Марк çырнă Евангели


 Марк çырнă Евангели

Мк 1

(1) Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен пĕлтернĕ Евангели пуçламăшĕ:

(2) пророксен кĕнекинче çапла çырнă: «акă Эпĕ Санăн умăнтан Хамăн ангелăма яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ».

(3) «Пушхирте кăшкăрса чĕнекенĕн сасси илтĕнет: Çÿлхуçа валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ тăвăр» тенĕ.

(4) Вара Иоанн килнĕ. Пушхирте вăл çылăх каçарттармашкăн çылăхран ÿкĕнсе шыва кĕме вĕрентнĕ.

(5) Ун патне пĕтĕм Иудея çĕрĕнчен те, Иерусалим хулинчен те халăх пыма пуçланă; вăл вĕсене çылăхĕсенчен ÿкĕнтерсе Иордан шывĕнче шыва кĕртнĕ.

(6) Иоанн вăл тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çÿренĕ, çиессе хĕрлĕ шăрчăк тата кайăк хурт пылĕ çисе пурăннă.

(7) Вăл çапла каласа вĕрентнĕ: ман хыççăн манран Хăватли килет, эпĕ, пĕшкĕнсе, Унăн ури сыррин чĕнне салтма та тивĕçлĕ мар;

(8) эпĕ сире шывпа тĕне кĕртрĕм, Вăл сире Таса Сывлăшпа тĕне кĕртĕ, тенĕ.

(9) Çав кунсенче Галилейăри Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынă, Иоанн Ăна Иорданра шыва кĕртнĕ.

(10) Шывран тухнă чухне Иоанн тÿпе уçăлса кайнине, Сывлăш кăвакарчăн пек курăнса Ун çине аннине курнă.

(11) Тата тÿперен: «Эсĕ Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Сан çинче» тесе каланă сасă илтĕннĕ.

(12) Çавăн хыççăнах Сывлăш Иисуса пушхире илсе кайнă.

(13) Пушхирте Вăл тискер кайăксем хушшинче хĕрĕх кун пурăннă; унта Ăна шуйттан сăнанă; Ăна ангелсем ĕçлесе тăнă.

(14) Иоана тытса панă хыççăн Иисус Галилейăна пынă та Турă Патшалăхĕн Ырă Хыпарĕ çинчен вĕрентсе çÿренĕ,

(15) Вăл çапла каланă: ĕнтĕ вăхăт çитрĕ, Турă Патшалăхĕ çывăхарчĕ: ÿкĕнĕр, Евангелие ĕненĕр, тенĕ.

(16) Иисус Галилея тинĕсĕ хĕррипе иртсе пынă чухне тинĕсе тетел яракан Симонпа унăн шăллĕне Андрее курнă: вĕсем пулăçăсем пулнă.

(17) Иисус вĕсене каланă: Ман хыççăн пырăр, Эпĕ сире çын тытакан тăвăп, тенĕ.

(18) Вĕсем вара çав самантрах тетелĕсене пăрахса хăварса Ун хыççăн кайнă.

(19) Кăштах малалла кайсассăн, Вăл Зеведей ывăлĕсене Иаковпа унăн шăллĕне Иоана курнă, кусем те кимĕ çинче тетелĕсене юсаса тăнă;

(20) çавăн чухнех вĕсене те чĕннĕ. Вĕсем вара хăйсен ашшĕне Зеведее тарçисемпе пĕрле кимĕ çинче хăварса Ун хыççăн кайнă.

(21) Вĕсем Капернаума çитеççĕ; унта Вăл пĕрремĕш шăматкунах синагогăна пырать те вĕренте пуçлать.

(22) Вăл мĕнле вĕрентнинчен тĕлĕннĕ: Вăл вĕсене кĕнекеçĕсем пек мар, хăватлăн вĕрентнĕ.

(23) Вĕсен синагогинче усал ернĕ çын пулнă, çавă кăшкăрса янă:

(24) эй Назарет Иисусĕ! Санăн пирĕн çумра мĕн ĕç пур? Эсĕ пире пĕтерме килнĕ! эпĕ Эсĕ камне пĕлетĕп: Эсĕ — Туррăн Святойĕ, тенĕ.

(25) Иисус ăна чарса каланă: чарăн, тух ун ăшĕнчен, тенĕ.

(26) Вара усал сывлăш çав çынна чĕтрентерсе, тискерле кăшкăрса ун ăшĕнчен тухнă.

(27) Пурте сехĕрленсе ÿксе пĕр-пĕринчен çапла ыйтнă: мĕн ку? хăватлă çĕнĕ вĕрентÿ-и? Вăл усал сывлăшсене хушать те, лешĕсем Ăна пăхăнаççĕ, тенĕ.

(28) Вара часах Ун çинчен пĕтĕм Галилея таврашне чап сарăлнă.

(29) Синагогăран тухсанах вĕсем Иаковпа тата Иоанпа пĕрле Симонпа Андрей килне пынă.

(30) Симон хунямăшĕ тар чирĕпе выртнă пулнă; çийĕнчех Иисуса ун çинчен каласа параççĕ.

(31) Вăл ун патне пынă та ăна аллинчен тытса çĕклесе тăратнă; вара тар чирĕ тÿрех иртсе кайнă, хĕрарăм ĕнтĕ вĕсене пăха пуçланă.

(32) Каç пулсассăн, хĕвел аннă вăхăтра, Ун патне чирлисене, усал ернисене илсе пыма пуçланă.

(33) Пĕтĕм хула халăхĕ алăк умне пуçтарăннă.

(34) Вăл тĕрлĕ чирпе хĕн куракансене нумайăшне сыватнă; усалсене нумайăшне хăваласа кăларнă; усалсене Вăл Хăй Христос иккенне пĕлнине калама чарнă.

(35) Вăл ирхине ирех тăрса тухнă та çын çук çĕре кайнă, унта кĕлтунă.

(36) Симон тата унпа пĕрле пулнисем Ун хыççăн кайнă;

(37) Ăна тупсассăн, Ăна: Сана пурте шыраççĕ, тенĕ.

(38) Вăл вĕсене çапла калать: атьăр çывăхри ялсемпе хуласене каяр, Манăн унта та вĕрентсе çÿрес: Эпĕ çавăншăн килнĕ, тет.

(39) Вăл вара пĕтĕм Галилея тăрăх синагогăсенче вĕрентсе çÿренĕ, усалсене хăваласа кăларнă.

(40) Ун патне тилçеллĕ çын пырать, Ун умне чĕркуçленсе ларса, Ăна çапла тархаслать: тасатас тесессĕн Эсĕ мана тасатма пултаратăн-çке, тет.

(41) Иисус, ăна хĕрхенсе, аллине тăснă та ăна сĕртĕнсе çапла каланă: тасатас тетĕп, тасал, тенĕ.

(42) Çапла каласассăнах, ун çинчи тилçе пĕтнĕ, вăл чиртен тасалнă.

(43) Иисус ăна, çийĕнчех каялла ярса, хытарсах каланă:

(44) асту, никама та нимĕн те ан кала; ху чăнласах сывалнине вĕсене ĕнентерме священника кайса курăн та ху тасалнăшăн Моисей кÿме хушнине кÿр, тенĕ.

(45) Çынни вара унтан тухсассăнах, мĕн пулса иртни çинчен пĕлтерсе, каласа çÿреме пуçланă, çавăнпа Иисус хулана уççăн кĕме пултарайман, хула тулашĕнче, çын çук çĕрте, çÿренĕ. Ун патне халăх пур çĕртен те пынă.

Мк 2

(1) Темиçе кунран Иисус каллех Капернаума таврăннă, Вăл килне килни çинчен çийĕнчех хыпар сарăлнă.

(2) Часах халăх пырса тулнă, ĕнтĕ алăк патĕнче те вырăн пулман; Вăл вĕсене Турă сăмахне вĕрентнĕ.

(3) Ун патне тăваттăн шалкăм çапнă пĕр çынна çĕклесе пынă;

(4) халăх нумай пулнăран вĕсем Иисус çывăхне пырайман, çавăнпа вĕсем çурт виттине сирнĕ те, маччине уçса, шалкăм çапнă çынна вырттарнă вырăнĕпех Иисус умне антарнă.

(5) Иисус, вĕсем çав тĕрлĕ ĕненнине курса, шалкăм çапнă çынна çапла калать: ачам! санăн çылăхусем каçарăнаççĕ, тет.

(6) Çавăнта хăш-пĕр кĕнекеçĕсем те ларнă, вĕсем хăйсен ăшĕнче çапла шухăшланă:

(7) мĕнле Вăл çапла Турра хурлать! Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне çылăха кам каçарма пултартăр?

(8) Иисус Хăйĕн Сывлăшĕпе, вĕсем хăйсен ăшĕнче çапла шухăшланине пĕлсе, вĕсене каланă: мĕншĕн эсир хăвăр ăшăрта çапла шухăшлатăр?

(9) Хăшĕ çăмăлтарах? шалкăм çапнă çынна: «санăн çылăхусем каçарăнаççĕ» теме-и? е: «тăр та вырăнна ил те кай» теме-и?

(10) Сире Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма ирĕк пуррине пĕлтермешкĕн, тенĕ те Вăл, унтан шалкăм çапнă çынна çапла калать:

(11) сана калатăп — тăр та вырăнна ил те кай, тет.

(12) Лешĕ çав самантрах, пурин куçĕ умĕнчех тăнă та хăйĕн выртнă вырăнне илсе тухса кайнă; вара пурте, тĕлĕнсе кайса, Турра мухтанă: кунашкаллине эпир нихăçан та курманччĕ, тенĕ.

(13) Иисус каллех тинĕс хĕррине тухнă; пĕтĕм халăх Ун патне пынă, Вăл вĕсене вĕрентнĕ.

(14) Иртсе пынă чухне Вăл Алфей ывăлне Левие, куланай пухмалли вырăнта лараканскере, курнă та ăна: Ман хыççăн пыр, тет. Лешĕ тăнă та Ун хыççăн кайнă.

(15) Пĕррехинче Иисус ун килĕнче апат çинĕ чухне Унпала, Унăн вĕренекенĕсемпе пĕрле тата куланай пухакансемпе çылăхлă çынсем те ĕçсе-çисе ларнă — вĕсем нумаййăн пулнă, Ун хыççăн çÿренĕ.

(16) Иисус куланай пуçтаракансемпе, çылăхлă çынсемпе пĕрле апатланнине курсассăн, кĕнекеçĕсемпе фарисейсем Унăн вĕренекенĕсене каланă: епле-ха Вăл куланай пуçтаракансемпе, çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиет? тенĕ.

(17) Çакна илтсессĕн Иисус калать вĕсене: эмелçĕ сыввисене мар, чирлисене кирлĕ; Эпĕ сăваплисене мар, çылăхлисене ÿкĕнтерсе чĕнме килнĕ, тет.

(18) Иоанн вĕренекенĕсемпе фарисейсен вĕренекенĕсем типĕ тытнă. Вĕсем Иисус патне пыраççĕ те çапла калаççĕ: Иоанн вĕренекенĕсем те, фарисейсен вĕренекенĕсем те типĕ тытаççĕ, Санăн вĕренекенÿсем мĕншĕн типĕ тытмаççĕ? теççĕ.

(19) Иисус вĕсене каланă: туй ачисем кĕрÿ каччă хăйсемпе пĕрле чухне типĕ тытĕç-и? Кĕрÿ каччă хăйсемпе пĕрле чухне вĕсем типĕ тытмаççĕ;

(20) акă вĕсенчен кĕрÿ каччине туртса илес кунсем çитĕç, çав кунсенче типĕ тытĕç вара.

(21) Никам та кивĕ тумтир çине çĕнĕ пир саплăк лартмасть: ун пек саплăк кивĕ пире тăпăлтарса кăларĕ те, шăтăкĕ тата пысăкрах пулĕ.

(22) Çĕнĕ эрехе те никам та кивĕ сăран хутаçа тултармасть: апла тусассăн çĕнĕ эрех кивĕ сăран хутаçа çурса ярĕ те, эрехĕ те юхса тухĕ, хутаçĕ те сая кайĕ; çĕнĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа тултарас пулать, тенĕ.

(23) Пĕррехинче шăматкун Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă; çула май Унăн вĕренекенĕсем пучах тата-тата илнĕ.

(24) Вара фарисейсем Ăна каланă: пăх-ха! мĕн хăтланаççĕ вĕсем шăматкун? тума юраманнине тăваççĕ, тенĕ.

(25) Вăл вĕсене каланă: пĕрре Давид хăй те, унпа пĕрле пулнă çынсем те выçă аптăрасассăн мĕн туни çинчен нихăçан та вуламан-им эсир?

(26) Епле вăл, аслă священник Авиафар вăхăтĕнче Турă Çуртне кĕрсе, священниксемсĕр пуçне урăх никамăн та çиме юраман парне çăкăрĕсене хăй те çинĕ, хăйпе пĕрле пулнă çынсене те панă, тенĕ.

(27) Тата каланă вĕсене: шăматкуна çыншăн тунă, çынна шăматкуншăн туман;

(28) çавăнпа Этем Ывăлĕ — шăматкун хуçи те, тенĕ.

Мк 3

(1) Иисус каллех синагогăна пынă; унта алли хăрнă çын пулнă.

(2) Иисуса айăпласшăн, Вăл çак çынна шăматкун сыватмĕ-и-ха тесе, Ăна сăнаса тăнă.

(3) Вăл хăрнă алăллă çынна: варрине тухса тăр, тет.

(4) Лешĕсене вара çапла калать: шăматкун ырă тумалла-и е усал тумалла-и? чуна çăлмалла-и е пĕтермелле-и? тет. Лешĕсем чĕнмен.

(5) Иисус, вĕсем хытă чĕреллĕрен кăмăлсăрланса, вĕсем çине тарăхса пăхса илет те çав çынна: аллуна тăс, тет. Лешĕ тăснă та — алли тÿрленсе тепĕри пекех пулса тăнă.

(6) Çавăнтан тухсанах фарисейсемпе Ирод çыннисем Иисуса вĕлерме кавар тунă.

(7) Иисус вара Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле тинĕс хĕррине кайнă; Ун хыçĕнчен Галилейăран, Иудейăран,

(8) Иерусалимран, Идумейăран, Иордан леш енчен темĕн чухлĕ халăх пынă. Тирпа Сидон таврашĕнчисем те, Вăл мĕн туни çинчен илтсессĕн, Ун патне питех те йышлăн пынă.

(9) –

(10) Вăл нумайăшне сыватнă, çавăнпа та чирлисем Ăна сĕртĕнесчĕ тесе Ун патне талпăннă. Халăх çав тери нумай пулнă, çавăнпа та Хăйне хĕсесрен вĕренекенĕсене Иисус Хăй валли кимĕ хатĕрлесе хума хушнă.

(11) Иисуса курсан усал сывлăшсем Ун умне ÿксе: Эсĕ — Турă Ывăлĕ! тесе кăшкăрнă.

(12) Хăй çинчен ан пĕлтерччĕр тесе, Вăл вĕсене хытарсах çапла калама чарнă.

(13) Унтан ту çине улăхнă та Хăй чĕнес тенисене Хăй патне чĕннĕ; чĕннисем Ун патне пынă.

