Матфей çырнă Евангели


 Матфей çырнă Евангели

Мф 1

(1) Авраам ывăлĕн, Давид ывăлĕн Иисус Христосăн йăхĕ-кăкĕ çакăн пек:

(2) Авраамран Исаак çуралнă; Исаакран Иаков çуралнă; Иаковран Иудăпа унăн тăванĕсем çуралнă;

(3) Иудăн Фамарьтен Фареспа Зара çуралнă; Фаресран Есром çуралнă; Есромран Арам çуралнă;

(4) Арамран Аминадав çуралнă; Аминадавран Наассон çуралнă; Наассонран Салмон çуралнă;

(5) Салмонăн Рахавăран Вооз çуралнă; Воозăн Руфьрен Овид çуралнă; Овидран Иессей çуралнă;

(6) Иессейрен Давид патша çуралнă; Давид патшанăн Урияран юлнă арăмĕнчен Соломон çуралнă;

(7) Соломонран Ровоам çуралнă; Ровоамран Авия çуралнă; Авияран Аса çуралнă;

(8) Асаран Иосафат çуралнă; Иосафатран Иорам çуралнă; Иорамран Озия çуралнă;

(9) Озияран Иоафам çуралнă; Иоафамран Ахаз çуралнă; Ахазран Езекия çуралнă;

(10) Езекияран Манассия çуралнă; Манассияран Амон çуралнă; Амонран Иосия çуралнă;

(11) Иосияран Иоаким çуралнă; Вавилона куçарса каяс умĕн Иоакимран Иехонияпа унăн тăванĕсем çуралнă.

(12) Вавилона куçарса кайсассăн Иехонияран Салафиил çуралнă; Салафиилран Зоровавель çуралнă;

(13) Зоровавельрен Авиуд çуралнă; Авиудран Елиаким çуралнă; Елиакимран Азор çуралнă;

(14) Азортан Садок çуралнă; Садокран Ахим çуралнă; Ахимран Елиуд çуралнă;

(15) Елиудран Елеазар çуралнă; Елеазартан Матфан çуралнă; Матфанран Иаков çуралнă;

(16) Иаковран Иосиф — Мария упăшки — çуралнă; çав Марийăран Христос теекен Иисус çуралнă.

(17) Çапла вара Авраамран пуçласа Давида çитиччен пурĕ вунтăватă сыпăк; Давидран пуçласа Вавилона куçарса кайиччен те вунтăватă сыпăк; Вавилона куçнинчен пуçласа Христос çураличчен те вунтăватă сыпăк.

(18) Иисус Христос çурални акă çапла пулнă: Унăн Амăшне, Марийăна, Иосиф валли çураçсан, вĕсем пĕрле пурăна пуçличченех, Таса Сывлăш хăвачĕпе Мария йывăр çын пулнă.

(19) Унăн пулас упăшки Иосиф тÿрĕ çын пулнă; вăл, Марийăн ятне ярас мар тесе, ăна вăрттăн уйăрса ярасшăн пулнă.

(20) Анчах та çапла шухăшласанах акă ăна тĕлĕкре Çÿлхуçа Ангелĕ курăннă та çапла каланă: Давид ывăлĕ Иосиф! эсĕ арăмна, Марийăна, ху патна илме ан хăра: Вăл Таса Сывлăш хăвачĕпе йывăр çын пулнă;

(21) Вăл Ывăл Ача çуратĕ, эсĕ Ăна Иисус ятлă хурăн, мĕншĕн тесессĕн Вăл Хăйĕн халăхне çылăхĕсенчен çăлĕ, тенĕ.

(22) Çакă вăл пĕтĕмпе Çÿлхуçа пророк урлă калани пурăнăçа килтĕр тесе пулса иртнĕ, пророк çапла каланă:

(23) «акă Хĕр йывăр çын пулса Ывăл Ача çуратĕ, Ăна Еммануил ятлă хурĕç» тенĕ. Еммануил тени «пирĕнпе Турă» тенине пĕлтерет.

(24) Иосиф ыйхăран вăрансан, Çÿлхуçа Ангелĕ хушнă пек, арăмне хăй патне илнĕ,

(25) анчах вăл унпа хутшăнман; унтан Мария Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çуратнă; Иосиф Ăна Иисус ятлă хунă.

Мф 2

(1) Ирод патша пурăннă вăхăтра, Иудейăри Вифлеем хулинче Иисус çуралсассăн, тухăç енчен çăлтăрçăсем Иерусалима пынă та каланă:

(2) иудейсен халĕ çуралнă Патши ăçта? эпир тухăç енче Унăн çăлтăрĕ тухнине куртăмăр та Ăна пуççапма килтĕмĕр, тенĕ.

(3) Çакна илтсессĕн Ирод патша та, унпа пĕрле пĕтĕм Иерусалим та шикленсе ÿкнĕ.

(4) Вăл вара аслă священниксене, халăх хушшинчи кĕнекеçĕсене пурне те пухнă та вĕсенчен: Христос ăçта çуралмалла? тесе ыйтнă.

(5) Вĕсем ăна каланă: Иудейăри Вифлеемре, мĕншĕн тесессĕн пророк урлă çапла çырнă:

(6) «эсĕ те, Вифлеем, Иуда çĕрĕ, Иудăн аслă хулисенчен нимĕнрен те кая мар: санран Пуçлăх тухĕ, Вăл Ман халăхăма, Израиле, сыхласа усрĕ» тенĕ.

(7) Вара Ирод, çăлтăрçăсене вăрттăн чĕнсе илсе, вĕсенчен çăлтăр курăннă вăхăта ыйтса пĕлнĕ те

(8) вĕсене Вифлееме кайма хушнă: кайăр та Ача çинчен тĕплĕн тĕпчесе пĕлĕр; Ăна тупсан мана хыпар тăвăр, эпĕ те кайса пуççапам Ăна, тенĕ.

(9) Патша хушнине итлесе, вĕсем кайнă. Акă ĕнтĕ хăйсем тухăç енче курнă çăлтăр вĕсен умĕнчен пынă; вăл çапла Ача тĕлне çитнĕ те чарăнса тăнă.

(10) Çăлтăра курсан вĕсем тем тĕрлĕ савăнса хĕпĕртенĕ.

(11) Пÿрте кĕрсен Ачапа Унăн Амăшне Марийăна курнă та Ачана ÿксе пуççапнă; унтан арчисене уçса Ăна парнесем — ылтăн, латăн тата смирна — сăйласа панă.

(12) Кайран вĕсем тĕлĕкре Ирод патне ан таврăнăр тенĕ хыпар илнĕ те урăх çулпа хăйсен çĕрне кайнă.

(13) Вĕсем кайсан, акă Çÿлхуçа Ангелĕ Иосифа тĕлĕкре курăнса калать: тăр та Ачапа Амăшне илсе Египета тар. Эпĕ каличчен çавăнтах пурăн: Ирод Ачана шыраса тупса вĕлересшĕн, тет.

(14) Вăл тăнă та Ачапа Унăн Амăшне илсе çĕр варринчех Египета тухса кайнă,

(15) вара Ирод виличченех çавăнта пурăннă. Çапла Турă пророк урлă: «Эпĕ Хамăн Ывăлăма Египетран чĕнсе илтĕм» тени пурăнăçа килнĕ.

(16) Ирод ĕнтĕ, хăйне çăлтăрçăсем улталаса хăварнине ăнкарса илсессĕн, талăрсах кайнă та çăлтăрçăсенчен тĕпчесе пĕлнĕ вăхăтра Вифлеемпе ун таврашĕнче çуралнă иккĕри тата икĕ çултан кĕçĕнрех ачасене пурне те вĕлерсе тухма хушнă.

(17) Çавăн чухне Иеремия пророк урлă калани пурăнăçа килнĕ, вăл çапла каланă:

(18) «Рама хулинче уласа, кăшкăрса макăрнă сасă илтĕнет: Рахиль хăйĕн ачисемшĕн йĕрет, вĕсем çукран чунне пусараймасть» тенĕ.

(19) Ирод вилсессĕн, акă Египетра Иосифа тĕлĕкре Çÿлхуçа Ангелĕ курăнать те

(20) çапла калать: тăр та Ачапа Амăшне илсе Израиль çĕрне кай: Ача чунне шыракансем вилчĕç ĕнтĕ, тет.

(21) Иосиф тăнă та, Ачапа Амăшне илсе, Израиль çĕрне таврăннă.

(22) Анчах Иудейăра Ирод ывăлĕ Архелай ашшĕ вырăнĕнче патшара ларнине илтсессĕн, унта кайма шикленнĕ; вара тĕлĕкре хыпар илсе, Галилея çĕрне кайнă.

(23) Унта çитсен, Назарет ятлă хулана вырăнаçнă, çапла пророксем урлă «Ăна Назарет çынни тейĕç» тесе калани пурăнăçа килнĕ.

Мф 3

(1) Çав кунсенче Шыва кĕртекен Иоанн Иудея пушхирне пырса халăха вĕренте пуçлать,

(2) вăл: ÿкĕнĕр, Çÿлти Патшалăх çывăхарчĕ ĕнтĕ, тет.

(3) Ун çинчен Исаия пророк урлă çапла каланă пулнă: «пушхирте кăшкăрса чĕнекенĕн сасси илтĕнет: «Çÿлхуçа валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ тăвăр!»

(4) Иоанн тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çÿренĕ; çимĕçĕ унăн хĕрлĕ шăрчăкпа кайăк хурт пылĕ пулнă.

(5) Çавăн чухне ун патне Иерусалимран, пĕтĕм Иудейăран, пĕтĕм Иордан таврашĕнчен темĕн чухлĕ халăх çÿренĕ,

(6) вăл вĕсене çылăхĕсенчен ÿкĕнтерсе Иорданра шыва кĕртнĕ.

(7) Фарисейсемпе саддукейсем нумайăшĕ хăй патне шыва кĕме пынине курсассăн, Иоанн вĕсене каланă: эй çĕлен çурисем! çитес çилĕрен тарса хăтăлма пулать тесе кам вĕрентрĕ сире?

(8) Эппин, ÿкĕннине юрăхлă ĕçсем тăвăр,

(9) хăвăр ăшăрта: «пирĕн атте — Авраам» тесе калама ан шухăшлăр; калатăп сире: Турă çак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.

(10) Ĕнтĕ пуртă та йывăç тымарĕ çумĕнчех выртать: ырă çимĕç кÿмен йывăçа, кирек хăшне те, касса вута пăрахаççĕ.

(11) Эпĕ сире çылăхран ÿкĕнтерсе шывпа тĕне кĕртетĕп, ман хыççăн Килекенĕ манран хăватлă, эпĕ Унăн ури сыррине йăтса пыма та тивĕçлĕ мар. Вăл сире Таса Сывлăшпа, вутпа тĕне кĕртĕ.

(12) Кĕреçи те Унăн Хăй аллинчех, Вăл Хăйĕн йĕтемне тасатĕ те Хăйĕн туллине кĕлете пухса хурĕ, арпи-улăмне сÿнми вутпа çунтарса ярĕ, тенĕ.

(13) Çавăн чухне Иисус Галилейăран Иордан хĕррине Иоанн патне шыва кĕме пырать.

(14) Иоанн Ăна чарасшăн пулнă: Санăн мана шыва кĕртмелле, Эсĕ Хăв ман патăма килтĕн-и? тенĕ.

(15) Анчах та Иисус ăна хуравласа каланă: ан чар халĕ, пирĕн пур тÿрĕлĕхе те çапла тума кирлĕ, тенĕ. Иоанн вара Ăна чарса тăман.

(16) Иисус Хăйне шыва кĕртнĕ хыççăнах шывран тухнă, акă тÿпе уçăлса кайнă та, Иоанн Ун çине Турă Сывлăшĕ кăвакарчăн пек курăнса аннине курнă.

(17) Тата тÿперен: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинче» тесе каланă сасă илтĕннĕ.

Мф 4

(1) Çавăн хыççăн Иисуса шуйттан илĕртсе сăнатăр тесе, Сывлăш Ăна пушхире илсе кайнă.

(2) Унта Вăл хĕрĕх кун та хĕрĕх каç ĕçмесĕр, çимесĕр пурăннă, юлашкинчен Унăн çиесси килнĕ.

(3) Сăнакан Ун патне пырса каланă: Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çак чулсене çăкăр пулма хуш, тенĕ.

(4) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: «этем çăкăрпа анчах пурăнмасть, вăл Турă çăварĕнчен тухакан кашни сăмахпа пурăнать» тесе çырнă, тенĕ.

(5) Унтан шуйттан Ăна сăваплă хулана илсе каять те Турă Çурчĕн тăррине тăратса

(6) çапла калать: Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан, аялалла сик; çапла çырнă-çке: «Вăл Хăйĕн ангелĕсене Сана упрама хушĕ, Эсĕ урупа чулран такăнасран вĕсем Сана алă çинче йăтса çÿрĕç» тенĕ.

(7) Иисус ăна каланă: «хăвăн Çÿлхуçа Турруна ан сăна» тесе те çырнă, тенĕ.

(8) Çакăн хыççăн шуйттан Ăна питех те çÿллĕ ту çине илсе каять те тĕнчери мĕнпур патшалăха, вĕсенĕн чапне кăтартса

(9) калать Ăна: мана ÿксе пуççапсассăн, çакна пурне те Сана парăп, тет.

(10) Иисус вара ăна çапла калать: кай Ман патăмран, шуйттан; «Çÿлхуçа Турруна çеç пуççап, пĕр Ăна анчах пăхăнса пурăн» тесе çырнă, тет.

(11) Вара шуйттан Ун патĕнчен каять, — акă ĕнтĕ ангелсем пынă та Иисуса ĕçлесе тăнă.

(12) Иоана тытса хупнине илтсессĕн, Иисус Галилея çĕрне кайнă,

(13) Вăл Назаретран тухса кайса Завулонпа Неффалим çĕрне, тинĕс хĕрринчи Капернаум хулине пырса вырăнаçнă.

(14) Çапла Исаия пророк урлă калани çитнĕ; вăл каланă:

(15) «тинĕс çулĕ çинче, Иордан леш енче — Завулон çĕрĕпе Неффалим çĕрĕ, суя тĕнлĕ Галилея;

(16) сĕмлĕхре ларакан халăх хăватлă çутă курчĕ, вилĕм ĕмĕлки хупăрланă çĕршывра пурăнакансемшĕн çутă çутăлса тухрĕ» тенĕ.

(17) Çавăнтанпа вара Иисус çапла каласа вĕренте пуçланă: ÿкĕнĕр, Çÿлти Патшалăх çывăхарчĕ ĕнтĕ, тенĕ.

(18) Галилея тинĕсĕ хĕррипе иртсе пынă чухне Вăл тинĕсе тетел ывăтакан икĕ пĕртăвана — Петр теекен Симонпа унăн шăллĕне Андрее — курнă. Вĕсем пулăçăсем пулнă.

(19) Иисус вĕсене çапла калать: Ман хыççăн пырăр, Эпĕ сире çын тытакансем тăвăп, тет.

(20) Вĕсем вара çав самантрах тетелĕсене пăрахса хăварса Ун хыççăн кайнă.

(21) Çавăнтан малалла кайсассăн, Вăл тата икĕ пĕртăвана — Зеведей ывăлĕсене, Иаковпа унăн шăллĕне Иоана — курнă; вĕсем хăйсен ашшĕпе Зеведейпе пĕрле кимĕ çинче тетелĕсене тÿрлетсе тăнă; вĕсене те чĕннĕ.

(22) Вĕсем вара, çав самантрах ашшĕпе киммине пăрахса хăварса, Ун хыççăн кайнă.

(23) Иисус пĕтĕм Галилея тăрăх вĕсен синагогисенче вĕрентсе, Патшалăх çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе, халăх хушшинчи тĕрлĕ чир-чĕре, тĕрлĕ нишлĕхе сыватса çÿренĕ.

(24) Ĕнтĕ Ун çинчен пĕтĕм Сири çĕрне хыпар сарăлнă; Ун патне халсăррисене, тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланакансене, усал ернисене, тытамаклисене тата шалкăм çапнисене иле-иле пынă; Вăл вĕсене сыватнă.

(25) Ун хыççăн Галилейăран, Вунхула çĕрĕнчен, Иерусалимран, Иудейăран, Иордан леш енчи çĕрсенчен килнĕ темĕн чухлĕ халăх пынă.

Мф 5

(1) Иисус, халăха курсан, ту çине улăхса ларнă; çавăнта ларсассăн Ун патне вĕренекенĕсем пырса тăнă.

(2) Вăл вĕсене çапла каласа вĕрентме пуçланă:

(3) Мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ: вĕсене Çÿлти Патшалăх пулĕ.

(4) Йĕрекенсем телейлĕ: вĕсем йăпанĕç.

(5) Йăваш кăмăллисем телейлĕ: вĕсене çĕр тивĕ.

(6) Тÿрĕлĕхшĕн выçăхса çунакансем телейлĕ: вĕсем тăранĕç.

(7) Хĕрхенекенсем телейлĕ: вĕсене хăйсене хĕрхенĕç.

(8) Таса чĕреллисем телейлĕ: вĕсем Турра курĕç.

(9) Килĕшÿ кÿрекенсем телейлĕ: вĕсене Турă ачисем тейĕç.

(10) Тĕрĕслĕхшĕн хĕсĕрленине тÿсекенсем телейлĕ: вĕсене Çÿлти Патшалăх пулĕ.

(11) Сире Ман пирки хурласассăн, хĕсĕрлесессĕн, тем тĕрлĕ усал сăмахпа хăртсассăн, эсир телейлĕ пулатăр.

(12) Савăнăр, хĕпĕртенĕр: тÿпере сире пысăк сăвап пулĕ, — сирĕнтен малтан пурăннă пророксене те çапла хĕсĕрленĕ.

(13) Эсир — çĕр тăварĕ. Тăварăн хăвачĕ пĕтсессĕн, ăна мĕнле тăварлă тăвайăн? Вăл ĕнтĕ ниме юрăхсăр, ăна çын ури айĕнче таптанма çеç кăларса пăрахмалла.

(14) Эсир — тĕнче çути. Ту çине вырăнаçнă хула курăнмасăр лараймасть.

(15) Çутнă çуртана та савăт айне лартмаççĕ, шантал çине лартаççĕ, вара вăл пÿртрисене пурне те çутатса тăрать.

(16) Çапла сирĕн çуттăр та çынсен умĕнче çутаттăр, вĕсем, сирĕн ырă ĕçĕрсене курса, Çÿлти Аçăра мухтаччăр.

(17) Эпĕ саккуна е пророксен сăмахĕсене пăрахăçлама килнĕ тесе ан шухăшлăр: Эпĕ пăрахăçлама килмен, туса çитерме килнĕ.

(18) Чăн калатăп сире: тÿпепе çĕр пĕтмесĕр, пĕтĕмпе пурăнăçланмасăр саккунри пĕр пĕчĕкçеççĕ саспалли те, пĕр йĕрĕ те пăрахăçланмĕ.

(19) Кам та кам çав ÿкĕтсенчен пĕрне те пулин — чи пĕчĕккине те пулин — пăрахăçлать, çынсене те çапла тума вĕрентет, çавă Çÿлти Патшалăхра чи кĕçĕнни пулĕ; кам çавна пурăнăçлать, çынсене те çапла тума вĕрентет, çавă Çÿлти Патшалăхра асли пулĕ.

(20) Çавăнпа та калатăп сире: эсир фарисейсемпе кĕнекеçĕсенчен тÿрĕрех пурăнмасан Çÿлти Патшалăха кĕреймĕр.

(21) Эсир авалхисене «ан вĕлер; çынна вĕлерекен сута тивĕçлĕ» тесе каланине илтнĕ.

(22) Эпĕ вара сире çапла калатăп: хăй тăванне нарастаран çилленекен кирек кам та сута тивĕçлĕ; хăй тăванне «ăнман» тесе калакан аслă сута тивĕçлĕ; «ăссăр» тесе калакан тамăк вутне тивĕçлĕ.

(23) Çавăнпа ĕнтĕ парне вырăнĕ патне парнÿне илсе пырсан, çавăнта эсĕ тăвану хăвна кÿреннине асна илсен,

(24) парнÿне çавăнта парне вырăнĕ умне хăварса, малтан тăванупа кайса килĕштер, унтан каялла килсе парнÿне кÿр.

(25) Хăвпа тупăшаканпа хăвăртрах, унпа пĕрле çул çинче пулнă чухнех килĕштер, унсăрăн вăл сана тÿре аллине парĕ, тÿре сана тарçи аллине парĕ, эсĕ вара тĕрмене лекĕн;

(26) чăн калатăп сана: юлашки пусу таранччен памасăр та унтан тухаймăн.

(27) Эсир авалхисене «ан аскăнлан» тенине илтнĕ.

(28) Эпĕ вара сире çапла калатăп: хĕрарăм çине аскăннăн пăхакан кирек кам та хăй ăшĕнче унпа аскăн ĕç тăвать.

(29) Сана сылтăм куçу илĕртет пулсан, ăна чавса кăларса пăрах: пĕтĕм ÿт-пĕвне тамăка пăрахнинчен хăрах куçу пĕтни аванрах саншăн.

(30) Сана сылтăм аллу илĕртет пулсан, ăна касса ывăт: пĕтĕм ÿт-пĕвне тамăка пăрахнинчен хăрах аллу пĕтни аванрах саншăн, тенĕ.

(31) Тата çапла каланă пулнă: «хăй арăмне уйăрса яракан ăна уйрăлу хучĕ патăр» тенĕ.

(32) Эпĕ вара сире çапла калатăп: кам хăй арăмне аскăн ĕç айăпĕсĕрех уйăрса ярать, вăл ăна аскăн ĕç тума май парать; кам уйăрса янă арăма качча илет, вăл та аскăн ĕç тăвать.

(33) Эсир тата авалхисене «тупа тунинчен ан ирт, Çÿлхуçа умĕнче тупа тунине пурăнăçла» тенине илтнĕ.

(34) Эпĕ вара сире çапла калатăп: пачах та тупа ан ту, тÿпе ячĕпе те ан ту: вăл — Туррăн аслă пуканĕ;

(35) çĕр ячĕпе те ан ту: вăл — Унăн ури саккийĕ; Иерусалим ячĕпе те ан ту: вăл — аслă Патша хули;

(36) пуçупа та тупа ан ту: эсĕ пĕр çÿç пĕрчине те шурă та, хура та тăваймастăн.

(37) Сирĕн сăмахăр «çапла, çапла» е «çук, çук» тени анчах пултăр; унтан ытлашши усалтан вăл.

(38) Эсир «куçшăн — куç, шăлшăн — шăл» тенине илтнĕ.

(39) Эпĕ вара сире çапла калатăп: усалпа ан хирĕç; кам сана сылтăм питÿнтен çупса ярать, эсĕ ăна сулахаййине те çавăрса пар;

(40) кам санпа сутлашса санăн кĕпÿне туртса илесшĕн, ăна çиелти тумтирне те пар;

(41) кам сана хăйпе пĕрле пĕр çухрăм пыма хистет, унпа пĕрле иккĕ кай.

(42) Хăвăнтан ыйтакана пар, кивçен илес теекенрен ан пăрăн.

(43) Эсир «хăвна çывăх çынна юрат, тăшманна кураймасăр тăр» тенине илтнĕ.

(44) Эпĕ вара сире çапла калатăп: хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, хăвăра ылханакансене ырă сунăр, хăвăра кураймансене ырăлăх тăвăр, хăвăра кÿрентерекенсемшĕн, хĕсĕрлекенсемшĕн кĕлтăвăр;

(45) эсир çапла çеç Çÿлти Аçăр ывăлĕсем пулатăр; Вăл Хăйĕн хĕвелне усаллисем çине те, ыррисем çине те пăхтарать; çумăрне те сăваплисем çине те, сăвапсăррисем çине те çутарать.

