Лука çырнă Евангели


 Лука çырнă Евангели

Лк 1

(1) –

(2) Ĕнтĕ нумайăшĕ пирĕн хушшăмăрта пулса иртнĕ паллă ĕçсем çинчен — Сăмаха чăн малтанах куçа-куçăн курса Унăн ĕçне ĕçлекенсем хамăра мĕн каласа кăтартнине — çыра пуçларĕç,

(3) çавăнпа эпĕ те, хисеплĕ çыннăм Феофил, çакна пуçламăшĕнченех пĕтĕмпе лайăх тĕпчесе тухса, ун çинчен сана йĕркипе çырса пама шутларăм:

(4) хăвна мĕн вĕрентни чăннипе те тĕрĕс пулнине пĕлсе çиттĕр терĕм.

(5) Иудея патши Ирод вăхăтĕнче Авий ăрăвĕн черетĕнче Захария ятлă пĕр священник пулнă; унăн арăмĕ Аарон ăрăвĕнчен тухнă, вăл Елисавета ятлă пулнă.

(6) Вĕсем иккĕшĕ те Турă умĕнче тÿрĕ çынсем пулнă: Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене, Вăл хунă йĕркесене пурне те тĕрĕс тытса пурăннă.

(7) Вĕсенĕн ача-пăча пулман: Елисавета ача туман; вĕсем иккĕшĕ те ватăлса çитнĕ.

(8) Пĕррехинче, Захария хăй черечĕ йĕркипе Турă умĕнче кĕлтунă чухне,

(9) священниксен йăлипе, Турă Çуртне кĕрсе тĕтĕрме ăна шăпа тухнă;

(10) вăл фимиам тĕтĕрнĕ вăхăтра тулашĕнче темĕн чухлĕ халăх кĕлтуса тăнă.

(11) Çавăн чухне ăна тĕтĕрсе кÿмелли парне вырăнĕн сылтăм енче Çÿлхуçа Ангелĕ курăннă.

(12) Ăна курсассăн Захария тĕлĕнсе хăрасах кайнă.

(13) Ангел ăна каланă: ан хăра, Захария: санăн кĕллÿне илтнĕ, санăн арăму Елисавета сана ывăл ача çуратса парĕ, эсĕ ăна Иоанн ятлă хурăн;

(14) санăн савăнса хĕпĕртемелле пулĕ; вăл çуралнăшăн нумайăшĕ савăнĕ:

(15) вăл Çÿлхуçа умĕнче аслă пулĕ; эрех те, çиккер те ĕçмĕ, амăшĕ варĕнчех Таса Сывлăшпа хăватлăланĕ;

(16) Израиль ывăлĕсене нумайăшне хăйсен Çÿлхуçа Турри енне çавăрĕ;

(17) вăл Унăн умĕн Илия хастарлăхĕпе, хăвачĕпе килĕ те халăха Çÿлхуçа умне тăратма хатĕрлемешкĕн ашшĕсен кăмăлне ачисен енне çавăрĕ, ÿкĕте кĕменнисене тÿрĕ çынсемпе пĕр шухăшлă тăвĕ, тенĕ.

(18) Захария Ангела каланă: эпĕ çакна мĕнрен ăнласа илĕп-ши? эпĕ ĕнтĕ ватă, арăмăм та ватăлса çитнĕ, тенĕ.

(19) Ангел ăна çапла хуравласа каланă: эпĕ — Турă умĕнче тăракан Гавриил, мана санпа калаçма, сана çак ырă хыпара пĕлтерме янă;

(20) ман сăмахсене — вăхăчĕ çитсен вырăна килес сăмахсене — ĕненменшĕн акă эсĕ çав ĕç пулас кунччен чĕнейми, калаçайми пулса пурăнăн, тенĕ.

(21) Çав хушăра халăх Захарийăна кĕтсе тăнă, вăл Турă Çуртĕнче вăрах тăнинчен тĕлĕннĕ.

(22) Унтан тухсан вăл халăха нимĕн калама та пултарайман; çынсем вара ăна Турă Çуртĕнче темĕскер курăннине чухласа илнĕ; вĕсене вăл аллисемпе кăтарта-кăтарта ăнлантарма тăрăшнă; çапла вăл чĕлхесĕр пулса тăнă.

(23) Кĕлтуса тăмалли кунĕсем иртсессĕн, вăл килне таврăннă.

(24) Çав кунсем хыççăн унăн арăмĕ, Елисавета, йывăр çын пулнă; вăл пилĕк уйăх палăртмасăр пурăннă; вăл çапла каланă:

(25) çын хурланине ман çийĕмрен сиресшĕн çак кунсенче Çÿлхуçа ман çине хĕрхенсе пăхса çапла турĕ, тенĕ.

(26) Турă улттăмĕш уйăхра Гавриил ангела Галилейăри Назарет ятлă хулана,

(27) Давид ăрăвĕнчен çуралнă Иосиф ятлă çын валли çураçнă Хĕр патне янă; Хĕр Мария ятлă пулнă.

(28) Ангел Ун патне кĕрсен çапла каланă: эй тивлетлĕ Хĕр, савăн! Санпала Турă, Эсĕ пур хĕрарăмран та мухтавлă! тенĕ.

(29) Ангела курсан, Вăл ун сăмахĕнчен тĕлĕнсе çапла ырă сунни мĕне пĕлтерет-ши? тесе шухăшланă.

(30) Ангел Ăна каланă: ан хăра, Мария: Эсĕ Турăран тивлет илтĕн;

(31) акă эсĕ йывăр çын пулса Ывăл Ача çуратăн, Ăна Иисус ятлă хурăн.

(32) Вăл аслă пулĕ, Ăна Çÿлти Туррăн Ывăлĕ тесе калĕç; Çÿлхуçа Турă Ăна Давидăн, ашшĕнĕн, патша пуканне парĕ;

(33) Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех Иаков йăхĕн Патши пулĕ, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтмĕ, тенĕ.

(34) Мария ангела каланă: ку епле пулĕ? Эпĕ упăшкама пĕлместĕп, тенĕ.

(35) Ангел ăна çапла хуравласа каланă: Сан çине Таса Сывлăш анĕ, Сана Çÿлти Туррăн хăвачĕ витсе тăрĕ; çавăнпа ĕнтĕ Çураласси те Таса, Ăна Турă Ывăлĕ тейĕç.

(36) Акă ача тумасть теекен Елисавета тăванун та ватăлмалăх кунĕнче çие ывăл ача юлчĕ, вăл йывăр çын пулни улттăмĕш уйăх ĕнтĕ:

(37) Туррăн пĕр сăмахĕ те пурăнăçланмасăр юлмасть, тенĕ.

(38) Вара Мария каланă: эпĕ — Турă чури; эсĕ каланă пек пултăр Мана, тенĕ. Ангел вара Ун патĕнчен кайнă.

(39) Çав кунсенче Мария çула пуçтарăннă та васкасах сăртлă çĕре Иуда хулине тухса кайнă;

(40) Захария çуртне кĕрсен вăл Елисаветăна сывлăх суннă.

(41) Елисавета хăйне Мария сывлăх суннине илтсессĕн унăн варĕнчи ачи тăпăлтатса илнĕ; вара Елисавета, Таса Сывлăшпа хăватлăланса,

(42) хытă сасăпа каланă: Эсĕ пур хĕрарăмран та мухтавлă! Санран Çураласси те мухтавлă!

(43) Епле-ха ман патăма Çÿлхуçамăн Амăшĕ килчĕ?

(44) Эсĕ хама сывлăх суннине илтсенех варăмри ачам савăнса тăпăлтатса илчĕ.

(45) Хăйне Çÿлхуçа мĕн калани пурăнăçланасса Ĕненекенскерĕ телейлĕ, тенĕ.

(46) Вара Мария çапла каланă: Манăн чунăм Çÿлхуçана аслăлать;

(47) Манăн чун-чĕрем Çăлакан Туррăмшăн савăнать:

(48) Вăл Хăй чурин йăвашлăхне курчĕ; малашне ĕнтĕ Мана пур халăхсем те мухтавлĕç;

(49) Хăватлăскерĕ Маншăн аслă ĕç турĕ; Унăн ячĕ сăваплă;

(50) Хăйĕнчен хăракансене Унăн ырăлăхĕ сыпăкран сыпăка пырать;

(51) Вăл Хăйĕн аллин хăватне кăтартрĕ, хăйсем çинчен мăнаçлă шухăшлакансене салатса ячĕ;

(52) вăйлисене хăйсен чаплă вырăнĕнчен сирпĕтрĕ, йăвашшисене асла кăларчĕ;

(53) выçăхнисене ырăлăхĕпе тăрантарчĕ, пуяннисене нимĕнсĕрех хăварчĕ;

(54) –

(55) аттемĕрсене каланине — Авраама, унăн йăхне ĕмĕрлĕхе ырăлăх пулĕ тенине — аса илсе, Вăл Израиле, Хăйĕн чурине, пулăшрĕ, тенĕ.

(56) Елисавета патĕнче виçĕ уйăха яхăн пурăнсассăн, Мария килне таврăннă.

(57) Елисаветăн ĕнтĕ çăмăлланас вăхăчĕ çитнĕ, вăл ывăл ача çуратнă.

(58) Кÿршисемпе тăванĕсем, Çÿлхуçа ăна çав тери пысăк ырăлăх кăтартни çинчен илтсен, унпа пĕрле савăннă.

(59) Саккăрмĕш кун ачанăн ÿтне касма пырсассăн ăна ашшĕ ячĕпе Захария ятлă хурасшăн пулнă.

(60) Анчах та ача амăшĕ: çук, ăна Иоанн ятлă хумалла, тенĕ.

(61) Ăна ĕнтĕ çапла каланă: сирĕн йăхăрта ун пек ятли никам та çук-çке, тенĕ.

(62) Вара ашшĕ ăна мĕн ятлă хурасшăн-ши тесе, çакăн çинчен унран аллисемпе кăтарта-кăтарта ыйтнă.

(63) Захария хăма татăкĕ ыйтса илнĕ те: «унăн ячĕ — Иоанн» тесе çырса панă. Пурте тĕлĕннĕ.

(64) Çав самантрах унăн чĕлхи-çăварĕ уçăлнă та, вăл Турра мухтама пуçланă.

(65) Вĕсен таврашĕнче пурăнакансем пурте хăраса ÿкнĕ; ĕнтĕ сăртлă Иудея çĕрĕнче пур тĕлте те çавăн çинчен калаçнă.

(66) Çак хыпара илтнисем пурте ăна чĕрине хывнă та: ку ача кам пулĕ-ши? тенĕ. Ун çинче Çÿлхуçа алли пулнă.

(67) Унăн ашшĕ, Захария, Таса Сывлăшпа хăватлăланса пророкла каланă:

(68) Израилĕн Çÿлхуçа Турри мухтавлă: Вăл килчĕ те Хăйĕн халăхне хăтарчĕ;

(69) Хăйĕн Давид чури килĕнчен пирĕн валли хăватлă Çăлакана кăларчĕ —

(70) çакăн çинчен Вăл Хăйĕн авалхи сăваплă пророкĕсем урлă пĕлтернĕ,

(71) пире хамăр тăшмансенчен, хамăра курайман çынсен аллинчен хăтарма пулнă;

(72) –

(73) Хăйĕн сăваплă халалне, Авраам аттемĕре тупа тунине астуса, Вăл пирĕн аттемĕрсене ырăлăх тума пулнă:

(74) эпир ĕнтĕ, тăшмансен аллинчен хăтăлса, хăрамасăр,

(75) пурăнас кунăмăрсем тăршшĕпех Уншăн, Ун умĕнче тасалăхпа, тÿрĕлĕхпе ĕçлесе тăрăпăр.

(76) Сана вара, ачамăм, Çÿлти Туррăн пророкĕ тейĕç: Çÿлхуçа валли çул хатĕрлемешкĕн эсĕ Унăн умĕнчен пырăн,

(77) Унăн халăхне эсĕ мĕнле çăлăнмаллине — çылăхĕсене каçарттарса çăлăнмаллине — ăнлантарăн:

(78) –

(79) Туррăмăр ырă та хĕрхенекен кăмăллă пулнăран тÿперен пирĕн пата тухакан хĕвел евĕрлĕ Çутă килчĕ: Вăл сĕмлĕхре, вилĕм ĕмĕлкинче ларакансене çутатĕ, пирĕн урасене канăçлăх çулĕ çине тăратĕ, тенĕ.

(80) Ача ÿссе, сывлăшĕпе хăватлăланса пынă; вăл Израиль халăхĕ умне тухас кун çитиччен пушхирте пурăннă.

Лк 2

(1) Çав кунсенче Август кесарь пĕтĕм çĕрĕ çинчи халăха шута илсе çырса тухма хушнă.

(2) Халăха çапла шута илесси пĕрремĕш хут пулнă, ку Сири çĕрне Квириний тытса тăнă чухне пулса иртнĕ.

(3) Çырăнмашкăн вара кашнийĕ хăйĕн хулине кайнă.

(4) –

(5) Иосиф Давид килĕ-йышĕнчен, ун ăрăвĕнчен пулнă, çавăнпа та вăл хăй валли çураçнă Марийăпа пĕрле Галилейăри Назарет хулинчен Иудейăри Вифлеем ятлă Давид хулине çырăнма кайнă; Мария ун чухне йывăр çын пулнă.

(6) Вĕсем çавăнта пулнă чухне Марийăн çăмăлланас вăхăчĕ çитнĕ;

(7) Вăл вара Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çуратнă, Ăна, пиелесе, сырăша вырттарнă, мĕншĕн тесессĕн хулара хăна килĕнче вĕсем валли вырăн тупăнман.

(8) Çав таврара хирте кĕтÿçĕсем пулнă, вĕсем çĕрле хăйсен кĕтĕвĕсене хуралланă.

(9) Сасартăк вĕсен умне Çÿлхуçа Ангелĕ пырса тăнă та, вĕсене Çÿлхуçа мухтавлăхĕ çутатса янă; вĕсем çав тери хăраса ÿкнĕ.

(10) Ангел вĕсене каланă: ан хăрăр; эпĕ сире пысăк савăнăç çинчен пĕлтеретĕп — вăл пур халăха та пулĕ:

(11) паян Давид хулинче сирĕн валли Çăлакан çуралчĕ; Вăл — Христос Çÿлхуçамăр;

(12) акă сире паллă: эсир пиелесе сырăша вырттарнă Ачана курăр, тенĕ.

(13) Унтан сасартăк çав Ангелпа пĕрле тÿпери йышлă çар курăнса кайнă; вĕсем Турра мухтаса юрланă:

(14) мухтав Çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ! тенĕ.

(15) Ангелсем вĕсем патĕнчен тÿпене çĕкленсе кайсассăн, кĕтÿçĕсем пĕр-пĕрне каланă: атьăр Вифлееме кайса унта мĕн пулнине, Çÿлхуçа пире мĕн пĕлтернине курар, тенĕ.

(16) Вара вĕсем васкасах кайнă та унта Марийăпа Иосифа тата сырăшра выртакан Ачана шыраса тупнă.

(17) Çавна курсассăн вĕсем Çак Ача çинчен хăйсене мĕн пĕлтернине каласа кăтартнă.

(18) Итлекенсем пурте кĕтÿçĕсем каласа кăтартнинчен тĕлĕннĕ.

(19) Мария вара çак сăмахсене пурне те Хăй чĕринче тытса тăнă.

(20) Кĕтÿçĕсем ĕнтĕ хăйсене мĕн каланине пĕтĕмпе курнăшăн, илтнĕшĕн Турра аслăласа, мухтаса каялла таврăннă.

(21) Сакăр кунран, Ача ÿтне касма вăхăт çитсессĕн, Амăшне йывăр çын пуличченех Ангел каланă пек, Ăна Иисус ятлă хунă.

(22) Моисей саккунĕ тăрăх тасалмалли кунĕсем иртсессĕн, || вĕсем Ачана Турă умне тăратма Иерусалима илсе пынă,

(23) мĕншĕн тесессĕн вĕсен Турă саккунĕнче: «вар уçса малтан çуралнă кирек хăш ывăл ачана та Çÿлхуçана халалламалла» тенине,

(24) тата Çÿлхуçа саккунĕнче каланă пек, икĕ улатăпа е икĕ кăвакарчăн чĕппи парне кÿмелле пулнă.

(25) Çав вăхăтра Иерусалимра пĕр тÿрĕ, таса пурăнăçлă Симеон ятлă çын пурăннă. Вăл Израиль халăхĕ валли савăнăç çитессе кĕтнĕ; ун çинче Таса Сывлăш пулнă.

(26) Таса Сывлăш ăна: эсĕ Çÿлхуçа янă Христоса курмасăр вилместĕн тесе малтанах пĕлтерсе хунă пулнă.

(27) Вăл Таса Сывлăш хавхалантарнипе Турă Çуртне пынă. Саккун хушнă йăлана тумашкăн ашшĕпе амăшĕ Иисус-Ачана Турă Çуртне илсе пырсассăн,

(28) Симеон Ăна хăй аллине илнĕ те Турра мухтаса каланă:

(29) эй Пуçлăхăм, халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна, Ху каланă пек, лăплантарса яратăн:

(30) –

(32) Эсĕ пур халăхсем умĕнче хатĕрленĕ çăлăнăçа, суя тĕнлисене çутатас Çутта, Хăвăн Израиль халăхĕн Мухтавне манăн куçăм курчĕ ĕнтĕ, тенĕ.

(33) Иосиф тата Ачанăн Амăшĕ Ун çинчен çапла каланине илтсессĕн питĕ тĕлĕннĕ.

(34) Симеон вара вĕсене пилленĕ те Унăн Амăшне Марийăна каланă: çакă Выртакан пирки Израильре ÿкекен те, тăракан та нумай пулĕ, Вăл Турă палли пулĕ, нумайăшĕ Ăна хирĕç тăрĕ, çапла нумайăшĕн чĕринчи шухăшĕсем палăрĕç;

(35) Санăн Хăвăн чĕрÿ витĕр те хĕç тухĕ, тенĕ.

(36) Унта тата Асир ăрăвĕнчен тухнă Фануил хĕрĕ, Анна ятлă питĕ ватăлса çитнĕ хĕрарăм пророк пулнă; качча кайсан вăл упăшкипе çичĕ çул анчах пурăннă;

(37) çав сакăрвун тăватă çулхи тăлăх карчăк Турă Çуртĕнчен пĕр каймасăр, типĕ тытса, кĕлтуса кунĕн-çĕрĕн Турăшăн ĕçлесе пурăннă.

(38) Çав вăхăтра вăл та пырса тăнă та Çÿлхуçана мухтаса калаçнă, Иерусалим çăлăнасса кĕтекенсене пурне те Ача çинчен каласа кăтартнă.

(39) Иосифпа Мария, Турă саккунĕ хушнине пĕтĕмпех туса пĕтерсессĕн, Галилейăна хăйсен хулине Назарета таврăннă.

(40) Ача ÿснĕçемĕн сывлăшĕпе хăватлăланса пынă, ăслăланнăçемĕн ăслăланнă, Ун çинче Турă тивлечĕ пулнă.

(41) Унăн ашшĕ-амăшĕ çулленех Иерусалима Пасха уявне çÿренĕ.

(42) Вăл вуникĕ çулта чухне вĕсем çав йăлапа Иерусалима уява пынă.

(43) Уяв кунĕсем иртсен вĕсем киле кайма çула тухнă, Ачи, Иисус, Иерусалимра тăрса юлнă; Иосифпа Унăн Амăшĕ çакна асăрхаман:

(44) вĕсем Вăл урăх çынсемпе пырать пулĕ тесе шухăшланă. Пĕр кун кайсан, Ăна хăйсен хурăнташĕсемпе пĕлĕшĕсем хушшинче шыра пуçланă;

(45) тупаймасăр, Ăна шыраса каялла Иерусалима таврăннă.

(46) Виçĕ кунран Ăна Турă Çуртĕнче тупнă, Вăл унта вĕрентекенсем хушшинче вĕсене итлесе ларнă, Хăй те вĕсене ыйтусем панă;

(47) Ăна итлекенсем пурте Унăн ăсĕнчен, Вăл мĕнле хуравланинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

(48) Ăна курсассăн Иосифпа Мария тĕлĕнсех кайнă; Амăшĕ каланă Ăна: Ачам! капла Эсĕ пире мĕн кăтартрăн-ха? Акă эпир аçупа иксĕмĕр темĕн тĕрлĕ хуйхăрса шырарăмăр Сана, тенĕ.

(49) Вăл вĕсене каланă: Мана мĕн тума шырамаллаччĕ сирĕн? Манăн Хамăн Аттемĕн Çуртĕнче пулмаллине пĕлмен-и-мĕн эсир? тенĕ.

(50) Вĕсем Вăл каланă сăмахсене ăнланайман.

(51) Унтан Вăл вĕсемпе пĕрле кайнă та Назарета таврăннă; унта вĕсене итлесе пурăннă. Амăшĕ вара çав сăмахсене чĕрине хывса упраса пурăннă.

(52) Иисус ăслăланнăçемĕн ăслăланса пынă, ÿснĕçемĕн ÿснĕ, Ăна Турă та, çынсем те юратнă.

Лк 3

(1) Тиверий кесарь патшана ларни вунпиллĕкĕмĕш çула кайсан, Иудейăра Понтий Пилат пуçлăхра тăнă чухне, Галилея пуçлăхĕнче Ирод, Итурейăпа Трахонит çĕрĕн пуçлăхĕнче унăн пиччĕшĕ Филипп, Авилинея çĕрĕн тăваттăмĕш пайĕн пуçлăхĕнче Лисаний тăнă чухне,

(2) Анна тата Каиафа аслă священник пулнă хушăра, Иоана, Захария ывăлне, пушхирте Турăран сăмах пулнă.

(3) Иоанн вара Иордан шывĕ таврашĕнче пур тĕлте те çылăх каçарттармашкăн çылăхран ÿкĕнсе шыва кĕме вĕрентсе çÿренĕ.

(4) Çавăн çинчен Исаия пророк сăмахĕсенĕн кĕнекинче çапла çырнă: «пушхирте кăшкăрса чĕнекенĕн сасси илтĕнет: «Çÿлхуçамăр валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ тăвăр;

(5) айлăм вырăнсем пурте тулччăр, тусемпе сăртсем пурте лутраланччăр, кукăр çулсем тÿрленччĕр, тикĕс мар çулсем тикĕсленччĕр;

(6) вара кирек кам та Турă çăлнине курĕ» тенĕ.

(7) Иоанн хăй патне шыва кĕме пыракан халăха каланă: эй çĕлен çурисем! çитес çилĕрен тарса хăтăлатăр тесе кам вĕрентрĕ сире?

(8) Эппин, ÿкĕннине юрăхлă ĕçсем тăвăр; хăвăр ăшăрта: «пирĕн атте — Авраам» тесе калама ан шухăшлăр; калатăп сире: Турă çак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.

(9) Ĕнтĕ пуртă та йывăç тымарĕ çумĕнчех выртать: ырă çимĕç кÿмен йывăçа, кирек хăшне те, касса вута пăрахаççĕ, тенĕ.

(10) Халăх унран ыйтнă: пирĕн мĕн тăвас ĕнтĕ? тенĕ.

(11) Иоанн вĕсене çапла хуравласа каланă: камăн икĕ кĕпе пур, вăл пĕрне тумтир çуккине патăр; камăн çимелли пур, вăл та çаплах тутăр, тенĕ.

(12) Куланай пуçтаракансем те ун патне шыва кĕме пынă; вĕсем унран ыйтнă: вĕрентекен! пирĕн мĕн тăвас? тенĕ.

(13) Вăл вĕсене каланă: хăвăра илме хушнинчен ытлашши нимĕн те ан илĕр, тенĕ.

(14) Салтаксем те унран: пирĕн мĕн тăвас? тесе ыйтнă. Вăл вĕсене каланă: никама та ан хĕсĕрлĕр, ан элеклĕр, хăвăра паракан шалупа çырлахăр, тенĕ.

(15) Халăх кĕтсе тăнă чухне, пурте хăйсен ăшĕнче Иоанн çинчен «ку Христос мар-ши?» тесе шухăшланă вăхăтра,

(16) Иоанн пурне те çапла каланă: эпĕ сире шывпа тĕне кĕртетĕп, акă манран Хăватлăскерĕ килет, эпĕ Унăн ури сырри чĕнне те салтма тивĕçлĕ мар;

(17) Вăл сире Таса Сывлăшпа, вутпа тĕне кĕртĕ. Кĕреçи те Унăн Хăй аллинчех, Вăл Хăйĕн йĕтемне тасатĕ те туллине Хăйĕн кĕлетне пухса хурĕ, арпи-улăмне сÿнми вутпа çунтарса ярĕ, тенĕ.

(18) Вăл, халăха Ырă Хыпар пĕлтерсе, çапла нумай вĕрентнĕ.

(19) Вăл Ирод пуçлăха пиччĕшĕн арăмĕ Иродиада пирки тата урăх усал ĕçсем тунăшăн питленĕ.

(20) Ирод вара ытти усал ĕçĕсем çумне тата усал ĕç хушса Иоана тĕрмене хуптарнă.

(21) Пĕтĕм халăх шыва кĕнĕ чухне Иисус та шыва кĕнĕ, Вăл шыва кĕнĕ хыççăн кĕлтунă вăхăтра тÿпе уçăлса кайнă та,

(22) Ун çине Таса Сывлăш кăвакарчăн пек курăнса аннă; тата тÿперен: Эсĕ — Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Сан çинче! тесе каланă сасă илтĕннĕ.

