Митта Ваçлейĕ: Çамрăклăх


Çамрăклăх

Çамрăклăх — чаплă ят,

Чап ун кивелмĕ те чакмĕ.

Çамрăк шеллемĕ вăя,

Вăй ун —

Вулканăн вучахĕ.

Чăнкă, сулмак кăкăрта

Çамрăк чĕремĕр — турбина.

Çамрăк ÿте пăхăртан

Тÿсĕм хăвачĕпе хывнă.

Çамрăклăх — çут асамат.

Çамрăклăх, теççĕ, çиçĕм.

Çиçĕм тĕнче касаймасть,

Çамрăклăх касĕ те виçĕ!

Çамрăклăх! Юррăм ман

Емĕр санпа хĕвеллентĕр.

Кам хăй çамрăк пулман —

Çавă мана ан ĕнентĕр!

 

1926

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.