Иван Шухши
Çил çуна
-
Ачасем, пĕлетĕр-и эсир çил çуна мĕн япалине, курнă-и эсир ăна? Тен, ларса ярăнса та курнă? Çук-и? Итлĕр апла пулсан. Ку вăл ман пуçран шухăшласа кăларнă япала мар. Унашкал мыскарасене шухăшласа кăларма пулать-и?!
Сăмахĕ манăн Миккуль тусăм çинчен-ха. Ну, ытла та тем те шухăшласа кăларать-çке вăл! Пысăк ăстаçă. Ракета, самолет, çилкĕçлĕ (парăслă) карап кÿлеписене ăсталарĕ. Шифоньер тăрне хăпартса лартмалли е çиппе çыхса маччаран çакса ямаллисене мар, чăн-чăннисене, вĕçекеннисене! Вĕçтерсе те кăтартрĕ. Ракетине вĕçтерсе янă чухне пушар та сиксе тухнăччĕ. (Юрать- ха, пушар сÿнтерекенсем вăхăтра сиссе ĕлкĕрнĕ…) Вăл-ку усалли тĕп пултăр та… Ун пирки мар-ха манăн сăмахăм, ун çинчен тепĕр чухне тĕплĕнрех каласа парăп. Халĕ манăн сăмах урăххи çинчен. Мĕн çинченччĕ-ха? Э-э, çил çуна çинчен пуçларăмăр мар-и сăмаха.
…Пĕррехинче Миккуль ачасене килне пуçтарчĕ те хăйĕн планĕпе паллаштарчĕ. Çил çуна тăвасшăн иккен. Ачасенчен кăштах пулăшу кирлĕ. Миккуле çил çуна ăсталама виçĕ йĕлтĕр, унсăр пуçне татаикĕ простынь кирлĕ пулать. Çилкĕç тума ĕнтĕ.
Пĕрремĕш ыйтăвне татса пама йывăрах пулмарĕ. Манăн мăшăр йĕлтĕртен хăраххи хуçăлнăччĕ те — эпĕ хуçăк маррине савăнсах Миккуль тусăма патăм. Владик ашшĕ эрне каялла туянса панă йĕлтĕрне мăшăрĕпех тĕлĕнтермĕш япала тунă çĕрепачĕ. Çилкĕç тупасси кăна кăштах шухăшлаттарчĕ пире. Нихăшĕн те килĕнче ытлашши простынь çук. Çитменнине тата, Миккуль киввине мар, вĕр çĕннине, çирĕп пир тăрăхĕнчен çĕленине ыйтать.
— Юрĕ, простыньне хам тупăп, — терĕ Миккуль юлашкинчен.
Унтан эпир картишне тухрăмăр та ĕçе пуçăн тăмăр. Йывăрах та мар иккен! Малтанах виçĕ йĕлтĕре çуна кÿлепи çумне çирĕплетсе лартрăмăр.
Унтан велосипедăн кивĕ рульне малти йĕлтĕре пăркаламалла майлаштартăмăр. Ларкăч вырăнне çÿхе хăма пулчĕ. Çилкĕç валли мачтăлăх Миккуль пакур аврине варринчен касса татрĕ те ларкăч хыçне вырнаçтарса лартрĕ.
Тепрер сехетрен пирĕн çил çуна хатĕр те! Çилкĕçĕ кăна çук. Ăçтан тупмалла?
Хапха умĕнче машинĕ кăнтарса ларакан тĕлĕнтермĕш çил çуна çине пăхса тăрсан-тăрсан Миккуль килне чупса кĕчĕ те икĕ простынь йăтса тухрĕ. (Çакăншăн ăна кайран хытах лекнĕ тет.) Пире кашнине йĕппе çип валеçсе пачĕ: икĕ простыне çĕлесе пĕрлештерме ĕнтĕ. Ку ĕçе вĕçлесен простынь вĕçĕсене кĕвентесем çумне çирĕллетрĕмер.
Эпир çил çунана уялла сĕтĕрсе кайнă чухне хĕвел анса ларасси нумаях юлманччĕ. Çил вăйлах вĕрме пуçларĕ те — кунашкал паха самантпа епле усă курмăн!
— Малтан хам тĕрĕслесе пăхам-ха, — терĕ Миккуль ларкăч çине вырнаçса.
Ун хыçне эпĕ тăтăм. Пысăк ĕçе пурте курччăр тесе Миккуль васкамарĕ-ха. Ялти вĕт-шакăр тăвайккинче çуйхашма пăрахса пирĕн тавра пуçтарăнчĕ.
