Митта Ваçлейĕ: Тăван Чĕлхене


Тăван Чĕлхене

Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп

Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне.

Çунатлă пултăм —

Вĕçĕнетĕп

Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.

 

Ĕçре çунан чĕрем хĕлхемĕ,

Чĕлхем, пĕр саншăн ывăнмасть.

Санпа сывлать тăван этемĕм,

Санпах сывлать çĕршывăм ман.

 

Ылхан кунçулĕн мур ĕмĕрĕ

Чылай туларĕ хăватна.

Çапах чăн сиплĕх сан пĕтмерĕ,

Çапах упрарăн ху ятна.

 

Кĕрешÿри тивлетĕн ячĕ

Сана çул пачĕ ирĕке.

Тасатĕ чăн этем хăвачĕ

Сана имретнĕ кирĕке.

 

— Килсем,

Килсем, чăваш поэчĕ!..—

Теетчĕ Çеçпĕл куççульпе.

Чĕлхем, вăл саншăн,

Саншăн йĕчĕ,

Хупланчĕ вилĕм чулĕпе.

 

Калам паян:

Вăл пурнăç иртрĕ,

Йĕрÿ паяншăн тĕлĕкре.

Чĕлхем, чĕлхем! эс чечекре,

Чечекленес вăхăт сан çитрĕ.

 

Часах чечек сан çимĕçленĕ,

Пуйтарĕ унăн илемне.

Калатăп эп, Митта Ваçлейĕ,

Çыртса чĕлхемĕн тÿлемне.

 

1926

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.