(23) Иисус Хăйĕн ĕçне пуçланă чухне пĕр вăтăр çулсенче пулнă. Çынсем шутланă тăрăх, Вăл Иосифăн, Илийĕн,

(24) Матфатăн, Левийĕн, Мелхийĕн, Ианнайăн, Иосифăн,

(25) Маттафийĕн, Амосăн, Наумăн, Еслимăн, Наггейĕн,

(26) Маафăн, Маттафийĕн, Семеийĕн, Иосифăн, Иудăн,

(27) Иоаннанăн, Рисайăн, Зоровавелĕн, Салафиилăн, Нирийĕн,

(28) Мелхийĕн, Аддийĕн, Косамăн, Елмодамăн, Ирăн,

(29) Иосийĕн, Елиезерĕн, Иоримăн, Матфатăн, Левийĕн,

(30) Симеонăн, Иудăн, Иосифăн, Ионанăн, Елиакимăн,

(31) Мелеайăн, Маинанăн, Маттафайăн, Нафанăн, Давидăн,

(32) Иессейĕн, Овидăн, Воозăн, Салмонăн, Наассонăн,

(33) Аминадавăн, Арамăн, Есромăн, Фаресăн, Иудăн,

(34) Иаковăн, Исаакăн, Авраамăн, Фарран, Нахорăн,

(35) Серухăн, Рагавăн, Фалекăн, Еверăн, Салан,

(36) Каинанăн, Арфаксадăн, Симăн, Нойăн, Ламехăн,

(37) Мафусалăн, Енохăн, Иаредăн, Малелеилăн, Каинанăн,

(38) Еносăн, Сифăн, Адамăн, Туррăн Ывăлĕ пулнă.

Лк 4

(1) Иисус Таса Сывлăшпа хăватлăланса Иордан хĕрринчен таврăнсан, Сывлăш Ăна пушхире илсе кайнă.

(2) Унта Ăна хĕрĕх кун шуйттан сăнанă, çав кунсенче Вăл нимĕн те çимен; çав кунсем иртсессĕн, юлашкинчен Унăн çиесси килнĕ.

(3) Шуйттан вара Ăна каланă: Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çак чула çăкăр пулма хуш, тенĕ.

(4) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: «этем çăкăрпа анчах пурăнмасть, Туррăн пур тĕрлĕ сăмахĕпе те пурăнать» тесе çырнă, тенĕ.

(5) Унтан шуйттан Ăна çÿллĕ ту çине илсе кайнă та пĕрре куç хупса иличчен Ăна тĕнчери мĕнпур патшалăха кăтартнă,

(6) шуйттан Ăна каланă: çак патшалăхсене пурне те, вĕсенĕн чап-мухтавне те Сана парăп: ăна мана панă, эпĕ ăна кама парас тетĕп, çавна паратăп;

(7) эппин, мана ÿксе пуççапсассăн, çакă пĕтĕмпе Санăн пулĕ, тенĕ.

(8) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: кай Ман патăмран, шуйттан; «Çÿлхуçа Турруна çеç пуççап, пĕр Ăна анчах пăхăнса пурăн» тесе çырнă, тенĕ.

(9) Унтан шуйттан Ăна Иерусалима илсе кайнă та Турă Çурчĕн тăррине тăратса каланă: Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан, çакăнтан аялалла сик;

(10) çапла çырнă-çке: «Вăл Хăйĕн ангелĕсене Сана сыхлама хушĕ,

(11) Эсĕ урупа чулран такăнасран вĕсем Сана алă çинче йăтса çÿрĕç» тенĕ.

(12) Иисус ăна çапла хуравланă: «хăвăн Çÿлхуçа Турруна ан сăна» тесе каланă, тенĕ.

(13) Пĕтĕмпех сăнаса пĕтерсен, шуйттан Ун патĕнчен пĕр вăхăта кайнă.

(14) Иисус вара Сывлăшпа хăватлăланса Галилейăна таврăннă; Ун çинчен пĕтĕм таврари çĕре хыпар сарăлнă.

(15) Вăл вĕсен синагогисенче вĕрентнĕ, пурте Ăна мухтанă.

(16) Вăл Хăй ÿснĕ хулана Назарета пынă; шăматкун Вăл яланхи пекех синагогăна кĕнĕ те вуламалли çĕре тăнă.

(17) Ăна Исаия пророк кĕнекине панă; Вăл кĕнекене уçнă та çапла çырнă вырăна тупнă:

(18) «Турă Сывлăшĕ Ман çинче: Вăл Мана мĕскĕнсене Ырă Хыпар пĕлтермешкĕн çу сĕрчĕ, Мана хуйхăпа касăлнă чĕреллисене сыватма ячĕ, тыткăнрисене ирĕке кăларасса, суккăррисем куракан пуласса, пусмăртисене хăтарасса,

(19) Çÿлхуçанăн ырăлăх кăтартас вăхăчĕ çитессе пĕлтерме ячĕ».

(20) Иисус вара кĕнекине хупса унта ĕçлекен çынна панă та Хăй ларнă; синагогăри çынсем пурте Ун çине куç илмесĕр пăхнă.

(21) Вăл вĕсене каланă: çапла çырни, эсир мĕн илтни, паян ĕнтĕ вырăна килчĕ, тенĕ.

(22) Вĕсем пурте Иисус каланине тĕрĕсе хунă, || Унăн чĕлхи-çăварĕнчен тухакан ырă сăмахсенчен тĕлĕнсе каланă: Иосиф ывăлĕ мар-и вара Ку? тенĕ.

(23) Вăл вĕсене каланă: паллах ĕнтĕ, эсир Мана, «эмелçĕ! Хăвна Ху сыват» теекен каларăша аса илтерсе, çапла каласшăн: «Эсĕ Капернаумра мĕн тунине илтрĕмĕр эпир, кунта та, Хăвăн тăван çĕршывăнта, çавна туса кăтарт» теесшĕн, тенĕ.

(24) Унтан тата каланă: чăн калатăп сире: хăй çуралнă çĕршывра пĕр пророка та хапăл тумаççĕ.

(25) Чăн калатăп сире: Илия пурăннă вăхăтра тÿпе виçĕ çул та ултă уйăх хупăнса тăнăран пĕтĕм çĕр çинче питĕ йывăр выçлăх тăнипе Израильре тăлăх арăм нумай пулнă;

(26) çапах Илияна вĕсем патне пĕрин патне те мар, Сидон çывăхĕнчи Сарепта хулинчи тăлăх арăм патне анчах янă;

(27) Елисей пророк пурăннă вăхăтра тата Израильре тилçеллĕ çын нумай пулнă, анчах Сири çынни Неемансăр пуçне вĕсенчен пĕри те тасалман, тенĕ.

(28) Çакна илтсессĕн синагогăри çынсем пурте тилĕрсе кайнă;

(29) вара вĕсем сиксе тăнă та Иисуса хуларан хăваласа кăларса хăйсен хули ларакан ту çине илсе кайнă: вĕсем ăна çавăнтан аялалла тĕртсе ярасшăн пулнă;

(30) анчах Вăл вĕсен хушшинченех утса тухса кайнă.

(31) Кайран Вăл Галилейăри Капернаум хулине пынă та шăматкунсенче халăха вĕрентнĕ.

(32) Вăл мĕнле вĕрентнинчен пурте тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесессĕн Унăн сăмахĕ хăватлă пулнă.

(33) Синагогăра усал сывлăш ернĕ çын пулнă, çавă хыттăн кăшкăрса каланă:

(34) эй Назарет Иисусĕ! Санăн пирĕн çумра мĕн ĕç пур? Эсĕ пире пĕтерме килнĕ! Эсĕ камне эпĕ пĕлетĕп, Эсĕ — Туррăн Святойĕ, тенĕ.

(35) Иисус ăна çирĕппĕн хушса каланă: чарăн, тух ун ăшĕнчен, тенĕ. Вара усал сывлăш çав çынна синагога варринчех тÿнтерсе янă та ăна нимĕнле сиен тумасăрах ун ăшĕнчен тухнă.

(36) Пурте хăраса ÿксе пĕр-пĕринпе калаçнă: мĕне пĕлтерет ку? Вăл Хăй ирĕкĕпе, Хăй хăвачĕпе усал сывлăшсене хушать те — лешĕсем тухаççĕ, тенĕ.

(37) Вара Ун çинчен пĕтĕм таврари çĕре хыпар сарăлнă.

(38) Синагогăран тухсан Вăл Симон килне пынĕ; Симон хунямăшĕ тар чирĕпе питĕ йывăр выртнă; уншăн Ăна тархасланă.

(39) Вăл ун патне пырса тар чирне чарнă та, чирĕ иртсе те кайнă. Хĕрарăм ĕнтĕ çийĕнчех тăнă та вĕсене пăха пуçланă.

(40) Хĕвел аннă вăхăтра чирлĕ çын пуррисем пурте тĕрлĕ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынă; Вăл, кашнийĕ çине аллисене хурса, вĕсене сыватнă.

(41) Нумайăшĕн ăшĕнчен усал сывлăшсем те тухнă, вĕсем: Эсĕ — Турă Ывăлĕ Христос! тесе кăшкăрса тухнă. Вăл вĕсене Хăй Христос пулни çинчен калама чарнă.

(42) Тул çутăлсан Вăл унтан тухса çын çук вырăна кайнă; халăх Ăна шыранă; тупсассăн, вĕсем Ăна хăйсен патĕнчен ярас мар тесе, чарса тăнă.

(43) Вăл вĕсене çапла каланă: Манăн ытти хуласенче те Турă Патшалăхĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтермелле: Мана çавăншăн янă, тенĕ.

(44) Вара Галилейăри синагогăсенче вĕрентсе çÿренĕ.

Лк 5

(1) Пĕррехинче, Геннисарет кÿлли хĕрринче тăнă чухне, Турă сăмахне итлес тесе Хăй тавра халăх кĕпĕрленсе тăнă чухне,

(2) Иисус кÿлĕ хĕрринче икĕ кимĕ ларнине курнă; пулăçисем кимми çинчен анса тетелĕсене çуса тăнă.

(3) Вăл пĕр кимми çине, Симон кимми çине, ларнă та ăна çыран хĕрринчен кăшт шаларах ишсе кайма хушнă; вара халăха кимĕ çинче ларса вĕрентнĕ.

(4) Вĕрентме чарăнсан Симона каланă: тарăнрах çĕре ишсе кĕр те, тетелĕрсене карса хурăр, тенĕ.

(5) Симон Ăна çапла хуравласа каланă: Вĕрентекен! эпир çĕрĕпе асапланса та нимĕн те тытаймарăмăр; Сан сăмахна итлесе, тетелĕме карам эппин, тенĕ.

(6) Çапла тусассăн вара вĕсенĕн темĕн чухлĕ пулă кĕнĕ, ĕнтĕ тетелĕ те çурăла пуçланă.

(7) Вĕсем вара тепĕр кимĕ çинчи юлташĕсене паллă кăтартса хăйсене пулăшма чĕннĕ; лешĕсем пырсан, икĕ киммине те туллиех тултарнă та, киммисем те пута пуçланă.

(8) Çавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ÿксе: эй Çÿлхуçамăр! кайсам ман патăмран: эпĕ — çылăхлă çын, тенĕ.

(9) Хăйсем ытла та нумай пулă тытнăран Симон та, унпа пĕрле пулнисем те,

(10) çавăн пекех Зеведей ывăлĕсем Иаковпа Иоанн та, Симонăн юлташĕсем, хăрасах кайнă. Иисус Симона каланă: ан хăра; паянтан эсĕ çын тытакан пулăн, тенĕ.

(11) Вĕсем вара икĕ киммине те çыран хĕррине туртса кăларнă та, пĕтĕмпех пăрахса хăварса, Иисус хыççăн кайнă.

(12) Иисус çавăнта пĕр хулара пулнă чухне Ун патне тилçе сăрса илнĕ пĕр çын пынă; Иисуса курсассăн вăл Ун умне ÿксе пуççапнă та Ăна йăлăнса каланă: эй Çÿлхуçамăм, тасатас тесессĕн, Эсĕ мана тасатма пултаратăнçке! тенĕ.

(13) Иисус, аллине тăсса, ăна сĕртĕннĕ те: тасатас тетĕп — тасал, тенĕ. Лешĕн çинчи тилçе çийĕнчех пĕтнĕ вара.

(14) Иисус ăна çакăн çинчен никама та калама хушман, хăй сывалнине вĕсене ĕнентермешкĕн священника курăнма тата, Моисей хушнă пек, хăй тасалнăшăн парне кÿме каласа янă.

(15) Çавах Ун çинчен чап сарăлнăçемĕн сарăлнă; Вăл вĕрентнине итлемешкĕн, чирĕсенчен сывалмашкăн Ун патне темĕн чухлĕ халăх çÿренĕ.

(16) Вăл вара тăтăшах çын çук вырăна кайса унта кĕлтунă.

(17) Пĕррехинче, Иисус вĕрентнĕ чухне, унта Галилейăпа Иудея çĕрĕнчен тата Иерусалимран пынă фарисейсемпе саккун вĕрентекенсем ларнă; чирлисене Вăл Хăйĕнпе пĕрле Турă хăвачĕ пулнипе сыватнă.

(18) Акă пĕрисем çавăнта шалкăм çапнă пĕр çынна вырăнĕпех çĕклесе пынă; ăна пÿрте йăтса кĕрсе Иисус умне хурасшăн пулнă;

(19) анчах та халăх нумай пулнăран ăна илсе кĕме май тупаймасăр çурт тăррине улăхса виттине сирнĕ те ăна выртан вырăнĕпех пÿлĕм варрине Иисус умне антарнă.

(20) Иисус, вĕсем мĕн тĕрлĕ ĕненнине курса, çав çынна: санăн çылăхусем каçарăнаççĕ, тенĕ.

(21) Кĕнекеçĕсемпе фарисейсем ĕнтĕ хăйсем хушшинче: кам вара Ку, Турра хурлаканскер? Турăсăр пуçне кам çылăх каçарма пултартăр? тенĕ.

(22) Иисус, вĕсен шухăшĕсене пĕлсе, çапла хуравласа каланă: эсир хăвăр ăшăрта мĕн шухăшлатăр?

(23) Хăшĕ çăмăлтарах калама: «санăн çылăхусем каçарăнаççĕ» теме-и? е: «тăр та — çÿре» теме-и?

(24) Сире Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма ирĕк пуррине пĕлтермешкĕн, тенĕ те Вăл унтан шалкăм çапнă çынна каланă: сана калатăп — тăр та, вырăнна илсе, килне кай, тенĕ.

(25) Лешĕ çав самантрах пурин умĕнчех тăнă та, хăй выртнă вырăнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнă.

(26) Пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, Турра мухтанă; ĕнтĕ хăраса кайса каланă: паян эпир тĕлĕнмелле ĕç куртăмăр, тенĕ.

(27) Çакăн хыççăн, унтан кайсассăн, Иисус куланай пухакан вырăнта ларакан пĕр Левий ятлă çынна, куланай пухаканскере, курнă та ăна: Ман хыççăн пыр, тет.

(28) Лешĕ тăнă та, пурне те пăрахса хăварса, Ун хыççăн кайнă.

(29) Левий хăй килĕнче Иисус ячĕпе пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă; вĕсемпе пĕрле унта куланай пухакансем те, ытти çынсем те нумаййăн ĕçсе-çисе ларнă.

(30) Кĕнекеçĕсемпе фарисейсем ÿпкелешсе Унăн вĕренекенĕсене каланă: мĕншĕн эсир куланай пухакансемпе, çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиетĕр? тенĕ.

(31) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: эмелçĕ сыввисене мар, чирлисене кирлĕ;

(32) Эпĕ сăваплисене мар, çылăхлисене ÿкĕнтерсе чĕнме килнĕ, тенĕ.

(33) Вĕсем Ăна çапла каланă: Иоанн вĕренекенĕсем тăтăшах типĕ тытаççĕ, кĕлĕ тăваççĕ, фарисейсем те çаплах тăваççĕ, Санăн вĕренекенÿсем вара ĕçеççĕ те, çиеççĕ те, тенĕ.

(34) Вăл вĕсене каланă: эсир туй ачисене кĕрÿ каччă хăйсемпе пĕрле чухне типĕ тыттарайăр-и?

(35) Акă вĕсенчен кĕрÿ каччине туртса илес кунсем çитĕç, çав кунсенче типĕ тытĕç вара, тенĕ.

(36) Вăл вĕсене тата ытарăш каласа панă: никам та кивĕ тумтир çумне çĕнĕ тумтиртен чĕрсе илсе саплăк лартмасть; апла çĕнĕ тумтирĕ те пăсăлать, çĕнĕ саплăкĕ те кивви çумĕнче килĕшмест.

(37) Çĕнĕ эрехе те никам та кивĕ сăран хутаçа тултармасть; апла тусассăн çĕнĕ эрех кивĕ сăран хутаçа çурса ярĕ те, эрехĕ те юхса тухĕ, хутаçĕ те сая кайĕ;

(38) çĕнĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа тултарас пулать, вара иккĕшĕ те упранса юлĕ.

(39) Никам та кивĕ эрех ĕçнĕ хыççăн çĕнĕ эрех ĕçесшĕн пулмĕ, мĕншĕн тесессĕн: «кивви аванрах» тет вăл, тенĕ.

Лк 6

(1) Пасхăн иккĕмĕш кунĕ хыççăнхи малтанхи шăматкун Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă; Унăн вĕренекенĕсем пучах тата-тата илсе шĕкĕлчесе çинĕ.

(2) Хăш-пĕр фарисейсем вĕсене: мĕншĕн эсир шăматкун тума юраманнине тăватăр? тенĕ.

(3) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: пĕрре Давид хăй те, унпа пĕрле пулнисем те выçă аптăрасассăн мĕн туни çинчен вуламан-им эсир?

(4) Епле вăл Турă Çуртне кĕрсе священниксемсĕр пуçне урăх никамăн та çиме юраман парне çăкăрĕсене илсе хăй те çинĕ, хăйпе пĕрле пулнисене те панă? тенĕ.

(5) Тата каланă вĕсене: Этем Ывăлĕ — шăматкунăн хуçи те, тенĕ.

(6) Иисус тепĕр шăматкун та синагогăна кĕрсе халăха вĕрентнĕ. Унта сылтăм алли хăрнă çын пулнă.

(7) Кĕнекеçĕсемпе фарисейсем Ăна айăпламалли сăлтав тупасшăн, Вăл шăматкун сыватмĕ-и-ха тесе, Ăна сăнаса тăнă.

(8) Вăл, вĕсен шухăшĕсене пĕлсе, хăрнă алăллă çынна каланă: тăр та варрине тухса тăр, тенĕ; лешĕ тăнă та варрине тухса тăнă.

(9) Унтан Иисус вĕсене каланă: Эпĕ сирĕнтен ыйтам-ха: шăматкун мĕн тумалла? ырă тумалла-и е усал тумалла-и? чуна çăлмалла-и е пĕтермелле-и? тенĕ. Лешĕсем чĕнмен.

(10) Унтан пурин çине те пăхса илнĕ те çав çынна: аллуна тăс, тенĕ. Вăл çапла тунă та, алли тÿрленсе тепĕри пекех пулса тăнă.

(11) Лешĕсем вара, тилĕрсе кайсах, ку Иисуса мĕн тăвар-ши? тесе пĕр-пĕринпе канашланă.

(12) Çав кунсенче Иисус ту çине кĕлтума улăхнă, унта çĕрĕпе Турра кĕлтунă.

(13) Тул çутăлсан Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе, вĕсенчен вуниккĕшне суйласа илнĕ; вĕсене апостол тесе ят панă;

(14) акă вĕсем: Хăй Петр тесе ят хунă Симон, унăн шăллĕ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей,

(15) Матфей тата Фома, Алфей ывăлĕ Иаков тата Зилот теекен Симон,

(16) Иаков ывăлĕ Иуда тата кайран Хăйне тытса паракан Иуда Искариот.

(17) Иисус вĕсемпе ту çинчен ансассăн тÿрем çĕрте чарăнса тăнă; унта Унăн вĕренекенĕсем те нумаййăн пулнă, тата пĕтĕм Иудейăран, Иерусалимран, тинĕс хĕрринчи Тирпа Сидон çĕрĕнчен те нумай халăх пуçтарăннă;

(18) вĕсем Вăл вĕрентнине итлеме, чирĕсенчен сывалма пынă; усал сывлăш ернипе асапланакансем те сывалнă.

(19) Пĕтĕм халăх Ăна сĕртĕнесшĕн тăрăшнă, мĕншĕн тесессĕн Унран хăват тухса пурне те сыватнă.

(20) Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсем çине пăхса каланă:

Мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ: сире Турă Патшалăхĕ пулĕ.

(21) Халĕ выçăхса çунакансем телейлĕ: эсир тăранăр.

Халĕ йĕрекенсем телейлĕ: эсир савăнса хĕпĕртĕр.

(22) Сире çынсем Этем Ывăлĕшĕн курайми пулсассăн, хăвăра хăваласа ярсассăн, хăртсассăн, сирĕн çинчен усал ят сарсассăн, эсир телейлĕ пулăр.

(23) Çав кун савăнăр, хĕпĕртĕр: тÿпере сире пысăк сăвап пулĕ. Ĕнтĕ вĕсенĕн ашшĕсем пророксене çапла хĕсĕрленĕ.

(24) Сире вара, пуянсем, хуйхă çитĕ! Эсир ĕнтĕ хăвăр савăнăçа илтĕр.

(25) Халĕ ытлашшипех тутăскерсем, хуйхă çитĕ сире! Эсир выçă аптăрăр. Халĕ хавассăн кулакансем, хуйхă çитĕ сире! Эсир уласа йĕрсе ярăр.

(26) Сирĕн çинчен пурте мухтаса калаçсассăн, хуйхă çитĕ сире! Ĕнтĕ вĕсенĕн ашшĕсем суя пророксене çапла мухтанă.

(27) Сире, итлесе тăракансене, калатăп: хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, хăвăра кураймансене ырăлăх тăвăр,

(28) хăвăра ылханакансене ырă сунăр, хăвăра кÿрентерекенсемшĕн кĕлтăвăр.

(29) Хăвна питÿнтен пĕр енчен çупса яракана эсĕ тепĕр енне те çавăрса пар; санран çиелти тумтирне туртса илекене кĕпÿне илме те ан чар.

(30) Хăвăнтан ыйтакана кирек кама та пар, хăвăнне илнĕ çынран каялла ан шыра.

(31) Хăвăршăн çынна мĕн тутарасшăн, хăвăр та вĕсемшĕн çавнах тăвăр.

(32) Хăвăра юратакансене çеç юратсан, сире уншăн мĕн сăвап пулĕ? хăйсене юратакансене çылăхлă çынсем те юратаççĕ.

(33) Хăвăра ырă тăвакансене çеç ырă тусассăн, уншăн сире мĕн сăвап пулĕ? çылăхлă çынсем те çапла тăваççĕ.

(34) Кивçен панă чухне эсир ăна каялла илессе шанса шанчăклă çынна çеç паратăр пулсассăн, сире уншăн мĕн сăвап пулĕ? панă чухлех каялла илессе шанса, çылăхлă çынсем те çылăхлисене кивçен параççĕ.

(35) Эсир вара хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, вĕсене ырă тăвăр, каялла илессе шанмасăрах кивçен парăр; вара сире пысăк сăвап пулĕ, эсир Çÿлти Туррăн ывăлĕсем пулăр, мĕншĕн тесессĕн Вăл пархатарсăррисемшĕн те, усаллисемшĕн те ырă.

(36) Çапла ĕнтĕ Аçăр епле ырă кăмăллă, эсир те çавăн пек ырă кăмăллă пулăр.

(37) Ан айăплăр, хăвăра та айăпламĕç; ан хурлăр, хăвăра та хурламĕç; каçарăр, хăвăра та каçарĕç;

(38) парăр, хăвăра та парĕç: тулли виçепе виçсе, силлесе, пусса, тÿпеми тултарсах чĕркĕр çине хывĕç; çапла ĕнтĕ мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç, тенĕ.

(39) Вĕсене ытарăш та каласа панă: суккăра суккăр çавăтса çÿреет-и? вĕсем иккĕшĕ те шăтăка кĕрсе ÿкмĕç-и?

(40) Вĕренекен хăйне вĕрентекенĕнчен аслă пулмасть; анчах та, вĕренсе çитсессĕн, кашнийĕ хăйĕн вĕрентекенĕ пек пулма пултарать.

(41) Мĕншĕн эсĕ хăвăн тăвану куçĕнчи çÿппе куратăн, хăвăн куçăнти пĕренене асăрхамастăн?

(42) Хăвăн куçăнти пĕренене курмастăн пулсассăн, епле-ха эсĕ тăванна: «тăванăм, сан куçăнти çÿппе кăларам-ха» тесе калама пултаратăн? Икĕ питлĕскер! малтан хăвăн куçăнти пĕренене кăлар, вара тăвану куçĕнчи çÿппе епле кăлармаллине курăн.

(43) Лайăх йывăç начар çимĕç тумасть; начар йывăç та лайăх çимĕç тумасть.

(44) Кирек епле йывăçа та çимĕçĕнчен пĕлеççĕ. Кÿкен йывăççи çинчен смоква татмаççĕ, йĕплĕ тĕм çинчен иçĕм çырли пуçтармаççĕ.

(45) Ырă çын хăйĕн чĕринче ырри нумайран ыррине кăларать, усал çын хăйĕн чĕринче усал нумайран усаллине кăларать, мĕншĕн тесессĕн этем чĕлхи-çăварĕ чĕри туллирен калаçать.

(46) Мĕншĕн эсир Мана: эй Çÿлхуçамăр! Çÿлхуçамăр! тесе чĕнетĕр, хăвăр Эпĕ каланине тумастăр?

(47) Ман патăма килекен, Манăн сăмахăмсене итлесе, вĕсене пурăнăçлакан çын кам евĕрлине каласа парам-ха сире.

