсанах, унтан ик çынна
Йăтса тухрĕç те хучĕç çĕр çине.
— Чирлисен çуртне, çÿле, хулана
Леçетпĕр йăтса вара вĕсене…
Халь канăр пăртак! — кăшкăрчĕ асли.
Мĕнпур пек бурлак шăп пулать пĕр си:
Пĕтет çуйхашу — чĕр пурнăç палли.
Çут шыв çинче çеç чайкăсен сасси.
Хай виçĕ чăваш кăшт хăюлланать.
Утаççĕ вĕсем баржа патнерех.
Кунта — чирлисем… Пĕри ахлатать,
Теприн — сасси çук, анчах хăй чĕрех.
Ай-яй, мĕскĕнсем, вилеççĕ кусем!
Мĕскершĕн çапах пăхакан çын çук?!.
Шăна вырăнчех-çке ку чухăн этем…
Ĕçлен çав… мĕн тес?! — кулянчĕ Илюш.
Нумай эс пĕлен!.. Кам унта ахаль?
Канма вăхăт çук… куран!..— тет Итрен.
Сăмах май чĕтрет ун алса пек сухаль.
ÇаК хыт тăм çинчех мĕнле вĕлерен?
Хăйсем те çара! — харкашрĕ Илюш.
Кунта килти мар! — тет Текей пÿлсе.
Хирçÿллĕ сăмах лăпланчĕ пĕр хуш.
Илюш ăш-чикки йÿçет кÿренсе.
Ак çак вăхăтрах пĕр баржа енчен
Тумтир çĕклесе пырать ват бурлак.
Пирĕн чăвашсем сăмах тупиччен
Çитет вăл, кăнь-кань пăхкалать пăртак.
Унтан, хăй чирлĕ юлташĕсене
Çĕкле-çĕкле кăшт, сарать ашăксем;
Вĕсен çăмламас пуçĕсем айне
Пуçелĕк ятне — хурать тумтирсем.
Ĕçне пĕтерсен, ку çын юсанать.
Пăхать Текейсем çине тĕллесе,
Унтан пыр тĕппĕн чăвашла ыйтать:
— Чуаш булĕ-çке?.. Кăçтан-ха килссе?
Тĕлĕннĕ çынсем сикеççĕ кăртах:
— Чăваш-çке, чăваш… Юхма енчисем,
Эс те чăваш-им? — теççĕ йăлкăшсах.
— Çук, эпĕ туттар. Сÿве панчисем.
Ак ку вăт чуаш. Вилет-тĕр, мур-и! —
Кăтартать тутар пĕр çынĕ çине.
— Ну?!. Сирĕн кунта чăваш та пур-и? —
Теççĕ Текейсем тĕлĕннĕ енне.
— Булсаччĕ ик çын… ак, вилет пĕри.
Калам-ха ăна… тăн пур ун пăрттак…
Ав, леш вăт начар; кун ÿчĕ вĕри, —
Тесе пĕшкĕнет ват тутар бурлак.
— Иптеш!.. а, иптеш! Уç халĕ куçна…
Ав Юхма енчи чуашсем кунта.
Пăх-ха! — тет тутар шăп выртан çынна.
Чирленĕ старик, хуллен хусканса,
Аран çаврăнса выртать месерле.
Имшер куçсене аллипе шăлса
Пăхать вăл шăппăн çынсем çинелле.
Пĕр тапхăр пурте тăраççĕ хытса.
Шăп çав вăхăтра вĕсем тавралла
Унтан та кунтан бурлак пухăнать;
Тăпланнă Атăл тăрăх — тăвалла
Ик-виçĕ баржа хусканса каять.
Кăвак çÿç-сухаллă чирленĕ старик
Пуçне çĕклесе куçсене уçать.
— Ай-ай, ку шăм-шак… ах, хыпать
ăш-чик!..
Абдул, парччĕ шыв, — тет вăл, ахлатать.
Шывне ĕçнĕ май илет ÿсĕрсе.
— Чăваш-и эсир… Ăçти чăвашсем?.. —
Ыйтать вăл Текей çине тĕллесе.
