Митта Ваçлейĕ: Статьясенчен


Статьясенчен


…пурнăçа тивĕçсĕр эреветлесе кăтартни çыннăн ăстăнне тĕтрелетме, вăй-халне шĕветме çеç пултарать. Пурнăçри чăн-чăн тĕрĕслĕхе, социализм çулĕ çинчи хирĕçÿлĕхсене ним пытармасăр кăтартни этемĕн кĕрешÿ вăйне хăпартать, хавхалантарать. Хурине курсан хурах кăшкăрни, аслине курсан асан кăшкăрни мар кирлĕ литературăра, марксизм-ленинизм куçĕпе пурнăç мĕнлине тата мĕнле пулмаллине курса, художникăн çутă ăстăнĕ, хăватлă кăмăлĕ витĕр шăранса тухнă произведенисем кирлĕ. Чăн пурнăçа пурнăç чăнлăхĕпе çутатса памалла.

(…)

Произведенинчи характерсене ăнăçлăн уçса парасси чи малтан произведение чипер йĕркеленинчен килет. Сюжет çулĕ çинче пĕр япала тепринчен килсе тăтăр, логикăна хирĕçлесе, ăнсăртран пулусем, ĕненме çук хăвăрт сиксе тухакан конфликтсем, вĕсене çăп-çăмăл йÿнеçтернисем тата ытти çавăн пек пули-пулмисем произведенин капламлă юхăмне ан чăрмантарччăр. Сюжет чĕлпĕрĕ пурнăç аллинче пултăр, унсăрăн, автор хăй енчен темĕн чул тăрăшсан та, тĕрлĕрен комментарисемпе талпăнса тĕртсен те, калав лавĕ малалла каяс çук, тĕрлĕрен лирикăллă ярăмсемпе кĕлтусан та, калав геройĕсем, сăмах хуппи ăшĕнчен тапранса тухса, хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлас çук.

«Пурнăç чăнлăхĕ» (Александр Алкан «Хамăр ялсем» поэми çинчен) статьяран.

 


…Талант пуçра кăна мар… пусăрăнса ларма пĕлнинче те. Пулас ĕçе вартаса тухма, тен, йывăрах та мар-и, анчах ăна малалла чутлама, якатма, кирлĕ пек формăсемпе хитре филигрантлăх пама чăтăм кирлĕ. Художествăллă ăсталăх çакăнта. Пуртăпа ĕçлекен платник — ăста, анчах художник мар. Тăхçапа ĕçлекен чулçă — ăста, анчах скульптор мар. Чул катăкĕнчен хĕрĕх те пĕр илемпе выляса тăракан ахах куçне художник-ювелир çеç тума пултарать.

(…)

Нацилле техĕмпе колорита парас тесен, çиелти «чăвашлăха» кăтартни кăна çитмест. Нацилĕх вăл — шалта та. (…) …суя чăвашлăх пирĕн хăшпĕр поэтсене мĕншĕн кирлине аван ăнкаратпăр: пасар валли. Экзотика текен тавара тăлмачсем ытларах ыйтаççĕ. (…) «Нацилĕх палли» вăл халăхра ĕмĕртен ĕмĕре амаланса пынă хăйне тивĕçлĕ паха уйрăмлăх, прогрессивлă пахалăх, ăна пула кашни халăх ытти халăхсемшĕн хаклă, тупсăмлă, çак пахалăх халăхсем хушшинчи интернационалла туслăха çирĕплетме пулăшать, пĕр-пĕрин хушшинчи культура хутшăнăвĕсене пуянлатать. Çавăн пек ырă пахалăхсем чăвашсен нумай, вĕсем — пилĕксĕр сăхман тăхăннинче, çăпата çырнинче, серте яшки çининче мар — шалта, ăшра. Вĕсене, мĕнпур ăшчике, ăстăна шăранса ларнăскерне, уйăрса илме, каласа пама йывăр, вĕсене куçпа курни çитмест — çивĕч сисĕмпе туйса илмелле. Ку вăл поэтшăн та, тăлмачшăн та питĕ кăткăс. Мĕншĕн халиччен пирĕн Шелепие чиперрĕн куçараймаççĕ? Мĕншĕн тесен унăн творчествинчи нацилле элементсем алла çакланмаççĕ, вĕсем çутă пек, сывлăш пек, поэтăн пĕтĕм пултарулăхĕнче ирĕлсе тăраççĕ, вĕсене эпир, чăвашсем, туятпăр, анчах ытти чĕлхене çав пахалăха пĕтĕмĕшпех уйăрса куçарма тăлмачăн сахалтан та «химик» пулмалла. (…) Чăвашла лайăх çырнă произведенисене ытти чĕлхесене тивĕçлĕ пек куçарма пулмасть тесе каласшăн мар эпир. Куçарма пулать. Анчах питĕ те сахал ĕçлетпĕр-çке ку тĕлĕшпе! Çитĕ вăхăт, чăвашла çырнă произведенисем тăрăх чăвашсене тÿнтер енчен мар, пур енчен те, чи малтан ăстăн пахалăхĕ енчен, творчествăллă пултарулăх енчен лайăх пĕлекен пулĕç.