(14) –

(15) Вĕсенчен вуниккĕшне Вăл Хăйпе пĕрле çÿремешкĕн, вĕрентсе çÿреме ямашкăн тата чиртен сыватмашкăн, усалсене хăваласа кăлармашкăн хăват илччĕр тесе суйласа илнĕ.

(16) Вăл çаксене суйласа илнĕ: Симона, ăна Петр тесе ят панă;

(17) Зеведей Иаковĕпе унăн шăллĕне Иоана, вĕсене Воанергес тесе ят панă, ку «аслати ывăлĕсем» тени пулать;

(18) Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита

(19) тата Иуда Искариота, çакă вара Иисуса тытса панă.

(20) Вĕсем пĕр çурта кĕреççĕ; каллех халăх пухăнать, вĕсен ĕнтĕ апат çиме те май пулман.

(21) Иисус çавăнта килнине пĕлсессĕн Унăн çывăх çыннисем Ăна илме пынă, мĕншĕн тесессĕн Ун çинчен Вăл ăсран кайнă тесе калаçнă.

(22) Иерусалимран килнĕ кĕнекеçĕсем каланă: Унăн ăшĕнче веельзевул, усалсене Вăл усалсен пуçлăхĕн хăвачĕпе хăваласа кăларать, тенĕ.

(23) Иисус вĕсене чĕнсе илсе ытарлăн каланă: шуйттан шуйттана епле хăваласа кăлартăр?

(24) Патшалăх хăй хушшинче пайланса-уйăрăлса кайсассăн тытăнса тăраймасть;

(25) кил-çурт та хăй хушшинче пайланса-уйăрăлса кайсассăн тытăнса тăраймасть;

(26) шуйттан та хăйне хăй хирĕç тăчĕ пулсан, пайланса кайрĕ пулсан — тытăнса тăраймĕ, ĕнтĕ унăн пĕтес вăхăчĕ çитнĕ.

(27) Вăйлă çыннăн çуртне кĕрсен, малтан вăйлăскерне çыхса пăрахмасăр никам та унăн япалисене çаратса тухаймĕ, çыхса пăрахсан тин унăн кил-çуртне çаратса тухĕ.

(28) Чăн калатăп сире: этем ывăлĕсенĕн кирек мĕнле çылăхĕсем те каçарăнĕç, кирек мĕнле хурласан та, пур тĕрлĕ хурлани те каçарăнĕ;

(29) анчах кам та кам Таса Сывлăша хурлать, ăна ĕмĕрне те каçару пулмĕ, вăл ĕмĕрех айăплă пулĕ, тенĕ.

(30) Çакна Вăл Унăн ăшĕнче усал сывлăш тенĕрен каланă.

(31) Унăн Амăшĕпе тăванĕсем пынă та, хăйсем çурт тулашĕнче юлса, Ăна чĕнсе кăларма ыйтнă.

(32) Ун тавра халăх ларнă. Ăна каланă: акă тулта Аннÿпе тăванусем тăраççĕ, Сана чĕнеççĕ, тенĕ.

(33) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: кам Манăн аннем, кам Манăн тăванăмсем? тенĕ.

(34) Унтан Хăй тавра ларакансене куçĕпе пăхса çаврăнса çапла калать: акă Манăн аннем, акă Манăн тăванăмсем;

(35) кам Турă ирĕкне туса пурăнать, çавă Манăн пиччем-шăллăм та, аппам-йăмăкăм та, аннем те пулать, тет.

Мк 4

(1) Вăл каллех тинĕс хĕрринче вĕрентме пуçланă; Ун патне темĕн чухлĕ халăх пухăннă та, çавăнпа Унăн кимĕ çине ларма тивнĕ; кимми шыв çийĕнче пулнă, пĕтĕм халăх вара тинĕс хĕрринче типĕ çĕрте тăнă.

(2) Вăл вĕсене ытарăшсем каласа нумай вĕрентнĕ; вĕрентнĕ чухне Вăл вĕсене çапла каланă:

(3) итлĕр-ха, акă акаçă акма тухнă;

(4) акнă чухне çапла пулнă: хăш пĕрчи çул хĕррине ÿкнĕ, кайăксем вĕçсе килнĕ те ăна сăхса пĕтернĕ;

(5) хăшĕ чуллă çĕре ÿкнĕ, унта тăпра сахал пулнă; тăпри ăшăх пулнăран часах шăтса тухнă;

(6) анчах та хĕвел тухсанах шанса кайнă та, тымар ярайманскер, типсех ларнă.

(7) Хăшĕ çумлă çĕре ÿкнĕ — çумĕ ÿссе кайнă та ăна хупласа илнĕ, вара унăн çимĕçĕ пулман.

(8) Хăшĕсем вара лайăх çĕр çине ÿкнĕ, ÿссе çитĕннĕ те çимĕçлĕ пулнă: пĕр пĕрчĕрен вăтăр пĕрчĕ, утмăл пĕрчĕ, çĕр пĕрчĕ таран пултарнă, тенĕ.

(9) Унтан вĕсене каланă: илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(10) Халăх салансассăн вуниккĕшĕ тата вĕсемпе пĕрле пулнисем Унран ытарăшсем çинчен ыйтнă.

(11) Вăл вĕсене çапла каланă: сире Турă Патшалăхĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме пÿрнĕ, ыттисене вара çакна пурне те ытарлăн каламалла:

(12) вĕсем Турă енне çаврăнасшăн мар, çылăхĕсене каçарттарасшăн мар: вĕсем куçпа пăхсассăн та курмаççĕ; хăлхапа илтсессĕн те ăнланмаççĕ.

(13) Унтан вĕсене каланă: çак ытарăша ăнланаймастăр-им? Ытти ытарăшсене епле ăнланайăр?

(14) Акаçă сăмах акать.

(15) Çул хĕррине ÿкни — сăмаха кама каланă, çав çынсене пĕлтерет, анчах сăмаха илтсенех, вĕсем патне шуйттан пырать те вĕсен чĕрине акнă сăмаха вăрласа каять.

(16) Чуллă çĕре ÿкни те çавăн пекех: сăмаха илтсессĕн ăна тÿрех хавасланса хапăл тăвакан çынсене пĕлтерет;

(17) анчах та тымарĕ çуккипе нумайччен тытăнса тăраймаççĕ; çав сăмахшăн асап килсен е хĕсĕрлесен вĕсем часах улталанаççĕ.

(18) Çумлă çĕре ÿкни те сăмаха илтекен çынсенех пĕлтерет,

(19) анчах та ку тĕнчери пурăнăç шухăшĕ, пуянлăх илĕртни тата çавăн евĕрлĕ шухăшсем вĕсен ăшне кĕрсе сăмаха хупласа илеççĕ те, сăмах вара çимĕçсĕр пулать.

(20) Ырă çĕре ÿкни — сăмаха илтсе ăна хапăл тăвакан çынсене пĕлтерет, вĕсем пĕри вăтăр хут, тепĕри утмăл хут, тата тепĕри çĕр хут ытла усă кÿреççĕ, тенĕ.

(21) Тата каланă вĕсене: çутаткăçа савăт айне е вырăн айне лартасшăн илсе пыраççĕ-и? ăна шантал çине лартма илсе пымаççĕ-и вара?

(22) Нимĕнле вăрттăнлăх та курăнмасăр юлмасть, пытарăнса тăраканни çиеле тухмасăр юлмасть.

(23) Илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(24) Тата вĕсене çапла каланă: мĕн илтнине астăвăр: мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парĕç.

(25) Камăн пур, ăна тата парĕç, камăн çук, унăнне мĕнпур пеккине те туртса илĕç, тенĕ.

(26) Тата каланă: Турă Патшалăхĕ çакăн евĕрлĕ: çын çĕре вăрлăх акать те

(27) çĕрле çывăрать, кăнтăрла тăрать; вăрлăх епле шăтса епле ÿснине пĕлмест те вăл:

(28) çĕр хăй тĕллĕнех малтан ешĕл калча, унтан пучах ÿстерет, унтан пучах ăшне тĕшĕ тултарать.

(29) Пĕрчи пулса çитсессĕн, вырас вăхăтра вăл часрах выракансене ярать, тенĕ.

(30) Тата каланă: Турă Патшалăхне мĕнпе танлаштарар-ши? ăна мĕнле ытарăшпа сăнласа парар-ши?

(31) Ăна акă мĕнпе танлаштарма пулать. Сарă пăрăç пĕрчи çĕр çинчи вăрăсенчен пуринчен те пĕчĕкрех;

(32) аксассăн шăтса тухать те мĕнпур ÿсентăранран та пысăкрах пулать, пысăк туратсем ярать, унăн сулхăнĕнче вара вĕçен кайăксем йăва çавăрма пултараççĕ, тенĕ.

(33) Турă сăмахне Вăл çынсене вĕсем итлеме пултарнă таран çавăн евĕрлĕ ытарăшсем нумай каласа вĕрентнĕ.

(34) Ытарăшсăр каламан вĕсене, вĕренекенĕсене вара пĕтĕмпех ыттисенчен уйрăм каласа ăнлантарнă.

(35) Çав кун каçхине вĕсене каланă: тепĕр енне каçар-ха, тенĕ.

(36) Вĕсем вара, халăхран уйрăлса, Иисуса Хăй ларнă кимĕпех илсе кайнă; Унпа пĕрле урăх кимĕсем те пулнă.

(37) Çавăн чухне вăйлă çил-тăвăл тухнă; хум çапнипе кимме шыв тула пуçланă.

(38) Иисус кимĕ хÿри патĕнче пуçелĕк хурса çывăрнă. Ăна вăратаççĕ те: Вĕрентекен! пĕтетпĕр-çке, Саншăн вăл нимĕн те мар-им? теççĕ.

(39) Вара Вăл тăнă та çиле чарăнма хушнă, тинĕсе: чарăн, ан шавла, тенĕ. Ĕнтĕ çил чарăннă та, çанталăк лăпах пулнă.

(40) Унтан вĕсене каланă: мĕншĕн эсир çав тери хăравçă? епле сирĕн ĕненÿ çук? тенĕ.

(41) Сехĕрленсе ÿксе вĕсем пĕр-пĕрне каланă: кам-ши Ку? Ăна çил те, тинĕс те пăхăнать, тенĕ.

Мк 5

(1) Вĕсем тинĕс тепĕр енне Гадара çĕрне пынă.

(2) Иисус кимĕ çинчен ансассăнах Ăна çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхран тухнă усал ернĕ çын тĕл пулнă;

(3) вăл тупăклăхрах пурăннă, ăна никам та сăнчăрпа сăнчăрласа та чарайман;

(4) ăна темиçе хут та тимĕрлесе-сăнчăрласа пăхнă, анчах вăл сăнчăрĕсене тата-тата пăрахнă, тимĕрĕсене ватнă — ăна никам та лăплантарма пултарайман;

(5) вăл яланах çĕрле те, кăнтăрла та тусем хушшинче, çĕр хăвăлĕсенчи тупăклăхсенче кăшкăрашса, чулсем çумне çапăнса çÿренĕ.

(6) Иисуса вăл аякранах курнă та, чупса пырса, Ăна ÿксе пуççапнă,

(7) унтан хыттăн кăшкăрса каланă: эй Иисус, Çÿлти Турă Ывăлĕ! Санăн ман çумра мĕн ĕç пур? Турра асăнса тархаслатăп Сана: ан асаплантар мана! тенĕ.

(8) Мĕншĕн тесессĕн Иисус ăна: усал сывлăш, çак çын ăшĕнчен тух! тенĕ.

(9) Вара унран: эсĕ мĕн ятлă? тесе ыйтнă. Лешĕ çапла хуравласа каланă: эпĕ легион ятлă, мĕншĕн тесессĕн эпир нумаййăн, тенĕ.

(10) Вăл Иисуса хăйсене çав çĕршывран хăваласа ан ятăр тесе тархасланă.

(11) Çавăнта ту патĕнче пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çÿренĕ.

(12) Усалсем пурте Иисуса: пире çав сыснасен ăшне кĕртсемччĕ, тесе тархасланă.

(13) Иисус вĕсене çийĕнчех ирĕк панă. Усал сывлăшсем вара, çын ăшĕнчен тухса, сыснасен ăшне кĕнĕ; сысна кĕтĕвĕ чăнкă çĕртенех тинĕсе сикнĕ, вĕсем икĕ пине яхăн пулнă; пурте тинĕсе путса пĕтнĕ.

(14) Сысна кĕтÿçисем чупса кайнă та хулара та, ялсенче те кала-кала кăтартнă. Халăх вара мĕн пулса иртнине курма тухнă.

(15) Иисус патне пыраççĕ, вĕсем легионĕпех усал ернĕ çын ĕнтĕ тумтирпе, ырă ăн-пуçпа ларнине кураççĕ те сехĕрленсе ÿкеççĕ.

(16) Куракансем вĕсене усал ернĕ çынпа мĕн пулса иртнине те, сыснасем çинчен те каласа кăтартнă.

(17) Вĕсем вара Иисуса хăйсен çĕрĕнчен кайма йăлăна пуçланă.

(18) Иисус кимĕ çине ларнă чухне хайхи усал ернипе асапланнă çын Унпа пĕрле каясшăн Ăна тархасланă.

(19) Иисус ăна ирĕк паман, Вăл çапла каланă: эсĕ килне тăванусем патне кай та Çÿлхуçа хăвăншăн мĕн тунине, епле хĕрхеннине каласа кăтарт вĕсене, тенĕ.

(20) Вăл вара Вунхула çĕрне кайнă та хăйĕншĕн Иисус мĕн туни çинчен каласа çÿре пуçланă; пурте питĕ тĕлĕннĕ.

(21) Иисус кимĕпе каллех тинĕс тепĕр енне каçсассăн, Ун тавра темĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă. Вăл тинĕс хĕрринче тăнă.

(22) Акă синагога пуçлăхĕсенчен пĕри, Иаир ятлăскер, пырать, Ăна курсассăн, Ун ури умне ÿксе

(23) тархаслать: манăн хĕрĕм вилес пек выртать; ăна сыватмашкăн, чĕрĕ хăвармашкăн пырса ун çине аллуна хурсамччĕ! тет.

(24) Иисус вара унпа пĕрле кайнă. || Ун хыçĕнчен темĕн чухлĕ халăх пынă, Ăна хĕстернĕ те.

(25) Пĕр хĕрарăм — юн кайнипе вуникĕ çул асапланаканскер,

(26) тĕрлĕ эмелçĕсем патне çÿресе нумай хĕн курнăскер, хăйĕн мĕнпур пурлăхне пĕтерсе те пĕр усă та курманскер, ĕнтĕ тата ытларах япăхланса кайнăскер —

(27) Иисус çинчен илтсе, халăх хушшипе хыçалтан пынă та Ун тумтирне сĕртĕннĕ,

(28) вăл ĕнтĕ: «Унăн тумтирне сĕртĕнсен те сывалăттăм» тесе шухăшланă.

(29) Çавăнтах унăн юн кайма чарăннă та, вăл чиртен сывалнине пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе туйса илнĕ.