— Эпир инçетри: Юхма леш енсем…
— Юхма енĕсем?!. Хумпуç патĕнчи-и?
Кĕтмен ыйтупа хумханчĕ Текей.
Итрэн те хытать, тăрать сикленми.
«Мĕнле ку пĕлет Хумпуçне… эккей!»
— Хумпуç патĕнчи çав, Кушлавăш уйсем.
Пĕлетне? — терĕ Текей чĕтренсе.
«Кушлавăш» тесен, хай чирлĕ этем
Хăрах аллипе хуплать куçсене.
Выртать вăл самант ăшра пăлханса.
Унтан ерипен: — Текей мар-и эс?!.
Ма килтĕр кунта-а-а? — тет вăл уçăлса.
— Текей-çке… эпĕ… анчах… кам-ха эс?!. —
Аптрарĕ Текей, хытать юпалла.
Итрен ун хăлхи патне лăпчăнса:
— Чакка мар-ши ку?.. Чакка пулмалла…
Эх тур, тамаша! — тет пăшăлтатса.
Илюш ăнланмасть, тăрать хыçалта.
Вилес пек старик темле хăватпа
Сикет те ларать: — Текей!.. Эс — Текей?!
Мĕнле, ку, ара?.. Эс ма хулара?..
Текей
Текей çав… пĕлен…
Арман чулĕсем илес ĕçпеле
Килтĕмĕр кунта,
Ак Итрен тата…
Старик
Итрен?! Çак хура сухал?..
Хăй ашшĕ пекех выç сăнлă… усал!
Текей
Эс кам-ши капла? Епле эс паллан?
Старик
Чакка эп… çапла…
Леш, сирĕн тăшман.
Эй, ну-у-у!.. Пурăнатăн-çке эс!
Ялта халь вилнех шутлаççĕ сана…
Тахçан вăрçнине мĕншĕн асилес?!.
Ман эс иртнине! Кÿр, пар аллуна!
Чакка
Çук, алă памасп…
Анчах та ыйтап:
Мĕнле манăн ял?..
Ах-х… вăйăм сахал…
Каллех лап! выртса ахлатрĕ старик,
Хурланчĕ пулас хавшанă ăш-чик.
Хускалчĕ Илюш, ыйтать Текейрен.
— Атте-и ку ман?.. — Аçу çав! — тет леш
Вăл хăвăрт тухать çынссм хушшинчен:
— Атте!.. Эй, атте!.. Телейлĕ тĕлеш…
Эп сан ывăлу — сан тăлăх Илюш!
Ак çирĕм çултан куратăп сана!..
Анчах та пит шел… эс чирлĕ… хăруш! —
Теет те Илюш ыталать ăна.
Каласшăн татах вăл, — пуçлать ÿсĕрме.
Сасси пÿлĕнет… Хумханнă Чакка
Сасартăк каллех пуçлать çĕкленме.
Анчах йăтаймасть йăшнă шăм-шакка.
— Илюш!.. Илюш-и?!. Эх, мĕскĕн ачам!.
Ăçтан эс?.. Мĕнле?!.
Ах, çук, çук!.. Тĕлĕк!.. Чăн мар
ку, — такам…
Çук! Кай, кай!.. Кай эс лерелле! —
Кăшкăрчĕ Чакка Илюша тĕксе.
Выртать вăл чылай, чĕмсĕр тĕлĕрсе.
Йĕри-тавралла тăран бурлаксем
Тĕпчеççĕ ыйтса Текей старикрен.
Вырăсла пĕли-пĕлми чăвашсем
Калаççĕ кĕтмен тамаида çинчен.
Хĕвел аннă чух…
Çанталăк тÿлек.
Тăп Атăл çинче сас-чÿ тавраш çук.
Хула енчен çеç илтĕнет кĕрлек.
Сывмар выртакан ик-виç бурлака
Йăтса ăсатаççĕ хула хушшине.
Илюш пуррипе, вилес пек Чакка
Юлать çакăнтах çыран хĕррине.
Канма чарăннă бурлак таврашсем
Çыран хĕрринче курнаççĕ сайра;
Çывраççĕ хăш-пĕр ырса çитнисем,
Укçа пуррисем — трактир-хупахра.