(48) Вăл тарăн алтса кĕрсе, никĕсне чул çине хурса çурт лартнă çын евĕрлĕ; шыв тулнă вăхăтра çав çурт патне шыв пырса капланнă, анчах ăна хускатайман, мĕншĕн тесессĕн çуртне чул никĕс çине лартнă.

(49) Манăн сăмахăмсене итлесе те хăй вĕсене пурăнăçламан çын — çуртне çĕр çине никĕссĕрех туса лартнă çын евĕрлĕ: çурчĕ патне шыв пырса каплансан, вăл çавăнтах ишĕлсе аннă; çав çурт ишĕлни питĕ хăрушă пулнă, тенĕ.

Лк 7

(1) Итлесе тăракан халăха Хăйĕн калас сăмахне каласа пĕтерсессĕн, || Вăл Капернаума кайнă.

(2) Унта пĕр çĕрпÿ тарçи вилес пек чирлĕ выртнă, çĕрпÿ ăна питĕ хакланă.

(3) Иисус çинчен илтсен, тарçине чĕртме килтĕрччĕ тесе йăлăнмашкăн Ун патне иудейсенĕн аслă çыннисене янă.

(4) Лешĕсем, Иисус патне пырсан, Ăна питех те йăлăнса каланă: вăл — Санăн ырăлăхна курма тивĕçлĕ çын:

(5) вăл пирĕн халăха юратать, пире синагога та лартса пачĕ, тенĕ.

(6) Иисус вара вĕсемпе пĕрле кайнă. Вăл çĕрпÿ çурчĕ патне çитеспе лешĕ Ун патне çапла калама тусĕсене янă: ан чăрмансамах, Çÿлхуçамăр! Эпĕ Сана хамăн килĕме чĕнме тивĕçлĕ те мар;

(7) çавăнпах, тивĕçлĕ маррине пулах, Сан патна хам пымарăм; Эсĕ кала çеç — манăн тарçăм сывалĕ те.

(8) Эпĕ пăхăнса тăракан çын пулин те, хамăн аллăмри салтаксене пĕрне: «кай» тесен — каять; тепĕрне: «кил» тесен — килет; чурама та: «çавна ту» тесен — тăвать, тенĕ.

(9) Çакна илтсен Иисус унран тĕлĕннĕ, унтан Хăй хыçĕнчен пыракан халăх еннелле çаврăнса çапла каланă: калатăп сире: Эпĕ Израиль хушшинче те çакăн пек ĕненнине курманччĕ, тенĕ.

(10) Çĕрпÿ янисем каялла таврăнсан, чирлĕ тарçă сывах пулнине курнă.

(11) Çакăн хыççăн Иисус вара Наин ятлă хулана кайнă; Унпа пĕрле вĕренекенĕсем тата темĕн чухлĕ халăх пынă.

(12) Вăл хула хапхи патне çывăхарнă чухне унтан вилнĕ çынна çĕклесе тухнă; вилни тăлăх арăмăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă; çав арăмпа пĕрле хуларан халăх та нумай пынă.

(13) Иисус, çав тăлăх арăма курсан, ăна хĕрхенсе: ан йĕр, тенĕ.

(14) Унтан Вăл вилнĕ çын вырăнĕ патне пырса ăна сĕртĕннĕ те, çĕклесе пыракансем чарăнса тăнă; Иисус: ачам, сана калатăп — тăр! тенĕ.

(15) Вилнĕскерĕ тăрса ларнă та калаçа пуçланă; Иисус ăна амăшне панă.

(16) Çынсем пурте хăраса кайнă, вĕсем ĕнтĕ Турра мухтаса: пирĕн хушшăмăртан аслă пророк тухрĕ, Турă Хăйĕн халăхне хăтарма килчĕ, тенĕ.

(17) Вăл çапла туни çинчен пĕтĕм Иудейăна, пĕтĕм тавралăха сăмах сарăлнă.

(18) Иоанăн вĕренекенĕсем çавăн çинчен пĕтĕмпе Иоана каласа кăтартнă.

(19) Иоанн вара, хăйĕн вĕренекенĕсенчен иккĕшне чĕнсе илсе, Иисус патне: «Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле-и?» тесе ыйтма янă.

(20) Вĕсем Иисус патне пырсан каланă: Шыва кĕртекен Иоанн пире Сан патна ыйтма ячĕ: «Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле-и?» терĕ, тенĕ.

(21) Çав вăхăтра Иисус нумай çынна чирĕсенчен, суранĕсенчен, усал сывлăшсенчен сыватнă, суккăрсене те нумайăшне куракан тунă.

(22) Иисус вара вĕсене çапла хуравласа каланă: кайăр та хăвăр мĕн курнине, мĕн илтнине Иоана каласа кăтартăр: суккăррисем куракан пулаççĕ, уксаххисем çÿрекен пулаççĕ, тилçеллисем тасалаççĕ, хăлхасăррисем илтеççĕ, вилнисем чĕрĕлсе тăраççĕ, мĕскĕнсене Ырă Хыпар пĕлтереççĕ, тейĕр;

(23) Ман тĕлĕшĕмрен иккĕленмен çын телейлĕ, тенĕ.

(24) Иоанн янисем кайсассăн, Иисус халăха Иоанн çинчен кала пуçланă: эсир пушхире мĕн курма кайрăр? çилпе хумханса ларакан хăмăш курма-и?

(25) Мĕн курма кайрăр вара эсир? çемçе тумтир тăхăннă çынна курма-и? Чаплă тумланакансем, тутлă ĕçсе çиекенсем патша керменĕнче пурăнаççĕ.

(26) Мĕн курма кайрăр эсир? пророк курма-и? Çапла, калатăп сире: вăл пророкран та аслă.

(27) Ун çинчен: «акă Эпĕ Сан умăнтан Хамăн ангелăма яратăп, вăл Сан валли Сан умăнти çула хатĕрлесе хурĕ» тесе çырнă, вăл — çавă.

(28) Калатăп сире: хĕрарăмран çуралнисенчен Шыва кĕртекен Иоанран аслăрах пĕр пророк та çук; анчах Турă Патшалăхĕнче чи кĕçĕнни те унран аслă, тенĕ.

(29) Ăна итленĕ пĕтĕм халăх, ĕнтĕ куланай пуçтаракансем те, Иоанн патĕнче шыва кĕрсе Турра мухтанă;

(30) фарисейсемпе саккунçăсем вара ун патĕнче шыва кĕмен, çапла Туррăн хăйсемшĕн пулнă ирĕкне йышăнман.

(31) Çÿлхуçа вара каланă: çак ăру çыннисене кампа танлаштарам-ши? кам евĕрлĕ вĕсем?

(32) Вĕсем — урамра ларакан, пĕрне-пĕри: «эпир сирĕншĕн шăхличĕ каларăмăр — эсир ташламарăр, эпир сирĕншĕн хурлăхлă юрăсем юрларăмăр — эсир йĕмерĕр» теекен ачасем евĕрлĕ.

(33) Шыва кĕртекен Иоанн килчĕ: çăкăр та çимест, эрех те ĕçмест; «унăн ăшĕнче усал» тетĕр.

(34) Этем Ывăлĕ килчĕ, ĕçет те, çиет те; «Ку çын çиме те, эрех ĕçме те юратать, куланай пуçтаракансемпе, çылăхлă çынсемпе туслă» тетĕр.

(35) Ăслăлăха хăй ĕçĕсем тÿрре кăларчĕç, тенĕ.

(36) Фарисейсенчен пĕри Иисуса хăйпе пĕрле апат çиме чĕннĕ; Иисус фарисей килне кĕрсе апат çиме ларнă.

(37) Çав хулари пĕр хĕрарăм, çылăхлăскер, Иисус фарисей çуртĕнче апатланнине пĕлнĕ те Ун патне алавастăр савăтпа мирă илсе пынă;

(38) вăл, хыçалтан пырса, Иисус ури умне чĕркуçленсе ларнă та йĕре-йĕре Унăн урисене куççулĕпе йĕпетсе, çÿçĕпе шăла-шăла илнĕ, Унăн урисене чуптуса мирă сĕрнĕ.

(39) Çавна курсан Иисуса чĕнсе кĕртнĕ фарисей хăй ăшĕнче çапла шухăшланă: «Вăл пророк пулсассăн Хăйне кам, мĕнле хĕрарăм сĕртĕннине пĕлĕччĕ, ку çылăхлă хĕрарăм» тенĕ.

(40) Иисус ун енне çаврăнса: Симон! Эпĕ сана пĕр сăмах каласшăн, тенĕ. Лешĕ: кала, Вĕрентекен, тенĕ.

(41) Иисус каланă: икĕ çыннăн пĕр çынна парăм тÿлемелле пулнă: пĕрин — пилĕкçĕр динари, тепĕрин — аллă динари;

(42) анчах вĕсен тÿлеме нимĕн те пулман та, ку вĕсене иккĕшне те каçарнă. Кала-ха ĕнтĕ: çавсенчен хăшĕ ăна ытларах юратĕ? тенĕ.

(43) Симон çапла хуравласа каланă: хăшне ытларах каçарнă, çавă тесе шухăшлатăп, тенĕ. Иисус ăна: эсĕ тĕрĕс каларăн, тенĕ.

(44) Унтан хĕрарăм еннелле çаврăнса, Симона каланă: çак хĕрарăма куратăн-и? Эпĕ сан çуртна килтĕм, эсĕ Мана ура çума шыв та памарăн; вăл Манăн урана куççулĕпе çуса хăйĕн çÿçĕпе шăлчĕ.

(45) Эсĕ Мана чуптумарăн, вăл мĕн Эпĕ килнĕренпех Манăн урасене пĕр чарăнмасăрах чуптăвать.

(46) Эсĕ Манăн пуçăма та çу сĕрмерĕн, вăл Манăн урасене те мирă сĕрчĕ.

(47) Çавăнпа калатăп сана: вăл çапла хытă юратнăран унăн нумай çылăхĕ каçарăнать; камăн çылăхĕ сахал каçарăнать, вăл юратасса та сахал юратать, тенĕ.

(48) Хĕрарăма вара: санăн çылăхусем каçарăнаççĕ, тенĕ.

(49) Унпа пĕрле ларакансем хăйсем хушшинче: кам вара ку, çылăх каçараканскер? тесе калаçнă.

(50) Иисус хĕрарăма: сана ху ĕненни çăлчĕ; лăпланса каях ĕнтĕ, тенĕ.

Лк 8

(1) Çакăн хыççăн Иисус хуласемпе ялсем тăрăх Турă Патшалăхĕ çинчен вĕрентсе, Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿренĕ. Унпа пĕрле вуниккĕшĕ

(2) тата Хăй усал сывлăшсенчен, чирсенчен сыватнă хăш-пĕр хĕрарăмсем пулнă: ăшĕнчен çичĕ усал сывлăш тухнă Магдалина теекен Мария,

(3) Ирод кил-çуртне пăхса тăракан Хуза арăмĕ Иоанна, Сусанна тата урăххисем те нумаййăн пынă: вĕсем Ăна хăйсен пурлăхĕпе пулăшса тăнă.

(4) Хăй патне халăх нумай пуçтарăнсан, пур хуласенчен те çынсем пухăнсан, Вăл ытарлă кала пуçланă:

(5) акаçă хăйĕн вăрлăхне акма тухнă; вăл акнă чухне хăш пĕрчисем çул хĕррине ÿкнĕ те таптанса пĕтнĕ, вĕсене вĕçен кайăксем çисе янă;

(6) хăшĕсем чуллă çĕре ÿкнĕ; вĕсем шăтса тухсанах нÿрĕк çуккипе типсе ларнă;

(7) хăшĕ çумлă çĕре ÿкнĕ; çумкурăкĕ ÿссе кайнă та ăна пусса илнĕ;

(8) хăшĕ вара лайăх çĕр çине ÿкнĕ те шăтса ÿссессĕн пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрчĕ пултарнă, тенĕ. Çакна каласа пĕтерсен, Вăл хыттăн: илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(9) Вĕренекенĕсем вара Унран ыйтнă: ку ытарăш мĕне пĕлтерет? тенĕ.

(10) Вăл çапла каланă: Турă Патшалăхĕн вăрттăнлăхне сире пĕлмелле тунă, ыттисене вара ытарлă каламалла: вĕсем пăхсан та курмаççĕ, илтсен те ăнланмаççĕ.

(11) Ку ытарăш акă мĕне пĕлтерет: вăрлăх — Турă сăмахĕ вăл;

(12) çул хĕррине ÿкни — сăмаха итлекенсене пĕлтерет; анчах ĕненсе ан çăлăнайччăр тесе, вĕсем патне кайран шуйттан пырать те вĕсен чĕринчен сăмаха илсе каять;

(13) чул çине ÿкни — сăмаха илтсе ăна тÿрех хавасланса хапăл тăвакансене пĕлтерет, анчах вĕсем тымарланайман, çавăнпа пĕр вăхăт ĕненеççĕ, анчах хăйсене сăнанă-илĕртнĕ чухне каялла чакаççĕ;

(14) çумлă çĕре ÿкни — сăмаха илтекен çынсенех пĕлтерет, анчах та вĕсем пăрăнса кайса пурăнăç хуйхи-суйхипе, пурăнăç киленĕçĕпе хупланаççĕ те çимĕç кÿреймеççĕ;

(15) лайăх çĕр çине ÿкни вара — сăмаха илтсе ăна ырă та таса чĕрере упракана, тÿсĕмлĕ пулса çимĕç кÿрекене пĕлтерет, тенĕ. Çакна каланă хыççăн Вăл хыттăн: илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(16) Çутаткăç çутсан, ăна никам та савăтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть, кĕрекенсем çутă курччăр тесе, ăна шантал çине лартать.

(17) Мĕн вăрттăнни курăнмасăр юлмасть, пытарăнса тăраканни те палăрать, çиеле тухать.

(18) Çавăнпа ĕнтĕ хăвăр епле итленине астуса тăрăр, мĕншĕн тесессĕн камăн пур, ăна парĕç; камăн çук, унăнне илме ĕмĕтленнине те туртса илĕç, тенĕ.

(19) Ун патне Амăшĕпе тăванĕсем пынă, анчах халăх нумай пулнăран вĕсем Ун çывăхне пырайман.

(20) Ăна: Аннÿпе тăванусем Сана курасшăн тулта кĕтсе тăраççĕ, тесе пĕлтернĕ.

(21) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: Манăн аннем, Манăн тăванăмсем — Турă сăмахне итлесе ăна пурăнăçласа пыракансем, тенĕ.

(22) Пĕррехинче Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсемпе кимĕ çине кĕрсе ларнă та вĕсене каланă: атьăр кÿлĕ леш енне каçар, тенĕ. Вара вĕсем ишсе кайнă.

(23) Ишсе пынă чухне Иисус çывăрса кайнă. Кÿлĕ çинче çил-тăвăл тухнă та, хум çапнипе кимĕ çине шыв кĕре пуçланă; вĕсем ĕнтĕ хăрушлăха лекнĕ.

(24) Вара Иисус патне пырса Ăна вăратса каланă: Вĕрентекен! Вĕрентекен! пĕтетпĕр, тенĕ. Вăл тăнă та çилпе хумсене чарăнма хушнă; çавăнтах чарăннă та лăпах пулнă.

(25) Иисус вара вĕсене: сирĕн ĕненĕвĕр ăçта? тенĕ. Вĕсем хăраса та тĕлĕнсе пĕрне-пĕри каланă: кам-ши Ку? Вăл çиле те, шыва та чарăнма хушать те — лешĕсем Ăна пăхăнаççĕ, тенĕ.

(26) Вĕсем Галилея тĕлĕнчи Гадара çĕрне ишсе каçнă.

(27) Иисус çыран хĕррине тухсан, Ăна пĕр хула çынни, тахçантанпах усал сывлăш ернипе асапланаканскер, тĕл пулнă; вăл тумтир таврашĕ те тăхăнман, пурăнасса та килте мар, çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхра пурăннă.

(28) Иисуса курсассăн вăл кăшкăрса янă та, Ун умне ÿксе, хытă сасăпа каланă: эй Çÿлти Турă Ывăлĕ, Иисус! Санăн ман çумра мĕн ĕç пур? йăлăнатăп Сана — ан асаплантар мана, тенĕ.

(29) Мĕншĕн тесессĕн Иисус усал сывлăша çав çын ăшĕнчен тухма хушнă: усал ăна нумайранпа асаплантарнă; ăна сыхласа сăнчăрпа та сăнчăрланă, тăлăпа та тăлланă, вăл çавах çыххисене тата-тата пăрахнă, вара усал сывлăш ăна пушхире хăваласа кайнă.

(30) Иисус унран: эсĕ мĕн ятлă? тесе ыйтнă; лешĕ: легион, тенĕ, — мĕншĕн тесессĕн ун ăшне нумай усал кĕнĕ пулнă.

(31) Усал сывлăшсем Иисуса: «пире тамăка ан яр» тесе йăлăннă.

(32) Çавăнтах ту çинче пысăк сысна кĕтĕвĕ çÿренĕ; усал сывлăшсем Иисусран çав сыснасен ăшне кĕме ирĕк памашкăн йăлăннă. Вăл вĕсене ирĕк панă.

(33) Усал сывлăшсем çын ăшĕнчен тухса сыснасен ăшне кĕнĕ; сысна кĕтĕвĕ вара чăнкă çĕртен кÿлле сиксе шыва путса вилнĕ.

(34) Мĕн пулса иртнине курсан, кĕтÿçĕсем чупса кайнă та çакăн çинчен хулара та, ялсенче те кала-кала кăтартнă.

(35) Çынсем вара мĕн пулса иртнине курма тухнă; Иисус патне пырсан вĕсем усалсенчен тасалнă çын Ун ури патĕнче тумтирпе, ырă ăн-пуçпа ларнине курнă та сехĕрленсе ÿкнĕ.

(36) Куракансем вĕсене усал ернĕ çын епле сывалнине каласа кăтартнă.

(37) Вара пĕтĕм Гадара таврашĕнчи халăх, питех те хăранипе, Ăна хăйсем патĕнчен кайма йăлăннă. Вăл кимĕ çине ларнă та каялла таврăннă.

(38) Ăшĕнчен усалсем тухнă çын хăйне пĕрле илме ыйтса Иисуса йăлăннă. Анчах Иисус ăна çапла каласа янă:

(39) килне таврăн та Турă хăвна ырăлăх тунине каласа кăтарт, тенĕ. Лешĕ кайнă та хăйне Иисус мĕнле ырăлăх тунине пĕтĕм хула тăрăх каласа çÿренĕ.

(40) Иисус каялла таврăнсан, халăх Ăна хапăлласа йышăннă, мĕншĕн тесессĕн пурте Ăна кĕтсе тăнă.

(41) Иаир ятлă çын, синагога пуçлăхĕ, пынă; Иисус ури умне ÿксе вăл Ăна хăй килне кĕме тархасланă:

(42) унăн пĕр вуникĕ çулхи хĕрĕ анчах пулнă, вăл та пулин вилес пек чирлĕ выртнă. Иисус пынă чухне Ăна пур енчен те халăх хĕстернĕ.

(43) Çавăнта юн кайнипе вуникĕ çул асапланакан хĕрарăм пулнă; вăл ĕнтĕ эмелçĕсем патне çÿресе мĕнпур пурлăхне пĕтернĕ, çапах ăна пĕри те сыватайман.

(44) Çавă, хыçалтан пырса, Иисусăн тумтирĕ аркине сĕртĕннĕ те, унăн çавăнтах юн кайма чарăннă.

(45) Иисус: Мана кам сĕртĕнчĕ? тенĕ. Пурте туна пуçласан, Петр та, Иисуспа пĕрле пыракансем те çапла каланă: Вĕрентекен! Хăвна пур енчен те халăх хĕссе пырать, Эсĕ тата: «Мана кам сĕртĕнчĕ?» тетĕн, тенĕ.

(46) Иисус каланă: Мана такам сĕртĕнчĕ; Эпĕ Хамран хăват тухнине туйрăм, тенĕ.

(47) Арăм вара, хăй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чĕтресе пынă та Ун умне ÿксе хăй мĕншĕн сĕртĕннине те, сĕртĕнсенех епле сывалнине те пĕтĕм халăх умĕнче каласа кăтартнă.

(48) Иисус ăна каланă: хĕрĕм, хăюллă пул! ху ĕненни çăлчĕ сана; лăпланса каях ĕнтĕ, тенĕ.

(49) Вăл çапла каланă вăхăтрах синагога пуçлăхĕн килĕнчен пĕри Иаир патне пырса каланă: хĕрÿ вилчĕ; Вĕрентекене ан чăрмантар ĕнтĕ, тенĕ.

(50) Çакна илтсессĕн Иисус каланă ăна: ан хăра, ĕнен çеç, хĕрÿ çăлăнĕ, тенĕ.

(51) Иаир килне пырсан, Иисус унта Петрпа Иоансăр, Иаковсăр тата хĕрĕн ашшĕпе амăшĕсĕр пуçне урăх никама та кĕме хушман.

(52) Ĕнтĕ пурте хĕршĕн хурланса, татăлса йĕнĕ. Иисус: ан йĕрĕр; вăл вилмен, çывăрать, тенĕ.

(53) Хĕр вилнине пĕлсе, Унран кулнă.

(54) Вăл вара пурне те кăларса янă та хĕре аллинчен тытса хыттăн: хĕрĕм, тăр! тенĕ.

(55) Хĕре чун кĕнĕ; вăл çавăнтах тăрса ларнă; Иисус ăна апат çитерме хушнă.

(56) Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ тĕлĕнсе кайнă. Вăл вĕсене мĕн пулни çинчен никама та калама хушман.

Лк 9

(1) Иисус вуникĕ вĕренекенне чĕнсе илсе вĕсене пур усал сывлăша та хăваласа кăларма, чирсенчен сыватма хăват та, ирĕк те панă;

(2) унтан вĕсене Турă Патшалăхĕ çинчен вĕрентсе, чирлисене сыватса çÿреме янă.

(3) Вăл вĕсене каланă: çул çине нимĕн те — туя та, хутаç та, çăкăр та, кĕмĕл те — ан илĕр, тумтир те икшер ан пултăр;

(4) пĕр çурта кĕрсен çавăнтах тăрăр, кайнă чухне çавăнтанах тухса кайăр.

(5) Ăçта та пулсан сире хапăл тумасан, эсир çав хуларан тухса кайнă чухне урăр çумĕнчи тусана силлесе хăварăр, ку вĕсене хирĕç кÿнтелени пулĕ, тенĕ.

(6) Вĕренекенĕсем тухса кайнă та ялсем тăрăх Ырă Хыпар пĕлтерсе, пур çĕрте те чирлисене сыватса çÿренĕ.

(7) Ирод, çĕршывăн тăваттăмĕш пайне тытса тăраканскер, Иисус тунă пĕтĕм ĕç çинчен илтнĕ те тĕлĕнсе-аптăраса кайнă, мĕншĕн тесессĕн пĕрисем: Ку — вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Иоанн, тенĕ;

(8) тепĕрисем: Илия килнĕ, тенĕ; тата тепĕрисем: авалхи пророксенчен пĕри чĕрĕлсе тăнă, тенĕ.

(9) Ирод каланă: эпĕ Иоанн пуçне кастартăм; апла кам-ши Ку? Ун çинчен эпĕ тĕлĕнтермĕш сăмахсем илтетĕп, тенĕ. Вăл вара Ăна курасшăн пулнă.

(10) Апостолсем таврăннă та хăйсем мĕн-мĕн туни çинчен Иисуса каласа кăтартнă; Вăл вара Хăйпе пĕрле вĕсене анчах илсе Вифсаида ятлă хула çывăхĕнчи пушă çĕре кайнă.

(11) Анчах та халăх, çавна пĕлсе, Ун хыççăн кайнă; Иисус, вĕсене хапăл туса, вĕсемпе Турă Патшалăхĕ çинчен калаçнă, сываласшăн йăлăнакансене сыватнă.

(12) Кун каç еннелле сулăна пуçланă. || Вуникĕ вĕренекенĕ Ун патне пырса каланă: халăха тытса ан тăрсамччĕ, вĕсем таврари ялсене çĕр выртма кайччăр та апат-çимĕç тупчăр: эпир кунта пушă çĕрте, тенĕ.

(13) Вăл вĕсене каланă: вĕсене эсир çимелли парăр, тенĕ. Вĕсем каланă: пирĕн пилĕк çăкăрпа икĕ пулăсăр пуçне урăх нимĕн те çук; çак мĕнпур халăх валли апат-çимĕç пирĕн сутăн кайса илес-и-мĕн? тенĕ.

(14) Çыннисем вара пĕр пилĕк пине яхăн пулнă. Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: вĕсене йĕрки-йĕркипе аллăшарăн лартса тухăр-ха, тенĕ.

(15) Вара çапла тунă, пурне те лартса тухнă.

(16) Вăл пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе, çÿлелле пăхса пилленĕ те халăха валеçсе памашкăн хуçа-хуçа вĕренекенĕсене панă.

(17) Пурте çисе тăраннă; юлашки татăкĕсене тата вуникĕ кунтă пухнă.

(18) Пĕррехинче Иисус улах çĕрте кĕлтунă, вĕренекенĕсем те Унпа пĕрле пулнă. Вăл вĕсенчен ыйтнă: халăх Мана кам вырăнне хурать? тенĕ.

(19) Вĕсем çапла хуравласа каланă: Шыва кĕртекен Иоанн вырăнне, хăшĕсем — Илия вырăнне; тепĕрисем тата авалхи пророксенчен пĕри чĕрĕлсе тăнă теççĕ, тенĕ.

