Иван Шухши
Çил çуна
-
Ачасем, пĕлетĕр-и эсир çил çуна мĕн япалине, курнă-и эсир ăна? Тен, ларса ярăнса та курнă? Çук-и? Итлĕр апла пулсан. Ку вăл ман пуçран шухăшласа кăларнă япала мар. Унашкал мыскарасене шухăшласа кăларма пулать-и?!
Сăмахĕ манăн Миккуль тусăм çинчен-ха. Ну, ытла та тем те шухăшласа кăларать-çке вăл! Пысăк ăстаçă. Ракета, самолет, çилкĕçлĕ (парăслă) карап кÿлеписене ăсталарĕ. Шифоньер тăрне хăпартса лартмалли е çиппе çыхса маччаран çакса ямаллисене мар, чăн-чăннисене, вĕçекеннисене! Вĕçтерсе те кăтартрĕ. Ракетине вĕçтерсе янă чухне пушар та сиксе тухнăччĕ. (Юрать- ха, пушар сÿнтерекенсем вăхăтра сиссе ĕлкĕрнĕ…) Вăл-ку усалли тĕп пултăр та… Ун пирки мар-ха манăн сăмахăм, ун çинчен тепĕр чухне тĕплĕнрех каласа парăп. Халĕ манăн сăмах урăххи çинчен. Мĕн çинченччĕ-ха? Э-э, çил çуна çинчен пуçларăмăр мар-и сăмаха.Малаллине вулас