
Атнер Хусанкай — ăсчах, литература критикĕ, публицист, общество ĕçченĕ, филолог. Аслă пĕлĕве Ленинградра пухнă, стажировкăна çарти куçаруçă пулса Египета кайнă. Филологипе чĕлхе пĕлĕве енĕпе университет-институтра вăй хурса 300 яхăн публикаци кăларнă. Чăваш наци конгресĕн ертÿçи тата ытти обществăлла-политикăлла ĕçĕпе паллă… Тĕплĕнрех→
Кĕрле, Пăлхавăрлă Сăрнайăм!
(Критикăпа биографи очеркĕ)

Василий Егорович Миттана курма тÿр килнĕ чухне эпĕ çич-сакăр çулхи ачаччĕ. Паллах, ун чух эп вăл мĕнлерех çын иккенне ăнланман, ăнланма та пултарайман. Апла пулин те, унăн çутă сăнарĕ ман асăмран каймасть…
«Чăвашсен çепĕç лирикĕн, шухăш пăлхавçин, сократла философĕн» (М. Илпек) эпетлĕхпе пултарулăх ĕçĕнчи паттăрлăхне ăнланасси патне çывхарма тытăниччен сахал мар çул иртрĕ… Эпĕ йĕркеленĕ хроника Митта мĕнле çын тата поэт пулнине пĕтĕмпех уçса парать теме çук, çитменнине, вăл «ЖЗЛ» жанрне тĕпе хурса çырнăскер те мар. Ку — поэт шăпине ăна пÿрнĕ тĕрлĕ инкек-синкекпе сахал савăнăç витĕр йĕрлесе тухма хăтланни кăна.[i]
Малаллине вулас