(46) Эсир хăвăра юратакансене çеç юрататăр пулсан, сире мĕн сăвап пулĕ? Хырçă пуçтаракансем те çавнах тумаççĕ-и?

(47) Эсир хăвăр тусăрсене çеç хисеп тăватăр пулсан, ытлашши мĕнех тăватăр вара? Суя тĕнлĕ çынсем те çаплах тумаççĕ-и?

(48) Çавăнпа ĕнтĕ Çÿлти Аçăр епле пур тĕлĕшпе те ырăлăхлă, эсир те çапла пур тĕлĕшпе те ырăлăхлă пулăр.

Мф 6

(1) Астăвăр, хăвăр ырăлăх тунине çын куртăр тесе, ăна çын умĕнче ан тăвăр: унсăрăн сире Çÿлти Аçăртан сăвап пулмĕ.

(2) Çавăнпа та ырăлăх тунă чухне ан шавла, хăйсене çын мухтатăр тесе, синагогăсенче, урамсенче икĕ питлĕ çынсем çапла тăваççĕ. Чăн калатăп сире: вĕсем ĕнтĕ хăйсене тивĕçлине халех илеççĕ.

(3) Ырăлăх тунă чухне хăвăн сылтăм аллу мĕн тунине сулахай аллу ан пĕлтĕр,

(4) эсĕ ырăлăх туни вăрттăн пултăр; вара вăрттăн тунине куракан Аçу сана тивĕçлипех тавăрса парĕ.

(5) Кĕлтунă чухне те икĕ питлĕ çынсем пек ан пул: вĕсем çынна кăтартасшăн синагогăсенче, урам тăваткăлĕсенче тăрса кĕлтума юратаççĕ. Чăн калатăп сире: вĕсем ĕнтĕ хăйсене тивĕçлине халех илеççĕ.

(6) Эсĕ вара кĕлтунă чухне хăвăн пÿлĕмне кĕр те, алăкна хупса, курăнми Аçуна кĕлту; вара вăрттăн тунине куракан Аçу сана тивĕçлипех тавăрса парĕ.

(7) Кĕлтунă чухне суя тĕнлĕ çынсем пек ытлашши ан калăр: вĕсем нумай каласа кĕлтусан — илтĕнĕ тесе шухăшлаççĕ.

(8) Вĕсем пек ан пулăр: сире мĕн кирлине Аçăр эсир Унран ыйтичченех пĕлсе тăрать.

(9) Эсир çапла кĕлтăвăр: Эй Çÿлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр;

(10) Санăн Патшалăху килтĕр; Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр;

(11) паян пурăнмалăх çăкăр пар пире;

(12) эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире;

(13) çылăха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире. Патшалăх та, хăват та, аслăлăх та ĕмĕрех Санăн. Аминь.

(14) Эсир çын çылăхне каçарсан, Çÿлти Аçăр та сире каçарĕ;

(15) эсир çын çылăхне каçармасан, Çÿлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçармĕ.

(16) Типĕ тытнă чухне икĕ питлĕ çынсем пек салхуллă ан çÿрĕр; вĕсем хăйсем типĕ тытнине çынсене кăтартасшăн сăнне салхулатаççĕ. Чăн калатăп сире: вĕсем ĕнтĕ хăйсене тивĕçлине халех илеççĕ.

(17) Эсĕ вара типĕ тытнă чухне пуçна çу сĕр, питне-куçна çу;

(18) çынсен куçĕ умĕнче мар, курăнми Аçу умĕнче типĕ тыт; вара вăрттăн тунине куракан Аçу сана тивĕçлипех тавăрса парĕ.

(19) Çĕр çинче хăвăр валли пурлăх ан пухăр: кунта кĕве те çиет, тутăхса та пĕтет, кунта вăрăсем те алтса кĕрсе вăрлаççĕ;

(20) эсир хăвăр валли тÿпере пурлăх пухăр: унта кĕве те çимест, тутăхса та пĕтмест, унта вăрăсем те алтса кĕрсе вăрламаççĕ:

(21) ĕнтĕ пурлăху ăçта, чĕрÿ те çавăнтах пулĕ.

(22) Куç — ÿт-пÿ çутаткăçĕ. Çавăнпа ĕнтĕ куçу таса пулсан, пĕтĕм ÿт-пĕвÿ те çутă пулĕ;

(23) куçу сывă мар пулсан, пĕтĕм ÿт-пĕвÿ те тĕттĕм пулĕ. Эппин, санăн ăшăнти çутту тĕттĕм пулсан, тĕттĕмĕ хăй еплерех-ши?

(24) Никам та икĕ хуçана ĕçлесе тăраймасть: вăл е пĕрне юратĕ, тепĕрине курайми пулĕ; е пĕриншĕн тăрăшĕ, тепĕриншĕн тăрăшмĕ. Турăшăн та, пуянлăхшăн та ĕçлеймĕр.

(25) Çавăнпа калатăп сире: хăвăр чунăршăн — пирĕн мĕн ĕçес, мĕн çиес тесе, хăвăр ÿтĕршĕн — мĕн тăхăнас тесе ан пăшăрханăр. Чун апатран, ÿт тумтиртен аслăрах мар-и?

(26) Вĕçен кайăксем çине пăхăр-ха: вĕсем акмаççĕ те, вырмаççĕ те, кĕлете те пухса хумаççĕ; вĕсене сирĕн Çÿлти Аçăр тăрантарать. Эсир вĕсенчен пахарах мар-и?

(27) Сирĕнтен пĕри-пĕри тăрăшса хăйĕн ĕмĕрне пĕр сехет те пулин тăсма пултарайĕ-и?

(28) Тумтиршĕн те мĕншĕн пăшăрханатăр? Хирти чечексем мĕнле ÿснине пăхăр-ха: вĕсем ĕçлемеççĕ те, арламаççĕ те;

(29) калатăп сире: темĕн тĕрлĕ чаплă Соломон та çав пĕр чечекĕ пек тумланайман.

(30) Эй сахал ĕненекенсем, паян пур, ыран кăмакана çеç пăрахмалли хирти курăка та Турă çав тĕрлĕ тумлантарать пулсан, сире тата лайăхрах тумлантармĕ-и Вăл?

(31) Эппин, «пирĕн мĕн ĕçес?» е «мĕн çиес?», е «мĕн тăхăнас?» тесе ан пăшăрханăр —

(32) çакна пурне те суя тĕнлĕ çынсем шыраççĕ; сире мĕн кирлине Çÿлти Аçăр Хăй пĕлсе тăрать.

(33) Пуринчен малтан Турă Патшалăхĕшĕн, Турă ирĕкне туса тăрассишĕн тăрăшăр, ытти вара пурте пулĕ сире.

(34) Çапла ĕнтĕ ыранхи куншăн ан тăрăшăр: ыранхи кун хăйшĕн хăй тăрăшĕ. Кашни кунăн хăйĕн йывăрлăхĕ те çителĕклех.

Мф 7

(1) Ан айăплăр, вара хăвăра та айăпламĕç;

(2) мĕнле айăплăр, хăвăра та çаплах айăплĕç; мĕнле виçепе виçĕр, хăвăра та çав виçепех виçĕç.

(3) Мĕншĕн эсĕ тăвану куçĕнчи çÿппе куратăн, хăвăн куçăнти пĕренене асăрхамастăн?

(4) Хăвăн куçăнта пĕрене пур çĕртех епле-ха эсĕ тăванна: «сан куçăнти çÿппе кăларам-ха» тесе калама пултаратăн?

(5) Икĕ питлĕскер! малтан хăвăн куçăнти пĕренене кăлар, вара тăвану куçĕнчи çÿппе епле кăлармаллине курăн.

(6) Сăваплă япалана йытта ан парăр, хăвăрăн ĕнчĕре сысна умне ан пăрахăр, вĕсем ăна таптаса пĕтерĕç, каялла çавăрăнса, хăвăра туртса çурĕç.

(7) Ыйтăр, ыйтсассăн — парĕç сире; шырăр — вара тупатăр; шаккăр — уçса кĕртĕç сире.

(8) Мĕншĕн тесессĕн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уçаççĕ.

(9) Сирĕн хушшăрта ывăлĕ çăкăр ыйтсассăн, ăна чул паракан çын пур-и?

(10) Е пулă ыйтсассăн, вăл ăна çĕлен парĕ-и?

(11) Эхер те эсир, хăвăр усал пулин те, ачăрсене ырă япала пама пĕлетĕр пулсан, Çÿлти Аçăр Хăйĕнчен ыйтакансене ырăлăх паратех ĕнтĕ.

(12) Çапла ĕнтĕ хăвăршăн çынна мĕн тутарасшăн, хăвăр та вĕсемшĕн пур тĕлĕшрен те çавнах тăвăр: саккун та, пророксем те çапла вĕрентеççĕ.

(13) Тăвăр хапхаран кĕрĕр, мĕншĕн тесессĕн пысăк хапхапа аслă çул пĕтме илсе каяççĕ; нумайăшĕ çав çулпа çÿрет;

(14) тăвăр хапхапа ансăр çул чĕрĕлĕхе илсе каяççĕ, вĕсене тупакан сахал.

(15) Суя пророксенчен сыхланăр: вĕсем сирĕн патăра сурăх тирĕ тăхăнса пыраççĕ, ăшĕнче хăйсем — тискер кашкăр.

(16) Вĕсене эсир ĕçĕсенчен пĕлĕр. Кÿкен йывăççи çинчен иçĕм çырли, куршанак çинчен смоква татаççĕ-и?

(17) Кирек хăш лайăх йывăç та ырă çимĕç тăвать, начар йывăç япăх çимĕç тăвать;

(18) лайăх йывăç çинче япăх çимĕç пулмасть, начар йывăç çинче те ырă çимĕç пулмасть.

(19) Ырă çимĕç кÿмен йывăçа кирек хăшне те касса вута пăрахаççĕ.

(20) Эсир суя пророксене те ĕçĕсенчен пĕлĕр.

(21) Мана: «эй Çÿлхуçамăр! эй Çÿлхуçамăр!» тесе калакан кашни çынах Çÿлти Патшалăха кĕреймĕ, унта Çÿлти Аттемĕн ирĕкне пурăнăçлакан çеç кĕрейĕ.

(22) Çав кун Мана нумайăшĕ калĕ: «эй Çÿлхуçамăр! эй Çÿлхуçамăр! эпир Санăн ятупа пророкла калаçмарăмăр-и? усалсене Санăн ятупа хăваласа кăлармарăмăр-и? Санăн ятупа нумай хăват кăтартмарăмăр-и?» тейĕ.

(23) Çавăн чухне Эпĕ вĕсене калăп: «Эпĕ сире нихăçан та пĕлмен; йĕркесĕр ĕç тăвакансем, кайăр Ман патăмран» тейĕп.

(24) Çавăнпа ĕнтĕ Манăн çак сăмахăмсене итлесе вĕсене пурăнăçлакан кирек кам та хăйĕн çуртне чул никĕс çине лартнă ăслă çын евĕрлĕ;

(25) çумăр çунă, юханшывсем сарăлса кайнă, çил-тăвăл тухнă — çав çурта çитсе çапнă; вăл ÿкмен, мĕншĕн тесессĕн ăна чул никĕс çине лартнă.

(26) Манăн çак сăмахăмсене итлесе те вĕсене пурăнăçламан кирек кам та хăйĕн çуртне хăйăр çине лартнă ăссăр çын евĕрлĕ;

(27) çумăр çунă, юханшывсем сарăлса кайнă, çил-тăвăл тухнă — çав çурта çитсе çапнă; çурт ишĕлсе аннă, вăл ишĕлни питĕ хăрушă пулнă, тенĕ.

(28) Иисус çак сăмахсене каласа пĕтерсессĕн, халăх Вăл вĕрентнинчен тĕлĕнсе тăнă:

(29) Вăл вĕсене кĕнекеçĕсемпе фарисейсем пек мар, Турă хăвачĕпе вĕрентнĕ.

Мф 8

(1) Вăл ту çинчен ансассăн, Ун хыçĕнчен темĕн чухлĕ халăх пынă.

(2) Акă тилçе ернĕ çын çывăхарнă та Ун умне чĕркуçленсе ларса çапла каланă: эй Çÿлхуçамăм! тасатас тесессĕн Эсĕ мана тасатма пултаратăн-çке, тенĕ.

(3) Иисус аллине тăсса ăна сĕртĕннĕ те: тасатас тетĕп, тасал, тенĕ. Лешĕ вара çав самантрах тилçерен тасалнă.

(4) Иисус ăна каланă: асту, никама та ан кала; хăвна священника кайса кăтарт та, Моисей хушнă пек, парне кÿр, тенĕ.

(5) Иисус Капернаума çитсен, Ун патне пĕр çĕрпÿ пынă та Ăна йăлăнса каланă:

(6) эй Çÿлхуçа! ман килте шалкăм çапнă тарçăм выртать, ытла та асапланать, тенĕ.

(7) Иисус ăна: Эпĕ ăна пырса сыватăп, тет.

(8) Çĕрпÿ Ăна çапла хуравласа каланă: Çÿлхуçамăр! эпĕ Сана хамăн килĕме чĕнме тивĕçлĕ те мар; Эсĕ кала çеç — манăн тарçăм сывалĕ те.

(9) Эпĕ хам та пăхăнса тăракан çын пулин те, аллăмри салтаксене пĕрне: «кай!» тесен — каять; тепĕрне: «кил!» тесен — килет; чурама та: «çавна ту!» тесен — тăвать, тенĕ.

(10) Çакна илтсен Иисус, тĕлĕнсе, Хăй хыçĕнчен пыракансене каланă: чăн калатăп сире: Эпĕ Израиль хушшинче те çакăн пек ĕненнине курманччĕ.

(11) Калатăп сире: тухăç енчен, анăç енчен нумаййăн килĕç те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пĕрле Çÿлти Патшалăх кĕрекине ларĕç;

(12) патшалăх ывăлĕсене вара тулашри сĕмлĕхе кăларса пăрахĕç; унта кăшкăрса йĕни те шăл шатăртаттарни пулĕ, тенĕ.

(13) Иисус çĕрпĕве çапла каланă: каях, ху ĕненнĕ пек пултăр сана, тенĕ. Унăн тарçи ĕнтĕ çав сехетрех сывалнă.

(14) Петр килне пырсан, Иисус унăн хунямăшĕ тар чирĕпе выртнине курнă;

(15) Вăл унăн аллине сĕртĕннĕ те, тар чирĕ иртсе те кайнă; лешĕ вара ура çине тăнă та Ăна пăха пуçланă.

(16) Каç пулсассăн, Иисус патне усал ернĕ çынсене илсе пынă, вĕсем нумаййăн пулнă; Вăл усал сывлăшсене Хăй сăмахĕпе хăваласа кăларнă, чирлисене пурне те сыватнă.

(17) Çапла Исаия пророк урлă калани çитнĕ, вăл каланă: «Вăл пирĕн халсăрлăха Хăй çине илчĕ, пирĕн чир-чĕре илсе кайрĕ» тенĕ.

(18) Хăй тавра темĕн чухлĕ халăх пухăннине курсан, Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене тинĕс леш енне каçма хушнă.

(19) Çавăн чухне пĕр кĕнекеçĕ Ун патне пынă та çапла каланă: Вĕрентекен! Эсĕ кирек ăçта кайсассăн та, эпĕ Сан хыçăнтан пырăп, тенĕ.

(20) Иисус ăна каланă: тиллĕн те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăкăн та йăви пур, Этем Ывăлĕн вара пуçне чикме те вырăнĕ çук, тенĕ.

(21) Унтан вĕренекенĕсенчен пĕри каланă Ăна: Çÿлхуçамăр, малтан мана аттеме кайса пытарма ирĕк парсамччĕ, тенĕ.

(22) Иисус ăна каланă: Ман хыçăмран пыр, вилнисене вилнисемех пытарччăр, тенĕ.

(23) Иисус кимĕ çине ларнă, Ун хыççăн вĕренекенĕсем те кĕрсе ларнă.

(24) Акă тинĕс çинче вăйлă çил-тăвăл тухнă, кимме хум хупла-хупла илнĕ; Вăл вара çывăрнă.

(25) Вĕренекенĕсем Ун патне пырса Ăна вăратса каланă: Çÿлхуçамăр! çăлсам пире — пĕтетпĕр, тенĕ.

(26) Вăл вĕсене çапла калать: эй сахал ĕненекенсем, мĕншĕн эсир çав тĕрлĕ хăравçă? тет. Унтан Вăл тăнă та çилпе тинĕсе чарăнма хушнă, çанталăк лăпах пулнă.

(27) Çынсем тĕлĕнсе кайса: кам-ши Ку? Ăна çил те, тинĕс те пăхăнать! тенĕ.

(28) Тепĕр çыран хĕррине, Гадара çĕрне каçсассăн Ăна çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхран тухнă усал ернĕ икĕ çын тĕл пулнă; вĕсем питĕ тискер пулнă, унти çулпа никам та иртсе çÿреймен.

(29) Акă çавсем кăшкăрса янă: эй Турă Ывăлĕ! Санăн пирĕн çумра мĕн ĕç пур? Эсĕ кунта пире вăхăт çитичченех асаплантарма килтĕн, тенĕ.

(30) Вĕсенчен аякра пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çÿренĕ.

(31) Усалсем Иисуса: Эсĕ пире хăваласа кăларатăн пулсан, сысна кĕтĕвĕ ăшне кĕртсе яр, тесе йăлăннă.

(32) Вăл вĕсене: кайăр, тенĕ. Лешĕсем вара çынсем ăшĕнчен тухнă та сысна кĕтĕвĕ ăшне кĕнĕ. Акă пĕтĕм сысна кĕтĕвĕ чăнкă çĕртен тинĕсе сиксе шыва путса вилнĕ.

(33) Кĕтÿçисем чупса кайса хулана çитнĕ те мĕн пулса иртни çинчен, усал ернĕ çынсем çинчен пĕтĕмпе каласа кăтартнă.

(34) Акă пĕтĕм хула Иисуса хирĕç тухнă; Ăна курсассăн хăйсен çĕрĕнчен кайма йăлăннă.

Мф 9

(1) Вăл вара кимĕ çине ларса каялла каçнă та Хăй хулине таврăннă.

(2) Акă Ун патне шалкăм çапнă пĕр çынна выртан вырăнĕпех çĕклесе пынă. Иисус, вĕсем çапла ĕненнине курса, шалкăм çапнă çынна каланă: хăюллă пул, ачам! санăн çылăхусем каçарăнаççĕ, тенĕ.

(3) Çавăн чухне хăш-пĕр кĕнекеçĕ хăй ăшĕнче: «Вăл Турра хурлать» тенĕ.

(4) Вĕсен шухăшĕсене пĕлсе, Иисус çапла каланă:

(5) мĕншĕн эсир хăвăр ăшăрта лайăх мар шухăшлатăр? Хăшĕ çăмăлтарах калама: «санăн çылăхусем каçарăнаççĕ» теме-и? е «тăр та утса çÿре» теме-и?

(6) Эсир пĕлĕр çакна: Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма ирĕкĕ пур, — вара шалкăм çапнă çынна çапла калать: тăр та, вырăнна илсе, килне кай, тет.

(7) Лешĕ тăнă та, вырăнне илсе, килне кайнă.

(8) Çакна курсассăн тĕлĕнсе-хăраса кайнă халăх этеме çавнашкал вăй-хăват панă Турра мухтанă.

(9) Çавăнтан иртсе пынă чухне Иисус куланай пухакан вырăнта ларакан Матфей ятлă çынна курнă, ăна çапла калать: Ман хыçăмран пыр, тет. Лешĕ тăнă та Ун хыççăн кайнă.

(10) Иисус пÿртре апатланнă чухне куланай пухакансемпе çылăхлă çынсем нумаййăнах пынă та Унпа тата Унăн вĕренекенĕсемпе пĕрле апат çинĕ.

(11) Çавна курсассăн фарисейсем Унăн вĕренекенĕсене каланă: мĕншĕн сирĕн Вĕрентекенĕр куланай пухакансемпе, çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиет? тенĕ.

(12) Çакна илтсессĕн Иисус вĕсене каланă: эмелçĕ сыввисене мар, чирлисене кирлĕ;

(13) кайăр та «Мана парне кирлĕ мар, ырă кăмăл кирлĕ» тени мĕне пĕлтернине ăнланма тăрăшăр; Эпĕ сăваплисене мар, çылăхлисене ÿкĕнтерсе чĕнме килнĕ, тенĕ.

(14) Çавăн чухне Ун патне Иоанн вĕренекенĕсем пыраççĕ те çапла калаççĕ: фарисейсем те, эпир те тăтăшах типĕ тытатпăр, Санăн вĕренекенÿсем мĕншĕн типĕ тытмаççĕ? тенĕ.

(15) Иисус вĕсене каланă: туй çыннисем кĕрÿ каччă хăйсемпе пĕрле чухне хуйхăраççĕ-и? Анчах та вĕсенчен кĕрÿ каччăна туртса илес кунсем çитĕç, çавăн чухне типĕ тытĕç вара.

(16) Никам та кивĕ тумтир çумне çĕнĕ пир саплăк лартмасть: ун пек саплăк кивĕ пире тăпăлтарса кăларĕ те, шăтăкĕ тата пысăкрах пулĕ.

(17) Çĕнĕ эрехе те кивĕ сăран хутаçа тултармаççĕ; апла хутаçĕ çурăлать те, эрехĕ те юхса тухать, хутаçĕ те сая каять; çĕнĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа тултараççĕ, вара иккĕшĕ те упранса юлать, тенĕ.

(18) Вăл вĕсене çакна каланă чухне Ун патне пĕр пуçлăх пынă та Ăна пуççапса каланă: тин çеç ман хĕрĕм вилсе кайрĕ; Эсĕ пырса ун çине аллуна хурсамччĕ — вăл чĕрĕлĕччĕ, тенĕ.

(19) Иисус тăнă та ун хыççăн кайнă, вĕренекенĕсем те пынă.

(20) Акă пĕр хĕрарăм, юн кайнипе вуникĕ çул асапланаканскер, хыçалтан пырса Унăн тумтирĕ аркине сĕртĕннĕ.

(21) Вăл хăй ăшĕнче: «Унăн тумтирне сĕртĕнсен те сывалăттăм» тесе шухăшланă.

(22) Иисус çаврăнса пăхнă та ăна курса çапла каланă: хĕрĕм, хăюллă пул! ху ĕненни çăлчĕ сана, тенĕ. Хĕрарăм ĕнтĕ çав самантрах сывалнă.

(23) Пуçлăх килне çитсен, Иисус унта шăхличĕ калакансене тата хÿхлекен çынсене курнă та

(24) каланă вĕсене: тухăр-ха кунтан; хĕр вилмен, çывăрать, тенĕ. Унран тăрăхласа кулнă.

(25) Халăха кăларса ярсассăн, Вăл пÿлĕме кĕнĕ те хĕре аллинчен тытнă — хĕр ура çине тăнă.

(26) Çак ĕç çинчен çав таврара пур çĕре те хыпар сарăлнă.

(27) Иисус унтан кайнă чухне Ун хыçĕнчен икĕ суккăр çын: эй Иисус, Давид Ывăлĕ, хĕрхенсемччĕ пире! тесе кăшкăрса пынă.

(28) Иисус пÿрте кĕрсен, суккăрсем те Ун хыççăн кĕнĕ. Иисус вĕсене çапла калать: Эпĕ çакна тума пултарасса ĕненетĕр-и? тет. Вĕсем Ăна: ĕненетпĕр, Çÿлхуçамăр! теççĕ.

(29) Вăл вара вĕсен куçĕсене сĕртĕннĕ те: хăвăр ĕненнĕ пек пултăр сире, тенĕ.

