Паян эпĕ хĕпĕртерĕм…
Паян эпĕ хĕпĕртерĕм,
Çăл шыв сыпрăм йăлăмра.
Сив чĕремĕм — хытнă эрĕм —
Халь шерпетлĕ сывлăмра!
Çамрăк юнăм ак ташларĕ
Çепĕç туппăль çуппипе.
Эп халь — пулхăр чăн яш арĕ,
Ак сикетĕп пит чипер.
Ĕлĕк йăшнă хал-çунатăм
Халь хĕлхемлĕн вăл хыпать…
Акă кÿчĕ çак кун Атăл
Маншăн чаплă ыр хыпар.
Хыпар кÿчĕ Аслă Атăл,
Килчĕ, терĕ, тăвану.
Мана çыхнă тăлă, татăл,
Ирĕк пуçăм, аван ут!
Хыпар ячĕ паттăр тусăм,
Тин чĕремçĕм хыт тапать.
Чаплă паттăр капкăн хуçнă,
«Сыв пул,— тенĕ,— Асхапат!..»
Паян эпĕ çунат хыврăм,
Çăл шыв сыпрăм пĕлĕтре.
Çамрăк пуçшăн ĕнтĕ йывăр
Пулмĕ сĕрĕм-тĕтĕре.
Кив поэзи тăмлă,— вантăр!
Пире кирлĕ вут чĕлхи!
Кĕмĕл лира эс, тăванăм,
Эпĕ — çиçĕм йĕс çилхи!
1927