(20) Вăл вĕсенчен тата ыйтнă: эсир хăвăр Мана кам вырăнне хуратăр? тенĕ. Петр каланă: Турă Христосĕ вырăнне, тенĕ.

(21) Вăл вĕсене çавăн çинчен никама та калама хушман,

(22) Вăл ĕнтĕ Этем Ывăлĕ нумай асапланасси çинчен, аслă çынсем, аслă священниксем, кĕнекеçĕсем Ăна йышăнас çукки çинчен, Ăна вĕлересси çинчен, Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен каланă.

(23) Унтан пурне те каланă: Ман хыççăн пырас теекенĕ хăй ирĕкне пăрахтăр та, хĕресне илсе, Ман хыççăн пытăр.

(24) Хăй чунне упраса хăварас теекенĕ ăна çухатĕ; хăйĕн чунне Маншăн çухатаканĕ ăна упраса хăварĕ.

(25) Çын пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан пулса, анчах хăйне хăй пĕтерсессĕн е хăйне сиен тусассăн, ăна мĕн усси пулĕ?

(26) Кам та кам Манран, Манăн сăмахăмсенчен вăтанать, Этем Ывăлĕ те Хăйĕн мухтавлăхĕпе, Ашшĕн тата сăваплă ангелсенĕн мухтавлăхĕпе килнĕ чухне унран вăтанĕ.

(27) Чăн калатăп сире: çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем Турă Патшалăхне курмасăр вилмĕç, тенĕ.

(28) Çак сăмахсене каланă хыççăн пĕр сакăр кунран Вăл Хăйпе пĕрле Петра, Иоана тата Иакова илсе ту çине кĕлтума улăхнă.

(29) Кĕлтунă чухне Унăн сăнĕ улшăннă, тумтирĕ шап-шурă, ялтăртатса тăракан пулнă.

(30) Акă Унпа икĕ çын калаçса тăнă, вĕсем Моисейпе Илия пулнă;

(31) мухтавлăн курăннăскерсем, вĕсем Унăн пурăнăçĕ Иерусалимра вĕçленмелли çинчен калаçнă.

(32) Петра та, унпа пĕрле пулнисене те ыйхă пуснă; вăрансассăн вĕсем Иисус мухтавлăхне тата Унпа пĕрле тăракан икĕ çынна курнă.

(33) Çав çынсем Ун патĕнчен кайнă чухне Петр, хăй мĕн каланине хăй те пĕлмесĕр, Иисуса çапла каланă: Вĕрентекен! кунта лайăх пире; атьăр виçĕ хÿшĕ тăвар: пĕрне — Сан валли, тепĕрне — Моисей валли, тата тепĕрне — Илия валли, тенĕ.

(34) Вăл çапла каласа тăнă хушăрах пĕр пĕлĕт курăннă, çавă вĕсене хупăрласа илнĕ; пĕлĕт ăшне пулсан, вĕсем хăраса ÿкнĕ.

(35) Пĕлĕт варринчен: Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр, тесе калакан сасă илтĕннĕ.

(36) Çак сасă шăплансассăн Иисус каллех пĕчченех юлнă. Вĕренекенĕсем вара хăйсем мĕн курни çинчен çав кунсенче никама та каламан.

(37) Тепĕр кунне, ту çинчен ансассăн, Иисуса темĕн чухлĕ халăх кĕтсе илнĕ.

(38) Халăх хушшинчен сасартăк пĕр çын кăшкăрса каланă: эй Вĕрентекен! йăлăнатăп Сана, манăн ывăлăма пырса пăхсам, манăн çак ывăл анчах:

(39) ăна усал тытса пăрахать те, вăл сасартăк кăшкăрса ярать; ăна шăнăр туртса лартать, çăварĕнчен кăпăк тухать; усал ăна йăлт асаплантарса пĕтерсен çеç сирĕлет;

(40) усал сывлăша хăваласа кăларма эпĕ Санăн вĕренекенÿсене йăлăнтăм та, вĕсем пултараймарĕç, тенĕ.

(41) Иисус çапла хуравласа каланă; эх, ĕненмен, пăсăлнă ăру! Манăн хăçанччен сирĕнпе пĕрле пулмалла-ши? хăçанччен тÿсмелле-ши сире? ывăлна кунта илсе кил, тенĕ.

(42) Лешĕ Ун патне пынă чухнех усал сывлăш ăна тытса пăрахса чĕтретме пуçланă; Иисус усал сывлăша чарса ачана сыватнă та ашшĕне панă.

(43) Пурте вара Туррăн аслăлăхĕнчен тĕлĕннĕ.

Çапла пурте Иисус мĕн тунинчен тĕлĕнсе тăнă чухне Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă:

(44) çак сăмахсене эсир хăлхăра чикĕр: Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç, тенĕ.

(45) Анчах вĕсем çав сăмаха ăнланайман: вĕсемшĕн вăл пĕлмелле мар пулнă, вĕсем ăна пĕлеймесĕрех юлнă; çавăн çинчен Хăйĕнчен ыйтма хăранă.

(46) Вĕсен: «пирĕн хушшăмăрта хăшĕ аслăрах-ши?» теекен шухăш çуралнă.

(47) Иисус, вĕсен ăшĕнчи шухăша пĕлсе, пĕр ачана илнĕ те ăна Хăй умне тăратса

(48) каланă вĕсене: кам çак ачана Ман ятăмшăн хапăл тăвать, вăл Мана хапăл тăвать; Мана хапăл тăвакан Мана яракан Аттене хапăл тăвать; сирĕн хушшăрта кам хăйне чи кĕçĕне хурать, çавă чи асли пулĕ, тенĕ.

(49) Çавăн чухне Иоанн каланă: Вĕрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хăваласа кăларакан çынна куртăмăр; хăй пирĕнпе çÿремен пирки эпир ăна чартăмăр, тенĕ.

(50) Иисус ăна каланă: ан чарăр; кам сире хирĕç мар, вăл сирĕн майлă, тенĕ.

(51) Хăйне ку тĕнчерен илес кунсем çывăхара пуçласассăн, Иисус Иерусалима кайма шутланă;

(52) Вăл вара Хăй умĕнчен хыпарçисене янă; лешĕсем кайнă та Иисус пынă çĕре хатĕрлесе хума Самарири пĕр яла кĕнĕ;

(53) анчах Иисуса унта йышăнман, мĕншĕн тесессĕн Вăл Иерусалима каякан çулçÿревçĕ пек курăннă.

(54) Çавна курсан Унăн вĕренекенĕсем Иаковпа Иоанн çапла каланă: Вĕрентекен! кăмăлу пулсан эпир, Илия тунă пек, тÿперен вут-çулăм антарса, çавсене пĕтерме хушăпăр, тенĕ.

(55) Вăл, вĕсен еннелле çаврăнса, вĕсене чарса каланă: эсир хăвăр мĕнлине пĕлместĕр;

(56) Этем Ывăлĕ çын чунне пĕтерме килмен, çăлма килнĕ, тенĕ. Унтан вĕсем урăх яла кайнă.

(57) Вĕсем çулпа пынă чухне Иисуса пĕр çын каланă: Вĕрентекен! Эсĕ кирек ăçта кайсассăн та, эпĕ Сан хыçăнтан пырăп, тенĕ.

(58) Иисус ăна каланă: тиллĕн те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăкăн та йăви пур; Этем Ывăлĕн вара пуçне чикме те вырăнĕ çук, тенĕ.

(59) Тепĕрне: Ман хыçран пыр, тенĕ. Лешĕ каланă: Çÿлхуçамăр! малтан мана аттеме кайса пытарма ирĕк парсамччĕ, тенĕ.

(60) Иисус ăна çапла каланă: вилнисене вилнисемех пытарччăр; эсĕ вара кай та Турă Патшалăхĕ çинчен пĕлтерсе çÿре, тенĕ.

(61) Тата тепĕри каланă: Çÿлхуçамăр! эпĕ Сан хыçăнтан пырăп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирĕк парсамччĕ, тенĕ.

(62) Иисус ăна каланă: аллине акапуç тытсан каялла çавăрăнса пăхакан Турă Патшалăхĕшĕн шанăçлă мар вăл, тенĕ.

Лк 10

(1) Çавăн хыççăн Иисус тата урăх çитмĕл вĕренекен суйласа илнĕ, вĕсене Хăйĕн умĕнчен икшерĕн-икшерĕн Хăй каяс тенĕ хуласемпе ялсене янă,

(2) Вăл вĕсене каланă: вырмалли нумай та, ĕçлекенĕ сахал; çавăнпа вырма ани Хуçине йăлăнăр: Хăйĕн анине ĕçлекенсем ятăр.

(3) Кайăр, Эпĕ сире путексене кашкăрсен хушшине янă пек яратăп.

(4) Укçа енчĕкĕ те, хутаç та, ура сырри те ан илĕр, çул çинче чарăнса никампа та калаçса ан тăрăр.

(5) Кирек мĕнле çурта кĕрсен те чи малтан: «канăçлăх пултăр çак киле!» тейĕр;

(6) унта канăçлăха тивĕçлĕ çын пулсан, сирĕн канăçлăхăр çитĕ ăна; пулмасан — хăвăрах таврăнĕ.

(7) Пĕр кĕнĕ çуртрах пурăнăр, вĕсенĕн мĕн ĕçме-çиме пур, çавна ĕçсе çийĕр: ĕçлекен хăй ĕçĕ хакне илме тивĕçлĕ. Çуртран çурта куçса ан çÿрĕр.

(8) Пĕр-пĕр хулана пырсан, унта сире хапăл туса мĕн çиме парĕç — çавна çийĕр;

(9) унти чирлĕ çынсене сыватăр, вĕсене: «сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çывăхарчĕ» тейĕр.

(10) Эхер те пĕр-пĕр хулана пырсан, унта сире хапăл тумасан, эсир урама тухăр та çапла калăр:

(11) «акă сирĕн хулăрта хамăрăн ура çумне çыпçăннă тусана та хăвăр патăрах силлесе хăваратпăр; çапах та пĕлсе тăрăр: сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çывăхарчĕ ĕнтĕ» тейĕр.

(12) Калатăп сире: сут кунĕ Содома та çав хуларан çăмăлтарах пулĕ.

(13) Хуйхă çитĕ сана, Хоразин! хуйхă çитĕ сана, Вифсаида! сире кăтартнă хăватсене Тирпа Сидонра кăтартнă пулсассăн, вĕсем тахçанах хуйхă тумтирĕ тăхăнса, кĕлпе сапăнса çылăхĕсенчен ÿкĕннĕ пулĕччĕç;

(14) çавах сутра Тирпа Сидона сирĕнтен çăмăлтарах пулĕ.

(15) Эсĕ те, Капернаум, хăвна тÿпене çитиех çĕклĕç тетĕн-и? эсĕ тамăка çитиех анса кайăн.

(16) Сире итлекен Мана итлет, сире йышăнманни Мана йышăнмасть; Мана йышăнманни Мана Яракана йышăнмасть, тенĕ.

(17) Çитмĕл вĕренекенĕ савăнса таврăннă та каланă: Çÿлхуçамăр! Санăн ятупа пире усалсем те парăнаççĕ, тенĕ.

(18) Вăл вĕсене каланă: шуйттан тÿперен çиçĕм çиçнĕ пек ÿкнине куртăм Эпĕ;

(19) акă Эпĕ сире çĕленсене, скорпионсене таптама, тăшманăн мĕнпур вăй-хăватне çĕнтерме хăват патăм, сире нимĕн те сиен тăваймĕ;

(20) çапах эсир усал сывлăшсем хăвăра парăннишăн ан савăнăр; ятăрсем тÿпере çырăннишăн савăнăр, тенĕ.

(21) Çавăн чухне Иисус Таса Сывлăш панă савăнăçпа хавхаланса çапла каланă: эй Аттем, эй тÿпепе çĕр Çÿлхуçи! Эсĕ çакна ăсчахсенчен, ăслă-тăнлисенчен пытарнăшăн, ăна пĕчĕк ачасене пĕлтернĕшĕн Сана мухтатăп! Эй Аттем! Санăн ирĕкÿ çапла пулнă, тенĕ.

(22) Унтан вĕренекенĕсем еннелле çаврăнса каланă: Аттем пурне те Мана панă; Ывăлĕ камне Ашшĕсĕр пуçне никам та пĕлмест; Ашшĕ камне те Ывăлĕсĕр пуçне никам та пĕлмест, Ывăлĕ кама пĕлтерес тет, тата çавă пĕлет, тенĕ.

(23) Унтан вĕренекенĕсем енне çаврăнса çавсене çеç каланă: эсир кураканнине куракан куçсем телейлĕ!

(24) Калатăп сире: пророксемпе патшасем нумайăшĕ эсир курнине курасшăнччĕ те — кураймарĕç, эсир илтнине илтесшĕнччĕ те — илтеймерĕç, тенĕ.

(25) Акă пĕр саккунçă тăнă та Иисуса сăнаса каланă: Вĕрентекен! ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрес тесен мĕн тăвас манăн? тенĕ.

(26) Иисус ăна: саккунра мĕн çырнă? епле вулатăн эсĕ? тенĕ.

(27) Лешĕ çапла хуравласа каланă: «хăвăн Çÿлхуçа Турруна пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа, пĕтĕм хăватупа, пĕтĕм ăсупа юрат; тата çывăх çыннуна хăвна ху юратнă пек юрат» тесе çырнă, тенĕ.

(28) Иисус ăна: тĕрĕс каларăн эсĕ; çапла ту, вара ĕмĕрех пурăнăн, тенĕ.

(29) Лешĕ çавах хăйне тÿрре кăларасшăн Иисуса каланă: ман çывăх çыннăм кам? тенĕ.

(30) Çавна хирĕç Иисус каланă: пĕр çын Иерусалимран Иерихона кайма тухнă; вăл вăрă-хурахсене тĕл пулнă; лешĕсем ун çинчен тумтирне сÿсе илнĕ, хăйне суранлантарса пĕтерсе, вилес патнех çитерсе пăрахса хăварнă.

(31) Ăнсăртран çав çулпа пĕр священник иртсе пынă; вăл ăна курсах иртсе кайнă.

(32) Çавăн пекех левит та çав тĕлтен иртсе пынă чухне пырса пăхнă та иртсе кайнă.

(33) Çав çулпах пĕр Самари çынни иртсе пынă, суранланнă çын тĕлне çитсессĕн, ăна курсассăн, вăл ăна хĕрхеннĕ;

(34) вара ун патне пырса суранĕсене эрехпе çу сĕрсе çыхнă та ăна хăй ашакĕ çине лартса хăна килне илсе çитернĕ; унта та тăрăшнă уншăн;

(35) тепĕр кунне, унтан кайнă чухне, вăл хăна килĕ хуçине икĕ динари кăларса панă та: «тăрăш-ха уншăн; ку укçаран ытла пĕтерсен, эпĕ каялла таврăннă чухне сана тата тÿлĕп» тенĕ.

(36) Ĕнтĕ вăрă-хурахсене тĕл пулнă çыншăн çав виççĕшĕнчен хăшĕ çывăххи пулнă тесе шухăшлатăн эсĕ? тенĕ.

(37) Саккунçă: ăна хĕрхенсе ырă тунăскерĕ, тенĕ. Вара Иисус ăна каланă: кай та эсĕ те çапла ту, тенĕ.

(38) Вĕсем малалла кайнă. Иисус пĕр яла кĕнĕ. Унта Ăна Марфа ятлă пĕр хĕрарăм хăй килне илсе кĕнĕ;

(39) унăн Мария ятлă йăмăкĕ пулнă; çавă Иисус ури патне ларнă та Унăн сăмахне тăнланă.

(40) Марфа вара лайăх хăналасшăн хыпкаланнă; вăл Ун патне пынă та каланă: Вĕрентекен! йăмăкăм мана пĕчченçĕмех ĕçлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ăна — вăл мана пулăштăрччĕ, тенĕ.

(41) Иисус хуравласа каланă ăна: эх, Марфа, Марфа! эсĕ нумайшăн чăрманса-хыпкаланса çÿретĕн;

(42) кирли вара — пĕрре анчах. Мария лайăх пая суйласа илчĕ, çавна унран туртса илеймĕç, тенĕ.

Лк 11

(1) Çапла пулнă: Иисус пĕр вырăнта кĕлтуса тăнă; кĕлтуса пĕтерсен Хăйĕн вĕренекенĕсенчен пĕри каланă Ăна: Вĕрентекен! Иоанн хăйĕн вĕренекенĕсене кĕлтума вĕрентнĕ пек, пире те кĕлтума вĕрентсемччĕ, тенĕ.

(2) Вăл вĕсене каланă: кĕлтунă чухне эсир çапла калăр: Эй çÿлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр; Санăн Патшалăху килтĕр; Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр;

(3) куллен пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене кирек кама та каçарнă пек,

(4) пирĕн çылăхсене каçар пире; çылăха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире, тейĕр.

(5) Тата каланă вĕсене: калăпăр, сирĕн хушшăрта камăн та пулсан тусĕ пултăр; вăл тусĕ патне çур çĕр тĕлĕнче пырса: «тусăм! мана кивçен виçĕ çăкăр парса яр-ха:

(6) ман патăма çула май тусăм кĕчĕ те, манăн ăна çитерме нимĕн те çук» тетĕр;

(7) лешĕ шалтан ăна çапла хуравлатăр: «ан чăрмантар мана, алăксене те питĕрнĕ, ачамсем те хампа пĕрле вырăн çинче; тăраймастăп, сана нимĕн те параймастăп» тетĕр.

(8) Калатăп сире: вăл ăна, лешĕ тусĕ пулин те, вырăнĕ çинчен тăрса мĕн ыйтнине памарĕ пулсан та, тусĕ каймасăр аптăратса тăнине кура тăрĕ те мĕн чухлĕ ыйтнине парса ярĕ ăна, тенĕ.

(9) Эпĕ те калатăп сире: ыйтăр, ыйтсассăн — парĕç сире; шырăр — вара тупатăр; шаккăр — уçса кĕртĕç сире.

(10) Мĕншĕн тесессĕн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уçаççĕ.

(11) Сирĕн хушшăрта ывăлĕ çăкăр ыйтсассăн, ашшĕ ăна чул парĕ-и? е пулă ыйтсассăн, пулă вырăнне ăна çĕлен парĕ-и?

(12) е çăмарта ыйтсассăн, ăна скорпион парĕ-и?

(13) Эхер те эсир, хăвăр усал пулин те, ачăрсене ырă япала пама пĕлетĕр пулсан, Çÿлти Аçăр Хăйĕнчен ыйтакансене Таса Сывлăшне паратех ĕнтĕ, тенĕ.

(14) Иисус пĕррехинче чĕлхесĕр усала хăваласа кăларнă; усалĕ тухсан, чĕлхесĕр çын калаçа пуçланă; халăх тĕлĕнсе кайнă.

(15) Хăшĕ-пĕрисем каланă: усалсене Вăл усалсенĕн пуçлăхĕ веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларать, тенĕ.

(16) Хăшĕсем тата, Ăна сăнаса, Унран тÿперен хăват кăтартма ыйтнă.

(17) Вĕсен шухăшĕсене пĕлсе Иисус каланă вĕсене: кирек мĕнле патшалăх та, хăй хушшинче пайланса-уйăрăлса кайсассăн, юхăнать; кил-çурт та, хăй хушшинче пайланса-уйăрăлса кайсассăн, тытăнса тăраймасть;

(18) шуйттан та хăйпе хăй хирĕçет пулсассăн, унăн патшалăхĕ епле тытăнса тăрĕ? Эсир ман пирки: усалсене Вăл веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларать, тетĕр.

(19) Эпĕ усалсене веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, сирĕн ывăлăрсем, эппин, кам хăвачĕпе хăваласа кăлараççĕ вĕсене? Çавăнпа вĕсемех сире айăплакансем пулĕç.

(20) Эпĕ усалсене Турă хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, ĕнтĕ сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çитнĕ.

(21) Вăйлă çын хăйĕн çуртне хĕçпăшалпа сыхласа тăнă чухне унăн пурлăхĕ сыхă тăрать;

(22) анчах ăна хăйĕнчен вăйлăраххи пырса тапăнса çĕнтерсессĕн, вăл унăн шанса тăнă мĕнпур хĕçпăшалне туртса илĕ, çаратса тухнă пурлăхне салатса пĕтерĕ, тенĕ.

(23) Кам Манпа пĕрле мар, çавă Мана хирĕç; кам Манпа пĕрле пухмасть, çавă салатса пĕтерет.

(24) Çын ăшĕнчен тухсан усал сывлăш канлĕх шыраса шывсăр çĕрсенче çÿрет — тупаймасть те: «хам тухнă çуртăма каялла таврăнам» тет.

(25) Таврăнсассăн çурчĕ таса та тирпейлĕ тăнине курать.

(26) Вара каять те хăйпе пĕрле хăйĕнчен те усалтарах çичĕ сывлăша ертсе килет те, унта кĕрсе пурăнаççĕ; çав çынна вара кайран унчченхинчен те хĕнрех пулать, тенĕ.

(27) Вăл çапла каланă чухне халăх хушшинчен Ăна пĕр хĕрарăм кăшкăрса каланă: Сана çĕклесе çÿренĕ вар, Сана ĕмĕртсе ÿстернĕ кăкăр телейлĕ! тенĕ.

(28) Иисус вара каланă: Турă сăмахне илтсе, ăна пурăнăçласа тăракансем тата телейлĕрех, тенĕ.

(29) Халăх нумай пуçтарăна пуçласан, Вăл каланă: çак ăру усал; вăл хăват шырать, Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна урăхла хăват пулмĕ:

(30) Ниневи хули çыннисемшĕн Иона хăват палли пулнă пек, Этем Ывăлĕ те çак ăрушăн çаплах пулĕ.

(31) Сут кунĕнче кăнтăр енчи хĕрарăм патша тăрĕ те çак ăру çыннисене айăплĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Соломон ăслăлăхне пĕлмешкĕн инçетри çĕртенех килнĕ; кунта акă Соломонран та Аслăраххи пур.

(32) Ниневи çыннисем çак ăрупа сута тăрĕç те ăна айăплĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Иона вĕрентнине илтсессĕн ÿкĕннĕ, кунта акă Ионăран та Аслăраххи пур.

(33) Çутаткăç çутсан, ăна никам та курăнмалла мар çĕре е савăт айне лартмасть, кĕрекенсем çутă курччăр тесе, ăна шантал çине лартать, тенĕ.

(34) Ÿт-пÿ çутаткăçĕ — куç; çавăнпа ĕнтĕ куçу таса пулсан, пĕтĕм ÿт-пĕвÿ те çутă пулĕ; вăл начар пулсан, ÿт-пĕвÿ те тĕттĕм пулĕ.

(35) Эппин, асту, санăн ăшăнти çутту тĕттĕм мар-и?

(36) Санăн ÿт-пĕвÿ пĕтĕмпех çутă пулсан, унта пĕр тĕттĕм пай та пулмасан, вара вăл хăвна çутаткăç çути çутатса тăнă пек çутă пулĕ, тенĕ.

(37) Вăл çакна каланă чухне Ăна пĕр фарисей хăй патне апат çиме чĕннĕ; Вăл пынă та çиме ларнă.

(38) Иисус апат умĕн аллине çуманнине курсан, фарисей тĕлĕннĕ.

(39) Иисус ăна каланă: халĕ эсир, фарисейсем, чашăк-тирĕк тулашне тасататăр, анчах сирĕн ăшăр-чиккĕр çăткăнлăхпа та ултавпа тулнă.

(40) Ăссăрсем! ăшне те тулашне Тăваканниех туман-и вара?

(41) Апла тăвиччен эсир хăвăрăн мĕн пурринчен мĕскĕнсене парăр, вара сирĕн пурте таса пулĕ.

(42) Хуйхă çитĕ сире, фарисейсем! эсир пĕтнĕкрен, руттăран, тĕрлĕ пахча çимĕçĕнчен вуннăмĕш пайне паратăр, анчах тÿрĕлĕх çинчен, Турра юратасси çинчен шухăшламастăр: çакна тумаллаччĕ, лешне те пăрахас пулмастчĕ.

(43) Хуйхă çитĕ сире, фарисейсем! эсир синагогăсенче малта ларма юрататăр, халăх пухăвĕнче хăвăра саламланине юрататăр.

(44) Хуйхă çитĕ сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем, ултавçăсем! эсир — курăнми вилтăприсем пек: çынсем вĕсем çинче утса çÿреççĕ, анчах хăйсем ăçта çÿренине пĕлмеççĕ, тенĕ.

(45) Саккунçăсенчен пĕри Ăна каланă: Вĕрентекен! çапла каласа Эсĕ пире те кÿрентеретĕн, тенĕ.

(46) Иисус каланă: саккунçăсем, сире те хуйхă çитĕ: эсир çынсем çине чăтма çук йывăр, йăтма та кансĕр çĕклем хуратăр, хăвăр вара ăна пÿрнĕрпе те тĕртĕнсе пăхмастăр.

(47) Хуйхă çитĕ сире: эсир аçăрсем вĕлернĕ пророксем валли тупăклăхсем тăватăр:

(48) çапла эсир аçăрсенĕн ĕçĕсене ырланине палăртатăр, вĕсемпе килĕшетĕр: вĕсем пророксене вĕлернĕ, эсир вара пророксем валли тупăклăхсем тăватăр.

(49) Çавăнпа та Турă ăслăлăхĕ каланă: «вĕсем патне пророксем, апостолсем ярăп, вĕсене хăшне вĕлерĕç, хăшне хăваласа ярĕç» тенĕ;

(50) –

(51) тĕнче пулнăранпа тăкăннă пур пророксенĕн юнне — Авель юнĕнчен пуçласа парне вырăнĕпе Турă Çурчĕ хушшинче вĕлернĕ Захария юнĕ таран — çак ăруран шыраччăр. Чăн калатăп сире, ăна çак ăруран шырĕç.

