Митта Ваçлейĕ: „Тайăр” Ярăмран


* * *

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем.
Пар ирĕк — çутăрах çунма.
Ĕненнисемшĕн çул çинче
Эс — шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Тискер тăманлă каçсенче.
Йыхравлă чан пек янăран.
Çунат паратăн çамрăка,
Ватта чун канăçĕ кÿрен.
Сÿнсе кĕлленнĕ кăмрăка
Вуткайăк сывлăшĕ кĕртен.
Хыпса çунан çĕршывăма,
Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.
Хĕвел хĕм панă сывлăма
Мана та пĕр тумлам сыптар.
Сĕткенÿпе шăварăнса,
Шаланкă евĕр çĕкленем.
Çÿлте çуйхавлăн ярăнса,
Этемшĕн савăнăç чĕнем.
h2>* * *

Çÿресе çинçелмен çÿрен ут…
Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут!
Ытарса илейми чечен ир,
Куçпала виçейми çеçенхир…
Лар часрах! Аш вăркать, ăш çунать.
Кукалет — çул ыйтать çилçунат.
Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсем
Уçăлайччăр эпир вĕçнĕçем.
Шăпăрне çухăртса, çил ачи
Чуптăр пирĕнпеле катаччи.
Туссан тус лайăхрах, çил-тăман!
Ирĕк, ирĕк!..
Тăван, мĕн тăвам?
Янкăс чун ямшăкла кăтăрса,
Е ярам-ши ши-ши шăхăрса?
Тапса сиктĕр маттур çÿрен ут,
Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют.
Камăн çулĕ пире хирĕç мар —
Ларкăча тус-йышла сиксе лар!
Савнăç, савнăç!
Чупту, ытала!..
Ямшăк тус, хулленрех хăвала…
Киленсе куç хупса иличчен
Ялăм юлнă таçта çитиччен.
Юр ÿкет-и лапка та лапка…
Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка!
Çамрăк ĕмĕр — самант.
Ун парни —
Çут шăнкравла кĕç-вĕç çăварни.

Анатри Юрă

Ман пурлăхăм чух, пин ылтăнăм çук,
Нумай кирлĕ мар тăван пĕрле чух.
Нумай та пĕтет, сахал та çитет,
Тату пурнăçа элле мĕн çитет?
Пурри вăл — пĕрле, çукки — çурмалла.
Тата, тăвансем, епле пулмалла?
Çÿлтен ĕрĕхет сайра пĕрĕхет,
Çапах иксĕлмест пирти перекет.
Ырсенĕн ырсемĕ — Управ та Тирпей,
Эсир пирĕн хунтă, шанчăк, телей.
Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши.
Этем этеме ан пул ытлашши.
Тивлет те сăвап, мухтав та пехил
Сана, ыр ĕçре хунан таса кил!
Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне
Тарпа тăварланă ыраш çăкăрне!

И Мĕн Пуян…

И мĕн пуян, тăванăм?
Сывлăх пуян.
Сывлăх çул памасăр çта каян?
И мĕн пуян, тăванăм?
Туслăх пуян.
Пин ылтăн мар, пин тус эс туян.
И мĕн пуян, тăванăм?
Халăх пуян.
Унсăр пуçне кама пуç таян?
Эс те пуян, тăванăм,
Эп те пуян:
Пуçăмăрта сывлăх пур паян.
Сывă пулар, тăванăм,
Туслă пулар,
Халăх ирĕкĕнчен ан тухар.

Мишавай Юрри

Хир-хир урлă çĕр виçсе эп тухрăм:
Шухăшларăм — çак юрра эп тупрăм.
Пархатарлă пирĕн ен, тăванĕ!
Ялан тулăран тулă йăранĕ.
Аташтармĕ сарă тул йăранĕ.
Аташтарĕ янтă мул, тăванĕ.
Тĕнче мулĕ — мĕскĕнсен куççулĕ, Ан ăмсанăр, пуçăра хĕн пулĕ.
Хир-хир урлă сахал мар хутларăм:
Çак юрра эп ахаль мар юрларăм.
*  * *
Çăлтăр хушка, ан хашка
Сывлăш çавăрми.
Тĕк татнă пек ан васка,—
Иртрĕ çăварни.
Сыв пулăрах, тусăмсем,
Вăхăт ăсанма.
Вылянисем-кулнисем
Юлччăр асăнма.