(30) Ĕнтĕ вĕсем куракан пулнă. Иисус вĕсене хытарсах каланă: астăвăр, çакна никам та ан пĕлтĕр, тенĕ.

(31) Вĕсем вара тухса кайнă та Ун çинчен çав таврара пур çĕрте те калаçса çÿренĕ.

(32) Вĕсем тухса кайнă чухне Иисус патне усал ернĕ чĕлхесĕр пĕр çынна илсе пынă.

(33) Усала хăваласа кăларсанах чĕлхесĕр çын калаçа пуçланă. Халăх тĕлĕнсе каланă: Израильре кунашкал хăват нихăçан та пулманччĕ, тенĕ.

(34) Фарисейсем вара çапла каланă: усалсене Вăл усалсен пуçлăхĕн хăвачĕпе хăваласа кăларать, тенĕ.

(35) Иисус пĕтĕм хулапа ял тăрăх вĕсен синагогисенче вĕрентсе, Патшалăх çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе, çынсем хушшинчи тĕрлĕ чир-чĕре, тĕрлĕ нишлĕхе сыватса çÿренĕ.

(36) Халăх ушкăнĕсене курсан Иисус вĕсене хĕрхеннĕ, мĕншĕн тесессĕн çынсем, кĕтÿçĕсĕр сурăхсем пек, асапланса пĕтнĕ, вăйран сулăннă пулнă.

(37) Çавăн чухне Вăл вĕренекенĕсене каланă: вырмалли нумай та, ĕçлекенĕ сахал;

(38) çавăнпа вырма ани Хуçине йăлăнăр: Вăл Хăйĕн вырма ани çине ĕçлекенсем ятăрччĕ, тенĕ.

Мф 10

(1) Иисус, вуникĕ вĕренекенне чĕнсе илсе, вĕсене усал сывлăшсене хăваласа кăларма, кирек мĕнле чир-чĕртен те сыватма хăват панă.

(2) Вуникĕ апостолăн ячĕсем çаксем: пĕрремĕшĕ — Петр теекен Симон, унтан унăн шăллĕ Андрей; унтан Зеведей Иаковĕ, унăн шăллĕ Иоанн;

(3) Филипп, Варфоломей, Фома, куланай пухакан Матфей, Алфей Иаковĕ, Фаддей теекен Леввей;

(4) Симон Кананит тата Иисуса тытса панă Иуда Искариот.

(5) Çакă вуникĕ вĕренекенне Иисус çапла каласа вĕрентсе янă: суя тĕнлĕ халăхсем патне ан кайăр, Самари хулине ан кĕрĕр;

(6) чи малтан Израиль килĕн çухалнă сурăхĕсем патне кайăр;

(7) çÿренĕ чухне: «Çÿлти Патшалăх çывăхарчĕ» тесе вĕрентĕр;

(8) чирлисене сыватăр, тилçеллисене тасатăр, вилнисене чĕртĕр, усалсене хăваласа кăларăр; тÿлевсĕр илтĕр — тÿлевсĕрех парăр.

(9) Хăвăр валли пиçиххийĕр çумне ылтăн та, кĕмĕл те, пăхăр та ан чикĕр,

(10) çул çине хутаç та, улăштармалли тумтир те, ура сырри те, туя та ан илĕр: ĕçлекене тăрантарĕç.

(11) Кирек епле хулана е яла çитсен те унта кам тивĕçлĕ çын пулнине ыйтса пĕлĕр, вара мĕн кайичченех ун патĕнче пурăнăр;

(12) пÿрте кĕнĕ чухне, ырă сунса: «канăçлăх пултăр çак киле» тейĕр;

(13) килĕ тивĕçлĕ пулсассăн, ăна сирĕн канăçлăхăр çитĕ; тивĕçсĕр пулсассăн, сирĕн канăçлăхăр хăвăрах таврăнĕ.

(14) Кам та пулин сире хапăл тумасан, сăмахăра та итлемесен, эсир çав çуртран е çав хуларан тухса кайнă чухне урăр çумĕнчи тусана силлесе хăварăр.

(15) Чăн калатăп сире: сут кунĕ Содомпа Гоморра çĕрне çав хуларан çăмăлтарах пулĕ.

(16) Акă Эпĕ сире сурăхсене кашкăрсен хушшине янă пек яратăп: ĕнтĕ çĕлен пек чее пулăр, кăвакарчăн пек йăваш пулăр.

(17) Çынсенчен сыхланăр: вĕсем сире сутпа айăплама тытса парĕç, синагогисенче хĕнĕç-ватĕç сире.

(18) Сире Ман пирки аслă пуçлăхсемпе патшасем патне илсе кайĕç, çавсем умĕнче тата суя тĕнлĕ çынсем умĕнче Ман çинчен кÿнтелеме хушĕç.

(19) Хăвăра сута тытса парсан, мĕнле каласси, мĕн каласси пирки ан пăшăрханăр — мĕн каламалли çав сехетре хăех тупăнĕ:

(20) эсир хăвăр каламăр, сирĕн ăшăрта Аçăр Сывлăшĕ каласа тăрĕ.

(21) Тăванĕ тăванне, ашшĕ ывăлне вĕлерме тытса парĕ; ачисем ашшĕ-амăшне хирĕç тăрĕç, вĕсене вĕлерĕç;

(22) Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç; вĕçне çитиччен тÿсекенĕ çăлăнĕ.

(23) Сире пĕр хулара хĕсĕрлесен, эсир тепĕр хулана кайăр. Чăн калатăп сире: эсир Израиль хулисем тавра çÿресе те тухаймăр, Этем Ывăлĕ килĕ.

(24) Вĕренекен вĕрентекенĕнчен аслă мар, тарçă та хуçинчен аслă мар:

(25) вĕренекенĕ хăйĕн вĕрентекенĕ пек пулсан, тарçă хăйĕн хуçи пек пулсан çитет вара. Кил хуçине веельзевул терĕç пулсан, унăн кил-йышĕ çинчен тата япăхрах каламĕç-и?

(26) Çавăнпа ĕнтĕ вĕсенчен ан хăрăр: пытарса хăварни йăлтах çиеле тухать, вăрттăнни те курăнать.

(27) Эпĕ сире тĕттĕм çĕрте каланине эсир çутă çĕрте калăр; хăлхаран каланине çурт тăрринчен пĕлтерĕр.

(28) Ÿте вĕлерсен те, чуна вĕлерейменнисенчен ан хăрăр; пуринчен ытла чуна та, ÿте те тамăкра пĕтерме пултараканран хăрăр.

(29) Икĕ пĕчĕкçĕ вĕçен кайăка пĕр ассарипе сутмаççĕ-и? Çапах вĕсенчен пĕри те Аçăр ирĕкĕсĕр çĕре ÿкмест;

(30) сирĕн пуçăр çинче миçе çÿç пĕрчи пулни те паллă;

(31) ан хăрăр: эсир темĕн чухлĕ пĕчĕкçĕ вĕçен кайăкран пахарах.

(32) Кам хăй Мана ĕненни çинчен çынсем умĕнче каласа пĕлтерет, Эпĕ те Çÿлти Аттем умĕнче ун çинчен каласа пĕлтерĕп.

(33) Кам çынсем умĕнче Манран тунать, Эпĕ те Çÿлти Аттем умĕнче унран тунăп.

(34) Эпĕ çĕр çине канăçлăх кÿме килнĕ тесе ан шухăшлăр; Эпĕ канăçлăх кÿме мар, хĕç кÿме килнĕ:

(35) Эпĕ ывăлне ашшĕнчен, хĕрне амăшĕнчен, кинне хунямăшĕнчен уйăрма килтĕм.

(36) Çыншăн хăйĕн кил-йышех тăшман пулĕ.

(37) Кам хăй ашшĕне е амăшне Манран ытларах юратать, çавă Мана тивĕçлĕ мар; кам ывăлне е хĕрне Манран ытларах юратать, çавă та Мана тивĕçлĕ мар;

(38) кам хăй хĕресне илсе Ман хыççăн пымасть, çавă Мана тивĕçлĕ мар.

(39) Чунне сыхлакан ăна çухатĕ, чунне Маншăн çухатакан ăна упраса хăварĕ.

(40) Сире хапăл тăвакан Мана хапăл тăвать; Мана хапăл тăваканĕ Мана Яракана хапăл тăвать;

(41) пророка пророк ячĕшĕн хапăл тăвакан вара пророк сăвапне илĕ; тÿрĕ çынна тÿрĕ çын ячĕшĕн хапăл тăвакан тÿрĕ çын сăвапне илĕ.

(42) Чăн калатăп сире: кам çак кĕçĕннисенчен пĕрне, вĕренекен тесе, пĕр курка та пулин сивĕ шыв ĕçтерет, çавă хăй сăвапне çухатмĕ, тенĕ.

Мф 11

(1) Хăйĕн вуникĕ вĕренекенне çапла ÿкĕтленĕ хыççăн Иисус çавăнтан вĕсенĕн хулисенче вĕрентсе çÿреме тухса кайнă.

(2) Иоанн вара тĕрмере ларнă чухне Христос ĕçĕсем çинчен илтнĕ те хăйĕн икĕ вĕренекенне Унран:

(3) «Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле-и?» тесе ыйтма янă.

(4) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: кайăр та хăвăр мĕн курнине, мĕн илтнине Иоана каласа кăтартăр:

(5) суккăррисем куракан пулаççĕ, уксаххисем çÿрекен пулаççĕ, тилçеллисем тасалаççĕ, хăлхасăррисем илтеççĕ, вилнисем чĕрĕлсе тăраççĕ, мĕскĕнсене Ырă Хыпар пĕлтереççĕ, тейĕр;

(6) Ман тĕлĕшĕмрен улталанман çын телейлĕ, тенĕ.

(7) Вĕсем кайсассăн Иисус халăха Иоанн çинчен кала пуçланă: эсир пушхире мĕн курма кайрăр? çилпе хумханса ларакан хăмăш курма-и?

(8) Мĕн курма кайрăр вара эсир? çемçе тумтир тăхăннă çынна курма-и? Çемçе тумтир тăхăнакансем патша керменĕнче пурăнаççĕ.

(9) Апла мĕн курма кайрăр-ха? пророка курма-и? Çапла, калатăп сире: вăл пророкран та аслă.

(10) Ун çинчен: «акă Эпĕ Сан умăнтан Хамăн хыпарçăма яратăп, вăл Сан валли Сан умăнти çула хатĕрлесе хурĕ» тесе çырнă, вăл — çавă.

(11) Чăн калатăп сире: хĕрарăмран çуралнисенчен Шыва кĕртекен Иоанран асли пулман, анчах Çÿлти Патшалăхра чи кĕçĕнни те унран аслă.

(12) Шыва кĕртекен Иоанн кунĕсенчен пуçласа паянхи кунчченех Çÿлти Патшалăха вăйпа илесшĕн тăрăшаççĕ, питех те тăрăшакансем ăна тупаççĕ.

(13) Пур пророк та, саккун та малашне мĕн пулассине Иоанн киличченех пĕлтерсе тăнă.

(14) Пĕлес тетĕр пулсассăн, вăл — килес Илия.

(15) Илтме хăлха пурри — илттĕр.

(16) Кампа танлаштарам çак ăрăва? Вăл — урамра ларакан, хăйсен юлташĕсене

(17) «эпир сирĕншĕн шăхличĕ каларăмăр — эсир ташламарăр; эпир сирĕншĕн хурлăхлă юрăсем юрларăмăр — эсир йĕмерĕр» теекен ачасем евĕрлĕ.

(18) Акă Иоанн килчĕ — ĕçмест те, çимест те; «унăн ăшĕнче усал» теççĕ.

(19) Этем Ывăлĕ килчĕ — ĕçет те, çиет те; «ку çын çиме те, эрех ĕçме те юратать, куланай пуçтаракансемпе, çылăхлă çынсемпе туслă» теççĕ. Ăслăлăха хăй ĕçĕсем тÿрре кăларчĕç, тенĕ.

(20) Унтан Иисус Хăй нумайрах хăват кăтартнă хуласене ÿкĕнменшĕн ятла пуçланă:

(21) хуйхă çитĕ сана, Хоразин! хуйхă çитĕ сана, Вифсаида! сире кăтартнă хăватсене Тирпа Сидонра кăтартнă пулсассăн, вĕсем тахçанах хуйхă тумтирĕ тăхăнса, кĕлпе сапăнса çылăхĕсенчен ÿкĕннĕ пулĕччĕç;

(22) калатăп сире: сут кунĕ Тирпа Сидона сирĕнтен çăмăлтарах пулĕ.

(23) Эсĕ те, Капернаум, хăвна тÿпене çитиех çĕклĕç тетĕн-им? Çук, эсĕ тамăка çитиех анса кайăн. Сана кăтартнă хăватсене Содомра кăтартнă пулсассăн, вăл паянхи кунчченех ларнă пулĕччĕ;

(24) калатăп сире: сут кунĕ Содом çĕрне санран çăмăлтарах пулĕ, тенĕ.

(25) Çавăн чухне Иисус, сăмахне малалла тăсса, çапла каланă: эй Аттем, тÿпепе çĕр Çÿлхуçи, Эсĕ çакна ăсчахсенчен, ăслă-тăнлисенчен пытарнăшăн, ăна пĕчĕк ачасене уçса панăшăн Сана мухтатăп!

(26) Эй Аттем! Санăн ирĕкÿ çапла пулнă.

(27) Аттем пурне те Мана панă, Ашшĕсĕр пуçне Ывăлне никам та пĕлмест; Ашшĕне те Ывăлĕсĕр пуçне никам та пĕлмест, Ывăлĕ кама пĕлтерес тет, тата çавă пĕлет.

(28) Эй асапланакансем, йывăр çĕклемпе халтан кайнисем, пурсăр та Ман патăма килĕр, Эпĕ сире лăплантарăп;

(29) Ман сÿсмене тăхăнăр, Манран вĕренĕр: Эпĕ йăваш та лăпкă кăмăллă; вара хăвăр чунăр валли канлĕх тупатăр;

(30) Манăн сÿсменĕм меллĕ, Манăн çĕклемĕм çăмăл, тенĕ.

Мф 12

(1) Çавăн хыççăн пĕр шăматкун Иисус тырă пуссипе иртсе пынă; Унăн вĕренекенĕсенĕн çиесси килнĕ те вĕсем пучах тата-тата илсе тырă пĕрчисене çие пуçланă.

(2) Фарисейсем çакна курнă та каланă Ăна: акă Санăн вĕренекенÿсем шăматкун тума юраманнине тăваççĕ, тенĕ.

(3) Вăл вара вĕсене çапла каланă: пĕрре Давид хăй те, унпа пĕрле пулнă çынсем те выçăпа аптăрасассăн мĕн туни çинчен вуламан-им эсир?

(4) Епле вăл Турă Çуртне кĕрсе парне çăкăрĕсене çинĕ: çав çăкăрсене унăн та, унпа пĕрле пулнă çынсен те çиме юраман-çке, вĕсене священниксем çеç çиме пултарнă.

(5) Тата эсир саккунра: шăматкунсенче священниксем Турă Çуртĕнче шăматкун тума хушманнине тăваççĕ, çапах та вĕсем айăплă мар тенине вуламан-им?

(6) Анчах сире çакна калатăп: кунта Турă Çуртĕнчен те Асли пур.

(7) Эхер те эсир: «Мана парне кирлĕ мар, ырă кăмăл кирлĕ» тени мĕне пĕлтернине пĕлнĕ пулсассăн, айăпсăррисене айăпламăттăр:

(8) Этем Ывăлĕ — шăматкун хуçи те, тенĕ.

(9) Унтан кайсассăн Вăл вĕсенĕн синагогине пынă.

(10) Унта хăрнă алăллă пĕр çын пулнă. Иисуса айăпласшăн Унран çапла ыйтнă: шăматкун чиртен сыватма юрать-и? тенĕ.

(11) Вăл каланă вĕсене: хăйĕн пĕртен-пĕр сурăхĕ шăматкун шăтăка кĕрсе ÿксен, сирĕнтен кам ăна туртса кăлармĕ?

(12) Этем сурăхран хаклăрах мар-и? Эппин, шăматкун ырă ĕç тума юрать, тенĕ.

(13) Унтан çав çынна: аллуна тăс, тет; лешĕ тăснă та — алли вара тÿрленсе тепĕри пекех пулса тăнă.

(14) Фарисейсем ĕнтĕ синагогăран тухсанах Ăна епле пĕтерес пирки канаш тунă; çакна пĕлсессĕн Иисус унтан кайнă.

(15) Ун хыççăн темĕн чухлĕ халăх пынă, Вăл вĕсене пурне те сыватнă,

(16) анчах вĕсене Хăй çинчен каласа çÿреме хушман.

(17) Çапла Исаия пророк урлă калани çитнĕ, вăл каланă:

(18) «Çакă Манăн суйласа илнĕ, Манăн юратнă, чунăм савнă Ачам; Эпĕ Ун çине Хамăн Сывлăшăма ярăп, Вăл халăхсене тĕрĕслĕхе пĕлтерĕ;

(19) Вăл тавлашмĕ, кăшкăрашмĕ, урамсенче никам та Унăн сассине илтмĕ;

(20) тĕрĕслĕхе çиеле кăлариччен Вăл аманнă хăмăша та хуçмĕ, йăсăрланакан хăйăва та сÿнтермĕ;

(21) халăхсем Унăн ятне шанса тăрĕç» тенĕ.

(22) Çавăн чухне Ун патне усал ернĕ суккăр, чĕлхесĕр çынна илсе пынă; Вăл ăна сыватнă: суккăр, чĕлхесĕр çын калаçакан та, куракан та пулнă.

(23) Пĕтĕм халăх тĕлĕнсе тăнă: Давид Ывăлĕ Христос мар-ши Вăл? тенĕ.

(24) Çакна илтсен фарисейсем каланă: усалсене Вăл урăх нимĕнле те мар, усалсен пуçлăхĕн веельзевулăн хăвачĕпе хăваласа кăларать, тенĕ.

(25) Вĕсен шухăшĕсене пĕлсе Иисус каланă вĕсене: кирек мĕнле патшалăх та, хăй хушшинче пайланса-уйăрăлса кайсассăн, пушхир пулса тăрать; кирек мĕнле хула та е кил-çурт та, хăй хушшинче пайланса-уйăрăлса кайсассăн, тытăнса тăраймасть.

(26) Эхер те шуйттан шуйттана хăваласа кăларать пулсан, апла вăл хăйĕнчен хăй уйăрăлни пулать: ĕнтĕ унăн патшалăхĕ епле тытăнса тăрайтăр?

(27) Эпĕ усалсене веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, сирĕн ывăлăрсем, эппин, кам хăвачĕпе хăваласа кăлараççĕ вĕсене? Çавăнпа вĕсемех сире айăплакансем пулĕç.

(28) Эпĕ усалсене Турă Сывлăшĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, ĕнтĕ сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çитнĕ.

(29) Е тата вăйламас çынна малтан хăйне çыхса пăрахмасăр кам унăн çуртне кĕрсе япалисене çаратса тухма пултарĕ? çыхса пăрахсан тин унăн çуртне çаратса тухĕ.

(30) Кам Манпа пĕрле мар, çавă Мана хирĕç; кам Манпа пĕрле пухмасть, çавă салатса пĕтерет.

(31) Çавăнпа калатăп сире: çынсенĕн кирек мĕнле çылăхĕ те, вĕсем кирек мĕнле хурлани те каçарăнĕ; Таса Сывлăша хурлани каçарăнмĕ;

(32) Этем Ывăлне хирĕç калакана каçарĕç, Таса Сывлăша хирĕç калакана ку тĕнчере те, леш тĕнчере те каçармĕç.

(33) Йывăçне аван тесен, унăн çимĕçне те аван тейĕр; йывăçне начар тесен, унăн çимĕçне те начар тейĕр: йывăçа çимĕçĕнчен пĕлеççĕ.

(34) Эй çĕлен çурисем! эсир, усалскерсем, мĕнле ырри калама пултарăр? Чĕлхе-çăвар вăл кăмăл тулли пулнăран калаçать.

(35) Ырă çын хăйĕн чĕринче ырри нумайран ыррине кăларать, усал çын хăйĕн чĕринче усалли нумайран усаллине кăларать.

(36) Çавăнпа калатăп та сире: çынсен вырăнсăр каланă кашни сăмахĕшĕн сут кунĕнче явап тытмалла пулĕ:

(37) сăмахна пула тÿрре тухăн, сăмахна пула айăпа юлăн, тенĕ.

(38) Çавăн чухне хăш-пĕр кĕнекеçĕсемпе фарисейсем каланă: Вĕрентекен! эпир Санран хăват курасшăн, тенĕ.

(39) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: усал та аскăн ăру хăват шырать; Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна урăх хăват пулмĕ;

(40) Иона кит ăшĕнче виçĕ кун та виçĕ каç пулнă пек, Этем Ывăлĕ те çĕр айĕнче виçĕ кун та виçĕ каç пулĕ.

(41) Сут Кунĕнче Ниневи çыннисем тăрĕç те çак ăрăва айăплĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Иона вĕрентнине илтсен ÿкĕннĕ пулнă; кунта акă Ионăран та Аслăраххи пур.

(42) Сут Кунĕнче кăнтăр енчи хĕрарăм патша тăрĕ те çак ăрăва айăплĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Соломон ăслăлăхне пĕлмешкĕн инçетри çĕртенех килнĕ; кунта акă Соломонран та Аслăраххи пур.

(43) Усал сывлăш, çын ăшĕнчен тухсан, канлĕх шыраса шывсăр çĕрсенче çÿрет те — тупаймасть;

(44) вара вăл: «хам тухнă çуртăма каялла таврăнам» тет. Таврăнсассăн çурчĕ пушă, таса, тирпейлĕ тăнине курать.

(45) Вара каять те хăйпе пĕрле хăйĕнчен те усалтарах çичĕ сывлăша ертсе килет те, унта кĕрсе пурăнаççĕ; çав çынна вара кайран унчченхинчен те хĕнрех пулать. Çак усал ăрăва та çаплах пулĕ, тенĕ.

(46) Вăл халăха çапла каланă хушăра Унăн Амăшĕпе тăванĕсем тулта Унпа калаçасшăн кĕтсе тăнă.

(47) Пĕр çын каланă Ăна: акă Аннÿпе тăванусем Санпа калаçасшăн тулта кĕтсе тăраççĕ, тенĕ.

(48) Çапла калакана хуравласа Вăл: кам Манăн аннем? камсем Манăн тăванăмсем? тенĕ.

(49) Унтан вĕренекенĕсем çинелле аллипе кăтартса каланă: акă Манăн аннем, акă Манăн тăванăмсем:

(50) кам Çÿлти Аттемĕн ирĕкне пурăнăçласа пурăнать, çавă Манăн пиччем-шăллăм та, аппам-йăмăкăм та, аннем те пулать, тенĕ.

Мф 13

(1) Çав кунхинех Иисус, килтен тухса, тинĕс хĕррине пырса ларнă.

(2) Ун патне темĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă, çавăнпа Вăл кимĕ çине кĕрсе ларнă; халăх вара тинĕс хĕрринче тăнă.

(3) Вăл вĕсене ытарлăн каласа нумай вĕрентнĕ. Вăл каланă: || акă акаçă акма тухнă;

(4) акнă чухне хăш пĕрчи çул хĕррине ÿкнĕ; вĕçен кайăксем вĕçсе килнĕ те ăна çисе янă;

(5) хăшĕ чуллă çĕре ÿкнĕ, унта тăпра сахал пулнă; тăпра ăшăх пулнăран пĕрчĕ часах шăтса тухнă.

(6) Анчах хĕвел тухсанах шанса кайнă та, тымар ярайманскер, типсех ларнă.