Чакка çумĕнче — Илюш, ик бурлак,
Кăштах аякра — Текейпе Итрен
Лараççĕ тĕнсе. Чакки, ак, пăртак
Самай пек туйса, тĕпчет ял çинчен.
Ыйтать вăл, пĕлет ял-йыш мĕнлине,
Тĕпчет Илюшран мĕнле ÿснине,
Пĕлет вăл Текей тарçи иккенне…
Чылай тĕпчесен, хашлатрĕ Чакка;
— Эх, мĕскĕн! — тет вăл — эс тÿснĕ,
ачам!..
Ирех сив тăмпа аманнă папка,
Çапах та ÿссе çын пулнă-мĕн, кам!..
Ачам… ху аçу вут чунлă пирки
Эс тÿсрĕн çакна… анчах ан кÿрен:
Пăлхатрĕ мана тĕрĕслĕх çукки.
Çав пурнăçранах халь эс те тÿсен…
Тĕнчи-çке усал…
Пуян çынна çех
Ку Раççей кал-кал…
Саккунь пĕтĕмпех
Хÿтлет пуяна…
Кун çук чухăна!..
Илюш
Çапла пуль вăл… ну,
Мĕнле эс, атте, манайрăн мана?..
Çунмастчĕ-и чуну?
Пĕрре хуть пырса пăхас çĕршывна!
Чакка
Манман та, ачам…
Сана вилчех пуль тесеттĕм эп хам.
Яла пыма ман май çукчĕ… Апла —
Пĕтĕм влаçĕ çиет-çке яла!
Илюш
Калаччĕ, атте, эс мĕнле майпа
Вырнаçнă килсе çак Атăл çине?
Шăлтах тĕлĕнеп: мĕнле хăватпа
Тĕл пултăн эс халь ман куçăм умне?!.
Чакка
Кĕтмен вăхăтра сана курнипе
Ăсран эп каятăп…
Вилеп эп… анчах кун пек телейпе
Вилсен те хыпмастăп…
Илюш, эс пĕлсен, кайăн тĕлĕнсе:
Бурлак эрттелне килсе кĕриччен
Чылай çулсем эп çÿрерĕм çĕтсе.
Малтан Хапăсра, Пахом тусĕнчен,
Ют паспăрт илсе
Кайрăм Чикмене…
Унтан сулăпа Царицăн енне…
Царицăн енчен — Яик улăхне…
Унтан каялла — Аçтăрхан çĕрне…
Вара Капкаспа Кубань тăрăхне…
Илюш
Мĕн-ма пит нумай çÿрерĕн аплах:
Ăш-чик çуннипе-и е пытансарах?
Чакка
…Шутлаттăм эпĕ: ăçта та пулсан,
Аван, ырă пурнăç пур пулĕ тесе…
Çав ирĕк çĕре шырарăм малтан.
Анчах тупаймарăм, çитрĕм ĕшенсе…
Çÿрерĕм чылай… Йĕри-тавраллах
Хĕн-хурлăх пĕрмай… Ырри çук ниçтах…
Ак халь бурлакра, шăп вунпилĕк çул…
Ман çывăх туссем — ак Филька, Абдул…
Çÿрерĕм çапла —
Афонька ятпа…
Абдл
Çÿренĕ нумай старикпе, эй-ей!..
Ăван çынччĕ ул — Афунькă пичей.
Царицăнра эп паллашнă унпа,
Фильки Чикмерех тусланнă пулас…
Чакка
Бурлак пурнăç те, чăн та, çăмăл мар.
Анчах çăмăлне ăçта халь тупар?!.
Абдул
Çапах та Атăл — вăл аслă тĕнче.
Пирĕн пек çынсем пин-пин ун çинче.
Çак халăхпала пĕрле пурăнан,
Пĕрле канашлан, — чунна йăпатан…
Чакка
Апла вăл, апла… Эс тĕрĕс, Абдул…
Абдул
Эй, курнă ĕнтей…— тÿснĕ темĕн чул!
Пĕр тапхăр каллех сăмах чарăнать.