(52) Хуйхă çитĕ сире, саккунçăсем: эсир пĕлÿлĕх уççине илтĕр те — хăвăр та кĕмерĕр, кĕрекенсене те чартăр, тенĕ.

(53) –

(54) Иисус унтан тухсан Ăна кĕнекеçĕсемпе фарисейсем çулăхнă, Ăна тĕрлĕрен каварлă ыйтусем парса, Унăн сăмахĕнче Ăна епле те пулин айăпламалли сăлтав шыранă.

Лк 12

(1) Çав хушăра унта темиçе пин çын пухăннă, ĕнтĕ тăвăр пулнипе пĕр-пĕрне хĕстернĕ. Иисус малтан Хăйĕн вĕренекенĕсене кала пуçланă: фарисейсенĕн кăвас чустинчен — вĕсен икĕпитлĕхĕнчен — сыхланăр.

(2) Пытарса хăварни йăлтах çиеле тухать, вăрттăнни те курăнать.

(3) Çавăнпа ĕнтĕ эсир тĕттĕм çĕрте каланине çутă çĕрте илтĕç; пÿртре хăлхаран каланине пÿрт тăрринче пурте илтмелле кăшкăрĕç.

(4) Сире, Хамăн тусăмсене, калатăп: ÿте вĕлерекеннисенчен, унтан ытла нимĕн те тума пултарайманнисенчен ан хăрăр;

(5) акă камран хăрамаллине каласа парам сире: камăн вĕлерсен тамăка пăрахма ирĕкĕ пур, çавăнтан хăрăр; чăн калатăп сире, çавăнтан хăрăр.

(6) Пилĕк пĕчĕкçĕ вĕçен кайăка икĕ ассарипе сутмаççĕ-и? çапах та Турă вĕсене пĕрне те манмасть.

(7) Сирĕн пуçăр çинчи кашни çÿç пĕрчи те шутра. Çавăнпа ĕнтĕ ан хăрăр: эсир темĕн чухлĕ вĕçен кайăкран хаклă, тенĕ.

(8) Калатăп сире: кам хăй Мана ĕненни çинчен çынсен умĕнче каласа пĕлтерет, ун çинчен Этем Ывăлĕ те Турă ангелĕсен умĕнче каласа пĕлтерĕ;

(9) кам çынсен умĕнче Манран тунать, унран хăйĕнчен Турă ангелĕсен умĕнче тунĕç.

(10) Этем Ывăлне хирĕç калакана кирек кама та каçарĕç, Таса Сывлăша хурлакана каçармĕç.

(11) Хăвăра синагогăсене тÿресемпе пуçлăхсем умне илсе пырсан, мĕнле хуравласси, мĕнле каласси, мĕн каласси пирки ан пăшăрханăр:

(12) мĕн каламаллине сире çав сехетре Таса Сывлăш вĕрентĕ, тенĕ.

(13) Халăх хушшинчен пĕри Иисуса каланă: Вĕрентекен! манăн тăванăма каласамччĕ, хамăра юлнă пурлăха мана та уйăрса патăр, тенĕ.

(14) Иисус ăна çапла каланă: эй этем, сире сут тума е пурлăхăра уйăрма кам лартрĕ Мана? тенĕ.

(15) Унтан пурне те каланă: астăвăр, пуянлăха хапсăнасран сыхланăр: этем пурăнăçĕ унăн пурлăхĕ нумаййинчен килмест, тенĕ.

(16) Унтан вĕсене ытарăш каласа панă: пĕр пуян çыннăн хирĕнче тырри ăнса пулнă;

(17) вăл вара хăй ăшĕнче çапла шухăшланă: «мĕн тăвас-ши манăн? тыррăма пуçтарса хума вырăн çук» тенĕ.

(18) Унтан каланă: «акă мĕн тăвам: кĕлетĕмсене пăсам та пысăк кĕлетсем лартам, мĕнпур тыррăма, мĕнпур пурлăхăма çавăнта пуçтарса хурам,

(19) вара чунăма: эй чунăм! санăн пурлăху нумай ĕнтĕ, темиçе çула çитмелĕх те выртать: кан, ĕç, çи, савăн» тейĕп, тенĕ.

(20) Анчах Турă каланă ăна: «эй ăссăр! кĕçĕрех чунна илĕç; эсĕ янтăласа хуни кама юлĕ?» тенĕ.

(21) Хăй валли çеç мул пуçтараканăн, анчах Турă умĕнче чухăн çыннăн çапла пулать, тенĕ.

(22) Унтан Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: çавăнпа калатăп сире: хăвăр чунăршăн — пирĕн мĕн çиес тесе, хăвăр ÿтĕршĕн — мĕн тăхăнас тесе ан пăшăрханăр:

(23) чун çимĕçрен, ÿт тумтиртен аслăрах.

(24) Çăхансем çине пăхăр-ха: вĕсем акмаççĕ те, вырмаççĕ те; вĕсенĕн управăшсем те, кĕлетсем те çук — вĕсене Турă тăрантарать; эсир кайăксенчен мĕн чухлĕ пахарах!

(25) Сирĕнтен пĕри-пĕри тăрăшса хăй пĕвне пĕр чике чухлĕ те пулин ÿстерме пултарайĕ-и?

(26) Çапла ĕнтĕ пĕчĕкçĕ ĕçе те тăваймастăр пулсан, ыттишĕн мĕн тăрăшатăр тата?

(27) Лили чечекĕ мĕнле ÿснине пăхăр-ха: вăл ĕçлемест те, арламасть те; калатăп сире: тем тĕрлĕ чаплă Соломон та нихăçан та çав пĕр чечекĕ пек тумланайман.

(28) Эй сахал ĕненекенсем, паян пур, ыран кăмакана анчах пăрахмалла хирти курăка та Турă çапла тумлантарать пулсан, сире тата лайăхрах тумлантармĕ-и Вăл?

(29) Эппин, пирĕн мĕн ĕçес, мĕн çиес тесе ан шырăр, ан пăшăрханăр;

(30) çакна пурне те ку тĕнче çыннисем шыраççĕ; сире мĕн кирлине вара сирĕн Аçăр пĕлсе тăрать;

(31) пуринчен малтан Турă Патшалăхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ сире, тенĕ.

(32) Эй пĕчĕкçĕ кĕтĕвĕм, ан хăра! Аçăр сире Патшалăх пама кăмăл турĕ.

(33) Хăвăрăн пурлăхăра сутăр та мĕскĕнсене парăр. Хăвăр валли тÿпере кивелми çÿпçепе иксĕлми мул хатĕрлесе хурăр: унта вăрă та çывăхараймасть, кĕве те çимест:

(34) ĕнтĕ пурлăхăр ăçта, чĕрĕр те çавăнтах пулĕ.

(35) Пилĕкĕр сирĕн çыхнă пултăр, çутаткăçăр çунса тăтăр;

(36) эсир, хуçи туйран таврăнассине кĕтсе, вăл килсе шаккасанах уçмашкăн хатĕр тăракан çынсем пек пулăр.

(37) Хуçи килнĕ тĕле сыхă тăракан чурасем телейлĕ; чăн калатăп сире: вăл пилĕкне çыхĕ те вĕсене кĕрекене лартĕ, вĕсене хăй пăха пуçлĕ.

(38) Вăл иккĕмĕш хурал черетĕнче таврăнсан та, виççĕмĕш хурал черетĕнче таврăнсан та чурисем çаплах сыхă тăраççĕ пулсан — çав чурасем телейлĕ.

(39) Эсир пĕлетĕр: çурт хуçи, вăрă хăш сехетре пырассине пĕлсен, сыхă тăрĕччĕ, хăй çуртне алтса кĕме памĕччĕ.

(40) Эсир те хатĕр тăрăр: Этем Ывăлĕ эсир кĕтмен-туман сехетре килĕ, тенĕ.

(41) Çавăн чухне Петр Ăна каланă: эй Çÿлхуçа! ку ытарăша пире калатăн-и е пурне те-и? тенĕ.

(42) Çÿлхуçа каланă: хуçин кил-çуртне пăхса тăракан шанчăклă та ăслă тарçă пек пулăр, хуçи ăна ытти тарçисене вăхăтра çăкăр валеçсе тăма та лартĕ.

(43) Хуçи таврăннă чухне чури хăйне хушнă пек туса тăрать пулсассăн, вăл телейлĕ.

(44) Чăн калатăп сире: хуçи ăна хăйĕн мĕнпур пурлăхне пăхса тăраканĕ тăвĕ.

(45) Анчах та çав чура хăй ăшĕнче: «хуçам халех килмĕ-ха» тесе, арçын тарçăсене, хĕрарăм тарçăсене хĕнеме пуçласан, ĕçсе-çисе ÿсĕрĕлсе çÿресен,

(46) унăн хуçи вăл кĕтмен кун, вăл шухăшламан сехетре килĕ те ăна çурмаран касса пăрахĕ, суя тĕнлисене айăпланă пек айăплĕ.

(47) Хуçи ирĕкне пĕлсе те хатĕр тăман, унăн ирĕкне туман чурана хытă хĕнĕç.

(48) Пĕлмесĕр айăплама тивĕçлĕ ĕç тунă чурана вара сахалтарах хĕнĕç. Кама нумай панă, унран ыйтасса та нумай ыйтĕç; кама нумай шанса панă, унран шырасса та нумай шыраса илĕç.

(49) Эпĕ çĕр çине вут антарма килтĕм, ăна ĕнтĕ халех тивертсе ярасчĕ!

(50) Асап курмалла Манăн, çавă пулса иртессине кĕтсе, Эпĕ питех те тертленетĕп.

(51) Эпĕ çĕр çине канăçлăх кÿме килнĕ тесе шухăшлатăр-и эсир? Калатăп сире: çук, Эпĕ уйăрма килнĕ;

(52) паянтан вара пĕр çуртри пилĕк çын уйăрăлса, виççĕшĕ — иккĕшне хирĕç, иккĕшĕ виççĕшне хирĕç тăрĕç:

(53) ашшĕ — ывăлне хирĕç, ывăлĕ ашшĕне хирĕç тăрĕ; амăшĕ — хĕрне хирĕç, хĕрĕ амăшне хирĕç тăрĕ; хунямăшĕ — кинне хирĕç, кинĕ хунямăшне хирĕç тăрĕ, тенĕ.

(54) Унтан халăха та каланă: эсир анăç енчен пĕлĕт хăпарнине курсанах: «çумăр пулать» тетĕр, чăнах çапла пулать;

(55) кăнтăр енчен çил вĕрсессĕн: «шăрăх пулать» тетĕр, чăнах та пулать.

(56) Эй икĕ питлĕскерсем! пĕлĕтпе çĕр тĕсне чухлама пĕлетĕр, çак хальхи вăхăта епле пĕлейместĕр?

(57) Мĕн пулассине мĕншĕн хăвăртан та ăнланса илейместĕр эсир? тенĕ.

(58) Эсĕ хăвăнпа тупăшаканпа пуçлăх патне кайнă чухне çул çинче чухнех унран хăтăлма тăрăш, вăл сана тÿре патне илсе ан пытăр, тÿре сана асаплантаракан аллине ан патăр, асаплантараканĕ вара сана тĕрмене ан хуптăр.

(59) Калатăп сана: юлашки çур пусна памасăр та унтан тухаймăн, тенĕ.

Лк 13

(1) Çав вăхăтра пĕрисем пынă та Ăна Галилея çыннисем çинчен — Пилат вĕсенĕн юнне хăйсем парне кÿме илсе килнĕ выльăхсен юнĕпе хутăштарни çинчен — каласа кăтартнă.

(2) Иисус вĕсене хуравласа каланă: çав Галилея çыннисем çапла асапланса вилнĕрен вĕсем Галилейăри ытти çынсенчен пуринчен те çылăхлăрах пулнă пулĕ тесе шухăшлатăр-и эсир?

(3) Калатăп сире: çук; ÿкĕнмесессĕн пурсăр та çаплах пĕтетĕр.

(4) Е тата эсир хайхи Силоам пашни ишĕлсе анса вĕлернĕ вунсакăр çын Иерусалимра пурăнакан ытти çынсенчен айăплăрах пулнă пулĕ тесе шухăшлатăр-и?

(5) Калатăп сире: çук; ÿкĕнмесессĕн пурсăр та çаплах пĕтетĕр, тенĕ.

(6) Унтан çак ытарăша каласа панă: пĕр çыннăн хăйĕн иçĕм çырли пахчине лартнă смоква йывăçĕ пулнă; вăл ун çимĕçне шырама пынă, анчах тупайман;

(7) вара пахчаçăна каланă: «акă эпĕ ку смоква йывăçĕн çимĕçне шырама виççĕмĕш çул килетĕп ĕнтĕ, анчах тупаймастăп; касса пăрах ăна: мĕн вăл ахалех çĕр йышăнса ларать?» тенĕ.

(8) Лешĕ ăна çапла хуравласа каланă: «хуçамăм! кăçаллăха та хăварсам ăна — эпĕ ун тавра кăпкалатса, тислĕк хурса пăхам —

(9) çитес çул çимĕçĕ пулмĕ-и; пулмасан вара касса пăрахăн» тенĕ.

(10) Иисус шăматкун пĕр синагогăра вĕрентнĕ.

(11) Унта халсăр тăвакан усал сывлăш ернипе вунсакăр çул асапланакан хĕрарăм пулнă: вăл кукленсех аннă пулнă, тÿрĕ тăма пултарайман.

(12) Ăна курсассăн Иисус чĕнсе илсе каланă ăна: хĕрарăм! эсĕ чирĕнтен хăтăлатăн, тенĕ.

(13) Унтан ун çине аллине хунă та — лешĕ вара çавăнтах тÿрленсе тăрса Турра мухтама пуçланă.

(14) Çавăн чухне синагога пуçлăхĕ, Иисус шăматкун сыватнăшăн çилленсе кайса, халăха каланă: ултă кун пур, мĕн тăвассине çав кунсенче тăвас пулать; чиртен сывалмашкăн çав кунсенче килĕр, шăматкун ан килĕр, тенĕ.

(15) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: эй икĕ питлĕскер! эсир кашниех хăйĕн вăкăрне е ашакне шăматкун сырăш çумĕнчен салтса илсе шăварма çавăтса каймастăр-и вара?

(16) Çак Авраам хĕрне, вунсакăр çул хушши шуйттан çыхса тăраканскере, çав çыхăран шăматкун хăтармалла марччĕ-и? тенĕ.

(17) Вăл çапла каланă чухне Ăна хирĕç тăракансем пурте намăсланнă; пĕтĕм халăх вара Унăн пур мухтавлă ĕçĕшĕн савăнса тăнă.

(18) Вăл малалла каланă: Турă Патшалăхĕ мĕн евĕрлĕ? ăна мĕнпе танлаштарам-ши?

(19) Ăна çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр çын хăйĕн пахчине сарă пăрăç пĕрчи акнă; çав пĕрчĕ шăтса ÿснĕ те пысăк йывăç пулнă, ĕнтĕ унăн турачĕсем хушшине вĕçен кайăксем йăва çавăрнă, тенĕ.

(20) Татах каланă: Турă Патшалăхне мĕнпе танлаштарам-ши?

(21) Ăна çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр хĕрарăм кăвас чусти илнĕ те çавна виçĕ виçе çăнăхпа хутăштарса çăрнă, вара пĕтĕм чусти йÿçсе хăпарнă, тенĕ.

(22) Унтан Иисус хуласем тăрăх, ялсем тăрăх вĕрентсе çÿресе Иерусалималла кайнă.

(23) Пĕр çын Ăна: эй Çÿлхуçа! çăлăнакан чăнахах та сахал-им? тенĕ. Вăл вĕсене çапла каланă:

(24) тăвăр хапхаран кĕме тăрăшăр, калатăп сире: нумайăшĕ кĕресшĕн пулĕ — анчах кĕреймĕ.

(25) Кил хуçи тăрса алăкне питĕрсе хурĕ те, сирĕн вара тул енче тăрса алăкран шаккаса: «Хуçамăр! Хуçамăр! уçса кÿртсем пире» темелле пулĕ. Анчах Вăл сире хирĕç: «Эпĕ эсир ăçтан килнине пĕлместĕп» тейĕ.

(26) Эсир вара калатăр: «эпир Сан умăнтах ĕçсе çиеттĕмĕр, Эсĕ пирĕн урамсенчех вĕрентеттĕн» теетĕр.

(27) Вăл çапла калĕ: «калатăп сире: Эпĕ эсир ăçтан килнине пĕлместĕп; тÿрĕ мар ĕç тăвакансем, пурсăр та кайăр Ман патăмран!» тейĕ.

(28) Эсир Турă Патшалăхĕнче Авраама, Исаака, Иакова тата пур пророка та курсассăн, хăвăра çавăнтан хăваласа кăларнине курсассăн, унта кăшкăрса йĕни те шăл шатăртаттарни пулĕ.

(29) Тухăçпа анăç енчен, çурçĕрпе кăнтăр енчен килĕç те Турă Патшалăхĕнче кĕрекене ларĕç.

(30) Акă ĕнтĕ малтисем пулас кайрисем, кайрисем пулас малтисем пур, тенĕ.

(31) Çав кун темиçе фарисей пынă та каланă Ăна: Эсĕ кунтан тухса кай — Ирод Сана вĕлересшĕн, тенĕ.

(32) Вăл вĕсене каланă: кайса калăр çав тилле: акă Эпĕ паян та, ыран та усалсене хăваласа кăларатăп, чирлисене сывататăп, виççĕмĕш кунне вĕçлĕп;

(33) анчах Манăн паян та, ыран та, тепĕр кун та каймалла-ха, мĕншĕн тесессĕн пророка урăх çĕрте мар, Иерусалимра вĕлереççĕ.

(34) Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пĕтерекен, хăв патна янисене чулпа персе вĕлерекен! чĕп амăшĕ хăй чĕпписене çуначĕ айне пухнă пек, Эпĕ миçе хутчен санăн ачусене пуçтарма тăрăшрăм, анчах эсир пуçтарăнасшăн пулмарăр!

(35) Акă ĕнтĕ сирĕн çуртăр пушанса юлать. Калатăп сире: хăвăр: «Турă ячĕпе Килекен мухтавлă!» тесе калас вăхăт çитиччен эсир текех Мана кураймăр, тенĕ.

Лк 14

(1) Пĕррехинче шăматкун Иисусăн пĕр фарисейсен пуçлăхĕн килĕнче апатланма тÿр килнĕ; Ăна сăнасах тăнă.

(2) Акă Ун умне шыв чирĕпе асапланакан çын пырса тăнă.

(3) Çав майпа Иисус саккунçăсемпе фарисейсенчен ыйтнă: шăматкун чиртен сыватма юрать-и? тенĕ.

(4) Лешĕсем чĕнмен. Вара Иисус ăна сĕртĕнсе сыватнă та килне янă.

(5) Çавăн чухне вĕсене каланă: сирĕн хушшăрта камăн та пулин ашакĕ е вăкăрĕ пусса кайсан, вăл ăна, шăматкун пулсан та, çийĕнчех туртса кăлармĕ-и? тенĕ.

(6) Çакна хирĕç Ăна нимĕн те калайман.

(7) Чĕннĕ хăнасем малти вырăнсене суйласа ларнине курсассăн, вĕсене Вăл ытарăш каласа панă:

(8) сана пĕр-пĕр çын туя чĕнсен, эсĕ малти вырăна кĕрсе ан лар: унăн чĕннĕ хăнисем хушшинче, тен, санран хисеплĕреххи пулĕ,

(9) вара сана та, ăна та чĕнекен хуçа сан патна пырĕ те: «ху вырăнна çакна ларт-ха» тейĕ; ун чухне санăн намăсланса чи кайри вырăна кайса лармалла пулĕ.

(10) Хăвна хăнана чĕнсен, эсĕ чи кайри вырăна кĕрсе лар, хăвна хăнана чĕнекеннин сан патна пырса: «тусăм! тĕпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултăр; сана вара хăвăнпа пĕрле ларакансем умĕнче хисеп пулĕ:

(11) кирек кам та хăйне хăй асла хуракан кĕçĕне юлĕ, хăйне кĕçĕне хуракан асла тухĕ, тенĕ.

(12) Тата Хăйне чĕнсе кĕртекене те каланă: эсĕ кăнтăрлахи е каçхи апат тунă чухне тусусене, тăванусене, хурăнташусене, пуян кÿршÿсене ан чĕн, кайран вĕсем те сана чĕнĕç те, çавă саншăн ырăлăх илни пулĕ.

(13) Эсĕ ĕçкĕ-çикĕ тăвас пулсассăн ыйткалакансене, чăлахсене, уксахсене, суккăрсене чĕн:

(14) вĕсенĕн сана ырăпа тавăрмашкăн нимĕн те çук, çавăнпа эсĕ телейлĕ пулăн: уншăн сана сăваплă çынсем чĕрĕлсе тăрсан тавăрса парĕç, тенĕ.

(15) Çакна илтсессĕн Унпа пĕрле кĕрекере ларакансенчен пĕри каланă Ăна: Турă Патшалăхĕнче çăкăр çиес çын телейлĕ, тенĕ.

(16) Вăл ăна каланă: пĕр çын каçхи пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă, йышлă хăна чĕннĕ;

(17) ĕçкĕ-çикĕ вăхăчĕ çитсен, вăл хăйĕн чурине чĕнсе хăнисем патне: «ĕнтĕ пурте хатĕр — пырăр» тесе калама янă.

(18) Анчах лешĕсем, пĕрле сăмах татнă пек, каçару ыйта пуçланă. Пĕри ăна каланă: «эпĕ çĕр туянтăм, манăн çавна пăхма каймалла; ĕнтĕ каçарсам мана» тенĕ.

(19) Тепĕри каланă: «эпĕ пилĕк мăшăр вăкăр туянтăм, çавсене çÿретсе пăхма каятăп; ĕнтĕ каçарсам мана» тенĕ.

(20) Виççĕмĕшĕ тата: «эпĕ авлантăм, çавăнпа пыраймастăп» тенĕ.

(21) Чури таврăннă та çакна хуçине каласа панă. Кил хуçи вара, çилленсе çитсе, чурине каланă: «часрах хула урамĕсене, тăкăрлăкĕсене кай та ыйткалакансене, чăлахсене, уксахсене, суккăрсене илсе кил кунта» тенĕ.

(22) Чури ĕнтĕ: «хуçамăм! эсĕ хушнă пек турăм, вырăн тата та пур-ха» тенĕ.

(23) Хуçи каланă ăна: «эппин, çулсем-сукмаксем тăрăх кай, çатан-вĕрлĕк таврашне çитсе ÿкĕтлесе çÿре, çуртăм туллиех тултăр.

(24) Калатăп сире: çав чĕнсе хунисенчен манăн ĕçкĕ-çикĕме пĕри те ĕçсе çиеймĕ: чĕннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенĕ.

(25) Иисуспа пĕрле темĕн чухлĕ халăх пынă; Вăл çавăрăнса пăхса вĕсене каланă:

(26) Ман патăма килекен хăй ашшĕне, амăшне, арăмне, ачи-пăчине, пиччĕшне-шăллĕне, аппăшне-йăмăкне, çавăн пекех тата хăйĕн пурăнăçне те курайми пулмасан, вăл Манăн вĕренекенĕм пулма пултараймасть;

(27) кам хăйĕн хĕресне йăтса Ман хыççăн пымасть, çавă Манăн вĕренекенĕм пулма пултараймасть.

(28) Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вăл мĕн хака ÿкессине, ăна туса пĕтерме хатĕрĕ çитесси-çитмессине шутласа пăхмăр-и?

(29) Унсăрăн никĕсне хурсан, туса пĕтереймесен, куракансем пурте кулĕç унран:

(30) «ку çын тума пуçларĕ те туса пĕтереймерĕ» тейĕç.

(31) Е тата пĕр патша тепĕр патшана хирĕç вăрçа каяс умĕн хăй çине çирĕм пин çынпа пыракан патшана вунă пин çынпа хирĕç тăма вăйĕ çитессипе çитмесси çинчен епле-ха малтан ларса канаш тумĕ?

(32) Вăйĕ çитес пек туйăнмасан, лешĕ аякра чухнех вăл ун патне килĕшÿ сĕнсе хăйĕн çыннисене ярĕ.

(33) Çавăн пекех эсир те нихăшĕ те, хăйĕн мĕнпур пурлăхĕнчен уйăрăлмасан, Манăн вĕренекенĕм пулаймăр.

(34) Тăвар — ырă япала; анчах тăвар хăйĕн хăватне çухатсан, ăна епле хăват кĕртмелле?

(35) Вăл ĕнтĕ çĕре те, тислĕке те юрăхлă мар — ăна кăларса тăкаççĕ. Илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

Лк 15

(1) Пĕррехинче Иисус сăмахне итлеме пынă куланай пухакансем тата ытти çылăхлă çынсем Ун тавра нумаййăн пуçтарăннă.

(2) Фарисейсемпе кĕнекеçĕсем ĕнтĕ ÿпкелешсе калаçнă: Вăл çылăхлă çынсене хапăл тăвать, вĕсемпе пĕрле апат çиет, тенĕ.

(3) Вăл вара вĕсене çак ытарăша каласа панă:

(4) сирĕн хăшĕн те пулин çĕр пуç сурăх пулсан, вăл вĕсенчен пĕрне çухатсан, тăхăрвунă тăххăрĕшне пушхире хăварса, çухалнă сурăхне мĕн тупичченех шыраса çÿремĕ-и?

(5) Тупсассăн савăннипе ăна хăйĕн хулпуççийĕ çине çĕклесе хурĕ;

(6) килне таврăнсан тусĕсене, кÿршисене чĕнсе пуçтарĕ те вĕсене çапла калĕ: «савăнăр манпа пĕрле — эпĕ çухалнă сурăхăма тупрăм» тейĕ.