(7) Хăшĕ çумлă çĕре ÿкнĕ, çумкурăкĕ ÿссе кайнă та ăна пусса илнĕ.

(8) Хăшĕ вара лайăх çĕр çине ÿкнĕ те çимĕç тунă: пĕринчен çĕр пĕрчĕ, тепĕринчен утмăл пĕрчĕ, тата тепĕринчен вăтăр пĕрчĕ пулнă.

(9) Илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(10) Вĕренекенĕсем пынă та каланă Ăна: мĕншĕн Эсĕ вĕсене ытарлăн калатăн? тенĕ.

(11) Вăл вĕсене çапла хуравланă: мĕншĕн тесессĕн Çÿлти Патшалăхăн вăрттăнлăхĕсене сире пĕлмелле тунă, вĕсене ун пек туман:

(12) камăн пур, ăна тата парĕç, унăн тата хушăнĕ; камăн çук, унăнне пур пеккине те туртса илĕç;

(13) вĕсем пăхсан та курмаççĕ, итлесен те илтмеççĕ, ăнланмаççĕ, çавăнпа вĕсене ытарлăн калатăп;

(14) Исаия пророк калани вĕсен тĕлĕшĕнчен вырăна килет. Вăл каланă: «хăлхăрпа илтĕр те — ăнласа илеймĕр; куçăрпа пăхăр та — кураймăр:

(15) çак çынсен чĕри хытса ларнă, хăлхипе те аран илтеççĕ, куçне те хупнă. Урăхла пулнă пулсассăн куçĕпе те курĕччĕç, хăлхипе те илтĕччĕç, чĕрипе те ăнланĕччĕç, вара Ман енне çаврăнĕччĕç — Эпĕ вĕсене сыватăттăм» тенĕ.

(16) Сирĕн куçăрсем телейлĕ — вĕсем кураççĕ; хăлхăрсем те телейлĕ — вĕсем илтеççĕ.

(17) Чăн калатăп сире: пророксемпе сăваплă çынсем нумайăшĕ эсир курнине курасшăнччĕ те — кураймарĕç; эсир илтнине илтесшĕнччĕ те — илтеймерĕç.

(18) Эппин, акаçă çинчен каланă ытарăш мĕне пĕлтернине итлĕр:

(19) Патшалăх çинчен каланă сăмаха илтсе, ăна ăнланман кирек хăш çын патне те усал пырать те ун чĕрине акнине вăрласа илсе каять: çул хĕррине ÿкни çакна пĕлтерет.

(20) Чуллă çĕре ÿкни сăмаха илтсе ăна тÿрех хавасланса хапăл тăвакан çынна пĕлтерет;

(21) анчах та тымарĕ çуккипе вăхăтлăха çеç тытăнса тăраять: çав сăмахшăн асап е хĕсĕрлесси çитсессĕн, вăл часах пăрăнать.

(22) Çумлă çĕре ÿкни сăмаха илтекен çыннах пĕлтерет, анчах та çак тĕнче хуйхи-суйхи тата пуянлăхпа улталанни сăмаха хупласа илет те, сăмах вара çимĕç кÿмест.

(23) Лайăх çĕр çине ÿкни вара сăмаха илтсе ăнланса илекене пĕлтерет; вăл çимĕçлĕ пулать: пĕри çĕр хут, тепĕри утмăл хут, тата тепĕри вăтăр хут ытла çимĕç кÿрет, тенĕ.

(24) Вăл вĕсене тепĕр ытарăш каласа кăтартнă: Çÿлти Патшалăха çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр çын хăй хирне ырă вăрлăх акнă;

(25) çынсем çывăрнă вăхăтра унăн тăшманĕ пынă та тулă хушшине пукра акса хăварнă;

(26) калчи ÿссе пуç кăларсассăн, пукри те палăрнă.

(27) Чурисем хуçине пырса каланă: «хуçа! эсĕ хăвăн хирне ырă вăрлăх акманччĕ-и? унта пукра ăçтан тухнă вара?» тенĕ.

(28) Вăл вĕсене каланă: «ăна тăшман çын тунă» тенĕ. Чурисем каланă: «çумлаттарас теместĕн-и? эпир кайса çумлăпăр» тенĕ.

(29) Вăл каланă: «çук, пукрине суйланă чухне эсир унпа пĕрле туллине те тăпăлтарса кăларатăр.

(30) Ан тивĕр, выриччен иккĕшĕ те пĕрлех ÿсчĕр; вырнă чухне выракансене калăп эпĕ: малтан пукрине пухăр, çунтарса ямашкăн ăна кĕлтенĕн-кĕлтенĕн çыхăр; туллине вара ман кĕлете пухса хурăр, тейĕп» тенĕ.

(31) Иисус вĕсене тата тепĕр ытарăш каласа кăтартнă: Çÿлти Патшалăха çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр çын сарă пăрăç пĕрчи илнĕ те ăна хăйĕн хирне акнă:

(32) çав пĕрчĕ, ытти вăрăсенчен пуринчен те чи пĕчĕкки пулин те, шăтса ÿссессĕн пахчари пур ÿсентăранран та пысăкрах, йывăç пекех пулса каять, ĕнтĕ вĕçен кайăксем вĕçсе килеççĕ те унăн турачĕсем хушшине йăва çавăраççĕ, тенĕ.

(33) Вăл вĕсене тата тепĕр ытарăш каласа панă: Çÿлти Патшалăха çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр хĕрарăм кăвас чусти илнĕ те çавна виçĕ виçе çăнăхпа хутăштарса çăрнă, вара пĕтĕм чусти йÿçсе хăпарнă, тенĕ.

(34) Çакна пурне те Иисус халăха ытарлăн каланă, ытарăшсăр каламан вĕсене:

(35) çапла пророк урлă калани çитнĕ, вăл каланă: «çăварăма ытарăш калама уçăп, тĕнче пулнăранпа пытарăнса тăнине ытарлăн каласа пĕлтерĕп» тенĕ.

(36) Унтан Иисус халăхран уйрăлнă та пÿрте кĕнĕ. || Вĕренекенĕсем Ун патне пынă та каланă: хирти пукра çинчен каланă ытарăша ăнлантарса пар-ха пире, тенĕ.

(37) Вăл вара вĕсене çапла хуравласа каланă: ырă вăрлăх акакан — Этем Ывăлĕ вăл;

(38) хир — тĕнче; ырă вăрлăх — Патшалăх ачисем, пукра — усал ачисем;

(39) пукра акнă тăшман — шуйттан вăл; вырма вăхăчĕ — тĕнче вĕçĕ, выраканĕсем вара — ангелсем.

(40) Çак тĕнче пĕтнĕ чухне те пукрана пуçтарса вутпа çунтарнă пекех пулĕ:

(41) Этем Ывăлĕ Хăй ангелĕсене ярĕ те, вĕсем Унăн Патшалăхĕнчи пĕтĕм ултава тата йĕркесĕр ĕç тăвакансене пуçтарĕç те

(42) вĕсене вут-çулăмлă кăмакана пăрахĕç; унта йĕни-макăрни те шăл шатăртаттарни пулĕ;

(43) çавăн чухне сăваплисем хăйсен Ашшĕн Патшалăхĕнче хĕвел пек çуталса кайĕç. Илтме хăлха пурри — илттĕр! тенĕ.

(44) Çÿлти Патшалăха тата çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр çын хире пытарнă мул тупнă, вăл çакăн çинчен никама та систермен; савăннипе вăл мĕнпур пурлăхне кайса сутать те çав хире туянать.

(45) Çÿлти Патшалăха тата çакăнпа танлаштарма пулать. Пĕр купса паха ĕнчĕ шырать:

(46) вăл пĕр хаклă ĕнчĕ курнă та, вара хăйĕн мĕнпур пурлăхне кайса сутса, çав ĕнчĕне туяннă.

(47) Çÿлти Патшалăха тата çакăнпа танлаштарма пулать. Тинĕсе сĕреке ывăтнă, çав сĕрекене тĕрлĕ йышши пулă кĕнĕ;

(48) сĕреки тулсан, ăна çыран хĕррине туртса кăларнă, унтан ларса, лайăх пуллине суйласа илсе савăта янă, начаррине кăларса ывăтнă.

(49) Тĕнче пĕтнĕ чухне те çапла пулĕ: ангелсем килĕç те усаллисене сăваплисен хушшинчен уйăрса илĕç;

(50) вара вĕсене çунакан кăмакана пăрахĕç; унта йĕни-макăрни те шăл шатăртаттарни пулĕ, тенĕ.

(51) Иисус вĕсенчен ыйтнă: эсир çакна пурне те ăнлантăр-и? тенĕ; вĕсем Ăна: ăнлантăмăр, Вĕрентекен! теççĕ.

(52) Вара Иисус вĕсене çапла каланă: çавăнпа ĕнтĕ Çÿлти Патшалăх çинчен вĕреннĕ кирек хăш кĕнекеçĕ те кил хуçи евĕрлĕ — çав хуçа хăй мулĕ управăшĕнчен çĕннине те, киввине те илсе тухать, тенĕ.

(53) Çак ытарăшсене каласа пĕтернĕ хыççăн Иисус унтан кайнă.

(54) Вăл Хăйĕн тăван хулине пынă та унти çынсене вĕсен синагогинче вĕрентнĕ; çынсем питех те тĕлĕнсе каланă: çакнашкал ăслăлăхпа вăй-хăват ăçтан тухать-ши Унăн?

(55) Каскалаканăн ывăлĕ мар-и вара Вăл? Унăн амăшĕ Мария ятлă мар-и? Иаков, Иосиф, Симон, Иуда Унăн тăванĕсем мар-и вара?

(56) Унăн аппăшĕ-йăмăкĕ те пурте пирĕн хушшăмăртах мар-и вара? апла çакă ăçтан тухать-ши Унăн? тенĕ.

(57) Çапла вĕсем Ун çинчен иккĕленсе шухăшланă. Иисус вĕсене каланă: пророка хисеплеççĕ, хисеплемесен те ăна тăван çĕршывĕнче, тăван килĕнче çеç хисеплемеççĕ, тенĕ.

(58) Вĕсем ĕненменрен Вăл унта хăват нумаях туман.

Мф 14

(1) Çав вăхăтра Ирод, çĕршывăн тăваттăмĕш пайне тытса тăраканскер, Иисус çинчен сарăлнă сăмаха илтнĕ те

(2) хăйĕн тарçисене каланă: Шыва кĕртекен Иоанн ку; вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, çавăнпа хăватсем тăвать, тенĕ.

(3) Ирод хăйĕн Филипп пиччĕшĕн арăмне Иродиадăна пула Иоана тĕрмене тытса хуптарнă пулнă,

(4) мĕншĕн тесессĕн Иоанн ăна: «сана унпа пурăнма юрамасть» тенĕ.

(5) Ирод ăна вĕлересшĕн те пулнă, анчах халăхран хăранă: халăх Иоана пророк тесе хисепленĕ.

(6) Акă Ирод хăйĕн çуралнă кунне уявланă чухне Иродиада хĕрĕ хăнасем умĕнче ташласа унăн кăмăлне çавăрнă;

(7) çавăнпа вăл ăна, лешĕ кирек мĕн ыйтсассăн та, çавна тупа тусах пама пулнă.

(8) Хĕрĕ вара амăшĕ хĕтĕртнипе каланă: мана Шыва кĕртекен Иоанн пуçне халех тирĕк çине хурса илсе килсе пар, тенĕ.

(9) Патша салхуланнă; анчах тупа тунăран тата хăнисене те пула ăна мĕн ыйтнине пама хушнă,

(10) вара Иоанн пуçне кастарма тĕрмене çын янă.

(11) Ĕнтĕ унăн пуçне тирĕкпе илсе пырса хĕре панă; лешĕ ăна амăшне леçсе панă.

(12) Иоанн вĕренекенĕсем çитнĕ те унăн ÿтне илсе кайса пытарнă; кайран вĕсем çакăн çинчен Иисуса пĕлтернĕ.

(13) Çакна илтсессĕн Иисус кимĕ çине ларнă та çав вырăнтан пĕчченех çын çук çĕре ишсе кайнă; çакăн çинчен илтнĕ халăх вара, хулисенчен тухса, Ун хыççăн çуран утнă.

(14) Çитсессĕн, Иисус темĕн чухлĕ халăх тăнине курнă; Вăл, вĕсене хĕрхенсе, чирлĕ çыннисене сыватнă.

(15) Каç пулсассăн вĕренекенĕсем Ун патне пынă та çапла каланă: кунта çын пурăнман вырăн, каç та пулчĕ, халăха яр — вĕсем, ялсене кайса, хăйсем валли çимелли туянччăр, тенĕ.

(16) Иисус вĕсене каланă: вĕсен кайма кирлĕ мар, çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр, тенĕ.

(17) Лешĕсем Ăна калаççĕ: пирĕн кунта пилĕк çăкăрпа икĕ пулă çеç, теççĕ.

(18) Вăл: çавна кунта Ман патăма илсе килĕр-ха, тенĕ.

(19) Унтан Вăл халăха çерем çине ларма хушнă: вара пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çÿлелле пăхса тав тунă та, пиллесе, çăкăрсене хуçа-хуçа вĕренекенĕсене панă, вĕренекенĕсем вара халăха валеçсе панă.

(20) Пурте çисе тăраннă; юлашки татăкĕсене тата вуникĕ кунтă туллиех пухнă;

(21) çиекенĕсем, хĕрарăмсемпе ачасемсĕр пуçне, пилĕк пин çынна яхăн пулнă.

(22) Иисус çакăн хыççăнах вĕренекенĕсене кимĕ çине ларма, Хăй халăха киле янă хушăра Хăйĕнчен маларах тепĕр енне ишсе каçма хушнă.

(23) Халăха киле ярсассăн, Вăл пĕччен кĕлтума ту çине улăхнă; çĕрле те унта пĕчченех пулнă.

(24) Кимĕ ĕнтĕ тинĕс варрине çитнĕ пулнă, хирĕçле çил вĕрнĕрен ăна хумсем силленĕ.

(25) Çĕрлехи тăваттăмĕш хурал вăхăтĕнче вара Иисус тинĕс çийĕн вĕренекенĕсем патне утса пынă.

(26) Вĕренекенĕсем Вăл шыв çийĕн утса пынине курсассăн шикленсе ÿкнĕ: мĕлке ку, тенĕ; хăранипе кăшкăрсах янă.

(27) Иисус вĕсене çавăнтах сасă парса каланă: лăпланăр, ку — Эпĕ, ан хăрăр, тенĕ.

(28) Петр Ăна çапла хуравласа каланă: Çÿлхуçамăр! ку Эсех пулсассăн, мана Хăвăн патна шыв çийĕн пыма хуш, тенĕ.

(29) Иисус ăна: кил, тенĕ. Петр вара, кимĕ çинчен анса, шыв çийĕн Иисус патнелле утнă;

(30) анчах та çил вăйлине курса хăраса ÿкнĕ те пута пуçланă, вара: Çÿлхуçамăр, çăлсам мана! тесе кăшкăрса янă.

(31) Иисус çавăнтах аллине тăсса ăна ярса тытнă та: эй сахал ĕненекен! мĕншĕн эсĕ иккĕлентĕн? тенĕ.

(32) Вĕсем кимĕ çине ларсанах çил лăпланнă.

(33) Кимĕ çинчисем Ун патне пырса пуççапса каланă: Эсĕ чăн-чăнах Турă Ывăлĕ, тенĕ.

(34) Тепĕр енне каçсассăн, вĕсем Геннисарет çĕрне çитнĕ.

(35) Унта пурăнакансем Иисуса палласа илнĕ те çав таврана пур çĕре те хыпар янă, ĕнтĕ Ун патне пĕтĕм чирлĕ çынна илсе пынă,

(36) вĕсем Ăна: тумтирÿ аркине те пулин сĕртĕнтерсем, тесе йăлăннă; сĕртĕнекеннисем сывалнă.

Мф 15

(1) Çавăн чухне Иисус патне Иерусалимран кĕнекеçĕсемпе фарисейсем пыраççĕ те çапла калаççĕ:

(2) Санăн вĕренекенÿсем мĕншĕн ваттисен йăли-йĕркине пăхăнмаççĕ? вĕсем апат çиес умĕн аллине çумаççĕ, тенĕ.

(3) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: мĕншĕн эсир те хăвăр йăлăрсене тытса пырассишĕн Турă ÿкĕтне пăхăнмастăр?

(4) Турă: «аçу-аннÿне хисепле» тата «ашшĕне е амăшне усал сăмах калакана вилĕм çиттĕр» тенĕ.

(5) Эсир вара çапла калатăр: «кам хăй ашшĕне е амăшне: «эсĕ манран илессине эпĕ Турра парне кÿтĕм» тесессĕн,

(6) çавă ашшĕ е амăшĕ умĕнче парăмлă мар» тетĕр; эсир çапла хăвăр йăлăршăн Турă хушнине пăрахăçлатăр.

(7) Эй икĕ питлĕскерсем! сирĕн çинчен Исаия пророк аван каланă:

(8) «çак çынсем чĕлхи-çăварĕпе Ман патăма çывăхараççĕ, сăмахпа Мана хисеплеççĕ, анчах хăйсен чĕри Манран аякра тăрать;

(9) вĕсем этем ÿкĕчĕсене, этем йăлисене вĕрентеççĕ, çавăнпа Мана хисеплени усăсăр» тенĕ.

(10) Унтан Иисус халăха чĕнсе илсе каланă: итлĕр те ăнланса илĕр:

(11) çынна çăвара кĕрекенни ирсĕрлентермест, çăвартан тухаканни ирсĕрлентерет, тенĕ.

(12) Çавăн чухне вĕренекенĕсем Ун патне пынă та çапла каланă: пĕлетĕн-и, çак сăмахсене илтсессĕн фарисейсем тарăхрĕç, тенĕ.

(13) Вăл вара çапла хуравласа каланă: Манăн Çÿлти Аттем лартман кирек епле ÿсентăран та тымарĕпех кăкланĕ;

(14) вĕсем пирки ан шухăшлăр: вĕсем — суккăрсене çавăтса çÿрекен суккăрсем; суккăра суккăр çавăтса çÿресен, иккĕшĕ те шăтăка кĕрсе ÿкĕç, тенĕ.

(15) Петр каланă Ăна: çак ытарăша ăнлантарса парсам пире, тенĕ.

(16) Иисус вара çапла каланă: эсир те халиччен пĕлейместĕр-и?

(17) халиччен ăнланаймастăр-и? çăвара кĕрекенни пурте вар-хырăма кĕрет те каялла тухать;

(18) çăвартан тухаканни — чĕререн тухать, çынна çавă ирсĕрлетет,

(19) мĕншĕн тесессĕн усал шухăшласси, çын вĕлересси, упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне улталасси, аскăнланасси, вăрласси, суя кÿнтелесси, хурласси чĕререн тухать.

(20) Çынна çакă ирсĕрлетет. Алă çумасăр апат çини çынна ирсĕрлетмест, тенĕ.

(21) Çав вырăнтан Иисус Тирпа Сидон çĕрне тухса кайнă.

(22) Акă пĕр ханаан хĕрарăмĕ, çав таврара пурăнаканскер, тухнă та кăшкăрсах каланă Ăна: эй Çÿлхуçа, Давид Ывăлĕ, хĕрхенсемччĕ мана! хĕрĕм ытла та асапланать: ăна усал ернĕ, тенĕ.

(23) Иисус ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен. Вĕренекенĕсем Ун патне пырса каланă Ăна: кунтан яр ăна — вăл пирĕн хыçран кăшкăрса пырать, тенĕ.

(24) Вăл вара çапла хуравласа каланă: Мана Израиль килĕн çухалнă сурăхĕсем патне çеç янă, тенĕ.

(25) Хĕрарăм ĕнтĕ çывăхарах пынă та Ăна пуççапса каланă: эй Çÿлхуçа! пулăшсамччĕ мана, тенĕ.

(26) Вăл вара çапла хуравласа каланă: çăкăра ачасенчен туртса илсе йытăсене пăрахса пани аван мар, тенĕ.

(27) Хĕрарăм каланă: эй Çÿлхуçа, çаплине çапла та, анчах йытăсем те хуçи сĕтелĕ çинчен ÿкнĕ тĕпренчĕксене çиеççĕ, тенĕ.

(28) Вара Иисус ăна çапла хуравласа каланă: эй хĕрарăм, эсĕ хытă ĕненетĕн; ху ĕмĕтленнĕ пек пултăр сана, тенĕ. Унăн хĕрĕ вара çав сехетрех сывалнă.

(29) Унтан кайсассăн Иисус Галилея тинĕсĕ хĕррине çитнĕ, унта пĕр ту çине хăпарнă та çавăнта ларнă.

(30) Ун патне темĕн чухлĕ халăх пухăннă; вĕсем хăйсемпе пĕрле уксахсене, суккăрсене, чĕлхесĕрсене, сусăррисене тата урăх тĕрлĕ чирлисене нумай илсе пынă, вĕсене Иисус ури умне вырттарнă; Вăл вĕсене сыватнă;

(31) халăх вара чĕлхесĕррисем калаçнине, сусăррисем тÿрленнине, уксаххисем çÿренине, суккăррисем куракан пулнине курса тĕлĕннĕ; пурте Израиль Туррине мухтанă.

(32) Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе каланă: çак халăха хĕрхенетĕп Эпĕ, вĕсем ĕнтĕ виçĕ кун хушши Манпа пĕрле, çимелли вĕсен нимĕн те çук; çул çинче халтан каясран Манăн вĕсене выçăлла кăларса ярас килмест, тенĕ.

(33) Вĕренекенĕсем Ăна калаççĕ: пушхирте çакăн чухлĕ халăха тăрантармалăх çăкăр ăçтан илес пирĕн? теççĕ.

(34) Иисус вĕсене: сирĕн миçе çăкăр? тет. Вĕсем: çиччĕ, тата темиçе пулă, тенĕ.

(35) Иисус халăха çĕре ларма хушнă.

(36) Вара çав çичĕ çăкăрпа пулла илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă, вĕренекенĕсем ĕнтĕ халăха валеçсе панă.

(37) Пурте çисе тăраннă; юлнă татăкĕсене тата çичĕ пĕрне туллиех пухнă;

(38) çиекеннисем, хĕрарăмсемпе ачасемсĕр пуçне, тăватă пин çын пулнă.

(39) Халăха киле ярсан, Иисус кимĕ çине ларса Магдала çĕрне çитнĕ.

Мф 16

(1) Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынă та, Ăна сăнаса-тĕрĕслесе, хăйсене тÿперен хăват кăтартма ыйтнă.

(2) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: каçхине эсир: «пĕлĕт хĕрелет — уяр пулать» тетĕр;

(3) ирхине: «пĕлĕт кăвакарчĕ — паян çумăр çăвать» тетĕр. Икĕ питлĕскерсем! эсир пĕлĕт тĕсне уйăрма пĕлетĕр, вăхăт паллине уйăрма пĕлместĕр.

(4) Усал та аскăн ăру хăват шырать, Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна урăх хăват пулмĕ, тенĕ. Вара Вăл вĕсене пăрахса кайнă.

(5) Тинĕс тепĕр енне каçнă чухне Унăн вĕренекенĕсем çăкăр илме маннă.

(6) Иисус вĕсене каланă: асăрханăр, фарисейсемпе саддукейсенĕн кăвас чустинчен сыхланăр, тенĕ.

(7) Вĕсем хăйсен ăшĕнче: ку ĕнтĕ эпир çăкăр илменнине пĕлтерет, тесе шухăшланă.

(8) Çавна пĕлсе Иисус вĕсене каланă: эй сахал ĕненекенсем, мĕншĕн эсир хăвăр ăшăрта çăкăр илменни çинчен шухăшлатăр?

(9) Халĕ те ăнланаймастăр-и? пилĕк çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарнине, юлашкине хăвăр миçе кунтă пухнине те астумастăр-и?

