Сĕрĕмре – Митта Ваçлейĕ


Митта Ваçлейĕ


Тупмалли

1  2  3  4  5  6  7

Сĕрĕмре

Шаланкăна

1

Sijen1• Этносла  нацио-нализм

Темшĕн, темшĕн мана айăплан,
Тинкерсе куçăмран тем шыратăн?
Куçăмсем —
Алчăранă Шур Атăл,
Куçăмсем —
Сапаланчăк Пăла.
Çамрăк тантăш, хĕрнĕ тимĕр сулă
Кас-кас темшĕн пĕрет кăкăрма?
Çамрăк пуçăмçăм —
Хуйхăллă Улăп;
Çамрăк шухăш —
Кашлан сĕм вăрман.
Акă эпĕ каллех
Пит салхуллă…
Тантăш, тантăш!
Сана мĕн калам?
Аса килчĕ мана ешĕл улăх,
Аса килчĕ
Тăванлă сала.
Ман çĕршывăм —
Вăрманăн чечекĕ,
Эп юратрăм ăна ачаран.
Ман сăпкамччĕ
Ешĕл çаран,
Ыр тăванлăхăм —
Пулхăр хресченĕ.
Саларах эп ÿссе йĕкĕтлентĕм,
Сисрĕм каччăланан чĕреме.
Сар çÿçе çитлекен хĕрлĕ ленттĕ
Хапăлларĕ мана
Вĕренме.
Яланах пĕр сăмах:
«Вĕренетĕп»,—
Çиçĕм пекчĕ çунан ĕмĕтре.
Пехиллерĕ садри вĕрене те,
«Вĕрен!» —
Терĕ шăпчăк çĕмĕртре.

2

1  2  3  4  5  6  7

Шĕлкеме пек çăлтăрлă каç
(Темĕн асăнтарать мана шав вăл).
Çĕр çине тутлă ыйăх чаршавĕ
Аллисем канлĕ каçăн çакаç.
Лăпланса тĕлĕрет çут Пăла та,
Сĕнк пулать, анаслать сĕм Хырай.
«Ырă каç!
Сана эп хапăллатăп,
Паян эсĕ —
Канăçлă рай!» —
Тĕлĕрмерĕ лаштра вĕрене çеç,
Сыпрĕ пуль вăл савнин куççульне…
Çамрăкла калаçма вĕренесшĕн
Те итлерĕ пире вăл хуллен.

3

1  2  3  4  5  6  7

— Савнă тусăм!
Мĕншĕн куççуллентĕн?
Каллех пулăн эс манăн çумра.
Ун чух тÿлĕ çÿçне пурçăн ленттĕ,
Аллунта сасăланĕ
Тăмра.
Уйăх, уйăх кĕçĕр!
Тĕсĕ — пурçăн,
Уйăх култăрмачи
Сылтăмра.
Телее вăл, савни,
Пирĕн пурнăç,
Пурнăç пулĕ часах ылтăнла!
Самана, ху пĕлен,
Çĕнĕленнĕ,
Çĕнĕ сывлăм савать чĕрене.
Çамрăка пехилленĕ
ЛЕНИН:
«Вĕренме!
Вĕренме!
Вĕренме!»
«Телей пултăр эппин… —
Терĕ тусăм,—
Эп чармастăп сана
Вĕренме»…
«Эх, çап-çамрăк йĕкĕт,
Тек ан усăн!
Сыв пул, тусăм!
Сыв пул, вĕрене!»
Шăпăр юхрĕ мерченлĕ куççулĕ.
«Ах, савни,
Ан йĕрĕх, ан йĕрĕх!»

. . . . . . .

. . . . . . .

Тухса килтĕм çапла Чĕмпĕре,
Вĕренĕвĕн пуçланчĕ çулĕ.

4

1  2  3  4  5  6  7

Тантăш, тантăш, каллех айăплан,
Тинкерсе куçăмран тем шыратăн?
Куçăмсем —
Алчăранă Шур Атăл,
Куçăмсем —
Сапаланчăк Пăла.
Аса килчĕ паян савнă тусăм,
Аса килчĕ
Уйăхлă каç…
Ĕлĕкхи савнăçсем халь мĕн усă?!
Иртни маншăн —
Ишĕлнĕ лаç!
Ан тив,
Уйрăлун пусăмĕ тарăн,
Вăл халь те чĕремре ирĕлмест.
Ун чух эпĕ вунулттă тултарнă,
Паян акă пусăп çирĕме.
Ачалла юрату —
Халь вăл эрĕм.
Пурнăç, пурнăç тытать ăспуçа.
Урăхла шухăша йĕнерлерĕм,
Урăх хуйхă мана халь хуçать.
Иртнисемшĕн пит йывăр йăтаймĕ
Тăвăлпа çунатланнă поэт.
Халь кашни çамрăках:
«Эс Митта-им?» —
Теейсе мана алă сĕнет.

