Митта Ваçлейĕ: Тăван Çĕршыва


Тăван Çĕршыва

Çĕршывăм, çĕршывăм, каллех эп санра.

Хĕрÿллĕ ыр юррăм шăп саншăн янрать.

 

Кала-ха, çĕршывăм, кала-ха мана —

Куратна эс манăн хастарлă чуна?

 

Пĕлетне, сисетне — ман çамрăк чĕре

Сÿнет пулĕ ĕнтĕ вăл саншăн йĕрсе…

 

Туятна?— Вĕт эпĕ тăван ывăлу,

Сана тасатакан чăн ырă çăлу!

 

Сана чăн чĕререн ялан юратса

Пурнас теп чĕлхемпе ĕмĕр йăпатса.

 

Тарас çук инçе эп санран ют çĕре,

Нихçан та саваймĕ юта ман чĕре.

 

Ахаль мар тăванăм—сăвăç Хусанкай—

Каларĕ те татрĕ: юта эс ан кай!

 

Апла эс, çĕршывăм, пилле ман чуна,

Савса çитĕнтер-ха тăван ачуна!

 

1926

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.