(10) Тата çичĕ çăкăрпа тăватă пин çынна тăрантарнине, юлашкине миçе пĕрне пухса илнине астумастăр-и?

(11) Мĕнле-ха ăнланаймастăр? Эпĕ сире çăкăр çинчен каламарăм, фарисейсемпе саддукейсенĕн кăвас чустинчен сыхланăр, терĕм, тенĕ.

(12) Вĕренекенĕсем тинех ăнланса илнĕ: Вăл вĕсене кăвас чустинчен мар, фарисейсемпе саддукейсем вĕрентнинчен сыхланма хушнă.

(13) Филипп Кесарийĕ теекен хула таврашне пырсан, Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсенчен çапла ыйтнă: çынсем Мана, Этем Ывăлне, кам вырăнне хураççĕ? тенĕ.

(14) Вĕсем каланă: пĕрисем Шыва кĕртекен Иоанн вырăнне, тепĕрисем Илия вырăнне, хăшĕ-пĕрисем тата Иеремия е пĕр-пĕр урăх пророк вырăнне хураççĕ, тенĕ.

(15) Вăл вĕсене: эсир хăвăр Мана кам вырăнне хуратăр? тет.

(16) Петр теекен Симон хуравласа каланă: Эсĕ — Христос, Чĕрĕ Турă Ывăлĕ, тенĕ.

(17) Иисус вара ăна çапла каланă: телейлĕ эсĕ, Иона ывăлĕ Симон: çакна сана ÿтпе юн мар, Манăн Çÿлти Аттем уçса пачĕ;

(18) Эпĕ те сана калатăп: эсĕ — Петр, çак чул çине Эпĕ Хамăн Чиркĕвĕме лартăп, ăна тамăк хапхи те çĕнтереймĕ;

(19) сана Çÿлти Патшалăх уççине парăп: эсĕ çĕр çинче мĕн çыхни тÿпере те çыхăнĕ; эсĕ çĕр çинче мĕн салтни тÿпере те салтăнĕ, тенĕ.

(20) Çавăн чухне Вăл вĕренекенĕсене Хăй Иисус Христос иккенне никама та калама хушман.

(21) Иисус вара çав вăхăтран пуçласа вĕренекенĕсене Хăй Иерусалима каясси çинчен, унта пуçлăхсенчен, аслă священниксенчен, кĕнекеçĕсенчен нумай асап курасси çинчен, Хăйне вĕлересси çинчен, виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен кала пуçланă.

(22) Петр Иисуса аяккалла чĕнсе илнĕ те Ăна хирĕçлесе каланă: Хăвна хĕрхен, Çÿлхуçамăр! Санпала унашкалли ан пултăрччĕ! тенĕ.

(23) Вăл вара Петр енне çаврăнса каланă: кай Ман патăмран, шуйттан! эсĕ Мана чăрмантаратăн! эсĕ Турра кирли çинчен мар, этеме кирли çинчен шухăшлатăн, тенĕ.

(24) Çавăн чухне Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: Ман хыççăн пырас теекен хăй ирĕкне пăрахтăр та хĕресне илсе Ман хыççăн пытăр;

(25) кам хăй чунне упраса хăварас тет, вăл ăна çухатĕ; кам хăй чунне Маншăн çухатĕ, вăл ăна упраса хăварĕ;

(26) пĕтĕм тĕнчене алла илсе хăй чунне сиен тăвакан çынна мĕн усси пулĕ? çын хăй чунне мĕн тÿлесе илейĕ?

(27) мĕншĕн тесессĕн Этем Ывăлĕ Ашшĕ мухтавлăхĕпе, Хăйĕн ангелĕсемпе килĕ те пурне те ĕçĕсене кура тавăрса парĕ.

(28) Чăн калатăп сире: çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕри Этем Ывăлĕ Патша пек килнине курмасăр вилмĕ, тенĕ.

Мф 17

(1) Тепĕр ултă кунран Иисус Петра тата пĕртăван Иаковпа Иоана çеç Хăйпе пĕрле илнĕ те çÿллĕ ту çине улăхнă;

(2) унта Вăл вĕсен умĕнче урăхла курăннă: Унăн сăнĕ хĕвел пек çуталса кайнă, тумтирĕ шап-шурă, çап-çутă пулса тăнă.

(3) Акă вĕсене Иисуспа калаçса тăракан Моисейпе Илия курăннă.

(4) Çавăн чухне Петр Иисуса каланă: эй Çÿлхуçамăр! кунта лайăх пире; кăмăлу пулсан, эпир çакăнта виçĕ хÿшĕ тăвăпăр: пĕрне — Сан валли, теприне — Моисей валли тата теприне — Илия валли, тенĕ.

(5) Вăл çапла каласа тăнă хушăрах акă вĕсене çутă пĕлĕт хупăрласа илнĕ; акă пĕлĕт варринчен сасă илтĕнет: Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинче; Ăна итлĕр.

(6) Çакна илтсен вĕренекенĕсем ÿпне ÿкнĕ, вĕсем питĕ хăранă.

(7) Иисус вара вĕсем патне пынă та вĕсене сĕртĕнсе каланă: тăрăр, ан хăрăр, тенĕ.

(8) Пуçне çĕклесе пăхсан, вĕсем Иисуссăр пуçне урăх никама та курман.

(9) Ту çинчен аннă чухне Иисус вĕсене каланă: халĕ мĕн курни çинчен Этем Ывăлĕ вилĕмрен чĕрĕлсе тăриччин никама та ан калăр, тенĕ.

(10) Вĕренекенĕсем Унран ыйтнă: мĕншĕн-ха кĕнекеçĕсем малтан Илия килмелле теççĕ? тенĕ.

(11) Иисус вĕсене хуравласа каланă: тĕрĕс, малтан Илия килсе пурне те хатĕрлесе хумалла;

(12) анчах та калатăп сире: Илия килнĕччĕ ĕнтĕ, ăна паллаймарĕç, ăна вĕсем хăйсем мĕн тăвас тенĕ пек турĕç; Этем Ывăлĕ те вĕсенчен çапла асап курĕ, тенĕ.

(13) Вара вĕренекенĕсем хăйсене Вăл Шыва кĕртекен Иоанн çинчен каланине ăнланса илнĕ.

(14) Вĕсем халăх патне çитсессĕн, Иисус патне пĕр çын пынă та Ун умне чĕркуçленсе ларса каланă:

(15) эй Çÿлхуçа! манăн ывăлăма хĕрхенсем; тулли уйăх вăхăтĕнче вăл ытла та хытă асапланать: тăтăшах е вута, е шыва сикет;

(16) эпĕ ăна Санăн вĕренекенÿсем патне илсе килтĕм те, вĕсем ăна сыватаймарĕç, тенĕ.

(17) Иисус çапла хуравласа каланă: эх, ĕненмен, пăсăлнă ăру! Манăн хăçанччен сирĕнпе пĕрле пулмалла-ши? хăçанччен тÿсмелле-ши сире? ăна кунта Ман патăма илсе килĕр, тенĕ.

(18) Иисус ача ăшĕнчи усала тухма хушнă та — лешĕ тухнă; ача вара çав самантрах сывалнă.

(19) Çавăн чухне, хăйсем çеç тăрса юлсан, вĕренекенĕсем Иисус патне пырса каланă: эпир мĕншĕн хăваласа кăлараймарăмăр ăна? тенĕ.

(20) Иисус вĕсене каланă: хăвăр сахал ĕненнĕ пирки; чăн калатăп сире: ĕненĕвĕр сарă пăрăç пĕрчи пысăкăш çеç пулсассăн та, эсир çак тăва: «кунтан çавăнта куçса лар» тесессĕн — вăл куçса ларĕччĕ; эсир тума пултарайманни нимĕн те пулмĕччĕ;

(21) ку ăрăва кĕлтунипе тата типĕ тытнипе çеç хăваласа кăларма пулать, тенĕ.

(22) Галилейăра вĕрекенĕсемпе пĕрле пулнă чухне Иисус вĕсене каланă: Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç,

(23) Ăна вĕлерĕç, Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ. Вĕренекенсем вара хуйха ÿкнĕ.

(24) Вĕсем Капернаума çитсен, Петр патне Турă Çурчĕ валли хырçă пухакансем пырса каланă: сирĕн Вĕрентекенĕр хырçă памĕ-ши? тенĕ.

(25) Вăл: парĕ, тенĕ. Петр пÿрте кĕрсен, вăл сăмах хушма ĕлкĕричченех Иисус каланă ăна: Симон, сана епле пек туйăнать? çĕр çинчи патшасем хырçă е куланай камран илеççĕ? хăйсен ывăлĕсенчен-и е ют çынсенчен-и? тенĕ.

(26) Петр Ăна калать: ют çынсенчен, тет. Иисус ăна каланă: эппин, ывăлĕсен памалла мар;

(27) анчах пирĕн вĕсене тарăхтарас мар; тинĕс хĕррине кайса вăлта яр та чи малтан лекнĕ пулла ил; ун çăварне уçса пăхсан, унта статир тупăн; çавна ил те Маншăн та, хăвăншăн та пар вĕсене, тенĕ.

Мф 18

(1) Çав вăхăтра вĕренекенĕсем Иисус патне пырса ыйтнă: Çÿлти Патшалăхра чи асли кам? тенĕ.

(2) Иисус пĕр ачана чĕнсе илнĕ те ăна вĕсен варрине тăратса каланă:

(3) чăн калатăп сире: улшăнмасан, ача пек пулмасан эсир Çÿлти Патшалăха кĕреймĕр;

(4) çавăнпа та кам хăйне хăй çак ача пек кĕçĕне хурать, çавă Çÿлти Патшалăхра асли пулĕ.

(5) Кам çакăн пек пĕр ачана Ман ятăмшăн хапăл тăвать, çавă Мана хапăл тăвать,

(6) кам Мана ĕненекен çак пĕчĕкçĕскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕртет, çавна мăйĕнчен арман чулĕ çакса тинĕс авăрне путарсан, ăна хăйне авантарах пулĕччĕ.

(7) Тĕнче çылăхсене пула хур курать: вĕсем пулаççех; анчах кам илĕртсе çылăха кĕртет, çав çынна хуйхă çитĕ.

(8) Сана аллу е уру илĕртет пулсан, касса ывăтса яр ăна: чăлаххăн е уксаххăн ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕни хăвна икĕ аллăн, икĕ ураллăн ĕмĕрхи вута пăрахнинчен авантарах пулĕ саншăн;

(9) эхер те сана куçу илĕртет пулсан, кăларса ывăтса яр ăна: чĕрĕлĕхе хăрах куçпа кĕни хăвна икĕ куçупа тамăк вутне пăрахнинчен авантарах пулĕ саншăн.

(10) Астăвăр, çак пĕчĕкçĕскерсенчен пĕрне те ан хурлăр; калатăп сире: вĕсен ангелĕсем тÿпере яланах Çÿлти Аттем сăнне курса тăраççĕ.

(11) Этем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ.

(12) Мĕнле шутлатăр эсир? Пĕр-пĕр çыннăн çĕр пуç сурăх пулсан, вĕсенчен пĕри çухалсан, тăхăрвунă тăххăрăшне тусем хушшине хăварса çухалнине шырама каймĕ-и вăл?

(13) Чăн калатăп сире: ăна тупсассăн, уншăн çав çын çухалман тăхăрвунă тăхăр сурăхĕшĕн савăннинчен ытларах савăнĕ.

(14) Сирĕн Çÿлти Аçăрăн ирĕкĕ те çавнашкал: Вăл çак пĕчĕкçĕскерсенчен пĕрне те çухатасшăн мар.

(15) Тăвану сана урлă пырса çылăха кĕрсен, кай та унпа куçа-куçăн калаç, ÿкĕтле ăна; вăл сана итлесессĕн, ку вара саншăн тăванна тупниех пулать;

(16) итлемесессĕн, хăвпа пĕрле тата тепĕр çын е икĕ çын илсе кай — икĕ е виçĕ кÿнтелен каланипе пур сăмах та çирĕплентĕр;

(17) вĕсене те итлемесессĕн, ĕненекенсен ушкăнне каласа кăтарт; ĕненекенсен ушкăнне те итлемесессĕн, вăл вара саншăн суя тĕнлĕ çын пекех, куланай пухакан пекех пултăр.

(18) Чăн калатăп сире: эсир çĕр çинче мĕн çыхни тÿпере те çыхăнĕ; эсир çĕр çинче мĕн салтни тÿпере те салтăнĕ.

(19) Çаплах чăн калатăп сире: çĕр çинче сирĕн хушшăртан иккĕн пĕр шухăшлă пулса кирек мĕн ыйтсассăн та, Çÿлти Аттем мĕн ыйтнине парĕ вĕсене,

(20) мĕншĕн тесессĕн Ман ятăмпа иккĕн е виççĕн пĕр çĕре пухăнсассăн, Эпĕ унта вĕсем хушшинче пулатăп, тенĕ.

(21) Çавăн чухне Петр Иисус патне пырса каланă: Çÿлхуçамăр! хама хирĕç пырса çылăха кĕрекен тăвана манăн миçе хутчен каçармалла? çичĕ хутчен-и? тенĕ.

(22) Иисус ăна çапла калать: çичĕ хутчен теместĕп сана, çичĕ хут çитмĕл таран, тетĕп.

(23) Çавăнпа ĕнтĕ Çÿлти Патшалăх хăй чурисен парăмне тĕрĕслеме шутланă патша евĕрлĕ;

(24) çак ĕçе пикенсен, ун патне пĕр çынна илсе пынă, лешĕн патшана парас парăмĕ вунă пин талант пулнă;

(25) унăн тÿлеме нимĕн те пулман та, патша вара ăна хăйне те, арăмĕпе ачисене те, мĕнпур пурлăхне те сутса парăма татма хушнă;

(26) ĕнтĕ çав чура ăна ÿксе пуççапса каланă: патшамăм, кăштах кĕтсемччĕ, эпĕ сана пĕтĕмпех тÿлесе татăп, тенĕ.

(27) Патша вара çав чурине хĕрхенсе унăн парăмне каçарнă та ăна килне кăларса янă.

(28) Çав чура тухнă-тухманах хăйĕн пĕр юлташне тĕл пулнă, лешĕн ăна çĕр динари памалла пулнă; вăл ăна ярса тытнă та: «парăмна тÿле мана» тесе пăва пуçланă.

(29) Юлташĕ унăн ури умне ÿксе пуççапса йăлăннă: кăштах кĕтсемччĕ, эпĕ сана пĕтĕмпех тÿлесе татăп, тенĕ.

(30) Анчах лешĕ итлесшĕн пулман, кайнă та ăна парăмне тÿлесе татиччен тĕрмене хуптарнă.

(31) Вăл çапла тунине курнă юлташĕсем, питех те пăшăрханса, мĕн пулса иртни çинчен хăйсен патши патне кайса каласа кăтартнă.

(32) Патша вара ăна чĕнтерсе илет те çапла калать: эй усал чура! эсĕ мана йăлăнтăн та, эпĕ санăн парăмна пĕтĕмпех каçартăм;

(33) эпĕ сана хĕрхеннĕ пек, санăн та хăвăн юлташна хĕрхенмелле марччĕ-и? тет.

(34) Çилленсе çитнĕ патша вара ăна пĕтĕм парăмне тÿлесе татичченех асаплантармашкăн асаплантаракансен аллине панă.

(35) Эсир хăвăр тăванăр айăпĕсене чĕререн каçармасассăн, Çÿлти Аттем те сире çапла тăвĕ, тенĕ.

Мф 19

(1) Çак сăмахсене вĕçлесессĕн Иисус Галилейăран кайнă та Иордан тепĕр енне, Иудея çĕрне, çитнĕ.

(2) Ун хыççăн темĕн чухлĕ халăх пынă, унта Вăл вĕсене сыватнă.

(3) Ун патне фарисейсем пынă та Ăна сăнаса-тĕрĕслесе каланă: çыннăн кирек мĕнле сăлтавпа та арăмне уйăрса яма юрать-и? тенĕ.

(4) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: Пултаракан чи малтанах вĕсене арлă-арăмлă пултарни çинчен,

(5) Вăл: «çавăнпа ĕнтĕ этем хăйĕн ашшĕ-амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ, вара иккĕшĕ пĕр ÿт пулĕç» тенине вуламан-им эсир?

(6) Çапла ĕнтĕ вĕсем иккĕн мар, вĕсем — пĕр ÿт. Çавăнпа Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр, тенĕ.

(7) Лешĕсем Ăна çапла калаççĕ: Моисей мĕнле-ха апла уйрăлу хутне парсан арăмпа уйăрăлма ирĕк панă? теççĕ.

(8) Вăл вĕсене çапла калать: эсир хытă чĕреллĕ пулнăран Моисей сире арăмăрсене уйăрса яма ирĕк панă; малтан апла пулман;

(9) Эпĕ сире калатăп: кам хăй арăмне аскăн ĕç айăпĕсĕрех уйăрса ярса урăххине качча илет, çавă хăй аскăн ĕç тăвать; уйăрса янă арăма качча илекен те аскăн ĕç тăвать, тет.

(10) Вĕренекенĕсем Ăна калаççĕ: çыннăн арăм тĕлĕшĕнчен çапла пулмалла пулсан, авланманни лайăхрах, теççĕ.

(11) Иисус вĕсене каланă: ку сăмаха пурте мар, ăнланма пÿрнисем çеç йышăнаççĕ.

(12) Хăшĕ-пĕри амăшĕ варĕнченех арлă-арăмлă пулма юрăхсăр çуралать; хăшне çынсем юрăхсăра кăлараççĕ; хăшĕ тата Çÿлти Патшалăхшăн хăйне хăй арлă-арăмлă пулмалла мар тăвать. Кам çакна йышăнаять — йышăнтăр, тенĕ.

(13) Çавăн чухне Ун патне ачасене илсе пынă — Вăл аллине вĕсен пуçĕ çине хурса кĕлтутăрччĕ тенĕ; анчах вĕренекенĕсем çакна хирĕç пулнă.

(14) Иисус вара вĕсене каланă: ачасем килччĕр, вĕсене Ман патăма килме ан чарăр: Çÿлти Патшалăх çакăн пеккисемшĕн, тенĕ.

(15) Вара ачасем çине аллине хурса пилленĕ те унтан кайнă.

(16) Акă Ун патне пĕр çын пынă та каланă: эй ырă Вĕрентекен, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрес тесен мĕнле ырă ĕç тăвас манăн? тенĕ.

(17) Вăл ăна каланă: мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар. Ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрес тетĕн пулсассăн, ÿкĕтсене тытса пурăн, тенĕ.

(18) Лешĕ калать Ăна: хăшĕсене? тет. Иисус каланă: ан вĕлер; аскăнланса ан çÿре; ан вăрла; çын çинчен суя ан кÿнтеле;

(19) аçу-аннÿне хисепле; тата: çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат, тенĕ.

(20) Яш ача калать Ăна: эпĕ çакна йăлтах мĕн ачаранпах пурăнăçлатăп, тата мĕн çитмест-ши манăн? тет.

(21) Иисус каланă ăна: пур тĕлĕшпе те сăваплă пулассу килет пулсан, кай та пурлăхна сутса чухăнсене валеçсе пар; вара санăн пурлăху тÿпере пулĕ; унтан кил те Ман хыççăн пыр, тенĕ.

(22) Çак сăмаха илтсессĕн яш ача салхуланса пăрăнса кайнă, мĕншĕн тесессĕн вăл питĕ пуян пулнă.

(23) Вара Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: чăн калатăп сире: пуян çынна Çÿлти Патшалăха кĕме хĕн;

(24) тата калатăп сире: пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлтарах, тенĕ.

(25) Çакна илтсессĕн вĕренекенĕсем питех те тĕлĕнсе: апла кам çăлăнма пултарĕ? тенĕ.

(26) Иисус вĕсем çине пăхса çапла каланă: ăна этем пултараймасть, Турă пурне те пултарать, тенĕ.

(27) Çавăн чухне Петр Ăна çапла хуравласа каланă: акă эпир мĕн пуррине пăрахса хăвартăмăр та Сан хыççăн кайрăмăр, пире мĕн тивĕ-ши? тенĕ.

(28) Иисус каланă вĕсене: чăн калатăп сире: пулас тĕнчере, Этем Ывăлĕ Хăй мухтавлăхĕн аслă пуканĕ çине ларсассăн, эсир те, Ман хыççăн пыракансем, Израилĕн вуникĕ йăхне сут тумашкăн вуникĕ аслă пукан çине ларатăр.

(29) Кам та кам Ман ятăмшăн çуртне-йĕрне е тăванĕсене, е ашшĕне, е амăшне, е арăмне, е ачисене, е çĕрне-шывне пăрахса хăварнă, çавă уншăн çĕр хут ытла илĕ, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕ.

(30) Малтисем чылайăшĕ кайра пулĕç, кайрисем чылайăшĕ малта пулĕç, тенĕ.

Мф 20

(1) Çÿлти Патшалăх вăл çурт хуçи евĕрлĕ; çав хуçа хăйĕн иçĕм çырли пахчинче ĕçлеттермешкĕн ирхине ирех çын тара тытма тухнă;

(2) кунне пĕрер динари тÿлеме калаçса татăлса, вăл тара кĕрĕшекенсене хăй пахчине ĕçлеме янă;

(3) виççĕмĕш сехетре тухса, вăл суту-илÿ тăвакан çĕрте ĕçсĕр тăракан урăх çынсене курнă та

(4) вĕсене те каланă: «эсир те манăн иçĕм çырли пахчине кайăр, мĕн тивĕçлине парăп сире» тенĕ. Лешĕсем кайнă.

(5) Вăл, улттăмĕш тата тăххăрмĕш сехет тĕлĕнче тухса, каллех çапла тунă.

(6) Юлашкинчен вăл вунпĕрмĕш сехет тĕлнелле тухнă та ĕçсĕр тăракан тата урăх çынсене курса вĕсене çапла калать: «мĕскер эсир кунта кунĕпех ĕçсĕр тăратăр?» тет.

(7) Вĕсем ăна: «пире никам та тара тытакан пулмарĕ» теççĕ. Хуçа калать вĕсене: «эсир те манăн иçĕм çырли пахчине кайăр, вара мĕн тивĕçлине илетĕр» тет.

(8) Каç пулсассăн пахча хуçи хăйĕн кил-çуртне пăхса тăракана çапла калать: «ĕçлекенсене чĕнсе ил те кайранхисенчен пуçласа малтанхисене çитичченех тÿлесе тух» тет.

(9) Вунпĕрмĕш сехет тĕлнелле пынисем пĕрер динари илнĕ.

(10) Ĕнтĕ малтан пынисем: «эпир ытларах илĕпĕр-ха» тесе шухăшласа тăнă; анчах вĕсем те пĕрер динари илнĕ;

(11) илсессĕн вĕсем хуçине ÿпкеле пуçланă:

(12) «кусем, кайран килнисем, пĕр сехет çеç ĕçлерĕç, эпир яра куна ĕçлерĕмĕр, шăрăха тÿсрĕмĕр, эсĕ вĕсене пирĕнпе пĕре хутăн» тенĕ.

(13) Хуçи вара вĕсенчен пĕрне çапла хуравласа каланă: «тусăм, эпĕ сана кÿрентерместĕп-çке — сана пĕр динари тÿлемелле калаçса татăлманччĕ-и-ха эпир?

(14) хăвна тивĕçлине ил те кай; эпĕ çак кайран килнине те сана панă чухлех парас тетĕп.

(15) Хамăн пурлăхăмпа мĕн тăвас тенине тума ирĕк çук-им манăн? е санăн куçу эпĕ ыррине кура ĕмĕтсĕрленет-и?» тенĕ.