Вунтăваттă Çапсан

— Çапать кун чапĕ вунтăваттă,
Салам Пĕрремĕш апреле!
Ĕнтĕ ман хурлăхлă йăва та
Пăртак çуталчĕ темелле.
Чуна уçса, пăлхавлă варкăш
Кĕрет хĕç карнă кантăкран.
Тĕнче ăшши кунта та пур кăшт,
Чĕре таппи чарăнмасан.
Туятăп, ав, каплам-капламăн
Мăн Атăлта тапраннă пăр.
Эиир хăçан çапла, тăванăм,
Çĕр чĕтретсе тапранăпăр?
Çĕклен, кам выçлăх, кам чуралăх
Кунне текех курасшăн мар.
Вăркать ăшчик, çунать хаярлăх,
Пĕр харăс çапăçма тухар!—
Çапла вăл, алăкăн-тĕпелĕн
Утса, хăйпе хăй сăмахлать.
Пĕрре çиçсе илет хĕвелĕн,
Тепре сĕм каç пек шăмарать.
Е, акă, темĕскер астунăн,
Пуçне тытать ик аллипе.
Çунат, çунат пулинччĕ унăн,
Ытла та мăшкăл каплипе.
Çилкайăк евĕр, тăвăл умĕн
Çÿресчĕ тинĕс çийĕпе;
Е, хум пулса, пăлхавăр кунĕ
Тапасчĕ аскăн çилĕпе…
Ларать пĕччен пĕр камерта вăл,
Кун хыççăн кун ахаль иртет…
Жандарм калать: «Семенов, тайăл!»
Семеновĕ: «Эп — Тайăр!»—тет.
Ĕнтĕ çулталăк тыттармаççĕ
Ăна хутпа кĕнекене.
Чи пысăк хурлăх çакă мар-ши
Пăртакçă ăс пĕлекене?..
Шарланкă тăраймасть кĕрлевсĕр,
Вĕçмесĕр пурнаймасть хăлат.
Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,
Вăл, пулă пек, типпе юлать…
— Ак çапрĕ, çапрĕ вунтăваттă,
Хускалнă вăй мăн Атăлта.
Çĕклентĕр тĕлĕрнĕ хăватăм,—
Çур кунĕ ялтăрать тулта!
Тăп-тăп пусса, кал-кал утам-и,
Кисрентĕр цементлă урай.
Çĕлен пек сăнчăрăн ытамĕ
Ан пустăр кăкăра пĕрмай.
Ăçта эс, вутлă чăн сăмахăм,
Илемÿпе мана çутат!—
Çапла вăл тăлăххăн-хăраххăн
Кун-кунласа утать, утать…
Çук, халь ĕнтĕ вăл тăлăх мар тек:
Вăл туйрĕ турă пуррине…
Ĕмĕрлĕхех поэт ăнкарчĕ —
Çав турă юрă иккенне!
Ĕнтĕ тулать пек хĕсĕк пÿлĕм
Хăватлă юрă-сăвăпа.
Пăхăнтаруллăн, çĕнтерÿллĕн
Кĕрлет йыхравлă йĕс труба.
Пĕр харăс уççăн хуравлаççĕ
Ăна хĕн-хурлă флейтăсем.
Чĕнет, хистет, янрать мăнаçлăн
Фанфара, кĕвĕ ÿснĕçем.
Çĕр çĕмĕрсе маттур çар умĕн
Утса килет мăн параппан.
Вĕçĕ-хĕррисĕр халăх хумĕ
Тапса тăрать пур урамран…
— Аркат, çунтар, тĕп пултăр хурлăх,
Эпир çĕн никĕс хывмалла.
Мĕнпур тĕнче, пур ырлăх-пурлăх
Сана çеç, халăх, пулмалла.
Герой-и, турă-и, патша-и,—
Пире никам та çăлас çук.
Ху тивĕçне ху çапăçса ил,
Шаккар-ха тимĕр хĕрнĕ чух!—
Çапла вăл алăкăн-тĕпелĕн
Кун-кунласа хутлать, хутлать.
Чăваш çĕрне хăват кĕртмелĕх
Вут хĕç пек сăмахсем тупать.
Вăл тăлăх мар, вăл паттăр çарăн
Мухтавлă юррине илтет.
Жандарм калать: «Семенов, чарăн!»
Поэт: «Юрра чараймăн!» — тет.

Пуç Янисен Юрри

Çăлтăр витĕр çул курнать,
Куççуль витĕр кун курнать…
Çунатăм, юлатăн. Ан макăр.
Салтак пек маттур уйрăлар.
Ман çул — çăлтăр витĕр — тап-такăр,
Ман кун — куççуль витĕр — уяр.
Пире çурçĕр çилĕ ыталĕ,
Ачашлĕ кăра шартлама.
Çуталĕ жандармăн медалĕ.
Вăл памĕ çулра аташма.
Спасибо! Савса ывăлларĕ
Мана Сармантей самани.
Юрлар-и, кулса уйрăлар-и?
Тен, ĕмĕрлĕхех… чун савни!..

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.