Кăрлач


Георгий Орлов


Кăрлач

Ĕлĕк-авалтан пыракан савăнăçлă уяв — Çĕнĕ çул та иртрĕ. Кăрлач пуçланчĕ.

Кăрлач — сивĕ уйăх. Сăрт-варта выляма, ярăнма юратакан ачасене те вăл хăш-пĕр кун пĕрре те пÿртрен кăлармасть. Сывлăша пÿлет, пит-куçа çатăрах чĕпĕтет, тăм илтермĕ пултарать. Ун пек чух вара пас тытнă йывăçсем, хăйсен шап-шурă пĕркенчĕкĕсем вĕçерĕнсе ÿкесрен шикленнĕ пек, пачах хускалмаççĕ. Юр кăчăртатни кăна таçтанах илтĕнет. Çын умĕнче чĕлĕм тĕтĕмĕ евĕр пăс явкаланса пырать.

Паллах, çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тапхăр-тапхăр тăман та кутăн-пуçăн çаврăнать, е вĕçтерекен сиксе тухать.

Малтан хыт курăк силленсе илет,

Вылять шап-шурă кĕрт çилхи, унтан

Хум хыççăн хум ярать кăвак инçет,

Кĕçех вăл хăй те çухалать куçран;

Ытла та хăвăрт çитнĕ пек çĕрле,

Тавралăх хĕсĕнет, чĕтрет, сĕрлет…

Пĕр кĕвĕ пек янрать тем тĕрлĕ сас,

Юрпа мăкăрланать çех тарăн вар —

Сăрт çамкине, тÿрем çĕре час-час

Çил тăприпе çапла шăлать кăрлач.

Кирек хăш вăхăтра та ĕç тытăнса тăмасть. Ял çыннисем кĕркунне лайăхрах тыр-пул пухса кĕртме ĕмĕтленсе уйсене торф, тислĕк турттараççĕ, юр тытаççĕ, машинăсене çур акине хатĕрлеççĕ.

Вăрман пурнăçĕ мĕнле тата? Çиллĕ кун та вăрманта чылай хÿтĕ. Çапах та ытла сивĕ чух пакша йăваран тухмасть, çăмламас хÿрипе витĕнсе тĕлĕрет. Юр çинче йĕрсем курма йывăр. Мĕн, никам та çук-им? Е пурте пытанса пĕтнĕ? Васкама кирлĕ мар, тăхта кăштах. Пăхкала. Авă унта, чăрăш тăрринче, епле хитре кайăк ларать! Пĕчĕкскер çеç. Шупка хĕрлĕ. Кукăр сăмса вăл. Юратнă çимĕçне, чăрăш йĕкелне, шĕкĕлчеме килнĕ. Акă тата пĕр йывăç хутĕнчен тепĕр йывăç кутне кăсăясен ушкăнĕ йăрлатса вĕçсе иртет. Вĕсем ула такка хыççăн çÿреççĕ, вăл таккаса ÿкернĕ çĕрĕкре хăйсене мĕн кирлине шыраççĕ. Таçта такам пуррине сиссе чакак чаклатать. Унччен те пулмасть — мулкач сиксе çитет… Çапла, пурнăç кунта та хăй йĕркипех пырать.

Пĕвесемпе кÿлĕсенче, пысăк юхан шывсенче те пăр çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Ваксем каснă-касманах шăнса лараççĕ. Пулăсем сывлăшсăр антăхаççĕ.

Çырма-çатрари, катасенчи пĕчек йываç темисем тарăнланнăçемĕн тарăнланакан юр айне пытанчĕç. Çимелли шыраса мулкачсем каç-каç улăхри утă капанĕсем патне, садсене, пахчасене киле-киле каяççĕ. Пăшисем вăрман хĕрринелле, çынсен çы- вăхнелле тухнине те курма пулать. Ял-хулара пурăнакан, унтах хĕл каçакан кайăксем, уйрăмах кăсăясем, апат тупаймасăр хытă аптăраççĕ. Эппин, вĕсене çак вăхăтра этем пулăшăвĕ нихçанхинчен те ытларах кирлĕ.

Улăхсенче, уйсенче — ăçта пăхатăн унта шурă упасем — утă-улăм капанĕсем тем чухлехчĕ. Халĕ вĕсен йышĕ палăрмаллах чакнă. Хĕл хырăмĕ пысăк тесе халăх ыт ахальтен каламан çав.

Кăрлач вĕçĕнче кун сехет çурă таран вăрăмланать. Тÿпе те раштаври евĕр тĕксĕм мар, çутăрах, уçăрах. Хĕл майĕпен-майĕпен йăвашланас енне каять. Çакна кайăксем хăвăрт туяççĕ. Çерçисем пысăкрах ушкăнсене пухăнаççĕ, хытăран хытă чĕвĕлтетеççĕ.

Вăрман хуçи, вăрман илемĕ — пăши — армак- чармак мăйракине пăрахнă та ĕнтĕ. Лаштра чăрăш туратти çинче тутă кукăр сăмсасем йăва çавăрасшăн. Ара, кĕçех чĕпĕ кăлармалла вĕсен!

Шыв тĕпĕнче аран-аран çеç хускал каланă шампа пулă та хăвăртрах, çăмăллăнрах ишме пуçлать, выля-выля вăлча сапма тытăнать.

Йĕри-тавра пурпĕрех кивĕ тĕсех-ха. Уй-хир те, вăрман та, сăрт-вар та — нихăшĕ те чÿк уйăхĕнче тăхăннă шурă тумĕсене улăштарма хатĕрленмест пек.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.