Митта Ваçлейĕ: Статьясенчен

Статьясенчен


…пурнăçа тивĕçсĕр эреветлесе кăтартни çыннăн ăстăнне тĕтрелетме, вăй-халне шĕветме çеç пултарать. Пурнăçри чăн-чăн тĕрĕслĕхе, социализм çулĕ çинчи хирĕçÿлĕхсене ним пытармасăр кăтартни этемĕн кĕрешÿ вăйне хăпартать, хавхалантарать. Хурине курсан хурах кăшкăрни, аслине курсан асан кăшкăрни мар кирлĕ литературăра, марксизм-ленинизм куçĕпе пурнăç мĕнлине тата мĕнле пулмаллине курса, художникăн çутă ăстăнĕ, хăватлă кăмăлĕ витĕр шăранса тухнă произведенисем кирлĕ. Чăн пурнăçа пурнăç чăнлăхĕпе çутатса памалла.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: „Тайăр” Ярăмран

* * *

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем.
Пар ирĕк — çутăрах çунма.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ – Чăваш Çыннине

Чăваш Çыннине

Хаклă чăваш çынни — хамăн тăван,

Юрлам халĕ сана юррăма,

Йăвăр ĕçре сана йăпатмашкăн

Кăларам-ха хĕрÿ сăввăма.

 

Эпĕр иксĕмĕр те ĕç ачисем,—

Çуралтăмăр асап йăвинче,

Пире йăвăр пурнăç хăвачĕсем

Ÿстерчĕçĕ хăйсен аллинче.

 

Тимĕрленчĕç пирĕн аллăмăрсем

Хура çĕре чун пек ĕçлесе,

Хурçăланчĕç çамрăк чĕремĕрсем

Ĕç асаппе вăйлă кĕрешсе.

 

Пирĕн çунса тăран чĕр вăй-хăват

Çĕнĕ пурнăç тума ăвăнчĕ.

Ак ĕнтĕ вăл ăна тинех тăвать,

Пурнăç никĕсĕ çирĕп хывăнчĕ.

 

Тинех, тăшман вилсе çĕрнĕ хыççăн,

Пирĕн ĕç кăкăрĕ хăпарать.

Акă ĕнтĕ, тăван, курсам, хальхаççăн

Чăваш яч те епле сарăлать.

 

Сарăлтăр-ха, тăван, сарăлтăр-ха,

Хамăрăн ырă ят тĕнчене!

Çакă юррăн сасси ян кайтăр-ха,

Савăнтартăр ĕçченсен чĕрине!

 

1926