Лука çырнă Евангели

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

 Лука çырнă Евангели

Лк 1

(1) –

(2) Ĕнтĕ нумайăшĕ пирĕн хушшăмăрта пулса иртнĕ паллă ĕçсем çинчен — Сăмаха чăн малтанах куçа-куçăн курса Унăн ĕçне ĕçлекенсем хамăра мĕн каласа кăтартнине — çыра пуçларĕç,

(3) çавăнпа эпĕ те, хисеплĕ çыннăм Феофил, çакна пуçламăшĕнченех пĕтĕмпе лайăх тĕпчесе тухса, ун çинчен сана йĕркипе çырса пама шутларăм:

(4) хăвна мĕн вĕрентни чăннипе те тĕрĕс пулнине пĕлсе çиттĕр терĕм.

(5) Иудея патши Ирод вăхăтĕнче Авий ăрăвĕн черетĕнче Захария ятлă пĕр священник пулнă; унăн арăмĕ Аарон ăрăвĕнчен тухнă, вăл Елисавета ятлă пулнă.

(6) Вĕсем иккĕшĕ те Турă умĕнче тÿрĕ çынсем пулнă: Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене, Вăл хунă йĕркесене пурне те тĕрĕс тытса пурăннă.

Малаллине вулас

Эпĕ куллен пурăнан ĕненÿ: январĕн 2-мĕшĕ

Кунсерен ирхине вуламалли кĕнеке

VulaCV валли ятарлă оригиналлă авторла публикаци  

Эпĕ сире ярса панă материалсем сăнавлă çеç. Апла пулин те публикацилеме хирĕçлеместĕп. Вĕсем сăнавлă пулнине палăртмалла анчах тесе шутлатăп. Манăн авторлăха псевдонимпа палăртсан аван пулĕччĕ.

— Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ


Илĕртӳрен хӳтелекенĕ

„Санăн умăнта çылăха кĕрес марччĕ тесе Санăн сăмахна чĕрем тĕпĕнчех тытатăп.“
— Пс.118:11

Йăнăшла вĕрентӳсемпе ултава пула тĕрĕс çултан пăрăнмалла ан пултăр тесен пирĕн ăс чăнлăхпа тулли пулмалла, пирĕн чăнлăх çинчен шухăшласа тăмаллах. Турă Сăмахĕ ăса тăшмана çĕнтермелли хастарсем парĕ. Çыннăн асĕнче Библин сăмахĕсем пуянăн упранса юлнă пулсан, çав çын телейлĕ, мĕншĕн тесен çав сăмахсем ăна хăйне тапăнас илĕртӳсенчен хӳтелеççĕ. Турă сăмах панисем — çав çыннăн хӳтлĕхĕ. «Санăн умăнта çылăха кĕрес марччĕ тесе Санăн сăмахна чĕрем тĕпĕнчех тытатăп.»

Турă Сăмахĕ яланах пирĕн ăсра, пирен çăварта пулмалла. «Çапла çырнă» тени пирĕн якорĕ пулмалла. Турă Сăмахĕпе канашлакан çынсем этем халсăррине ăнланаççĕ, этем чĕрин усал туртăмĕсене çĕнтерме Туррăн хăвачĕ кăна пултарнине пĕлсе тăраççĕ. Вĕсенĕн чĕри яланах кĕлтуса тăрать. Вĕсене Туррăн ангелĕсем упраса тăраççĕ. «Тăшман юханшыв пек капланса килсессĕн, Çӳлхуçа варкăшĕ хăваласа ярĕ ăна.» (Ис.59:19).

Турă çынсемпе Хăйĕн Сăмахĕ урлă калаçать. Камшăн Турă Сăмахĕ – чунĕн апачĕ, çав çын ырă ĕçсем тăвас енпе ăнăçса пырать. Библи — пуян шахта, анчах та унти мула тупмашкăн ĕçлемеллех — ăна тĕпчемелле. Çав çынна илĕртӳсем тапăнсан Турă Сывлăшĕ ăна çав вăхăтра ăна питĕ кирлĕ сăмахсене аса илтерĕ. Çав сăмахсемпе усă курса çав çын илĕртӳсене çĕнтерĕ.

Пирĕн Библине лайăхрах пĕлмелле. Сăваплă Çырăвăн вырăнĕсене аса хурсан, вĕсене пăхмасăр калама вĕренсен, эпир чылай илĕртĕве хăваласа ярăпăр. Шуйттанăн илĕртĕвĕсем килес  çула «Çапла çырнă» текен сăмахсемпе пӳлер. Пирĕн пурнăçра пирĕн ĕненӳпе хăюллăха тĕрĕслекен сăнавсем пулаççех. Вĕсене Иисус Христос пире пама кăмăл тунă хăватпа çĕнтерсе пырсан вĕсем пире çирĕпрех тăвĕç. Анчах та пирĕн Вăл панă сăмаха пĕр иккĕленмесĕр ĕненмелле.


Copyright © 2017 VulaCV: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ. Автор хăйĕн прависене хÿтĕленĕ.