(30) Иисус, Хăйĕнчен хăват тухнине туйса, халăх енне çаврăнса çапла ыйтнă: Манăн тумтире кам сĕртĕнчĕ? тенĕ.

(31) Вĕренекенĕсем Ăна каланă: халăх Хăвна хĕстернине куратăн-çке, çавах: «Мана кам сĕртĕнчĕ?» тесе ыйтатăн, тенĕ.

(32) Хăйне сĕртĕнекене курас тесе, Иисус йĕри-тавралла пăхнă.

(33) Арăм, хăйĕнпе мĕн пулса иртнине пĕлекенскер, хăраса та чĕтресе Ун умне пынă та, ÿксе пуççапса, Ăна пурне те тĕрĕссине каласа панă.

(34) Иисус ăна каланă: хĕрĕм! ху ĕненни çăлчĕ сана; лăпланса каях ĕнтĕ, чирĕнтен хăтăлса сывлăхлă пул, тенĕ.

(35) Вăл çапла каланă вăхăтрах синагога пуçлăхĕн килĕнчен пырса каланă: хĕрÿ вилчĕ; Вĕрентекене мĕншĕн чăрмантаратăн тата? тенĕ.

(36) Иисус çав сăмахсене илтсенех синагога пуçлăхне: ан хăра, ĕнен çеç, тенĕ.

(37) Вăл Петрпа Иаковсăр тата Иаков шăллĕ Иоансăр пуçне Хăй хыçĕнчен никама та пыма хушман.

(38) Вăл синагога пуçлăхĕн килне çитет те унта аптăраса тăракансене, йĕрекенсене, кăшкăрса хÿхлекенсене курать.

(39) Пÿрте кĕрсен вĕсене: мĕншĕн кулянатăр, мĕншĕн йĕретĕр? хĕрача вилмен, çывăрать, тет.

(40) Унран кулнă. Вăл вара пурне те кăларса ярать те, хĕрача ашшĕпе амăшне тата Хăйпе пĕрле пынисене илсе, хĕрача выртакан пÿлĕме кĕрет.

(41) Хĕрачана аллинчен тытса: талифа? куми?! тет. Куçарсассăн ку: «хĕрĕм, сана калатăп, тăр» тени пулать.

(42) Хĕрача çийĕнчех тăнă та çÿре пуçланă: вăл пĕр вуникĕ çулта пулнă. Çакна куракансем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

(43) Иисус вĕсене хытарсах каланă: çакăн çинчен никам та ан пĕлтĕр, тенĕ; унтан хĕре апат çитерме хушнă.

Мк 6

(1) Унтан кайсассăн Вăл Хăйĕн тăван çĕршывне пынă; Унпа пĕрле вĕренекенĕсем те пынă.

(2) Шăматкун çитсессĕн Вăл синагогăра вĕренте пуçланă; итлекенсем нумайăшĕ тĕлĕнсе каланă: ку ăçтан тухать-ши Унăн? мĕнле ăслăлăх панă Ăна? Унăн алли мĕнешкел тĕлĕнмелле ĕçсем тăвать!

(3) Ара, Вăл каскалакан мар-и? Мария ывăлĕ мар-и, Иаковпа Иосия, Иудăпа Симон тăванĕ мар-и? Унăн аппăшĕ-йăмăкĕ те кунта пирĕн хушшăмăртах мар-и? тенĕ. Çавăнпа вĕсем Ун çинчен иккĕллĕ шухăшланă.

(4) Иисус вĕсене каланă: пророка хисеплеççĕ, хисеплемесен те ăна тăван çĕршывĕнче, хурăнташĕсем хушшинче тата хăй килĕнче çеç хисеплемеççĕ, тенĕ.

(5) Унта пĕр хăват та тăвайман, хăш-пĕр чирлĕ çынсене çеç аллине хурса сыватнă.

(6) Вăл вĕсем ĕненменнинчен тĕлĕннĕ; унтан вара таврари ялсенче вĕрентсе çÿренĕ.

(7) Вăл вуникĕ вĕренекенне чĕнсе илсе, вĕсене усал сывлăшсене хăваласа кăларма хăват парса, икшерĕн-икшерĕн тĕрлĕ çĕре ярать.

(8) Вĕсене çул çине туясăр пуçне нимĕн те — хутаç та, çăкăр та, пиçиххи çумне чикнĕ укçа та — илме хушман;

(9) урăра сантали анчах сырăр, икĕ тумтир ан тăхăнăр, тенĕ.

(10) Тата каланă вĕсене: эсир хăш киле кĕретĕр, çав вырăнтан кайиччен унтах пурăнăр.

(11) Кам та пулин сире хапăл тумасан, сире итлемесен, эсир унтан тухса кайнă чухне урăр çумĕнчи тусана силлесе хăварăр, ку вĕсене хирĕç кÿнтелени пулĕ. Чăн калатăп сире: сут кунĕ Содомпа Гоморрăна çав хуларан çăмăлтарах пулĕ, тенĕ.

(12) Вĕсем вара кайнă та çылăхран ÿкĕнме вĕрентсе çÿренĕ;

(13) усалсене нумайăшне хăваласа кăларнă, чирлĕ çынсене нумайăшне çу сĕрсе сыватнă.

(14) Иисус çинчен Ирод патша та илтнĕ — ĕнтĕ Унăн ячĕ пур çĕре те сарăлнă; пĕрисем: Шыва кĕртекен Иоанн вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, çавăнпа вăл хăватсем тăвать, тенĕ.

(15) Тепĕрисем: вăл Илия, тенĕ; хăшĕсем тата: вăл пророк, унчченхи пророксем евĕрлĕскерех, тенĕ.

(16) Ирод вара çавна илтсессĕн каланă: вăл — эпĕ пуçне кастарнă Иоанн, вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, тенĕ.

(17) –

(18) Çав Ирод хăйĕн пиччĕшĕн Филипăн арăмне Иродиадăна качча илнĕ пулнă, Иоанн ăна: «санăн пиччÿ арăмĕпе пурăнма юрамасть» тенĕ, Ирод вара çавăншăн Иоана тĕрмене тыттарса хуптарнă.

(19) Иродиада ĕнтĕ Иоана курайман, ăна вĕлерттересшĕн пулнă, анчах апла тума пултарайман,

(20) мĕншĕн тесессĕн, Иоанн сăваплă, таса çын иккенне пĕлсе, Ирод Иоанран хăранă, ăна хÿтĕленĕ; ĕçĕсене те нумайăшне Иоанн канашланă пек тунă, вăл каланине кăмăлласах итленĕ.

(21) Меллĕ кун çитнĕ. Ирод хăйĕн çуралнă кунĕ ячĕпе Галилейăри улпучĕсене, пинпÿсене тата аслă пуçлăхсене чĕнсе ĕçкĕ-çикĕ тунă.

(22) Çавăн чухне Иродиада хĕрĕ кĕрсе ташланă та Ирод кăмăлне те, унпа пĕрле кĕрекере ларакансенĕн кăмăлне те çавăрнă; патша вара хĕре каланă: манран мĕн ыйтассу килет — çавна ыйт, парăп сана, тенĕ.

(23) Ăна тупа тусах каланă: кирек мĕн ыйтсассăн та парăп сана, çур патшалăхăм таранчченех парăп, тенĕ.

(24) Хĕр тухса кайнă та амăшĕнчен: мĕн ыйтас-ши? тесе ыйтнă. Лешĕ: Шыва кĕртекен Иоанн пуçне ыйт, тенĕ.

(25) Хĕрĕ çавăнтах патша патне васкаса кĕнĕ те: Шыва кĕртекен Иоанн пуçне тирĕк çине хурса халех илсе килсе пар мана, тенĕ.

(26) Патша салхуланнă, анчах тупа тунăран тата хăйпе пĕрле кĕрекере ларакансене пула ăна хирĕçлеймен.

(27) Вăл çавăнтах хăйĕн кăралçине Иоанн пуçне илсе килме хушса янă.

(28) Лешĕ вара тĕрмене кайнă та Иоанн пуçне касса, тирĕк çине хурса хĕре панă, хĕрĕ ăна амăшне кайса панă.

(29) Çавна илтсессĕн, Иоанн вĕренекенĕсем пынă та унăн ÿтне илсе тупăклăха хунă.

(30) Апостолсем Иисус патне пуçтарăннă, хăйсем мĕн-мĕн тунине, мĕн вĕрентнине пĕтĕмпе Ăна каласа панă.

(31) Вăл вĕсене каланă: эсир çын çук çĕре хăвăр çеç кайăр та кăштах канăр, тенĕ. Ĕнтĕ килен-каян питĕ нумай пулнă, вĕсенĕн çиме те вăхăт пулман.

(32) Вара вĕсем, пĕр хăйсем çеç, кимĕпе çын çук çĕре ишсе кайнă.

(33) Халăх вĕсем кайнине курнă, нумайăшĕ ĕнтĕ çакăн çинчен пĕлнĕ; вара пур хуларан та çавăнта чупнă, çуранскерсем, вĕсенчен те маларах çитсе, Ун патне пуçтарăннă.

(34) Иисус, кимĕ çинчен ансассăн, халăх питĕ нумаййине курнă та вĕсене хĕрхеннĕ: вĕсем кĕтÿçĕсĕр сурăхсем пек пулнă; вара Вăл вĕсене чылай вĕрентнĕ.

(35) Пайтахран вĕренекенĕсем Ун патне пырса каланă: çын пурăнман вырăн ку, каç та пулса килет,

(36) вĕсене тытса ан тăрсамччĕ, вĕсене таврари ялсене кайса хăйсем валли çăкăр туянма ярсамччĕ, вĕсен çимелли çук, тенĕ.

(37) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр, тенĕ. Ăна çапла каланă: апла пирĕн икçĕр динарие яхăнлăх çăкăр кайса илсе вĕсене çиме парас-им? тенĕ.

(38) Вăл вĕсенчен ыйтнă: сирĕн миçе çăкăр пур? кайса пăхăр-ха, тенĕ. Вĕсем пĕлсе килнĕ те: пилĕк çăкăрпа икĕ пулă пур, тенĕ.

(39) Вĕсене Вăл халăха ушкăнăн-ушкăнăн çерем çине лартса тухма хушнă.

(40) Вара йĕрки-йĕркипе çĕршерĕн, аллăшарăн ларса тухнă.

(41) Вăл пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çÿлелле пăхса пилленĕ те халăха валеçсе памашкăн çăкăрсене вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă; икĕ пуллине те Вăл пурин валли те валеçнĕ.

(42) Пурте çисе тăраннă.

(43) Унтан юлашки çăкăр татăкĕсене, пулă татăкĕсене вуникĕ кунтă туллиех пухнă.

(44) Çăкăр çиекеннисем арçыннисемех пилĕк пине яхăн пулнă.

(45) Унтан Вăл çийĕнчех вĕренекенĕсене кимĕ çине ларса Хăйĕнчен маларах тепĕр енне Вифсаида патне каçса кайма хушнă. Хăй халăха ăсатма юлнă.

(46) Халăхпа сывпуллашсан, Хăй ту çине кĕлтума кайнă.

(47) Каçхине кимĕ тинĕс варринче пулнă, Иисус пĕчченех çыран хĕрринче пулнă.

(48) Вăл вĕренекенĕсем асапланса çиле хирĕç ишнине курнă; çĕрлехи тăваттăмĕш хурал черетĕнче Вăл вĕсем патне тинĕс çийĕн утса пынă та вĕсенчен иртсе каясшăн пулнă.

(49) Вĕренекенĕсем, Вăл тинĕс çийĕн утса пынине курсассăн, ку мĕлке пулĕ тесе шухăшланă та кăшкăрсах янă:

(50) Ăна курсассăн вĕсем пурте хăраса ÿкнĕ. Иисус вĕсене тÿрех сасă панă: хăюллă пулăр, ку Эпĕ, ан хăрăр, тенĕ.

(51) Вăл вĕсем патне кимĕ çине ларнă та — çил чарăннă. Вĕренекенĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ:

(52) вĕсем çăкăрпа тунă хăвата та ăнланса илеймен-ха — вĕсем хытă чĕреллĕ пулнă.

(53) Тепĕр енне каçсассăн вĕсем Геннисарет çĕрне çитсе тинĕс хĕррине чарăннă.

(54) Кимĕ çинчен ансанах Ăна унти çынсем палласа илнĕ те çакăн çинчен пĕтĕм тавралăха пĕлтерсе çаврăннă,

(55) вара чирлĕ çынсене вырăнĕ-мĕнĕпех Вăл çав тĕлте тенĕ çĕре илсе пыра пуçланă.

(56) Вăл кирек ăçта пырсан та, — яла-и, хулана-и, — пур çĕрте те çынсем чирлисене тула ирĕк çĕре илсе тухса вырттарнă, вĕсене тумтирÿ аркине те пулин сĕртĕнтерсем тесе, Ăна йăлăннă; Ăна сĕртĕнекеннисем сывалнă.

Мк 7

(1) Иерусалимран пынă фарисейсемпе хăш-пĕр кĕнекеçĕсем Иисус патне пуçтарăннă;

(2) вĕсем Иисусăн хăш-пĕр вĕренекенĕ таса мар алăпа, аллине çумасăрах, апат çинине курнă та ÿпкелешнĕ.

(3) Мĕншĕн тесессĕн фарисейсем те, пур иудей та, ваттисен йăлипе, аллине лайăх çумасăр апат çимеççĕ;

(4) суту-илÿрен таврăнсан та çăвăнмасăр çимеççĕ. Вĕсем тытса пурăнма йышăннă йăла-йĕрке тата та нумай: чашăк-тирĕке, куркасене, хурансене, саксене çумалла.

(5) Çавăнпа ĕнтĕ фарисейсемпе кĕнекеçĕсем Иисусран ыйтнă: мĕншĕн Санăн вĕренекенÿсем ваттисен йăлипе пурăнмаççĕ? аллине çумасăрах апат çиеççĕ? тенĕ.

(6) Вăл вĕсене çапла хуравланă: сирĕн çинчен, икĕ питлĕскерсем çинчен, Исаия пророк тĕрĕс каланă, вăл çапла çырнă: «çак çынсем Мана чĕлхи-çăварĕпе хисеплеççĕ, чун-чĕрипе вара — Манран аякра:

(7) вĕсем этем вĕрентĕвне, этем ÿкĕчĕсене вĕрентеççĕ, апла Мана хисепленин ним усси те çук».

(8) Эсир, Турă хушнине пăрахса, этем кăларнă йăласене — куркасене, чашăк-тирĕке çăвассине тата çавăн евĕрлине — нумай тăватăр, тенĕ.

(9) Тата каланă: эсир хăвăр йăлăра тытасшăн Турă хушнине пăрахни лайăх-и вăл?

(10) Моисей çапла каланă: «аçупа аннÿне хисепле» тенĕ; тата: «ашшĕне е амăшне усал сăмах калакана вилĕм çиттĕр» тенĕ.

(11) Эсир вара çапла калатăр: кам та кам хăй ашшĕне е амăшне: «эсĕ манран илессине эпĕ «корван» (Турă валли) тесе Турра пама асăнтăм» тесессĕн,

(12) эсир ăна хăй ашшĕшĕн е амăшĕшĕн нимĕскер тумасан та юрать, тетĕр,

(13) çапла хăвăр кăларнă йăлашăн Турă сăмахĕнчен иртетĕр; çавăн евĕрлине эсир нумай тăватăр, тенĕ.