(16) Çапла ĕнтĕ кайрисем малта, малтисем кайра пулĕç: чĕнни нумай та, суйласа илни сахал, тенĕ Иисус.

(17) Иерусалималла улăхнă чухне çул çинче Иисус вуникĕ вĕренекенне хăйсене çеç чĕнсе илнĕ те çапла каланă:

(18) акă эпир Иерусалима улăхса пыратпăр, ĕнтĕ Этем Ывăлне аслă священниксемпе кĕнекеçĕсен аллине тытса парĕç, Ăна вĕлермелле сут тăвĕç;

(19) унтан Ăна мăшкăл кăтартма, хĕнеме, хĕрес çумне пăталама суя тĕнлĕ çынсен аллине парĕç; виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ.

(20) Çавăн чухне Ун патне Зеведей ывăлĕсенĕн амăшĕ хăйĕн икĕ ывăлĕпе пынă та чĕркуçленсе ларсах Унран темĕскер ыйтнă.

(21) Иисус ăна: сана мĕн кирлĕ? тенĕ. Вăл Ăна çапла калать: çак икĕ ывăлăма Хăвăн Патшалăхунта пĕрне Хăвăнтан сылтăм енне, тепĕрне сулахай енне ларма хушсамччĕ, тет.

(22) Иисус çапла хуравласа каланă: мĕн ыйтнине хăвăр та пĕлместĕр. Эпĕ ĕçес куркана ĕçме е Эпĕ курас асапа тÿсме пултарайăр-и? тенĕ. Вĕсем Ăна: пултаратпăр, тенĕ.

(23) Вăл вара вĕсене çапла калать: Эпĕ ĕçес куркана ĕçессе ĕçĕр, Эпĕ курас асапа та тÿсĕр, анчах Хамран сылтăм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ăна Аттем кам валли хатĕрленĕ, çавă ларĕ унта, тет.

(24) Çакна илтсессĕн ытти вунă вĕренекенĕ çав икĕ пĕртăвана çилленнĕ.

(25) Иисус вара вĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: эсир пĕлетĕр: халăхсен пуçлăхĕсем халăхпа хуçаланаççĕ, тÿресем те халăха хĕсĕрлеççĕ;

(26) сирĕн хушшăрта апла ан пултăр: хăвăр хушшăрта асли пулас теекенĕ сирĕн тарçăр пултăр;

(27) хăвăр хушшăрта малти пулас теекенĕ сирĕн чурăр пултăр;

(28) Этем Ывăлĕ те Хăйĕншĕн ĕçлеттерме килмен, Хăй çынсемшĕн ĕçлеме-тăрăшма, нумайăшне хăтарасшăн Хăйĕн пурăнăçне пама килнĕ, тенĕ.

(29) Вĕсем Иерихон хулинчен тухнă чухне Ун хыççăн темĕн чухлĕ халăх пынă.

(30) Акă çул хĕрринче ларакан икĕ суккăр çын Иисус иртсе пырать тенине илтсессĕн: эй Çÿлхуçамăр, Давид Ывăлĕ, хĕрхенсемччĕ пире! тесе кăшкăра пуçланă.

(31) Халăх вĕсене шăплантарасшăн пулнă, анчах лешĕсем тата хыттăнрах: эй Çÿлхуçамăр, Давид Ывăлĕ, хĕрхенсемччĕ пире! тесе кăшкăрнă.

(32) Иисус чарăнса тăнă та вĕсене чĕнсе илсе каланă: эсир Мана мĕн тутарасшăн? тенĕ.

(33) Лешĕсем Ăна çапла калаççĕ: эй Çÿлхуçамăр! пирĕн куçăмăрсем уçăлĕçинччĕç, теççĕ.

(34) Иисус хĕрхенсе вĕсен куçĕсене сĕртĕннĕ те, куçĕсем çав самантрах куракан пулнă; вĕсем вара Ун хыççăн кайнă.

Мф 21

(1) Иерусалим патне çывăхарса Елеон тăвĕн тайлăмĕнче ларакан Виффаги тĕлне çитсессĕн, Иисус икĕ вĕренекенне çапла каласа маларах янă:

(2) çак хăвăр умăрти яла кайăр, унта кĕрсенех эсир кăкарса хунă ама ашакпа унăн тихине куратăр, вĕсене вĕçертсе Ман патăма çавăтса килĕр;

(3) пĕри-пĕри сире мĕн те пулин каласан, эсир: «вĕсем Çÿлхуçана кирлĕ» тейĕр; çапла каласанах вăл ашаксене парса ярĕ, тенĕ.

(4) Çакă пĕтĕмпех пророк урлă каланă пек пулнă; вăл çапла каланă:

(5) «Сион хĕрне калăр: акă сан патна Патшу килет, йăвашскер, Вăл ĕç ашакĕпе унăн тихи çине ларса килет» тенĕ.

(6) Вĕрекенĕсем вара кайнă та Иисус хушнă пек тунă:

(7) ама ашакпа тихине çавăтса пырса, вĕсем çине хăйсен тумтирĕсене сарса хунă, Иисус çав тумтирсем çине ларнă.

(8) Темĕн чухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене çул тăрăх сарса пынă, тепĕрисем тата йывăç турачĕсене касса çул тăрăх пăрахса пынă;

(9) Ун умĕнчен те, хыçĕнчен те пыракан халăх çапла кăшкăрса пынă: Давид Ывăлне осанна! Çÿлхуçа ячĕпе Килекен мухтавлă! Эй Çÿлти Турă, осанна!

(10) Вăл Иерусалима пырса кĕрсен, пĕтĕм хула хускалнă: кам-ши Ку? тенĕ.

(11) Халăх вара: Ку — Галилейăри Назаретран тухнă Иисус пророк, тенĕ.

(12) Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илÿ тăвакансене пурне те хăваласа кăларнă; укçа улăштаракансенĕн сĕтелĕсене, кăвакарчăн сутакансенĕн тенкелĕсене тÿнтере-тÿнтере янă,

(13) каланă вĕсене: «Манăн Çуртăма кĕлĕ çурчĕ тейĕç» тесе çырнă; эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă, тенĕ.

(14) Турă Çуртĕнче Ун патне суккăрсемпе уксах-чăлахсем пынă, Вăл вĕсене сыватнă.

(15) Иисус тунă тĕлĕнмелле ĕçсене курсассăн тата ачасем те Турă Çуртĕнче «Давид Ывăлне осанна!» тесе кăшкăрнине илтсессĕн, аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем тарăхса кайнă та

(16) каланă Ăна: вĕсем мĕн каланине илтетĕн-и? тенĕ. Иисус вара вĕсене çапла калать: илтетĕп! Эсир «Эсĕ пĕчĕк ачасемпе кăкăр ачисенĕн чĕлхи-çăварне Хăвна мухтамалла турăн» тенине нихăçан та вуламан-им? тенĕ.

(17) Вăл вара вĕсене пăрахса кайнă та хуларан тухса Вифание çитнĕ, унта çĕр каçнă.

(18) Ирхине хулана таврăннă чухне Унăн çиес килсе кайнă;

(19) Вăл, çул хĕрринче пĕр смоква йывăççи курса, ун патне пынă; ун çинче çулçăсăр пуçне нимĕн те тупайман та çапла калать ăна: сан çинче ĕмĕрне те çимĕç ан пултăр, тет. Смоква йывăçĕ çийĕнчех хăрса ларнă.

(20) Çакна курсассăн вĕренекенĕсем тĕлĕнсех кайнă: смоква йывăçĕ епле-ха çийĕнчех хăрса ларчĕ? тенĕ.

(21) Иисус вĕсене хуравласа каланă: чăн калатăп сире: эсир ĕненсессĕн, иккĕленмесессĕн, смоква йывăçĕпе мĕн пулнине çеç мар тăватăр, çак тăва: «çĕклен те тинĕсе ÿк» тесен — çапла пулĕ те;

(22) ĕненсе кĕлтусассăн эсир кирек мĕн ыйтнине пурне те илетĕр, тенĕ.

(23) Вăл Турă Çуртне кĕрсе унта вĕрентнĕ чухне Ун патне аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем пынă та каланă: Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? ку ирĕке Сана кам панă? тенĕ.

(24) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Эпĕ те сирĕнтен пĕр сăмах ыйтам; эсир Мана çавна каласассăн, Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каласа парăп;

(25) Иоанн шыва кĕртни мĕнле пулнă: Турă ирĕкĕпе-и, этем ирĕкĕпе-и? тенĕ. Лешĕсем хăйсем хушшинче канашланă: «Турă ирĕкĕпе» тесессĕн, Вăл пире: «апла пулсан мĕншĕн ĕненмерĕр ăна?» тейĕ;

(26) «этем ирĕкĕпе» тесессĕн, халăхран хăратпăр: Иоана пурте пророк тесе хисеплеççĕ, тенĕ.

(27) Вара Иисуса çапла хуравланă: пĕлместпĕр, тенĕ. Вăл та вĕсене: Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп.

(28) Сире мĕнле пек туйăнать? Пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă; вăл пĕрин патне пынă та каланă: «ывăлăм, паян иçĕм çырли пахчине кайса ĕçле-ха» тенĕ.

(29) Анчах та лешĕ: «каяс килмест» тенĕ; кайран тата ÿкĕннĕ те пахчана кайнă.

(30) Ашшĕ тепĕр ывăлĕ патне пырса ăна та çаплах каланă. Ку ĕнтĕ: «кайăп, аттемĕм» тенĕ; хăй кайман та.

(31) Иккĕшĕнчен хăшĕ ашшĕ ирĕкне пурăнăçланă? тенĕ. Вĕсем Ăна: малтанхи, теççĕ. Иисус вĕсене çапла калать: чăн калатăп сире: куланай пуçтаракансемпе аскăн хĕрарăмсем Турă Патшалăхне сирĕнтен маларах кĕрĕç.

(32) Мĕншĕн тесессĕн сирĕн пата тÿрĕлĕх çулĕпе Иоанн килчĕ, эсир ăна ĕненмерĕр, куланай пуçтаракансемпе аскăн хĕрарăмсем ăна ĕненчĕç; эсир çавна курса та ÿкĕнмерĕр, ăна ĕненес темерĕр.

(33) Тата тепĕр ытарăш итлĕр-ха. Пĕр кил хуçи пулнă, вăл иçĕм çырли пахчи чĕртнĕ те ăна йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, унта юхтаркăч чавнă, пашне лартнă; унтан ăна пахчаçăсене тара панă та хăй тухса кайнă.

(34) Çырла вăхăчĕ çитсен, вăл тарçисене пахчаçăсем патне хăй çырлине илме янă.

(35) Пахчаçăсем унăн тарçисене ярса тытнă та хăшне хĕнесе пĕтернĕ, хăшне вĕлернĕ, хăшне тата чулпа пенĕ.

(36) Хуçа ĕнтĕ унта урăх тарçисене янă, кусем малтанхинчен те нумайрах пулнă; вĕсемпе те çаплах хăтланнă.

(37) Юлашкинчен вăл вĕсем патне хăй ывăлне янă: «ывăлăмран вăтанĕç-ха» тенĕ.

(38) Хуçа ывăлне курсассăн пахчаçăсем пĕр-пĕринпе калаçнă: «ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла; атьăр, ăна вĕлерер те унăн еткерне хамăр илер» тенĕ.

(39) Вара ăна ярса тытнă та пахчаран илсе тухса вĕлернĕ.

(40) Ĕнтĕ пахча хуçи килсессĕн, çав пахчаçăсене мĕн тăвĕ вăл? тенĕ Иисус.

(41) Ăна çапла калаççĕ: çав усалскерсене усал вилĕмпе вĕлерттерĕ те пахчине урăх пахчаçăсене парĕ — лешĕсем ăна çырлине вăхăтĕнче парса тăрĕç, теççĕ.

(42) Иисус вĕсене çапла калать: Çырура: «çурт тăвакансем тиркенĕ чул кĕтес никĕсĕ пулчĕ: ку — Çÿлхуçа ĕçĕ, пирĕн куç умĕнчи тĕлĕнмелле ĕç» тесе çырнине эсир нихăçан та вуламан-им?

(43) Çавăнпа калатăп сире: Турă Патшалăхне сирĕнтен туртса илĕç те ăна унăн çимĕçне кÿрекен халăха парĕç;

(44) çав чул çине ÿкекен арканĕ; чулĕ кам çине ÿкĕ, ăна лапчăтса пăрахĕ, тенĕ.

(45) Унăн ытарăшĕсене илтсессĕн аслă священниксемпе фарисейсем Вăл хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ,

(46) вĕсем Ăна ярса тытасшăн пулнă, анчах халăхран хăранă, мĕншĕн тесессĕн Ăна пророк тесе хисепленĕ.

Мф 22

(1) Иисус вĕсене малалла та ытарлăн каласа вĕрентнĕ:

(2) Çÿлти Патшалăх вăл хăй ывăлне туй ĕçки-çики туса панă патша евĕрлĕ:

(3) вăл хăй чурисене туя чĕнсе хунисене йыхăрма янă; лешĕсем пырасшăн пулман.

(4) Вăл ĕнтĕ урăх чурисене çапла каласа йыхравлама янă: чĕнсе хунисене калăр: «акă ĕçкĕ-çикĕме хатĕрлерĕм, пăрăвăмсене тата çитерсе самăрлатнă выльăхсене пустартăм, пĕтĕмпе хатĕр; туя килсемĕр» тейĕр, тенĕ.

(5) Анчах лешĕсем, йыхрава хисепе хумасăр, хăшĕ хăйĕн хирне, хăшĕ суту-илÿ тума кайнă;

(6) тепĕрисем тата унăн чурисене ярса тытнă та мăшкăлласа пĕтернĕ, вĕлернĕ.

(7) Çакăн çинчен илтсессĕн патша питĕ çилленнĕ те хăйĕн çарне ярса çав вĕлерекенсене тĕп тунă, вĕсен хулине çунтарса янă.

(8) Унтан вăл чурисене çапла калать: «туй ĕçки-çики хатĕр, анчах чĕнсе хунисем тивĕçлĕ пулмарĕç;

(9) ĕнтĕ çул юпписене тухăр та кама тĕл пулатăр, çавсене пурне те туя чĕнĕр» тет.

(10) Çав чурасем вара çулсем çине тухнă та тĕл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — пухса пынă; туй ĕçкине вара туллиех пуçтарăннă.

(11) Патша кĕрекере ларакансене курма кĕрсен унта туй тумтирĕ тăхăнман пĕр çынна курнă та

(12) çапла калать ăна: «тусăм, епле эсĕ кунта туй тумтирĕ тăхăнмасăр кĕтĕн?» тет. Лешĕ чĕнмен.

(13) Патша вара тарçисене каланă: «алли-урине çыхăр та ăна тула сĕмлĕхе кăларса пăрахăр: унта йĕни те шăл шатăртаттарни пулĕ.

(14) Чĕннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенĕ.

(15) Çакăн хыççăн фарисейсем кайнă та Ăна епле те пулин айăпламалли сăмах калаттарасчĕ тесе канаш тунă.

(16) Вĕсем вара Ун патне хăйсен вĕренекенĕсемпе Ирод майлисене çапла калама яраççĕ: Вĕрентекен! эпир Эсĕ тÿррине пĕлетпĕр, Эсĕ чăн-чăнах Турă çулне вĕрентетĕн, никама та юрасшăн тăрăшмастăн, Саншăн пур çын та пĕрех;

(17) эппин, кала-ха пире: Эсĕ мĕнле шутлатăн: кесаре куланай тÿлемелле-и, тÿлемелле мар-и?

(18) Иисус вĕсен чеелĕхне пĕлсе каланă: икĕ питлĕскерсем, мĕншĕн сăнатăр Мана?

(19) Куланай тÿлекен укçăра кăтартăр-ха Мана, тенĕ. Вĕсем Ун патне динари илсе пынă.

(20) Вăл вĕсене çапла калать: ку кам сăнĕ, кам ячĕ? тет.

(21) Вĕсем: кесарĕн, теççĕ. Вара Вăл вĕсене çапла калать: эппин, кесарĕнне кесаре, Туррăнне Турра парăр, тет.

(22) Çакна илтсен вĕсем тĕлĕнсе Ун патĕнчен пăрахса кайнă.

(23) Çав кун Ун патне вилнисем чĕрĕлессе ĕненмен саддукейсем пынă та Унран çапла ыйтнă:

(24) Вĕрентекен! Моисей каланă: «кам та пулин ача-пăчасăр вилсен, тăванĕ унăн арăмне качча илтĕр, унăн йăхне тăстăр» тенĕ;

(25) пирĕн çичĕ пĕртăван пурччĕ: асли авланчĕ те ача-пăчасăрах вилчĕ, хăй арăмне шăллĕне хăварчĕ;

(26) иккĕмĕшĕ те, виççĕмĕшĕ те — пурте, çиччĕмĕшне çитичченех, çапла пулчĕ;

(27) пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ;

(28) вилнисем чĕрĕлсе тăрсан, вăл çиччĕшĕнчен хăшĕн арăмĕ пулĕ-ши? унпа пурте пурăннă-çке, тенĕ.

(29) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Çырăва та, Турă хăватне те пĕлмесĕр аташатăр эсир:

(30) чĕрĕлсе тăрсан авланмаççĕ те, качча та каймаççĕ, вĕсем тÿпери Турă ангелĕсем пек пулаççĕ.

(31) Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен Турă хăвăра каланине:

(32) «Эпĕ — Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине вуламан-им эсир? Турă Вăл — вилнисен Турри мар, чĕррисенĕн Турри.

(33) Çакна илтсен халăх Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

(34) Вăл саддукейсене чĕнейми туни çинчен илтсен, фарисейсем пĕрле пуçтарăннă.

(35) Вĕсенчен пĕри, саккун вĕрентÿçи, Ăна сăнаса, çапла ыйтнă:

(36) Вĕрентекен! саккунра чи аслă ÿкĕт хăшĕ? тенĕ.

(37) Иисус каланă ăна: «хăвăн Çÿлхуçа Турруна пĕтĕм чĕрÿпе, пĕтĕм чунупа, пĕтĕм ăсупа юрат»:

(38) çакă — чи аслă та тĕп ÿкĕт;

(39) иккĕмĕшĕ те çавăн евĕрлех: «çывăх çыннуна хăвна ху юратнă пек юрат».

(40) Пĕтĕм саккунпа пророксем çак икĕ ÿкĕт çинче никĕсленсе тăраççĕ, тенĕ.

(41) Фарисейсем пухăнсан Иисус вĕсенчен çапла ыйтнă:

(42) эсир Христос çинчен мĕн шухăшлатăр? кам ывăлĕ Вăл? тенĕ. Ăна çапла калаççĕ: Давид ывăлĕ, теççĕ.

(43) Иисус калать вĕсене: мĕнле-ха апла Давид, Турă Сывлăшĕпе хавхаланса, Ăна Çÿлхуçа тет, вăл çапла калать-çке:

(44) «Çÿлхуçа манăн Çÿлхуçана каланă: Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар» тет.

(45) Çапла вара, Давид Ăна Çÿлхуçа тет пулсассăн, Вăл епле-ха унăн ывăлĕ пулма пултарать? тенĕ.

(46) Ăна ĕнтĕ никам та пĕр сăмах та хуравласа калайман; çав кунран пуçласа Унран никам та нимĕн çинчен те ыйтма хăяйман.

Мф 23

(1) Çавăн хыççăн Иисус халăха тата Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă:

(2) Моисей вырăнне кĕнекеçĕсемпе фарисейсем ларнă;

(3) çавăнпа вĕсем мĕн каланине итлĕр, мĕн хушнине пурне те пурăнăçласа тăрăр; анчах та вĕсем пек ан тăвăр: вĕсем каласса калаççĕ, хăйсем тумаççĕ.

(4) Вĕсем чăтма çук йывăр, йăтма та кансĕр çĕклем çыхаççĕ те ăна çын хулпуççийĕ çине хураççĕ, хăйсем вара ăна пÿрнипе те тĕртĕнсе пăхасшăн мар;

(5) вĕсем пур ĕçне те çынна кăтартасшăн тăваççĕ; саккун сăмахĕсене çырса хумалли туртмине сарлакарах тăваççĕ, тумтирĕн арки вĕçĕнчи çÿçине те вăрăмлатсах тăраççĕ;

(6) ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма, синагогăра малта ларма юратаççĕ,

(7) халăх пухăвĕнче хăйсене саламланине, хăйсене çынсем: «вĕрентекен! вĕрентекен!» тесе чĕннине кăмăллаççĕ.

(8) Сире вара «вĕрентекен» тесе ан чĕнччĕр: сирĕн Вĕрентекенĕр пĕртен-пĕрре — Христос, эсир ĕнтĕ пурсăр та тăвансем пулатăр;

(9) çĕр çинче никама та «атте» тесе те ан калăр: сирĕн Аçăр пĕртен-пĕрре, Вăл — тÿпере;

(10) сире «вĕрентÿçĕ» тесе те ан чĕнччĕр: сирĕн Вĕрентÿçĕр — пĕртен-пĕр Христос.

(11) Сирĕн хушшăрта асли сирĕншĕн тарçă пултăр:

(12) хăйне хăй асла хуракан кĕçĕне юлĕ; хăйне кĕçĕне хуракан асла тухĕ.

(13) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир çынсене Çÿлти Патшалăха кĕме пÿлсе тăратăр; хăвăр та кĕместĕр, кĕрес теекенсене те чаратăр.

(14) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир тăлăх арăмсене кил-çуртсăр хăваратăр, çав хушăрах хăвăр икĕпитленсе нумайччен кĕлтăватăр: çавăншăн эсир пысăк айăпа юлатăр.

(15) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир пĕр çынна хăвăр тĕн енне çавăрасшăн тинĕс тавра, çĕр тавра кайса çÿретĕр; хăвăр енне çавăрсан, ăна эсир хăвăртан икĕ хут ытла усала кăларатăр, тамăк ачи тăватăр.

(16) Эй суккăр ертÿçĕсем, хуйхă çитĕ сире! эсир çапла калатăр: «Турă Çурчĕпе тупа туни — нимех те мар; Турă Çурчĕн ылтăнĕпе тупа тăваканĕн вара мĕн асăннине пурăнăçламалла» тетĕр.

(17) Эй ăссăрсем, суккăрсем! мĕн аслăрах: ылтăн-и е ылтăна тасалăх тивлечĕ кÿрекен Турă Çурчĕ-и?

(18) Тата çапла калатăр: «парне вырăнĕпе тупа туни — нимех те мар; ун çинчи парнепе тупа тăваканĕн вара мĕн асăннине пурăнăçламалла» тетĕр.

(19) Эй ăссăрсем, суккăрсем! мĕн аслăрах: парне-и е парнене тасалăх тивлечĕ кÿрекен вырăн-и?

(20) Çапла ĕнтĕ, парне вырăнĕпе тупа тăвакан унпа та, ун çинче мĕн пуррипе те тупа тăвать;

(21) –

(22) Турă Çурчĕпе тупа тăвакан унпа та, унта Пурăнаканпа та тупа тăвать; тÿпепе тупа тăвакан Туррăн аслă пуканĕпе те, ун çинче Лараканпа та тупа тăвать.

(23) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир пĕтнĕкрен, энĕçрен, калемпĕртен вуннăмĕш пайне паратăр, саккунри чи кирлине — тÿрĕ сут тăвассине, хĕрхенессине, шанчăклă пулассине — мантăр; çакна тумаллаччĕ, лешне те пăрахас пулмастчĕ.

(24) Эй суккăр çулпуçсем, эсир вăрăмтунана сĕрсе хăваратăр, тĕвене çăтса яратăр!

(25) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир чашăк-тирĕк тулашне тасататăр, ăшне вара вăрласа тунипе, улталаса илнипе тултаратăр.

(26) Эй суккăр фарисей! чашăк-тирĕкĕн тулашĕ те таса пултăр тесен, малтан ăшне тасат.

