Митта Ваçлейĕ: Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?


Митта Ваçлейĕ


Sijen1• Суя тĕн

• Нацио-нализм

Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?
Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?

Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят,
Е иксĕлми паттăр асамлă хăват?

Кала эс, çĕршывăм, кала эс пире:
Туятăн-и пирĕн хĕвеллĕ ире?

Туятăн-и эсĕ: çак пирĕн чĕре —
Пĕр саншăн тапать вăл, пĕр саншăн хĕрет.

d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Чи сиплĕхлĕ, хаклă таса çăлкуç пек,
Сан сывлăш-хăватшăн пулатпăр пуçпех.

Хĕрхаллĕн тасалăх санра упрама
Çап-çамрăк чĕремĕр — çунан вутама.

Асаплă ĕнерĕн палли-çĕввисем
Паян кун çухалĕç, якалĕç вĕсем.

Юханĕ-шăтанĕ е ирсĕр кĕсен
Нихçан пусмăрлаймĕ ванми никĕсе.

Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?
Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?

Е пурлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят?
Е иксĕлми паттăр, асамлă хăват?

Вăл пулĕ, çĕршывăм, вăл пулĕ пурте!..
Чăн аслă вутамăш хăвачĕ пирте!

1926

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.