(14) Унтан пĕтĕм халăха чĕнсе илсе каланă: Мана пурсăр та итлĕр те ăнланса илĕр:

(15) çынна тулашĕнчен кĕрекенни нимĕн те ирсĕрлетме пултараймасть; çынна çын ăшĕнчен тухаканни ирсĕрлетет.

(16) Илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(17) Иисус халăхран уйăрăлса пÿрте кĕрсен вĕренекенĕсем Унран çав ытарăш çинчен ыйтнă.

(18) Вăл вĕсене каланă: эсир те халичченех ăнланмастăр-и? Çынна тулашĕнчен кĕрекенни нимĕн те ирсĕрлетме пултарайманнине ăнкараймастăр-и?

(19) Мĕншĕн тесессĕн вăл çын чĕрине мар, вар-хырăмне кĕрет те унтан каялла тухать, çапла кирек мĕнле апат та тасалать, тенĕ.

(20) Тата малалла каланă: çын ăшĕнчен тухаканни çынна ирсĕрлетет:

(21) усал шухăшсем, ясарлăх, аскăнлăх, вĕлересси,

(22) вăрласси, ĕмĕтсĕрленесси, хаяр сунасси, улталасси, намăс тăвасси, хапсăнасси, Турра хурласси, мăн кăмăллă пуласси, ăссăрланасси çын ăшĕнчен, çын чĕринчен тухать;

(23) çак пĕтĕм усаллăх ăшран тухса çынна ирсĕрлетет, тенĕ.

(24) Унтан кайсассăн Тирпа Сидон çĕрне çитнĕ; унта пĕр çурта кĕнĕ, ĕнтĕ Хăй çинчен никама та пĕлтересшĕн пулман; анчах та пытарăнса юлайман.

(25) Хĕрне усал ернĕ пĕр хĕрарăм çавăн чухнех Ун çинчен илтнĕ те, пырса, Ун ури умне ÿксе пуççапнă;

(26) хĕрарăмĕ, Сирофиникия çынни, суя тĕнлĕскер пулнă; вăл Ăна хĕрĕ ăшĕнчи усала хăваласа кăларма тархасланă.

(27) Иисус каланă ăна: малтан ачасене тăрантармалла; çăкăра ачасенчен туртса илсе йытăсене пăрахса пани аван мар, тенĕ.

(28) Хĕрарăм Ăна çапла хуравласа каланă: çапла-ха та, Çÿлхуçамăр, анчах йытăсем те ачасен сĕтелĕ çинчен ÿкнĕ тĕпренчĕксене çиеççĕ, тенĕ.

(29) Иисус каланă ăна: çак сăмахшăн каях ĕнтĕ; хĕрÿ ăшĕнчен усал тухрĕ, тенĕ.

(30) Хĕрарăм киле таврăннă çĕре ĕнтĕ ăшĕнчен усал тухнă хĕрĕ вырăн çинче выртнă.

(31) Иисус Тирпа Сидон çĕрĕнчен Вунхула çĕрĕ урлă кайса каллех Галилея тинĕсĕ патне тухнă.

(32) Ун патне хăлхасăр, селĕп çынна илсе пынă та Ăна ун çине аллине хума тархасланă.

(33) Иисус ăна халăхран аяккалла илсе кайнă та Хăйĕн пÿрнисене унăн хăлхи шăтăкĕсене чикнĕ, унтан сурнă та унăн чĕлхине сĕртĕннĕ;

(34) вара тÿпенелле пăхса ассăн сывласа янă та: еффафа?! тенĕ, «еффафа?» тени «уçăл» тени пулать.

(35) Çав самантрах лешĕн хăлхи те уçăлнă, чĕлхи çыхланни те иртсе кайнă, вăл ĕнтĕ уçăмлăн калаçа пуçланă.

(36) Иисус вĕсене çакăн çинчен никама та калама хушман. Анчах Вăл вĕсене темĕн чухлĕ чарсан та, лешĕсем тата ытларах калаçса çÿренĕ.

(37) Çынсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе çапла каланă: ялан ырă тăвать — хăлхасăррисене илтекен, чĕлхесĕррисене калаçакан тăвать, тенĕ.

Мк 8

(1) Çав кунсенче пĕррехинче халăх питĕ нумай пухăннă, вĕсенĕн çимелли нимĕн те пулман; Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе каланă:

(2) çак халăха хĕрхенетĕп Эпĕ, вĕсем ĕнтĕ виçĕ кун хушши Ман патăмра, вĕсенĕн çимелли нимĕн те çук.

(3) Çитермесĕрех килĕсене ярсассăн, çул çинче халран кайĕç: хăшĕ-пĕри аякран килнĕ, тенĕ.

(4) Вĕренекенĕсем Ăна каланă: кунта пушхирте вĕсене тăрантармалăх çăкăр ăçтан тупмалла, кам тупĕ? тенĕ.

(5) Вăл вĕсенчен: сирĕн миçе çăкăр пур? тесе ыйтнă. Вĕсем: çиччĕ, тенĕ.

(6) Вара Иисус халăха çĕре ларма хушнă; унтан çичĕ çăкăра илсе Турра тав тунă та, вĕсене халăха валеçсе памашкăн хуçа-хуçа, вĕренекенĕсене панă; лешĕсем халăха валеçсе панă.

(7) Вĕсенĕн кăштах вĕтĕ пулă та пулнă: Вăл пилленĕ те ăна та валеçсе пама хушнă.

(8) Пурте çисе тăраннă; юлнă татăкĕсене тата çичĕ пĕрне туллиех пухнă.

(9) Çиекенĕсем тăватă пине яхăн пулнă. Вара вĕсене килĕсене ăсатнă.

(10) Унтан çийĕнчех вĕренекенĕсемпе кимĕ çине ларса Далмануфа çĕрне çитнĕ.

(11) Фарисейсем тухнă та Унпа тавлаша пуçланă; вĕсем, Ăна сăнас тесе, тÿперен хăват кăтартма ыйтнă.

(12) Иисус ассăн сывласа янă та çапла каланă: çак ăру мĕншĕн-ха хăват кăтартма ыйтать? Чăн калатăп сире: çак ăрăва хăват пулмĕ, тенĕ.

(13) Вара вĕсене хăварса каллех кимĕ çине ларнă та тепĕр енне кайма тухнă.

(14) Çавăн чухне Унăн вĕренекенĕсем çăкăр илме маннă, кимĕ çинче вĕсен пурĕ те пĕр çăкăр анчах пулнă.

(15) Вăл вĕсене вĕрентсе каланă: астăвăр, Иродпа фарисейсен кăвас чустинчен сыхланăр, тенĕ.

(16) Вĕренекенĕсем хăйсем хушшинче: ку ĕнтĕ пирĕн çăкăр çуккине пĕлтерет, тенĕ.

(17) Иисус вĕсем мĕн çинчен калаçнине пĕлсе вĕсене çапла калать: мĕншĕн эсир хăвăрăн çăкăр çукки пирки калаçатăр? Халĕ те пĕлсе, ăнланса илейместĕр-и? Халĕ те хытă чĕреллĕ-и эсир?

(18) Куçлă пулин те курмастăр-и? хăлхаллă пулин те илтместĕр-и? астумастăр-им?

(19) Эпĕ пилĕк çăкăра пилĕк пин çын валли хуçа-хуçа парсассăн, татăкĕсене миçе кунтă тултартăр-ха эсир? тет. Вĕсем Ăна: вуниккĕ, теççĕ.

(20) Тата çичĕ çăкăра тăватă пин çын валли парсан, юлнă татăкĕсене миçе пĕрне тултартăр-ха? тенĕ. Вĕсем: çиччĕ, тенĕ.

(21) Татах каланă вĕсене: епле ăнланса илейместĕр-ха? тенĕ.

(22) Унтан Вифсаидăна çитеççĕ; Иисус патне пĕр суккăр çынна илсе пыраççĕ те Ăна çавна сĕртĕнме йăлăнаççĕ.

(23) Вăл суккăра аллинчен тытса ялтан çавăтса тухнă та, унăн куçĕ çине сурса, Хăй аллине ун çине хурса ыйтнă: мĕн те пулин куратăн-и? тенĕ.

(24) Лешĕ пăхнă та çапла каланă: çынсене куратăп, вĕсем йывăçсем пек, анчах та вĕсем çÿреççĕ, тенĕ.

(25) Вăл каллех аллипе унăн куçне сĕртĕннĕ те ăна татах пăхма хушнă. Лешĕ тинкерсе пăхнă та — сывалнă, пурне те витĕр кура пуçланă.

(26) Ăна килне янă чухне çапла каланă: яла ан кĕр, никама та каласа ан пар, тенĕ.

(27) Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Филипп Кесарийĕ çĕрĕнчи ял-хуласене кайнă. Çул çинче Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсенчен ыйтнă: çынсем Мана кам вырăнне хураççĕ? тенĕ.

(28) Вĕсем çапла хуравланă: Шыва кĕртекен Иоанн вырăнне, тепĕрисем — Илия вырăнне, хăшĕ-пĕрисем тата пророксенчен пĕри пулĕ теççĕ, тенĕ.

(29) Вăл вĕсене çапла калать: эсир хăвăр Мана кам вырăнне хуратăр? тет. Петр Ăна: Эсĕ — Христос, тет.

(30) Иисус вĕсене Хăй çинчен никама та калама хушман.

(31) Унтан Вăл вĕсене Этем Ывăлĕ нумай асапланасси çинчен, аслă çынсем, аслă священниксем, кĕнекеçĕсем Ăна йышăнас çукки çинчен, Ăна вĕлересси çинчен, Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен вĕренте пуçланă.

(32) Çакăн çинчен Вăл уççăнах каланă. Анчах та Петр Ăна, аяккарах чĕнсе илсе, хирĕçлеме пуçланă.

(33) Вăл вара вĕренекенĕсем енне çаврăнса пăхнă та Петра чарса лартса каланă: кай ман патăмран, шуйттан! эсĕ Турра кирли çинчен шухăшламастăн, этеме кирли çинчен шухăшлатăн, тенĕ.

(34) Унтан вĕренекенĕсене тата халăха чĕнсе илсе каланă: || Ман хыççăн пырас теекенĕ хăй ирĕкне пăрахтăр та, хĕресне илсе, Ман хыççăн пытăр.

(35) Хăй чунне упраса хăварас теекенĕ ăна çухатĕ; хăйĕн чунне Маншăн, Ырă Хыпаршăн çухатаканĕ ăна упраса хăварĕ.

(36) Çын пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан пулса хăй чунне сиен тусассăн, ăна мĕн усси пулĕ?

(37) Çын хăй чунне каялла мĕн тÿлесе илейĕ?

(38) Çак аскăн та çылăхлă ăру хушшинче кам та кам Манран, Манăн сăмахăмсенчен вăтанать, Этем Ывăлĕ те Ашшĕ мухтавлăхĕпе, сăваплă ангелсемпе килнĕ чухне унран вăтанĕ, тенĕ.

Мк 9

(1) Тата каланă вĕсене: чăн калатăп сире: çакăнта тăракансем хăшĕ-пĕри Турă Патшалăхĕ хăватлăн килнине курмасăр вилмĕ, тенĕ.

(2) Тепĕр ултă кунран Иисус Хăйпе пĕрле Петра, Иакова тата Иоана çеç илсе çÿллĕ ту çине улăхнă; унта Вăл вĕсен куçĕ умĕнчех улăшăннă:

(3) Унăн тумтирĕ ялтăртатса тăракан пулса кайнă, вăл юр пек шап-шурă пулнă — çĕр çинчи пĕр шуратакан та унашкал шуратма пултараймасть.

(4) Вĕсене Илияпа Моисей курăннă; вĕсем Иисуспа калаçса тăнă.

(5) Çавăн чухне Петр Иисуса каланă: Равви?! кунта лайăх пире; эпир виçĕ хÿшĕ тăвар: пĕрне — Сан валли, тепĕрне — Моисей валли, тата тепĕрне — Илия валли, тенĕ.

(6) Вăл ĕнтĕ нимĕн калама аптăранипе çапла каласа янă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хăраса ÿкнĕ пулнă.

(7) Пĕр пĕлĕт курăнса кайнă та вĕсене хупăрласа илнĕ. Пĕлĕт варринчен çакнашкал сасă илтĕннĕ: Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр.

(8) Вĕсем йĕри-тавралла пăхкаланă, анчах та Иисуссăр пуçне хăйсен патĕнче урăх никама та курман.

(9) Ту çинчен аннă чухне Иисус вĕсене мĕн курни çинчен Этем Ывăлĕ вилĕмрен чĕрĕлсе тăриччен никама та калама хушман.

(10) Вĕсем çав сăмаха хăйсен ăшĕнче тытса тăнă, анчах пĕр-пĕринчен: «вилĕмрен чĕрĕлсе тăриччен» тени мĕне пĕлтерет-ши вăл? тесе ыйтнă.

(11) Унтан Иисусран ыйтнă: епле-ха кĕнекеçĕсем: «малтан Илия килмелле» теççĕ? тенĕ.

(12) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: тĕрĕс, малтан Илия килсе пурне те хатĕрлесе хумалла; Этем Ывăлĕ çинчен те Вăл нумай асапланмалла, мăшкăл тÿсмелле тесе çырман-им?

(13) Анчах çапла калатăп сире: Илия килнĕччĕ ĕнтĕ, анчах, ун çинчен çырнă пек, вĕсем ăна хăйсем мĕн тăвас тенине турĕç, тенĕ.

(14) Ытти вĕренекенĕсем патне пырсассăн вĕсем тавра темĕн чухлĕ халăх пуçтарăннине тата кĕнекеçĕсем вĕсемпе тавлашса тăнине курнă.

(15) Ăна курсассăнах пĕтĕм халăх тĕлĕнсе кайнă, çынсем Ун патне чупа-чупа пырса саламланă.

(16) Вăл кĕнекеçĕсенчен ыйтнă: эсир вĕсемпе мĕн пирки тавлашатăр? тенĕ.

(17) Ĕнтĕ халăх хушшинчен пĕри çапла хуравланă: Вĕрентекен! эпĕ Сан патна чĕлхесĕр тăвакан усал ернĕ ывăлăма илсе килтĕм:

(18) усал ăна ăçта тапăнать, çавăнта çĕре çĕклесе çапать те, вăл вара кăпăк кăларса, шăлне шатăртаттарса выртать, унтан хытсах каять. Эпĕ Санăн вĕренекенÿсене çав усала хăваласа кăларма каларăм та — вĕсем пултараймарĕç, тенĕ.

(19) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: эх, ĕненмен ăру! Манăн хăçанччен сирĕнпе пĕрле пулмалла-ши? хăçанччен тÿсмелле-ши сире? ăна Ман патăма илсе килĕр-ха, тенĕ.

(20) Ачана Ун патне илсе пынă. Усал ернĕ ача Иисуса курсассăнах, усал сывлăш ăна чĕтретсе пăрахнă та, вăл çĕре ÿксе, кăпăк кăларса йăвалана пуçланă.