Шăпланнă Чакка аран çеç сывлать.
Пĕр вун утăмра — Текейпе Итрен
Тем канаш туса мăркаççĕ хуллен.
Чылай вăхăтран Чакка ÿсĕрет.
Чĕнет вăл, — сасси аран илтĕнет:
— Илюшша, ывăлăм,
Кала-ха, пĕлтерччĕ:
Хура халăх терчĕ
Çунса хĕмленмест-и Кушлавăш енче?..
Шăпах-и е шавлă Сăр вăрманĕсем?
Мĕнле сас çÿрет ял-ял хушшинче?
Мĕскер калаçаççĕ нуша çыннисем?
Илюш
Вăрман вăл, атте, кашлать пĕрмаях:
Хăш чух шăппăнрах, хăш чух хумхансах
Нуша пуснă халăх чунĕ лăпкă мар;
Çынсен чĕринче çунать вут-кăвар.
Ял-йыш — ирĕк кун еннех туртăнать,
Пăлхавăрсене час-час асăнать.
Чакка
…Пахомка ятне савса асăнни
Хăш чух сисĕнмест-и?
Е хай хусахсем çÿреççĕ тени
Тепле илтĕнмест-и?
Илюш
Пахомка ятне, сана та, атте,
Час-час асăнаççĕ ял тăрăхĕнче…
Темле пĕр Ивашка çинчен пĕр тĕлте
Калаçрĕç тăтăш халăх хушшинче.
Ивашка — хусах, хăй ушкăнĕпе
Çÿрет тетчĕç шăппăн Сăр вăрманĕнче…
Чакка (Тăма хăтланать)
Мĕн терĕн эс, мĕн?!. Ивашка?.. Иваш?!.
Пĕлетĕн-и эс — Ивашка вăл кам?
Пахомка çынни вăл!.. Ун чух çамрăк яш…
Чунтан хисеплеттĕм ăна эпĕ хам…
Апла вăл сывах-ха… хальчченех çÿрет!..
Эх, курăттăм эп халь ăна, паян!
Пахом ăçтине те, паллах, вăл пĕлет…
Анчах та… мĕнле… ăçтан-ха куран?!.
(Каллех выртать.)
Илюшша, ачам…
Çапла курнăçма телей çитнĕ кун,
Сана пиллесе мĕскер-ши калам?
Вилеп пуль часах… ан макăр… ан çун…
Эп пурăннă ĕнтĕ, ан хĕрхен мана…
Пур чухăн çынна хисеп пулмантан
Пăлхантăм эпĕ… Улпут-пуяна
Чăтса тăраймарăм… Çавсем-çке тăшман…
Сана Пугачев, Разин тенисем
Паллах та мар пуль… Эс пĕл вĕсене:
Вĕсем пулнă паттăр вырăс çыннисем, —
Ĕç çынĕшĕн хунă хăйсен пурнăçне…
Эпир те çаплах, хастар Пахомпа
Çĕклесшĕнччĕ кар! мĕнпур чухăна…
Ăнмарĕ… Анчах нимле хуйхăпа
Йăшма кирлĕ мар… Итле-ха мана,
Илюшăм, тăнла… аçусен ĕçне —
Халь сирĕн чĕртсе, туса пымалла…
Çав пирĕн ĕмĕт çиттĕр хăй вĕçне…
Пит йывăр ĕç ку, — çапах тумалла…
Çитет сана çав Текей патĕнче
Ылханлă тарçă пулса пурăнни…
Халех тухса кай вупăр килĕнчен.
Кай Иваш патне. Пул эс ун çынни…
Илюш
Атте, сăмахху тĕрĕс — ытарми!
Хак патăн, курсах пек, ман хĕн пурнăçа.
Ĕçлетĕп, чăнах, пĕр канăç курми.
Çапах та Текей ырламасть, — вăрçать!
Чакка
Сĕнетĕп сана ирĕкшĕн тăма…
Пиллетĕп — вăйна тÿр ĕçшĕн хума…
Илюш
Пĕлместĕп, атте… Ку ĕçе мĕнтен,
Мĕнле майпала пуçлас-ха малтан?