(27) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир сăрланă тупăксем евĕрлĕ: вĕсем тулашĕнчен илемлĕн курăнаççĕ, ăшĕнче вара туп-тулли вилнĕ çын шăмми те тĕрлĕ ирсĕр япала;

(28) эсир те çавнашкал: пăхма тÿрĕ çын пек курăнатăр, ăшăр-чиккĕр вара ултавпа та йĕркесĕр ĕçпе тулса ларнă.

(29) Эй кĕнекеçĕсем, фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă çитĕ сире! эсир пророксем валли тупăклăхсем тăватăр, сăваплă çынсен палăкĕсене илемлететĕр,

(30) тата çапла калатăр: «эпир аттемĕрсен вăхăтĕнче пурăннă пулсан, вĕсем пророксенĕн юнне тăкнă çĕре хутшăнман пулăттăмăр» тетĕр;

(31) çапла эсир хăвăра хирĕç хăвăрах кÿнтелетĕр — хăвăр пророксене вĕлерекенсенĕн ачисем иккенне пĕлтеретĕр;

(32) аçăрсен виçине тултарăр ĕнтĕ.

(33) Эй çĕленсем, çĕлен çурисем! хăвăра тамăк вутне кĕме сут тăвасран епле хăтăлăр эсир?

(34) Çавăнпа акă Эпĕ сирĕн патăра пророксем, ăсчахсем, кĕнекеçĕсем яратăп; эсир ĕнтĕ вĕсене хăшне вĕлеретĕр, хăшне хĕрес çумне пăталатăр, хăшне хăвăр синагогăрсенче хĕнесе-ватса пĕтеретĕр, хуларан хулана хăвалатăр;

(35) сăваплă çынсенĕн çĕр çине тăкăннă пĕтĕм юнĕ — таса Авель юнĕнчен пуçласа парне вырăнĕпе Турă Çурчĕ хушшинче хăвăр вĕлернĕ Варахия ывăлĕ Захария юнĕ таранах — çиттĕр сире.

(36) Чăн калатăп сире: çавă пурте çак ăрăва çитĕ.

(37) Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пĕтерекен, хăв патна янисене чулпа персе вĕлерекен! чĕп амăшĕ хăй чĕпписене çуначĕ айне пухнă пек, Эпĕ миçе хутчен санăн ачусене пуçтарма тăрăшрăм, анчах эсир пуçтарăнасшăн пулмарăр!

(38) Акă ĕнтĕ сирĕн çуртăр пушанса юлать.

(39) Калатăп сире: хăвăр: «Çÿлхуçа ячĕпе Килекен мухтавлă!» тесе кăшкăрас кун çитиччен текех Мана кураймăр, тенĕ.

Мф 24

(1) Турă Çуртĕнчен тухсан Иисус кайма тăнă, çавăн чухне вĕренекенĕсем Ăна Турă Çурчĕпе унăн хуралтисене кăтартас тесе Ун патне пынă.

(2) Иисус вĕсене каланă: çакна пурне те куратăр-и? Чăн калатăп сире: çакăнта чул çинче чул та юлмĕ; йăлтах аркатĕç, тенĕ.

(3) Вăл Елеон тăвĕ çинче ларнă чухне Ун патне вĕренекенĕсем хăйсем кăна пынă та çапла ыйтнă: каласамччĕ пире, ку хăçан пулĕ? тата Эсĕ килессине, çак ĕмĕр вĕçленессине мĕнле паллă пĕлтерĕ? тенĕ.

(4) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: сыхланăр, сире кам та пулин илĕртсе ан улталатăр:

(5) нумайăшĕ Ман ятăмпа килĕ те: «эпĕ — Христос» тесе чылайăшне илĕртсе улталĕ.

(6) Тата эсир вăрçăсем çинчен, вăрçă шăв-шавĕ çинчен илтĕр. Астăвăр, ан сехĕрленĕр; çакă пурте пулмалла вăл, анчах ку — вĕçĕ мар-ха:

(7) халăх çине халăх, патшалăх çине патшалăх тапăнĕ; выçлăхпа мур пулĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе çĕр чĕтренĕ;

(8) çавах та ку — асапсен пуçламăшĕ кăна-ха.

(9) Ун чухне сире асаплантарма тытса парĕç, сире вĕлерĕç; Мана пула сире пур халăх та курайми пулĕ;

(10) çавăн чухне нумайăшĕ улталанĕ; пĕр-пĕрне сутĕç, пĕр-пĕрне курайми пулĕç;

(11) темĕн чухлĕ суя пророк килĕ, чылайăшне илĕртсе улталĕç;

(12) йĕркесĕр ĕç хушăнса пынине пула çынсем нумайăшĕ пĕр-пĕринчен сивĕнĕç;

(13) вĕçне çитичченех тÿсекен вара çăлăнĕ.

(14) Пур халăха та Турă Патшалăхĕ çинчен пĕлтермешкĕн çак Евангелие пĕтĕм тĕнчипе пĕлтерсе тухĕç; вара пĕтес вăхăт çитĕ.

(15) Даниил пророк каланă пек, сăваплă вырăнта йĕрĕх ларнине курсассăн, — вулакан ăнлантăр, —

(16) Иудейăра пурăнакансем тусем хушшине тарччăр;

(17) çурт тăрринче тăракан хăй килĕнчен пĕр-пĕр япала илес тесе çĕре ан антăр;

(18) хирти çын та тумтирне илес тесе каялла ан таврăнтăр.

(19) Çийĕнче пур арăмсене, ача ĕмĕртекеннисене çав кунсенче епле хĕн пулĕ!

(20) Эсир тарасси хĕллене е шăматкуна ан килтĕрччĕ тесе кĕлтăвăр:

(21) ун чухне хăрушла асап вăхăт пулĕ, ун евĕрли халиччен тĕнче пулнăранпа та пулман, пулас та çук.

(22) Çав кунсен шучĕ чакман пулсассăн, никам та çăлăнса юлаймĕччĕ; анчах çав кунсен шучĕ суйласа илнисемшĕн чакĕ.

(23) Çавăн чухне сире: «Христос акă кунта» е «авă унта» тесессĕн — ан ĕненĕр:

(24) суя христоссем, суя пророксем килĕç; май пулсассăн суйласа илнисене те илĕртсе улталасшăн тĕлĕнмелле паллăсемпе хăватсем кăтартĕç.

(25) Акă Эпĕ ĕнтĕ сире малтанах каласа хутăм.

(26) Çавăнпа та сире: «акă Вăл пушхирте» тесессĕн — ан тухăр унта; «акă Вăл шалти пÿлĕмре» тесессĕн — ан ĕненĕр: ||

(27) çиçĕм тухăçра çиçни анăçрах курăнать, Этем Ывăлĕ çавнашкал килĕ.

(28) Виле выртакан çĕре ăмăрткайăксем пуçтарăнĕç.

(29) Çав асаплă кунсем хыççăн сасартăк хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх хăй çутине кăтартмĕ, тÿперен çăлтăрсем тăкăнĕç, çÿлти вăй-хăватсем хускалĕç;

(30) çавăн чухне тÿпере Этем Ывăлĕн палли курăнĕ; çавăн чухне çĕр çинчи халăхсем пурте кăшкăрса йĕрсе ярĕç те пĕлĕтсем çинче хăватлăн, аслă мухтавпа килекен Этем Ывăлне курĕç;

(31) Вăл Хăйĕн ангелĕсене вăйлă сасăллă трупасемпе ярĕ те, вĕсем тĕнченĕн тăватă енчен — тÿпенĕн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитичченех — Унăн суйласа илнĕ çыннисене пуçтарĕç.

(32) Эсир смоква йывăçĕнчен чухласа илĕр: унăн турачĕсем çемçелсе çулçă кăлара пуçласан, эсир çу çывăххине пĕлетĕр;

(33) çавăн пек эсир те, мĕн калани пурăнăçланнине курсассăн, пĕлсех тăрăр: çывăхрах, алăк умĕнчех.

(34) Чăн калатăп сире: ку пĕтĕмпех çак ăру пĕтичченех пулса иртĕ;

(35) тÿпепе çĕр те çухалĕ, Манăн сăмахăмсем вара нихăçан та çухалмĕç.

(36) Çав кун çинчен, çав сехет çинчен никам та пĕлмест, тÿпери ангелсем те пĕлмеççĕ, ăна пĕртен-пĕр Манăн Аттем çеç пĕлет;

(37) Ной вăхăтĕнче мĕнле пулнă, Этем Ывăлĕ килнĕ чухне те çаплах пулĕ:

(38) талай умĕнхи кунсенче, Ной карап çине ларас кун çитичченех, çынсем ĕçнĕ, çинĕ, авланнă, качча кайнă,

(39) талай çитсе пурне те пĕтеричченех нимĕн те ăнланман — Этем Ывăлĕ килесси те çаплах пулĕ;

(40) ун чухне иккĕн хирте пулсассăн, пĕрне илĕç, тепĕрне хăварĕç;

(41) алă арманĕ авăртакан икĕ хĕрарăмран пĕрне илĕç, тепĕрне хăварĕç.

(42) Çавăнпа ĕнтĕ сыхă тăрăр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçăр хăш сехетре килессе пĕлместĕр.

(43) Анчах та эсир çакна пĕлетĕр: çурт хуçи, вăрă хăш вăхăтра пырассине пĕлсен, сыхă тăрĕччĕ, хăй çуртне алтса кĕме памĕччĕ.

(44) Çавăнпа эсир те хатĕр тăрăр: Этем Ывăлĕ эсир кĕтмен-туман сехетре килĕ.

(45) Апла хуçа хăйĕн тарçисене пăхма, вĕсене вăхăтра апат парса тăма хушнă шанчăклă та ăслă чура кам-ха вăл?

(46) Хуçи пынă çĕре чури хăйне хушнă пек туса тăрать пулсассăн, вăл телейлĕ;

(47) чăн калатăп сире: хуçи ăна хăйĕн мĕнпур пурлăхне пăхса тăраканĕ тăвĕ.

(48) Анчах та çав чура, усал пулса, хăй ăшĕнче: «хуçам халех килмĕ-ха» тесе

(49) хăйĕн юлташĕсене хĕнеме тытăнсан, ĕçкĕçĕсемпе ĕçсе çие пуçласан,

(50) унăн хуçи вăл кĕтмен кун, вăл шухăшламан сехетре килĕ те

(51) ăна çурмаран касса пăрахĕ, çапла икĕ питлисене айăпланă пек хаяррăн айăплĕ; унта ĕнтĕ кăшкăрса йĕни те шăл шатăртаттарни илтĕнсе тăрĕ.

Мф 25

(1) Ун чухне Çÿлти Патшалăха çакăнпа танлаштарма пулĕ. Вунă хĕр çутаткăçсем илсе кĕрÿ каччăна хирĕç тухнă.

(2) Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ăслă, пиллĕкĕшĕ ăссăр пулнă.

(3) Ăссăррисем çутаткăçĕсене илнĕ те çăвне илмен;

(4) ăслисем вара çутаткăçĕсемпе пĕрле çу янă савăчĕсене те илнĕ.

(5) Кĕрÿ каччă час çитеймен те, хĕрсем пурте ыйхăласа çывăрса кайнă.

(6) Çĕр варринче: «акă кĕрÿ каччă килет, хирĕç тухăр!» тесе кăшкăрни илтĕнсе кайнă.

(7) Вара çав хĕрсем пурте вăраннă та тăрса çутаткăçĕсене тÿрлетнĕ.

(8) Ăссăррисем ăслисене каланă: «пире кăштах çу парăр-ха, пирĕн çутаткăçсем сÿнме пуçларĕç» тенĕ.

(9) Ăслисем çапла хуравласа каланă: «апла пире те, сире те çитмĕ, пирĕнтен иличчен хăвăр валли сутакан патне кайса туянăр» тенĕ.

(10) Вĕсем сутăн илме кайсассăн, кĕрÿ каччă пырса çитнĕ, хатĕррисем унпа пĕрле туя кĕнĕ, алăкне хупса хунă;

(11) кайран леш хĕрсем те пыраççĕ: «хуçамăр! хуçамăр! уçса кĕртсемччĕ пире» теççĕ.

(12) Вăл вĕсене çапла хуравласа каланă: «чăн калатăп сире: эпĕ сире пĕлместĕп» тенĕ.

(13) Çавăнпа сыхă тăрăр, мĕншĕн тесессĕн Этем Ывăлĕ хăш кун, хăш сехетре килессе пĕлместĕр.

(14) Ун чухне ĕнтĕ ют çĕре каяс умĕн чурисене чĕнсе илсе вĕсене хăй пурлăхне парса хăварнă çынпа мĕн пулса иртнĕ, çавăн пек пулĕ:

(15) вăл кашнийĕн пултарулăхне кура пĕр чурине пилĕк талант, тепĕрне икĕ талант, тата тепĕрне пĕр талант панă; унтан хăй çула тухса кайнă.

(16) Пилĕк талант илнĕскерĕ ăна тÿрех ĕçе хывса тата пилĕк талант тупăш тунă;

(17) икĕ талант илнĕскерĕ те çапла тата икĕ талант тунă;

(18) пĕр талант илнĕскерĕ вара кайнă та хуçи кĕмĕлне çĕре чавса пытарнă.

(19) Пайтах вăхăт иртсессĕн çав чурасен хуçи таврăнать те лешĕсем çав укçапа мĕн тунине тĕрĕслеме пуçлать.

(20) Пилĕк талант илнĕскерĕ тата пилĕк талант илсе пынă та çапла калать: «хуçамăм! эсĕ мана пилĕк талант панăччĕ; акă эпĕ вĕсемпе тата пилĕк талант тупăш турăм» тет.

(21) Хуçи ăна каланă: «аван, эсĕ — ырă та шанчăклă чура! эсĕ сахалли тĕлĕшĕнчен шанчăклă пултăн, сана нумаййине пăхса тăраканĕ тăвăп; хуçупа пĕрле савăн ĕнтĕ» тенĕ.

(22) Икĕ талант илнĕскерĕ те пырса каланă: «хуçамăм! эсĕ мана икĕ талант панăччĕ; акă эпĕ вĕсемпе тата икĕ талант тупăш турăм» тенĕ.

(23) Хуçи ăна каланă: «аван, эсĕ — ырă та шанчăклă чура! эсĕ сахалли тĕлĕшĕнчен шанчăклă пултăн, сана нумаййине пăхса тăраканĕ тăвăп; хуçупа пĕрле савăн ĕнтĕ» тенĕ.

(24) Пĕр талант илнĕскерĕ те пырса каланă: «хуçамăм! эсĕ хытă кăмăллă çын иккенне эпĕ пĕлеттĕм: эсĕ акман çĕрте выратăн, сăвăрман çĕрте пуçтаратăн;

(25) çавăнпа хăрарăм та санăн талантна çĕре чавса пытарса хутăм; акă илех хăвăнне» тенĕ.

(26) Хуçи ăна çапла хуравласа каланă: «эй усал та кахал чура! эпĕ акман çĕрте вырнине, сăвăрман çĕрте пуçтарнине пĕле тăркач

(27) санăн ман кĕмĕле суту-илÿ тăвакансене памаллаччĕ, киле таврăнсассăн эпĕ тупăш илнĕ пулăттăм;

(28) ĕнтĕ таланта унран илĕр те вунă талантлине парăр:

(29) камăн пур, ăна тата парĕç, унăн хушăнсах пырĕ, камăн çук, унран мĕн пуррине те туртса илĕç;

(30) юрăхсăр чурана тула сĕмлĕхе кăларса пăрахăр: унта ĕнтĕ кăшкăрса йĕни те шăл шатăртаттарни илтĕнсе тăрĕ» тенĕ. Çакна каласа пĕтерсен Иисус хыттăн каланă: илтме хăлха пурри илттĕр! тенĕ.

(31) Этем Ывăлĕ Хăйĕн мухтавĕпе, мĕнпур ангелĕпе пĕрле килсессĕн Хăйĕн мухтавлă патша пуканĕ çине ларĕ,

(32) Ун умне вара пур халăхсем те пухăнĕç; Вăл вĕсене пĕр-пĕринчен кĕтÿçĕ сурăхсене качакасенчен уйăрнă пек уйăрĕ;

(33) сурăхĕсене Хăйĕн сылтăм енне, качакисене сулахай енне тăратĕ.

(34) Вара Патша сылтăм енчисене çапла калĕ: «эй Аттем пилленисем, килĕр, тĕнчене пултарнă чухнех сирĕн валли хатĕрлесе хунă Патшалăха кĕрĕр:

(35) Эпĕ выçă чухне эсир Мана çитертĕр; ăшăм хыпнă чухне Мана ĕçтертĕр; çул çÿренĕ чухне Мана хÿтлĕх патăр;

(36) çарамас чухне Мана тумлантартăр; чирлĕ чухне Мана пырса пăхрăр; тĕрмере ларнă чухне Ман патăма пытăр» тейĕ.

(37) Сăваплисем вара Ăна çапла хуравласа калĕç: «эй Çÿлхуçамăр! эпир хăçан Эсĕ выççине курса Сана тăрантартăмăр? е ăшу хыпнине курса хăçан ĕçтертĕмĕр?

(38) хăçан Эсĕ çул çÿренине курса хÿтлĕх патăмăр? е хăçан çарамассине курса тумлантартăмăр?

(39) хăçан Эсĕ чирлине е тĕрмере ларнине курса Сан патна пытăмăр?» тейĕç.

(40) Патша вĕсене çапла калĕ: «чăн калатăп сире: эсир Манăн çак кĕçĕн тăвансенчен пĕришĕн çапла турăр та — вăл Маншăн туниех пулчĕ» тейĕ.

(41) Унтан сулахай енчисене калĕ: «эй ылханлисем! кайăр Ман патăмран, шуйттанпа унăн ангелĕсем валли хатĕрлесе хунă ĕмĕрлĕх вута кайăр:

(42) Эпĕ выçă чухне эсир Мана çитермерĕр; ăшăм хыпнă чухне Мана ĕçтермерĕр;

(43) çул çÿренĕ чухне Мана хÿтлĕх памарăр; çарамас чухне Мана тумлантармарăр; чирлĕ чухне, тĕрмере ларнă чухне Мана пырса пăхмарăр» тейĕ.

(44) Лешĕсем вара Ăна çапла хуравласа калĕç: «эй Çÿлхуçамăр! эпир хăçан Эсĕ выççине е ăшу хыпнине, е çул çÿренине, е çарамассине, е чирлине, е тĕрмере ларнине курса хăçан пулăшмарăмăр Сана?» тейĕç.

(45) Вăл вара вĕсене çапла калĕ: «чăн калатăп сире: эсир Манăн çак кĕçĕн тăвансенчен пĕриншĕн çапла тумарăр та, вăл Маншăн туманниех пулчĕ» тейĕ.

(46) Вĕсем вара ĕмĕрлĕх асапа кайĕç, сăваплисем ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕç, тенĕ.

Мф 26

(1) Çак сăмахсене пурне те каласа пĕтерсен Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă:

(2) эсир икĕ кунран Пасха пуласса пĕлетĕр; ĕнтĕ Этем Ывăлне пăталама тытса парĕç, тенĕ.

(3) Çавăн чухне Каиафа ятлă аслă священник керменне аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем пухăнса

(4) Иисуса чеелĕхпе тытас та вĕлерес тесе кавар тунă;

(5) вĕсем: анчах ку ĕçе уяв вăхăтĕнче тăвас мар — халăх пăлханмалла ан пултăр, тенĕ.

(6) Иисус Вифанире тилçеллĕ Симон килĕнче пулнă чухне

(7) Ун патне пĕр хĕрарăм алавастăр савăтпа хаклă йышши мирă илсе пынă та ăна кĕрекере ларакан Иисус пуçĕ çине юхтарнă.

(8) Çакна курсассăн вĕренекенĕсем çилленсе каланă: мĕне кирлĕччĕ кунашкал тăккаланни?

(9) Ку мирăна пысăк хакпа сутса, укçине кĕлмĕçсене пама пулатчĕ, тенĕ.

(10) Иисус çакна асăрхасассăн каланă вĕсене: мĕншĕн эсир хĕрарăма пăшăрхантаратăр? вăл Маншăн ырă ĕç турĕ:

(11) кĕлмĕçсем сирĕн яланах пулĕç, Эпĕ сирĕнпе яланах пулас çук;

(12) çак мирăна Манăн ÿтĕм çине юхтарса, вăл Мана çĕре пытарма хатĕрлерĕ;

(13) чăн калатăп сире: çак Евангелие пĕтĕм тĕнчипе кирек ăçта пĕлтерсе çÿресессĕн те, унта ку хĕрарăма та асăнĕç, вăл мĕн тунине каласа кăтартĕç, тенĕ.

(14) Çавăн чухне вуниккĕшĕнчен пĕри, Иуда Искариот ятли, аслă священниксем патне кайнă та

(15) каланă: Ăна сире тытса парсассăн эсир мана мĕн парăр? тенĕ. Лешĕсем ăна вăтăр кĕмĕл укçа пама пулнă;

(16) çавăн хыççăн вара вăл Иисуса тытса пама меллĕ самант шыранă.

(17) Тутлăлла çăкăр уявĕн малтанхи кунĕнче вĕренекенĕсем Иисус патне пынă та: Ху валли ăçта Пасха хатĕрлеме хушатăн пире? тенĕ.

(18) Вăл каланă: хулана пĕр çын патне кайăр та калăр ăна: «Вĕрентекен çапла калать: Манăн вăхăтăм çывăхарчĕ, Эпĕ сан патăнта Хамăн вĕренекенĕмсемпе Пасха тăвас тетĕп» тет, тейĕр.

(19) Вĕренекенĕсем, Иисус хушнă пек туса, Пасха хатĕрлесе хунă.

(20) Каç пулсассăн, Вăл вуникĕ вĕренекенĕпе пĕрле çиме ларнă;

(21) апат çинĕ чухне Иисус каланă: чăн калатăп сире: сирĕнтен пĕри Мана тытса парĕ, тенĕ.

(22) Вĕренекенĕсем пăшăрханса ÿкнĕ те кашниех Унран: эпĕ мар-и, Çÿлхуçамăр? тесе ыйта пуçланă.

(23) Вăл вара вĕсене çапла хуравласа каланă: аллине Манпа пĕрле тирĕке чикекенех Мана сутĕ;

(24) Этем Ывăлĕ пырасса Хăй çинчен çырнă пекех пырать, анчах Этем Ывăлне тытса паракана хуйхă çитĕ: ăна çуралнинчен çуралманни аванрах пулнă пулĕччĕ, тенĕ.

(25) Ăна тытса паракан Иуда та çавăн чухне: эпĕ мар-и, Равви?? тенĕ. Иисус ăна: хăвах каларăн, тет.

(26) Апат çинĕ чухне Иисус çăкăр илсе пилленĕ те ăна вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса каланă: илĕр, çийĕр: çакă — Манăн Ÿтĕм, тенĕ.

(27) Унтан куркине илсе Турра тав тунă та вĕсене парса каланă: пурсăр та ĕçĕр çакăнтан:

(28) ку — Манăн Юнăм, Çĕнĕ Халал Юнĕ, нумайăшĕн çылăхне каçарасшăн юхакан Юнăм.

(29) Калатăп сире: паянтан вара çак иçĕм çырли эрехне Аттем Патшалăхĕнче сирĕнпе пĕрле çĕнĕ эрех ĕçес кунччен ĕçмĕп, тенĕ.

(30) Вара мухтав юрри юрланă хыççăн вĕсем Елеон тăвĕ çине кайнă.

(31) Çавăн чухне Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла калать: кĕçĕр эсир пурсăр та Ман тĕлĕшĕмрен улталанатăр, мĕншĕн тесессĕн: «кĕтÿçне çапса ÿкерĕп те, кĕтÿри сурăхсем сапаланса кайĕç» тесе çырнă;

(32) чĕрĕлсе тăрсассăн вара Эпĕ Галилейăна сирĕнтен маларах çитĕп.