(21) Иисус унăн ашшĕнчен ыйтнă: вăл чылайранпа çапла-и? тенĕ. Лешĕ каланă: мĕн ачаранпах;

(22) усал сывлăш ăна пĕтерес тесе вут-çулăма та, шыва та темиçе хут сиктерчĕ; мĕн те пулин тума пултаратăн пулсан хĕрхенсемччĕ пире, пулăшсамччĕ, тенĕ.

(23) Иисус каланă ăна: мĕн чухлĕ те пулин ĕненме пултаратăн пулсан, ĕненекеншĕн пĕтĕмпех пулать, тенĕ.

(24) Ача ашшĕ çав самантрах кăшкăрса ярса куççулĕпе каланă: ĕненетĕп, Çÿлхуçамăм! Ĕненĕвĕм сахал пулсан пулăшсамччĕ! тенĕ.

(25) Иисус, халăх пухăннине курса, усал сывлăша çапла каласа чарса лартнă: чĕлхесĕр-хăлхасăр тăвакан сывлăш! Хушатăп сана: тух ун ăшĕнчен, урăх нихăçан та ун ăшне ан кĕр, тенĕ.

(26) Вара усал сывлăш кăшкăрса ярса, ачана чĕтретсе пăрахса ун ăшĕнчен тухнă; ача вилнĕ пек пулнă, ĕнтĕ нумайăшĕ: вăл вилчĕ, тенĕ.

(27) Анчах та Иисус ăна аллинчен тытса çĕкленĕ те, вăл тăнă.

(28) Иисус пÿрте кĕрсен, Унпа куçа-куçăн юлсан вĕренекенĕсем Унран ыйтнă: эпир мĕншĕн-ха хăваласа кăлараймарăмăр ăна? тенĕ.

(29) Вăл вĕсене каланă: çав ăрăва нимĕнле те мар, кĕлтунипе те типĕ тытнипе çеç хăваласа кăларма пулать, тенĕ.

(30) Унтан кайсассăн вĕсем Галилея урлă иртсе пынă; Иисус çакăн çинчен никама та пĕлтересшĕн пулман,

(31) мĕншĕн тесессĕн Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене вĕрентнĕ, каланă вĕсене: Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç, Ăна вĕлерĕç, вĕлерсен Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ.

(32) Анчах та вĕсем çав сăмахсене ăнланайман, Хăйĕнчен ыйтма хăранă.

(33) Капернаума çитнĕ; пĕр пÿрте кĕрсен Иисус вĕренекенĕсенчен ыйтнă: çул çинче эсир пĕр-пĕринпе мĕн çинчен калаçаттăр? тенĕ.

(34) Вĕсем чĕнмен, мĕншĕн тесессĕн çул çинче вĕсем хăйсенчен хăшĕ аслăраххи пирки тавлашса пынă.

(35) Унтан ларнă та вуникĕ вĕренекенне чĕнсе илсе каланă: кам асли пулас тет, çавă пуринчен те кĕçĕн, пуриншĕн те тарçă пултăр, тенĕ.

(36) Вара Вăл пĕр ачана илсе ăна вĕсен варрине тăратнă та ăна ыталаса тытса каланă вĕсене:

(37) кам çакнашкал ачасенчен пĕрне Ман ятăмшăн хапăл тăвать, вăл Мана хапăл тăвать; Мана хапăл тăваканни Мана мар, Мана Яракана хапăл тăвать, тенĕ.

(38) Çавăн чухне Иоанн каланă: Вĕрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хăваласа кăларакан пĕр çынна куртăмăр, хăй пирĕнпе çÿремест те, çавăнпа чартăмăр эпир ăна, тенĕ.

(39) Иисус каланă: ан чарăр ăна: Ман ятăмпа хăват тăвакан никам та çав хушăрах Ман çинчен усал калаçас çук:

(40) кам сире хирĕç мар, çавă сирĕн майлă.

(41) Чăн калатăп сире: кам сире, Христос çыннисем тесе, Ман ятăмпа пĕр курка шыв ĕçтерĕ, çавă хăй сăвапне çухатмĕ.

(42) Кам та кам çак Мана ĕненекен пĕчĕкçĕскерсенчен пĕрне илĕртсе çылăха кĕртет, çавăн мăйне арман чулĕ çакса тинĕсе пăрахсан, ăна хăйне авантарах пулĕччĕ.

(43) Сана аллу илĕртет пулсан, ăна касса пăрах: икĕ аллупа тамăка, сÿнми вута кĕриччен чĕрĕлĕхе хăрах аллупа кĕни аванрах саншăн —

(44) тамăкра вĕсенĕн хурчĕ те вилмест, вучĕ те сÿнмест.

(45) Сана уру илĕртет пулсан, ăна касса пăрах: икĕ урупа тамăка, сÿнми вута кĕриччен чĕрĕлĕхе уксаххăн кĕни аванрах пулĕ саншăн —

(46) тамăкра вĕсенĕн хурчĕ те вилмест, вучĕ те сÿнмест.

(47) Сана куçу илĕртет пулсан, ăна чавса кăларса пăрах: икĕ куçупа тамăк вутне кĕриччен Турă Патшалăхне хăрах куçпа кĕни аванрах пулĕ саншăн —

(48) тамăкра вĕсенĕн хурчĕ те вилмест, вучĕ те сÿнмест.

(49) Кирек кам та вутпа тăварланать, кирек епле парнене те тăварпа тăварлаççĕ.

(50) Тăвар вăл — ырă япала; анчах тăвар тăварлă пулмасан, эсир ăна епле тутă кĕртĕр? Сирĕн ăшăрта тăвар пултăр, пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ пултăр, тенĕ.

Мк 10

(1) Унтан кайсассăн Иудея çĕрне, Иордан леш енне, çитет. Ун патне каллех халăх пуçтарăнать; яланхи пекех, Вăл каллех вĕсене вĕрентнĕ.

(2) Фарисейсем пынă та, Ăна сăнас тесе, ыйтнă Унран: упăшкин хăй арăмне уйăрса яма юрать-и? тенĕ.

(3) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: Моисей мĕнле йĕрке панă сире? тенĕ.

(4) Вĕсем каланă: уйăрнине кăтартакан çыру парсассăн Моисей уйăрма ирĕк панă, тенĕ.

(5) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: вăл сире çав ÿкĕте хăвăр хытă чĕреллĕ пулнăран çырса панă.

(6) Чăн малтанах, тĕнчене пултарнă чухне, Турă арçынпа хĕрарăма пултарнă.

(7) Çавăнпа ĕнтĕ этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те

(8) арăмĕ çумне çыпçăнĕ, вара иккĕшĕ пĕр ÿт пулĕç; çапла ĕнтĕ вĕсем — иккĕн мар, пĕр ÿт.

(9) Çавăнпа та Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр, тенĕ.

(10) Вĕренекенĕсем Унран пÿртре те каллех çавăн çинчен ыйтнă.

(11) Вăл вĕсене каланă: || кам хăй арăмне уйăрса ярса урăх арăм илет, çавă аскăн ĕç тăвать;

(12) арăм та, хăй упăшкинчен уйăрăлса урăх çынна качча кайсан, аскăн ĕç тăвать, тенĕ.

(13) Вăл аллипе сĕртĕнсе пиллетĕр тесе, Ун патне ачасене илсе пынă; анчах та вĕренекенĕсем ача илсе пыракансене çывăха та яман.

(14) Çавна курсассăн Иисус тарăхса каланă вĕсене: ачасем Ман патăма килччĕр, вĕсене чарса ан тăрăр, мĕншĕн тесессĕн Турă Патшалăхĕ — çавăн пеккисемшĕн.

(15) Чăн калатăп сире: Турă Патшалăхне кам ача пек йышăнмасть, çавă унта кĕреймĕ, тенĕ.

(16) Унтан ачасене ыталаса, вĕсем çине аллине хурса пилленĕ.

(17) Вăл çула тухма хатĕрленнĕ чухне пĕр çын чупса пынă та Ун умне чĕркуçленсе ларса Унран çапла ыйтнă: эй ырă Вĕрентекен! ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрес тесен мĕн тумалла манăн? тенĕ.

(18) Иисус каланă ăна: мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар.

(19) Ÿкĕтсене пĕлетĕн: ан аскăнлан; ан вĕлер; ан вăрла; суя ан кÿнтеле; ан хурла; аçупа аннÿне хисепле, тенĕ.

(20) Лешĕ вара Ăна çапла хуравласа каланă: Вĕрентекен! эпĕ çакна пурне те ачаранпах туса тăратăп, тенĕ.

(21) Иисус ун çине пăхса, ăна юратса каланă: санăн тата пĕри çитеймест: кай та мĕнпур пурлăхна сутса чухăнсене валеçсе пар, вара санăн мулу тÿпере пулĕ; кайран таврăн та, хĕресне илсе, Ман хыççăн пыр, тенĕ.

(22) Лешĕ вара çак сăмахсене пула пăшăрханса, салхуллăн пăрăнса утнă, мĕншĕн тесессĕн вăл питĕ пуян пулнă.

(23) Иисус ĕнтĕ, йĕри-тавралла пăхса илсе, Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла калать: || пуян çынсене Турă Патшалăхне кĕме епле хĕн! тет. Çак сăмахсем вĕренекенĕсене хăратсах пăрахнă.

(24) Анчах Иисус вĕсене каллех çапла калать: ачамсем! пурлăха шанакансене Турă Патшалăхне кĕме епле хĕн!

(25) Пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлтарах, тенĕ.

(26) Вĕсем, тĕлĕнсе кайса, пĕр-пĕринпе калаçнă: кам çăлăнма пултарĕ апла? тенĕ.

(27) Иисус вĕсем çине пăхса илнĕ те çапла калать: этем ăна тума пултараймасть, Турă — тăвать, мĕншĕн тесессĕн Турă пурне те пултарать, тет.

(28) Вара Ăна Петр кала пуçланă: акă эпир мĕн пуррине пăрахса хăвартăмăр та Сан хыççăн кайрăмăр, тенĕ.

(29) Иисус çапла хуравласа каланă: чăн калатăп сире: кам та кам Маншăн тата Евангелишĕн кил-çуртне е тăванĕсене, е ашшĕне, е амăшне, е ачисене, е уй-хирне пăрахса хăварать,

(30) çавă халех, çак вăхăтрах, хĕсĕрленĕ хушăрах, кил-çуртне те, тăванĕсене те, ашшĕне те, амăшне те, ачисене те, уй-хирне те çĕр хут ытларах илĕ, çитес ĕмĕрте вара ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕ.

(31) Малтисем нумайăшĕ кайра пулĕç, кайрисем малта пулĕç, тенĕ.

(32) Çул çинче, Иерусалималла улăхнă чухне, Иисус ĕнтĕ вĕренекенĕсен умĕнчен утса пынă, лешĕсем сехĕрленсех ÿкнĕ, вĕсемпе пĕрле пыракансем те питĕ хăранă. || Вăл вуникĕ вĕренекенне чĕнсе илнĕ те вĕсене каллех Хăйне мĕн кĕтни çинчен кала пуçланă:

(33) акă эпир Иерусалима улăхса пыратпăр, ĕнтĕ Этем Ывăлне аслă священниксемпе кĕнекеçĕсен аллине тытса парĕç, Ăна сут туса вĕлерме йышăнĕç те суя тĕнлĕ çынсен аллине парĕç,

(34) Ăна мăшкăллĕç, хĕнĕç, Ун çине сурĕç, Ăна вĕлерĕç; Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ.

(35) Çавăн чухне Ун патне Зеведей ывăлĕсем Иаковпа Иоанн пынă та çапла каланă: Вĕрентекен! эпир Сана хамăр ыйтассине тутарасшăн, тенĕ.

(36) Вăл вĕсене каланă: эсир Мана хăвăршăн мĕн тутарасшăн? тенĕ.

(37) Вĕсем Ăна каланă: Эсĕ, мухтавлă вырăнна ларсассăн, пире пĕрне Хăвăнтан сылтăм енне, тепĕрне сулахай енне лармалла тусамччĕ, тенĕ.

(38) Иисус каланă вĕсене: хăвăр мĕн ыйтнине хăвăр та пĕлместĕр. Эпĕ ĕçекен куркана ĕçме, Эпĕ куракан асапа тÿсме пултарайăр-и? тенĕ.

(39) Лешĕсем: пултаратпăр, тенĕ. Иисус вара каланă вĕсене: Эпĕ ĕçекен куркана ĕçессе ĕçĕр, Эпĕ куракан асапа та тÿсĕр,

(40) анчах Хамăн сылтăм енĕмпе сулахай енĕме лартасси Манран килмест, кам валли хатĕрлесе хунă, çавă ларĕ унта, тенĕ.

(41) Çакна илтсессĕн ытти вуннăшĕ Иаковпа Иоана çилленнĕ.

(42) Иисус вĕсене чĕнсе илсе çапла калать: эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, халăхсен пуçлăхĕсем шутланакансем халăхсемпе хуçаланаççĕ, улпучĕсем вĕсене хăйсен аллинче тытаççĕ.

(43) Анчах сирĕн хушшăрта апла ан пултăр: сирĕн хушшăрта кам асли пулас тет, çавă сирĕншĕн тарçă пултăр;

(44) сирĕн хушшăрта кам малти пулас тет, çавă пуриншĕн те чура пултăр.

(45) Этем Ывăлĕ те Хăйне пулăштарасшăн килмен, Хăй пулăшасшăн, нумайăшне çăласшăн Хăй чунне пама килнĕ, тенĕ.

(46) Иерихона çитеççĕ. Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсемпе, йышлă халăхпа Иерихонран тухнă чухне пĕр суккăр çын, Тимей ывăлĕ Вартимей, çул хĕрринче ыйткаласа ларнă.

(47) Ку Назарет Иисусĕ тенине илтсен вăл: эй Давид Ывăлĕ Иисус! хĕрхенсем мана, тесе кăшкăра пуçланă.

(48) Нумайăшĕ ăна шăпланма хушнă; анчах вăл: эй Давид Ывăлĕ! хĕрхенсем мана, тесе тата хытăрах кăшкăра пуçланă.

(49) Иисус чарăнса тăнă та ăна чĕнсе илме хушнă. Вара çынсем суккăра чĕнеççĕ: ан хăра, тăр, сана чĕнет, теççĕ.

(50) Лешĕ ĕнтĕ çиелти тумне хывса пăрахсах сиксе тăнă та Иисус патне пынă.

(51) Ăна хуравласа Иисус çапла ыйтнă: эсĕ Мана хăвăншăн мĕн тутарасшăн? тенĕ. Суккăр çын Ăна: Вĕрентекен! манăн куракан пуласчĕ, тенĕ.

(52) Иисус каланă ăна: каях, ху ĕненни çăлчĕ сана, тенĕ. Лешĕ вара çав самантрах куракан пулнă та çулпа Иисус хыççăн кайнă.