(7) Калатăп сире: тÿпере те çапла пулĕ: пĕр ÿкĕнекен çылăхлă çыншăн ÿкĕнмелли çылăхсăр тăхăрвунă тăхăр сăваплă çыншăн савăннинчен ытларах савăнĕç.

(8) Е тата пĕр-пĕр хĕрарăм хăйĕн вунă драхма укçинчен пĕр драхмине çухатсан, çурта çутса, урайне шăла-шăла, мĕн тупичченех епле тăрăшса шырамĕ ăна?

(9) Тупсассăн вăл тусĕсене, кÿршĕ арăмĕсене чĕнсе пуçтарĕ те калĕ: «савăнăр манпа пĕрле, эпĕ çухатнă драхмăна тупрăм» тейĕ.

(10) Калатăп сире: пĕр çылăхлă çын ÿкĕнсен те Турă ангелĕсем çавăн пек савăнаççĕ, тенĕ.

(11) Тата каланă: пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă;

(12) кĕçĕнни ашшĕне каланă: «атте! мана хама тивĕçлĕ пурлăха уйăрса пар» тенĕ. Ашшĕ вара ывăлĕсене пурлăхне уйăрса панă.

(13) Нумай та вăхăт иртмен, кĕçĕн ывăлĕ хăйĕн мĕн пуррине пĕтĕмпе пуçтарнă та аякри çĕре тухса кайнă; унта аскăнланса пурăнса хăйĕн пурлăхне салатса пĕтернĕ.

(14) Пурлăхĕ пĕтнĕ вăхăтра çав çĕршывра хаяр выçлăх пулнă, вăл ĕнтĕ аптăра пуçланă;

(15) вăл вара çав çĕрте пурăнакан пĕр çын патне кайса тара кĕрĕшнĕ; лешĕ ăна хăй хирне сысна кĕтме янă;

(16) вăл хăй хырăмне сысна çиекен çимĕçпе тăрантарса пурăнма та хавас пулнă, анчах ăна никам та нимĕн те паман.

(17) Вара вăл шухăшласа илнĕ те каланă: «манăн аттемĕн мĕн чухлĕ тарçă тăраниччен çăкăр çисе пурăнать, эпĕ выçă вилетĕп!

(18) тăрам та аттем патне каям, ăна калам: «эй аттемĕм! эпĕ тÿпе умĕнче те, сан умăнта та çылăха кĕтĕм,

(19) ĕнтĕ хама санăн ывăлу теме те тивĕçлĕ мар; мана хăв патна тарçа илсемччĕ, тейĕп» тенĕ.

(20) Тăнă та ашшĕ патне тухса кайнă. Ашшĕ ăна аякранах курнă та, хĕрхенсе, хирĕç чупса пырса мăйĕнчен ыталаса чуптăва пуçланă.

(21) Ывăлĕ ăна каланă: «эй аттемĕм! эпĕ тÿпе умĕнче те, сан умăнта та çылăха кĕтĕм, ĕнтĕ хама санăн ывăлу теме те тивĕçлĕ мар» тенĕ.

(22) Ашшĕ вара хăйĕн чурисене çапла хушнă: «чи лайăх тумтир илсе килсе тумлантарăр ăна, пÿрнине куçлă çĕрĕ тăхăнтартăр, урине тăхăнмалли парăр;

(23) тата çитерсе самăрлатнă пăрăва илсе килсе пусăр — ĕçсе çиер, савăнар:

(24) ку ывăлăм маншăн вилнĕччĕ — ĕнтĕ чĕрĕлчĕ, çухалнăччĕ — ĕнтĕ тупăнчĕ» тенĕ. Вара савăна пуçланă.

(25) Аслă ывăлĕ унăн хирте пулнă; киле таврăннă чухне вăл, çурчĕ патне çитсен, савăнса юрланине, хаваслă шава илтнĕ те

(26) пĕр тарçине чĕнсе илсе ыйтнă: «кунта мĕн пулнă?» тенĕ.

(27) Лешĕ каланă ăна: «шăллу таврăнчĕ; аçу, вăл сывă таврăннишĕн савăннипе, çитерсе самăрлатнă пăрăва пустарчĕ» тенĕ.

(28) Ку çилленнĕ те пÿрте те кĕресшĕн пулман. Ашшĕ ăна хăй тухса чĕннĕ.

(29) Вăл ашшĕне çапла хуравласа каланă: «акă эпĕ миçе çул саншăн ĕçлесе пурăнатăп, нихăçан та санăн сăмахунтан иртмен эпĕ; çапах та эсĕ мана тусăмсемпе савăнмашкăн нихăçан та качака путекки те памарăн;

(30) ку ывăлу, хăй пурлăхне аскăн хĕрарăмсемпе çÿресе салатса пĕтернĕскер, килнĕ те, уншăн эсĕ çитерсе самăрлатнă пăрăва пустарнă» тенĕ.

(31) Ашшĕ ăна каланă: «эй ывăлăм! эсĕ яланах манпа пĕрле, манăн мĕн пурри пурте санăн;

(32) мĕнле савăнас-хĕпĕртес мар-ха: санăн ку шăллу вилнĕччĕ — ĕнтĕ чĕрĕлчĕ, çухалнăччĕ — ĕнтĕ тупăнчĕ» тенĕ.

Лк 16

(1) Тата Хăйĕн вĕренекенĕсене те каланă: пĕр пуян çын пулнă; унăн кил-çурт пăхаканни пулнă; çавăн çинчен ăна «вăл санăн пурлăхна салатса пĕтерет» тесе хыпар çитернĕ;

(2) хуçи ăна чĕнсе илнĕ те каланă: «сан çинчен мĕн илтетĕп эпĕ капла? пурлăхăма епле пăхса-упраса тăни çинчен тĕппипе каласа пар — текех эсĕ манăн кил-çуртăма пăхса тăраймастăн» тенĕ.

(3) Вара кил-çурт пăхакан хăй ăшĕнче çапла шухăшланă: «мĕн тăвас-ши? хуçа мана кил-çурт пăхаканран кăларать; çĕр ĕçлеме пултараймастăп, ыйткаласа çÿреме вăтанатăп;

(4) кунтан кил-çурт пăхаканран кăларсан, мана çынсем хăйсем патне илччĕр тесен, мĕн тумаллине пĕлетĕп эпĕ» тенĕ.

(5) Унтан вăл хуçине парăм тÿлемелли çынсене пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе илнĕ те пĕрне каланă: «ман хуçана санăн мĕн чухлĕ памаллаччĕ-ха?» тенĕ.

(6) Лешĕ: «çĕр виçе çу» тенĕ. Вăл ăна каланă: «парăм хутне ил те, халех лар та «аллă» тесе çырса хур» тенĕ.

(7) Унтан тепĕрне каланă: «санăн мĕн чухлĕ памалла?» тенĕ. Лешĕ: «çĕр виçе тулă» тенĕ. Ăна та каланă: парăм хутне ил те «сакăрвуннă» тесе çырса хур, тенĕ.

(8) Хуçи вара кил-çуртне пăхнă ултавçă çынна çапла тавçăруллă пулнăшăн мухтанă: ку ĕмĕрĕн ачисем хăйсенĕн хушшинче çутă ачисенчен тавçăруллăрах.

(9) Эпĕ те сире калатăп: ултавпа пухнă мулăрпа хăвăр валли туссем тупса хурăр; хăвăр çука юлсан, сире вĕсем ĕмĕр пурăнмалли çурта илччĕр.

(10) Сахалли тĕлĕшĕнчен шанчăкли нумаййи тĕлĕшĕнчен те шанчăклă, сахалли тĕлĕшĕнчен шанчăксăрри нумаййи тĕлĕшĕнчен те шанчăксăр.

(11) Эсир ĕнтĕ ултавпа пухнă пуянлăх тĕлĕшĕнчен те шанчăклă пулмасан, чăннине сире кам шанса парĕ?

(12) Ют пурлăха шанса пама çук пулсан, хăвăрăнне сире кам шанса парĕ?

(13) Ниепле чура та икĕ хуçана ĕçлесе тăраймасть: вăл е пĕрне юратĕ, тепĕрне курайми пулĕ, е пĕриншĕн тăрăшĕ, тепĕриншĕн тăрăшмĕ. Турăшăн та, пуянлăхшăн та ĕçлеймĕр, тенĕ.

(14) Çакна укçа юратакан фарисейсем те илтнĕ, вĕсем Унран кулнă.

(15) Вăл вĕсене каланă: эсир хăвăра çын умĕнче тÿрĕ çынсем пек кăтартатăр, анчах Турă сирĕн чĕрĕре пĕлсе тăрать: çынсем мĕне хисепе хуни Турă умĕнче ирсĕр вăл.

(16) Саккунпа пророксем Иоанн киличчен çеç пулнă, халĕ вара Турă Патшалăхĕ çинчен Ырă Хыпар сарăлать; кирек кам та унта кĕме пĕтĕм вăйран тăрăшать.

(17) Çапах та саккунри пĕр йĕр те пулин пăрахăçланиччен маларах тÿпепе çĕр пĕтĕ.

(18) Кирек кам та, арăмĕнчен уйăрăлса тепĕрне качча илет пулсан, аскăн ĕç тăвать; упăшкинчен уйăрăлнă арăма качча илекен те аскăн ĕç тăвать.

(19) Пĕр çын питĕ пуян пулнă; вăл порфирăпа виссон тăхăнса çÿренĕ; кулленех чаплă ĕçкĕ-çикĕ тунă.

(20) Тата пĕр Лазарь ятлă кĕлмĕç пулнă; вăл, юхан-суранлăскер, çав пуянăн хапхи умĕнче выртнă;

(21) вăл унăн сĕтелĕ çинчен ÿкекен тĕпренчĕксемпе тăранса пурăнасшăн пулнă; унăн суранĕсене йытăсем пыра-пыра çуланă.

(22) Кĕлмĕç вилнĕ, ангелсем ăна, Авраампа юнашар пултăр тесе, ун патне илсе кайнă; пуян та вилнĕ, ăна пытарнă.

(23) Вăл тамăкра асапланнă чухне çÿлелле пăхнă та, аякран Авраампа унăн çумĕнчи Лазаре курса, кăшкăрса каланă:

(24) «эй Авраам аттем! хĕрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вăл пÿрни вĕçне шывпа йĕпетсе манăн чĕлхеме сивĕтинччĕ; эпĕ ку çулăм ăшĕнче чăтма çук асапланатăп» тенĕ.

(25) Авраам каланă: «ачам! астуса ил-ха: ыррине эсĕ ху пурăнăçăнта куртăн ĕнтĕ, Лазарь вара усаллине курчĕ; халĕ вăл кунта савăнать, эсĕ асапланатăн;

(26) çитменнине тата сирĕнпе пирĕн хушшăмăрта — тĕпсĕр шырлан, çавăнпа кунтан сирĕн пата каçас теекенсем ун пек тăваймаççĕ, унтан та пирĕн пата каçаймаççĕ» тенĕ.

(27) Лешĕ вара каланă: «эй аттем! тархаслатăп сана, эппин, ăна манăн атте килне ярсам:

(28) манпа пĕртăван тата пилĕк ывăл; вăл вĕсене каласа пĕлтертĕрччĕ: вĕсен те çак асапланмалли вырăна килмелле ан пултăрччĕ» тенĕ.

(29) Авраам ăна каланă: «вĕсенĕн Моисей тата пророксем пур; çавсене итлеччĕр» тенĕ.

(30) Лешĕ каланă: «çук, Авраам атте, вилнисенчен кам та пулин вĕсем патне пырсан, вĕсем ÿкĕнĕччĕç» тенĕ.

(31) Вара Авраам каланă ăна: «вĕсем Моисее те, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чĕрĕлсе тăрас пулсан та ĕненмĕç» тенĕ.

Лк 17

(1) Иисус тата Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: илĕртÿ-ултав пулатех, анчах та çакă кам урлă килет, çавна хуйхă çитĕ:

(2) кам çак пĕчĕкçĕскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕрет, çавна мăйĕнчен арман чулĕ çакса тинĕсе пăрахсан, ăна хăйне авантарах пулĕччĕ, тенĕ.

(3) Хăвăра хăвăр астăвăр. Тăвану сана урлă пырса çылăха кĕрсен, эсĕ ÿкĕтле ăна; ÿкĕнсессĕн, каçар ăна;

(4) вăл сана урлă пырса кунне çичĕ хут çылăха кĕрсен те, кунне çичĕ хут каялла пырса: «ÿкĕнетĕп» тесессĕн, каçар ăна, тенĕ.

(5) Апостолсем Çÿлхуçана каланă: пире вăйлăрах ĕненекен тусамччĕ, тенĕ.

(6) Çÿлхуçа каланă: ĕненĕвĕр сарă пăрăç пĕрчи пысăкăш çеç пулсассăн та, эсир çак смоква йывăçне: «кунтан тĕпĕ-тымарупах тăпăлса тух та тинĕсе куçса лар» тесессĕн, вăл сире итленĕ пулĕччĕ.

(7) Суха тăвакан е кĕтÿ кĕтекен чури хиртен таврăнсан, сирĕн хушшăртан кам ăна: «кил часрах, сĕтел хушшине лар» тесе калĕ?

(8) Урăхла каламĕ-и ăна: «ман валли каçхи апат хатĕрле, пилĕкне çых та мана пăхма пуçла, эпĕ ĕçсе çием, кайран вара ху ĕçсе çи» темĕ-и?

(9) Хуçи çав чурине хăй хушнине тунăшăн тав тăвĕ-и? Тав тăвĕ тесе шухăшламастăп.

(10) Эсир те çапла, хăвăра хушнине пурне те туса çитерсен калăр: «эпир ниме юрăхсăр чурасем çеç, эпир хамăр тума тивĕçлине анчах турăмăр» тейĕр, тенĕ.

(11) Иерусалима кайнă чухне Вăл Самарипе Галилея хушшинчен иртсе пынă.

(12) Пĕр яла кĕнĕ чухне Ăна юхан-суранлă вунă çын тĕл пулнă; вĕсем айккинче чарăнса тăнă та

(13) хыттăн кăшкăрса каланă: эй Вĕрентекен Иисус! хĕрхенсем пире, тенĕ.

(14) Вăл вĕсене курсан каланă: кайăр та хăвăра священниксене кăтартăр, тенĕ. Лешĕсем вара кайнă чухнех тасалнă.

(15) Вĕсенчен пĕри, хăй тасалнине курсассăн, хытă сасăпа Турра мухтаса, каялла таврăннă та

(16) Иисуса тав туса Унăн ури умне ÿксе пуççапнă; вăл Самари çынни пулнă.

(17) Çавăн чухне Иисус каланă: вуннăн тасалманччĕ-и-ха? тăххăрăшĕ ăçта?

(18) Çак ют халăх çыннисĕр пуçне ыттисем епле-ха Турра мухтама таврăнмарĕç? тенĕ.

(19) Унтан ăна: тăр та каях ĕнтĕ, ху ĕненни çăлчĕ сана, тенĕ.

(20) Фарисейсем Унран: Турă Патшалăхĕ хăçан килмелле? тесе ыйтнă. Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: Турă Патшалăхĕ курăнса килмест,

(21) ун çинчен: «вăл акă кунта» е «авă унта» тесе каламĕç: Турă Патшалăхĕ — хăвăр ăшăрта вăл, тенĕ.

(22) Тата вĕренекенĕсене те каланă: акă çавăн пек кунсем килĕç, ун чухне эсир Этем Ывăлĕн пĕр кунне те пулин курасшăн пулăр та, кураймăр;

(23) сире: «акă кунта» е «авă унта» тейĕç — эсир ан кайăр, хыçалтан ан чупăр:

(24) çиçĕм çиçет те — тÿпен пĕр хĕрринчен пуçласа тÿпен тепĕр хĕррине çитиех çутатать, Этем Ывăлĕ Хăй кунĕнче çавăн пек пулĕ.

(25) Анчах та унччен малтан Унăн нумай асап курмалла, çак ăру Ăна йышăнмĕ, тенĕ.

(26) Ной вăхăтĕнче мĕнле пулнă, Этем Ывăлĕ килес кунсенче те çаплах пулĕ:

(27) Ной карап çине ларас кунчченех çынсем ĕçнĕ, çинĕ, авланнă, качча кайнă; талай çитнĕ те — пурне те пĕтернĕ.

(28) Лот вăхăтĕнче те çавăн пекех пулнă: ĕçнĕ, çинĕ, сутнă, туяннă, акнă, çуртсем лартнă;

(29) анчах та Лот Содомран тухнă кун çÿлтен вутлă, кÿкĕртлĕ çумăр çунă та — пурне те пĕтернĕ;

(30) Этем Ывăлĕ килес кун та çаплах пулĕ.

(31) Çав кун кам та пулин çурт тăрринче пулсассăн, япалисем çуртĕнче пулсассăн, вăл вĕсене илес тесе çĕре ан антăр; кам та пулин хирте пулсассăн, вăл та каялла ан таврăнтăр.

(32) Лот арăмне асăрта тытса тăрăр.

(33) Кам хăйĕн чунне упрасшăн тăрăшĕ, çавă ăна пĕтерĕ, кам ăна пĕтерĕ, çавă ăна хăтарĕ.

(34) Калатăп сире: çав каç пĕр вырăн çинчи икĕ çынран пĕрне илĕç, тепĕрне хăварĕç;

(35) икĕ хĕрарăм пĕрле алă арманĕ авăртĕ: пĕрне илĕç, тепĕрне хăварĕç;

(36) иккĕн хирте пулĕç: пĕрне илĕç, тепĕрне хăварĕç, тенĕ.

(37) Вара вĕренекенĕсем Унран ыйтнă: Çÿлхуçамăр, ку ăçта пулĕ? тенĕ. Вăл вĕсене каланă: виле выртакан çĕре ăмăрткайăксем те пуçтарăнĕç, тенĕ.

Лк 18

(1) Вĕсене тата яланах кĕлтума кирли çинчен, хавшаса ÿкме юраманни çинчен ытарлăн çапла каласа панă:

(2) пĕр хулара Турăран та хăраман, çынран та вăтанман тÿре пулнă.

(3) Çав хуларах тата пĕр тăлăх арăм пулнă; вăл тÿре патне пыра-пыра: «мана хампа тавлă çынран хÿтĕлесем» тесе йăлăннă.

(4) Лешĕ чылайччен ÿкĕте кĕмен. Юлашкинчен хăй ăшĕнче шутласа илнĕ: «эпĕ Турăран та хăрамастăп, çынран та вăтанмастăп пулин те,

(5) ку тăлăх арăм канăç памасть мана, хÿтĕлес ăна — урăх кунта килсе мана йăлăхтарса ан çÿретĕр» тенĕ.

(6) Унтан Иисус каланă: илтетĕр-и, çав тÿрĕ мар тÿре мĕн калать?

(7) Турă Хăйĕн суйланă çыннисене, кунĕн-çĕрĕн Хăйне йăлăнакансене, васкасах хăтармасан та, хăтармасăр хăварĕ-и вара?

(8) Калатăп сире: Вăл часах вĕсен хутне кĕрĕ. Анчах та Этем Ывăлĕ килсен, çĕр çинче ĕненÿ тупайĕ-и? тенĕ.

(9) Тата хăшĕ-пĕрисене — хăйсене хăйсем сăваплă тесе шутлакансене, ыттисене хурлакансене — çак ытарăша каласа панă:

(10) икĕ çын Турă Çуртне кĕлтума кĕнĕ, пĕри фарисей, тепĕри куланай пухакан пулнă.

(11) Фарисейĕ кĕлтума тăрсан хăй ăшĕнче çапла каласа кĕлтунă: «эй Турă! тав тăватăп Сана: эпĕ ытти çынсем пек çаратаканскер, хур тăваканскер, аскăнланса çÿрекенскер мар, çакă куланай пухакан пек те мар:

(12) эрнере икĕ хут типĕ тытатăп, мĕнпур ĕçлесе тунинчен вуннăмĕш пайне Турра паратăп» тенĕ.

(13) Куланай пухаканĕ вара, айккинче тăраканскер, куçне уçса çÿлелле пăхма та хăяйман; хăйне кăкăрĕнчен çапа-çапа: «эй Турăçăм! хĕрхенсем мана, çылăхлăскере» тесе тăнă.

(14) Калатăп сире: вăл ĕнтĕ килне фарисейрен ытларах тÿрре тухса таврăннă, мĕншĕн тесессĕн кирек кам та хăйне хăй асла хуракан кĕçĕне юлĕ, хăйне кĕçĕне хуракан асла тухĕ, тенĕ.

(15) Вăл аллипе сĕртĕнсе пиллетĕр тесе, Ун патне пĕчĕк ачасене илсе пынă; çавна курсан, вĕренекенĕсем вĕсене чарса тăнă.

(16) Иисус вара вĕренекенĕсене чĕнсе илсе каланă: ачасем Ман патăма килччĕр, вĕсене чарса ан тăрăр, мĕншĕн тесессĕн Турă Патшалăхĕ — вĕсем евĕрлисемшĕн.

(17) Чăн калатăп сире: Турă Патшалăхне кам ача пек йышăнмасть, çавă унта кĕреймĕ, тенĕ.

(18) Пĕр пуçлăх Иисусран ыйтнă: эй ырă Вĕрентекен! ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрес тесен мĕн тумалла манăн? тенĕ.

(19) Иисус каланă ăна: мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар;

(20) ÿкĕтсене пĕлетĕн: ан аскăнлан, ан вĕлер, ан вăрла, суя ан кÿнтеле, аçупа аннÿне хисепле, тенĕ.

(21) Лешĕ ĕнтĕ: эпĕ çакна пурне те ачаранпах туса тăратăп, тенĕ.

(22) Çавна илтсен Иисус ăна каланă: санăн тата пĕри çитеймест: мĕнпур пурлăхна сут та чухăнсене валеçсе пар, вара санăн мулу тÿпере пулĕ; кайран таврăн та Ман хыççăн пыр, тенĕ.

(23) Çакна илтсен лешĕ салхуланнă, мĕншĕн тесессĕн вăл питĕ пуян пулнă.

(24) Иисус вăл салхуланнине курса каланă: пуян çынсене Турă Патшалăхне кĕме епле хĕн!

(25) Пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлтарах, тенĕ.

(26) Çакна илтекенсем каланă: кам çăлăнма пултарĕ апла? тенĕ.

(27) Вăл: этем пултарайманнине Турă пултарать, тенĕ.

(28) Вара Петр каланă: акă эпир мĕн пуррине пăрахса хăвартăмăр та Сан хыççăн кайрăмăр, тенĕ.

(29) Вăл каланă вĕсене: чăн калатăп сире: кам та кам Турă Патшалăхĕшĕн кил-çуртне е ашшĕ-амăшне, е тăванĕсене, е арăмне, е ачисене пăрахса хăварать,

(30) çавă хальхи вăхăтрах çĕр хут ытларах илĕ, çитес ĕмĕрте вара ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕ, тенĕ.

(31) Иисус вуникĕ вĕренекенне аяккарах чĕнсе илнĕ те каланă вĕсене: акă эпир Иерусалима улăхса пыратпăр, ĕнтĕ Этем Ывăлĕ çинчен пророксем çырса хуни пĕтĕмпех вырăна килĕ:

(32) Ăна суя тĕнлĕ çынсен аллине тытса парĕç, Ăна мăшкăллĕç, Ăна хур тăвĕç, Ун çине сурĕç,

(33) хĕнĕç, вĕлерĕç Ăна; Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ.

(34) Анчах вĕренекенĕсем çапла каланинчен нимĕн те ăнланса илеймен; çав сăмахсем вĕсемшĕн ăнланмалла мар пулнă, Иисус мĕн каланине вĕсем пĕлеймесĕрех юлнă.

(35) Вăл Иерихон патне çывăхарса пынă чухне çул хĕрринче пĕр суккăр çын ыйткаласа ларнă;

(36) вăл хăй çумĕпе халăх иртнине илтнĕ те: мĕн ку? тесе ыйтнă.

(37) Ăна Назарет Иисусĕ иртсе пыни çинчен каланă.

(38) Вăл вара кăшкăрсах янă: эй Давид Ывăлĕ Иисус! хĕрхенсемччĕ мана, тенĕ.

(39) Малта пыраканнисем ăна шăпланма хушнă; анчах вăл тата хыттăнрах: эй Давид Ывăлĕ! хĕрхенсемччĕ мана, тесе кăшкăрнă.

(40) Иисус чарăнса тăнă та ăна Хăй патне çавăтса пыма хушнă. Лешĕ Ун патне пырса тăрсан, Иисус унран ыйтнă:

(41) эсĕ Мана мĕн тутарасшăн? тенĕ. Лешĕ каланă: эй Çÿлхуçамăр! манăн куракан пуласчĕ, тенĕ.

(42) Иисус ăна каланă: куракан пул! ху ĕненни çăлчĕ сана, тенĕ.

(43) Лешĕ вара çавă самантрах куракан пулнă та, Турра мухтаса, Иисус хыççăн кайнă. Çакна курсассăн пĕтĕм халăх Турра мухтанă.

Лк 19

(1) Çавăн хыççăн Иисус Иерихон хулине кĕрсе ун витĕр иртсе пынă.

(2) Акă пĕр Закхей ятлă пуян çын, куланай пуçтаракансен пуçлăхĕ,

(3) Иисус еплескер-ши Вăл тесе, ăна курма тăрăшнă та, анчах хăй лутра пулнăран Ăна халăх хушшинчен курма пултарайман;

(4) вăл вара маларах чупса кайнă та Ăна курасшăн смоква йывăçĕ çине улăхса тăнă, мĕншĕн тесен Иисусăн çав йывăç патĕнчен иртсе каймалла пулнă.

