Митта Ваçлейĕ: Çимĕк Каçхине


Çимĕк Каçхине

Хĕвел ури

Хăй тупанне

Юлашки хут

Кăтартрĕ.

Каçăн чури —

Уйăх анне

Тĕнчене çут

Салатрĕ.

Хĕрсен юрри

Чĕре патне

Пырса йăр-йăр

Сийленчĕ.

Хĕлип пури

Юрă хăватне

Сиссе тăр-тăр

Силленчĕ.

Сулăнас-и

Вершник[i] енне

Шăпчăк юрри

Итлеме?

Арманкасси

Хĕрĕсене

Кăштах юри

Виртлеме[ii]?

Пĕччен пуçпа

Çитес çĕре

Йĕр йĕрлесе

Çитейрĕм,

Ăшă куçпа

Çитнĕ çĕре

Тĕр тĕрлесе

Илейрĕм.

Мана хирĕç

Хĕрсен куçсем

Йăл-йăл турĕç

Тек çунса:

— Килех,— терĕç

Харăс вĕсем,

Кăмăл турĕç

Ыр сунса.

— Равноправи

Тен халапах

Ярса пар халь

Эс, Ваççа,—

Тет Варвари,

Уншăн лăпах

Каять хĕр халь

Шалт каçса!

Çак хĕрсемшĕн

Кăмăл туса,

Хам сăмаха

Тапратрăм,

Çĕн йĕркешĕн

Сăмахласа,

Йăлт чăнлăха

Кăтартрăм.

Хутран-ситрен

Савнин куçсем

Манăн енне

Ялкăшаç.

Кĕтмен çĕртрен

Хуллен вĕсем

Чĕре тĕпне

Кăлт чышаç.

Комсомолах

Çырăнмашкăн

Ÿкĕтлерĕм

Хĕрсене.

— Чăн çăмăллăх

Туянмашкăн

Васкăр!— терĕм

Вĕсене.

Вăрăм сăмах

Пĕтрĕ ĕнтĕ,

Халь утмалла

Килелле…

— Хĕрсем, чăнах

Сирĕн ĕнтĕ

Комсомола

Кĕмелле.

Чипер хĕрсем,

Шухша кайса,

Хуллен чăр-чар

Пăхаççĕ.

Çĕнĕ йĕрсем,

Паттăр пулса,

Вĕсене тăп-тăп

Саваççĕ.

[i] Арман пĕви, пĕве. – VulaCv

[ii] Витлеме. – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.