Мк 11

(1) Иерусалим патнелле, Елеон тăвĕн тайлăмĕнче ларакан Виффагипе Вифани патне çывăхарсассăн, Иисус Хăйĕн икĕ вĕренекенне маларах ярать,

(2) вĕсене çапла калать: çак хăвăр умăрти яла кайăр; унта кĕрсенех эсир кăкарса хунă, халиччен пĕр çын та утланман çамрăк ашака куратăр; çавна вĕçертсе çавăтса килĕр.

(3) Кам та пулин сире: «мĕн тăватăр эсир?» тесессĕн, эсир ăна: «вăл Çÿлхуçана кирлĕ, Çÿлхуçа ăна тÿрех каялла кунта ярĕ» тейĕр, тет.

(4) Вĕсем кайнă та, урамра хапха умне кăкарса хунă çамрăк ашака тупса, ăна вĕçертсе илнĕ.

(5) Унта тăракансем хăшĕ-пĕри каланă вĕсене: мĕн тăватăр эсир? ашак тихине мĕншĕн вĕçертетĕр? тенĕ.

(6) Вĕсем Иисус хушнă пек хуравланă та, лешĕсем вара тытса тăман вĕсене.

(7) Çамрăк ашака Иисус патне çавăтса пынă, ун çине хăйсен тумтирне сарса хунă; Иисус ун çине улăхса ларнă.

(8) Нумайăшĕ хăйĕн тумтирне çул тăрăх сарса пынă, тепĕрисем тата, йывăç турачĕсем каса-каса илсе, вĕсене çул тăрăх пăрахса пынă.

(9) Умĕнчен пыракансем те, хыçĕнчен пыракансем те çапла кăшкăрса пынă: осанна! Çÿлхуçа ячĕпе Килекен мухтавлă!

(10) Давид аттемĕрĕн Çÿлхуçа ячĕпе килекен патшалăхĕ мухтавлă! Осанна! Çÿлти Турра мухтав! тенĕ.

(11) Иерусалима кĕрсенех Иисус Турă Çуртне пынă; унта пĕтĕмпе пăхса çаврăннă та каç пулнăран вуникĕ вĕренекенĕпе Вифание кайнă.

(12) Тепĕр кунне, вĕсем Вифанирен тухсассăн, Унăн çиесси килнĕ;

(13) Вăл аякранах çулçăллă смоква йывăçне асăрханă та, ун çинче мĕн те пулин тупаймăп-и тесе, ун патне пынă; анчах та унта пырсассăн çулçăсăр пуçне нимĕн те тупман: смоква çимĕçне пухас вăхăт çитеймен пулнă-ха.

(14) Иисус вара йывăçа çапла каланă: малашне санăн çимĕçне ĕмĕрне те никамăн та татса çимелле ан пултăр! тенĕ. Çавна Унăн вĕренекенĕсем те илтнĕ.

(15) Унтан вĕсем Иерусалима пыраççĕ. Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илÿ тăвакансене хăваласа кăларма пуçланă; укçа улăштаракансенĕн сĕтелĕсене, кăвакарчăн сутакансенĕн тенкелĕсене тÿнтере-тÿнтере янă;

(16) Турă Çурчĕ витĕр япала илсе çÿреме чарнă.

(17) Вăл вĕсене çапла каласа вĕрентнĕ: «Манăн Çуртăма пур халăхсемшĕн те тунă кĕлĕ çурчĕ тейĕç» тесе çырманччĕ-и-ха? эсир ăна вăрă-хурах йăви туса хунă, тенĕ.

(18) Çавна кĕнекеçĕсемпе аслă священниксем илтнĕ те Ăна епле те пулин пĕтерме май шыранă, мĕншĕн тесессĕн Унăн вĕрентĕвĕнчен пĕтĕм халăх тĕлĕннĕрен вĕсем Унран хăранă.

(19) Каç пулсан Вăл хуларан тухса кайнă.

(20) Ирхине иртсе пынă чухне вĕсем хайхи смоква йывăçне курнă, йывăçĕ тымарĕ таранах типсе ларнă пулнă.

(21) Петр аса илсе Иисуса çапла калать: Равви?! пăх-ха, хайхи Эсĕ ылханнă смоква йывăçĕ типсе ларнă, тет.

(22) Иисус вĕсене çапла хуравласа калать:

(23) Турра ĕненĕр. Чăн калатăп сире: кам та пулин çак тăва: «çĕклен те тинĕсе ÿк» тесен, хăй ăшĕнче пĕр иккĕленмесĕр, хăй каланă пек пуласса ĕненсен — вăл кирек мĕн калани те пурăнăçланать.

(24) Çавăнпа калатăп сире: эсир кĕлĕре кирек мĕн ыйтсассăн та çавна илессине ĕненĕр — вара илетĕрех.

(25) Кама та пулин çилленнĕ пулсан, кĕлĕре тăнă чухне эсир ăна каçарăр, вара Çÿлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçарĕ.

(26) Хăвăр каçармасан, Çÿлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçармĕ, тенĕ.

(27) Вĕсем каллех Иерусалима пынă. Вăл Турă Çуртĕнче çÿренĕ чухне Ун патне аслă священниксем, кĕнекеçĕсем тата халăх пуçлăхĕсем пынă та

(28) Унран: Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? çапла тума Сана кам ирĕк панă? тесе ыйтнă.

(29) Иисус вара вĕсене çапла хуравласа каланă: Манăн та сирĕнтен пĕр сăмах ыйтмалли пур, каласа парăр Мана, вара Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине калăп.

(30) Калăр-ха Мана: Иоанн шыва кĕртни тÿперен пулнă-и, этемрен-и? тенĕ.

(31) Лешĕсем ĕнтĕ пĕр-пĕринпе канашланă: «тÿперен» тесен, Вăл: «апла пулсан эсир ăна мĕншĕн ĕненмерĕр?» тейĕ, тенĕ.

(32) «Этемрен» теме халăхран хăранă, мĕншĕн тесессĕн Иоана пурте чăн пророк тесе хисепленĕ.

(33) Вара Иисуса çапла хуравласа каланă: пĕлместпĕр, тенĕ. Иисус ĕнтĕ вĕсене çапла хуравланă: Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп, тенĕ.

Мк 12

(1) Унтан вĕсене ытарăшсем калама пуçланă: пĕр çын иçĕм çырли пахчи лартнă та ăна йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, унта юхтаркăч чавса тунă, пашне туса лартнă, унтан ăна пахчаçăсене парса хăварнă та хăй тухса кайнă.

(2) Вăхăт çитсен вăл хăйĕн тарçине пахчаçăсем патне янă — пахчаçăсенчен иçĕм çырли илсе килме хушнă.

(3) Лешĕсем ăна тытнă та хĕнесе пĕтерсе пушă алăпах кăларса янă.

(4) Вара çав çын вĕсем патне тепĕр тарçине янă; вĕсем ăна та пуçне чулпа персе шăтарса, хур туса янă.

(5) Вăл ĕнтĕ тата тепĕр тарçине янă — ăна вĕлернĕ; ыттисене те нумайăшне е хĕненĕ, е вĕлернĕ.

(6) Унăн пĕртен-пĕр савнă ывăлĕ пулнă; ывăлăмран вăтанĕç тесе вăл юлашкинчен вĕсем патне ăна янă.

(7) Анчах та пахчаçăсем пĕр-пĕрне каланă: еткерçĕ ку; атьăр ăна вĕлерер те унăн еткерне хамăр илер, тенĕ.

(8) Вара вĕсем ăна ярса тытса вĕлернĕ те иçĕм çырли пахчинчен кăларса пăрахнă.

(9) Ĕнтĕ пахча хуçи мĕн тăвĕ? Килĕ те пахчаçăсене тытса вĕлерттерĕ, пахчине урăххисене парĕ.

(10) Эсир Турă çырăвĕнче: «çурт тăвакансем тиркенĕ чул кĕтес никĕсĕ пулчĕ:

(11) ку — Çÿлхуçа ĕçĕ, пирĕн куç умĕнчи тĕлĕнмелле ĕç» тенине вуламан-им? тенĕ.

(12) Вĕсем çав ытарăша хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ те Ăна тытма тăрăшнă, анчах халăхран хăранă; вара вĕсем Ун патĕнчен пăрахса кайнă.

(13) Вĕсем Иисус каланинче пĕр-пĕр айăпламалли сăмах тупасчĕ тесе Ун патне хăш-пĕр фарисейсене тата Ирод çыннисене янă.

(14) Лешĕсем пыраççĕ те Ăна çапла калаççĕ: Вĕрентекен! эпир Эсĕ тÿррине пĕлетпĕр, Эсĕ никама та юрасшăн тăрăшмастăн, Саншăн пур çын та пĕрех, Эсĕ чăнах Турă çулне вĕрентетĕн. Кесаре куланай пама тивĕçлĕ-и, тивĕçлĕ мар-и? ăна пирĕн парас-и, парас мар-и? теççĕ.

(15) Иисус вĕсен икĕпитлĕхне пĕлсе каланă вĕсене: мĕншĕн сăнатăр Мана? Динари илсе килсе кăтартăр-ха Мана, тенĕ.

(16) Лешĕсем илсе пынă. Вăл вĕсене çапла калать: ку кам сăнĕ, кунта кам ятне çырнă? тет. Вĕсем Ăна: кесарĕн, тенĕ.

(17) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: кесарĕнне кесаре, Туррăнне Турра парăр, тенĕ. Ĕнтĕ Унран тĕлĕннĕ.

(18) Унтан Иисус патне саддукейсем — вилнисем чĕрĕлсе тăрасса ĕненменскерсем — пынă, Унран çапла ыйтнă:

(19) Вĕрентекен! Моисей пире валли çапла çырса хăварнă: «камăн та пулин тăванĕ ача-пăча курмасăр вилсен, çав çын тăванĕ ун арăмне качча илтĕр, çапла вилнĕ тăванĕн йăхне тăстăр» тенĕ.

(20) Çиччĕн пĕртăван пурччĕ: асли авланчĕ те вилчĕ, ачи-пăчи юлмарĕ.

(21) Вара çав арăма иккĕмĕшĕ качча илчĕ; вăл та вилчĕ, унран та ача-пăча юлмарĕ; виççĕмĕшĕ те çаплах пулчĕ.

(22) Çав арăма çиччĕшĕ те качча илчĕç, ача-пăча юлмарĕ. Пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ.

(23) Ĕнтĕ вилнĕ çынсем чĕрĕлес вăхăтра чĕрĕлсе тăрсан, вăл хăшĕн арăмĕ пулĕ-ши? вăл çиччĕшĕн арăмĕ те пулнăччĕ, тенĕ.

(24) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: эсир Çырăва та, Турă хăватне те пĕлменнипе аташатăр-ши?

(25) Чĕрĕлсе тăнисем авланмĕç те, качча та каймĕç, тÿпери ангелсем пек пулĕç.

(26) Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен Моисей кĕнекинче, çунакан тĕм çинчен каланă тĕлте Турă ăна мĕн каланине — «Эпĕ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине — вуламан-им эсир?

(27) Турă Вăл — вилнисен Турри мар, чĕррисенĕн Турри. Çапла ĕнтĕ эсир питĕ аташатăр, тенĕ.

(28) Кĕнекеçĕсенчен пĕри вĕсем тавлашнине курнă та, Иисус вĕсене хирĕç аван каланине илтсе, Унран пырса ыйтнă: ÿкĕтсенчен чи асли хăшĕ? тенĕ.

(29) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: пур ÿкĕтрен те чи асли çакă: «эй Израиль, итле! Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, — пĕртен-пĕр Çÿлхуçамăр;

(30) хăвăн Çÿлхуçа Турруна пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа, пĕтĕм ăсупа, пĕтĕм вăй-халупа юрат» — çакă чи аслă ÿкĕт!

(31) Иккĕмĕшĕ те çавăн евĕрлех: «çывăх çыннуна хăвна ху юратнă пек юрат». Çаксенчен аслăрах ÿкĕт çук, тенĕ.

(32) Кĕнекеçĕ каланă Ăна: çапла çав, Вĕрентекен! Турă пĕртен-пĕрре анчах, Унсăр пуçне урăххи çук тесе Эсĕ чăннине каларăн;

(33) Ăна пĕтĕм чĕрепе, пĕтĕм ăстăнпа, пĕтĕм чунпа, пĕтĕм вăй-халпа юратни тата çывăх çынна хăвна ху юратнă пек юратни пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенĕ.

(34) Вăл çапла ăслă хуравланине илтсессĕн Иисус ăна: эсĕ Турă Патшалăхĕнчен инçех те мар, тенĕ. Çавăн хыççăн ĕнтĕ Унран никам та нимĕн çинчен те ыйтма хăяйман.

(35) Иисус каллех Турă Çуртĕнче вĕрентсе каланă: епле-ха кĕнекеçĕсем Христоса Давид ывăлĕ теççĕ?

(36) Турă Сывлăшĕпе хавхаланнă Давид хăй çапла каланă-çке: «Çÿлхуçа манăн Çÿлхуçана каланă: Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар, тенĕ».

(37) Çапла Давид хăй Ăна Çÿлхуçа тет пулсассăн, епле-ха Христос унăн ывăлĕ пулма пултарать? тенĕ. Темĕн чухлĕ халăх Ăна пĕтĕм кăмăлтан итлесе тăнă.

(38) Вĕрентнĕ чухне Вăл вĕсене тата çапла каланă: кĕнекеçĕсенчен сыхланăр: вĕсем вăрăм тумтирпе çÿреме юратаççĕ, халăх пухăвĕсенче хăйсене саламланине кăмăллаççĕ,

(39) синагогăсенче малта ларма, ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма юратаççĕ.

(40) Çавсем — тăлăх арăмсенĕн çурчĕсене тĕп тăвакансем, çынна кăтартасшăн нумайччен кĕлтăвакансем — питĕ пысăк айăпа юлĕç, тенĕ.

(41) Иисус Турă Çуртĕнчи укçа арчине хирĕç ларнă та халăх çав арчана укçа янине сăнаса ларнă. Пуяннисем чылайăшĕ нумай хунă.

(42) Пĕр чухăн тăлăх арăм пынă та икĕ вак укçа хунă, ку ĕнтĕ пĕр кодрантпа танлашнă.

(43) Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе каланă: чăн калатăп сире: çак чухăн тăлăх арăм арчана укçа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучĕ:

(44) ыттисем пурте ытлашшине хучĕç, ку вара, кĕлмĕçскер, хăйĕн мĕн пуррине хучĕ, хăйне пурăнмалăх укçине ячĕ, тенĕ.

Мк 13

(1) Иисус Турă Çуртĕнчен тухнă чухне вĕренекенĕсенчен пĕри Ăна çапла калать: Вĕрентекен! кур-ха, чулĕсем еплерех, çурчĕсем еплерех! тет.

(2) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: çак пысăк çуртсене куратăн-и? çакна пурне те аркатĕç, тĕппипех ишсе тăкĕç, тенĕ.

(3) Вăл Елеон тăвĕ çинче Турă Çуртне хирĕç ларнă чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куçа-куçăн юлсассăн çапла ыйтнă:

(4) каласамччĕ пире: ку хăçан пулĕ? çакă хăçан пулассине мĕнле паллă пĕлтерĕ? тенĕ.