Чакка
Туп Ивашкăна… Пĕлтер ман çинчен…
Сун ырлăх-сывлăх ăна эс манран…
Иваш пулĕ хапăл.
Вĕрентĕ сана вăл…
Илюш
Рехмет, ыр аттеçĕм! Ăс панăшăн — тав!
Хастар пурнăçушăн — пит пысăк мухтав!
Текей
(Тĕттĕмрен тухса пырса)
Итле-ха, Чакка… пуплесшĕн эпир.
Пăрах кÿренме. Çиллÿне эс сир…
Чакка
Ан кил, ан çывхар!
Ман чун тухас чух, эс кунта ан лар!
Пăлханнă Текей шарт! çупать алла,
Итрен патнелле чакать каялла.
Кăшт тăнă хыççăн, тем вăрçса илсен,
Чĕнеççĕ вĕсем Илюша хуллен.
— Ну, кайăр эсир… Эпĕ — тарçă мар! —
Теейрĕ Илюш. Сасси ун хаяр.
Шăртланнă çынсем, Текейпе Итрен,
Тем мăкăртатса утрĕç ерипен…
Каллех акă шăпăрт.
Вăхăтран вăхăт
Чакка çеç вăрах ăнтрашса ярать.
Йĕри-таврана сĕм-тĕттĕм хуплать.
Ирпе…
Хаяр çиллĕ кун.
Çанталăк йĕпе.
Шавлать аслă Атăл, сикет шывĕ ун.
Çил май, кăнтăртан, хула çыранне
Хум хыççăн хумсем çапаççĕ пырса.
Тĕнче тÿпипе таçта, сив енне,
Хура пĕлĕтсем иртеççĕ шуса.
Ак çак сехетре
Хула çумĕнчи тÿрем çеремре,
Çăва хĕрринче —
Тăрать ак Илюш… Илюш умĕнче
Ун ашшĕ тăпри — виле тĕмески.
Ăна ĕнер çеç пытарнă кунта.
Пытарнă ăна бурлаксен пулкки.
Илюш пит ирех çитнĕ çакăнта.
Чечек пуçтарса çерем çийĕнчен —
Унпа илемлет вăл юман хĕресе;
Тупать шурă чул çыран хĕрринчен, —
Хурать тĕмеске çине çэклеее.
Тинех ак Илюш ларсаччĕ канма —
Масар çумĕнчи çеремлĕх çине;
Кÿтсе килекен ăш-чикне уçма
Пăхатчĕ шенкер тĕнче хĕррине.
Ак çак самантрах анлă улăхран
Хăпарчĕ вĕçсе бурлаксен юрри.
Шикленчĕ Илюш. …Каяççĕ паян
Атте тусĕсем… Каять мĕнпурри…
Халех ман унта çитмелле-çке-мĕн!
Каякансене ыр çул сунмалла.
«Тăван аттене хисепленĕшĕн
Чунтан, чĕререн халь тав тумалла…» —
Шутларĕ Илюш. Тăрать çĕкленсе.
Ашра ун вăй-хал килет вĕресе.
Вăл пăхрĕ ашшĕ тăпри çинелле.
Пуç тайрĕ, каларĕ: — Ну, каçар, атте!
Эс вĕрентнине, эс панă пиле
Нихçан та манмăп хамăн ĕмĕрте,
Сан паттăр ĕçÿ ÿстĕр малалла…
Тăпру çăмăл пултăр!..— Илюш ярăнса
Сикет ту çинчен чăнкă çыралла.
Чупать вăл Атăл тăрăх ыткăнса,
Ашшĕн тусĕсем патне — тав тума,
Пурне те телей, ырă çул сунма.
Тавралăх шăпах… Чаккан çĕн тăпри,
Шур чуллă тăпра, юлать хурланса.
Таçта, аякра, кĕрлет аслати.
Умрах аслă Атăл выртать шавласа.
[…] Вăл хамăр поэзири паллă произведенисене – «Нарспи», «Хĕн-хур айĕнче», «Çул», «Кĕлпук мучи», «Хамăр ялсем» поэмăсене çывăх. […]
КилĕштересКилĕштерес