«Ялав» журналăн страницисем тăрăх» статьяран.

 


Юлашки çулсенче чăваш поэзийĕнче пĕр амаклă туртăм уççăнах палăрать: вăл нумайăшне пысăк формăсене хапсăнни, хăйне евĕр «гигантомани» чирĕпе аптрани. Тен, çакă туртăма чылайăшĕ тÿрре кăларма та пăхĕç: «Кунта нимĕн амакĕ те çук, пачах урăхла, ку вăл сывлăхлă ÿсĕмĕн савăнăçлă палли, паттăррăн аталанни, пĕве кайни» тейĕç.

(…) Чăваш авторĕсен кăмăлĕ юлассине пăхмасăрах çакна калас пулать: пирĕн поэзири халиччен çырнă вуншар пин йĕркеллĕ сăвă-поэмăсен анлăхĕ,— тем пек калас марччĕ çак сăмаха,— тарăнлăх сахаллинчен килет. Ку вăл — ейÿ кайни, çамрăк вăй куллен-кун ÿссе пынипе халичченхи ăшăх формăсене шăнăçаймасăр йĕри-тавра тапса тухни. Тарăнлатас пулать шыв çулне. Унсăрăн вăй-хала сапаласа яни анчах. Ейÿ, тарăнланнă çырансене каялла хăвăрт кĕмесен, пирĕн чечеклĕ улăха нумай сиен парĕ.

(…) Кичемлĕх — искусствăшăн вилĕм. Пирĕн поэзири пысăк калăплă произведенисем чылайăшĕ кичем. Выртса вуламалла вĕсене. Ку вара поэзи мар. Поэзи тени, пĕр поэт калашле, вырăнпа выртакан çынна, хал парса, ура çине тăраттăр. Тÿррипех каласан, вĕçĕ-хĕрри курăнман вăрăм япалапа пусăрăнса ларма вулаканăн вăхăт та, кăмăл та çук: пĕрре ларса вулас — пĕтмест, темиçе хут ларас — усăсăр, мĕншĕн тесен вулани сĕвĕрĕлсе пырать, паян вуланине ыран астăваймастăн. «Онегин» та пысăк. Анчах А. Пушкин — вулакансен кăмăлне тупмасса — нумай çула пынă тертлĕ ĕçĕпе асапланман та пулĕччĕ. Хисеплет Пушкин вулакан çынна! Ун калавĕн интереслĕ сюжет, вăл пурнăçа тĕлĕнмелле ăсталăхпа сăнлать. Мĕнле сăнарсем, мĕнле характерсем, мĕн чухлĕ самана материалĕ, проблемăллă ыйтусем!