(5) Вĕсене хуравласа Иисус çапла кала пуçланă: сыхланăр, сире кам та пулин илĕртсе ан улталатăр:

(6) нумайăшĕ Ман ятăмпа килĕ те: «Вăл — эпĕ» тесе чылайăшне илĕртсе улталĕ.

(7) Вăрçăсем çинчен, вăрçă шăв-шавĕ çинчен илтсессĕн ан сехĕрленĕр: çакă пĕтĕмпех пулмалла вăл; анчах ку — вĕçĕ мар-ха.

(8) Халăх çине — халăх, патшалăх çине патшалăх тапăнĕ; вырăнĕ-вырăнĕпе çĕр чĕтренĕ, выçлăх пулĕ, халăхсем пăлханĕç. Ку — асапсен пуçламăшĕ кăна-ха.

(9) Эсир вара сыхă пулăр: сире сут тума тытса парĕç, синагогăсенче хĕнĕç; Ман пирки сире тÿресемпе патшасен умне Ман çинчен вĕсен умĕнче кÿнтелеме тăратĕç.

(10) Анчах та малтан пур халăхсен хушшине те Евангели сарăлса çитмелле.

(11) Хăвăра сута пама тытса кайнă чухне эсир мĕн каласси пирки малтанах шухăшласа ан хурăр, ан пăшăрханăр; çав сехетре хăвăра мĕн пĕлтернине калăр: мĕншĕн тесессĕн эсир мар, Таса Сывлăш каласа тăрĕ.

(12) Ĕнтĕ тăванĕ тăванне, ашшĕ ачисене вĕлерме тытса парĕ; ачисем ашшĕ-амăшне хирĕç тăрĕç, вĕсене вĕлерттерĕç.

(13) Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç; вĕçне çитичченех тÿсекенĕ çăлăнĕ.

(14) Даниил пророк каланă пек, ирсĕрлĕх пулмалла мар вырăнта йĕрĕнчĕк тăнине курсассăн, — вулакан ăнлантăр, — Иудейăра пурăнакансем тусем хушшине тарччăр;

(15) çурт тăрринчи çын çĕре ан антăр, пĕр-пĕр япала илес тесе пÿртне ан кĕтĕр;

(16) хирти çын та хăй тумтирне илес тесе каялла ан таврăнтăр.

(17) Çийĕнче пур арăмсене, ача ĕмĕртекеннисене çав кунсенче хуйхă пулĕ!

(18) Хăвăр тарасси хĕлле ан пултăрччĕ тесе кĕлтăвăр.

(19) Çав кунсенче хăрушă асап пулĕ, унашкалли Турă пултарнă тĕнче пуçланнăранпа халиччен пулман та, пулас та çук.

(20) Çÿлхуçа çав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та çăлăнса юлаяс çукчĕ; анчах Хăйĕннисемшĕн, Хăй суйласа илнисемшĕн, Вăл çав кунсен шутне чакарĕ.

(21) Çавăн чухне сире кам та пулин: «Христос акă кунта» е: «авă унта» тесессĕн, ан ĕненĕр.

(22) Ĕнтĕ суя христоссем, суя пророксем килĕç, май пулсан суйланисене те илĕртсе улталас тесе, паллăсемпе хăватсем кăтартĕç.

(23) Эсир вара сыхă пулăр. Акă Эпĕ ĕнтĕ сире пурне те малтанах каласа хутăм.

(24) Çав кунсенче, çав асап хыççăн, хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх та хăй çутине кăтартмĕ,

(25) тÿперен çăлтăрсем тăкăнĕç, çÿлти вăй-хăватсем хускалĕç.

(26) Вара пĕлĕтсем çинче хăватлăн та мухтавлăн килекен Этем Ывăлне курĕç.

(27) Çавăн чухне Вăл Хăйĕн ангелĕсене ярĕ те Хăй суйласа илнисене тĕнченĕн тăватă енчен — çĕр хĕрринчен пуçласа тÿпе хĕррине çитичченех — пуçтарĕ.

(28) Эсир смоква йывăçĕнчен ăнкарса илĕр: унăн турачĕсем çемçелсе çулçă кăлара пуçласан, эсир çу çывăхарнине пĕлетĕр.

(29) Çавăн пекех, мĕн калани пурăнăçланма пуçланине курсассăн пĕлсех тăрăр: çывăхрах, алăк умĕнчех.

(30) Чăн калатăп сире: ку пĕтĕмпе çак ăру пĕтичченех пулса иртĕ.

(31) Тÿпепе çĕр те пĕтĕ, Манăн сăмахăмсем вара нихăçан та çухалмĕç.

(32) Çав кун çинчен е çав сехет çинчен никам та пĕлмест, тÿпери ангелсем те пĕлмеççĕ, Ывăлĕ те пĕлмест, Аттем çеç пĕлет.

(33) Астăвăр, сыхă тăрăр, кĕлтăвăр: çав вăхăт хăçан çитессине пĕлместĕр.

(34) Ку вăл — çула кайнă чухне хăйĕн кил-çуртне тарçисене шанса хăварнă, вĕсене кашнине ĕç хушса тата хапха хуралçине сыхă тăма каласа хăварнă çын тунă евĕрлĕ.

(35) Çапла ĕнтĕ сыхă пулăр, мĕншĕн тесессĕн çурт хуçи хăçан килессине — те каçпа, те çĕр варринче, те автан авăтнă вăхăтра, те ирхине — пĕлместĕр;

(36) вăл, сасартăк килсе, эсир çывăрнă тĕле ан пултăрччĕ.

(37) Сире каланине пуриншĕн те калатăп: сыхă пулăр, тенĕ.

Мк 14

(1) Пасха уявĕпе тутлăлла çăкăр уявĕ çитиччен тата икĕ кун юлнă; аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем Иисуса епле те пулин чеелĕхпе тытса вĕлерме май шыранă;

(2) вĕсем ĕнтĕ: анчах уяв вăхăтĕнче тытас мар, халăх пăлханмалла ан пултăр, тенĕ.

(3) Вăл Вифанире тилçеллĕ Симон килĕнче апат çисе ларнă чухне пĕр хĕрарăм алаватсăр савăтпа хаклă йышши таса нард çăвĕнчен тунă мирă илсе пынă; савăтне çĕмĕрсе çăвне Ун пуçĕ çине юхтарнă.

(4) Хăшĕ-пĕрисем, тарăхса, пĕр-пĕринпе калаçнă: мĕне кирлĕччĕ ку мирăна сая яма?

(5) ăна виççĕр динарирен те хаклăрах сутса, укçине кĕлмĕçсене пама пулатчĕ, тенĕ. Вĕсем хĕрарăма хытах ÿпкеленĕ.

(6) Иисус вĕсене каланă: ан тивĕр ăна; ăна мĕншĕн кÿрентеретĕр? вăл Маншăн ырă ĕç турĕ.

(7) Кĕлмĕçсем сирĕн яланах пулĕç, кăмăлăр пулсан вĕсене эсир кирек хăçан та ырă тума пултаратăр; Эпĕ вара сирĕнпе яланах пулас çук.

(8) Вăл хăй мĕн тума пултарнине турĕ: Манăн Ÿтĕме пытармашкăн малтанах çу сĕрсе хучĕ.

(9) Чăн калатăп сире: çак Евангелие пĕтĕм тĕнчере, кирек ăçта вĕрентсессĕн те, пур çĕрте те çак хĕрарăма асăнса вăл мĕн туни çинчен каласа кăтартĕç, тенĕ.

(10) Вуникĕ вĕренекенĕнчен пĕри, Иуда Искариот, Иисуса аслă священниксене тытса парас тесе, вĕсем патне кайнă.

(11) Лешĕсем çавна илтсессĕн хĕпĕртесех ÿкнĕ, ăна кĕмĕл укçа пама пулнă. Вăл вара Ăна епле те пулин тытса парас тесе меллĕ самант шыранă.

(12) Тутлăлла çăкăр уявĕн малтанхи кунĕнче, пасха путекки пусакан вăхăтра, вĕренекенĕсем калаççĕ Ăна: Эсĕ пасха ăçта çиес тетĕн? эпир кайса хатĕрлĕпĕр, теççĕ.

(13) Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсенчен иккĕшне çапла каласа ярать: хулана кайăр; унта сире кăкшăмпа шыв çĕклесе пыракан çын тĕл пулĕ; эсир çавăн хыççăн кайăр,

(14) вăл ăçта кĕрĕ, çав çурт хуçине калăр эсир: «Вĕрентекен: Эпĕ Хамăн вĕренекенĕмсемпе пĕрле пасха çимелли пÿлĕм ăçта? тет», тейĕр.

(15) Вăл сире çÿлти пÿлĕме — пысăк та тирпейлĕ пÿлĕме — кăтартĕ; çавăнта хатĕрлĕр, тенĕ.

(16) Унăн вĕренекенĕсем кайнă, хулана çитнĕ, пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулнă; вара пасха хатĕрлесе хунă.

(17) Каç пулсассăн Вăл унта вуникĕ вĕренекенĕпе пĕрле пырать.

(18) Çисе ларнă чухне Иисус каланă: чăн калатăп сире: сирĕнтен пĕри, Манпа пĕрле çиекенĕ, Мана тытса парĕ, тенĕ.

(19) Вĕсем салхуланса кайса пĕрин хыççăн тепĕри Унран ыйта пуçланă: эпĕ мар-и? тенĕ.

(20) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: вуниксĕртен пĕри, Манпа пĕрле тирĕкрен пуçаканни.

(21) Этем Ывăлĕ ĕнтĕ, Хăй çинчен çырнă пек, Хăйĕн çулĕпех пырать, анчах Этем Ывăлне тытса паракана хуйхă çитĕ: çав çынна çураличчен çуралманни аванрах пулнă пулĕччĕ, тенĕ.

(22) Апат çинĕ чухне Иисус çăкăра илсе пилленĕ те ăна вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса каланă: илĕр, çийĕр; ку — Манăн Ÿтĕм, тенĕ.

(23) Унтан куркине илсе Турра тав тунă та вĕсене панă; çав куркаран пурте ĕçнĕ.

(24) Вара вĕсене каланă: ку — Манăн Юнăм, çĕнĕ халала çирĕплетекен, нумай çыншăн юхакан Юнăм.

(25) Чăн калатăп сире: Эпĕ ĕнтĕ Турă Патшалăхĕнче çĕнĕ эрех ĕçес кунчченех иçĕм çырли эрехне урăх ĕçмĕп, тенĕ.

(26) Унтан мухтав юрри юрласа Елеон тăвĕ çине кайнă.

(27) Çавăн чухне Иисус вĕренекенĕсене калать: кĕçĕр эсир пурсăр та Ман тĕлĕшĕмрен улталанатăр, мĕншĕн тесессĕн: «кĕтÿçне çапса ÿкерĕп те, сурăхĕсем сапаланса кайĕç» тесе çырнă.

(28) Чĕрĕлсе тăнă хыççăн Эпĕ Галилейăра сирĕнтен маларах пулăп, тенĕ.

(29) Петр каланă Ăна: пурте улталансан та, эпĕ улталанмăп, тенĕ.

(30) Иисус вара ăна çапла калать: чăн калатăп сана: кĕçĕрех, автан икĕ хут авăтиччен, эсĕ Манран виçĕ хут тунăн, тенĕ.

(31) Петр çине тăрсах каланă: Санпа пĕрле вилмелле пулсассăн та Санран тунассăм çук, тенĕ. Ыттисем те çавнашкалах каланă.

(32) Вĕсем Гефсимани теекен вырăна пыраççĕ; Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла калать: Эпĕ кĕлтăвиччен çакăнта ларăр-ха, тет.

(33) Хăйпе пĕрле Петра, Иакова тата Иоана илсе каять; унта тĕмсĕлсе, тертленсе хуйхăра пуçлать.

(34) Вĕсене çапла калать: Манăн чунăм вилесле асапланать; çакăнта пулăр, ан çывăрăр, тет.

(35) Унтан кăшт аяккалла пăрăннă та май пулсан çак сехет Хăйĕнчен иртинччĕ тесе çĕре ÿксе кĕлтунă;

(36) çапла каланă: эй Авва, эй Аттемĕм! Эсĕ пурне те тума пултаратăн; çак куркана Манран ирттерсе ярсамччĕ; анчах Эпĕ тăвас тени мар, Эсĕ тăвас тени пултăр, тенĕ.

(37) Унтан каялла пырать те вĕренекенĕсем çывăрнине курать, вара Петра çапла калать: Симон! эсĕ çывăратăн-и? пĕр сехет те пулин çывăрмасăр тÿсеймерĕн-и?

(38) Сыхă тăрăр, кĕлтăвăр, улталанмалла ан пултăр: сывлăш сыхă, ÿт чăтăмсăр, тет.

(39) Унтан каллех аяккалла пăрăнса çав сăмахах каласа кĕлтунă.

(40) Каялла пырсан каллех Вăл лешĕсем çывăрнине курнă: вĕсене ыйхă пусса çитернĕ, ĕнтĕ вĕсем Ăна нимĕн калама та пĕлмен.

(41) Виççĕмĕш хут пырать, калать вĕсене: эсир халĕ те çывăратăр-и, канатăр-и? Çитĕ! Вăхăт çитрĕ: ĕнтĕ Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса параççĕ.

(42) Тăрăр, каяр; акă Мана тытса паракан çывăхарчĕ, тет.

(43) Вăл çапла каласа тăнă хушăрах вуниккĕшĕнчен пĕри, Иуда, тата унпа пĕрле аслă священниксем, аслă çынсем, кĕнекеçĕсем янă темĕн чухлĕ халăх хĕçсемпе, шалчасемпе пырса çитнĕ.

(44) Ăна тытса параканĕ вĕсене çавнашкал паллă пама пулнă: эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă пулĕ; вара ярса тытăр та Ăна, шанчăклă хуралпа илсе кайăр, тенĕ.

(45) Çитсессĕнех вăл Иисус патне пынă та: Равви?! тесе Ăна чуптунă.

(46) Вара Ун çине алă хурса Ăна ярса тытнă.

(47) Çавăнта тăракансенчен пĕри хĕçне туртса кăларнă та, аслă священник чури çине сулса ярса, унăн хăлхине касса татнă.

(48) Çавăн чухне Иисус вĕсене каланă: Мана тытма эсир, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалчасемпе тухнă.

(49) Эпĕ куллен сирĕнпе пĕрле Турă Çуртĕнчеччĕ, сире вĕрентеттĕм, эсир Мана тĕкĕнмерĕр. Ĕнтĕ çырни вырăна килтĕр, тенĕ.

(50) Çавăн чухне Ăна пурте пăрахса тарнă.

(51) Пĕр яш ача, çара ÿчĕ çинченех витĕнчĕк пĕркеннĕскер, Иисус хыçĕнчен пынă; ăна салтаксем ярса тытнă.

(52) Вăл вара, витĕнчĕкне вĕсен аллинче хăварса, çарамассăнах тарнă.

(53) Иисуса аслă священник патне илсе пынă; çавăнта пур аслă священниксем, аслă çынсем, кĕнекеçĕсем пухăннă.

(54) Петр аслă священник картишне çитичченех Иисус хыçĕнчен аякран пынă; çитсессĕн тарçăсемпе пĕрле вут умĕнче ăшăнса ларнă.

