Гурий Комиссаров (Вантер)
Курăк çеçки пулăттăм:
Тутлă шерпет ĕçĕттĕм,
Капăрланса ларăттăм –
Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм.
Партас пулă пулăттăм:
Çутă кÿлĕре ишĕттĕм,
Йăр-йар чăмса выльăттăм –
Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм.
Шăпчăк кайăк пулăттăм:
Сад пахчинче вĕçĕттĕм,
Кунĕн-çĕрĕн калăттăм, –
Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм.
Ăмăрткайăк пулăттăм:
Ирĕклĕхре çÿрĕттĕм.
Пĕлтрен çÿлте явнăттăм –
Чуралăха пĕлмĕттĕм.
1908