Марк çырнă Евангели
Мк 1
(1) Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен пĕлтернĕ Евангели пуçламăшĕ:
(2) пророксен кĕнекинче çапла çырнă: «акă Эпĕ Санăн умăнтан Хамăн ангелăма яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ».
(3) «Пушхирте кăшкăрса чĕнекенĕн сасси илтĕнет: Çÿлхуçа валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ тăвăр» тенĕ.
(4) Вара Иоанн килнĕ. Пушхирте вăл çылăх каçарттармашкăн çылăхран ÿкĕнсе шыва кĕме вĕрентнĕ.
(5) Ун патне пĕтĕм Иудея çĕрĕнчен те, Иерусалим хулинчен те халăх пыма пуçланă; вăл вĕсене çылăхĕсенчен ÿкĕнтерсе Иордан шывĕнче шыва кĕртнĕ.
(6) Иоанн вăл тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çÿренĕ, çиессе хĕрлĕ шăрчăк тата кайăк хурт пылĕ çисе пурăннă.Малаллине вулас