«Евгений Онегин» 8 пая уйрăлать. Харпăр пайĕ 500—600 йĕркерен тăракан хăйне тĕллĕн поэма. Пĕрре ларса пĕтĕм кĕнекене вуласа тухаймасан, пĕр пайне анчах вула — курăм-туйăм сан пурпĕрех тулли, эсĕ вăхăта сая ямарăн, поэзин сиплĕхлĕ çăлкуçĕнчен чĕрĕлĕх шывне чун каниччен ĕçрĕн. Ку кăна мар. Романăн кашни пайĕ тата 40—50 строфа çине уйрăлать. Харпăр строфара 14 йĕркерен тăракан хăйне тĕллĕн сăвă. Пĕр сăввине вулани теме тăрать! Тăватă стопаллă янравлă ямба ăрăмлăн йĕркеленнĕ сăмахсем, пĕрне-пĕри чĕнсе тăракан йыхравлă рифмăсем — мăшăрлисем, пĕрре урлисем, ункăллисем. Пурте вĕсем, хăватлă шухăшкăмăлпа шăранса, пĕр пĕтĕм пулса тăраççĕ, хăйсен малтанхи материаллăхне те çухатаççĕ, эпир вĕсене курми те, илтми те пулатпăр, пирĕн мĕнпур пĕр туйăм — пурнăç! Çутçанталăка, этеме, ăса, илеме туйса тăни. Эпир, пилсĕрсем, ун пек чухне автор çинчен те манатпăр, пирĕншĕн пулсан — вăл хăй те, унăн сăмахĕ те, ăстайлă техники те çук, пирĕншĕн — унăн вилĕмсĕр сывлăшĕ, унăн пултарулăхĕ кăна!

Хамăр çырнă мăнттай произведенисене илсен вара, эпир, чи малтан, сăмах купаласа, чăпталаса, кунчаласа ларакан ремесленника туятпăр, пирĕн куç умĕнче — вăй муталанни, аппаланни. Кичем те чуна тăвăр ун пек чух пире. Вара, юратнă тăван чĕлхерен писес марччĕ тесе, эпир çав кĕнекесене вуласа тухмасăрах алăран ÿкеретпĕр.

«Кĕркури Красновăн «Асаматне» вуланă май килнĕ шухăшсем» статьяран.

Ĕçхĕл Юлташа Панă Хурав[i]

Нумаях пулмасть Аркадий Ĕçхĕл «Коммунизм ялавĕнче» (62/10021-мĕш №) чăваш поэзийĕн пĕлтĕрхи ĕçĕсем çинчен «Аслă çулпа улах сукмаксем» ятлă статья кăларчĕ. Асăннă статья самай тавлашуллă, анчах кунта эпир сăмаха ытлашши тăсмасăр, Ĕçхĕл хускатнă ыйтусенчен пĕрин пирки кăна калаçса илесшĕн.

Вырăнлă-и асамçăсем тата тухатмăшсем çинчен тĕшмĕшле сÿпĕлтетни? Паллах, вырăнсăр. Тĕшмĕше чăнласа йышăнни пирĕн этем хăйĕн саманинчен чăтма çук кая юлнине пĕлтерĕччĕ. Вырăнлă-ши авалхи тĕнсем, тĕрлĕ тĕшмĕшсем хăварнă хăшпĕр сăмахсемпе усă курни? Паллах, вырăнлă, мĕншĕн тесен çав сăмахсем хăйсен малтанхи пĕлтерĕшне тахçанах улăштарнă, вĕсенчен чылайăшĕ поэзилле сăнарсем пулса тăнă. Тĕслĕхрен:

 

Кăвак хуппи уçăлчĕ,

Çутçанталăк çуталчĕ…

 

Эпир кайăпăр уттарса,

Çĕр кăкăрне таптаса.

—Д. Мессарош. «Чăвашсен авалхи тĕнĕн палăкĕсем», Будапешт, 1908 ç.

 

Çак сăмахсене тÿрремĕн илсен, вĕсем — чăн-чăн тĕшмĕш! Сĕм-сĕм авал, этем кирек мĕне те чунлă тенĕ чух çуралнă çав сăмахсем. Пыра-киле анимизм вăхăчĕ иртнĕ, Дерсу Узала усал-тĕселтен тасалнă, анчах çав сăмахсем юлнă, халь ĕнтĕ никам та «вут чĕрĕлет» тенине тĕшмĕшле ăнланмасть. «Хĕвел кулать, çĕр кăкăрĕ сывлать» — мĕн чухлĕ поэзи çак сăмахсенче! Мĕн чухлĕ асам, мĕн чухлĕ тухатуллă вăй! Унсăрăн поэзи пулма та пултараймасть.

