Император Александра Асăнса Каламалли


Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→


Император Александра Асăнса Каламалли

Февралĕн 19-мĕшĕ

Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайанхи кун ĕлĕк пирĕн патшалăхри çынсемшĕн пит пысăк ĕç пулнă. Вил­нĕ патша Император Александр Николаевич хресђенсене улпутсен аллинђен хăтарса ирĕке кăларнă. Кашни улпут хăй­ĕн аллинђи çыннисене сутма та, илме те пултарнă. Çапла – хресђенсем улпутсен аллинђе 250 çула йахăн хĕн-хур курса пурăннă. Император Александр Николаевич патша вĕсен çав тĕрлĕ йывăр хĕн-хурне курса, вĕсене хĕрхенсе ирĕке кăларнă. Тăвансем, епир пайан ђиркĕве Турра кĕл­тума пуçтарăнтăмăр.

Вилнĕ патшамăр Александр Николаевичшăн Турра кĕл-тăвар; Турă унăн ђунне ырă çĕре, канлĕ çĕре, çутă çĕре вырăнаçтартăр; унăн пур çылăхĕсене те каçартăр.

Тата хаљхи патшамăр Николай Александровичшăн та кĕл-тăвар. Турă ăна ырăлăх-сывлăх патăр, хăйĕн халăх­не ырă, канлĕ, лăпкă пăхса усрама пулăштăр.

Хамăршăн та кĕл-тăвар; Турă пире ырă пурăнма пулăштăр, Турăпа патшана йурăхлă тутăр.

Турă етеме тăрăшма хушнă. Хамăр тăрăшмасан, пирĕн нимĕн те пулмаст̌. Анђах ĕçлессе те Турă хушнă пĕк ĕçлес пулат̌. Праçник кунсенђе ĕç тума йурамаст̌. Праçник кун ĕçленĕ ĕçе Турă пиллемест. Çавăнпа вăл хамăршăн та усăллă пулмаст̌.

Тата пирĕн хамăр пурăнăçа ђипер, урă халлĕн пу­рăнса ирттерме тăрăшас пулат̌. Ерех ĕçсе ÿсĕрĕлсе тĕрлĕ кирлĕ мар усал ĕçсем тăвасран сыхланма кирлĕ. Ĕçкĕ пир­ки патшалăхра закона хирĕç ĕçсем пит нумай пулаççĕ. Çавсенђен Турă пире сыхлатăр-ђĕ.

Тăвансем, патшана, пур пуçлăхсене, священниксене, хамăрăн атте-аннесене хисеплесе пурăнар. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕншĕн тăрăшаççĕ. Вĕсене хисеплемесен, вĕсен сăмахне итлемесен, пире Туррăн çилли тивĕ. Епир ку Тĕнђере те, леш Тĕнђере те ырă кураймăпăр. Турă ырă кăмăллă, çавăнпа Вăл Хăйĕн ырăлăхне те ырă çынсене анђах парат̌. Усал çынсем Туррăн ырăлăхне илме тивĕçлĕ пулаймĕç.

Тăвансем, Турă пире çĕр çинђи пурăнăçа Хăй хушнă пек пурăнса ирттерме пулăштăр, епир вилсен Хăйĕн ырăлăхĕнђен ан хăвартăр. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.