Свящ. П. Егоровъ.
Нарăс 2-мĕшĕ
Іисус Христос çуралсан кайран 40 кун иртсен, Таса Хĕр Маріяпа Іосиф Ăна Турă умне тăратма Іерусалиме илсе пынă. Іосифпа Марія Ађана ђиркĕве илсе пырсан, вĕсене пĕр Симеон йатлă çын Іисуса хăй алли çине илнĕ те, Турра мухтаса каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, ђуруна, Ху каланă тăрăх, канăçлантарса йаратăн. Есĕ пур халăхсене те çăлассине, суйа тĕнлĕ халăхсене çутатас çутта, Хăвăн Израил халăхин мухтавне манăн куçăмсем курђĕç ĕнтĕ, тенĕ.
Астăвăр-ха, Іисус Христоса кам хирĕç тухса илет? Шуралса кайнă ватă Симеон хирĕç тухса илет. Ватă Симеон хăй алли çинђе кама тытса тăрат̌. Пирĕншĕн, çылăхлă çынсемшĕн, ађа пулса çуралнă мухтавлă Турра тытса тăрат̌. Çылăхлă çынсене çăлма килнĕ Христос Турра курсан, Симеон савăннипе хăйне вилĕм ыйтат̌; ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, ђуруна, Ху каланă тăрăх, канăçлантарса йаратăн, тет вăл. Ăçта йаратăн, тет-ши вăл? Леш тĕнђене: канăçлантарса йаратăн, тет.
Тепĕри пулсан Симеон вырăнĕнђе: çĕр çинђе нумайтарах пурăнма пар, тесе йăлăнĕ-ђђĕ, вилĕм ђас ан çиттĕр-ђђĕ, тесе кĕл-тăвĕђђĕ; Симеон пурăнăç Паракана, Іисус Христоса, курсан хăйне пурăнăç ыйтас вырăнне, вилĕм ыйтат̌. Ку çĕр çинђи пурăнăç Симеона пит тарăхтарнă-ши-мĕн? Çынсем вилĕм çывăхарнине пĕлсен, хăраса кайаççĕ, Симеон хăй ђас вилессине пĕлсен, Турра мухтаса йурланă. Мĕншĕн çынсем вилĕмрен пит хăраççĕ? Мĕншĕн Симеон вилĕме савăнса кĕтсе тăнă?

Çĕр çинђе Симеон пек ырă пурăнсан, кирек кам та вилĕмрен хăрамаст̌, вилĕме савăнса кĕтсе тăрат̌. Симеон вăл тÿрĕ, таса çын пулнă, вилĕме пит кĕтсе пурăннă, çавăнпа Іисус Христоса курсан, хăй вилессине пĕлнĕ те, пит савăнса кайнă. Мĕншĕн сăваплă çынсем вилĕме пит савăнса кĕтсе тăраççĕ-ши?.. Çак çĕр çинђи пурăнăç сăваплă çынсемшĕн вăхăтлăха пурăнмалли вырăн. Пирĕн пурăнăç çĕр çинђе анђах мар; тата леш Тĕнђере, пĕлĕт çинђе пур; çĕр çинђе епир вăхăтлăха анђах пурăнатпăр, вилсен пирĕн леш Тĕнђере пурăнас пулат̌. Çĕр çинђи пурăнăç пĕр çын ĕмĕрне анђах пырат̌, леш тĕнђери пурăнăç ĕмĕр ĕмĕрех пырат̌. Пирĕн ђăн пурăнăç ку Тĕнђере мар, леш Тĕнђере; епир кунта леш Тĕнђере пурăнма хатĕрленетпĕр. Вĕреннĕ ђухне кирек кам та ђасрах вĕренсе тухасчĕ, тесе шухăшлар çавăн пек сăваплă çынсем те: ку Тĕнђере ырă пурăнса, ђасрах леш тĕнђене куçас-ђĕ, святой çынсемпе Турă патĕнђе нурăнас-ђĕ, тесе шухăшлаççĕ. Айакка çул çÿреме кайнă çын кайалла тавăрăннă ђух кил- çывăххине пĕлсен, пит саванат̌. Çавăн пек сăваплă çынсем те вилĕм çитеспе: канлĕ пурăнăçа кайатпăр, тесе пит савăнса тăраççĕ. Кирек йепле çар çынни те вăрçă вăхăтĕнђе вăрçă ђасрах пĕттĕрђђĕ, килĕшсе канлĕ пурăнас-ђĕ, тесе шухăшлат̌. Ку тĕнђери пурăнăç вăрçă йевĕрлĕ. Çын çĕр çинђе пурăннă ђух пĕртте канлĕ пурăнаймаст̌. Давид пророк калат̌: ей Турă, ман тăшмансене пĕтер, вĕсен канашне салат̌: вĕсем хулара усал ĕç