(55) Аслă священниксемпе пĕтĕм синедрион Иисуса вĕлерттерме сăлтав тупасшăн Ун çинчен кÿнтелекене шыранă, анчах тупайман.

(56) Ун çинчен нумайăшĕ суя кÿнтеленĕ, анчах вĕсем кÿнтелени çителĕклĕ пулман.

(57) Хăшĕ-пĕри ура çине тăрсах Ăна хирĕç кÿнтелесе çапла каланă:

(58) Вăл: «этем аллипе тунă çак Турă Çуртне аркатăп та виçĕ кунран урăххине, алăпа туманнине, туса лартăп» тесе каланине эпир хамăрах илтрĕмĕр, тенĕ.

(59) Анчах çапла кÿнтелени те çителĕклĕ пулман.

(60) Вара аслă священник, вăта çĕре тăрса, Иисусран çапла ыйтнă: мĕншĕн Эсĕ хирĕç нимĕн те каламастăн? Хăвна айăпланине хирĕç нимĕн те калаймастăн-и? тенĕ.

(61) Иисус чĕнмен, хирĕç тавăрса нимĕн те каламан. Аслă священник каллех ыйтнă Унран, Ăна çапла каланă: Эсĕ Христос-и, Мухтавлă Турă Ывăлĕ-и? тенĕ.

(62) Иисус каланă: Эпĕ; акă эсир Этем Ывăлĕ Пурне те Пултараканăн сылтăм енче ларнине курăр, Вăл тÿпери пĕлĕтсем çинче килнине курăр, тенĕ.

(63) Аслă священник вара çийĕнчи тумтирне çурса ярса каланă: тата мĕнле кÿнтеленсем кирлĕ пире?

(64) Вăл Турра хурланине хăвăрах илтрĕр! эсир мĕн калатăр? тенĕ. Вĕсем вара пурте: Вăл айăплă, Ăна вĕлермелле, тенĕ.

(65) Хăшĕ-пĕрисем ĕнтĕ Ун çине сура пуçланă, Унăн питне хупласа, Ăна çупа-çупа ярса: кала-ха — кам çапрĕ? тенĕ. Ăна тарçăсем те хĕненĕ.

(66) Петр картишĕнче аялта пулнă чухне аслă священникăн хĕрарăм тарçисенчен пĕри пынă та,

(67) Петр вут умĕнче ăшăнса ларнине курсассăн, ун çине тинкерсе пăхса: эсĕ те Назарет Иисусĕпе пĕрлеччĕ, тенĕ.

(68) Петр туннă: эсĕ мĕн каланине пĕлместĕп, ăнланаймастăп, тенĕ. Вара малти картишне тухнă; çав вăхăтра автан авăтса янă.

(69) Хĕрарăм тарçă ăна каллех курнă та çавăнта тăракансене: ку — çавсен ушкăнĕнчиех, тенĕ.

(70) Петр каллех туннă. Кăштахран çавăнта тăракансем Петра каллех çапла каланă: эсĕ чăнах та вĕсен ушкăнĕнчиех; эсĕ Галилея çынни, санăн калаçни те вĕсенĕнни майлах, тенĕ.

(71) Вăл вара çине тăрсах тупа тăва пуçланă: эсир калакан Çынна эпĕ палламастăп, тенĕ.

(72) Çав самантрах автан иккĕмĕш хут авăтса янă. Петр вара хăйне Иисус мĕн каланине, «автан икĕ хут авăтиччен эсĕ Манран виçĕ хутчен тунăн» тенĕ сăмаха, аса илнĕ те йĕрсе янă.

Мк 15

(1) Ирхине ирех аслă священниксем, халăх пуçлăхĕсем, кĕнекеçĕсем тата пĕтĕм синедрион хăвăртрах пĕрле пухăнса канаш тунă та Иисуса çыхса Пилат аллине илсе пырса панă.

(2) Пилат Унран ыйтнă: Эсĕ Иудея Патши-и? тенĕ. Вăл ăна хуравласа каланă: эсĕ калатăн, тенĕ.

(3) Аслă священниксем Ăна нумай тĕлĕшпе айăпланă.

(4) Пилат Унран татах ыйтнă: Эсĕ нимĕн те каламастăн-и? куратăн-и, Сана хирĕç мĕн чухлĕ айăплав кăтартаççĕ? тенĕ.

(5) Иисус çакна хирĕç те нимĕн те каламан, çавăнпа Пилат питĕ тĕлĕннĕ.

(6) Кашни уяврах вăл, халăх ыйтнипе, тĕрмере ларакансенчен пĕрне ирĕке кăларнă.

(7) Çавăн чухне Варавва ятлă пĕр çын пăлхав вăхăтĕнче çын вĕлернĕшĕн хăйĕн каварçисемпе пĕрле тĕрмере ларнă пулнă.

(8) Халăх Пилат патне пынă та ăна хăйсемшĕн яланах тунине тутарасшăн кăшкăрса ыйта пуçланă.

(9) Вăл вĕсене хуравласа каланă: сире Иудея Патшине кăларса парам-и? тенĕ:

(10) вăл ĕнтĕ аслă священниксем Иисуса кураймасăр тытса панине пĕлнĕ.

(11) Анчах та аслă священниксем халăха Иисуса мар, Вараввăна кăларттарма хĕтĕртнĕ.

(12) Пилат вĕсенчен тата тепĕр хут ыйтнă: апла хăвăр Иудея Патши теекеннине эсир мĕн тума хушатăр мана? тенĕ.

(13) Вĕсем каллех: пăталаттар Ăна! тесе кăшкăрнă.

(14) Пилат вĕсене: мĕн усалли тунă-ха Вăл? тенĕ. Лешĕсем тата хытăрах: пăталаттар Ăна! тесе кăшкăрнă.

(15) Вара Пилат, халăх кăмăлне юрас тесе, Вараввăна тĕрмерен кăларнă, Иисуса, хĕнеттерсе, хĕрес çумне пăталама хушнă.

(16) Салтаксем Ăна шалти картишне, претори теекен вырăна, илсе кайнă; унта пĕтĕм çар ушкăнне пухнă;

(17) Ăна хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартнă, пуçне йĕплĕ хулăран пуçкăшăль явса тăхăнтартнă;

(18) унтан Ăна хисепленĕ пек туса: эй Иудея Патши, савăн! тесе саламлама пуçланă.

(19) Ăна пуçĕнчен туяпа çапнă, Ун çине сурнă, чĕркуçленсе лара-лара Ăна пуççапнă.

(20) Иисусран çапла мăшкăлласа тăрансан, Ун çийĕнчен хĕрхĕлтĕм тумтире хывса илнĕ те, Хăй тумтирне тăхăнтартса, Ăна пăталама илсе кайнă.

(21) Хиртен таврăнакан пĕр çынна — Киринея çыннине Симона, Александрпа Руф ашшĕне — Иисусăн хĕресне йăтса пыма хушнă.

(22) Ăна Голгофа теекен вырăна, — ку вăл «Пуç тÿпи» тени пулать, — илсе пынă.

(23) Ăна смирнăпа хутăштарнă эрех ĕçме панă; Вăл ĕçмен.

(24) Ăна пăталакансем Унăн тумтирне, кама мĕн тивĕ тесе, хăйсем хушшинче шăпа ярса валеçнĕ.

(25) Ăна пăталанă чухне виççĕмĕш сехет пулнă.

(26) Унăн айăпне кăтартса «Иудея Патши» тесе çырни пулнă.

(27) Унпа пĕрле икĕ вăрă-хураха пăталанă: пĕрне — Унăн сылтăм енне, тепĕрне — сулахай енне.

(28) Çапла «усал çынсен шутне кĕртнĕ» тесе çырни вырăна килнĕ.

(29) Иртсе çÿрекенсем пуçне сулла-сулла Ăна хурланă: э! Турă Çуртне аркатакан, ăна виçĕ кунра çĕнĕрен туса лартакан!

(30) Хăвна Ху çăл, хĕрес çинчен ан, тенĕ.

(31) Аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем те Унран çавнашкалах мăшкăлласа пĕр-пĕрин хушшинче çапла каланă: ыттисене çăлатчĕ, Хăйне Хăй çăлаймасть!

(32) Христос, Израиль Патши, халĕ хĕрес çинчен антăр ĕнтĕ, эпир курар, вара ĕненĕпĕр Ăна, тенĕ. Унпа пĕрле пăталанисем те Унран мăшкăлласа кулнă.

(33) Улттăмĕш сехетре пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларнă, çакă тăххăрмĕш сехете çитиччен тăсăлнă.

(34) Тăххăрмĕш сехетре Иисус хыттăн кăшкăрса янă: Элои?! Элои?! ламма? савахфани?? тенĕ; ку вăл: «эй Турăçăм! Турăçăм! мĕншĕн Эсĕ Мана пăрахрăн?» тени пулать.

(35) Унта тăракансем хăшĕ-пĕри çавна илтсессĕн: акă Илияна чĕнет, тенĕ.

(36) Пĕри тата чупса кайнă та, сĕрхе сăхтарнă губкăна патак вĕçне тирсе, Иисуса ĕçме парса каланă: чимĕр-ха, пăхса тăрар, Илия Ăна антарма килмĕ-и, тенĕ.

(37) Иисус ĕнтĕ хыттăн кăшкăрса янă та, Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă.

(38) Çав вăхăтра Турă Çуртĕнчи чаршав çÿлтен пуçласа аяла çитиччен çурмаран çурăлса аннă.

(39) Иисуса хирĕçех тăракан çĕрпÿ Иисус çапла кăшкăрса янине, Унăн сывлăшĕ тухнине курсассăн каланă: Ку Çын чăнах та Турă Ывăлĕ пулнă-мĕн, тенĕ.

(40) Çавăнта хĕрарăмсем те пулнă; вĕсем аякран пăхса тăнă; вĕсен хушшинче Мария Магдалина, кĕçĕн Иаковпа Иосия амăшĕ Мария тата Саломия пулнă —

(41) вĕсем Иисус Галилейăра чухне те Ун хыççăн çÿренĕ, Ăна пулăшнă; тата Унпа пĕрле Иерусалима пынă ытти хĕрарăмсем те нумаййăн пулнă.

(42) Ку вăл эрнекун каçхине, шăматкуна хатĕрленмелли вăхăт çитсессĕн, пулнă,

(43) Аримафея хулин çынни Иосиф — иудейсен канашĕнчи хисеплĕ çын, хăй те Турă Патшалăхне кĕтсе тăраканскер — Пилат патне кĕрсе Иисус Ÿтне ыйтма хăйнă.

(44) Иисус вилнĕ ĕнтĕ тенине илтсен, Пилат тĕлĕннĕ; вара çĕрпĕве чĕнсе илсе ыйтнă унран: вилни нумай пулать-и? тенĕ.

(45) Çĕрпÿрен те çакна пĕлсессĕн, Иисус Ÿтне Иосифа панă.

(46) Иосиф вара шурă пир туянса, Ăна хĕрес çинчен антарса пирпе чĕркенĕ те чул тăва касса кĕрсе тунă тупăклăха хунă; тупăклăх анине чулпа хупласа хăварнă.

(47) Мария Магдалинăпа Иосия Марийĕ Ăна ăçта пытарнине пăхса тăнă.

Мк 16

(1) Шăматкун иртсессĕн Мария Магдалина, Иаков Марийĕ тата Саломия ĕнтĕ Иисусăн Ÿтне сĕрме каймашкăн ырă шăршăллă çу туяннă.

(2) Эрненĕн малтанхи кунĕнче, ирхине ирех, хĕвел тухнă вăхăтра, вĕсем тупăклăх патне каяççĕ;

(3) хăйсем хушшинче: пире тупăклăх умĕнчи чула кам йăвантарса парĕ-ши? тесе калаçса пыраççĕ.

(4) Пăхаççĕ те — курах каяççĕ: чула куçарса хунă; чулĕ вара питĕ пысăк пулнă.

(5) Тупăклăха кĕрсессĕн вĕсем сылтăм енче шап-шурă тумтир тăхăннă пĕр çамрăк ача ларнине курнă та хăраса ÿкнĕ.

(6) Вăл вара вĕсене çапла калать: ан хăрăр. Эсир хĕрес çумне пăталанă Назаретри Иисуса шыратăр; Вăл чĕрĕлсе тăчĕ, кунта çук Вăл. Акă Ăна хунă вырăн.

(7) Эсир кайăр та Унăн вĕренекенĕсене тата Петра çапла калăр: Вăл Галилейăра сирĕнтен те маларах пулĕ; Хăй каланă пек, эсир Ăна çавăнта курăр тесе калăр, тенĕ.

(8) Вара вĕсем тупăклăхран тухнă та чупса кайнă; хăйсем ĕнтĕ сехĕрленсех ÿкнĕ, çав тери хăранипе никама та нимĕн те каламан.

(9) Эрненĕн малтанхи кунĕнче ирех чĕрĕлсе тăнă хыççăн Иисус чи малтан Мария Магдалинăна курăннă; Вăл унччен ун ăшĕнчен çичĕ усал хăваласа кăларнă пулнă.

(10) Мария вара кайнă та Иисуспа пĕрле çÿренисене — хуçăлсах йĕрекенсене — каласа кăтартнă;

(11) анчах та вĕсем Иисус чĕрĕ пулни çинчен, вăл Ăна курни çинчен илтсен ĕненмен ăна.

(12) Кайран Иисус вĕсенчен иккĕшне вĕсем пĕр яла кайнă чухне, çул çинче, урăх сăнлă пулса курăннă.

(13) Лешĕсем вара каялла таврăннă та çакна ыттисене пĕлтернĕ; анчах вĕсене те ĕненмен.

(14) Каярахпа вунпĕр вĕренекенне каçхи апат çисе ларнă чухне курăннă; вĕсене Вăл ĕненменшĕн, хытă чĕреллĕ пулнăшăн, Хăйне чĕрĕлсе тăнă хыççăн куракансене ĕненменшĕн ÿпкеленĕ.

(15) Унтан вĕсене çапла каланă: кайăр та пĕтĕм тĕнче тăрăх пур чуна та Евангели çинчен вĕрентсе çÿрĕр.

(16) Кам ĕненсе тĕне кĕрĕ, çавă çăлăнĕ; кам ĕненмĕ, çавă айăплă пулĕ.

(17) Ĕненнисем çак хăватсене тăвĕç: Ман ятăмпа усалсене хăваласа кăларĕç, халиччен пĕлмен чĕлхепе калаçĕç;

(18) çĕленсене аллипе тытĕç; вĕлерекенни ĕçсессĕн те, вĕсене сиен пулмĕ; чирлисем çине аллисене хурсан, вĕсем сывалĕç, тенĕ.

(19) Çÿлхуçамăр çапла вĕренекенĕсемпе калаçнă хыççăн тÿпене çĕкленнĕ те Туррăн сылтăм енне ларнă.

(20) Вĕренекенĕсем вара кайнă та пур çĕрте те вĕрентсе çÿренĕ; Çÿлхуçамăр вĕсене пулăшсах тăнă, хăватсем кăтартса вĕсен сăмахне çирĕплетнĕ. Аминь.

Марк çырнă Евангели” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.