Ĕмĕт
Гурий Комиссаров (Вантер) Курăк çеçки пулăттăм: Тутлă шерпет ĕçĕттĕм, Капăрланса ларăттăм – Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм. Партас пулă пулăттăм: Çутă кÿлĕре ишĕттĕм, Йăр-йар чăмса выльăттăм – Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм. Шăпчăк кайăк пулăттăм: Сад пахчинче вĕçĕттĕм, Кунĕн-çĕрĕн калăттăм, – Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм. Ăмăрткайăк пулăттăм: Ирĕклĕхре çÿрĕттĕм. Пĕлтрен çÿлте явнăттăм – Чуралăха пĕлмĕттĕм. 1908