5

1  2  3  4  5  6  7

Мĕнле хурлăх —
Час эпĕ калăп,
Ăнах юрлĕ ман тепĕр сонет.
Камăн пур авалхи пулхăр халĕ —
Юрламашкăн мана вăл сĕнет.
Камăн çуккă пулхăрăн юнĕ,
Кам хăйне вырăслать,
Меттислать —
Çавă пирĕншĕн пултăр йÿнĕ,
Вăл халăхшăн
Ирсĕр чысла!
Анчах, тантăш,
Ултавлă чысла вăл
ÿснĕçемĕн ÿсет-çке,
Ÿсет.
Çавăнпа та пулхăр халавĕ[i]
Сÿнĕ, тен, вăл
Пĕр ырă сехет…
Е апла-тăк пулхăр çĕршывĕн
Час çухалĕ хĕлхемлĕ чыс?
Хамăнтан ÿтленес савнă ывăл,
Тен, вăлах та пулĕ меттис?
Эп юрласшăнччĕ савнăçлă çемĕ,
Эп пуласшăнччĕ —
Паттăр Сетнер…
Ĕмĕт сÿнчĕ, тăван,
Сисетне?..
Чăн, пĕтет-шим пулхăр этемĕ?..
Çавăнпа та кичемлĕх, салхулăх
Час-часах сăрхăнать сăввăмран.
Çавăнпа та
Эп —
Хуйхăллă Улăп,
Çамрăк шухăш —
Кашлан сĕм вăрман.

6

1  2  3  4  5  6  7

Хĕрлĕ Атăл паян темшĕн шухă?
Хĕрлĕ Атăл паян
Ахăрать.
Пуçăмра —
Атăл пек хумлă шухăш,
Кăкăрта — чĕре мар,
Тăм хăйра.
Ĕмĕтсем ĕмĕтпех юлчĕç пулĕ…
Атăл, Атăл!
Пар сассăна:
Чăн пĕтет-им аваллă Улăп,
Час çăтать-им сив авăр ăна?..
Атăл, Атăл!
Апла ĕмĕр тулхăр,
Кисрентер аçаллă
Сассăна!
Сăнарлантăр санра пĕтнĕ пулхăр,
Пулхăр юлтăр çапах
Асăнма!..
. . . . . . . .
. . . . . . . .
Апла мар!
Апла мар!
Эп аташнă.
Çамрăк пуçăм — тискер сĕрĕмре…
Ман пекех шутласассăн кашни,
Кам чечеклĕ
Çĕнĕ ĕмĕре?..
Ан тив, шухăшăм ман аскăн çиллĕ,
Ан тив, уртăр çитĕннĕ хал.
Эп шанатăп, сисетĕп:
Вăл килĕ!
Килĕ, килĕ!
Сунан идеал!
Пулхăр çамрăкĕ, илт сассăма,
Малалла, малалла эс пăх халĕ!
Пирĕн çиçĕм вăйсем, мĕн, сахал-им,
Çук-им пирĕн çĕнелнĕ Сăмах!

1  2  3  4  5  6  7

7

Ак умрах çут Маяк!
Çут Маяк!
Сăнарланнă шенкер[ii] асамат та.
Надсон пек ма йĕрес пĕрмаях,
Пирĕн халĕ çĕнĕ самана-тăк!
Çтан эп шанмăп пулас хăватне,
Пулĕ!
Пулĕ пурте, ак пăртак тăр.
Эс-им,
Эс-им, ватă атте,
Виличчен туянасшăн
Трактор?
Эс-им, эс-им, пулхăрăн арĕ,
Юрататăн тăван Атăла?
Атăл улăхĕнче эс-им, Сарра,
Ирпеле шурататăн тăла?
Эс-им, эс-им, ирĕк хĕр Сарра,
Ирĕк Атăл юрри сасăлан?
Аслă улăхпала каниссарăн[iii]
Илемне
Çĕнĕлле асăнан?
Ан тив, шухăшăм ман аскăн çиллĕ,
Ан тив, уртăр çитĕннĕ хал!
Эп шанатăп, сисетĕп: вăл килĕ!
Килĕ, килĕ çĕнĕ идеал!


Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем, теç,—
Пурте пирĕн пулĕç вĕсем.
Ахаль мар-тăр хĕрхаллĕн иленчĕç
Пире юрă кайăкĕсем.
Кам ытамĕ ытамлĕ те илĕ
Çакă аслă çĕршыв чиккине? —
Е асар та писер çавраçилĕ?
Е вăл тивĕç поэт чĕлхине?
Пурте, пурте пĕртен-пĕр тивĕç
Сăввăн ылтăн чĕлхи-çăварне.
Ун хăвачĕ стихийăран çивĕч,
Уншăн пур вăй-хăват та — парне.
Тусăм, тусăм, çакна пĕлнĕ хыççăн
Уйрăлатпăр тесе ан кала!
Ирĕкри телее ывçăн-ывçăн
Ывăçланă эпир санпала.
Пире аслă çĕршывăн илемĕ
Тĕне кĕртрĕ çурхи телейре.
Çавăнпа юррăмăр иксĕлеймĕ,
Пирĕн юрă çăлкуç евĕрлех.
Аслă улăхăн ешĕл хускавĕ
Хумхантарнă пире ачаран.
Çавăнпа юрăра унăн шавĕ,
Пирĕн юррăмăр — хир те çаран.
Сар чечеклĕ вăрман аслă уйĕ
Тарăн шухăш сĕнетчĕ пире.
Çавăнпа чĕрери çамрăк туйăм
Хĕмленсе амаланчĕ ирех.
Чăн тăванăм! Янравлăн та уççăн
Такмаклар-и паян санпала?
Çак тĕнчен тупсăмне тупнă хыççăн
Уйрăлатпăр тесе ан кала!

1927


[i] Пил-халав (Ашмарин словарĕ), пиллĕх. – VulaCv

[ii] Сенкер.  -VulaCv

[iii] Каниссар — пĕчĕк вăрман.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.