Вырăссем священная война теççĕ. Чăвашла вăл сăваплă вăрçă тенине пĕлтерет. Вырăссем алтарь отечества теççĕ. Чăвашла мĕнле? Тархасшăн, сехĕре ан хăпартăр: аттелĕх киремечĕ тени вăл. Аттелĕх — Тăван çĕршыв; киремет — парнесем кÿрекен таса вырăн. Чăн ĕнтĕ, алтарь отечества сăмаха халĕ эпир ун пек куçармастпăр, анчах авалхи чăвашшăн алтарьпе киремет пĕрех пулнă. (Кире —турă, мет —вырăн. Грекла: кирие элейсон. Чăвашла: турă çырлах!)

Çапла, авалхи тĕнсен тĕшмĕшлĕхĕнчен юлнă сăмахсем совет патриотизмĕн чĕлхинче те хăйсен «асамлă» ĕçне тăваççĕ. Çавăнпа та «асамçăсемпе тухатмăшсем» хăварнă сăмахсенчен пĕрре те хăрамалла мар, вĕсем халĕ урăхла пĕлтерĕшпе çÿреççĕ, вĕсем тĕшмĕш планĕнчен тахçанах тухса ÿкнĕ.

Уйрăммăн, Митта Ваçлейĕ çырнă «Виçĕ хăват» сăвва илсе пăхсан, унта «çамрăксен шухăшне пăтраштарма» пултаракан нимĕнле тĕшмĕшлĕх те çук. Çамрăксен пĕлмелле: «чĕлхен чăн илемĕ»-сĕр, «чун-чĕрен хĕвелĕ-хĕлхемĕ»-сĕр, «çунатлă ăс»-сăр поэзи çук. Шел, эпир, сăвă «чăпталакансем», çакă виçĕ сăпатлă аслă чăнлăха час-часах манатпăр. Асăннă виçĕ хăват поэзишĕн — ĕмĕрхи категорисем. Паянхи поэзире те хавал паракан халăхлăх, паттăрлăх кÿрекен партилĕх çавă виçĕ хăватсăр пулма пултараймасть.

 

Виçĕ хăватран

Пĕри этеме

Маттурлăх парать;

Тепри çĕнтерме

Чĕнет, йыхравлать;

Леш виççĕмĕш пурлăх —

Çунатлă хăват.

Сĕм авăрсем урлă

Çутта çул хывать.

 

Акă ăçта ямалла çав хăватсене, Ĕçхĕл юлташ! Эсĕ ку строфана асăрхаман иккен, унсăрăн, автора ятласа: анчах çав хăватсене ăçталла ямалли тĕллеве те манмалла мар темĕттĕн, сăввăн вĕçне татса илсе, ăна: акă вăл тĕшмĕшлĕх! тесе тĕллемĕттĕн. Ĕне туянакан ĕне хÿри вĕçне çеç пăхмасть, сĕт çулĕсене те тĕрĕслет. Çак элементарлă чăнлăха пирĕн критиксен те йышăнмалла мар-ши? Унсăрăн пасартан, яла култарса, ĕне вырăнне вăкăр çавăтса килме пулать.

Пĕлесчĕ, тухатмăш тени карчăк сăмахран мар, тухат сăмахран тухнă. Авал, сĕмсĕр вăтам ĕмĕрсенче, пуп таврашĕсем чи-чи илемлĕ хĕрсене тухатмăш тесе вута пăрахнă.

Юлашкинчен çакна калас килет: асамсăр, тухатусăр поэзи вăл — халтура, макулатура.

— Салампа Митта Ваçлейĕ.

[i] Митта Ваçлейĕн «Виçĕ хăват» сăвви пирки, пуринчен ытла çав сăвăри «тухатмăш» сăмах пирки поэтсем хушшинче тавлашуллă калаçусем пулнă. Ку сăвă çинчен А. Эсхель те хаçатра пичетленнĕ пĕр статйинче хирĕçлесе, сивлесе çырнă. Е тата: Çĕрĕн кăкри перекетлĕ, пирĕн пысăк анне —çĕр, пире çав тăрантарса усрать (Н. Ашмарин. ЧСК, XIII, 93 стр.). Хĕвел, выляса, çÿл тÿпене хăпарать. Хĕвел кулать. Çил улать. Çĕр сывлать. Вут ташлать. Вут чĕрĕлет. (Н. Ашмарин словарĕнченех.)

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.