(33) Петр Ăна çапла хуравласа каланă: Сан тĕлĕшрен пурте улталансан та, эпĕ нихăçан та улталанмăп, тенĕ.

(34) Иисус каланă ăна: чăн калатăп сана: кĕçĕр автан авăтичченех эсĕ Манран виçĕ хут тунăн, тенĕ.

(35) Петр Ăна çапла калать: Санпа пĕрле вилмелле пулсассăн та, эпĕ Санран тунассăм çук, тет. Ытти вĕренекенĕсем те çавнашкалах каланă.

(36) Унтан вĕренекенĕсемпе пĕрле Иисус Гефсимани теекен вырăна çитет те калать вĕсене: Эпĕ çавăнта кайса кĕлтăвам-ха, эсир унччен çакăнта ларăр, тет.

(37) Вара Петра тата Зеведейăн икĕ ывăлне Хăйпе пĕрле илсе кайнă та унта тĕмсĕлсе, тертленсе хуйхăра пуçланă.

(38) Çавăн чухне Иисус вĕсене çапла калать: Манăн чунăм вилесле асапланать; çакăнта Манпа пĕрле пулăр, ан çывăрăр, тет.

(39) Унтан кăшт аяккарах пăрăннă та ÿпне ÿксе çапла кĕлтунă: эй Аттем! юрать пулсассăн, çак курка Манран иртинччĕ; анчах Эпĕ тăвас тенĕ пек мар, Эсĕ тăвас тенĕ пек пултăр, тенĕ.

(40) Унтан Вăл вĕренекенĕсем патне пырать те вĕсем çывăрнине курать, вара Петра çапла калать: ĕнтĕ эсир Манпа пĕрле пĕр сехет те çывăрмасăр тÿсеймерĕр-и?

(41) Ан çывăрăр, кĕлтăвăр, улталанмалла ан пултăр: сывлăш сыхă, ÿт чăтăмсăр, тет.

(42) Унтан тата тепĕр хут пăрăннă та çапла каласа кĕлтунă: эй Аттем! Манăн çак куркана ĕçмеллех пулсан, унсăр вăл Манран иртсе каймасть пулсан, Санăн ирĕкÿ пултăр, тенĕ.

(43) Вĕренекенĕсем патне пырсассăн Вăл каллех вĕсем çывăрнине курать: лешĕсене ĕнтĕ ыйхă пусса çитернĕ.

(44) Вăл вĕсене хăварса каллех аяккалла пăрăннă та çав сăмахах каласа виççĕмĕш хут кĕлтунă.

(45) Унтан вĕренекенĕсем патне пырать те калать вĕсене: эсир халĕ те çаплах çывăратăр, канатăр; акă вăхăт çитрĕ, Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса параççĕ;

(46) тăрăр, каяр: акă Мана сутаканĕ çывăхрах, тет.

(47) Вăл çапла каласа тăнă хушăрах акă Иуда — вуниккĕшĕнчен пĕри — тата унпа пĕрле аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем янă, хĕçсемпе шалчасем йăтнă пысăк ушкăн пырса çитнĕ.

(48) Ăна сутаканĕ вĕсене çапла каласа паллă панă: эпĕ кама чуптăвăп, Çавă пулĕ, Çавна ярса тытăр, тенĕ.

(49) Вăл ĕнтĕ çийĕнчех Иисус патне пынă та: Равви?, савăн! тесе Ăна чуптунă.

(50) Иисус ăна çапла каланă: тусăм, мĕн тума килнине ту! тенĕ. Вара Иисуса çавăрса илнĕ те ярса тытнă.

(51) Акă Иисуспа пĕрле пулнисенчен пĕри хĕçне туртса кăларнă та, ăна аслă священник чури çине сулса ярса, унăн хăлхине касса татнă.

(52) Иисус вара ăна çапла калать: хĕçне хăй вырăннех чик — хĕç çĕклекенсем пурте хĕçпех пĕтĕç.

(53) Е Эпĕ Аттемрен тархасласа ыйтсан, Вăл тÿрех Ман патăма вуникĕ легионран та ытла ангел ярса памĕ тесе шутлатăн-и?

(54) Апла вара çакăн пек пулмалла тесе çырни епле пурăнăçланĕччĕ? тенĕ.

(55) Çавăн чухне Иисус халăха каланă: Мана тытма эсир, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалчасемпе тухнă; Эпĕ куллен Турă Çуртĕнче вĕрентсе лараттăм, ун чухне тытмарăр Мана.

(56) Çакă пĕтĕмпе пророксем çырни вырăна килтĕр тесе пулса иртрĕ, тенĕ. Çавăн чухне вĕренекенĕсем пурте Ăна пăрахса тарнă.

(57) Иисуса тытакансем Ăна Каиафа ятлă аслă священник патне илсе кайнă; унта кĕнекеçĕсемпе халăх пуçлăхĕсем пухăннă пулнă.

(58) Петр вара аслă священник картишĕ патне çитичченех Иисус хыçĕнчен аякран пынă; вăл ĕç епле вĕçленессе курасшăн картишне кĕрсе унта тарçăсемпе пĕрле ларнă.

(59) Аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем тата пĕтĕм синедрион Иисуса вĕлерттерме айăп тупмашкăн суя кÿнтеленсем шыранă,

(60) анчах тупайман; суя кÿнтеленсем пырасса нумаййăн пынă, анчах айăп тупса калайман. Юлашкинчен икĕ суя кÿнтелен пынă та

(61) çапла каланă: Вăл: «Эпĕ Турă Çуртне аркатма, унтан ăна виçĕ кун хушшинче çĕнĕрен туса лартма пултаратăп» тетчĕ, тенĕ.

(62) Вара аслă священник тăнă та каланă Ăна: Хăвна айăпланине хирĕç мĕншĕн Эсĕ нимĕн те каламастăн? тенĕ.

(63) Иисус чĕнмен. Аслă священник каланă Ăна: чĕрĕ Турă ячĕпе хушатăп Сана: тупа туса кала пире — Эсĕ Турă Ывăлĕ Христос-и? тенĕ.

(64) Иисус ăна каланă: эсĕ хăвах каларăн; тата калатăп сире: малашне эсир Этем Ывăлĕ Пурне те Пултараканăн сылтăм енче ларнине, Вăл тÿпери пĕлĕтсем çинче килнине курăр, тенĕ.

(65) Вара аслă священник çийĕнчи тумтирне çурса ярса каланă: Вăл Турра хурлать! кÿнтеленсем мĕне кирлĕ тата пире? Вăл Турра хурланине акă хăвăрах илтрĕр!

(66) Эсир мĕн шутлатăр? тенĕ. Вĕсем: айăплă, вĕлермелле, тенĕ.

(67) Ăна ĕнтĕ питĕнчен сурнă, çупа-çупа янă; тепĕрисем пуçĕнчен çапса:

(68) эй Христос, кала-ха пире, Сана кам çапрĕ? тенĕ.

(69) Петр вара тулта картишĕнче ларнă. Ун патне пĕр хĕрарăм тарçă пынă та: эсĕ те Галилейăри Иисуспа пĕрлеччĕ, тенĕ.

(70) Петр пурин умĕнче те тунса каланă: эсĕ мĕн калани çинчен пĕлместĕп, тенĕ.

(71) Вăл хапхаран тухнă чухне ăна тепĕр хĕрарăм тарçă курнă та унти çынсене каланă: ку та Назарет Иисусĕпе пĕрлеччĕ, тенĕ.

(72) Петр каллех тупа тусах туннă: эпĕ Ку Çынна пĕлместĕп, тенĕ.

(73) Кăштахран çавăнта тăракансем Петр патне пырса каланă: эсĕ чăнах та вĕсен ушкăнĕнченех, çакă эсĕ мĕнле калаçнинченех паллă, тенĕ.

(74) Вăл вара Турра асăнсах тупа тăва пуçланă: эпĕ Ку Çынна пĕлместĕп, тенĕ. Çав самантрах автан авăтса янă.

(75) Петр вара хăйне Иисус: «автан авăтиччен эсĕ Манран виçĕ хут тунăн» тесе каланине аса илнĕ. Ĕнтĕ унтан тухса кайнă та татăлса йĕнĕ.

Мф 27

(1) Тул çутăлсанах аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем пурте Иисуса вĕлерттерес тесе канаш тунă;

(2) вара Ăна çыхнă та Понтий Пилат пуçлăх патне илсе кайнă.

(3) Иисуса сутнă Иуда, Ăна вĕлерме сут тунине пĕлсессĕн, ÿкĕнсе, вăтăр кĕмĕл укçине аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсене каялла тавăрса панă:

(4) айăпсăр юна сутса çылăха кĕтĕм эпĕ, тенĕ. Лешĕсем вара ăна: пире мĕн? хăвăнне ху пĕл, тенĕ.

(5) Вăл вара кĕмĕл укçисене Турă Çуртне пăрахнă та, тухса кайса, çакăнса вилнĕ.

(6) Аслă священниксем çав кĕмĕл укçасене илсе каланă: ку — юн укçи, ăна Турă Çурчĕн мул управăшне хума юрамасть, тенĕ.

(7) Канашланă хыççăн вĕсем, ют халăх çыннисем вилсен пытармашкăн тесе, çав укçапа чÿлмекçĕ хирне туяннă;

(8) çавăнпа вăл çĕре халичченех «Юн çĕрĕ» теççĕ.

(9) Ĕнтĕ Иеремия пророк урлă калани çитнĕ, вăл çапла каланă пулнă: «хак Хунăскершĕн вăтăр кĕмĕл укçа илчĕç, Ăна Израиль ывăлĕсем çапла хак хучĕç,

(10) Çÿлхуçа мана каланă пек, çав укçана чÿлмекçĕ çĕрĕшĕн тÿлерĕç» тенĕ.

(11) Иисуса пуçлăх умне тăратнă. Пуçлăх Унран çапла ыйтнă: Эсĕ Иудея Патши-им? Иисус ăна: эсĕ хăв каларăн, тенĕ.

(12) Аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем Хăйне айăпласа калаçнă чухне Вăл нимĕн те чĕнмен.

(13) Вара Пилат Ăна çапла калать: илтместĕн-им, мĕн чухлĕн Сана хирĕç кÿнтелеççĕ? тет.

(14) Иисус унăн пĕр сăмахне те хуравламан, çавăнпа пуçлăх питĕ тĕлĕннĕ.

(15) Пасха уявĕнче пуçлăхăн тĕрмере ларакансенчен пĕр çынна халăх ыйтнипе ирĕке кăларас йăла пулнă.

(16) Çавăн чухне вĕсен тĕрмере Варавва ятлă пĕр паллă вăрă-хурах ларнă;

(17) çынсем пухăнсан, Пилат каланă вĕсене: эсир манран хăшне ирĕке кăларма ыйтатăр: Вараввăна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенĕ;

(18) вăл Иисуса кураймасăр тытса панине пĕлнĕ.

(19) Вăл сут тăвакан вырăнта ларнă чухне арăмĕ ун патне çапла калама хушса çын янă: çав Айăпсăрскерне нимĕн те ан ту: эпĕ кĕçĕр Уншăн тĕлĕкре асапланса пĕтрĕм, тенĕ.

(20) Çав хушăра аслă священниксемпе халăх пуçлăхĕсем халăха Вараввăна ирĕке кăларттарма, Иисуса вĕлерттерме ÿкĕте кĕртнĕ.

(21) Пуçлăх вĕсенчен çапла ыйтнă: эсир мана иккĕшĕнчен хăшне кăларма ыйтатăр? тенĕ. Вĕсем: Вараввăна, тенĕ.

(22) Пилат вĕсене калать: Христос теекен Иисуса мĕн тăвас вара манăн? тет. Вĕсем пурте: пăталаттармалла! теççĕ.

(23) Пуçлăх: мĕн усалли тунă-ха Вăл? тенĕ. Анчах лешĕсем тата хытăрах: пăталаттар Ăна! тесе кăшкăрнă.

(24) Пилат вара, нимĕн тума çуккине кура, халăх ытларах та ытларах пăлханнине кура, шыв илнĕ те халăх умĕнче аллине çуса каланă: Çак Айăпсăрскерĕн юнĕ тăкăннишĕн эпĕ айăплă мар; хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр, тенĕ.

(25) Ĕнтĕ пĕтĕм халăх çапла хуравланă: Унăн юнĕ пирĕн çинче, пирĕн ачасем çинче пултăр, тенĕ.

(26) Вара Пилат вĕсемшĕн тĕрмерен Вараввăна кăларнă, Иисуса хĕнеттерсе хĕрес çумне пăталама хушнă.

(27) Çавăн чухне пуçлăх салтакĕсем Иисуса преторие илсе килнĕ, Ун тавра пысăк çар ушкăнĕ пуçтарăнса тăнă;

(28) Ăна, салтăнтарса, хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартнă;

(29) Ун пуçне йĕплĕ хулăран явнă пуçкăшăль тăхăнтартнă, сылтăм аллине туя тыттарнă; унтан Ун умне чĕркуçленсе ларса: эй Иудея Патши, савăн! тесе мăшкăлласа кулнă;

(30) Ун çине сурнă, туйине туртса илсе, Ăна пуçĕнчен çапнă.

(31) Мăшкăлласа тăрансан Ун çинчен хĕрхĕлтĕм тумтире хывса илнĕ те, Хăйĕн тумтирне тăхăнтартса, Ăна пăталама илсе кайнă.

(32) Тухнă чухне вĕсем Киринея çыннине, Симон ятлăскерне, тĕл пулнă; çавна Иисус хĕресне йăтса пыма хушнă.

(33) Голгофа ятлă вырăна — «Пуç тÿпи» тенине пĕлтерекен вырăна — çитсессĕн,

(34) Ăна ватпа хутăштарнă сĕрхе ĕçме панă; тутанса пăхсассăн Вăл ăна ĕçесшĕн пулман.

(35) Ăна пăталакансем Унăн тумтирне шăпа ярса валеçнĕ те

(36) çавăнта Ăна хуралласа ларнă.

(37) Унăн пуçĕ тĕлне Унăн айăпне кăтартса «Çакă — Иисус, Иудея Патши» тесе çырса çапса хунă.

(38) Çавăн чухне Унпа пĕрле икĕ вăрă-хураха: пĕрне — сылтăм енне, теприне сулахай енне пăталанă.

(39) Иртен-çÿрен пуçне сулла-сулла Ăна хурланă:

(40) эй Турă Çуртне Аркатакан, ăна виçĕ кун хушшинче Çĕнĕрен Туса Лартакан! Хăвна Ху çăл. Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан, хĕрес çинчен ан, тенĕ.

(41) Аслă священниксемпе кĕнекеçĕсем те, халăх пуçлăхĕсемпе фарисейсем те çаплах мăшкăлласа каланă:

(42) ыттисене çăлатчĕ, Хăйне Хăй çăлаймасть. Вăл Израиль Патши пулсан, халĕ хĕрес çинчен антăр ĕнтĕ, вара ĕненĕпĕр Ăна;

(43) Турра шанатчĕ, Вăл Турра юрăхлă пулсан, эппин, Турă хăтартăр Ăна. Вăл: «Эпĕ — Турă Ывăлĕ» тесеччĕ, тенĕ.

(44) Хăйпе пĕрле пăталанă вăрă-хурахсем те Ăна мăшкăлласа хурланă.

(45) Ултă сехетре пĕтĕм çĕре сĕмлĕх хупăрласа илнĕ, тăхăр сехет çитиччен сĕм тĕттĕм тăнă;

(46) тăххăрмĕш сехет тĕлнелле Иисус хыттăн кăшкăрса янă: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенĕ; ку: «эй Турăçăм, Турăçăм! мĕншĕн Эсĕ Мана пăрахрăн?» тени пулать.

(47) Çавăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕри çакна илтсен каланă: Илияна чĕнет Вăл, тенĕ;

(48) вĕсенчен пĕри çав самантрах чупса кайса губка илсе килнĕ те ăна сĕрхе сăхтарса, патак вĕçне тирсе Иисуса ĕçме панă;

(49) ыттисем каланă: ан чăрман; курар-ха: Илия Ăна çăлма килет-и, тенĕ.

(50) Иисус каллех хыттăн кăшкăрса янă та сывлăшĕ тухнă Унăн.

(51) Çав самантра Турă Çуртĕнчи чаршав çÿлтен пуçласа аяла çитичченех çурмаран çурăлса аннă; çĕр чĕтреннĕ; чулсем çурăла-çурăла кайнă;

(52) тупăклăхсем уçăлнă; вилнĕ сăваплă çынсем нумайăшĕ чĕрĕлсе тăнă;

(53) Иисус чĕрĕлсе тăрсан, вĕсем тупăклăхсенчен тухса сăваплă хулана кĕрсе нумайăшне курăннă.

(54) Çĕрпÿ тата унпа пĕрле Иисуса хурал тăракансем çĕр чĕтреннине, çавăнта мĕн пулса иртнине курсассăн сехĕрленсех ÿкнĕ те: Вăл чăнах та Турă Ывăлĕ пулнă-мĕн, тенĕ.

(55) Унта тата Иисуса пулăшса Ун хыççăн Галилейăранах çÿренĕ хĕрарăмсем те нумайăшĕ пулнă, вĕсем аякран пăхса тăнă;

(56) вĕсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосиф амăшĕ Мария тата Зеведей ывăлĕсенĕн амăшĕ пулнă.

(57) Каç пулсан унта Аримафея çынни, Иосиф ятлă пуян çын, Иисус вĕренекенĕ пулнăскер, пынă;

(58) вăл, Пилат патне пырса, Иисус ÿтне ыйтнă. Пилат вара Иисус ÿтне пама хушнă;

(59) Иосиф ĕнтĕ Иисус ÿтне илсе таса пирпе чĕркенĕ те

(60) ăна чул тăва касса кĕрсе тунă хăйĕн çĕнĕ тупăклăхне хунă; тупăклăха кĕмелли шăтăка пысăк чулпа хупласа хăварнă та кайнă.

(61) Çавăнта Мария Магдалинăпа тата тепĕр Мария пулнă, вĕсем тупăклăха хирĕçех ларнă.

(62) Эрнекун иртсен тепĕр куннех аслă священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухăннă та

(63) каланă: хуçамăр! хайхи ултавçă чĕрĕ чухне: «виçĕ кунран чĕрĕлсе тăрăп» тесеччĕ, çав аса килчĕ пире;

(64) çавăнпа эсĕ Унăн тупăклăхне виçĕ кун хушши хураллама хушсам — Унăн вĕренекенĕсем çĕрле пырса Ун ÿтне вăрласа ан кайччăр, халăха: «Вăл вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăчĕ» тесе ан калаччăр. Вара кайранхи ултавĕ малтанхинчен те усалтарах пулĕ, тенĕ.

(65) Пилат вĕсене каланă: сирĕн хуралçăрсем пур, кайăр та хăвăра кирлĕ пек хураллăр, тенĕ.

(66) Вĕсем вара кайнă та, тупăклăх умне хурал тăратса, чулĕ çине пичет пуссах хăварнă.

Мф 28

(1) Шăматкун иртсен, эрненĕн малтанхи кунĕнче, тул çутăлнă чухне Мария Магдалинăпа тепĕр Мария тупăклăха пăхма пынă.

(2) Акă çĕр питĕ вăйлăн чĕтренсе кайнă: Çÿлхуçа Ангелĕ тÿперен аннă та тупăклăх патне пырса ун умĕнчи чула йăвантарса ярса ун çине ларнă.

(3) Вăл çиçĕм пек курăнса тăнă, тумтирĕ унăн юр пек шурă пулнă.

(4) Хурал тăракансем, унран хăранипе чĕтрене ерсе, вилнĕ пекех пулса кайнă.

(5) Ангел вара хĕрарăмсене çапла каланă: ан хăрăр — эсир хĕрес çумне пăталанă Иисуса шыранине пĕлетĕп;

(6) Вăл кунта çук: Хăй каланă пек, Вăл чĕрĕлсе тăчĕ. Килĕр, Çÿлхуçа выртнă вырăна пăхăр та

(7) часрах кайса Унăн вĕренекенĕсене калăр: Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, Вăл сирĕнтен маларах Галилейăра пулĕ, эсир Ăна çавăнта куратăр, тейĕр. Акă эпĕ сире каласа патăм, тенĕ.

(8) Вĕсем вара васкасах тупăклăх патĕнчен кайнă та, хăраса та савăнса ÿкнĕскерсем, Унăн вĕренекенĕсене пĕлтерме чупнă.

(9) Унăн вĕренекенĕсене пĕлтерме кайнă чухне акă вĕсене Иисус тĕл пулнă та: савăнăр! тенĕ. Вĕсем вара, çывăхарса, Ăна уринчен тытса пуççапнă.

(10) Çавăн чухне Иисус вĕсене çапла калать: ан хăрăр; кайăр та Манăн тăванăмсене пĕлтерĕр, вĕсем Галилейăна пыччăр, Мана çавăнта курĕç, тенĕ.

(11) Вĕсем çул çинче пулнă хушăра хурал тăракансенчен хăшĕпĕри хулана пырса мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех аслă священниксене каласа панă.

(12) Лешĕсем вара халăх пуçлăхĕсемпе пухăнса канаш тунă та салтаксене çителĕклех укçа парса

(13) каланă: эсир çапла калăр: «çĕрле, эпир çывăрнă вăхăтра, Унăн вĕренекенĕсем пырса вăрласа кайнă Ăна» тейĕр;

(14) çак сас-хура пуçлăх патне çитес-тăвас пулсассăн, эпир ăна хамăр енне çавăрăпăр, сире инкек курмалла тумăпăр, тенĕ.

(15) Хуралçăсем вара укçине илнĕ те хăйсене вĕрентнĕ пек каланă. Çак сăмах ĕнтĕ иудейсен хушшинче халичченех çÿрет.

(16) Вунпĕр вĕренекенĕ Галилейăна, Иисус пыма хушнă ту çине, кайнă;

(17) Ăна курсан вĕсем Ун умне ÿксе пуççапнă, хăшĕсем тата иккĕленнĕ те.

(18) Иисус çывăхарах пырса вĕсене çапла каланă: çÿлте те, çĕр çинче те пур ирĕке те Мана панă:

(19) ĕнтĕ кайăр та пур халăха та вĕрентсе Ашшĕн, Ывăлĕн, Таса Сывлăшĕн ячĕпе тĕне кĕртĕр,

(20) Эпĕ сире мĕн хушнине пурне те тытса пурăнма вĕрентĕр вĕсене; Эпĕ тĕнче пĕтичченех куллен сирĕнпе пĕрле пулăп, тенĕ. Аминь.

Advertisements

Матфей çырнă Евангели” çине 2 шухăш

  1. […] Христос каланă: пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă. Ашшĕ пĕрин патне пынă та каланă: ађам, йывăç пахђине кай­са ĕçле-ха, тенĕ. Ывăлĕ каланă: йурĕ, кайăп, тенĕ. Ашшĕ тепĕр ывăлне те ĕçлеме кайма хушнă. Анђах ывăлĕ аш­шĕне хирĕç: каймастăп, тенĕ. Кăшт тăрсан, çак ашшĕ хуш­нине шухăшласа илнĕ те, ашшĕ кайма хушнă çĕре кайнă. Ашшĕне кайатăп, тийекенскер кайман. Иккĕшĕнђен хăшĕ ĕнтĕ ашшĕ хушнине тунă! Ашшĕнђен ырă сăмах илтмелле пулнă? Ăна хăвăр та ăнласа илме пултаратăр: кайап тийкенĕ мар, кайса ашшĕ хушнине тунă ывăлĕ ырра тухнă. […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.