(5) Çав тĕле çитсен Иисус çÿлелле пăхнă та ăна курса каланă: Закхей! ан хăвăртрах, Манăн паян санăн килÿнте пулмалла, тенĕ.

(6) Лешĕ вара васкаса аннă та Ăна савăнсах хăй патне илсе кĕнĕ.

(7) Çавна курсан пурте ÿпкелеше пуçланă: Вăл çылăхлă çын патне кĕчĕ, тенĕ.

(8) Вара Закхей тăнă та Иисуса каланă: эй Çÿлхуçамăр! эпĕ ĕнтĕ хамăн пурлăхăмăн çуррине чухăнсене парăп, тата кама та пулин мĕнле те пулин кÿрентернĕ пулсассăн, ăна тăватă хут ытла тавăрса парăп, тенĕ.

(9) Иисус каланă ăна: паян çак киле çăлăнас кунĕ çитрĕ, мĕншĕн тесессĕн ку çын та Авраам ывăлĕ:

(10) Этем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ, тенĕ.

(11) Çакна итлесе тăракансене Вăл тата пĕр ытарăш каласа панă, мĕншĕн тесессĕн Вăл Иерусалим патне çывăхарса пынă, çавăнпа ĕнтĕ Ăна итлекенсем Турă Патшалăхĕ те часах çитĕ тесе шухăшланă.

(12) Вăл çапла каланă: || пĕр чаплă ăруран тухнă çын, патшана ларма ирĕк илсе таврăнас тесе, инçетри çĕршыва кайма хатĕрленнĕ;

(13) вăл хăйĕн вунă тарçине чĕнсе илсе, вĕсене вунă мина парса каланă: «эпĕ таврăниччен çакна ĕçе хывса тупăш тăвăр» тенĕ.

(14) Анчах хăй çĕрĕнчи çынсем ăна курайман; вĕсем ун хыçĕнчен «вăл пирĕн патша ан пултăр» тесе калама çынсем янă.

(15) Патшана ларма ирĕк илсе таврăнсан, леш çынни хăй укçа парса хăварнă тарçисене — кам мĕн чухлĕ тупăш тунине пĕлмешкĕн — хăй патне чĕнтернĕ.

(16) Пĕри пынă та каланă: «хуçамăм! эсĕ панă пĕр мина вунă мина тупăш кÿчĕ» тенĕ.

(17) Хуçи ăна каланă: «аван, эсĕ — ырă чура; эсĕ сахалли тĕлĕшĕнчен шанчăклă пултăн, çавăнпа эсĕ вунă хулана тытса тăракан пуçлăх пул» тенĕ.

(18) Тепĕри пырса каланă: «хуçамăм! эсĕ панă пĕр мина пилĕк мина тупăш кÿчĕ» тенĕ.

(19) Хуçи ăна та каланă: «эсĕ те пилĕк хулана тытса тăракан пуçлăх пул» тенĕ.

(20) Виççĕмĕшĕ пырса каланă: «хуçамăм! акă санăн укçу, эпĕ ăна тутăрпа чĕркесе усрарăм,

(21) мĕншĕн тесессĕн эпĕ санран хăрарăм: эсĕ хытă кăмăллă çын, эсĕ хумасăрах илетĕн, акмасăрах выратăн» тенĕ.

(22) Хуçи ăна каланă: «эй усал чура, ху каланă сăмахпах айăплам сана: эпĕ хытă кăмăллă çын иккенне, хумасăрах илнине, акмасăрах вырнине пĕле тăркач,

(23) мĕншĕн-ха эсĕ ман кĕмĕле ĕçе хывмарăн — таврăнсассăн эпĕ тупăш илнĕ пулăттăм» тенĕ.

(24) Унтан хăй умĕнче тăракансене каланă: «унран минăна илĕр те вунă минăллине парăр» тенĕ.

(25) Ăна каланă: «хуçамăр! унăн вунă мина пур» тенĕ.

(26) Хуçи: «калатăп сире — камăн пур, ăна тата парĕç, камăн çук, унран мĕн пуррине те туртса илĕç.

(27) Мана хăйсен патши ан пултăр теекен леш тăшманăмсене кунта илсе килĕр те хам умрах вĕлерĕр» тенĕ.

(28) Çакна каласан Иисус малалла кайнă, Вăл Иерусалималла улăхнă.

(29) Елеон теекен ту тайлăмĕнче ларакан Виффагипе Вифани патне çывăхарсассăн, Иисус Хăйĕн икĕ вĕренекенне çапла каласа янă:

(30) çак хамăр умри яла кайăр; унта кĕрсенех кăкарса хунă, халиччен пĕр çын та утланман çамрăк ашака куратăр; çавна вĕçертсе çавăтса килĕр;

(31) кам та пулин сире: «мĕншĕн вĕçертетĕр»? тесе ыйтсассăн, эсир ăна çапла калăр: «вăл Çÿлхуçана кирлĕ» тейĕр, тенĕ.

(32) Лешĕсем кайнă вара, пĕтĕмпе Вăл каланă пек пулнă.

(33) Вĕсем çамрăк ашака вĕçертсе илнĕ чухне унăн хуçисем вĕсене каланă: ашак тихине мĕншĕн вĕçертетĕр? тенĕ.

(34) Вĕсем çапла хуравланă: вăл Çÿлхуçана кирлĕ, тенĕ.

(35) Ăна вара Иисус патне çавăтса пынă; унтан ашак тихи çине хăйсен тумтирне сарса хунă та Иисуса ун çине хăпарса ларма пулăшнă.

(36) Вăл пынă чухне çынсем хăйсен тумтирне çул тăрăх сарса пынă.

(37) Иисус Елеон тăвĕ çинчен анмалли çĕре çывăхарсан, вĕренекенĕсем пурте, темĕн чухлĕн, хăйсем курнă пур хăватсемшĕн те Турра савăнăçлăн та хыттăн кăшкăрса мухтама пуçланă:

(38) Çÿлхуçа ячĕпе Килекен Патша мухтавлă! тÿпере канăçлăх, çÿлте мухтав! тенĕ.

(39) Халăх хушшинчен хăш-пĕр фарисейсем Иисуса каланă: Вĕрентекен! вĕренекенÿсене чар, тенĕ.

(40) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: калатăп сире: вĕсем шăплансан чулсем кăшкăрса ярĕç, тенĕ.

(41) Хула патне çывăхарсан Иисус ун çине пăхса уншăн йĕрсе янă та

(42) каланă: эх, çакă кун эсĕ те хăвна мĕн канăçлăх кÿнине ăнласа илсенччĕ! анчах халĕ вăл сан куçна курăнмасăр тăрать:

(43) акă эсĕ курас кунсем çитĕç, тăшманусем сан тавра çĕр алтса çаврăнĕç, сана хупăрласа илĕç, сана пур енчен те хĕсĕрлĕç;

(44) сана тустарса-çаратса тухĕç, хăвна та, ачусене те хула хушшинчех çапа-çапа вĕлерĕç, сан вырăнунта чул çинче чул та хăвармĕç, мĕншĕн тесессĕн эсĕ хăвна çăлма килнĕ вăхăта пĕлмерĕн, тенĕ.

(45) Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илÿ тăвакансене хăваласа кăлара пуçланă,

(46) каланă вĕсене: «Манăн Çуртăм — кĕлĕ çурчĕ» тесе çырнă, эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă, тенĕ.

(47) Вăл кулленех Турă Çуртĕнче вĕрентнĕ. Аслă священниксем, кĕнекеçĕсем тата халăх пуçлăхĕсем Ăна пĕтерме май шыранă,

(48) анчах пĕтĕм халăх пĕр хăпмасăр Ăна итленĕрен вĕсем Ăна нимĕн те тăвайман.

Лк 20

(1) Пĕррехинче, Иисус Турă Çуртĕнче халăха Ырă Хыпар каласа вĕрентнĕ кунсенче, аслă священниксем, кĕнекеçĕсемпе аслă çынсем пынă та

(2) каланă Ăна: кала-ха пире, Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? ку ирĕке Сана кам панă? тенĕ.

(3) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: Эпĕ те сирĕнтен пĕр сăмах ыйтам, калăр-ха Мана:

(4) Иоанн шыва кĕртни çÿлтен пулнă-и, этемрен-и? тенĕ.

(5) Лешĕсем хăйсем хушшинче канашланă: «çÿлтен» тесессĕн, Вăл пире: «апла пулсан мĕншĕн ĕненмерĕр ăна?» тейĕ;

(6) «этемрен» тесессĕн, пĕтĕм халăх пире чулпа персе вĕлерĕ, мĕншĕн тесессĕн пурте Иоана пророк тесе ĕненеççĕ» тенĕ.

(7) Вара вĕсем: ăçтан иккенне пĕлместпĕр, тесе хуравланă.

(8) Иисус вĕсене каланă: Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп, тенĕ.

(9) Унтан Вăл халăха çак ытарăша каласа панă: пĕр çын иçĕм çырли пахчи лартнă та, ăна пахчаçăсене парса хăварса, хăй нумай вăхăта тухса кайнă;

(10) вăхăт çитсен вăл хăйĕн чурине пахчаçăсем патне янă — пахчаçăсенчен иçĕм çырли илсе килме хушнă; анчах пахчаçăсем ăна хĕнесе пĕтерсе пуш алăпах кăларса янă.

(11) Вăл ĕнтĕ тата тепĕр чурине янă; вĕсем ăна та хĕнесе, хăртса, пуш алăпах кăларса янă.

(12) Унтан виççĕмĕш чурине янă; вĕсем ăна та суранлантарса пĕтерсе, хăваласа янă.

(13) Вара пахча хуçи каланă: «мĕн тăвас ĕнтĕ манăн? хамăн савнă ывăлăма ярам-ха, тен, ăна курсан вăтанĕç» тенĕ.

(14) Хуçа ывăлне курсассăн, пахчаçăсем пĕр-пĕринпе калаçнă: «ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла; атьăр ăна вĕлерер те унăн еткерне хамăр илер» тенĕ.

(15) Вара ăна пахчаран илсе тухса вĕлернĕ. Пахча хуçи мĕн тăвĕ ĕнтĕ вĕсене?

(16) Килĕ те çав пахчаçăсене вĕлерттерĕ, пахчине урăххисене парĕ, тенĕ. Çакна илтекенсем: ун пек ан пултăрччĕ! тенĕ.

(17) Вăл вĕсем çине тинкерÿллĕн пăхса каланă: «çурт тăвакансем тиркенĕ чул кĕтес никĕсĕ пулчĕ» тесе çырни мĕне пĕлтерет?

(18) Çав чул çине ÿкекен кирек кам та арканĕ; чулĕ кам çине ÿкĕ, çавна лапчăтса пăрахĕ, тенĕ.

(19) Аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем Иисус çак ытарăша хăйсем çинчен каланине ăнласа илнĕ те Ăна çавăн чухнех ярса илесшĕн пулнă, анчах халăхран хăранă.

(20) Вĕсем Ăна сăнасах тăнă; Ăна тÿресен аллине, аслă пуçлăх аллине тытса памашкăн, Вăл каланинче пĕр-пĕр айăпламалли сăмах тупасчĕ тесе, Ун патне ырă çын пек курăнса çÿрекен чее çынсене янă.

(21) Çав çынсем Иисусран ыйтнă: Вĕрентекен! эпир Эсĕ тĕрĕс каланине, тĕрĕс вĕрентнине пĕлетпĕр, Саншăн пур çын та пĕрех, Эсĕ чăнах та Турă çулне вĕрентетĕн;

(22) пирĕн кесаре куланай парас-и, парас мар-и? тенĕ.

(23) Вăл, вĕсен икĕпитлĕхне пĕлсе, каланă вĕсене: мĕншĕн сăнатăр Мана?

(24) Динари кăтартăр-ха Мана: ун çинче кам сăнĕ, кунта кам ятне çырнă? тенĕ.

(25) Вĕсем: кесарĕн, тенĕ. Вăл вĕсене каланă: апла пулсан кесарĕнне — кесаре, Туррăнне Турра парăр, тенĕ.

(26) Вĕсем ĕнтĕ халăх умĕнче Ăна Хăйне айăпламалли сăмах калаттарайман, Вăл мĕнле хуравланинчен тĕлĕнсе калаçма та чарăннă.

(27) Унтан Ун патне саддукейсем — вилнисем чĕрĕлсе тăрасса ĕненменскерсем — пынă, Унран çапла ыйтнă:

(28) Вĕрентекен! Моисей пире валли çапла çырса хăварнă: «камăн та пулин авланнă тăванĕ ача-пăча курмасăр вилсен, çав çын тăванĕ ун арăмне качча илтĕр, çапла вилнĕ тăванĕн йăхне тăстăр» тенĕ.

(29) Çиччĕн пĕртăван пурччĕ: асли авланчĕ те вилчĕ, ачи-пăчи юлмарĕ;

(30) вара çав арăма иккĕмĕшĕ качча илчĕ, вăл та ача-пăчасăрах вилчĕ,

(31) унтан ăна виççĕмĕшĕ качча илчĕ; çапла ăна çиччĕшĕ те качча илчĕç; пурте ача-пăчасăрах вилчĕç;

(32) пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ.

(33) Ĕнтĕ вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрсан вăл хăшĕн арăмĕ пулĕ-ши? вăл çиччĕшĕн арăмĕ те пулнăччĕ, тенĕ.

(34) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: çак тĕнче ачисем авланаççĕ те, качча та каяççĕ;

(35) леш тĕнчене çитсе вилĕмрен чĕрĕлсе тăма тивĕçлĕ пулнисем авланмаççĕ те, качча та каймаççĕ,

(36) вĕсем ĕнтĕ урăх вилме пултараймаççĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ангелсемпе танлашаççĕ, вилĕмрен чĕрĕлсе тăнăскерсем, вĕсем Турă ачисем пулаççĕ.

(37) Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен Моисей те пĕлтернĕ: вăл çунакан тĕм çинчен каласа панă чухне Çÿлхуçана Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенĕ.

(38) Турă Вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри: Уншăн пурте чĕрĕ, тенĕ.

(39) Çавна хирĕç хăш-пĕр кĕнекеçĕсем каланă: Вĕрентекен! Эсĕ аван каларăн, тенĕ.

(40) Унран ĕнтĕ нимĕн çинчен те ыйтма хăяйман. Вăл вара вĕсене каланă:

(41) епле-ха Христоса Давид ывăлĕ теççĕ?

(42) –

(43) Псалом кĕнекинче Давид хăй çапла çырнă: «Çÿлхуçа манăн Çÿлхуçана каланă: Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар» тенĕ.

(44) Çапла Давид Ăна Çÿлхуçа тет пулсассăн, Вăл епле-ха унăн ывăлĕ пулма пултарать? тенĕ.

(45) Пĕтĕм халăх итлесе тăнă чухне Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă:

(46) кĕнекеçĕсенчен сыхланăр: вĕсем вăрăм тумтирпе çÿреме юратаççĕ, халăх пухăвĕсенче хăйсене саламланине кăмăллаççĕ, синагогăсенче малта ларма, ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма юратаççĕ;

(47) вĕсем тăлăх арăмсенĕн çурчĕсене тĕп тăваççĕ, çынна кăтартасшăн нумайччен кĕлтăваççĕ; çавăншăн вĕсем пысăк айăпа юлĕç, тенĕ.

Лк 21

(1) Иисус пăхнă та пуянсем Турă Çуртĕнчи укçа арчине хăйсен парнине хунине курнă;

(2) пĕр чухăн тăлăх арăм та çавăнта икĕ вак укçа хунине курсассăн

(3) Вăл каланă: чăн калатăп сире: çак чухăн тăлăх арăм пуринчен те ытларах хучĕ;

(4) ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кÿчĕç, ку вара, кĕлмĕçскер, хăйĕн мĕн пуррине, хăйне пурăнмалăх укçине ячĕ, тенĕ.

(5) Хăшĕ-пĕрисем Турă Çурчĕ çинчен ăна епле хаклă чулсемпе, çынсем кÿнĕ парнесемпе илемлетнĕ тесе калаçнă чухне

(6) Иисус каланă: çавăн пек кунсем çитĕç, эсир кунта мĕн курни вырăнĕнче чул çине чул та юлмĕ; йăлтах аркатĕç, тенĕ.

(7) Вара Унран ыйтнă: Вĕрентекен! ку хăçан пулĕ? вăл хăçан пулассине мĕнле паллă пĕлтерĕ? тенĕ.

(8) Вăл каланă: сыхланăр, сире илĕртсе ан улталаччăр: нумайăшĕ Ман ятăмпа килĕç те: «Вăл — Эпĕ» тейĕç; çав вăхăт çывăх ĕнтĕ. Вĕсем хыççăн ан кайăр.

(9) Вăрçăсем çинчен, халăх пăлханни çинчен илтсессĕн ан сехĕрленĕр: вĕсем малтан пулмалла, анчах ку — вĕçĕ мар-ха, тенĕ.

(10) Унтан вĕсене каланă: халăх çине халăх, патшалăх çине патшалăх тапăнĕ;

(11) вырăнĕ-вырăнĕпе çĕр чĕтренĕ, выçлăхпа мур чирĕ пулĕ, хăрушă пулăмсем пулĕç, тÿпере аслă паллăсем курăнĕç.

(12) Анчах та унччен маларах сирĕн çине алă хурĕç, сире синагогăсене, тĕрмене хупа-хупа хĕсĕрлĕç, Ман ятăмшăн сире патшасемпе аслă пуçлăхсем умне илсе кайĕç;

(13) сире Ман çинчен кÿнтелеме хушĕç.

(14) Çакна чĕрĕре хывăр: хăвăра хÿтĕлесе мĕн калассине малтанах шухăшласа ан хурăр:

(15) Эпĕ сире кирлĕ сăмахсем те, ăслăлăх та парăп; сире хирĕç тăракансем пĕри те çакна хирĕç калама та, çакна хирĕç тăма та пултараймĕç.

(16) Сире ĕнтĕ аçăр-аннĕр те, тăванăрсем те, хурăнташăрсем те, тусăрсем те тыта-тыта парĕç, сире хăшне-хăшне вĕлерĕç;

(17) Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç;

(18) çапах та сирĕн пуçăр çинчен çÿç пĕрчи те çухалмĕ;

(19) чунăра хăвăр чăтăмлă пулнипе çăлса хăварăр.

(20) Иерусалима йĕри-тавра çар хупăрласа илнине курсассăн, унăн арканас вăхăчĕ çывăхарнине пĕлĕр вара:

(21) Иудейăрисем ун чухне тусем хушшине тарччăр; хуларисем хуларан тухчăр; хула таврашĕнчисем хулана ан кĕччĕр,

(22) мĕншĕн тесессĕн çав кунсем — тавăру кунĕсем: Çырни пĕтĕмпе вырăна килĕ.

(23) Çав кунсенче çийĕнче пур арăмсене, ача ĕмĕртекеннисене хуйхă пулĕ; çĕр çинче темĕн тĕрлĕ асаплăх пулĕ, çак халăх çине çилĕ çитĕ:

(24) хĕç çивĕчĕшĕпе тăкăнĕç, вĕсене тĕрлĕ халăх хушшине тыткăна иле-иле кайĕç; Иерусалима суя тĕнлĕ халăхсем хăйсен вăхăчĕ иртичченех таптĕç.

(25) Хĕвел çинче те, уйăх çинче те, çăлтăрсем çинче те паллăсем пулĕç; çĕр çинчи халăхсем тинĕс кĕрленипе-пăлханнипе аптăраса ÿкĕç;

(26) çÿлти вăй-хăватсем хускалĕç те, тĕнчене килес асапсене кĕтсе, çынсем хăраса виле пуçлĕç;

(27) вара пĕлĕт çинче хăватлăн та аслă мухтавпа килекен Этем Ывăлне курĕç.

(28) Çаксем пула пуçласан эсир пуçăра çĕклесе çÿлелле пăхăр, мĕншĕн тесессĕн сирĕн çăлăнас вăхăтăр çывăхарать, тенĕ.

(29) Унтан вĕсене ытарăш каласа панă: смоква йывăçĕ çине, ытти пур йывăç çине те пăхăр-ха:

(30) вĕсем çулçă кăлара пуçланине курсассăн, эсир хăвăр та çу çывăххине пĕлетĕр.

(31) Çавăн пекех, çаксем пула пуçланине курсан, эсир Турă Патшалăхĕ çывăххине пĕлĕр.

(32) Чăн калатăп сире: çаксем пурте çак ăру пĕтичченех пулса иртĕç;

(33) тÿпепе çĕр те пĕтĕ, Манăн сăмахăмсем вара нихăçан та çухалмĕç.

(34) Хăвăра хăвăр асăрхăр: ашкăнса, ĕçсе ÿсĕрĕлсе ан çÿрĕр, пурăнăç хуйхи-суйхи ăшне ан путăр — çав кун сирĕншĕн кĕтмен çĕртен, сасартăк ан çиттĕр:

(35) вăл ĕнтĕ пĕтĕм çĕр çинче пурăнакансене пурне те таната пек карса илĕ;

(36) çавăнпа кирек хăçан та сыхă тăрăр, кĕлтăвăр — çав пулас асапсенчен пуринчен те хăтăлса Этем Ывăлĕ умне тăма тивĕçлĕ пулăр, тенĕ.

(37) Иисус кăнтăрла Турă Çуртĕнче вĕрентнĕ, каçхине, хуларан тухса, Елеон теекен ту çинче çĕр каçнă.

(38) Вăл вĕрентнине итлеме пĕтĕм халăх Ун патне ир-ирех Турă Çуртне пуçтарăннă.

Лк 22

(1) Тутлăлла çăкăр уявĕ, Пасха ятлăскер, çывăхарса килнĕ;

(2) аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем Иисуса вĕлерме вăрттăн май шыранă, мĕншĕн тесессĕн халăхран хăранă.

(3) Вуникĕ вĕренекенĕнчен пĕрин, Искариот теекен Иудăн, ăшне шуйттан кĕнĕ;

(4) çавă вара кайнă та аслă священниксемпе тата пуçлăхсемпе вĕсен аллине Иисуса епле тытса парасси çинчен калаçнă.

(5) Лешĕсем хĕпĕртесех ÿкнĕ, ăна укçа пама пулнă;

(6) вăл вара сăмах татнă та Ăна вĕсен аллине халăх çук çĕрте тытса пама майлă вăхăт шыранă.

(7) Тутлăлла çăкăр уявĕ çитнĕ, çав кун пасха путекĕ пусмалла пулнă;

(8) Иисус Петрпа Иоана çапла каласа янă: кайăр та хамăр валли пасха хатĕрлесе хурăр, тенĕ.

(9) Вĕсем Ăна: ăçта хатĕрлеме хушатăн пире? тенĕ.

(10) Вăл вĕсене каланă: акă эсир хулана пырса кĕнĕ чухне сире кăкшăмпа шыв çĕклесе пыракан çын тĕл пулĕ; çавăн хыççăн кайăр та вăл кĕнĕ çурта кĕрĕр,

(11) вара çурт хуçине калăр: Вĕрентекен сана: «Эпĕ Хамăн вĕренекенĕмсемпе пĕрле пасха çимелли пÿлĕм ăçта?» тет, тейĕр.

(12) Вăл сире çÿлти пÿлĕме — пысăк та тирпейлĕ пÿлĕме — кăтартĕ; çавăнта хатĕрлĕр, тенĕ.

(13) Вĕсем кайнă, пурте пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулнă, вара пасха хатĕрлесе хунă.

(14) Вăхăт çитсен Иисус çиме ларнă, Унпа пĕрле вуникĕ апостолĕ те ларнă,

(15) Вăл вĕсене каланă: Эпĕ çак пасхăна Хамăн асапăм çитиччен çав тери сирĕнпе пĕрле ларса çиесшĕнччĕ;

(16) калатăп сире: вăл Турă Патшалăхĕнче пулса çитиччен Эпĕ ĕнтĕ ăна урăх çимĕп, тенĕ.

(17) Унтан Вăл курка илсе Турра тав тунă та каланă: çакна илĕр те пĕр-пĕрне парăр, пурте ĕçĕр;

(18) калатăп сире: Эпĕ ĕнтĕ Турă Патшалăхĕ килмесĕр иçĕм çырли эрехне урăх ĕçмĕп, тенĕ.

(19) Унтан çăкăр илсе Турра тав тунă та ăна вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса каланă: çакă — Манăн Ÿтĕм, ăна сирĕншĕн тытса параççĕ; çакна Мана асăнса тăвăр, тенĕ.

(20) Каçхи апат хыççăн çавăн пекех тата курка илнĕ те каланă: çак курка Манăн сирĕншĕн юхакан Юнăмпа хунă Çĕнĕ Халал.

(21) Акă Мана тытса параканăн алли Манпа пĕрле, сĕтел хушшинчех;

(22) ĕнтĕ Этем Ывăлĕ малтан палăртса хунă çулпах пырать, анчах Ăна тытса паракан çынна хуйхă çитĕ, тенĕ.

(23) Вĕренекенĕсем вара хăйсен хушшинчен кам çапла тума пултарать-ха? тесе пĕр-пĕринчен ыйта пуçланă.

(24) Тата вĕсем пĕр-пĕринпе хăйсем хушшинче кама аслăраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнă.

(25) Вăл вара вĕсене каланă: патшасем халăхсемпе хуçаланаççĕ, халăхсене тытса тăракансене «ырăлăх тăвакансем» теççĕ;

(26) эсир апла мар: сирĕн хушшăрта асли кĕçĕнни пек пултăр; пуçлăх пулса тăраканни тарçă пек пултăр.

(27) Хăшĕ аслă — кĕрекере лараканни-и, ĕçлесе тăраканни-и? кĕрекере лараканни мар-и вара? Эпĕ вара — сирĕн хушшăрта ĕçлесе тăракан тарçă пек.