туса, вăрçă тавлашу кăларса çÿреççĕ. Кунĕн çĕрĕн хула хÿми тавăра çылăх тăрат̌, хула хушшинђен тĕрлĕ усал ĕç, çынна хур тăвасси, ултав татăлмаст̌; урамсенђен те ултавпа ђейелĕх тухмаст̌, тет. (Псал. 54). Вăрçă вăхăтĕнђе ђухнехи пек, пирĕн çĕр çинђи ĕмĕр тăрăшшинђе те хĕн-асап пит нумай. Çавăнпа сăваплă çынсем ђасрах вилсе леш тĕнђене куçас-ђĕ, унти канăçлă пурăнăçа кĕрес-ђĕ тесе, вилĕме кĕтсе тăраççĕ. Павел апостол калат̌: епĕ вилни маншăн тупăш… Христоспа пĕрле пулма епĕ манăн ÿтрен уйăрăласшăн. (Филип. 1, 21, 23),
Симеон тата акă мĕншĕн вилĕме пит кĕтсе тăнă. Ăна Святой Сывлăш ĕлĕкех: есĕ Христос Турра курмасăр вилмĕн, тесе каласа панă. Çав ĕç Христос çуралиђђен малтан 270 çул ĕлĕк пулнă. Симеон хăйĕн йулташĕсемпе, вĕсем мĕн пурĕ 72-кĕн пулнă, Турă кĕнекисене еврей ђĕлхи çинђен грек ђĕлхи çине куçарнă. Кĕнеке куçарнă ђухне Симеон пĕрре Исаія пророкăн кĕнеки çинђи ак çак сăмахсем патне куçарса çитнĕ: Хĕр йывăр çын пулса Ывăл ађа çуратĕ, Ăна Еммануил тесе йăт хурĕç. Çак сăмахсене вуласан, вăл пит тĕлĕнсе кайнă; Хĕр йепле ађа çуратĕ? тĕрĕс мар пулĕ ку сăмах тесе, çав сăмаха хырса хуратма тытăннă. Çавăн ђухнех ăна Турă ангелĕ курăннă та, ун аллине тытса каланă: мĕн çырнине ĕнен, вăл ĕçе есĕ ху курăн, есĕ Таса Хĕртен çуралас Христос Турра курмасăр вилмĕн, тенĕ. Таса Хĕр Марія Іисуса Іерусалим ђиркÿне илсе пынă ђух Симеон 300 çулта пулнă. Ун пек ватăлса çитсен кирек камăн та вилес килмест. Çав тĕрлĕ пысăк телейе курсан камăн савăнса вилес килмĕ?! Мĕнле телей курнă Симеон? Акă мĕнле телей: вăл пайанхи кун çĕр çине Çăлакан килнине пĕлнĕ, Çăлакана хăй алли çинђе ђиркÿре çĕклесе тăнă, çавăнпа вăл савăннипе Турра мухтаса каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, ђуруна, Ху каланă тăрăх канăçлантарса йаратăн; Есĕ пур халăхсене те çăлассине манăн куçăмсем курђĕç ĕнтĕ, тенĕ. Симеон Іисус Христоса хăй аллисемпе тытма тивĕçлĕ пулнă; йепле савăнас мар унăн, йепле хĕпĕртесе вилес мар?!
Симеон вилĕм çитсен, савăнса, Турра мухтаса йурланă. Пирĕн вилĕм çитсен, епир мĕн тăвăпăр, тăвансем! савăнса хĕпĕртĕпĕр-ши, хăраса макăрăпăр-ши?! Хăçан та пулсан пирĕн те вилмелле, вилмесĕр никам та йулас çук. Пире те Турă хамăр вилес умĕн Симеон пек савăнса Турра мухтама парин-ђђĕ. Симеон пек савăнса ырă вилес тесен, Симеон пек ырă сăваплă пурăнас, пулат̌. Сăваплă çынсене вилме лайăх, çылăхлă çынсене вилме пит хăрушă. Çылăхлă çынна вилсен савăнăç вырăнне хăрушă сут кĕтсе тăрат̌, ĕмĕрхи асапсем кĕтсе тăраççĕ; сăваплă çын вилсен, ăна ĕмĕр пĕтми савăнăç кĕтсе тăрат̌, вăл çÿлти патшалăха кĕрет. Çавăнпа, тăвансем, малашне пурăнас кунçула лайăх пурăнса, çылăхсенђен ÿкĕнсе ирттерме тăрăшăр. Пурăнăçа Христос хушнă пек ирттерсе, асапсăр, канăçлă, ырă вилĕмпе вилме пар тесе, Христосăн хăрушă сутĕнђе (пиртен) ыйтнă ђух лайăх каламалла пултăр, тесе Турра тархасласа пурăнăр. Амин.