Митта Ваçлейĕ: Çамрăк Тăвана


Çамрăк Тăвана

—Камшăн çуралтăн,

Юратнă тăван?

Чĕр вăйна камшăн

Хăюллăн хуран?

Мĕнле ĕçсемшĕн

Тĕрĕссĕн тăран?

Камшăн эс, камшăн,

Тăванăм, пурнан?—

Çапла, тăванăм,

Эп санран ыйтсан,

Мĕскер калĕ-ши

Ыр чĕлхÿ сан?

 

— Мĕн тума тĕпчен

Манран çаксене?

Ху та эс пĕлен

Манăн чĕрене.

Йывăр кунсенче

Анне çуратрĕ;

Тăшман айĕнче

Пăхса ÿстерчĕ.

Пиллерĕ мана

Вăйлă кĕрешме.

Усал тăшмана

Тĕппех пĕтерме.

Этем тăшманне

Пурпĕр пĕтереп!

Мулăн тымарне

Тĕппех сирпĕтеп!

Эп çак ĕçсемшĕн

Хăюллăн тăрап;

Хура халăхшăн

Чунтан тăрăшап.

 

1925

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.