Митта Ваçлейĕ: Утă Çинчи Ир


Утă Çинчи Ир

Чипер хĕрсемпе

Тек хавасланса,

Акă çитрĕмĕр

Халăх çаранне.

Чăшăл та вăшăлт

Лапаткаласа[i],

Кăларар çаван

Вутлă хăватне.

Çĕкленсем, вăй-хал!

Ыткăн тилмĕрсе

Сарă кайăкăн

Ирĕк сассипе.

Чашлаттар, çавам!

Курăк хирĕлсе

Юлтăр пĕр енне

Касси-кассипе.

 

Атьăр-ха, хĕрсем,

Йĕрĕ йĕкĕтсем,

Сывлăм шăрçине

Типиччен сăвар.

— Кам вăл хыçалта?

Петĕр, хĕтĕртсем!

Ху савни пулсан —

Хăнтан ан хăвар!

 

Ыткăнса пырса,

Вăйлă çарана

Хыртаратпăр çеç,

Çÿçкасуçă пек.

 

Паккус[ii] вĕçĕнче

Темшĕн ак мана

Савнă тус çиет

Шухă куçĕпе.

 

— Вăхăт çук чухне

Ан пăх, ан астар!

Çитĕ кĕркунне,

Çитĕ ак улах.

Вара тин ун чух

Куçупа кастар,

Савăнса вылях,

Савăнса кулах.

 

Халĕ çиçтерер

Çамрăк вăй-хала,

Пĕрĕхер илем

Аслă çарана.

— Эй, Иван-пăван,

Ватă мĕн калать!..

Вăркăнтар, Иван,

Çутă çавуна!

 

Çăмăл та хастар

Хĕр-йĕкĕт кулли,

Ирĕк те хавас

Ярăнса тăрать.

Паккус çĕкленет

Кăмăл пек тулли,

Çамрăк ывăнмасть,

Çамрăк çунтарать.

 

Хăпарать хĕвелĕ

Пайăрка ярса,

Шăратать саркайăк

Ирхи юррине.

Хăнăхнă ĕçхалăх,

Пĕр Хĕрсе кайсан,

Нихăçан туймасть вăл

Канлĕх пуррине.

 

Канлĕх унăн — пурлăх.

Канлĕх ун ĕçре.

Вăхăтра ĕçлетпĕр,

Вăхăтра канар.

Эй, çĕклен, вăй-халăм,

Сулăн çивĕчрех!

Уй-хирти тивлетшĕн

Çулăм кăларар!

 

1926

[i] Çивĕчлетсе. – VulaCv

[ii] Утă карти. – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.