Миккуль çĕлĕкне мотошлемпа улăштарса тăхăнчĕ. Куçлăхне антарчĕ те мана асăрхаттарчĕ:
— Çирĕп тыт. Уксе ан юл, — терĕ. Унтан мăнаçлăн: — От винта! — тесе кăшкăрчĕ летчиксем юратакан сăмаха.
Пĕр кĕтÿ вĕт-шакăр ача пирĕн çунана тĕксе уй варрине илсе тухрĕ. Акă варкăш çил çилкĕçе карăнтарчĕ те — эпир малалла хытăран та хытă- _рах ыткăнса пыма пуçларăмăр.
Нарăс уйăхĕ. Раштавпа кăрлач сиввисем тата çил ачисем тĕпĕртетсе çÿресе юра аванах хытарса пусăрăнтарнă, йĕлтĕрсем юр ăшне путмаççĕ, çу сĕрнĕ пек çăмăллăн шăваççĕ.
Васкакан вакка сикнĕ тенешкел, эпир çуна тунă чухне хăш-пĕр ыйтусене шута илме маннă иккен. Кирек мĕнле куçăм хатĕрĕ ăсталанă чухне те чи кирлĕ ыйту — чарăну ыйтăвĕ. Тапранса кайма кайрăмăр-ха, анчах епле чарăнмалла? Миккуль урипе юр тăрăх сĕтĕрсе пырса та пăхрĕ, анчах усси пулмарĕ.
Епле чарăнас? Çилкĕçе антарасси пирки шутлама ăс çитереймен эпир. Эх, вирхĕнетпĕр уй тăрăх! «Ăçта çитсе çапăнăпăр-ши? Ма ларсах ку çуна çине», — тесе пыратăп хам ăшра.
Инкек çине синкек тенĕ пек, çунана чарма хăтланса Миккуль руле унталла та кунталла пăркаласа пычĕ-пычĕ те, юлашкинчен вăл пачах çаврăн- ми пулса ларчĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн мерекке çил еккипе тÿп-тÿрĕ ыткăнать. Умра — утă капанĕ. Капан тăрринче — çынсем, çумĕнче — лаша кÿлнĕ çунасем. Пирĕн ялсем утă тиеççĕ.
Самантлăха пурте ĕçлеме пăрахса пирĕн еннелле çаврăнчĕç. Уй тăрăх халиччен курман мереккеллĕ япала пыни хăшне-пĕрне тĕлĕнтерчĕ, хăшне-пĕрне хăратса та пăрахрĕ пулмалла. Ара, шап-шурă шăналăк хăйсем çинелле вирхĕнсе пынине курсан такамăн та сехри хăпмалла.
Сасартăк лашасем карт туртăнчĕç те уй тăрăх хăшĕ ăçталла пĕлет, çавăнталла тапса сикрĕç. Лав çинче тăнисем пăрçа пек тăкăнса юлчĕç. Кăштахран тин тăна кĕчĕç ял çыннисем. «Ку япала таçтан муртан персе аннăскер мар», — терĕç пулмалла.
— Лашасене хăратрăр, мур ачисем!
— Пĕтĕм ĕç харама кайрĕ!
— Сенĕкпе чикеп шуйттан илсе кайманскер- сене! — терĕ те Нинук аппа пире хăвалама пуçларĕ. Хытă тарăхнă ĕнтĕ мăнтарăн. Ара, ĕрĕхсе кайнă лашасем таçтах çитме ĕлкĕрнĕ те. Тиесе I çитермех пуçланă лавсенчи утта та уй тăрăх хăçан пуçтарса пĕтерес?
Анчах хĕрарăмсем те, арçынсем те пире хăва- ) ласа çитеймерĕç. (Çитнĕ пулсан лектеретчĕç тепĕрре.) Пирĕн çил çуна утă капанĕ çумĕпе вăшт кăна иртсе кайрĕ. Хăвăртлăхĕ самай пысăкчĕ.
Кĕçех кÿршĕ ял та курăнма пуçларĕ. Аллисемпе юнаса вăрçакан хамăр ял çыннисем те, лашисем те курăнми пулчĕç. Умра — улăм ури. Çавăн кĕтессине вăшт перĕнчĕ хăрах йĕлтĕр. Çил çуна шăтăр-шатăр турĕ. Хамăр темиçе утăм малалла сирпĕнсе кайрăмăр. Телее, çам капа ал-урана кашт шăйăрттарса пĕтернисĕр пуçне ытлашши çуранах пулмарĕ пирĕн. Çав улăм ури пулман пулсан ăçта çитсе перĕннĕ пулăттăмăр-ши?
Çапларах турăмăр эпир çил çунана. Çапла ярăнса куртăмăр.