Çемен Элкер: Хĕн-хур айĕнче

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→



Хĕн-хур айĕнче

Сăвăллă повесть

Sijen1• Ырă тĕслĕх çукки (Ырă мар тĕслĕх) • Пĕтĕмĕшле аморальлĕх

«…Влаçа пăхăнман казаксен пĕчĕк ушкăнĕ пуçласа янă пăлхав… вăйлăланса патшалăха Çĕпĕртен Мускав таран, Кубаньрен Муром вăрманĕсем таран кисрентернĕ пăлхав çапла майпала пĕтнĕ. Çапах та пурнăç татах нумай вăхăт хушши пĕтĕмĕшпех лăпланса çитеймен-ха… Хăрушла пăлхавăрçăн ячĕ вăл тустарса çÿренĕ вырăнсенче халичченех хыттăн янăраса тăрать. Пугачев вăхăчĕ текен юнлă саманана халăх паян кунчченех лайăх астуса пурăнать…»
— А. С. Пушкин. «Пугачев историйĕ»

Кантур-чунилли

Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.Малаллине вулас

Император Александра Асăнса Каламалли

Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→


Император Александра Асăнса Каламалли

Февралĕн 19-мĕшĕ

Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайанхи кун ĕлĕк пирĕн патшалăхри çынсемшĕн пит пысăк ĕç пулнă. Вил­нĕ патша Император Александр Николаевич хресђенсене улпутсен аллинђен хăтарса ирĕке кăларнă. Кашни улпут хăй­ĕн аллинђи çыннисене сутма та, илме те пултарнă. Çапла – хресђенсем улпутсен аллинђе 250 çула йахăн хĕн-хур курса пурăннă. Император Александр Николаевич патша вĕсен çав тĕрлĕ йывăр хĕн-хурне курса, вĕсене хĕрхенсе ирĕке кăларнă. Тăвансем, епир пайан ђиркĕве Турра кĕл­тума пуçтарăнтăмăр.

Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Тăван Чĕлхене

Тăван Чĕлхене

Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп

Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне.

Çунатлă пултăм —

Вĕçĕнетĕп

Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.

 

Ĕçре çунан чĕрем хĕлхемĕ,

Чĕлхем, пĕр саншăн ывăнмасть.

Санпа сывлать тăван этемĕм,

Санпах сывлать çĕршывăм ман.

 

Ылхан кунçулĕн мур ĕмĕрĕ

Чылай туларĕ хăватна.

Çапах чăн сиплĕх сан пĕтмерĕ,

Çапах упрарăн ху ятна.

 

Кĕрешÿри тивлетĕн ячĕ

Сана çул пачĕ ирĕке.

Тасатĕ чăн этем хăвачĕ

Сана имретнĕ кирĕке.

 

— Килсем,

Килсем, чăваш поэчĕ!..—

Теетчĕ Çеçпĕл куççульпе.

Чĕлхем, вăл саншăн,

Саншăн йĕчĕ,

Хупланчĕ вилĕм чулĕпе.

 

Калам паян:

Вăл пурнăç иртрĕ,

Йĕрÿ паяншăн тĕлĕкре.

Чĕлхем, чĕлхем! эс чечекре,

Чечекленес вăхăт сан çитрĕ.

 

Часах чечек сан çимĕçленĕ,

Пуйтарĕ унăн илемне.

Калатăп эп, Митта Ваçлейĕ,

Çыртса чĕлхемĕн тÿлемне.

 

1926

Митта Ваçлейĕ: Паян эпĕ хĕпĕртерĕм…

Паян эпĕ хĕпĕртерĕм…

Паян эпĕ хĕпĕртерĕм,

Çăл шыв сыпрăм йăлăмра.

Сив чĕремĕм — хытнă эрĕм —

Халь шерпетлĕ сывлăмра!Малаллине вулас

Ĕмĕт

Гурий Комиссаров (Вантер) Курăк çеçки пулăттăм: Тутлă шерпет ĕçĕттĕм, Капăрланса ларăттăм – Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм. Партас пулă пулăттăм: Çутă кÿлĕре ишĕттĕм, Йăр-йар чăмса выльăттăм – Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм. Шăпчăк кайăк пулăттăм: Сад пахчинче вĕçĕттĕм, Кунĕн-çĕрĕн калăттăм, – Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм. Ăмăрткайăк пулăттăм: Ирĕклĕхре çÿрĕттĕм. Пĕлтрен çÿлте явнăттăм – Чуралăха пĕлмĕттĕм. 1908

Митта Ваçлейĕ: Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ…

Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ…

Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ,

Йыхравлăн янăрать кĕсле.

Паян поэт кăвар чĕреллĕ,

Чĕлхи вылять ун çут хĕçле.Малаллине вулас