(28) Эсир Мана йывăр килнĕ чухне Манпа пĕрле пултăр,

(29) Мана Аттем Патшалăх панă пек, Эпĕ те сире Патшалăх парса хăваратăп:

(30) Манăн Патшалăхăмра, Ман сĕтелĕм хушшинче ĕçсе çийĕр, Израилĕн вуникĕ ăрăвне сут тумашкăн аслă пукан çине ларăр, тенĕ.

(31) Çÿлхуçа тата каланă: Симон! Симон! акă шуйттан сире тулă пĕрчисене алланă пек аллама ирĕк илчĕ;

(32) анчах Эпĕ, эсĕ ĕненни ан иксĕлтĕр тесе, саншăн кĕлтурăм; эсĕ те ÿлĕмрен, Ман енне çаврăнсан, тăванусене тĕреклĕлентер, тенĕ.

(33) Петр Ăна çапла хуравласа каланă: Çÿлхуçамăм! эпĕ Санпа пĕрле тĕрмене кайма та, вилме те хатĕр, тенĕ.

(34) Иисус каланă ăна: Петр, калатăп сана: кĕçĕр, автан авăтичченех, эсĕ Мана пĕлмĕш пулса виçĕ хут тунăн, тенĕ.

(35) Унтан вĕсене каланă: Эпĕ сире михĕсĕр, хутаçсăр, ура сыррисĕр янă чухне сирĕн мĕн те пулин çитменни пулчĕ-и? тенĕ. Лешĕсем: çитменни нимĕн те пулмарĕ, тенĕ.

(36) Вара Вăл вĕсене каланă: халĕ ĕнтĕ михĕ пурри миххине илтĕр, хутаç та илтĕр; камăн çук, вăл тумтирне суттăр та хĕç туянтăр;

(37) калатăп сире: Ман пирки «усал çынсен шутне кĕртнĕ» тесе çырни пулса иртмелле. Ман çинчен çырни вĕçленсе пырать, тенĕ.

(38) Вĕсем: Çÿлхуçамăр! акă кунта икĕ хĕç пур, тенĕ. Вăл вĕсене: çитет, тенĕ.

(39) Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Елеон тăвĕ çине кайнă; Ун хыçĕнчен вĕренекенĕсем те пынă.

(40) Вырăнне çитсен Вăл вĕсене каланă: кĕлтăвăр, улталанмалла ан пултăр, тенĕ.

(41) Хăй вара вĕсен патĕнчен чул ывăтса çитерес чухлĕ кайнă та чĕркуçленсе ларса çапла каласа кĕлтунă:

(42) эй Аттем! Эсĕ çак куркана Манран ирттерсе яма кăмăл тăвăсăнччĕ, анчах Манăн ирĕкĕм мар, Санăн ирĕкÿ пултăр, тенĕ.

(43) Ун патне çÿлтен ангел анса тĕреклĕлетнĕ Ăна.

(44) Тертленекенскер, Иисус тата хытăрах кĕлтунă: Унăн тарĕ çĕре тăкăнакан юн тумламĕ пек тумланă.

(45) Кĕлтунă хыççăн Вăл вĕренекенĕсем патне пынă та лешĕсем хуйхăпа аптăраса çывăрса кайнине курнă,

(46) вĕсене каланă: эсир çывăратăр-и? тăрăр, кĕлтăвăр, улталанмалла ан пултăр, тенĕ.

(47) Вăл çапла каласа тăнă хушăрах халăх пырса çитнĕ; халăх умĕнчен вуникĕ вĕренекенĕнчен пĕри, Иуда ятли, пынă, вăл Иисуса чуптăвас тесе Ун патне пынă. Хăйĕнпе пынисене вăл çавнашкал паллă пама пулнă: эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă пулĕ, тенĕ.

(48) Иисус ăна каланă: Иуда! Этем Ывăлне чуптусах тытса паратăн-им? тенĕ.

(49) Ĕç ăçталла сулăннине курсассăн, Иисуспа пĕрле пынисем каланă Ăна: Çÿлхуçамăр! хĕçсене кăларар мар-и? тенĕ.

(50) Вĕсенчен пĕри ĕнтĕ хĕççине аслă священник чури çине сулса янă та унăн сылтăм хăлхине касса татнă.

(51) Вара Иисус каланă: ан тивĕр, çитĕ, тенĕ. Унтан вăл тарçă хăлхине сĕртĕнсе сыватнă ăна.

(52) Хăйне хирĕç пухăнса пынă аслă священниксене, Турă Çуртне пăхса тăракан пуçлăхсене, аслă çынсене Иисус каланă: Мана тытма эсир, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалчасемпе тухнă.

(53) Эпĕ куллен сирĕнпе пĕрле Турă Çуртĕнчеччĕ, эсир ун чухне Ман çине аллăра çĕклемерĕр, халĕ ĕнтĕ — сирĕн вăхăтăр, сĕмлĕх ирĕкĕ, тенĕ.

(54) Иисуса ярса тытнă та аслă священник çуртне илсе кайнă. Петр хыçалтан аякран пынă.

(55) Картиш варрине вут чĕртсе пĕрле пуçтарăнса ларсан, вĕсен хушшине Петр та пырса ларнă.

(56) Пĕр хĕрарăм тарçă, Петр вут умĕнче ларнине курсан, ун çине тинкерсе пăхнă та: ку та Унпа пĕрлеччĕ, тенĕ.

(57) Петр хĕрарăм тарçăна: эпĕ ăна палламастăп, тесе Иисусран туннă.

(58) Кăштахран ăна тепĕри курнă та: эсĕ те вĕсен ушкăнĕнченех, тенĕ. Петр çав çынна та: çук-çке, тенĕ.

(59) Сехете яхăн вăхăт иртсен тата тепĕри çине тăрсах каланă: ку та чăнах Унпа пĕрлеччĕ, ку — Галилея çынни, тенĕ.

(60) Петр çав çынна: эсĕ мĕн каланине пĕлместĕп, тенĕ. Вăл çапла каласа тăнă хушăрах сасартăк автан авăтса янă.

(61) Çавăн чухне Иисус Петр çине çаврăнса пăхнă; Петр вара хăйне Иисус мĕн каланине — «автан авăтиччен эсĕ Манран виçĕ хутчен тунăн» тенĕ сăмаха — аса илнĕ.

(62) Унтан тухса кайса питĕ хытă йĕнĕ.

(63) Иисуса сыхласа тăракансем Ăна мăшкăлланă, хĕненĕ;

(64) Унăн куçне хупласа, Ăна питĕнчен çупа-çупа ярса: Эсĕ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам çапрĕ? тенĕ.

(65) Ăна ĕнтĕ тĕрлĕрен усал сăмах каласа хурланă.

(66) Тул çутăлсанах халăх пуçлăхĕсем, аслă священниксем тата кĕнекеçĕсем синедрион канашне пуçтарăннă, Ăна çавăнта илсе пынă та

(67) каланă: Христос Эсĕ-и? кала пире, тенĕ. Вăл вĕсене каланă: каласан та эсир ĕненес çук,

(68) хăвăртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас çук, Мана ярас та çук;

(69) кунтан малашне Этем Ывăлĕ хăватлă Туррăн сылтăм енне ларĕ, тенĕ.

(70) Вара пурте: апла Эсĕ Турă Ывăлĕ-им? тенĕ. Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: Вăл Эпĕ тесе эсир калатăр, тенĕ.

(71) Вĕсем вара каланă: кÿнтеленсем кăтартни мĕне кирлĕ тата пире? эпир хамăр Ун çăварĕнченех илтрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ.

Лк 23

(1) Унтан вара вĕсем пурте тăнă та Иисуса Пилат патне илсе кайнă;

(2) вĕсем Ăна çапла каласа айăпла пуçланă: эпир пĕлетпĕр: Вăл пирĕн халăха пăсса çÿрет, Хăйне Христос Патша тесе, кесаре куланай пама хушмасть, тенĕ.

(3) Пилат Иисусран ыйтнă: Эсĕ Иудея Патши-и? тенĕ. Вăл ăна çапла хуравласа каланă: эсĕ калатăн, тенĕ.

(4) Пилат аслă священниксемпе халăха каланă: эпĕ Ку Çынра нимĕнле айăп та тупаймастăп, тенĕ.

(5) Анчах та лешĕсем çине тăрсах каланă: Вăл пĕтĕм Иудея тăрăх вĕрентсе çÿресе Галилейăран пуçласа кунта çитичченех халăха пăлхатать, тенĕ.

(6) Галилея тенине илтсен Пилат: Вăл Галилея çынни-им? тесе ыйтнă.

(7) Вăл Ирод тытса тăракан çĕршыври çын иккенне пĕлсен, Пилат Ăна Ирод патне янă; лешĕ çав кунсенче шăпах Иерусалимра пулнă.

(8) Иисуса курсассăн Ирод питĕ хĕпĕртенĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Ун çинчен нумай илтнĕ те Ăна тахçантанпах курасшăн пулнă: вăл Унран пĕр-пĕр хăват курма ĕмĕтленнĕ,

(9) вăл Ăна темĕн чухлĕ ыйту панă, анчах Иисус ăна нимĕн те каламан.

(10) Аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем Ăна питĕ хытă айăпласа тăнă.

(11) Ирод хăйĕн салтакĕсемпе Ăна хурласа, мăшкăлласа пĕтернĕ те, çутă тумтир тăхăнтартса, каялла Пилат патне янă.

(12) Çав кун вара Пилатпа Ирод иккĕшĕ туслашнă, унччен вĕсем пĕр-пĕринпе тавлă тăнă.

(13) Пилат аслă священниксене, пуçлăхсене тата халăха чĕнсе пуçтарнă та

(14) каланă вĕсене: эсир Ку Çынна ман патăма халăха пăтратакан тесе илсе килтĕр; акă эпĕ хăвăр умăртах ыйтса тĕпчерĕм, анчах Ку Çынра эсир айăпланă тĕлĕшĕнчен нимĕнле айăп та тупмарăм;

(15) Ирод та çаплах Унра нимĕнле вĕлермелли айăп та тупайман: эпĕ Ăна ун патне янăччĕ;

(16) эппин, хĕнеттерем те кăларса ярам Ăна, тенĕ.

(17) Унăн, йăла тăрăх, халăх ыйтнипе, тĕрмере ларакансенчен пĕрне уяв ячĕпе ирĕке кăлармалла пулнă.

(18) Анчах пĕтĕм халăх: Иисуса вĕлерттер! пире Вараввăна кăларса пар! тесе кăшкăра пуçланă.

(19) Варавва вăл хулари халăха пăлхатнăшăн, çын вĕлернĕшĕн тĕрмере лараканскер пулнă.

(20) Пилат, Иисуса кăларса ярасшăн пулса, тепĕр хут та калаçнă.

(21) Анчах та халăх: пăталаттар Ăна, пăталаттар! тесе кăшкăрнă.

(22) Пилат вĕсене виççĕмĕш хут каланă: мĕн усалли тунă-ха Вăл? эпĕ Унра нимĕнле вĕлермелли айăп та тупаймарăм; эппин, хĕнеттерем те кăларса ярам Ăна, тенĕ.

(23) Анчах та лешĕсем çаплах хытă кăшкăрса Ăна пăталаттарма ыйтса тăнă; ĕнтĕ халăхпа аслă священниксем кăшкăрни çĕнтернĕ.

(24) Пилат вара вĕсем ыйтнă пек тума пулнă:

(25) халăха пăлхатнăшăн, çын вĕлернĕшĕн тĕрмере лараканскере вĕсем ыйтнипе кăларса янă; Иисуса вĕсен аллине панă.

(26) Ăна илсе кайнă чухне хиртен таврăнакан пĕр çынна — Киринея çыннине Симона — ярса тытнă та, ăна хĕрес йăттарса, Иисус хыççăн çĕклесе пыма хушнă.

(27) Иисус хыçĕнчен темĕн чухлĕ халăх пынă, хĕрарăмсем Уншăн хурланса йĕрсе пынă.

(28) Иисус вĕсем енне çаврăнса каланă: эй Иерусалим хĕрĕсем! Маншăн ан йĕрĕр, хăвăршăн та хăвăр ачăрсемшĕн йĕрĕр,

(29) çавăн пек кунсем килĕç, ун чухне çапла калĕç: «ача туманнисем, ача çуратман варсем, ача ĕмĕртмен кăкăрсем телейлĕ!» тейĕç.

(30) Çавăн чухне тусене кала пуçлĕç: «пирĕн çине ÿкĕр!» тейĕç; сăртсене те: «пире хупласа хурăр!» тейĕç.

(31) Ешерсе ларакан йывăçа çапла тăваççĕ пулсан, апла хăрăккине мĕн пулĕ? тенĕ.

(32) Унпа пĕрле тата икĕ усал çынна вĕлерме илсе пынă.

(33) «Пуç тÿпи» теекен вырăна çитсессĕн Иисуса та, усал çынсене те хĕрес çумне пăталанă: пĕрне Унăн сылтăм енне, тепĕрне сулахай енне пăталанă.

(34) Иисус каланă: эй Аттем! каçар вĕсене: вĕсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ, тенĕ. Унăн тумтирне шăпа ярса валеçнĕ.

(35) Халăх пăхса тăнă. Халăхпа пĕрле пуçлăхсем те мăшкăлласа кулса каланă: ыттисене çăлатчĕ, Вăл Туррăн суйласа илнĕ Христосĕ пулсан, ан тив, Хăйне Хăй çăлтăр! тенĕ.

(36) Çавăн пекех салтаксем те Унран мăшкăлласа кулнă, Ăна сĕрхе парса каланă:

(37) Эсĕ Иудея Патши пулсан Хăвна Ху çăл ĕнтĕ, тенĕ.

(38) Унăн пуçĕ тĕлне грекла, римла тата еврейла «Çакă — Иудея Патши» тесе çырса çапнă.

(39) Хĕрес çумне пăталаса çакнă усал çынсенчен пĕри Ăна мăшкăлласа каланă: Эсĕ Христос пулсан Хăвна та, пире те çăл, тенĕ.

(40) Тепĕри тата мăшкăллама мар, ăна чарса каланă: эсĕ Турăран хăрамастăн-и? хăвна та вĕлерме сут тунă-çке.

(41) Пире тÿррипе айăпланă: эпир хамăр ĕçĕмĕрсемшĕн тивĕçлине куратпăр; Вăл вара нимĕнле усал ĕç те туман, тенĕ.

(42) Унтан вăл Иисуса: эй Çÿлхуçа! Хăвăн Патшалăхна кĕрсен асна илсем мана, тенĕ.

(43) Иисус каланă ăна: чăн калатăп сана: паянах Манпа пĕрле райра пулăн, тенĕ.

(44) Кăнтăрла улттăмĕш сехет тĕлнелле пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларнă, тăххăрмĕш сехете çитичченех çапла тăнă:

(45) хĕвел тĕттĕмленнĕ, Турă Çуртĕнчи чаршав çурмаран çурăлса аннă.

(46) Иисус хыттăн кăшкăрса янă: эй Аттем! сывлăшăма Санăн аллуна паратăп, тенĕ. Çапла каласанах Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă.

(47) Çавăнта мĕн пулнине курнă çĕрпÿ Турра мухтаса каланă: Ку чăнах та сăваплă Çын пулнă иккен, тенĕ.

(48) Çавна курма пуçтарăннă халăх, унта мĕн пулса иртнине курсан, пурте кăкăрне çапа-çапа таврăннă.

(49) Иисуса пĕлекенсем пурте тата Ун хыççăн Галилейăран пынă хĕрарăмсем çавна аякран пăхса тăнă.

(50) Çавăн чухне Иосиф ятлă пĕр тÿрĕ те ырă çын — канашра лараканскер,

(51) анчах ун чухне çав канаш ĕçне хутшăнманскер, Иудейăри Аримафея çынни, хăй те Турă Патшалăхне кĕтсе тăраканскер —

(52) Пилат патне пырса Иисус Ÿтне ыйтнă;

(53) вара Ăна хĕрес çинчен антарса таса пирпе чĕркенĕ те чул тăва касса кĕрсе тунă, унччен никама та пытарман тупăклăха хунă.

(54) Ун чухне эрнекун пулнă, шăматкун çитсе пынă.

(55) Иисуспа пĕрле Галилейăран килнĕ хĕрарăмсем Иосиф хыçĕнчен кайнă, вĕсем Унăн Ÿтне епле тупăклăха хунине пăхса тăнă;

(56) унтан таврăнсан вĕсем ырă шăршăллă сĕрĕшсем хатĕрлесе хунă; шăматкун вара, саккун тăрăх, вĕсемшĕн канăç кунĕ пулнă.

Лк 24

(1) Эрненĕн малтанхи кунĕнче ирхине ирех хĕрарăмсем хатĕрлесе хунă ырă шăршăллă сĕрĕшсене илсе тупăклăх патне пынă; вĕсемпе пĕрле урăх хĕрарăмсем те пулнă;

(2) вĕсем ĕнтĕ тупăклăх умĕнчи чула йăвантарса куçарса хунине курнă.

(3) Тупăклăха кĕрсе пăхнă та — унта Иисусăн Ÿтне тупайман.

(4) Хĕрарăмсем нимĕн шухăшлама пĕлмесĕр тăнă чухне сасартăк вĕсен умне çап-çутă тумтир тăхăннă икĕ çын пырса тăнă.

(5) Хĕрарăмсем хăраса çĕрелле пăхса тăнă чухне каланă вĕсене: мĕншĕн эсир Чĕрĕскере вилнисен хушшинче шыратăр?

(6) Вăл кунта çук: Вăл чĕрĕлсе тăчĕ. Астуса илĕр-ха, Галилейăра чухнех Вăл сире:

(7) «Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса памалла, хĕрес çумне пăталамалла, Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăмалла» тесе каланăччĕ, тенĕ.

(8) Вĕсем вара Унăн сăмахĕсене астуса илнĕ;

(9) унтан тупăклăх патĕнчен таврăннă та çакна пĕтĕмпе вунпĕр вĕренекенне тата ыттисене каласа кăтартнă.

(10) Çавăн çинчен апостолсене каласа кăтартакансем — Мария Магдалина, Иоанна тата Иаков амăшĕ Мария; вĕсемпе пĕрле урăх хĕрарăмсем те пулнă.

(11) Вĕсен сăмахĕсем апостолсене пушă сăмах пек туйăннă та, вĕсем хĕрарăмсене ĕненмен.

(12) Çавах та Петр тупăклăх патне чупса кайнă; пĕшкĕнсе шалалла пăхсассăн, вăл унта выртакан пирсене çеç курнă; вара мĕн пулнинчен тĕлĕнсе каялла таврăннă.

(13) Çав кунах вĕренекенĕсенчен иккĕшĕ Иерусалимран пĕр утмăл стадире ларакан Эммаус ятлă яла кайма тухнă;

(14) вĕсем ĕнтĕ мĕн-мĕн пулса иртни çинчен калаçса пынă.

(15) Çапла пĕр-пĕринпе калаçса-сÿтсе явса пынă чухне Иисус Хăй вĕсем патне çывăхарнă та вĕсемпе пĕрле пынă;

(16) анчах вĕсен куçĕсем урăхла кăтартнă та, вĕсем Иисуса паллайман.

(17) Вăл вĕсене каланă: эсир капла пĕр-пĕринпе мĕн çинчен калаçса пыратăр? эсир мĕншĕн çапла салхуллă? тенĕ.

(18) Вĕсенчен пĕри, Клеопа ятли, Ăна çапла хуравласа каланă: Иерусалима килнисенчен пĕр Эсĕ çеç унта çак кунсенче мĕн пулнине пĕлместĕн пулĕ? тенĕ.

(19) Вăл каланă вĕсене: мĕн çинчен? тенĕ. Вĕсем каланă Ăна: Назарет Иисусĕ çинчен, Вăл пророкчĕ, Турă умĕнче те, пĕтĕм халăх умĕнче те ĕçĕпе те, сăмахĕпе те хăватлăччĕ;

(20) Ăна аслă священниксемпе пирĕн пуçлăхсем вĕлермелле сут тумашкăн тытса пачĕç те хĕрес çумне пăталаттарчĕç.

(21) Эпир вара Израиле хăтараканни Çавă тесе шанса-ĕмĕтленсе тăраттăмăр; çав ĕç пулса иртнĕренпе паян виççĕмĕш кун ĕнтĕ.

(22) Тата пире хамăрăн хăш-пĕр хĕрарăмсем тĕлĕнтерчĕç: вĕсем ир-ирех тупăклăх патне пынă та

(23) Унăн Ÿтне тупайман, каялла таврăнсан вĕсем: пире ангелсем курăнчĕç, терĕç; ангелсем вĕсене: Вăл чĕрĕ, тенĕ.

(24) Пирĕн хушшăмăртан хăшĕ-пĕрисем тупăклăх патне кайса пăхрĕç те, хĕрарăмсем каланă пекех пулнă, анчах Хăйне курман, тенĕ.

(25) Вăл вара вĕсене каланă: ăссăр та мăран чĕреллĕ-çке эсир, çавăнпа пророксем мĕн каланине ĕненме пултараймастăр!

(26) Христосăн çапла асап тÿсмелле марччĕ-и, Хăйĕн мухтавлăхне çапла кĕмелле марччĕ-и вара? тенĕ.

(27) Унтан Вăл Моисейрен пуçласа пур пророк та Хăй çинчен Çырура мĕн каланине пĕтĕмпех вĕсене ăнлантара-ăнлантара панă.

(28) Вĕсем хăйсем çитес ял патне çывăхарнă; Вăл тата малалла каясшăн пек пулнă.

(29) Анчах вĕсем Ăна ярасшăн пулман: кун каçалла сулăнчĕ — пирĕнпе пĕрле юл, тенĕ. Вăл вара вĕсемпе пĕрле юлнă.

(30) Вĕсемпе пĕрле апат çиме ларсан, Вăл çăкăр илсе пилленĕ те ăна вĕсене хуçа-хуçа панă.

(31) Çавăн чухне вĕсен куçĕсем уçăлнă та вĕсем Ăна палласа илнĕ; анчах Вăл вĕсене курăнми пулнă.

(32) Вара вĕсем пĕр-пĕрне каланă: Вăл пирĕнпе çул çинче калаçса килнĕ чухне, Çырури сăмахсене ăнлантара-ăнлантара каланă чухне пирĕн чĕре темĕн пекех савăнмарĕ-и вара? тенĕ.

(33) Вĕсем ĕнтĕ çав сехетрех тăрса тухнă та Иерусалима таврăннă; унта пĕрле пухăннă вунпĕр апостолпа ыттисене тĕл пулнă;

(34) кусем: Çÿлхуçа чăнах та чĕрĕлсе тăнă, Симона курăннă, тесе каласа панă.

(35) Лешĕсем те çул çинче мĕн пулнине тата Вăл çăкăр хуçа-хуçа парсан хăйсем Ăна епле палласа илнине каласа кăтартнă.

(36) Вĕсем çакăн çинчен калаçнă чухне Иисус Хăй вĕсем варрине тăнă та: канăçлăх пултăр сире! тенĕ.

(37) Хăраса-сехĕрленсе ÿкнипе вĕсем куçа çапла курăнать пулĕ тесе шухăшланă.

(38) Вăл вĕсене каланă: мĕншĕн хăратăр, мĕншĕн-ха сирĕн чĕрĕре çакнашкал шухăшсем кĕреççĕ?

(39) Манăн алăсене, Манăн урасене пăхăр-ха; ку — Эпĕ Хамах; Мана хыпаласа пăхăр: куратăр-и — Ман ÿт те, шăмă та пур, сывлăшăн çавă çук, тенĕ.

(40) Çапла каласассăн вĕсене Хăйĕн аллине, урине кăтартнă.

(41) Вĕсем савăннипе ĕненмесĕр тĕлĕнсе тăнă чухне Вăл вĕсене каланă: сирĕн кунта мĕн те пулин çимелли пур-и? тенĕ.

(42) Вĕсем Ăна ăшаланă пулă татăкĕпе караслă пыл панă.

(43) Вăл çавна илнĕ те вĕсен умĕнчех çинĕ.

(44) Унтан вĕсене каланă: Эпĕ сире хăвăрпа пĕрле чухнех Ман çинчен Моисей саккунĕнче, пророксенĕн кĕнекисенче тата псаломсенче çырни пĕтĕмпе вырăна килмелле тесе калани акă çакă ĕнтĕ, тенĕ.

(45) Çавăн чухне Вăл Çырăва ăнланмашкăн вĕсене ăстăн панă.

(46) Унтан вĕсене каланă: мĕнле çырнă, çавăн пек пулмаллаччĕ: виççĕмĕш кунне вилĕмрен чĕрĕлсе тăмаллаччĕ,

(47) Ун ячĕпе ÿкĕнсе çылăх каçарттарма Иерусалимран пуçласа мĕнпур халăхсене вĕрентсе çÿремелле.

(48) Эсир çавна куракансем пултăр.

(49) Акă Эпĕ сирĕн çине Аттем пама пулнине яратăп; çÿлтен хăват иличчен эсир Иерусалим хулинче тăрăр, тенĕ.

(50) Унтан вĕсене хуларан илсе тухса Вифание çитернĕ те аллисене çĕклесе пилленĕ.

(51) Пилленĕ чухне Вăл, вĕсенчен уйăрăлса, тÿпене çĕклене пуçланă.

(52) Вĕсем ĕнтĕ Ăна ÿксе пуççапнă та савăнса Иерусалима таврăннă.

(53) Вĕсем яланах Турă Çуртĕнче Турра аслăласа, мухтаса тăнă. Аминь.

Advertisements

Лука çырнă Евангели” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

w

Connecting to %s